Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

32-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Сӑпайлӑ пулӑр тата хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр

Сӑпайлӑ пулӑр тата хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр

«Хӑвӑн Турру умӗнче йӑваш ӑслӑ [«сӑпайлӑ», ҪТ] ҫӳремелле» (МИХ. 6:8).

31-МӖШ ЮРӐ Турӑпа ҫӳре

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова хӑйне кӗҫӗне хуни пирки Давид мӗн каланӑ?

ИЕГОВА хӑйне кӗҫӗне хурать-и? Паллах, хурать. Пӗррехинче Давид ҫапла каланӑ: «Эсӗ мана Хӑвӑн ҫӑлакан хулканна паратӑн, Санӑн ырӑлӑху [«эсӗ хӑвна кӗҫӗне хуни», ҪТ] мана асла кӑларать» (2 Патш. 22:36). Тен, ҫак сӑмахсене каланӑ чухне Давид хӑйӗн ашшӗ килне Самуил пророк килнине аса илнӗ. Ун чухне Самуил Турӑ хушнипе Израиль пулас патшине ҫу сӗрме килнӗ. Давид сакӑр ывӑлран чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ҫав-ҫавах Саул вырӑнне патша пулма Иегова ӑна суйласа илнӗ (1 Патш. 16:1, 10—13).

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 112-мӗш Псаломра Иегова ҫинчен мӗн каланипе Давид килӗшнӗ пулӗччӗ пулӗ. Иегова пирки унта ҫапла каланӑ: «Ҫӗрпе пӗлӗт ҫине пӑхмашкӑн пӗшкӗнет; кӗлмӗҫе ҫӗртен йӑтса тӑратать... мӗскӗне асла кӑларать, ӑна пуҫлӑхсемпе... пӗрле лартать» (Пс. 112:6—8). Ҫак статьяра эпир Иегова хӑйне мӗнле кӗҫӗне хунине тата эпир унран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех Саул патша, Даниил пророк тата Иисус тӗслӗхӗсенчен сӑпайлӑх ҫинчен эпир мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр.

ИЕГОВӐРАН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАТПӐР?

3. Иегова пирӗнпе хутшӑннӑ чухне хӑйне мӗнле тытать? Тата ҫакӑ мӗн кӑтартса парать?

3 Иегова хӑйӗн ҫитменлӗхлӗ ӗҫлекенӗсемпе мӗнле хутшӑннинчен вӑл хӑйне кӗҫӗне хуни курӑнать. Эпир ӑна пуҫҫапма пултаратпӑр, унтан та ытларах, вӑл пире хӑйӗн тусӗсем тесе шутлать (Пс. 144:18). Хӑйӗнпе туслашма май пултӑр тесе вӑл хӑй пӗрремӗш утӑм тунӑ — хӑйӗн ывӑлне пирӗн ҫылӑхсемшӗн панӑ. Иегова питӗ хӗрхенекен Турӑ!

4. Иегова пире мӗнле тунӑ тата мӗншӗн вӑл пире ҫапла тунӑ?

4 Иегова хӑйне кӗҫӗне хуни тата мӗнрен курӑнать? Иегова этеме тунӑ чухне ӑна мӗнле пурӑнмаллине суйласа илме ирӗк памасан та пултарнӑ. Анчах вӑл апла туман. Вӑл пире хӑй евӗрлӗ тунӑ тата пире хамӑр мӗн тӑвас тенине тума ирӗк панӑ. Иеговӑпа танлаштарсан эпир пӗчӗк тата хавшак пулсан та эпир мӗнле йышӑнусем туни уншӑн пурпӗр мар. Иегова эпир хӑйне юратнӑран тата хӑйне итлени хамӑра усӑ кӳнине ӑнланнӑран хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑччӑр тет (Сак. аст. 10:12; Ис. 48:17, 18). Иегова хӑйне кӗҫӗне хунӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ!

Иисус тӳпере; унпа юнашар хӑйӗнпе пӗрле патшара ларакансем; вӗсем умӗнче темӗн чухлӗ ангел тӑрать. Хӑш-пӗр ангелсем хӑйсене хушнӑ ӗҫсене тума ҫӗр ҫине анаҫҫӗ. Иегова хӑйӗн ҫак ӗҫлекенӗсене пурне те хӑйӗн хӑш-пӗр ӗҫӗсене шанса панӑ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Иегова пире хамӑра кӗҫӗне хума мӗнле вӗрентет? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

5 Иегова пире хамӑра кӗҫӗне хума мӗнле вӗрентет? Вӑл ҫак тӗлӗшрен хӑй лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Ҫут тӗнчере Иеговӑран ӑслӑраххи ҫук пулсан та, вӑл хаваспах ыттисемпе ӗҫлет тата вӗсем мӗн шутланине те шута илет. Сӑмахран, Иегова Ҫут тӗнчене хӑйӗн Ывӑлӗпе пӗрле тунӑ (Ытар. 8:27—30; Кол. 1:15, 16). Иегова пурне те тума пултарать, ҫапах та вӑл хӑш-пӗр ӗҫсене ыттисене шанса парать. Тӗслӗхрен, вӑл ҫӳлти Патшалӑхра Иисуса патшана лартнӑ тата унпа пӗрле патшара ларма 144 000 арҫынпа хӗрарӑма суйласа илнӗ (Лука 12:32). Паллах, Иегова Иисуса Патша пулма та, Чи Аслӑ Священник пулма та хатӗрленӗ (Евр. 5:8, 9). Иисуспа пӗрле патшара ларас ҫынсене те вӑл вӗрентсе тӑрать, анчах вӑл вӗсен кашни утӑмне сӑнаса тӑмӗ. Вӑл вӗсене шанать тата хӑй мӗнле хушнӑ, вӗсем ҫапла тӑвасса пӗлет (Ӳлӗм. 5:10).

Ыттисене вӗрентсе тата хамӑрӑн хӑш-пӗр тивӗҫсене вӗсене шанса парса эпир Иегова пек тӑватпӑр (6, 7 абзацсене пӑхӑр) *

6, 7. Тивӗҫсене ыттисене шанса парас тӗлӗшрен эпир Иеговӑран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

6 Пирӗн ҫӳлти Аттене никамӑн пулӑшӑвӗ те кирлӗ мар, ҫапах та вӑл хӑйӗн хӑш-пӗр ӗҫӗсене ыттисене шанса парать. Пирӗн те ҫаплах тумалла мар-и вара? Сӑмахран, ҫемье пуҫӗсем тата старейшинӑсем хӑйсен хӑш-пӗр тивӗҫӗсене ыттисене шанса параҫҫӗ пулсан тата вӗсем ыттисем ҫак тивӗҫсене мӗнле тунине сӑнасах тӑмаҫҫӗ пулсан, Иеговӑран тӗслӗх илеҫҫӗ. Ҫапла туни ӗҫсене туса пӗтерме ҫеҫ мар, ыттисене вӗрентме те, вӗсене хӑюллӑрах пулма та пулӑшать (Ис. 41:10). Камӑн власть пур, ҫавсем Иеговӑран тата мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

7 Библирен Иегова хӑйӗн ывӑлӗсем, ангелсем, мӗн шутланине пӗлесшӗн пулни курӑнать (3 Патш. 22:19—22). Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратӑр? Вырӑнлӑ пулсан, пӗр-пӗр ӗҫ пирки ӑна мӗнле лайӑхрах тумалла-ши тесе ачасенчен ыйтса пӑхӑр. Вӗсем каланӑ пек тума пулать пулсассӑн вара вӗсем сӗннӗ пек тӑвӑр.

8. Иегова хӑйне Авраампа тата Саррӑпа мӗнле тытнинчен вӑл чӑтӑмлӑ пулни мӗнле курӑнать?

8 Иегова хӑйне кӗҫӗне хуни чӑтӑмлӑ пулнинчен курӑнать. Сӑмахран, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем хӑй тунӑ йышӑнусем пирки иккӗленнине каланӑ чухне те вӑл чӑтӑмлӑ. Иегова Содомпа Гоморрӑна пӗтересшӗн пулнине пӗлсен Авраам пӑшӑрханса ӳкнӗ. Ҫакӑн ҫинчен Иеговӑна каласа панӑ чухне вара Иегова ӑна тимлӗ итленӗ (Пулт. 18:22—33). Тата Иегова хӑйне Авраам арӑмӗпе, Саррӑпа, мӗнле тытнине аса илӗр-ха. Иегова ун пирки вӑл ватлӑхра ача ҫуратать тенине илтсен Сарра кулса янӑ. Анчах Иегова ун ҫине кӳренмен, тарӑхса та кайман (Пулт. 18:10—14). Вӑл Саррӑна хисепленӗ.

9. Ашшӗ-амӑшӗсем тата старейшинӑсем Иеговӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

9 Ашшӗ-амӑшӗсем тата старейшинӑсем, эсир Иегова тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултаратӑр? Сирӗн ачасем е пухури тӑвансем хӑвӑр тунӑ йышӑнусемпе килӗшмесен эсир хӑвӑра мӗнле тытатӑр? Хӑвӑрӑнни ҫинчех тӑратӑр-и е ыттисем хӑвӑрпа мӗншӗн килӗшменнине ӑнланма тӑрашатӑр-и? Камӑн власть пур, ҫавсем Иеговӑран тӗслӗх илеҫҫӗ пулсан, ҫакӑ пуриншӗн те — ҫемьешӗн те, пухушӑн та — усӑллӑ пулӗ. Эпир Иеговӑн тӗслӗхӗ хамӑра кӗҫӗне хума мӗнле вӗрентнине пӑхса тухрӑмӑр. Халӗ вара Библири тӗслӗхсем пире сӑпайлӑ пулма мӗнле вӗрентнине сӳтсе явӑпӑр.

ЫТТИ ТӖСЛӖХСЕНЧЕН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАТПӐР?

10. Иегова пире Библире ҫырса панӑ ыттисен тӗслӗхӗсемпе усӑ курса мӗнле вӗрентет?

10 Иегова, пирӗн Вӗрентекен, Библире ҫырса панӑ тӗслӗхсемпе усӑ курса та пире вӗрентет (Ис. 30:20, 21). Турра юрӑхлӑ енсене аталантарнӑ, ҫав шутрах сӑпайлӑ пулнӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен эпир нумай япалана вӗренме пултаратпӑр. Ҫак лайӑх енсене кӑтартман ҫынсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухни те пирӗншӗн усӑллӑ пулӗ (Пс. 36:37; 1 Кор. 10:11).

11. Саул тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

11 Саул патшапа мӗн пулса тухни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Ҫамрӑк чухне вӑл сӑпайлӑ пулнӑ. Вӑл хӑй мӗн тума пултарнипе пултарайманнине питӗ лайӑх пӗлнӗ тата хӑйӗн ҫине пысӑкрах яваплӑх илме те иккӗленсе тӑнӑ (1 Патш. 9:21; 10:20—22). Анчах та вӑхӑт иртнӗ май Саул хӑй ҫине ытлашши шанма пуҫланӑ. Ҫакӑ Саул патшана ларсан кӑшт вӑхӑт иртсен курӑнма пуҫланӑ. Пӗррехинче ӑна Самуил пророка кӗтсе илме тӳсӗмлӗх ҫитеймен. Саулӑн Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлессе шанмалла пулнӑ, вӑл вара ун вырӑнне хӑйӗн тума юраман ӗҫе тунӑ — Иеговӑна парне кӳнӗ. Ҫавӑнпа Иегова ӑна ырлама пӑрахнӑ, юлашкинчен вара ун вырӑнне урӑххине патшана лартнӑ (1 Патш. 13:8—14). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн хамӑр ҫине ытлашши шанмалла мар.

12. Даниил сӑпайлӑ пулни мӗнрен курӑнать?

12 Саулпа танлаштарсан, Даниил пророк пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата яланах Иеговӑран канаш ыйтнӑ. Пӗррехинче Иегова пулӑшнипе Даниил Навуходоносор патшин тӗлӗкне ӑнлантарса панӑ. Патшапа калаҫнӑ чухне вӑл тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне уҫса параканӗ эпӗ мар, Турӑ тенӗ. Даниил сӑпайлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа хӑйне мар, Иеговӑна мухтава кӑларнӑ (Дан. 2:26—28). Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Енчен те тӑвансене эпир тӑвакан докладсем килӗшеҫҫӗ пулсан е эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑста пулсан, ҫакӑншӑн пирӗн хамӑра мар, Иеговӑна мухтава кӑлармалла. Сӑпайлӑ пулни пире ҫакна асра тытма пулӑшӗ: Иеговӑсӑр эпир нимӗн те тӑвайман пулӑттӑмӑр (2 Кор. 3:5). Вара пирӗн шухӑш-кӑмӑл Иисусӑнни пекех пулӗ.

13. Иоанн 5:19, 30 сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

13 Иисус Иеговӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр Ывӑлӗ пулнӑ пулсан та, яланах хӑйӗн Ашшӗ ҫине шаннӑ. (Иоанн 5:19, 30 вуласа парӑр.) Вӑл нихӑҫан та Ашшӗн вырӑнне йышӑнасшӑн пулман. Иоанн 6:38-мӗшӗнче Иисус хӑй пирки ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ». Иисус хӑйӗн Ашшӗне итлесе пурӑннӑ, вӑл хӑйӗн мӗн тума ирӗк пулнине, мӗн тума ирӗк пулманнине лайӑх ӑнланнӑ тата Ашшӗн влаҫне хисепленӗ.

Иисус хӑйӗн хӑш-пӗр ӗҫсене тума ирӗк пулманнине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа пӗр-пӗр ӗҫе тума унӑн ирӗк пулман пулсан, вӑл ҫавна туман (14-мӗш абзаца пӑхӑр)

14. Иисуса хӑйӗн тума ирӗк пулман ӗҫе тума ыйтсан вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ?

14 Пӗррехинче Иаковпа Иоанн хӑйсен амӑшӗпе пӗрле Иисус патне пырса ӑна пӗр ӗҫ тума ыйтнӑ, Иисусӑн вара ҫав ӗҫе тума ирӗк пулман. Иисус пӗр шутласа тӑмасӑр ҫӳлти Патшалӑхра хӑйӗнчен кама сылтӑм енне, кама сулахай енне лартассине ҫӳлти Атте ҫеҫ палӑртса хума пултарать тенӗ (Матф. 20:20—23). Ҫапла каланипе Иисус унӑн хӑш-пӗр ӗҫсене тума ирӗк пулманнине кӑтартнӑ. Вӑл сӑпайлӑ пулнӑ. Иегова ӑна пӗр-пӗр ӗҫе тума ирӗк паман пулсан, вӑл ҫавна туман (Иоанн 12:49). Эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Иисус пек сӑпайлӑ пулас тесен мӗн тумалла? (15, 16 абзацсене пӑхӑр) *

15, 16. Эпир 1 Коринф 4:6-мӗшӗнчи канашпа мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?

15 Иисус пек сӑпайлӑ пулас тесен пирӗн ҫырнинчен иртмелле мар текен канаша итлемелле (1 Кор. 4:6). Ҫавӑнпа та ыттисем пирӗнпе канашланӑ чухне эпир вӗсене хамӑр шутланӑ пек тутарасшӑн пулмӑпӑр тата пуҫа мӗн пырса кӗрет, ҫавна тӳрех каламӑпӑр. Ун вырӑнне пирӗн ыттисене Библири тата пирӗн публикацисенчи канашсемпе усӑ курма хавхалантармалла. Ҫапла эпир сӑпайлӑ пулнине — пур ыйту ҫине те хуравне пӗлменнине тата Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн канашӗсем пирӗн канашсенчен чылай лайӑхрах пулнине кӑтартӑпӑр (Ӳлӗм. 15:3, 4).

16 Сӑпайлӑ пулни пире Иеговӑна мухтава кӑларма пулӑшать, анчах сӑпайлӑ пулма пирӗн тепӗр сӑлтав та пур. Хамӑра кӗҫӗне хуни тата сӑпайлӑ пулни пире савӑнӑҫ кӳрет тата ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Мӗнле майпа?

ХАМӐРА КӖҪӖНЕ ХУНИ ТАТА СӐПАЙЛӐ ПУЛНИ МӖНЛЕ УСӐ КӲРЕТ?

17. Мӗншӗн хамӑра кӗҫӗне хуни тата сӑпайлӑ пулни савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшать?

17 Хамӑра кӗҫӗне хурсан тата сӑпайлӑ пулсан эпир савӑнӑҫлӑ пулӑпӑр. Мӗншӗн? Эпир пурне те тума пултарайманнине ӑнланатпӑр пулсан, ыттисем пире пулӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулӑпӑр. Тӗслӗхшӗн Иисус вунӑ юхан-суранлӑ ҫынна сыватнӑ хыҫҫӑн мӗн пулнине аса илер. Вӗсенчен пӗри анчах Иисуса тав тума таврӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй тӗллӗн ҫав чиртен сывалма пултарайманнине ӑнланнӑ. Ҫав сӑпайлӑ та хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын хӑйне пулӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулнӑ тата Турра мухтанӑ (Лука 17:11—19).

18. Сӑпайлӑ пулни тата хамӑра кӗҫӗне хуни ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма мӗнле пулӑшать? (Рим 12:10).

18 Хӑйсене кӗҫӗне хуракан, сӑпайлӑ ҫынсене ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма тата ыттисемпе туслашса кайма ҫӑмӑлтарах. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен ҫакӑн пек ҫынсем ыттисене шанаҫҫӗ тата вӗсен лайӑх енӗсене курса савӑнаҫҫӗ. Тӑвансем сӑваплӑ ӗҫре мӗн те пулин лайӑх тунӑшӑн та вӗсем савӑнаҫҫӗ, вӗсене хисеплеҫҫӗ тата мухтаҫҫӗ. (Рим 12:10 вуласа парӑр.)

19. Мӗншӗн пирӗн мӑнкӑмӑлланса каясран асӑрханмалла?

19 Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсене вара ыттисене мухтама йывӑр, мӗншӗн тесен вӗсене ытларах хӑйсене мухтани килӗшет. Ҫакӑн пек ҫынсем хӑйсене ыттисемпе танлаштараҫҫӗ тата ыттисенчен лайӑхрах пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем ыттисене вӗрентес тата вӗсене хӑш-пӗр ӗҫсене шанса парас вырӑнне «хамах тӑватӑп» теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ыттисем кирлӗ пек тӑваймӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, хӑйсене мӑнна хуракансем чапшӑн ҫунаҫҫӗ тата ыттисене ӑмсанаҫҫӗ (Гал. 5:26). Вӗсене туслӑха та упраса хӑварма йывӑр. Пирӗн ҫак япӑх ен аталанма пуҫланине курсан вара мӗн тумалла? Ҫине тӑрсах Иеговӑран хамӑр ӑс-тӑна ҫӗнетсе улӑштарма пулӑшсам тесе ыйтмалла, вара мӑнкӑмӑллӑх пирӗн чӗрере тымар яма пултараймӗ (Рим 12:2).

20. Мӗншӗн пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла тата сӑпайлӑ пулмалла?

20 Иеговӑна вӑл пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑшӑн тав тусах тӑрас килет! Иегова хӑйне кӗҫӗне хурать. Ҫакӑ вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытнинчен курӑнать. Эпир те Иегова пек хамӑра кӗҫӗне хурасшӑн. Ҫавӑн пекех эпир Иеговӑн сӑпайлӑ та хӑйсене кӗҫӗне хуракан ӗҫлекенӗсенчен те тӗслӗх илесшӗн. Айтӑр яланах Иеговӑна чыс та мухтав кӳрсе тӑрар (Ӳлӗм. 4:11). Вара эпир ӗмӗр-ӗмӗрех унӑн тусӗсем пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Иегова хӑйсене кӗҫӗне хуракан тата сӑпайлӑ ҫынсене юратать.

123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр

^ 5 абз. Кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑ ыттисене хӗрхенет. Иегова ыттисене хӗрхенет, ҫавӑнпа ун пирки хӑйне кӗҫӗне хуракан Турӑ тесе калама пулать. Ҫак статьяран эпир ҫакна пӗлӗпӗр: Иеговӑран тӗслӗх илсе эпир хамӑра кӗҫӗне хума вӗренме пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Саул патша, Даниил пророк тата Иисус тӗслӗхӗсенчен сӑпайлӑх ҫинчен мӗне вӗренме пултарнине курӑпӑр.

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Ҫамрӑк арҫын тӑвана ҫӗнӗ тивӗҫ шанса панӑ — вӑл ырӑ хыпар сармалли участоксемшӗн яваплӑ пулса тӑнӑ. Старейшина ӑна ҫак ӗҫе туса тӑма вӗрентме вӑхӑт уйӑрать. Ҫавӑн хыҫҫӑн старейшина ҫав тӑван хӑйӗн ӗҫне мӗнле туса тӑнине сӑнасах тӑмасть.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван старейшинӑран эпӗ чиркӳре иртекен туя кайма пултаратӑп-и тесе ыйтать. Старейшина хӑй мӗн шутланине калас вырӑнне тӑванпа Библири принципсене сӳтсе явать.