Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

34-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир Иеговӑн пухӑвӗнче питӗ кирлӗ!

Эсир Иеговӑн пухӑвӗнче питӗ кирлӗ!

«Ӳт-пӳ пӗрре, анчах пайӗ нумай; пӗр ӳт-пӗвӗн пайӗсем хӑйсем нумаййӑн пулсан та пӗр ӳт-пӳ пулаҫҫӗ: Христос та ҫавӑн пекех» (1 КОР. 12:12).

101-МӖШ ЮРӐ Пӗрлӗхре ӗҫлетпӗр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова пире мӗнле чыс тунӑ?

ИЕГОВӐН пухӑвӗнче пулма мӗн тери пысӑк чыс! Пухури тӑвансемпе пӗрле Иеговӑна пуҫҫапни пире канӑҫлӑх тата савӑнӑҫ кӳрет. Эсир пухура мӗнле вырӑн йышӑнатӑр?

2. Павел апостол хӑйӗн ҫырӑвӗсенче мӗнле тӗслӗхпе усӑ курнӑ?

2 Ҫакна пӗлес тесе айтӑр Павел апостол хӑйӗн темиҫе ҫырӑвӗнче ҫырнӑ тӗслӗх ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Турӑ хавхалантарнипе ҫак ҫырусенче Павел пухӑва ҫын кӗлеткипе танлаштарнӑ, пухури тӑвансене вара — кӗлеткен пайӗсемпе (Рим 12:4—8; 1 Кор. 12:12—27; Эф. 4:16).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Эпир чухӑн-и, пуян-и, аслӑ пӗлӳ илнӗ-и, илмен-и тата эпир кирек мӗнле халӑх ҫынни пулсан та, пире кирек мӗнле пӑхса ӳстернӗ пулин те, эпир пурте Иеговӑн пухӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнатпӑр. Тата эпир пурте пухӑва тӗреклетме пултаратпӑр. Ҫак статьяра эпир Павел илсе панӑ тӗслӗх пире мӗне вӗрентнине пӑхса тухӑпӑр. Пӗрремӗшӗнчен, мӗншӗн пухури кашни тӑван питӗ кирлине пӗлӗпӗр. Иккӗмӗшӗнчен, Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине пӗлместпӗр пулсан, мӗн тумаллине курӑпӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен вара, Иегова хамӑра пухура шанса панӑ ӗҫсене мӗншӗн туса тӑмаллине пӑхса тухӑпӑр.

ПУХУРА ПИРӖНТЕН КАШНИ ПИТӖ КИРЛӖ

4. Рим 12:4, 5 сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

4 Павел илсе панӑ тӗслӗх пирӗнтен кашни Иеговӑн ҫемйинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине ӑнланма пулӑшать. Павел хӑйӗн тӗслӗхне ҫапла пуҫланӑ: «Пирӗн пӗр ӳтӗмӗрӗнех темӗн чухлӗ пай, кашни пайӗн хӑйӗн ӗҫӗ, ҫавӑн пек эпир те, темӗн чухлӗн пулсан та, Христос урлӑ пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, пӗр-пӗриншӗн уйрӑммӑн ӳт пайӗсем пулатпӑр» (Рим 12:4, 5). Ҫакӑнпа Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? Пухура эпир тӗрлӗ ӗҫе туса тӑратпӑр пулин те, Иегова пире кашнине хаклать.

Пухура эпир тӗрлӗ ӗҫе туса тӑратпӑр пулин те, Иегова пире кашнине хаклать (5—12 абзацсене пӑхӑр) *

5. Иегова пухӑва мӗнле «парнесем» панӑ?

5 Пухури тӗрлӗ ӗҫсене туса тӑни ҫинчен илтсен эпир, тен, тӳрех яваплӑ арҫын тӑвансене аса илетпӗр (1 Фес. 5:12; Евр. 13:17). Иегова Христос урлӑ хӑйӗн пухӑвне «ҫынсене парне пек панӑ» (Эф. 4:8, ҪТ). Вӗсен шутне Ертсе пыракан советри тӑвансем тата вӗсене пулӑшакансем, филиал комитетӗнчи тӑвансем, район надзирателӗсем, теократи шкулӗсенче вӗрентекенсем, старейшинӑсем тата пулӑшакан ӗҫченсем кӗреҫҫӗ. Вӗсене пурне те Иегова пухӑва тӗреклетме тата хӑйӗн юратнӑ сурӑхӗсене пӑхса тӑма святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ (1 Петр 5:2, 3).

6. 1 Фессалоника 2:6—8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑвансем мӗн тума тӑрӑшаҫҫӗ?

6 Арҫын тӑвансене тӗрлӗ тивӗҫсене туса тӑма святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ. Кӗлеткен тӗрлӗ пайӗсем, сӑмахран, алсем е урасем, ӗҫлесе тӑни пӗтӗм кӗлеткене усӑ панӑ пекех, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑвансем тӑрӑшни те пӗтӗм пухӑва усӑ кӳрет. Ҫак арҫын тӑвансем тӑрӑшасса та, хӑйсене мухтасса кӗтнӗрен мар, тӑвансене ҫирӗплетес тӗллевпе тӑрӑшаҫҫӗ. (1 Фессалоника 2:6—8 вуласа парӑр.) Хӑйсене шеллемен тата лайӑх енсене кӑтартакан ҫак тӑвансемшӗн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ!

7. Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенсем мӗнле пиллӗхсем илеҫҫӗ?

7 Пӗтӗм тӗнчипех пухусенче хӑш-пӗр тӑвансем миссионер, ятарлӑ пионер е пионер пулса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хӑйсен пурнӑҫӗнче пӗрремӗш вырӑна хураҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсем нумай ҫынна Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшнӑ. Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен тӑвансем пирки пуян тесе калаймӑн, ҫапах та Иегова вӗсене туллин пиллесе тӑрать (Марк 10:29, 30). Эпир ҫак тӑвансене питӗ юрататпӑр тата вӗсем мӗн тунишӗн эпир питӗ пархатарлӑ.

8. Мӗншӗн Иегова ырӑ хыпар саракан кашни тӑвана хаклать?

8 Пухура яваплӑ арҫын тӑвансем е сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑракан тӑвансем ҫеҫ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ-и? Ҫук, паллах. Иеговӑшӑн тата пухушӑн ырӑ хыпар саракан кашни тӑван хаклӑ (Рим 10:15; 1 Кор. 3:6—9). Пухура туса тӑракан чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенчен пӗри вӑл — Христосӑн вӗренекенӗсене хатӗрлесси (Матф. 28:19, 20; 1 Тим. 2:4). Пухури пур хыпарҫӑ та, вӑл шыва кӗнӗ-и, кӗмен-и, ҫак ӗҫе пӗрремӗш вырӑна хума тӑрӑшать (Матф. 24:14).

9. Мӗншӗн эпир пухури хӗрарӑм тӑвансене хаклатпӑр?

9 Хӗрарӑм тӑвансем те пухура пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Арӑмсем, амӑшӗсем, тӑлӑх е качча кайман хӗрарӑм тӑвансем Иеговӑшӑн чун чӗререн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Иегова вӗсене ҫакӑншӑн питӗ хаклать. Библире Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ хӗрарӑмсен тӗслӗхӗсене нумай ҫырса панӑ. Иегова ҫав хӗрарӑмсем ҫинчен ырласа каланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӑслӑ-тӑнлӑ, хытӑ ӗненекен, хастар, хӑюллӑ пулнӑ, ыттисемшӗн тӑрӑшнӑ тата нумай ырӑ ӗҫ тунӑ (Лука 8:2, 3; Ап. ӗҫ. 16:14, 15; Рим 16:3, 6; Флп. 4:3; Евр. 11:11, 31, 35). Пирӗн пухура ҫавӑн евӗрлӗ хӗрарӑм тӑвансем пурришӗн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ!

10. Мӗншӗн эпир ватӑ тӑвансене хаклатпӑр?

10 Пухура ватӑ тӑвансем нумай пулни те савӑнтарать. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем пурнӑҫ тӑршшӗпех Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Теприсем вара нумаях пулмасть чӑнлӑха пӗлнӗ. Кирек мӗнле пулсан та, вӗсенчен нумайӑшӗн ватӑлса пынӑран сывлӑхӗ хавшаса пырать. Ҫавӑнпа вӗсем пухура та, ырӑ хыпар сарас ӗҫре те нумай тӑваймаҫҫӗ. Ҫапах та пухури ватӑ тӑвансем ырӑ хыпар сарас тесе, ыттисене хавхалантарас тата вӗрентес тесе хӑйсем мӗн тума пултарнине пурне те тӑваҫҫӗ. Вӗсем пухнӑ опыт пирӗншӗн питӗ усӑллӑ. Иеговӑшӑн та, пирӗншӗн те вӗсем питӗ хитре (Ытар. 16:31, ҪТ).

11, 12. Ҫамрӑк тӑвансен тӗслӗхӗ сире мӗншӗн хавхалантарать?

11 Ҫамрӑк христиансем ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Вӗсем Шуйттан тытса тӑракан тӗнчере ӳсеҫҫӗ тата ҫак тӗнчере вӗсем мӗн курни, мӗн илтни вӗсене япӑххине тума хӗтӗртсе тӑрать (1 Иоанн 5:19). Ҫавӑнпа вӗсен нумай йывӑрлӑх сиксе тухать. Ҫапах та ҫамрӑк тӑвансем ниме пӑхмасӑрах пухусене ҫӳреҫҫӗ, комментарисем параҫҫӗ, ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен хӑюллӑн калаҫҫӗ. Ҫакна курса эпир питӗ савӑнатпӑр. Ҫамрӑксем, эсир Иеговӑн пухӑвӗнче питӗ кирлӗ! (Пс. 8:3).

12 Ҫав-ҫавах хӑш-пӗр тӑвансем эпӗ пухӑва нимӗнле усӑ та кӳместӗп тесе шутлама пултараҫҫӗ. Пухура пирӗнтен кашнийӗ кирлӗ пулнине курма мӗн пулӑшӗ?

ПУХУРА ХӐВӐР ПИТӖ КИРЛӖ ПУЛНИНЕ АСРА ТЫТӐР

13, 14. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем хӑйсем пирки пухура кирлех мар тесе шутлама пултараҫҫӗ?

13 Павел илсе панӑ тӗслӗх пире хальхи вӑхӑтра та анлӑ сарӑлнӑ йывӑрлӑх ҫинчен шухӑшлаттарать: нумай тӑвана хӑйсем пухура усӑллӑ пулнине ӗненме йывӑр. Павел акӑ мӗн ҫырнӑ: «Ура: „ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ алӑ мар“ тесен, вара вӑл ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн? Хӑлха та: „ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ куҫ мар“ тесен, вӑл та вара ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн?» (1 Кор. 12:15, 16). Ҫак сӑмахсене каласа Павел пире мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?

14 Эсир хӑвӑра пухури ытти тӑвансемпе танлаштарма пуҫласан хӑвӑр пирки пухура кирлех мар тесе шутлама пуҫлама пултаратӑр. Хӑш-пӗр тӑвансем лайӑх вӗрентеҫҫӗ, теприсем ӗҫсене лайӑх йӗркелесе яраҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем вара ыттисене йӑпатма тата хавхалантарма пӗлеҫҫӗ. Тен, вӗсем ҫине пӑхса эсир эпӗ нихӑҫан та вӗсем пек пулма пултараймастӑп тесе шутлатӑр. Апла сирӗн пирки сӑпайлӑ та хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын теме пулать (Флп. 2:3). Анчах ҫакна та шута илӗр: эсир хӑвӑра пӗрмаях пултаруллӑ тӑвансемпе танлаштарсан сирӗн ал усӑнма пултарать. Вара эсир Павел ҫырнӑ пек ман валли пухура вырӑн ҫук тесе шутлама та пултаратӑр. Ҫакӑн пек шухӑшсенчен хӑтӑлас тесен мӗн тумалла-ши?

15. 1 Коринф 12:4—11 сӑвӑ йӗркисем мӗн ӑнланма пулӑшаҫҫӗ?

15 Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: пӗрремӗш ӗмӗрте Иегова хӑш-пӗр христиансене тӗлӗнмелле майпа тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ. (1 Коринф 12:4—11 вуласа парӑр.) Иегова вӗсене пӗр пек пултарулӑх паман пулсан та, вӗсем пурте уншӑн хаклӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Турӑ христиансене тӗлӗнмелле майпа пултарулӑх памасть. Ҫапах та ҫакна ҫирӗппӗн калама пулать: эпир пурте пӗр пек пултаруллӑ пулмасан та Иегова пирӗнтен кашнине хаклать.

16. Пирӗн Павел ҫырнӑ мӗнле канаша итлемелле?

16 Хамӑра ытти христиансемпе танлаштарас вырӑнне пирӗн Павел апостол ҫырнӑ канаша итлемелле: «Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пӑхса тухтӑр та, вара хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр, хӑйне ырламалли тупӗ» (Гал. 6:4).

17. Павел панӑ канаша итлени мӗнле усӑ кӳрет?

17 Эпир хамӑра ыттисемпе танлаштармастпӑр пулсан хамӑр хӑш енчен пултаруллӑ пулнине курма пултарӑпӑр. Калӑпӑр, пӗр-пӗр старейшина сӑмах тухса калама ӑстах мар, анчах та вӑл Христосӑн вӗренекенӗсене лайӑх хатӗрлет. Е, тен, вӑл хӑш-пӗр ӗҫсене вӑхӑтра тума манса каять, анчах та вӑл питӗ ырӑ та юратакан старейшина, тӑвансем ун патне пырса канаш ыйтма хӑрамаҫҫӗ тата вӑл ыттисене хӑналама юратать (Евр. 13:2, 16). Эпир хамӑр хӑш енчен пултаруллӑ пулнине курсан пухушӑн мӗн тума пултарнине те курӑпӑр. Вара эпир, тӑвансем пӗр-пӗр енчен пирӗнтен пултаруллӑрах пулнине курсан та, вӗсене ӑмсанмӑпӑр.

18. Вӗрентес ӑсталӑха аталантарас тесе мӗн тумалла?

18 Пирӗн пурин те ырӑ хыпар сарас тата ҫынсене вӗрентес ӑсталӑха аталантармалла. Ҫак тӗлӗшрен пулӑшас тесе Иегова пире хӑйӗн организацийӗ урлӑ вӗрентсех тӑрать. Сӑмахран, эрне варринче иртекен тӗлпулура пире ырӑ хыпар сарас ӗҫре лайӑхланса пырас тесе мӗн тумаллине калаҫҫӗ. Ҫак тӗлпулура мӗн пӗлнипе эсир усӑ курма тӑрӑшатӑр-и?

19. Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

19 Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренсе те эпир хамӑр ӑсталӑха туптатпӑр. Ҫак шкулта вӗренес текенсен Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлемелле, ҫавӑн пекех 23 ҫултан кӗҫӗнрех тата 65 ҫултан аслӑрах пулмалла мар. Тен, эсир эпӗ ҫак шкулта нихӑҫан та вӗренсе кураймастӑп тесе шутлатӑр. Мӗнле сӑлтавсене пула эсир ҫак шкулта вӗренме пултарайманни ҫинчен шухӑшлас вырӑнне хӑвӑр мӗншӗн ҫак шкулта вӗренесшӗн пулни ҫинчен шухӑшлӑр. Кайран вара ҫак тӗллеве мӗнле пурнӑҫламаллине шутласа хурӑр. Хӑвӑр вӑй хунипе тата Иегова пулӑшнипе эсир хӑвӑр тума пултарайман пек туйӑнакан ӗҫе те тӑваятӑр.

ХӐВӐР ПУЛТАРУЛӐХПА УСӐ КУРСА ПУХӐВА ПУЛӐШӐР

20. Рим 12:6—8 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?

20 Павел илсе панӑ тӗслӗх пире тата тепӗр япалана вӗрентет. Айтӑр Рим 12:6—8 сӑвӑ йӗркисенчи (вуласа парӑр) сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Кунта Павел каллех пухура кашнин хӑйӗн пултарулӑхӗ пур тесе калать, анчах та ку хутӗнче вӑл хамӑрӑн пултарулӑхпа пухӑва пулӑшас тесе усӑ курмалла тесе палӑртать.

21, 22. Роберт тата Феличе тӑвансен тӗслӗхӗсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?

21 Айтӑр пӗр арҫын тӑван тӗслӗхне пӑхса тухар, вӑл Роберт ятлӑ тейӗпӗр. Вӑл ют ҫӗршывра Иеговӑшӑн ӗҫленӗ, кайран вара ӑна тӑван ҫӗршыва таврӑнса Вефильте ӗҫлеме ыйтнӑ. Арҫын тӑвансем ӑна эсӗ хӑвӑн ӗҫе япӑх тунӑран мар сана ҫӗнӗ ӗҫ шанса паратпӑр тесе шантарнӑ. Роберт хӑй вара пачах урӑхла шутланӑ. «Эпӗ ниме юрӑхсӑр, хама шанса панӑ ӗҫе тӑваймарӑм тесе шутлаттӑм. Нумай уйӑх хушши ҫапла шутласа ҫӳрерӗм,— аса илет вӑл.— Хӑш-пӗр чухне Вефильте ӗҫлеме пӑрахас шухӑш та пуҫа пырса кӗретчӗ». Роберта каллех савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнӑ? Пӗр старейшина ӑна унччен хамӑра шанса панӑ ӗҫсем пире эпир хальхи вӑхӑтра туса тӑракан ӗҫсене тума хатӗрленӗ тесе аса илтернӗ. Вара Роберт ҫакна ӑнланса илнӗ: малтан мӗн пулни ҫинчен шухӑшласа ҫӳрес вырӑнне унӑн халӗ хӑй мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшламалла.

22 Феличе Эпископо тӑван та ҫавӑн пекрех йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. 1956 ҫулта вӑл хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле Галаад шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Боливире район надзирателӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1964 ҫулта вара вӗсен ывӑл ҫуралнӑ. Феличе ҫапла каласа панӑ: «Пирӗн юратнӑ ӗҫе хӑварса атте-анне пулса тӑма тиврӗ. Чӑннипе каласан, ҫулталӑка яхӑн хама шеллесе ҫеҫ пурӑнтӑм. Кайран япӑххи ҫинчен кӑна шутласа пурӑннине ӑнланса илтӗм. Иегова пулӑшнипе ҫакна та ӑнлантӑм: ача ӳстерӗн те каллех Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ятарлӑ майпа ӗҫлӗн». Эсир те Робертпа Феличе мӗн туйнине туйса курнӑ-и? Эсир малтан туса тӑнӑ тивӗҫсене халӗ туса тӑманнишӗн кулянатӑр-и? Кулянатӑр пулсан, Иеговӑшӑн тата тӑвансемшӗн хӑвӑр халӗ мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Хӑвӑр пултарулӑхпа усӑ курса ыттисене пулӑшӑр, ҫакӑ вара сире савӑнӑҫ кӳрӗ.

23. Пирӗн мӗн тумалла? Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

23 Иегова пирӗнтен кашнине хаклать. Вӑл пире хӑйӗн килӗнчисем пек туйччӑр тет. Ҫакна асра тытсан тата тӑвансене мӗнле ҫирӗплетме пултарни ҫинчен шухӑшласан, кайран вара вӗсене ӗҫпе пулӑшсан, эсир хӑвӑр пирки эпӗ пухура кирлӗ мар тесе шутламӑр. Пухури тӑвансем ҫинчен калас пулсан вара пирӗн вӗсем ҫине мӗнле пӑхмалла? Вӗсене юратнине тата хисепленине мӗнле кӑтартма пулать? Ҫакна эпир тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

24-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тӑвӗ ҫине улӑхар

^ 5 абз. Иегова пире юратнине пирӗн кашнин туяс килет. Анчах та хӑш-пӗр чухне эпир «эпӗ чӑнах та Иеговӑшӑн мӗн те пулин тума пултаратӑп-ши» тесе шутлама пултаратпӑр. Ҫак статья пире пухура кашни ҫын хаклӑ пулнине ӑнланма пулӑшӗ.

^ 61 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Ҫак виҫӗ ӳкерчӗк ҫинче пуху умӗн, пуху вӑхӑтӗнче тата пуху хыҫҫӑн мӗн пулса иртнине кӑтартнӑ. 1-мӗш ӳкерчӗк. Старейшина пухӑва килнӗ пӗр арҫынна ӑшшӑн саламлать; ҫамрӑк арҫын тӑван микрофонсене тӗрӗслет; хӗрарӑм тӑван ватӑ хӗрарӑм тӑванпа калаҫса ларать. 2-мӗш ӳкерчӗк. «Хурал башнине» сӳтсе явнӑ вӑхӑтра ҫамрӑккисем те, ваттисем те алӑ ҫӗклеҫҫӗ. 3-мӗш ӳкерчӗк. Упӑшкипе арӑмӗ Патшалӑх залне тасатса-тирпейлеҫҫӗ; хӗрарӑм тӑван хӑйӗн хӗрне хӑш ещӗке укҫа ямаллине кӑтартать; ҫамрӑк арҫын тӑван кӗнеке-журнал выртакан вырӑнта тусан шӑлать; арҫын тӑван ватӑ хӗрарӑм тӑвана хавхалантарать.