ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2020 апрель

Ҫак кӑларӑмра 2020 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен июлӗн 5-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.

Ҫурҫӗр енчен тапӑнни

14-мӗш вӗренмелли статья (2020, июнӗн 1—7). Мӗнле тӑватӑ сӑлтава пула Иоиль кӗнекинчи 1-мӗшпе 2-мӗш сыпӑксенче каланӑ пророкла сӑмахсене ҫӗнӗлле ӑнлантарса памалла?

Кама ырӑ хыпар калатӑр, ҫавсем ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?

15-мӗш вӗренмелли статья (2020, июнӗн 8—14). Иисуспа Павел ҫынсем мӗне ӗненнине, вӗсене мӗн интереслентернине шута илнӗ тата вӗсем ҫине пулас вӗренекенсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Вӗсем пекех пулас тесен мӗн тумалла?

Тӑвансене ӑнланма тӑрӑшӑр

16-мӗш вӗренмелли статья (2020, июнӗн 15—21). Иегова Ионӑна, Илияна, Агаре тата Лота пулӑшнӑ. Иегова хӑйне вӗсемпе мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Эпӗ сире тусӑмсем тетӗп

17-мӗш вӗренмелли статья (2020, июнӗн 22—28). Иисусӑн тусӗ пулма йывӑр пек туйӑнма пултарать. Ҫав-ҫавах эпир унӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр.

Вӗҫне ҫитичченех чупӑр

18-мӗш вӗренмелли статья (2020, июнӗн 29 — июлӗн 5). Ватӑлнине е йывӑр чире пӑхмасӑрах Христос кӑтартнӑ ҫулпа пыма мӗн пулӑшӗ?