Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Вӗҫне ҫитичченех чупӑр

Вӗҫне ҫитичченех чупӑр

«Эпӗ... вӗҫне ҫитичченех чупрӑм» (2 ТИМ. 4:7, ҪТ).

129-МӖШ ЮРӐ Малалла та чӑтӑмлӑ пулар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Пирӗн пурин те мӗн тумалла?

КАЛӐПӐР, сире ӑмӑртӑва хутшӑнма — вӑрӑм дистанцине чупса тухма сӗнчӗҫ. Эсир чирлӗ пулсан е сирӗн вӑй ҫук пулсан эсир килӗшнӗ пулӑттӑр-и? Ҫук пуль. Анчах та Павел апостол пур христианин ҫинчен те «ӑмӑртса чупакан» тенӗ (Евр. 12:1, 2). Эпир ҫамрӑк-и, ватӑ-и, пирӗн вӑй нумай-и, сахал-и — пирӗн пурин те Иеговӑран награда илес тесен вӗҫне ҫитичченех тӳсӗмлӗ пулмалла (Матф. 24:13).

2. 2 Тимофей 4:7, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Павел сӑнарлӑ ӑмӑрту ҫинчен тӳррӗн те уҫҫӑн калама пултарнӑ?

2 Павел ҫак сӑнарлӑ ӑмӑрту ҫинчен тӳррӗн те уҫҫӑн калама пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫак ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. (2 Тимофей 4:7, 8 вуласа парӑр.) Павел ӑмӑрту ҫинчен каланӑ сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла?

ЭПИР МӖНЛЕ ӐМӐРТӐВА ХУТШӐНАТПӐР?

3. Павел мӗнле ӑмӑрту ҫинчен каланӑ?

3 Павел авалхи Грецире иртекен ӑмӑртусен хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен асӑннӑ. Ҫакӑнпа вӑл христиансене питӗ кирлӗ япаласене вӗрентесшӗн пулнӑ (1 Кор. 9:25—27; 2 Тим. 2:5). Вӑл христианин пурнӑҫне темиҫе хутчен те ӑмӑртура чупнипе танлаштарнӑ (1 Кор. 9:24). Христианин ҫак ӑмӑртӑва хӑйне Иеговӑна халалласа шыва кӗрсен хутшӑнма пуҫлать (1 Петр 3:21). Турӑ ӑна ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парсан вара вӑл финиша ҫитет теме пулать (Матф. 25:31—34, 46; 2 Тим. 4:8).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Мӗншӗн христианин пурнӑҫне вӑрӑм дистанцине чупнипе танлаштарма пулать? Пӗрпеклӗхсем нумай. Айтӑр вӗсенчен виҫҫӗшне пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн тӗрӗс ҫулпа чупмалла; иккӗмӗшӗнчен, илес наградӑна асра тытмалла; виҫҫӗмӗшӗнчен, йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах малалла та чупмалла.

ТӖРӖС ҪУЛПА ЧУПӐР

Пирӗн пурин те Христос кӑтартнӑ ҫулпа пымалла (5—7 абзацсене пӑхӑр.) *

5. Пирӗн мӗнле ҫулпа пымалла тата мӗншӗн?

5 Награда илес тесен спортсменсен ӑмӑртӑва ирттерекенсем палӑртса хунӑ ҫулпа чупмалла. Пирӗн вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илес тесен Христос кӑтартнӑ ҫулпа пымалла (Ап. ӗҫ. 20:24; 1 Петр 2:21). Анчах та Сатанапа ун майлӑ тӑракансем пире урӑх ҫулпа пыртарасшӑн — хӑйсемпе пӗрле чуптарасшӑн (1 Петр 4:4). Вӗсем эпир мӗнле пурӑннинчен мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ, хӑйсем пыракан ҫул лайӑхрах, вӑл ирӗклӗх патне илсе пырать теҫҫӗ. Анчах та вӗсем мӗн калани — суя сӑмах ҫеҫ! (2 Петр 2:19).

6. Брайанӑн тӗслӗхӗ сире мӗне вӗрентет?

6 Сатанан тӗнчи витӗмне лекнӗ ҫынсемпе пӗрле чупма пуҫлакансем пурте кӑшт вӑхӑт иртсенех ҫакна ӑнланаҫҫӗ: ҫак ҫул ирӗклӗх ҫулӗ мар, ун тӑрӑх чупакансем Сатанан тата ҫылӑхлӑ ӳтӗн чурисем пулса тӑраҫҫӗ (Рим 6:16). Акӑ Брайан ятлӑ тӑванӑн тӗслӗхӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ӑна Христос кӑтартнӑ ҫулпа пыма хавхалантарнӑ. Яш чухне вӑл ҫак ҫул чӑнах та телейлӗ тӑвать-ши тесе иккӗленме пуҫланӑ. Вӑл Сатанан тӗнчинчи ҫынсем пурӑннӑ пек пурӑнма шут тытнӑ. «Эпӗ ирӗклӗх илме ӗмӗтленеттӗм, анчах та ҫав ирӗклӗх мана усал йӑласен чури туса хурасса эпӗ шутламан та,— каласа парать Брайан.— Эпӗ наркотиксемпе иртӗхеттӗм, хытӑ ӗҫеттӗм тата аскӑнланса пурӑнаттӑм. Кайран вара вӑйлӑрах наркотиксемпе иртӗхме пуҫларӑм, вӗсемсӗр пурӑнайми пултӑм. Ҫапла пурӑнмашкӑн нумай укҫа кирлӗ, вара эпӗ наркотик сутма пуҫларӑм». Телее, Брайан Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма шут тытнӑ. Вӑл тӗрӗс ҫул ҫине тӑнӑ та 2001 ҫулта шыва кӗнӗ. Христос кӑтартнӑ ҫулпа пыма пуҫланӑшӑн вӑл питӗ савӑнать *.

7. Матфей 7:13, 14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗнле икӗ ҫул пур?

7 Апла, пирӗн тӗрӗс ҫул суйласа илмелле. Ҫакӑ питӗ кирлӗ! Сатана пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ансӑр ҫултан пӑрса ярса ҫак тӗнчери ҫынсем пыракан анлӑ ҫул ҫине тӑратасшӑн. Ҫак ҫулпа нумайӑшӗ пырать, унпа пыма та ҫӑмӑлтарах, анчах вӑл вилӗм патне илсе пырать. (Матфей 7:13, 14 вуласа парӑр.) Тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса каяс мар тесен пирӗн Иеговӑна шанса ӑна итлесе пурӑнмалла.

НАГРАДӐНА АСРА ТЫТӐР

Пирӗн наградӑна асра тытмалла тата ыттисене такӑнтармалла мар (8—12 абзацсене пӑхӑр.) *

8. Чупакан такӑнса ӳксен мӗн тӑвать?

8 Вӑрӑм дистанцине чупакансем такӑнса ӳкес мар тесе яланах мала пӑхса чупаҫҫӗ. Анчах та вӗсене ытти чупакансем асӑрхамасӑр такӑнтарма, е вӗсем хӑйсем такӑнса ӳкме пултараҫҫӗ. Ӳксен те вӗсем тӑраҫҫӗ те малалла чупаҫҫӗ. Вӗсем мӗншӗн такӑнса ӳкни ҫинчен мар, финиша чупса ҫитсе награда илесси ҫинчен шутлаҫҫӗ.

9. Такӑнса ӳксен пирӗн мӗн тумалла?

9 Эпир чупакан ҫул ҫинче нумай хутчен такӑнса ӳкме, урӑхла каласан, сӑмахпа е ӗҫпе ҫылӑха кӗме пултаратпӑр. Е пирӗнпе пӗрле чупакансенчен пӗри пире такӑнтарма, урӑхла каласан, йӑнӑш туса кӳрентерме пултарать. Кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук. Пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур тата эпир пурте пӗрле ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмешкӗн пӗр ансӑр ҫулпах чупатпӑр. Ҫавӑнпа пирӗн пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑнни пулатех. Павел та эпир пӗр-пӗрне кӳрентерме пултарни ҫинчен каланӑ (Кол. 3:13). Пире мӗн кӳрентерни ҫинчен шутласа ҫӳрес вырӑнне айтӑр хамӑр илес награда ҫинчен шутлар. Такӑнса ӳксен те айтӑр тӑрар та малалла чупар. Эпир кӳреннипе Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахатпӑр пулсан вара финиша та ҫитейместпӗр, награда та илейместпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир ансӑр ҫулпа чупма тӑрӑшакан ытти тӑвансене те чӑрмантарма пултаратпӑр.

10. Ыттисене такӑнтарас мар тесен пирӗн мӗн тумалла?

10 Пирӗнпе пӗрле чупакансене такӑнтарас мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Ыттисене пӗрмаях хамӑр тӑвас тенӗ пек тутарас вырӑнне вӗсем мӗн шутланине те шута илме тӑрӑшмалла (Рим 14:13, 19—21; 1 Кор. 8:9, 13). Ҫакӑнпа эпир спортсменсенчен уйрӑлса тӑратпӑр. Вӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса чупаҫҫӗ, хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлаҫҫӗ, награда илес тесе тем тума та хатӗр. Ҫавӑнпа та мала тухас тесе вӗсем тӗккелешме те пултараҫҫӗ. Вӗсемпе танлаштарсан эпир пӗр-пӗринпе ӑмӑртмастпӑр (Гал. 5:26; 6:4). Пирӗн тӗллев — май килнӗ таран ытларах ҫынна финиша ҫитсе ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илме пулӑшасси. Ҫавӑнпа эпир Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Павелӑн канашне итлеме тӑрӑшатпӑр: «Кашнийӗ пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑштӑр» (Флп. 2:4).

11. Ӑмӑртура чупакан мӗн ҫинчен шухӑшлать тата мӗншӗн?

11 Спортсменсем малалла пӑхса чупнисӗр пуҫне финиша чупса ҫитесси ҫинчен те шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем малтан финиша курмаҫҫӗ пулин те, чупса тухса награда илессине куҫ умне кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене малалла та чупма вӑй парать.

12. Иегова пире мӗн тесе шантарать?

12 Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем финиша ҫитсессӗн награда илеҫҫех тесе шантарса калать. Вӗсем пӗлӗтре е ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. Ҫак награда ҫинчен Библире ҫырса панӑ, ҫавна пула эпир райри чаплӑ пурнӑҫа куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратпӑр. Эпир ҫак шанчӑка асра тытсассӑн ниме те хамӑра такӑнтарма памӑпӑр.

ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ПӐХМАСӐРАХ МАЛАЛЛА ЧУПӐР

Йывӑр килнӗ чухне те эпир Христос кӑтартнӑ ҫулпа пыма пӑрахасшӑн мар (13—20 абзацсене пӑхӑр.) *

13. Спортсменсемпе танлаштарсан, мӗншӗн пирӗн лару-тӑру чылай лайӑхрах?

13 Авалхи Грецири ӑмӑртусене хутшӑннӑ чупакансен ниме пӑхмасӑрах, сӑмахран, ывӑннине е ыратнине пӑхмасӑрах малалла чупмалла пулнӑ. Вӗсем тренировка туса хӑйсен вӑйӗ ҫине ҫеҫ шанма пултарнӑ. Эпир те хамӑр дистанцине чупса тухас тесе тренировка тӑватпӑр. Анчах, спортсменсемпе танлаштарсан, пирӗн лару-тӑру чылай лайӑхрах — пире Иегова, вӑй-хӑват Ҫӑлкуҫӗ, пулӑшса тӑрать. Ун ҫине шанатпӑр пулсан вӑл пире вӗрентме кӑна мар, ҫирӗплетме те сӑмах парать (1 Петр 5:10).

14. Эпир йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне 2 Коринф 12:9, 10 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

14 Павелӑн нумай йывӑрлӑха чӑтса ирттерме тивнӗ. Ӑна хӑртнӑ, хӗсӗрленӗ, хушӑран вӑл халтан кайнӑ, ҫавӑн пекех хӑй каланӑ пек ӑна ӳчӗ ӑшӗнчи сӑнӑ асап кӑтартнӑ (2 Кор. 12:7). Анчах та ҫак йывӑрлӑхсене пула вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахас темен, пачах урӑхла, ҫак йывӑрлӑхсем ӑна Иеговӑна шаннине кӑтартма май параҫҫӗ тесе шутланӑ. (2 Коринф 12:9, 10 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа Иегова Павела пур асап витӗр тухма пулӑшнӑ.

15. Павел пекех Иеговӑна шансан эпир мӗн туйса тӑрӑпӑр?

15 Эпир мӗне ӗненнӗшӗн пире те хӑртма е хӗсӗрлеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн сывлӑх начар пулма пултарать е пирӗн пӗр вӑй та юлман пек туйӑнма пултарать. Анчах та эпир Павел пекех Иеговӑна шанатпӑр пулсан, кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Иегова пире юратнине тата пулӑшнине туйса тӑрӑпӑр.

16. Сирӗн сывлӑх начар пулсан та, эсир мӗн тума пултаратӑр?

16 Эсир инвалид креслипе ҫеҫ куҫса ҫӳретӗр пулсан е вырӑнпах выртатӑр пулсан вара? Е, калӑпӑр, сире ҫӳреме йывӑр пулсан е сирӗн куҫ япӑх курать пулсан? Эсир ҫамрӑк та ҫирӗп сывлӑхлӑ тӑвансемпе пӗрле чупма пултаратӑр-и? Паллах, пултаратӑр! Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа нумай ватӑ та халсӑр тӑван чупать. Ҫак тӑвансем хӑйсен вӑйӗ ҫине шанмаҫҫӗ. Вӗсем тӗлпулусене видеоҫыхӑну мелӗпе пӑхса Иеговӑран вӑй илсе тӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем тухтӑрсене, медсестрасене тата тӑван-хурӑнташсене ырӑ хыпар каласа вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ.

17. Камӑн сывлӑхӗ хавшанӑ, ҫак тӑвансем ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

17 Эсир Иеговӑшӑн тӑвас тенӗ чухлӗ тӑваймастӑр пулсан алла ан усӑр. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа чупмашкӑн хӑвӑр пирки ытла хавшак тесе ан шутлӑр. Иегова сире хӑйне ӗненнӗшӗн тата нумай ҫул хушши хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑшӑн юратать. Унӑн пулӑшӑвӗ сире халӗ нихҫанхинчен те ытларах кирлӗ, вӑл вара сире нихӑҫан та пӑрахмасть (Пс. 9:11). Пачах урӑхла, вӑл сирӗнпе татах та ҫывӑхланӗ. Пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн сывлӑхӗ хавшасан ҫапла каланӑ: «Сывлӑх хавшасах пынӑран эпӗ ырӑ хыпара сахалрах та сахалрах саратӑп. Эпӗ сахал тӑватӑп пулсан та, ҫакӑ Иеговӑна савӑнтарнине эпӗ пӗлетӗп, вара хам та савӑнатӑп». Хуйха ӳксен эсир пӗччен пулманнине асра тытӑр, сирӗнпе пӗрле Иегова. Павел тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа унӑн ҫак хавхалантаракан сӑмахӗсене аса илӗр: «Эпӗ... хамӑн халсӑрлӑхӑма та кӑмӑллатӑп... мӗншӗн тесессӗн асап курнӑ чухне эпӗ хӑватлӑ» (2 Кор. 12:10).

18. Мӗншӗн хӑш-пӗр тӑвансене уйрӑмах йывӑр килет?

18 Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа чупакан хӑш-пӗр тӑвансен урӑх йывӑрлӑх та пур. Вӗсен мӗн тӳсме тивнине ыттисем курмасан та, пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗрисем депрессипе асапланаҫҫӗ е кирлӗ-кирлӗ маршӑнах пӑлханса-кулянса ӳкеҫҫӗ, ҫак пӑшӑрхантаракан шухӑшсем вара вӗсене канӑҫ памаҫҫӗ. Мӗншӗн ҫак тӑвансене уйрӑмах йывӑр килет теме пулать? Енчен те камӑн та пулин алли хуҫӑлнӑ пулсан е ҫын инвалид креслипе куҫса ҫӳрет пулсан, ҫакна пурте кураҫҫӗ, вара пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Психикӑпа е эмоцисемпе ҫыхӑннӑ чирпе чирлекен ҫынна илес пулсан вара, вӑл чирлӗ пулнине ыттисем асӑрхамасан та пултараҫҫӗ. Вӑл вара аллине е урине хуҫнӑ ҫын асапланнӑ пекех асапланать. Ҫак ҫынна та хӗрхенсе пулӑшмалла, анчах та ӑна мӗн тери йывӑр пулнине ӑнланманран ыттисем ҫавна тумасан та пултараҫҫӗ.

19. Мемфивосфей тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

19 Йывӑрлӑхсене пула эсир Иеговӑшӑн тӑвас килнӗ чухлӗ тӑваймастӑр пулсан е ыттисем эсир мӗнле лару-тӑрура пулнине ӑнланмаҫҫӗ тесе шутлатӑр пулсан, сире Мемфивосфей тӗслӗхӗ хавхалантарма пултарать (2 Патш. 4:4). Вӑл мӗн ачаранах уксах пулнӑ. Унсӑр пуҫне, пӗррехинче Давид патша Мемфивосфей пирки япӑх шутласа хӑйне унпа тӗрӗс мар тытнӑ. Лешӗ вара ним япӑххи те туман. Мемфивосфей Давид ҫине ҫилленсе ҫӳремен, вӑл лайӑххине курма тӑрӑшнӑ, хӑйне Давид унччен ырӑлӑх кӑтартнӑшӑн пархатарлӑ пулнӑ (2 Патш. 9:6—10). Тӗрӗсмарлӑх тӳснӗ чухне Мемфивосфей ҫакӑн ҫинчен ҫеҫ шутласа ҫӳремен, лару-тӑрӑва пур енчен те курма тӑрӑшнӑ. Тӗрӗсмарлӑх унӑн чӗрине хытарса яман, Давид хӑйӗнпе тӗрӗс мар тытнӑшӑн вӑл Иеговӑна айӑпламан. Мемфивосфей Иегова суйласа лартнӑ патша майлӑ, Давид майлӑ, пулма тӑрӑшнӑ (2 Патш. 16:1—4; 19:24—30). Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче Мемфивосфей ҫинчен ҫырса хума хавхалантарнине пула эпир те ҫак тӗслӗхрен вӗренме пултаратпӑр (Рим 15:4).

20. Эмоципе ҫыхӑннӑ чирсене пула хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсене мӗнле туяҫҫӗ тата вӗсен мӗн пирки иккӗленмелле мар?

20 Хӑш-пӗр тӑвансем эмоципе ҫыхӑннӑ чирсене пула пӗрмай темрен хӑраҫҫӗ тата кулленхи пурнӑҫра ытлашши пӑшӑрханаҫҫӗ, ҫынсем хушшинче те хӑйсене аван мар туяҫҫӗ. Ҫавна пӑхмасӑрах вӗсем тӗлпулусемпе конгрессене ҫӳреме пӑрахмаҫҫӗ. Палламан ҫынсемпе калаҫма вӗсене питӗ йывӑр, ҫав-ҫавах вӗсем ырӑ хыпар сарма ҫӳреҫҫӗ. Сирӗн те ҫавӑн пек йывӑрлӑх пур пулсан, ҫакна асра тытӑр: эсир пӗччен мар, нумайӑшӗ ҫак йывӑрлӑхпа тӗл пулать. Эсир чун-чӗререн тӑрӑшнине Иегова хаклать, ан иккӗленӗр. Эсир парӑнманни вӑл сире пилленине тата вӑй панине кӑтартса парать (Флп. 4:6, 7; 1 Петр 5:7) *. Эсир сывлӑх япӑх пулнине е эмоципе ҫыхӑннӑ чирсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратӑр пулсан, ҫакӑ ӑна савӑнтарни пирки пӗртте ан иккӗленӗр.

21. Иегова пулӑшнипе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

21 Телее, спортсменсем хутшӑнакан ӑмӑртупа Павел каланӑ ӑмӑрту пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ӗлӗк-авал ӑмӑртӑва хутшӑнакансенчен пӗри ҫеҫ награда илме пултарнӑ. Христиансем пирки калас пулсан вара, пачах урӑхла, финиша ҫитекенсем пурте награда — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — илеҫҫӗ (Иоанн 3:16). Спортсменсен лайӑх сывлӑх пулмалла пулнӑ, унсӑрӑн вӗсем ҫӗнтереймен пулӗччӗҫ. Пирӗн нумайӑшӗн вара сывлӑх ҫирӗпех мар, ҫав-ҫавах эпир чупма пӑрахмастпӑр (2 Кор. 4:16). Иегова пулӑшнипе эпир финиша чупса ҫитетпӗрех!

144-МӖШ ЮРӐ Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!

^ 5 абз. Иегова халӑхӗ хушшинчи нумай тӑвана ватӑлса пынипе йывӑр килет, хӑшӗ-пӗрисем халтан яракан чирпе асапланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эпир пурте хушӑран ывӑнатпӑр. Ҫавӑнпа Павел каланӑ ӑмӑртура чупма ытла та йывӑр пек туйӑнма пултарать. Ҫак статьяра эпир финиша ҫитичченех тӳсӗмлӗн чупас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 6 абз. 2013 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) «Библи пурнӑҫа улӑштарать» рубрикӑри статьяна пӑхӑр.

^ 20 абз. Пӑшӑрханма чарӑнма мӗн пулӑшнине тата тӑвансем ҫакӑн пирки мӗн каласа панине пӗлес тесе jw.org® сайтра 2019 ҫулхи май уйӑхӗнчи телекуравӑн кӑларӑмне пӑхма пулать. (ПУБЛИКАЦИСЕМ > JW ТЕЛЕКУРАВ пӑхӑр.)

^ 63 абз. ӲКЕРЧӖК. Ырӑ хыпара хастаррӑн сарни ватӑ тӑвана малалла та Христос кӑтартнӑ ҫулпа пыма пулӑшать.

^ 65 абз. ӲКЕРЧӖК. Эпир тӑвансене ҫине тӑрсах эрех ӗҫтересшӗн пулсан е хамӑр ытлашши ӗҫсессӗн ыттисене такӑнтарма пултаратпӑр.

^ 67 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван вырӑнпах выртать пулсан та, Христос кӑтартнӑ ҫулпа пыма пӑрахмасть: больницӑра ӗҫлекенсене ырӑ хыпар калать.