Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

16-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Тӑвансене ӑнланма тӑрӑшӑр

Тӑвансене ӑнланма тӑрӑшӑр

«Ҫиелтен пӑхса ан айӑплӑр, тӳрӗ сут туса айӑплӑр» (ИОАНН 7:24).

101-МӖШ ЮРӐ Пӗрлӗхре ӗҫлетпӗр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Библи тӑрӑх, Иегова ҫынсем ҫине мӗнле пӑхать тата ҫакӑ пире мӗншӗн йӑпатать?

ЫТТИСЕМ сире ӳт тӗсне, сӑн-пите е ҫанҫурӑма кура уйӑрнӑ пулсан, ҫакӑ сире килӗшнӗ пулӗччӗ-ши? Ҫук, пуль. Иегова пире сӑн-сӑпата кура уйӑрманни ҫав тери йӑпатать! Сӑмахран, Самуил Иессей ывӑлӗсем ҫине пӑхнӑ чухне Иегова вӗсенче мӗн курнине курман. Турӑ Самуила Иессейӗн ывӑлӗсенчен пӗри Израиль патши пулать тенӗ. Хӑшӗ-ши? Самуил Иессейӗн аслӑ ывӑлне, Елиава, курсассӑн: «Ҫакӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрсе ямалли ҫынни!» — тенӗ. Елиав хитре те кӗрнеклӗ арҫын пулнӑ, ҫавӑнпа Самуил Иегова ӑна суйласа илнӗ пулӗ тесе шутланӑ. Анчах Иегова Самуила каланӑ: «Унӑн сӑн-питне, унӑн кӗрнеклӗхне ан пӑх; Эпӗ ӑна йышӑнмарӑм». Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Иегова малалла ҫапла каланӑ: «Ҫын пит-куҫ ҫине пӑхать, Ҫӳлхуҫа чӗре ҫине пӑхать» (1 Патш. 16:1, 6, 7).

2. Мӗншӗн пирӗн Иоанн 7:24-мӗшӗнче хушнӑ пек тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

2 Ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир час-часах ҫынсене сӑн-питне тата ҫи-пуҫне кура уйӑратпӑр. (Иоанн 7:24 вуласа парӑр.) Анчах та ҫи-пуҫне кура ҫеҫ ҫын мӗнлерех пулнине калама пулать-и вара? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Лайӑх тухтӑр та ҫын ҫине пӗрре пӑхсах унӑн сывлӑхӗ мӗнлерех пулнине калаймӗ. Ҫыннӑн унччен мӗнле чирсем пулнине тата халӗ ӑна мӗн пӑшӑрхантарнине пӗлес тесе тухтӑрӑн малтан тимлӗ итлемелле. Тен, шалти органсене тӗрӗслес тесе вӑл ҫынна рентген тума ярас тейӗ. Унсӑрӑн вӑл ӑна тӗрӗс мар диагноз лартма пултарать. Ҫавӑн пекех пирӗн те тӑвана ӑнланас тесен унӑн ҫи-пуҫӗпе сӑн-питне ҫеҫ пӑхмалла мар, тӑвана лайӑхрах пӗлме тӑрӑшмалла. Паллах ӗнтӗ, эпир ҫын чӗринче мӗн пулнине пӗлместпӗр, ҫавӑнпа тӑвансене Иегова пекех лайӑх ӑнланма пултараймастпӑр. Ҫапах та Иеговӑран тӗслӗх илсе эпир ҫак тӗлӗшрен лайӑхланса пыма пултаратпӑр. Мӗнле майпа?

3. Эпир пӑхса тухакан Библири тӗслӗхсем пире хӑш енчен пулӑшӗҫ?

3 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытать? Вӑл вӗсене тимлӗ итлет. Вӗсен пурнӑҫӗнче малтан мӗн пулнине тата халӗ мӗн пулса иртнине шута илет. Ҫавӑн пекех вӑл вӗсене хӗрхенет. Айтӑр Иегова Ионӑпа, Илияпа, Агарьпе тата Лотпа хӑйне мӗнле тытнине пӗлер те тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне Иегова пек пулас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар.

ТИМЛӖ ИТЛӖР

4. Мӗншӗн эпир Иона ҫинчен япӑх шутлама пултаратпӑр?

4 Эпир Ионӑна лайӑх пӗлмесессӗн вӑл шанчӑксӑр ҫын тесе шутлама пултаратпӑр. Иегова Ионӑна Ниневи ҫыннисене хӑйӗн приговорне пӗлтерме хушнӑ. Иона вара Иеговӑна итлес вырӑнне унран тарас тенӗ, вӑл урӑх енне каякан карап ҫине ларнӑ (Иона 1:1—3). Эсир Ионӑна Иеговӑн приговорне пӗлтерме тепре май панӑ пулӑттӑрччӗ-и? Тен, эсир ӑна урӑх шанман пулӑттӑр. Иегова вара Иона ҫине пачах урӑхла пӑхнӑ (Иона 3:1, 2).

5. Иона 2:2, 3, 10 сӑвӑ йӗркисенчен эпир Иона ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

5 Иона чӑннипе мӗнле ҫын пулнине вӑл мӗнле кӗлтунинчен курма пулать. (Иона 2:2, 3, 10 вуласа парӑр.) Паллах ӗнтӗ, вӑл пӗрре анчах мар Иеговӑна кӗлтунӑ. Иона пулӑ хырӑмӗнче мӗнле кӗлтунине пӑхсан вӑл хӑравҫӑ мар, хӑйне кӗҫӗне хуракан, пархатарлӑ ҫын пулни тата Иеговӑна итлесшӗн пулни курӑнать. Ҫавӑнпа Иегова Иона йӑнӑш тунине пӑхмасӑрах унӑн кӗллине илтсе малалла та ӑна пророк пулса ӗҫлеме май панӑ.

Тӑванӑн лару-тӑрӑвне пӗлсен ӑна хӗрхенме ҫӑмӑлтарах пулӗ (6-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

6. Мӗншӗн ыттисене тимлӗ итлемелле?

6 Ыттисене тимлӗ итлес тесессӗн пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла тата чӑтӑмлӑ пулмалла. Ҫавӑн пек вӑй хуни нумай усӑ парӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ҫакӑ пире тӑван ҫинчен тӳрех япӑх шутласа хурасран сыхлӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫапла тусан эпир тӑванӑн шухӑш-туйӑмне пӗлӗпӗр, вара ӑна ытларах хӗрхенме пултарӑпӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен вара, ҫакӑ тӑвана хӑйне те пулӑшӗ, вӑл хӑйне хӑй лайӑхрах ӑнланма пултарӗ. Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑр чӗрере мӗн пулнине каласа парсан тин хамӑр мӗн туйнине ӑнланма пултаратпӑр (Ытар. 20:5). Азири пӗр старейшина ҫапла калать: «Пӗррехинче эпӗ пӗр хӗрарӑм тӑвана ӑна итлемесӗрех канаш патӑм. Эпӗ ӑна комментарисене лайӑхрах хатӗрлесе килмелле терӗм. Каярахпа вара вӑл аран-аран вуланине пӗлтӗм, ҫавӑнпа та пухӑва хатӗрленме унӑн питӗ нумай вӑхӑт каять». Эппин, кашни старейшинӑн тӑвана канаш париччен тимлӗ итлемелле (Ытар. 18:13).

7. Иегова Илияпа хӑйне мӗнле тытни пире мӗне вӗрентет?

7 Хӑш-пӗр тӑвансене хӑйсене мӗнле пӑхса ӳстернине пула, хӑйсен характерне е халӑхӗн культурине пула чунне уҫса пама йывӑр. Ҫак тӗлӗшрен эпир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Илия Иезавельтен пытанса пурӑннӑ чухне Иегова мӗн тунине аса илӗр-ха. Илия хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне чунне уҫса париччен нумай кун иртнӗ. Вӑл хӑйӗн чӗринче мӗн пулнине каласа панӑ чухне вара Иегова тимлӗ итленӗ. Кайран вара вӑл Илияна ҫирӗплетнӗ те ӑна пысӑк ӗҫ шанса панӑ (3 Патш. 19:1—18). Тӑван пире шанса хӑйӗн чунне уҫса париччен чылай вӑхӑт иртме пултарать. Ҫапах эпир Иегова пекех чӑтӑмлӑ пулсан, тен, тӑванӑн хӑйӗн чӗринче мӗн пулнине калас килсе кайӗ. Вӑл чунне уҫса панӑ чухне вара пирӗн ӑна тимлӗ итлемелле.

ТӐВАНСЕНЕ ЛАЙӐХРАХ ПӖЛМЕ ТӐРӐШӐР

8. Пултарни 16:7—13 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова Агаре мӗнле пулӑшнӑ?

8 Сарӑн чури Агарь Аврамӑн арӑмӗ пулса тӑрсан хӑйне ӑссӑрла тытма пуҫланӑ. Йывӑр ҫын пулса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл ача туман Сарӑна хисеплеме пӑрахнӑ. Сара вара Агаре хӗсӗрлеме пуҫланӑ, лешӗ вара ун патӗнчен тухса тарнӑ (Пулт. 16:4—6). Эпир Агарь пирки усал тата мӑнкӑмӑллӑ хӗрарӑм тесе, вӑл хӑйне тивӗҫлине илнӗ тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах та Иегова ун ҫине урӑхла пӑхнӑ. Вӑл Агарь патне ангела янӑ. Ангел вара Агаре тупса ӑна хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма пулӑшнӑ тата пилленӗ. Агарь Иегова пӗтӗмпех курнине тата унӑн лару-тӑрӑвне ӑнланнине курнӑ. Вӑл Иеговӑна ҫапла та каланӑ: «Эсӗ мана куракан Турӑ». (Пултарни 16:7—13 вуласа парӑр.)

9. Агарьпе калаҫнӑ чухне Иегова мӗн шута илнӗ?

9 Иегова Агарь ҫинчен мӗн пӗлнӗ? Вӑл унӑн унчченхи пурнӑҫӗ мӗнлерех пулнине те, унӑн мӗн тӳссе ирттерме тивнине те курнӑ (Ытар. 15:3). Египтянка Агарь еврейсен ҫемйинче пурӑннӑ. Тен, хӑш-пӗр чухне вӑл хӑйне пӗччен пек туйнӑ, тӑван ҫӗрӗшӗн, тӑван килӗшӗн те тунсӑхланӑ пулӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл Аврамӑн пӗртен-пӗр арӑмӗ пулман. Вӑл вӑхӑтра Турра шанчӑклӑ хӑш-пӗр арҫынсен темиҫе арӑм пулнӑ. Анчах чи малтанах Иегова ҫакӑн пек йӗркене шутласа хуман (Матф. 19:4—6). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, арҫыннӑн темиҫе арӑм пулнӑ пулсан, ҫемьере кӗвӗҫессипе харкашасси пулкалани тӗлӗнтермест. Иегова Агарь хӑйне тӗрӗс мар тытнине пӗлнӗ, анчах та вӑл унӑн туйӑмӗсене те, унӑн лару-тӑрӑвне те шута илнӗ.

Тӑвансене лайӑхрах пӗлме тӑрӑшӑр (10—12 абзацсене пӑхӑр.) *

10. Тӑвансене лайӑхрах пӗлес тесе мӗн тума пулать?

10 Пирӗн те Иегова пекех тӑвансене ӑнланма тӑрӑшмалла. Ҫавӑнпа та тӑвансене лайӑхрах пӗлме тӑрӑшӑр. Вӗсемпе пуху умӗн тата хыҫҫӑн калаҫӑр, пӗрле ырӑ хыпар сарӑр тата, май пулсан, хӑнана чӗнӗр. Ҫакӑ сире тӑвансем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшӗ. Тӗслӗхрен, хӗрарӑм тӑван ыттисенчен ютшӑнса ҫӳрет пек туйӑнма пултарать, чӑннипе вара вӑл питӗ вӑтанчӑк. Е, калӑпӑр, пуян арҫын тӑван сире ҫӑткӑн пек туйӑнма пултарать, вӑл вара питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ, ыттисене хаваспах пулӑшать иккен. Пухӑва час-часах юлса килекен ачаллӑ хӗрарӑм тӑванпа хутшӑнсан вара ӑна килтисем хирӗҫ тӑнине пӗлетӗр (Матф. 7:1). Паллах, пирӗн «кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хутшӑнса кӗрсе» каймалла мар (1 Тим. 5:13, ҪХ). Ҫав-ҫавах тӑвансем ҫинчен тата вӗсен лару-тӑрӑвӗ ҫинчен пӗлсен лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

11. Мӗншӗн старейшинӑсен тӑвансене лайӑх пӗлмелле?

11 Старейшинӑсен пухури тӑвансене лайӑх пӗлмелле. Акӑ район надзирателӗ пулса ӗҫленӗ Артур тӗслӗхӗ. Вӑл тепӗр старейшинӑпа ыттисемпе хутшӑнсах кайман хӗрарӑм тӑван патне кайса килнӗ. «Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсенех унӑн упӑшки вилнӗ иккен,— каласа парать Артур.— Пурнӑҫ питӗ йывӑр пулнине пӑхмасӑрах вӑл хӑйӗн икӗ хӗрне те Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пулӑшнӑ. Каярахпа унӑн куҫӗ япӑх курма пуҫланӑ, вара вӑл депрессие кӗрсе ӳкнӗ. Ҫав-ҫавах вӑл Иеговӑна хытӑ юратма тата ӗненме пӑрахман. Эпир ҫак тӑванран нумай япалана вӗренме пултарнине куртӑмӑр» (Флп. 2:3). Ҫак район надзирателӗ Иегова пек пулма тӑрӑшнӑ. Иегова вара хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене, вӗсен хуйхи-суйхине пӗлет (Тух. 3:7). Старейшинӑсем тӑвансене лайӑх пӗлеҫҫӗ пулсан, вӗсене лайӑхрах пулӑшма пултараҫҫӗ.

12. Пухури тӑвана лайӑхрах пӗлни Ип Е ятлӑ хӗрарӑм тӑвана мӗнле пулӑшнӑ?

12 Сире тарӑхтаракан тӑвана лайӑхрах пӗлсессӗн ӑна хӗрхенме ҫӑмӑлрах пулать. Азире пурӑнакан Ип Е ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Ман пухури пӗр хӗрарӑм тӑван яланах кӑшкӑрса калаҫатчӗ. Эпӗ вӑл хӑйне тыткалама пӗлмест тесе шутлаттӑмччӗ. Унпа ырӑ хыпар сарма кайсан вара вӑл ашшӗ-амӑшне пасарта пулӑ сутма пулӑшнине пӗлтӗм, вӑл унта ҫынсене йыхӑрнӑ иккен. Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: тӑвансене лайӑхрах ӑнланас тесен, вӗсем ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшмалла». Паллах, ҫакна тумашкӑн вӑй хумалла. «Чӗрӗре уҫӑр» текен канаша тытса пырсан эпир «пур ҫынна та» юратакан Иеговӑран тӗслӗх илетпӗр (2 Кор. 6:11—13; 1 Тим. 2:3, 4).

ЫТТИСЕНЕ ХӖРХЕНӖР

13. Пултарни 19:15, 16 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ангелсем мӗн тунӑ тата мӗншӗн?

13 Пӗррехинче Лотӑн пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Иегова мӗн хушнине тумалла пулнӑ, унӑн хӑйӗн тата унӑн ҫемйин пурнӑҫӗ ҫакӑнтан килнӗ. Ун патне икӗ ангел килнӗ те хӑйӗн ҫемйине Содомран илсе тухма каланӑ. Мӗншӗн-ши? «Эпир ҫак вырӑна пӗтеретпӗр»,— тесе ӑнлантарнӑ ангелсем (Пулт. 19:12, 13). Анчах ирхине Лотпа унӑн ҫемйи килтен тухман пулнӑ-ха. Вара ангелсем Лота каллех асӑрхаттарнӑ. Лешӗ пурпӗр васкаман. Эпир Лот пирки Туррӑн сӑмахӗсене хӑлхана чикмен, Турра итлемен ҫын тесе шутлама пултаратпӑр. Иегова вара ӑна пӑрахман. Вӑл Лота хӗрхеннӗ, ҫавӑнпа ангелсем ӑна хӑйне те, арӑмӗпе икӗ хӗрне те аллинчен тытса хуларан илсе тухнӑ. (Пултарни 19:15, 16 вуласа парӑр.)

14. Мӗншӗн Иегова Лота хӗрхеннӗ?

14 Мӗншӗн Иегова Лота хӗрхеннӗ? Тен, Лот хула таврашӗнчи ҫынсенчен хӑранипе килтен тухса кайма васкаман. Ӑна ытти япаласем те хӑратма пултарнӑ. Лот юнашар айлӑмра икӗ патша сӑмала шӑтӑкӗсене кӗрсе ӳкнине пӗлнӗ пулас (Пулт. 14:8—12). Ҫемье пуҫӗ пулнӑ май Лот килтисемшӗн пӑшӑрханнӑ. Унсӑр пуҫнӗ, Лот пуян ҫын пулнӑ, Содомра вӑл хӑтлӑ ҫуртра пурӑннӑ пулмалла (Пулт. 13:5, 6). Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, ҫаксем витӗмлӗ сӑлтавсем пулман, Лотӑн тӳрех Иегова хушнине тумалла пулнӑ. Лот йӑнӑшнине пӑхмасӑрах Иегова ун пирки тӳрӗ ҫын тесе шутланӑ (2 Петр 2:7, 8).

Тӑвана тимлӗ итлесессӗн эпир ӑна ытларах хӗрхенӗпӗр (15, 16 абзацсене пӑхӑр.) *

15. Ҫын пирки япӑх шутлас вырӑнне пирӗн мӗн тумалла?

15 Ҫын пирки япӑх шутлама ан васкӑр, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр. Европӑра пурӑнакан Вероника шӑп ҫапла тунӑ та. Вӑл ҫапла каласа парать: «Пӗр хӗрарӑм тӑван яланах кӑмӑлсӑрччӗ, ыттисенчен ютшӑнса ҫӳретчӗ. Хӑш чухне эп ун патне пырса калаҫма та хӑраттӑмччӗ. Анчах эпӗ шутласа илтӗм: „Эп ун вырӑнӗнче пулнӑ пулсассӑн манпа юнашар тус пулсан лайӑх пулӗччӗ“. Вара эпӗ унпа калаҫса ун чӗринче мӗн пулнине пӗлес терӗм. Калаҫса ларнӑ чухне вӑл хӑй мӗн туйнине каласа кӑтартрӗ. Халӗ эпӗ ӑна чылай лайӑхрах ӑнланатӑп».

16. Ыттисене хӗрхенес тесен мӗншӗн Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла?

16 Иегова анчах пире пӗтӗмпех ӑнланать (Ытар. 15:11). Ҫавӑнпа ҫынсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тата вӗсене ытларах хӗрхенме унран пулӑшу ыйтӑр. Кӗлтуни Анжела тӑвана ыттисене ытларах хӗрхенме пулӑшнӑ. Ӑна пӗр хӗрарӑм тӑванпа килӗштерсе пурӑнма йывӑр пулса кайнӑ. «Паллах, ун пек чухне тӑван ҫинчен тиркесе калаҫма е ун ҫине ал сулма питӗ ҫӑмӑл,— тесе калать Анжела.— Анчах та эпӗ Иеговӑран ҫак тӑвана ӑнланма пулӑшсам тесе ыйтрӑм». Иегова Анжелӑна пулӑшнӑ-и? Анжела акӑ мӗн калать: «Эпир унпа ырӑ хыпар сарма кайрӑмӑр, кайран вара темиҫе сехет хушши калаҫса лартӑмӑр. Эпӗ ӑна тимлӗ итлерӗм. Халӗ эпӗ ӑна хытӑрах юрататӑп, ман ӑна пулӑшса тӑрас килет».

17. Эпир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

17 Тӑвансенчен хӑшне хӗрхенмеллине, хӑшне хӗрхенмелле маррине пирӗн суйласа илме ирӗк ҫук. Иона, Илия, Агарь тата Лот пекех, пур тӑван та йывӑрлӑхсем тӳсет. Хӑш-пӗр чухне йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑшӑн вӗсем хӑйсемех айӑплӑ. Тӗрӗссипе каласан, пирӗн пурин те вӑхӑтран вӑхӑта хамӑр йӑнӑшсемшӗн шар курма тивет. Акӑ мӗншӗн Иегова пире хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма калать (1 Петр 3:8). Иеговӑна итлесессӗн эпир пирӗн чаплӑ тӑванлӑхри — тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынсенчен тӑракан тӑванлӑхри — пӗрлӗхе упратпӑр. Ҫавӑнпа айтӑр тӑвансене тимлӗ итлеме, вӗсене лайӑхрах пӗлме тата хӗрхенме тӑрӑшар.

87-МӖШ ЮРӐ Кил те хавхалану ил!

^ 5 абз. Ҫылӑхлӑ пулнӑран пирӗн ҫынсем пирки тата вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирки япӑх шутласси пулкалать. Иегова вара «чӗре ҫине пӑхать» (1 Патш. 16:7). Ҫак статьяра эпир Иегова Ионӑна, Илияна, Агаре тата Лота мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫакӑ пире тӑвансем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшӗ.

^ 52 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Ватӑ арҫын тӑван пухӑва кая юлса килнӗ арҫын тӑван ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илет. Каярахпа вӑл ҫав тӑван аварие лекнине пула кая юлса килнине пӗлет.

^ 54 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Ушкӑн надзирателӗ пӗр хӗрарӑм тӑван пирки ыттисенчен ютшӑнса ҫӳрет тесе шутлать. Каярахпа вара вӑл ҫав тӑван вӑтанчӑк пулнине тата пӗлсех кайман ҫынсем хушшинче хӑйне аван мар туйнине ӑнланса илет.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Хӗрарӑм тӑван Патшалӑх залӗнче тепӗр хӗрарӑм тӑвана пӗрремӗш хут курсан ун пирки сивлек кӑмӑллӑ тесе шутласа илет. Анчах та ҫав тӑвана хӑнана чӗнсе ӑна лайӑхрах пӗлсен вӑл ун пирки йӑнӑш шутланине курать.