Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эпӗ сире тусӑмсем тетӗп

Эпӗ сире тусӑмсем тетӗп

«Эпӗ сире Аттемрен Хам мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп» (ИОАНН 15:15).

13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Ҫывӑх туссем пулса тӑрас тесен мӗн тумалла?

ИКӖ ҪЫН час-часах вӑхӑта пӗрле ирттерсессӗн ытларах чухне туслашса каяҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе калаҫса, шухӑшсене каласа парса, туйӑмсене уҫса парса вӗсем пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса пыраҫҫӗ. Иисуспа туслашма вара ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Мӗншӗн?

2. Иисусӑн тусӗ пулма чӑрмантаракан пӗрремӗш йывӑрлӑхӗ хӑшӗ вӑл?

2 Пӗрремӗшӗнчен, эпир нихӑҫан та Иисуспа тӗл пулман, ҫавӑнпа пире унӑн тусӗсем пулма йывӑр пулма пултарать. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем те нумайӑшӗ Иисуса курман. Ҫав-ҫавах Петр апостол вӗсем патне ҫапла ҫырнӑ: «Эсир Иисус Христоса курмасӑрах юрататӑр, халиччен Ӑна курман пулсан та, Ӑна ӗненсе тӑратӑр» (1 Петр 1:8). Апла пулсан эпир, Иисуса курман пулсан та, унӑн ҫывӑх тусӗсем пулма пултаратпӑр.

3. Мӗнле иккӗмӗш сӑлтава пула Иисусӑн тусӗ пулма йывӑр пулма пултарать?

3 Иккӗмӗшӗнчен, эпир Иисуспа калаҫма пултараймастпӑр. Кӗлтунӑ чухне эпир Иеговӑпа калаҫатпӑр. Эпир Иисус ячӗпе кӗлтӑватпӑр пулин те, унпа хӑйӗнпе калаҫмастпӑр. Унтан та ытларах, Иисус хӑйне кӗлтутарасшӑн мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен кӗлтуни Турра пуҫҫапни шутне кӗрет, пирӗн вара Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла (Матф. 4:10). Ҫав-ҫавах эпир Иисуса юратнине кӑтартма пултаратпӑр.

4. Иисуспа туслашма пире тата мӗн чӑрмантарма пултарать? Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

4 Пире виҫҫӗмӗш япала та чӑрмантарма пултарать: Иисус пӗлӗтре пурӑнать, эпир унпа вӑхӑта пӗрле ирттерме пултараймастпӑр. Ҫавна пӑхмасӑрах эпир Иисус ҫинчен нумай пӗлме пултаратпӑр. Айтӑр Иисуспа туслашма пулӑшакан тата ҫав туслӑха упраса хӑварма пулӑшакан тӑватӑ утӑма пӑхса тухар. Малтан вара мӗншӗн пирӗн унӑн тусӗ пулмаллине сӳтсе яватпӑр.

МӖНШӖН ПИРӖН ИИСУСӐН ТУСӖСЕМ ПУЛМАЛЛА?

5. Мӗншӗн пирӗн Иисусӑн тусӗсем пулмалла? (Ҫавӑн пекех « Иисуспа ҫывӑхланса пырса эпир Иеговӑпа та ҫывӑхланатпӑр» тата « Иисус ҫине тӗрӗс пӑхӑр» рамкӑсене пӑхӑр.)

5 Иеговӑпа хамӑр хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесен пирӗн Иисусӑн тусӗсем пулмалла. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Икӗ сӑлтава пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эсир Мана юратнӑран... сире Аттем Хӑй те юратать»,— тенӗ (Иоанн 16:27). Вӑл тата ҫапла каланӑ: «Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 14:6). Иисуспа ҫывӑх хутшӑнусем аталантармасӑрах Иеговӑн тусӗ пулма тӑрӑшни — алӑка уҫмасӑр ҫурта кӗме хӑтланнипе пӗрех. Иисус та ҫакӑн евӗрлӗ тӗслӗхпе усӑ курнӑ, вӑл хӑйӗн пирки «сурӑхсенӗн алӑкӗ» тенӗ (Иоанн 10:7). Иккӗмӗшӗнчен, Иисус хӑйне яланах Ашшӗ пек тытнӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Мана куракан Аттене те курнӑ» (Иоанн 14:9). Ҫавӑнпа та Иеговӑна лайӑхрах пӗлес тесессӗн Иисусӑн пурнӑҫне тӗпчемелле. Иисуса пӗлсе пынӑҫемӗн эпир ӑна хытӑрах юратма пуҫлатпӑр. Унпа пирӗн хушӑри туслӑх мӗн чухлӗ ҫирӗпрех пулать, ҫавӑн чухлӗ ытларах эпир Иеговӑна юратӑпӑр.

6. Пирӗн тата мӗншӗн Иисуспа туслашмалла? Ӑнлантарса парӑр.

6 Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлатӑр тесен пирӗн Иисусӑн тусӗсем пулмалла. Кӗлӗ вӗҫӗнче «Иисус Христос ячӗпе илтсем» тесе ячӗшӗн ҫеҫ каламалла мар. Иегова кӗлӗсем ҫине Иисус урлӑ хуравланине асра тытмалла. Иисус апостолсене ҫапла каланӑ: «Эсир Ман ятӑмпа Аттерен кирек мӗн ыйтсан та... Эпӗ эсир ыйтнине тӑвӑп» (Иоанн 14:13). Пирӗн кӗлӗсене итлекенӗ тата вӗсем ҫине хуравлаканӗ — Иегова, ҫапах та вӑл хӑй тунӑ йышӑнусене пурнӑҫлама Иисуса власть панӑ (Матф. 28:18). Унсӑр пуҫне, пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлас умӗн Турӑ эпир Иисусӑн заповечӗсене тытса тӑнипе тӑманнине пӑхать. Сӑмахран, Иисус ҫапла вӗрентнӗ: «Эсир ҫын ҫылӑхне каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ; эсир ҫын ҫылӑхне каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ» (Матф. 6:14, 15). Ҫавӑнпа та Иеговӑпа Иисус пирӗнпе ырӑ пулнӑ пекех, пирӗн те ыттисемпе ырӑ пулмалла.

7. Иисусӑн каҫарттаракан парнипе ҫыхӑннӑ пиллӗхсене кам илме пултарать?

7 Иисусӑн каҫарттаракан парни нумай пиллӗх парать. Анчах та ҫак пиллӗхсене Иисусӑн ҫывӑх тусӗсем кӑна илме пултараҫҫӗ. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Иисус хӑйӗн тусӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ (Иоанн 15:13). Ҫавӑнпа Туррӑн ӗҫлекенӗсен, Иисус ҫӗр ҫине киличчен пурӑннӑскерсен, Иисуса пӗлсе пырса ӑна юратма пуҫламалла. Тӗслӗхрен, Иегова Авраама, Саррӑна, Моисее тата Раава чӗртсе тӑратать, анчах ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен вӗсен те Иисусӑн тусӗсем пулса тӑмалла (Иоанн 17:3; Ап. ӗҫ. 24:15; Евр. 11:8—12, 24—26, 31).

8, 9. Иоанн 15:4, 5 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисуспа туслӑ пулни пире мӗн тума пулӑшать?

8 Пире Иисуспа ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме питӗ килӗшет, эпир хаваспах Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар саратпӑр тата вӗренекенсене хатӗрлетпӗр. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ҫынсене вӗрентнӗ. Пӗлӗте таврӑннӑ хыҫҫӑн Иисус, пуху пуҫӗ пулнӑ май, ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе малалла ертсе пырать. Хӑйне тата хӑйӗн Ашшӗне ытларах ҫын пӗлтӗр тесе эсир мӗн-мӗн тунине вӑл курса тӑрать тата хаклать. Тӗрӗссипе каласан вара эпир ҫак ӗҫе Иеговӑпа Иисус пулӑшнипе кӑна тума пултаратпӑр. (Иоанн 15:4, 5 вуласа парӑр.)

9 Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ тӑрӑх, Иеговӑна савӑнтарас тесен пирӗн Иисуса хытӑрах та хытӑрах юратмалла. Халӗ вара Иисусӑн тусӗ пулма пулӑшакан тӑватӑ канаша пӑхса тухар.

ИИСУСӐН ТУСӖ ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Иисусӑн тусӗсем пулас тесен 1) Иисуса лайӑхрах пӗлмелле, 2) Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшламалла тата вӑл тунӑ пек тумалла, 3) Христосӑн тӑванӗсене пулӑшса тӑмалла, 4) Иеговӑн организацийӗ тунӑ йышӑнусене пурнӑҫламалла (10—14 абзацсене пӑхӑр.) *

10. Иисусӑн тусӗ пулас тесен чи малтан пирӗн мӗн тумалла?

10 1. Иисуса лайӑхрах пӗлӗр. Матфей, Марк, Лука тата Иоанн ҫырнӑ Евангелисене вулани пире Иисуса лайӑхрах пӗлме пулӑшать. Вӗсене вуласа тата Иисус ҫынсемпе мӗн тери ырӑ пулни ҫинчен шухӑшласа эпир ӑна хисеплеме, юратма пуҫлатпӑр. Иисус вӗренекенсемшӗн хуҫа пек пулнӑ пулсан та, вӑл вӗсене чурасем вырӑнне хуман. Пачах урӑхла, вӑл вӗсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене уҫса панӑ (Иоанн 15:15). Иисус вӗсен хуйхине чӗре патне илнӗ тата вӗсемпе пӗрле макӑрнӑ (Иоанн 11:32—36). Кам ун хыпарне йышӑннӑ, ҫавсене вӑл хӑйӗн тусӗсем вырӑнне хунӑ. Ҫакна унӑн тӑшманӗсем те курнӑ (Матф. 11:19). Эпир Иисус пекех ыттисемпе ырӑ пулатпӑр пулсан, пире ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнма чылай ҫӑмӑлтарах пулӗ. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑра телейлӗрех туйӑпӑр тата Иисуспа ҫывӑхлансах пырӑпӑр.

11. Иисусӑн тусӗ пулас тесен мӗнле иккӗмӗш утӑм тумалла тата мӗншӗн?

11 2. Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлӑр тата вӑл тунӑ пек тӑвӑр. Иисус мӗнле шухӑшланине ӑнлансан тата вӑл шухӑшланӑ пек шухӑшлама пуҫласан пирӗн унпа хамӑр хушӑри туслӑх ҫирӗпленет (1 Кор. 2:16). Мӗнле эпир Иисус пекех пулма пултаратпӑр? Тӗслӗхрен, Иисус хӑйӗн ҫинчен мар, ытларах ыттисем ҫинчен шухӑшланӑ. (Матф. 20:28; Рим 15:1—3). Ҫавӑнпа вӑл хӑйне шеллесе тӑман тата ыттисене хатӗр пулсах каҫарнӑ. Иисус хӑйӗн ҫинчен тиркесе калаҫнӑ ҫынсем ҫине ҫилленмен (Иоанн 1:46, 47). Ҫавӑн пекех кам та пулин малтан йӑнӑшсем тунӑ пулсан, Иисус ҫав ҫын пирки япӑх шутламан (1 Тим. 1:12—14). Вӑл ҫапла каланӑ: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:35). Хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнас тесе эпӗ Христосран тӗслӗх илетӗп-и, хам мӗн тума пултарнине веҫех тӑватӑп-и?»

12. Иисусӑн тусӗ пулас тесен мӗнле виҫҫӗмӗш утӑм тумалла тата ҫакна мӗнле тумалла?

12 3. Христосӑн тӑванӗсене пулӑшса тӑрӑр. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӑвансене пулӑшса тӑни Иисуса пулӑшнӑ пекех пулать (Матф. 25:34—40). Эпир ҫак тӑвансене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр-ха? Иисус хушнӑ пек Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хастаррӑн ырӑ хыпар сарса тата вӗренекенсене хатӗрлесе (Матф. 28:19, 20; Ап. ӗҫ. 10:42). Ҫак пысӑк ӗҫе — пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе — Христос тӑванӗсем «урӑх сурӑхсем» пулӑшнипе кӑна тума пултараҫҫӗ (Иоанн 10:16). Эсир «урӑх сурӑхсем» шутне кӗретӗр пулсан, ҫакна асра тытӑр: ырӑ хыпар сарнӑ чухне кашнинче эсир святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӑвансене кӑна мар, Иисуса та юратнине кӑтартатӑр.

13. Лука 16:9-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, эпир мӗн тума пултаратпӑр?

13 Иеговӑпа Иисус ертсе пыракан организацине укҫа-тенкӗпе пулӑшнипе те эпир вӗсен тусӗсем пулма пултаратпӑр. (Лука 16:9 вуласа парӑр.) Сӑмахран, эпир Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе туса тӑма укҫа-тенкӗ пама пултаратпӑр. Ҫак укҫа-тенкӗпе аякри вырӑнсенче ырӑ хыпар сарма, Иеговӑна пуҫҫапмалли вырӑнсене туса лартма, вӗсене юсаса-пӑхса тӑма тата ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ тӑвансене пулӑшма усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эпир пуху тӑкакӗсене саплаштарас тесе укҫа-тенкӗ пама пултаратпӑр тата нуша куракан тӑвансене пулӑшма пултаратпӑр (Ытар. 19:17). Ҫапла тунипе эпир Христосӑн тӑванӗсене пулӑшса тӑратпӑр.

14. Эфес 4:15, 16 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисуспа туслашма пире мӗн пулӑшать?

14 4. Иеговӑн организацийӗ тунӑ йышӑнусене пурнӑҫлӑр. Яваплӑ арҫын тӑвансене итленипе эпир Иисуспа, пухӑвӑн пуҫӗпе, ҫывӑхланса пыратпӑр. (Эфес 4:15, 16 вуласа парӑр.) Сӑмахран, эпир пур Патшалӑх залӗпе те туллин усӑ курасшӑн. Ҫавӑнпа та хӑш-пӗр пухусене пӗрлештернӗ, вара вӗсен территорийӗ те улшӑннӑ. Ҫакна пула харпӑр ирӗкӗпе панӑ нумай укҫа-тенкӗ перекетленнӗ. Анчах та хӑш-пӗр тӑвансене ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма йывӑр пулнӑ. Ҫав шанчӑклӑ христиансем, тен, нумай ҫул хушши пӗр пухура ӗҫлесе тӑнӑ тата пухури ытти тӑвансемпе питӗ туслӑ пулнӑ. Халӗ вара вӗсене тепӗр пухӑва куҫма ыйтнӑ. Иисус ҫак шанчӑклӑ тӑвансем организаци каланӑ пек тунине курса ҫав тери савӑнать!

ӖМӖР-ӖМӖРӖПЕХ ИИСУСӐН ТУСӖСЕМ ПУЛӐПӐР

15. Мӗне пула эпир пуласлӑхра Иисуспа ҫывӑхлансах пырӑпӑр?

15 Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӑвансем Христоспа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗнче ертсе пырӗҫ. Вӗсем яланах Иисуспа юнашар пулӗҫ: ӑна курма, унпа калаҫма тата вӑхӑта пӗрле ирттерме пултарӗҫ (Иоанн 14:2, 3). Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем те Иисус вӗсене юратнине тата вӗсемшӗн тӑрӑшнине туйса тӑрӗҫ. Вӗсем Иисуса курмасан та унпа кунран-кун ҫывӑхланса пырӗҫ. Иеговӑпа Иисуса пула вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнӗҫ (Ис. 9:6, 7).

16. Иисусӑн тусӗсем пулса тӑрсан эпир мӗнле пиллӗхсем илетпӗр?

16 Эпир Иисусӑн тусӗсем пулса тӑрсан нумай пиллӗх илетпӗр. Тӗслӗхрен, эпир халех вӑл пире юратнине тата пулӑшнине туйса тӑратпӑр. Пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пур. Иисуспа ҫывӑхланса пырса эпир унӑн ашшӗпе те, Иеговӑпа, ҫывӑхланса пыратпӑр. Ҫакӑ вара чи хакли! Иисусӑн тусӗ пулни чӑнах та пысӑк пиллӗх!

17-МӖШ ЮРӐ Хаваспах пулӑшӑп!

^ 5 абз. Апостолсем темиҫе ҫул хушши Иисуспа хутшӑннӑ, унпа пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ, ҫавна пула вӗсем питӗ лайӑх туссем пулса тӑнӑ. Иисус пире те хӑйӗн тусӗсем тӑвасшӑн, анчах та хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене пула пире ҫакна тума йывӑр пулма пултарать. Ҫак статьяра эпир ҫак йывӑрлӑхсене пӑхса тухса Иисусӑн тусӗ пулма тата ҫак туслӑха упраса хӑварма мӗн пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр.

^ 55 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. 1. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне эпир Иисусӑн пурнӑҫӗ ҫинчен, вӑл сӑваплӑ ӗҫе мӗнле туса тӑни ҫинчен нумайрах пӗлетпӗр. 2. Тӑвансемпе эпир килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшатпӑр. 3. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастаррӑн хутшӑнса эпир Христосӑн тӑванӗсене пулӑшса тӑратпӑр. 4. Пухусене пӗрлештерсен эпир старейшинӑсем каланине итлетпӗр.