Вулакансен ыйтӑвӗсем
1 Коринф 15:29-мӗшӗнчи Павелӑн сӑмахӗсем вӑл пурӑннӑ вӑхӑтра хӑш-пӗр христиансем вилнисемшӗн е вилнисем вырӑнне шыва кӗнине пӗлтереҫҫӗ-и?
Ҫук. Ҫакна ни истори те, ни Библи те ҫирӗплетсе памасть.
Ҫак сӑвӑ йӗркине хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче вуласан ҫакӑн пек шухӑш тухма пултарать: Павел пурӑннӑ вӑхӑтра хӑш-пӗр христиансем вилнисемшӗн е вилнисем вырӑнне шыва кӗнӗ. Сӑмахран, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ куҫарӑвӗнче ҫапла каланӑ: «Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, мӗншӗн-ха вилнисемшӗн тӗне кӗреҫҫӗ?»
Айтӑр ҫакӑн пирки икӗ библеист мӗн каланине пӑхар. Грегори Локвуд теолог каланӑ тӑрӑх, кам та пулин вилнӗ ҫын вырӑнне шыва кӗни пирки Библире те нимӗн те ҫырман, историре те ҫакӑн пирки нимӗнле ҫирӗплетӳ те ҫук. Гордон Фи библеист та ҫавнашкал шухӑшах палӑртать: «Библире те, историре те ҫапла майпа шыва кӗни ҫинчен калакан пӗр тӗслӗх те ҫук. Ҫӗнӗ Халалра вилнисем вырӑнне шыва кӗни ҫинчен ниҫта та каламан. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем тата апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн аталанса кайнӑ христиансен тӗнӗсем ҫапла тунине нимӗн те ҫирӗплетсе памасть».
Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус хыҫҫӑн пыракансен вӗренекенсене хатӗрлесе вӗсене шыва кӗртмелле тата Иисус мӗн тума хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентмелле пулнӑ (Матф. 28:19, 20). Анчах та шыва кӗнӗ вӗренекен пулса тӑриччен ҫыннӑн Иеговӑпа Иисус ҫинчен пӗлсе пырса ӗненӗве аталантармалла пулнӑ тата вӗсене итлесе пурӑнмалла пулнӑ. Вилнӗ ҫын вара ҫакна тума пултарайман. Ытти христиансем те ҫаксене вилнӗ ҫыншӑн тума пултарайман (Еккл. 9:5, 10; Иоанн 4:1, 2; 1 Кор. 1:14—16).
Апла, Павел мӗн каласшӑн пулнӑ?
Коринфри хӑш-пӗр христиансем вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук тесе каланӑ (1 Кор. 15:12). Павел вара вӗсем тӗрӗс мар шутланине кӑтартса панӑ. Хӑй ҫырӑвӗнче вӑл «эпӗ кашни кун вилес пекех» тесе ҫырнӑ. Павел кашни кун тенӗ пекех тӗрлӗ хӑрушлӑхпа тӗл пулнӑ. Анчах та ҫак йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑл хатӗр пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫакна ҫирӗп шаннӑ: хӑй вилсен те Турӑ ӑна, Иисуса чӗртсе тӑратнӑ пекех, пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратӗ (1 Кор. 15:30—32, 42—44).
Коринфри христиансен ҫакна ӑнланмалла пулнӑ: святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен кашни кун тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивет, юлашкинчен вара вӗсем вилеҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна вӗсем пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ. Вӗсем Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗрсе вӑл вилнӗ пек вилес тесе те тӗне кӗреҫҫӗ (Рим 6:3). Апла пулсан, ҫапла майпа тӗне кӗнисем пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑриччен малтан вилеҫҫӗ.
Хӑй шыва кӗнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫул иртсен Иисус хӑйӗн икӗ апостолне: «Эпӗ куракан асапа та тӳсӗр»,— тесе каланӑ (Марк 10:38, 39). Кунта Иисус хӑй мӗн виличченех Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлса юлашкинчен вилесси пирки каланӑ. Павел ҫырнӑ тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем Христоспа пӗрле асапланӗҫ, вара «Унпа пӗрле пая кӗрессисем» пулса тӑрӗҫ (Рим 8:16, 17; 2 Кор. 4:17). Ҫавӑнпа та пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрас тесен святой сывлӑшпа суйласа илнисен вилмелле.
Апла пулсан, Павелӑн сӑмахӗсене тӗрӗсрех ҫапла куҫарма пулать: «Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсан, Христос вилнӗ пек вилес тесе тӗне кӗнисем пирки вара мӗн калама пулать? Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсан, мӗншӗн вӗсем ҫапла майпа тӗне кӗреҫҫӗ?»