Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

27-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр»

«Хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр»

«Эпӗ сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр... йӑвашланса шухӑшлӑр» (РИМ 12:3).

130-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне каҫарӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Филиппӑ 2:3-мӗшӗнче мӗнле канаш панӑ тата ҫак канаша итлени мӗншӗн усӑллӑ?

ПИРӖНШӖН мӗн лайӑхрах пулнине Иегова питӗ лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа та эпир хамӑра кӗҫӗне хурса ӑна итлесе пурӑнатпӑр (Эф. 4:22—24). Хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, Иеговӑн ирӗкне тӑвасси хамӑрӑн мӗн тӑвас килнинчен те кирлӗрех тесе шутлӑпӑр тата ыттисене хамӑртан асла хурса хисеплӗпӗр. Вара пирӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем те ҫирӗп пулӗҫ, пухури тӑвансемпе те туслӑ пурӑнӑпӑр. (Филиппӑ 2:3 вуласа парӑр.)

2. Павел апостол мӗн ӑнланнӑ тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Асӑрхануллӑ пулмасан эпир ҫак тӗнчери мӑнкӑмӑллӑ та хӑйсене ҫеҫ юратакан ҫынсем пек шухӑшлама пуҫлама пултаратпӑр *. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансемпе шӑп ҫапла пулса тухнӑ пулмалла. Павел апостол Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр... йӑвашланса шухӑшлӑр [«хӑвӑра... виҫеллӗн хаклӑр», ҪХ]» (Рим 12:3). Павел пирӗн хамӑр ҫинчен шухӑшламаллине ӑнланнӑ. Анчах та хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхас тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла. Ҫак статьяра эпир хамӑра кӗҫӗне хуни мӗнле виҫӗ тӗлӗшрен пулӑшма пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫак лайӑх ен пире 1) мӑшӑрлӑ пурнӑҫра, 2) пухура тивӗҫсем шанса парсан тата 3) социаллӑ сетьсемпе усӑ курнӑ чухне хамӑр ҫинчен ытлашшине шухӑшласран сыхланма пулӑшӗ.

МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪ

3. Мӗншӗн мӑшӑрлансан йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ тата хӑш-пӗрисем ҫак йывӑрлӑхсене мӗнле татса пама шутлаҫҫӗ?

3 Иегова мӑшӑрлӑ пурнӑҫ упӑшкипе арӑмне савӑнӑҫ кӳтӗр тет. Анчах пур ҫыннӑн та ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа та ҫемьере харкашусем пулаҫҫех. Павел ҫемье ҫавӑрнисен ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем пулӗҫ тенӗ (1 Кор. 7:28). Хӑш-пӗр мӑшӑрсем пӗр вӗҫӗмсӗр пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем эпир мӑшӑрланмасан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе шутлама пултараҫҫӗ. Вӗсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине ҫак тӗнчери ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ пулсан, уйрӑлмалла тесе, ҫапла тусан ҫеҫ телейлӗ пулӑп тесе шутлама пултараҫҫӗ.

4. Пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑлран сыхланмалла?

4 Ман мӑшӑрлӑ пурнӑҫра ним лайӑххи те ҫук тесе нихӑҫан та ан шутлӑр. Библире каланӑ тӑрӑх, уйрӑлма ирӗк паракан пӗртен-пӗр сӑлтав вӑл — мӑшӑр аскӑн ӗҫ туни (Матф. 5:32). Ҫавӑнпа та Павел ҫырнӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухсан мӑнкӑмӑлланса ан кайӑр, ҫапла ан шутлӑр: «Мӑшӑр маншӑн эп кӗтнӗ пек тӑрӑшмасть. Вӑл мана тивӗҫлипе юратмасть. Тен, кампа та пулин урӑххипе эпӗ телейлӗрех пулатӑп?» Ҫакӑн пек шухӑшсем эпир мӑшӑр ҫинчен мар, хамӑр ҫинчен ҫеҫ шухӑшланине кӑтартаҫҫӗ. Ҫак тӗнче чун-чӗре ыйтнӑ пек тума хистет, телейлӗ пулас тесен уйрӑлмалла пулсан уйрӑлмалла тесе вӗрентет. Иегова вара «кашнийӗ пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑштӑр» тесе калать (Флп. 2:4). Вӑл пирӗнтен уйрӑласса мар, ҫемьене упраса хӑварасса кӗтет (Матф. 19:6). Пирӗн хамӑрӑн кӑмӑл-туйӑм хыҫҫӑн каймалла мар, Иегова эпир йышӑну тунӑ чухне унӑн принципӗсене тытса тӑрасса кӗтет.

5. Эфес 5:33-мӗшӗ тӑрӑх, упӑшкипе арӑмӗн мӗн тумалла?

5 Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне юратмалла тата хисеплемелле. (Эфес 5:33 вуласа парӑр.) Библире «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» тенӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Упӑшкипе арӑмне пӗр-пӗрне хисеплеме тата юратма мӗн пулӑшӗ? Хӑйсене кӗҫӗне хуни. Хӑйсене кӗҫӗне хуракан мӑшӑрсем Библири ҫак канаша тытса тӑраҫҫӗ: «Никам та хӑй валли пайта ан шыратӑр, кирек кам та ыттисене усӑ тӑвасшӑн тӑрӑштӑр» (1 Кор. 10:24).

Хӑйсене кӗҫӗне хуракан упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗринпе кӗрешмеҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗрне пулӑшса тӑраҫҫӗ (6-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Стивенпа Стефанинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

6 Хӑйсене кӗҫӗне хуни нумай мӑшӑра телейлӗрех пулма пулӑшнӑ. Стивен ятлӑ арҫын тӑван ҫапла калать: «Эсир пӗр команда пулсан веҫех пӗрле тӑватӑр, йывӑрлӑхсене те пӗрлех татса паратӑр. „Хамшӑн мӗн лайӑхрах пулать-ши?“ тесе шутлас вырӑнне „пирӗншӗн мӗн лайӑхрах пулать?“ тесе шутлӑр». Унӑн арӑмӗ Стефани те ҫавӑн пекех шутлать. «Никамӑн та пӗрмаях тавлашакан ҫынпа пурӑнас килмест,— тет вӑл.— Хирӗҫӳ сиксе тухсан эпир мӗншӗн ҫапла пулса тухнине ӑнланма тӑрӑшатпӑр. Эпир кӗлтӑватпӑр, тӗпчетпӗр тата йывӑрлӑха мӗнле татса памаллине сӳтсе яватпӑр. Эпир пӗр-пӗрне мар, йывӑрлӑха ҫӗнме тӑрӑшатпӑр». Упӑшки те, арӑмӗ те хӑйсем ҫинчен ытлашшине шухӑшламаҫҫӗ пулсан, вӗсем чылай телейлӗрех пулӗҫ.

ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРСА ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛӖР

7. Арҫын тӑвана пӗр-пӗр тивӗҫ шанса парсан унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнле пулмалла?

7 Эпир кирек мӗнле майпа Иеговӑшӑн ӗҫлесен те, ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк чыс (Пс. 26:4; 83:11). Арҫын тӑван Иеговӑн организацийӗнче нумайрах тӑвасшӑн пулсан ҫакӑ питӗ лайӑх. Библире каланӑ тӑрӑх, кам старейшина пулас тет, ҫавӑ «ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн» (1 Тим. 3:1). Анчах та арҫын тӑвана пӗр-пӗр тивӗҫ шанса парсан унӑн хӑйне мӑнна хумалла мар (Лука 17:7—10). Пачах урӑхла, хӑйне кӗҫӗне хурса ыттисемшӗн чуна парса тӑрӑшмалла (2 Кор. 12:15).

8. Диотреф, Озия тата Авессалом тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

8 Библире хӑйсене мӑнна хуракан ҫынсем ҫинчен вулама пулать. Диотрефа сӑпайлӑх ҫитсех кайман, вӑл пухура «пуҫ пулса тӑма» юратнӑ (3 Иоанн 9). Озия мӑнкӑмӑлланса кайса хӑйӗн тума юраман ӗҫе тунӑ (2 Ҫулс. 26:16—21). Авессалом вара патша пулса тӑрас тесе чееленсе ҫынсене хӑй майлӑ ҫавӑрма хӑтланнӑ (2 Патш. 15:2—6). Ҫак тӗслӗхсем Иеговӑна чапшӑн ҫунакан ҫынсем килӗшменнине кӑтартса параҫҫӗ (Ытар. 25:27). Мӑнкӑмӑллӑ пулни тата чапшӑн ҫунни ним лайӑххи патне те илсе ҫитермест (Ытар. 16:18).

9. Эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9 Халӗ вара айтӑр Иисус тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Иисус «Туррӑн сӑнӗ» пулнӑ пулсан та, «Аттем Манран аслӑ» тесе каланӑ (Кол. 1:15; Иоанн 14:28). Иегова ҫеҫ унран аслӑрах, ҫав-ҫавах вӑл хӑйӗн ҫинчен ытлашшине шухӑшламасть. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать, ҫавӑ чи асли пулӗ»,— тесе каланӑ (Лука 9:48). Хӑйсене Иисус пекех кӗҫӗне хуракан пионерсемпе, пулӑшакан ӗҫченсемпе, старейшинӑсемпе тата район надзирателӗсемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе эпир питӗ савӑнатпӑр. Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан ыттисене юратӑпӑр. Ыттисене юрататпӑр пулсан вара, эпир Иисусӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем пулнине кӑтартса паратпӑр (Иоанн 13:35).

10. Старейшинӑсем пухури йывӑрлӑхсене кирлӗ пек татса памаҫҫӗ пек туйӑнать пулсан, мӗн тумалла?

10 Сире пухура йывӑрлӑхсем пур пек туйӑнать пулсан, старейшинӑсем вара ҫав йывӑрлӑхсене кирлӗ пек татса памаҫҫӗ пек туйӑнать пулсан мӗн тумалла? Ӳпкелешес вырӑнне хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр, старейшинӑсене малалла та пӑхӑнса пурӑнӑр (Евр. 13:17). Ҫакна тума мӗн пулӑшӗ? Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Ҫак йывӑрлӑх чӑнах та питӗ пысӑк-и? Ӑна чӑнах та татса памалла-и? Ҫак ыйтӑва халех татса памалла-и? Тата ҫакна тума ман право пур-и? Эпӗ чӑнах та пухура пӗрлӗх пултӑр тесе тӑрӑшатӑп-и е хама кӑтартас тетӗп?»

Кама пухура тивӗҫсем шанса панӑ, ҫавсем пултаруллӑ пулни мар, вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хуни пӗлтерӗшлӗрех (11-мӗш абзаца пӑхӑр) *

11. Эфес 4:2, 3 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпир хамӑра кӗҫӗне хурсан, ҫакӑ пуху ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ?

11 Иегова пире эпир пултаруллӑ пулнишӗн мар, хамӑра кӗҫӗне хунишӗн хаклать тата эпир мӗн чухлӗ тунине мар, пухури пӗрлӗхе упранине хаклать. Хӑвӑра кӗҫӗне хурса Иеговӑшӑн ӗҫлӗр, вара эсир пухури пӗрлӗхе упрама пулӑшӑр. (Эфес 4:2, 3 вуласа парӑр.) Ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарлӑ пулӑр. Ыттисене ырӑ тума тӑрӑшӑр. Тӗрлӗ тӑвансене, ҫав шутрах пухура нимӗнле тивӗҫсене туса туман тӑвансене те, хӑнана чӗнӗр (Матф. 6:1—4; Лука 14:12—14). Эсир хӑвӑра кӗҫӗне хуратӑр пулсан тата пухури тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлетӗр пулсан вӗсем эсир пултаруллӑ пулнине кӑна мар, унтан та ытларах, эсир хӑвӑра кӗҫӗне хунине курӗҫ.

СОЦИАЛЛӐ СЕТЬСЕМПЕ УСӐ КУРНӐ ЧУХНЕ

12. Библире туслӑх ҫинчен мӗн каланӑ?

12 Иегова эпир туссемпе тата тӑвансемпе хутшӑнни пире савӑнтартӑр тет (Пс. 132:1). Иисусӑн лайӑх туссем пулнӑ (Иоанн 15:15). Библире чӑн-чӑн тус вӑл тӑван пек ҫывӑх тенӗ (Ытар. 17:17; 18:24). Ҫавӑн пекех унта пирӗн ыттисенчен ютшӑнса ҫӳремелле мар тесе каланӑ (Евр. 10:24, 25). Нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, социаллӑ сетьсемпе усӑ курса нумай тус тупма тата пӗчченлӗх туйӑмне сирсе яма пулать. Анчах та социаллӑ сетьсемпе усӑ курнӑ чухне пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла.

13. Мӗншӗн социаллӑ сетьсемпе усӑ куракан хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсене пӗччен пек туяҫҫӗ тата вӗсен кӑмӑлӗ пусӑрӑнчӑк?

13 Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, социаллӑ сетьсенче нумай вӑхӑт ирттерекен ҫынсем хӑйсене пӗччен пек туяҫҫӗ тата вӗсен кӑмӑлӗ те пусӑрӑнчӑк. Мӗншӗн? Сӑлтавсенчен пӗри ҫакӑ пулма пултарать: ытларах чухне ҫынсем социаллӑ сетьсенче хӑйсен пурнӑҫӗнчи чи чаплӑ самантсене кӑтартакан сӑнӳкерчӗксене вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен, тусӗсен, хӑйсем пулса курнӑ интереслӗ вырӑнсен чи лайӑх сӑнӳкерчӗкӗсене кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑн пек сӑнӳкерчӗксене пӑхса ларакан ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗ кичем те интереслӗ мар тесе шутлама пултарать. 19 ҫулхи пӗр хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Канмалли кунсенче ыттисем вӑхӑта мӗнле савӑнӑҫлӑн ирттернине курсан ман кӑмӑл хуҫӑлатчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем савӑннӑ чухне эпӗ килте лараттӑмччӗ тата мана питӗ кичемччӗ».

14. 1 Петр 3:8-мӗшӗнчи канаш социаллӑ сетьсемпе тата мессенджерсемпе тӗрӗс усӑ курма мӗнле пулӑшать?

14 Паллах, социаллӑ сетьсем тата мессенджерсем усӑ та параҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем тус-тӑванпа ҫыхӑну тытма пулӑшаҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗрисем сӑнӳкерчӗксемпе видеосене хӑйсене кӑтартас тесе е мухтанас тесе вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсем «пӑхӑр-ха ман ҫине!» калаҫҫӗ тейӗн. Теприсем хӑйсен е ыттисен сӑнӳкерчӗкӗсем айӗнче тӳрккес тата йӗркесӗр комментарисем ҫырса хураҫҫӗ. Христиансем вара хӑйсене ҫапла тытмаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хураҫҫӗ тата ыттисене юратаҫҫӗ. (1 Петр 3:8 вуласа парӑр.)

Социаллӑ сетьсенче эсир вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксемпе видеосене пӑхсан сирӗн пирки мӗн калама пулать? Эсир хӑвӑрпа мухтанатӑр-и е хӑвӑра кӗҫӗне хуратӑр-и? (15-мӗш абзаца пӑхӑр)

15. Библи пире мухтанасран мӗнле сыхлать?

15 Эсир социаллӑ сетьсемпе е мессенджерсемпе усӑ куратӑр пулсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Ман комментарисене, сӑнӳкерчӗксемпе видеосене курсан ыттисем ман пирки хӑйӗнпе мухтанать тесе шутламӗҫ-ши? Вӗсем мана ӑмсанма пуҫламӗҫ-ши?» Библире ҫапла каланӑ: «Тӗнчере мӗн пурри пурте — ӳт кӗлени те, куҫ кӗлени те, пуянлӑхпа мӑнаҫланни те — Атте Турӑран килмест, ҫак тӗнчеренех тухать» (1 Иоанн 2:16). Пӗр Библи куҫарӑвӗнче «пуянлӑхпа мӑнаҫланни» тенине «хӑйне пысӑк ҫын пек кӑтартасшӑн пулни» тесе куҫарнӑ. Христиансем хӑйсене ыттисем умӗнче темле пысӑк ҫын пек кӑтартасшӑн мар. Вӗсем Библири ҫак канаша тытса тӑраҫҫӗ: «Ӗнтӗ чапшӑн ҫунар мар, пӗр-пӗрне вӗчӗхтерер мар, пӗр-пӗрне ӑмсанар мар» (Гал. 5:26). Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, ҫак тӗнчери мӑнкӑмӑллӑ та чапшӑн ҫунакан ҫынсем пек пулмӑпӑр.

ХӐВӐРА «ВИҪЕЛЛӖН ХАКЛӐР»

16. Мӗншӗн пирӗн мӑнкӑмӑллӑ пулмалла мар?

16 Пирӗн хамӑра кӗҫӗне хума вӗренмелле, мӗншӗн тесен мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем хӑйсене «виҫеллӗн» хаклама пӗлмеҫҫӗ (Рим 12:3, ҪХ). Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем тавлашма юратаҫҫӗ тата хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлаҫҫӗ. Хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне тата ӗҫӗсене пула вӗсем хӑйсем те, ыттисем те хӗн кураҫҫӗ. Шухӑш-кӑмӑла улӑштармасан Сатана малалла та вӗсен ӑсне пӑсса туйми туса пырӗ (2 Кор. 4:4; 11:3). Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын вара хӑйне «виҫеллӗн» хаклать. Вӑл хӑйӗн ҫине тӗрӗс пӑхать тата ыттисем хӑйӗнчен чылай енпе ирттернине ӑнланать (Флп. 2:3). Вӑл «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать» тенине те асра тытать (1 Петр 5:5). Хӑйне «виҫеллӗн» хаклакан ҫын Иеговӑна хӑйне хирӗҫ пыртарасшӑн мар.

17. Хамӑра кӗҫӗне хума пӑрахас мар тесен мӗн тумалла?

17 Хамӑра кӗҫӗне хума пӑрахас мар тесен пирӗн кивӗ этеме ӗҫӗ-мӗнӗпех пӑрахса ҫӗнӗ этем пулса пымалла (Кол. 3:9, 10). Паллах, ҫакна тума нумай вӑй хумалла. Пирӗн Иисус ҫинчен пӗлсе пымалла тата яланах вӑл тунӑ пек тума тӑрӑшмалла (1 Петр 2:21). Ҫапла туни пире нумай пиллӗх парӗ. Эпир хамӑра кӗҫӗне хума тӑрӑшатпӑр пулсан, пирӗн ҫемье телейлӗрех пулӗ, эпир пухури пӗрлӗхе упрӑпӑр тата социаллӑ сетьсемпе усӑ курнӑ чухне хамӑра тӗрӗс тытӑпӑр. Чи кирли вара — Иегова пире пиллесе тата пулӑшса тӑрӗ.

117-МӖШ ЮРӐ Ырӑ ӗҫсем тӑвар

^ 5 абз. Хальхи вӑхӑтра мӑнкӑмӑллӑ та хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлакан ҫынсем питӗ нумай. Вӗсем пек пулса каяс мар тесен пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫак статьяра эпир мӗнле виҫӗ енчен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 2 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Хӑйне мӑнна хуракан ҫын ытларах ыттисем ҫинчен мар, хӑйӗн ҫинчен шухӑшлать. Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын вара ыттисемшӗн тӑрӑшма яланах хатӗр. Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, мӑнаҫланса ҫӳремӗпӗр тата хамӑра асла хумӑпӑр.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Пултаруллӑ старейшина конгрессенче сӑмах тухса калама питӗ ӑста тата ертсе пырас ӗҫе лайӑх туса тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хаваспах ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене ирттерет тата Патшалӑх залӗнче тирпейлеме пулӑшать.