Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

30-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Чӑнлӑхпа пурӑнӑр

Чӑнлӑхпа пурӑнӑр

«„Манӑн ачамсем чӑнлӑхпа пурӑнаҫҫӗ“ теекен хыпартан савӑнӑҫлӑрах хыпар ҫук маншӑн» (3 ИОАНН 4).

54-МӖШ ЮРӐ «Акӑ ҫул»

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. 3 Иоанн 3, 4 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пире мӗн савӑнтарать?

ИОАНН апостол кама чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑ, ҫавсем Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнине пӗлсен мӗн тери савӑннӑ пулӗ! Ҫав шанчӑклӑ христиансене Иоанн хӑйӗн ачисем вырӑнне хунӑ, ҫавӑнпа та вӗсем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан вӑл вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе хӑйӗнчен мӗн килнине веҫех тунӑ. Пире те хамӑрӑн ачасем е кама эпир чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑ, ҫавсем шыва кӗрсе Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑни питӗ савӑнтарать! (3 Иоанн 3, 4 вуласа парӑр.)

2. Иоанн хӑйӗн виҫӗ ҫырӑвне мӗнле тӗллевпе ҫырнӑ?

2 Иоанн апостол Патмос утравӗнчен ссылкӑран таврӑнсан Эфесра е унӑн таврашӗнче пурӑннӑ пулас. Ун чухне, пирӗн эрӑри 98-мӗш ҫулта пулас, Иеговӑн святой сывлӑшӗ ӑна виҫӗ ҫыру ҫырма хавхалантарнӑ. Ҫак ҫырусене вӑл шанчӑклӑ христиансене Иисуса хытӑрах ӗненме тата чӑнлӑхпа пурӑнма пулӑшас тесе ҫырнӑ.

3. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусем ҫине хуравлӑпӑр?

3 Ҫав вӑхӑталла пур апостол та вилсе пӗтнӗ, Иоанн ҫеҫ юлнӑ. Пухусенче суя вӗрентӳҫӗсем пулнӑ, ҫакӑ Иоана питӗ пӑшӑрхантарнӑ (1 Иоанн 2:18, 19, 26) *. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫав ҫынсем Турра пӗлетпӗр тенӗ, хӑйсем вара унӑн саккунӗсем тӑрӑх пурӑнман. Айтӑр Иоанн христиансене панӑ канашсене пӑхса тухар та ҫак виҫӗ ыйту ҫине хуравлар: чӑнлӑхпа пурӑнни мӗне пӗлтерет? Чӑнлӑхпа пурӑнма пире мӗн чӑрмантарма пултарать? Тата пӗр-пӗрне чӑнлӑхпа пурӑнма пулӑшас тесе мӗн тумалла?

ЧӐНЛӐХПА ПУРӐННИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

4. 1 Иоанн 2:3—6 тата 2 Иоанн 4, 6 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, чӑнлӑхпа пурӑнас тесен мӗн тумалла?

4 Чӑнлӑхпа пурӑнас тесен пирӗн Турӑ сӑмахӗнчи, Библири, чӑнлӑха пӗлмелле. Унсӑр пуҫне, пирӗн Иеговӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑмалла. (1 Иоанн 2:3—6; 2 Иоанн 4, 6 вуласа парӑр.) Ҫак тӗлӗшрен пире Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа та эпир Иеговӑна итлесшӗн пулсан пирӗн Христос йӗрӗпе пыма тӑрӑшмалла (Иоанн 8:29; 1 Петр 2:21).

5. Пирӗн мӗн пирки иккӗленмелле мар?

5 Чӑнлӑхпа пурӑнас тесен Иегова яланах чӑннине калани пирки тата Библире мӗн калани чӑнлӑх пулни пирки пирӗн пӗртте иккӗленмелле мар. Ҫавӑн пекех Иисус малтанах каласа хунӑ Мессия пулни пирки те иккӗленмелле мар. Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ Иисус пирки вӑл Турӑ Патшалӑхӗн Патши тесе шутламаҫҫӗ. Иоанн хӑйӗн ҫырӑвӗнче Иеговӑпа Иисус ҫинчен калакан чӑнлӑха ҫирӗп ӗненменнисене илӗртсе улталама пултаракансем нумайланчӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ (2 Иоанн 7—11). Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Иисуса Христос мар теекенӗ ултавҫӑ пулмасан, тата кам ултавҫӑ пултӑр?» (1 Иоанн 2:22). Пире Турӑ Сӑмахне тӗпчени кӑна хамӑра улталасран хӳтӗлӗ. Ҫапла тусан ҫеҫ эпир Иеговӑпа Иисуса лайӑх пӗлӗпӗр (Иоанн 17:3). Тата ҫапла тусан ҫеҫ эпир хамӑр мӗне ӗненни чӑнлӑх пулни пирки иккӗленмӗпӗр.

ПИРЕ МӖН ЧӐРМАНТАРМА ПУЛТАРАТЬ?

6. Ҫамрӑк христиансем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ?

6 Ҫак тӗнчери анлӑ сарӑлнӑ шухӑшсем пирӗн ҫине витӗм ан кӳччӗр тесен асӑрхануллӑ пулмалла (1 Иоанн 2:26). Уйрӑмах ҫак тӗлӗшрен яшсемпе хӗрсен тимлӗ пулмалла. Францири 25 ҫулхи Алексья * ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Шкулта пире эволюцие тата ытти анлӑ сарӑлнӑ вӗрентӳсене вӗрентетчӗҫ. Хӑш-пӗр чухне ҫак вӗрентӳсем тӗрӗс пек те туйӑнатчӗҫ. Анчах та Библире мӗн ҫырнине шута илмесӗр вӗрентекенсем мӗн каланине ҫеҫ итлени тӗрӗс мар пулнине те ӑнланаттӑм». Алексья «Жизнь — как она возникла? Путем эволюции или путем сотворения?» кӗнекене тимлӗ вуласа тухнӑ. Темиҫе эрнерен вӑл хӑй мӗне ӗненни чӑнлӑх пулни пирки иккӗленме пӑрахнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ Библире мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнине куртӑм. Тата ҫакна ӑнлантӑм: Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑнсан телейлӗ пулӑн тата чӗрере мир пулӗ».

7. Пирӗн мӗнрен асӑрханмалла тата мӗншӗн?

7 Пирӗнтен никамӑн та — ҫамрӑккисен те, ваттисен те — иккӗлле пурнӑҫпа пурӑнмалла мар. Эпир чӑнлӑхпа пурӑнма, ҫав вӑхӑтрах Туррӑн саккунӗсене пӑсма пултараймастпӑр тесе ҫырнӑ Иоанн (1 Иоанн 1:6). Эпир Иеговӑна халӗ те, малашне те савӑнтарас тетпӗр пулсан, пирӗн ҫакна асра тытмалла: пирӗн пур ӗҫ те Иеговӑна ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнать. Тӗрӗссипе каласан, вӑрттӑн ҫылӑхсем ҫук, мӗншӗн тесен эпир тунӑ ҫылӑхсене ҫынсем курмаҫҫӗ пулсан та, Иегова пӗтӗмпех курать (Евр. 4:13).

8. Пирӗн мӗнле шухӑшламалла мар?

8 Пирӗн ҫылӑх ҫине ҫак тӗнчери ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхмалла мар. Иоанн апостол ҫапла ҫырнӑ: «Пирӗн ҫылӑх ҫук тетпӗр пулсассӑн, эпир хамӑра хамӑр улталатпӑр» (1 Иоанн 1:8). Иоанн пурӑннӑ вӑхӑтра чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем пӗлсе тӑрсах ҫылӑх тума, ҫав вӑхӑтрах Туррӑн тусӗ пулма пулать тесе вӗрентнӗ. Хальхи вӑхӑтра та нумайӑшӗ ҫапла шутлать. Вӗсем Турра ӗненетпӗр теҫҫӗ, хӑйсем вара Иегова ҫылӑхсем пирки, уйрӑмах аскӑн ӗҫсем пирки, мӗн каланине йышӑнасшӑн мар. Иегова мӗн пирки аскӑн ӗҫ тет, вӗсем ҫакӑ ҫылӑх мар теҫҫӗ тата кашнийӗн мӗн тӑвас килет, ҫавна тума юрать тесе калаҫҫӗ.

Яшсемпе хӗрсем, Иеговӑн нравственность нормисем тӗрӗс пулнипе пулманнине пӗлӗр. Вара эсир пӗр-пӗр ӗҫе мӗншӗн туманнине ыттисене ӑнлантарса пама пултарӑр (9-мӗш абзаца пӑхӑр) *

9. Ҫамрӑк тӑвансемшӗн Библи вӗрентнӗ пек пурӑнни мӗншӗн лайӑх?

9 Уйрӑмах ҫамрӑк христиансене аскӑн ӗҫсем ҫине тӗрӗс пӑхма йывӑр пулма пултарать, мӗншӗн тесен вӗсен таврари ҫынсем, пӗрле вӗренекенсем е пӗрле ӗҫлекенсем, вӗсене хӑйсем пек шухӑшлаттарасшӑн. Александр ятлӑ тӑван ҫапла аса илет: «Шкулта хӑш-пӗр хӗрсем ҫине тӑрсах хӑйсемпе ар хутшӑнӑвне кӗме сӗнетчӗҫ. Вӗсем санӑн хӗр ҫук пулсан эсӗ гей пуль тесе калатчӗҫ». Сирӗн те ҫакӑн евӗрлӗ йывӑрлӑхсем пур пулсан ҫакна асра тытӑр: эсир Библире вӗрентнӗ пек тӑватӑр пулсан, хӑвӑра хӑвӑр хисеплӗр, хӑвӑр сывлӑха упраса хӑварма пултарӑр, сирӗн чун ыратмӗ тата эсир малалла та Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулатӑр. Эсир илӗртни хыҫҫӑн каймастӑр пулсан тӗрӗссине тума сире малалла ҫӑмӑлрах та ҫӑмӑлрах пулӗ. Ҫакна та ан манӑр: ҫынсем ар хутшӑнӑвӗ ҫине Шуйттан витӗм кӳнипе тӗрӗс мар пӑхаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ар хутшӑнӑвӗ ҫине тӗрӗс пӑхатӑр пулсан эсир усала ҫӗнтеретӗр (1 Иоанн 2:14).

10. 1 Иоанн 1:9-мӗшӗнчи сӑмахсем Иеговӑшӑн таса совеҫпе ӗҫлеме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

10 Мӗнле ӗҫсене ҫылӑх тесе шутламаллине палӑртса хума Иеговӑн право пуррине эпир ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа та ҫылӑх тӑвас мар тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр, ҫылӑх тусан вара ҫакӑн ҫинчен Иеговӑна каласа паратпӑр. (1 Иоанн 1:9 вуласа парӑр.) Енчен те эпир пысӑк ҫылӑх турӑмӑр пулсан, старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтатпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем Иегова хушнипе пирӗншӗн тӑрӑшаҫҫӗ (Иак. 5:14—16). Анчах та малтан тунӑ ҫылӑхсемшӗн пирӗн хамӑра айӑпласа ҫӳремелле мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пире юратакан Аттемӗр пирӗн ҫылӑхсене каҫармашкӑн хӑйӗн Ывӑлне парне пек панӑ. Иегова хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсене каҫаратӑп тени пуш сӑмах мар, вӑл вӗсене чӑнах та каҫарать. Апла Иеговӑшӑн таса совеҫпе ӗҫлеме пире нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть (1 Иоанн 2:1, 2, 12).

11. Ӗненӗве хавшатма пултаракан вӗрентӳсенчен пирӗн хамӑра мӗнле хӳтӗлемелле?

11 Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем мӗн каланине пирӗн итлемелле мар. Христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайнӑранпах Шуйттан Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен ӗненӗвне хавшатма тӑрӑшать. Ҫавӑнпа пирӗн чӑнлӑха суяран уйӑрса илме пӗлмелле *. Хирӗҫ тӑракансем пире Иеговӑна шанма тата тӑвансене юратма пӑрахтарасшӑн. Ҫавна тӑвас тесе вӗсем интернетпа, социаллӑ сетьсемпе тата мессенджерсемпе усӑ курса пирӗн ҫинчен суя сараҫҫӗ. Ҫак суяна ан ӗненӗр, вӑл Шуйттанран! (1 Иоанн 4:1, 6; Ӳлӗм. 12:9).

12. Мӗншӗн пирӗн хамӑр пӗлнӗ чӑнлӑхсене хытӑ ӗненмелле?

12 Шуйттан пирӗн ӗненӗве ан хавшаттӑр тесен пирӗн Иисуса хытӑ ӗненмелле тата Иегова ун урлӑ хӑйӗн ирӗкне мӗнле пурнӑҫланине лайӑх ӑнланмалла. Унсӑр пуҫне, шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана шанмалла тата Иегова ун урлӑ ҫеҫ хӑйӗн организацине ертсе пыни пирки иккӗленмелле мар (Матф. 24:45—47). Иисуса хытӑрах ӗненме тата шанчӑклӑ чурана хытӑрах шанма пире Турӑ Сӑмахне тӑтӑшах вӗренни пулӑшать. Вара пирӗн ӗненӳ ҫирӗп тӑракан йывӑҫ пек пулать. Павел Колоссӑри пуху патне ҫапла ҫырса янӑ: «Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра йышӑнтӑр пулсассӑн, малашне те Унпа пӗрлӗхлӗ пурӑнӑр: Христоспа тӗреклӗ тӑрӑр, Унпа хӑватлӑланса пырӑр; хӑвӑра вӗрентнӗ пек ҫирӗп ӗненӗр» (Кол. 2:6, 7). Эпир хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетсех тӑратпӑр пулсан, ни Шуйттан, ни ун майлӑ тӑракансем пире чӑнлӑхпа пурӑнма пӑрахтараймӗҫ (2 Иоанн 8, 9).

13. Пире мӗн тӗлӗнтермест тата мӗншӗн?

13 Ҫак тӗнче пире курайманни пире тӗлӗнтермест (1 Иоанн 3:13). Иоанн «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче» тӑрать тесе ҫырнӑ (1 Иоанн 5:19). Ҫак тӗнче пӗтесси ҫывхарса пынӑҫемӗн Шуйттан хаярлансах пырать (Ӳлӗм. 12:12). Вӑл аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртсе тата чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсемпе усӑ курса пирӗн ҫине вӑрттӑн тапӑнма пултарать. Анчах Шуйттан тӳррӗн те тапӑнать. Вӑл хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартма тата пирӗн ӗненӗве пӗтерсе хума пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Акӑ мӗншӗн хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пирӗн ӗҫ-хӗле хӑш-пӗр енчен е пачах чарса лартни пире тӗлӗнтермест. Ҫавна пӑхмасӑрах ҫав ҫӗршывсенчи тӑвансем Иеговӑшӑн малалла та шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Вӗсен тӗслӗхӗ мӗн кӑтартса парать? Шуйттан пире кирек мӗнле тапӑнсан та эпир ӑна ҫӗнтерме пултаратпӑр.

ПӖР-ПӖРНЕ ЧӐНЛӐХПА ПУРӐНМА ПУЛӐШӐР

14. Тӑвансене чӑнлӑхпа пурӑнма пулӑшас тесе мӗн тумалла?

14 Тӑвансене чӑнлӑхпа пурӑнма пулӑшас тесен пирӗн вӗсене хӗрхенмелле (1 Иоанн 3:10, 11, 16—18). Вӗсен веҫех лайӑх чухне кӑна мар, йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та пирӗн вӗсене юратмалла. Калӑпӑр, пухури тӑванӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ пулсан, эсир ҫак тӑвана йӑпатма е мӗн те пулин туса пулӑшма пултаратӑр-и? Е ҫутҫанталӑк инкекне пула тӑвансем хӗн курнине пӗлсен эсир вӗсен ҫурчӗсене е Патшалӑх залӗсене юсама пулӑшма пултаратӑр-и? Тӑвансене мӗн тери хытӑ юратнине тата хӗрхеннине эпир сӑмахпа кӑна мар, ӗҫпе те кӑтартатпӑр.

15. 1 Иоанн 4:7, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла?

15 Тӑвансене юрататпӑр пулсан эпир пирӗн ҫӳлти Аттемӗр тунӑ пек тӑватпӑр. (1 Иоанн 4:7, 8 вуласа парӑр.) Тӑвансене юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Тӗслӗхрен, вӗсене каҫарнипе. Тӑван пире кӳрентерчӗ пулсан, кайран вара каҫару ыйтрӗ пулсан, эпир ӑна каҫаратпӑр та вӑл мӗн тунине манса каятпӑр. Ҫакӑ ӑна юратни пулать (Кол. 3:13). Альдо ятлӑ арҫын тӑванпа акӑ мӗн пулса тухнӑ. Пӗррехинче вӑл хисеплекен арҫын тӑван ӑна питӗ кӳрентернӗ, ҫав тӑван Альдо халӑхӗнчи ҫынсем пирки лайӑх мар каланӑ. Альдо ҫапла каласа парать: «Тӑван пирки япӑх шутлас мар тесе эпӗ Иеговӑран пулӑшу ыйтаттӑм». Унсӑр пуҫне, Альдо ҫак тӑвана пӗрле ырӑ хыпар сарма чӗннӗ. Вара вӑл ҫав тӑвана унӑн сӑмахӗсем хӑйне мӗнле ыраттарни ҫинчен каласа пама пултарнӑ. «Тӑван ман чӗрене ыраттарнине пӗлсен каҫару ыйтрӗ,— калать Альдо.— Унӑн сӑмахӗсенче вӑл чун-чӗререн ӳкӗнни курӑнчӗ. Вара манӑн йывӑр туйӑмсем сирӗлчӗҫ тата эпир хамӑр хушӑри туслӑха упраса хӑварма пултартӑмӑр».

16, 17. Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?

16 Иоанн апостол тӑвансене питӗ хытӑ юратнӑ тата вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗп пултӑр тенӗ. Ҫакӑ Иоанн хӑйӗн ҫырӑвӗсенче ҫырнӑ канашсенчен уҫҫӑн курӑнать. Иоанн пекех пире юратакан тата пирӗншӗн тӑрӑшакан тӑвансем Христоспа пӗрле патшара ларассине пӗлни пире хавхалантармасть-и вара?! (1 Иоанн 2:27).

17 Айтӑр ҫак статьяра пӑхса тухнӑ канашсене ӑша хывса чӑнлӑхпа пурӑнар, урӑхла каласан, Иеговӑна яланах итлер. Турӑ Сӑмахне тӗпчӗр тата унта мӗн ҫырни чӑнлӑх пулни пирки ан иккӗленӗр. Иисуса хытӑ ӗненӗр. Ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ шухӑшсене хӑвӑр ҫине витӗм кӳме ан парӑр тата чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем мӗн каланине ан итлӗр. Пӗр вӑхӑтрах Иеговӑшӑн ӗҫлеме тата унӑн саккунӗсене пӑсса пурӑнма май ҫуккине асра тытӑр. Ҫылӑх тума хӗтӗртекенсене ан итлӗр. Иеговӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнӑр. Хӑвӑра кӳрентерекенсене каҫарӑр, пулӑшу кирлисене пулӑшӑр, вара эсир вӗсене ҫирӗплетӗр. Ҫапла тусан эсир кирек мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухсан та малалла та чӑнлӑхпа пурӑнма пултарӑр.

49-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн чӗрине савӑнтарар

^ 5 абз. Эпир пурӑнакан тӗнчене ултав ашшӗ, Шуйттан, тытса тӑрать. Ҫавӑнпа чӑнлӑхпа пурӑнма пире ҫӑмӑлах мар. Пӗрремӗш ӗмӗр вӗҫӗнче пурӑннӑ христиансен те ҫакӑн пек йывӑрлӑх пулнӑ. Вӗсене пулӑшас тесе Иегова Иоанн апостола виҫӗ ҫыру ҫырма хавхалантарнӑ. Ҫак ҫырусем пирӗншӗн те питӗ усӑллӑ. Вӗсем чӑнлӑхпа пурӑнма пире мӗн чӑрмантарма пултарнине тата ҫав йывӑрлӑхсене мӗнле татса памаллине курма пулӑшӗҫ.

^ 6 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 11 абз. 2018 ҫулхи август уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Ҫак информаци чӑнах та тӗрӗс-и?» статьяна пӑхӑр.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖК. Шкулта ҫамрӑк тӑван пӗрмай гомосексуализм ҫинчен илтет тата ҫакӑ йӗркеллӗ япала пек кӑтартакан плакатсене курать (нумай ҫӗршывра асамат кӗперӗн тӗсӗсем гомосексуализм символӗ шутланаҫҫӗ). Каярахпа вӑл Иегова мӗн калани тӗрӗс пулнипе пулманнине пӗлес тесе Библи тӗпчет. Ҫакӑ ӑна тӗрӗс йышӑну тума пулӑшать.