ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2020 июнь

Ҫак кӑларӑмра 2020 ҫулхи августӑн 3-мӗшӗнчен 30-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.

«Санӑн яту сӑваплӑ пултӑр»

23-мӗш вӗренмелли статья (2020, августӑн 3—9). Ҫынсене те, ангелсене те мӗнле ыйту пырса тивет? Мӗншӗн ҫак ыйту пысӑк пӗлтерӗшлӗ? Ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшас тесе эпир мӗн те пулин тума пултаратпӑр-и? Ҫак тата унпа ҫыхӑннӑ ытти ыйтусен хуравӗсене пӗлни пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӗ.

«Чӗреме Хӑвӑн ятунтан хӑрамалла туса ҫирӗплет»

24-мӗш вӗренмелли статья (2020, августӑн 10—16). Ҫак статьяра Давид кӗллине, Псалом 85:11, 12 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ сӑмахсене пӑхса тухнӑ. Иегова ятӗнчен хӑрамалла тенине мӗнле ӑнланмалла? Мӗншӗн пирӗн ҫак ята чун-чӗререн хисеплемелле? Тата Турӑран хӑрани пире мӗнле майпа япӑх ӗҫ тӑвасран сыхлать?

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне Галати 5:22, 23 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ лайӑх енсем ҫеҫ кӗреҫҫӗ-и?

«Эпӗ Хамӑн сурӑхӑмсене Хам шыраса тупӑп»

25-мӗш вӗренмелли статья (2020, августӑн 17—23). Мӗншӗн Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ хӑш-пӗр тӑвансем ырӑ хыпар сарма тата тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнӑ? Иегова вӗсем ҫине мӗнле пӑхать? Хуравӗсене эпир ҫак статьяран пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех ӗлӗк-авал Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйӗн патне каялла таврӑнма мӗнле пулӑшнине тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

Ман пата таврӑнӑр

26-мӗш вӗренмелли статья (2020, августӑн 24—30). Иегова пухӑва ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑй патне каялла таврӑнма чӗнет. Иегова патне таврӑнас текен тӑвансене хавхалантарас тесе эпир нумай тума пултаратпӑр. Ҫак статьяра вӗсене мӗнле пулӑшмаллине пӑхса тухнӑ.