Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

26-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ман пата таврӑнӑр

Ман пата таврӑнӑр

«Ман енне ҫаврӑнӑр, Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп» (МАЛ. 3:7).

102-МӖШ ЮРӐ Халсӑррисене пулӑшса тӑрар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иеговӑн ӗҫлекенӗ ун патне каялла таврӑнсан Иегова мӗн туять?

УНЧЧЕНХИ статьяра Иегова хӑйне сурӑхсене лайӑх пӑхакан кӗтӳҫӗпе танлаштарать тенӗччӗ. Кӗтӳри пӗр сурӑх ҫухалсан вӑл ӑна шырама пуҫлать. Иегова хӑйне хӑварнӑ израильтянсене ҫапла каланӑ: «Ман енне ҫаврӑнӑр, Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп». Унсӑр пуҫне, Иегова: «Эпӗ улшӑнмастӑп»,— тенӗ (Мал. 3:6, 7). Апла пулсан, вӑл хальхи вӑхӑтра та хӑйӗншӗн ӗҫлеме пӑрахнӑ христиансем хӑй енне ҫаврӑнасса, е хӑй патне каялла таврӑнасса, кӗтет. Иисус каланӑ тӑрӑх, Иеговӑн пӗр ӗҫлекенӗ таврӑнсан та Иеговӑпа ангелсем питӗ хӗпӗртеҫҫӗ (Лука 15:10, 32).

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Айтӑр Иисус каласа панӑ виҫӗ ытарӑша пӑхса тухар. Вӗсем пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене мӗнле пулӑшмаллине курма пулӑшӗҫ. Ҫавӑн пекех Иеговӑн сурӑхӗсене ун патне каялла таврӑнма пулӑшас тесе мӗнле лайӑх енсем кӑтартмаллине пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, ҫакӑн пек тӑвансене пулӑшни нумай савӑнӑҫ кӳнине курӑпӑр.

ҪУХАЛНӐ ДРАХМА ҪИНЧЕН КАЛАКАН ЫТАРӐШ

3, 4. Мӗншӗн Лука 15:8—10 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ хӗрарӑм ҫухатнӑ укҫине тӑрӑшсах шыранӑ?

3 Иегова патне таврӑнас текенсене пирӗн тӑрӑшсах шырамалла. Ҫакна кӑтартас тесе Иисус укҫа, пӗр драхма, ҫухатнӑ хӗрарӑм ҫинчен каласа панӑ. Ҫак ытарӑшра Иисус ҫав хӗрарӑм ҫухатнӑ драхмине питӗ тӑрӑшса шыранине палӑртнӑ. (Лука 15:8—10 вуласа парӑр.)

4 Иисус ҫав хӗрарӑм ҫухатнӑ драхмӑна шыраса тупсан мӗн туйса илнине каласа панӑ. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра хӑш-пӗр хӗрарӑмсем хӗрӗсем качча кайнӑ чухне вӗсене вунӑ драхма парнеленӗ. Тен, ҫухалнӑ драхма ҫав вунӑ драхмӑран пӗри пулнӑ. Хӗрарӑм ҫав укҫа урайне ӳкнӗ пулӗ тесе шутлать. Ҫавӑнпа та вӑл ҫурта ҫутса йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнать, анчах та укҫине тупаймасть. Тен, ҫурта лайӑхах ҫутатмасть, вара ҫав пӗчӗк кӗмӗл укҫана тупас тесе хӗрарӑм урайне тӗплӗн шӑлма пуҫлать. Акӑ вӑл тусан ӑшӗнче йӑлтӑртатса выртакан драхмӑна курах каять. Мӗн тери телей! Вӑл хӑйӗн саванӑҫӗ ҫинчен пӗлтерес тесе тусӗсемпе кӳршӗсене те чӗнет.

5. Мӗншӗн Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене шыраса тупас тесен нумай вӑй хумалла?

5 Ҫак ытарӑш ҫухатнӑ япалана шыраса тупас тесен нумай вӑй хумаллине кӑтартса парать. Туррӑн ҫухалнӑ сурӑхӗсене шыраса тупас тесен те нумай вӑй хумалла. Тен, вӗсем пирӗнпе нумай ҫул хушши хутшӑнман е вӗсем урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, унти Свидетельсем вара вӗсене пӗлмеҫҫӗ. Паллах, тӑвансенчен хӑш-пӗрисем Иегова патне каялла питӗ таврӑнасшӑн. Вӗсен пухури тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн Иеговӑшӑн ӗҫлес килет, анчах та вӗсене пулӑшу кирлӗ.

6. Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене шыраса тупма пулӑшас тесе эпир пурте мӗн тума пултаратпӑр?

6 Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене шырама кам пулӑшма пултарать? Старейшинӑсем, пионерсем, ҫак тӑвансен хурӑнташӗсем тата ытти хыпарҫӑсем те — пурте пулӑшма пултараҫҫӗ. Сирӗн туссем е хурӑнташсем хушшинче Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансем пур-и? Килтен киле е халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫакӑн пек тӑвана тӗл пулсан мӗн тумалла? Вӑл хӑй патне старейшинӑсем пыччӑр тет пулсан хӑйӗн адресӗпе телефон номерне пама пултарать тесе ӑнлантарӑр.

7. Томас ятлӑ старейшинӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

7 Иегова патне каялла таврӑнас текен тӑвансене чи малтан старейшинӑсен шырамалла, ҫакӑ вӗсен яваплӑхӗ. Ҫакна вӗсем мӗнле тума пултараҫҫӗ? Айтӑр Испанире пурӑнакан Томас * ятлӑ старейшинӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл 40 ытла тӑвана пухӑва каялла таврӑнма пулӑшнӑ. Томас ҫапла каласа парать: «Эпӗ пухури тӑвансенчен Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансем халӗ ӑҫта пурӑннине пӗлетӗр-и тесе е пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансенчен кама та пулин астӑватӑр-и тесе ыйтатӑп. Ытларахӑшӗ ҫак тӑвансене шырама хаваспах пулӑшаҫҫӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансем патне кайсан вара эпӗ вӗсен ачисемпе хурӑнташӗсем мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлетӗп. Ҫак тӑвансенчен хӑшӗ-пӗрисем пухӑва хӑйсен ачисемпе пӗрле ҫӳренӗ. Тен, вӗсен ачисем те хыпарҫӑсем пулнӑ. Вӗсене пулӑшсан вӗсем те Иегова патне таврӑнма пултараҫҫӗ».

ИЕГОВӐН ЫВӐЛӖСЕМПЕ ХӖРӖСЕНЕ УН ПАТНЕ ТАВРӐНМА ПУЛӐШӐР

8. Лука 15:17—24 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ашшӗ ӳкӗнекен ывӑлне мӗнле йышӑннӑ?

8 Иегова патне таврӑнас текен тӑвансене пулӑшас тесе мӗнле лайӑх енсем кӑтартмалла? Айтӑр килтен тухса кайнӑ кутӑн ывӑл ҫинчен калакан ытарӑша пӑхса тухар. (Лука 15:17—24 вуласа парӑр.) Иисус каласа панӑ тӑрӑх, ҫак кутӑн ывӑл тӑна кӗрет те каялла киле таврӑнма шут тытать. Ашшӗ ывӑлне курсан ӑна хирӗҫ чупса пырса ӑшшӑн ыталаса илет. Вӑл ӑна питӗ хытӑ юратнине кӑтартать. Анчах ывӑл хӑйне айӑплӑ туять. Вӑл ашшӗне «ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар» тесе калать, хӑйне тарҫа илме ыйтать. Хӑй мӗн туйни ҫинчен каласа паракан ывӑлне ашшӗ питӗ хӗрхенет. Ашшӗ ывӑлӗ таврӑннӑшӑн питӗ хӗпӗртет, ӑна хӑй юратни пирки шантарать: ӑна тарҫӑ вырӑнне мар, ывӑлӗ вырӑнне хурать. Савӑннипе вӑл ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвать тата ывӑлӗ валли чи лайӑх тумтир илсе килме хушать.

9. Иегова патне таврӑнас текен тӑвансене пулӑшас тесе мӗнле лайӑх енсем кӑтартмалла? (« Иегова патне таврӑнас текен тӑвансене мӗнле пулӑшмалла?» рамкӑна пӑхӑр.)

9 Иеговӑна ҫак ытарӑшри аттепе танлаштарма пулать. Вӑл пухуран тухса кайнӑ хӑйӗн ачисене питӗ хытӑ юратать тата вӗсем каялла таврӑнасса кӗтет. Эпир Иегова пекех ҫак тӑвансене юратсан, хӗрхенсен тата чӑтӑмлӑ пулсан вӗсене ун патне таврӑнма пулӑшма пултаратпӑр. Мӗншӗн тата мӗнле майпа пирӗн ҫак лайӑх енсене кӑтартмалла?

10. Тӑвана Иегова патне каялла таврӑнма пулӑшнӑ чухне мӗншӗн чӑтӑмлӑ пулмалла?

10 Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене каялла ун патне таврӑнма ҫӑмӑлах мар, чылай вӑхӑт та иртме пултарать, ҫавӑнпа пирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла. Ҫак тӑвансенчен нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсем каллех Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫличчен старейшинӑсемпе тӑвансем вӗсем патне нумай хут килсе кайнӑ. Азире пурӑнакан Нанси ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла ҫырнӑ: «Мана пухури ҫывӑх тус питӗ пулӑшрӗ. Вӑл мана аппа вырӑнне хурса юрататчӗ. Унччен эпир унпа пӗрмай пӗрлеччӗ, вӑл вара мана ҫав савӑнӑҫлӑ вӑхӑт пирки аса илтеретчӗ. Эпӗ мӗн туйни ҫинчен каласа панӑ чухне вӑл тимлӗ итлетчӗ, канашсем те паратчӗ. Вӑл мана яланах пулӑшма хатӗрччӗ, маншӑн чӑн-чӑн тус пулчӗ».

11. Мӗншӗн пирӗн кӳреннӗ тӑвана хӗрхенмелле?

11 Хӗрхенни вӑл чун суранӗсене сиплеме пултаракан хӑватлӑ эмел пекех. Хӑш-пӗр христиансем вӗсене пухури тӑвансем кӳрентернӗрен пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ. Хӑйсене кӳрентернине вӗсем ҫулсем иртсен те манса каяймаҫҫӗ. Ҫак туйӑмсем вара вӗсене Иегова патне каялла таврӑнма чӑрмантараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем пирки тӗрӗсмарлӑх тӳснӗ тесе шутлама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӑвансене хӑйсене итлеме пӗлекен тата ӑнланакан тус кирлӗ (Иак. 1:19). Пӗр вӑхӑт хушши пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ Мария ҫапла калать: «Мана итлеме пӗлекен, йӑпатма, канаш пама тата пулӑшма пултаракан тус кирлӗ пулнӑ».

12. Мӗнле майпа Иегова тӑвансене хӑйӗн юратӑвӗпе хӑйӗн патне туртать? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Библире Иегова пире хӑйӗн юратӑвӗпе илентерет, е хӑй патне туртать, тенӗ. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла-ши? Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: эсир алхасакан тинӗсре путма пуҫларӑр, вара сире шыв ҫинче тытӑнса тӑма пулӑшас тесе кам та пулин ункӑ пӑрахса парать. Паллах, эсир ҫакӑншӑн савӑнса кайӑр, мӗншӗн тесен ункӑ сире путма памӗ. Анчах та пӗр ункӑпа ҫеҫ эсир ҫӑлӑнаймастӑр, мӗншӗн тесен кам та пулин вӗрен пӑрахса парса сире туртса кӑлармасан эсир сивӗ шывра шӑнса вилме пултаратӑр. Иегова хӑйне хӑварнӑ израильтянсем пирки эпӗ вӗсене «ҫынла юратса илентертӗм» тесе каланӑ (Ос. 11:4). Вӑл хальхи вӑхӑтра та хӑйӗншӗн ӗҫлеме пӑрахнӑ тата йывӑрлӑхсем ӑшне путнӑ ӗҫлекенӗсене хӑй патне туртать. Иегова вӗсене юратать тата хӑйӗн патне таврӑнма пулӑшасшӑн, вӑл хӑйӗн ачисем ҫакна пӗлччӗр тет. Эсир пулӑшнине пула ҫак тӑвансем Иегова вӗсене юратнине туйса илме пултарӗҫ.

13. Эпир тӑвансене юратни вӗсене Иегова патне каялла таврӑнма мӗнле пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.

13 Ырӑ хыпар сарма тата тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансене вӗсене Иегова та, эпир те хытӑ юрататпӑр тесе шантарсах тӑмалла. Унчченхи статьяра асӑннӑ Пабло, вӑл 30 ҫул ытла Иеговӑшӑн ӗҫлемен, ҫапла калать: «Пӗрре ирхине килтен тухнӑ чухне ман пата пӗр ватӑ хӗрарӑм тӑван пычӗ. Вӑл манпа питӗ ӑшшӑн калаҫрӗ, вара эпӗ пӗчӗк ача пекех макӑрса ятӑм. Эпӗ ӑна „сана манпа калаҫма Иегова ячӗ пулӗ“ терӗм. Ҫав самантра эпӗ Иегова патне таврӑнма шут тытрӑм».

ВӐЙСӐРРИСЕНЕ ЮРАТСА ПУЛӐШӐР

14. Лука 15:4, 5 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, кӗтӳҫӗ ҫухалнӑ сурӑха шыраса тупсан мӗн тӑвать?

14 Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене шыраса тупсан пирӗн вӗсене пулӑшсах, хавхалантарсах тӑмалла. Иисус каланӑ ытарӑшри ашшӗ патне таврӑннӑ ывӑлӑн чунӗ ыратнӑ пекех вӗсен те чунӗ ыратма пултарать. Ҫак тӑвансем Сатана тӗнчинче пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем малтанхи пекех ҫирӗп мар пулӗ. Пирӗн вӗсене хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшмалла. Ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен калакан ытарӑшра Иисус кӗтӳҫӗ сурӑха хулпуҫҫи ҫине хурса каялла кӗтӗве илсе килет тесе каланӑ. Кӗтӳҫӗ ҫухалнӑ сурӑха шыраса тупма нумай вӑй хунӑ ӗнтӗ, вӑхӑчӗ те чылай кайнӑ пулӗ. Ҫав-ҫавах вӑл ӑна кӗтӗве хӑй йӑтса илсе каять, мӗншӗн тесен сурӑхӑн утма вӑй ҫуккине ӑнланать. (Лука 15:4, 5 вуласа парӑр.)

15. Иегова патне таврӑнас текен тӑвансене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (« Питӗ усӑллӑ хатӗр» рамкӑна пӑхӑр.)

15 Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене ун патне каялла таврӑнма тӗрлӗ йывӑрлӑхсем чӑрмантарма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене пулӑшма, тен, нумай вӑхӑтпа вӑй кирлӗ пулӗ. Ҫапах та святой сывлӑша, Турӑ Сӑмахне тата пирӗн публикацисене пула эпир вӗсене каллех Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшма пултаратпӑр (Рим 15:1). Пӗр опытлӑ старейшина ҫакӑн ҫинчен акӑ мӗн калать: «Иегова патне каялла таврӑнас текенсемпе ытларахӑшӗпе Библи вӗренмелле» *. Сире ҫакӑн пек тӑванпа Библи вӗренме ыйтрӗҫ пулсан эсир ҫакна мӗнле йышӑнӑр? Хаваспах килӗшӗр-и? «Ҫак тӑванпа Библи вӗренекен хыпарҫӑн уншӑн тус пулса тӑмалла вара тӑван унпа чуна уҫса калаҫма пултарӗ»,— тет ҫав старейшина.

ПӖЛӖТРЕ ТЕ, ҪӖР ҪИНЧЕ ТЕ САВӐНАҪҪӖ

16. Иегова патне таврӑнас текенсене шыраса тупма ангелсем пулӑшнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

16 Иегова патне таврӑнас текенсене шыраса тупма пире ангелсем пулӑшаҫҫӗ (Ӳлӗм. 14:6). Ҫакна нумай тӗслӗх кӑтартса парать. Сӑмахран, Эквадорта пурӑнакан Сильвио Иеговӑна хӑвӑн патна таврӑнма пулӑшсам тесе хӗрӳллӗн кӗлтунӑ. Вӑл кӗлтунӑ вӑхӑтра такам алӑкран шакканӑ. Ун патне икӗ старейшина килнӗ иккен. Вӗсем ӑна хаваспах пулӑшнӑ.

17. Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене каялла ун патне таврӑнма пулӑшса эпир мӗн туятпӑр?

17 Тӑвансене Иегова патне каялла таврӑнма пулӑшни пире нумай савӑнӑҫ кӳрет. Сальвадор ятлӑ пӗр пионер, тӑвансене Иегова патне таврӑнма пулӑшма нумай вӑй хураканскер, ҫапла калать: «Эпӗ Иеговӑна унӑн ӗҫлекенӗсене Сатана аллинчен хӑтарма пулӑшатӑп, ҫакӑншӑн чун хӗпӗртет. Хӑш-пӗр чухне савӑннипе куҫҫуль те тухать» (Ап. ӗҫ. 20:35).

18. Эсӗ ырӑ хыпар сарма тата пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ пулсан мӗн пирки иккӗленмелле мар?

18 Эсӗ ырӑ хыпар сарма тата тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнӑ пулсан та Иегова сана питӗ хытӑ юратать, кун пирки пӗртте ан иккӗлен. Вӑл эсӗ каялла таврӑнасса кӗтет. Паллах, ун патне таврӑнас тесен санӑн вӑй хумалла. Иисус каласа кӑтартнӑ ытарӑшри ашшӗ савӑннӑ пекех Иегова та эсӗ киле таврӑнсан питӗ савӑнӗ.

103-МӖШ ЮРӐ Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем

^ 5 абз. Иегова пухӑва ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑй патне каялла таврӑнма чӗнет. Иегова патне таврӑнас текен тӑвансене хавхалантарас тесе эпир нумай тума пултаратпӑр. Ҫак статьяра эпир вӗсене мӗнле пулӑшмаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 7 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 15 абз. Хӑш-пӗр тӑвансене «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекери уйрӑм сыпӑксене вӗренни пулӑшма пултарать. Теприсемпе вара «Приближайся к Иегове» кӗнекери хӑш-пӗр сыпӑксене пӑхса тухсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Тӑванпа камӑн вӗренмеллине пухӑвӑн комитечӗ йышӑну тӑвать.

^ 68 абз. ӲКЕРЧӖК. Виҫӗ старейшина Иегова патне таврӑнас текен тӑвана пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем унпа пӗрмай хутшӑнаҫҫӗ, Иегова тата тӑвансем ӑна юратни пирки шантараҫҫӗ тата ӑна тимлӗ итлеҫҫӗ.