Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Труба кӑшкӑртсан эсир мӗн тӑвӑр?

Труба кӑшкӑртсан эсир мӗн тӑвӑр?

ҪАК «юлашки кунсенче» Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пырать тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшас тесе мӗн кирлине веҫех парса тӑрать (2 Тим. 3:1). Паллах, пирӗн пурин те Иеговӑна итлесе пурӑнмалла. Пирӗн лару-тӑрӑва израильтянсем пушхирте пулнӑ чухнехи лару-тӑрупа танлаштарма пулать. Труба кӑшкӑртнине илтсен вӗсен хӑйсенчен мӗн кӗтнине тумалла пулнӑ.

Иегова Моисее «халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма» икӗ кӗмӗл труба тума хушнӑ (Йыша шутл. 10:2). Священниксем трубасене тӗрлӗ майпа кӑшкӑртса халӑхӑн мӗн тумаллине пӗлтернӗ (Йыша шутл. 10:3—8). Хальхи вӑхӑтра та Туррӑн халӑхне хушусем парса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, Туррӑн халӑхне пысӑк тӗлпулусенче, старейшинӑсене вӗрентнӗ чухне хушусем параҫҫӗ тата организацире пулса иртнӗ улшӑнусем ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ҫак хушусене ӗлӗк-авал труба кӑшкӑртнипе танлаштарма пулать.

ПЫСӐК ТӖЛПУЛУСЕНЕ ЙЫХРАВЛАНИ

Иегова «пӗтӗм халӑха» пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре, тухӑҫ енче, пуҫтарасшӑн пулнӑ пулсан, священниксем икӗ трубине те кӑшкӑртнӑ (Йыша шутл. 10:3). Тӑватӑ ушкӑна пайланнӑ пур ӑру та сӑваплӑ чатӑр тавра вырнаҫнӑ пулнӑ. Трубасем кӑшкӑртнине вӗсем пурте илтнӗ. Сӑваплӑ чатӑртан инҫех мар вырнаҫнӑ ӑрусем хӑвӑртах килме пултарнӑ. Аяккарах вырнаҫнисене ҫитме вара ытларах вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Иегова пурне те, аякрисене те, ҫывӑхрисене те, пӗрле пуҫтарса хушусем парасшӑн пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн сӑваплӑ чатӑр умӗнче пуҫтарӑнмалла мар пулсан та, пире пысӑк тӗлпулусене чӗнеҫҫӗ. Ҫав тӗлпулусенче, регион конгресӗсенче тата ытти ятарлӑ тӗлпулусенче пире вӗрентсе тӑраҫҫӗ. Вӗсен программи пур ҫӗршывра та пӗр пек. Ҫак тӗлпулусене килекенсем Иеговӑн телейлӗ те йышлӑ халӑхӗпе пӗрле савӑнаҫҫӗ. Паллах, хӑш-пӗрисене унта ҫитме ҫӑмӑлах мар. Ҫапах та йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ҫак тӗлпулусене килекенсем пурте нумай пиллӗх илеҫҫӗ.

Аякри ушкӑнсем пирки вара мӗн калама пулать? Хӑш-пӗр тӑвансем пысӑк тӗлпулусене ирттерекен вырӑнсенчен питӗ аякра пурӑнаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем ҫӗнӗ технологисене пула ҫак тӗлпулусен программине пӑхса хавхаланаҫҫӗ тата хӑйсене унта килнӗ тӑвансем хушшинче ларнӑ пек туяҫҫӗ. Тӗслӗхрен, тӗп управлени представителӗ Бенина килсен унти филиал программӑн трансляцине тунӑ. Трансляцине Сахара пушхирӗнчи, Нигерти Арли текен шахтерсен хулинче 5 тӑванпа 16 интересленекен ҫын пӑхма пултарнӑ. Аякра пулнӑ пулсан та вӗсем хӑйсене ҫак пысӑк тӗлпулӑва кайса килнӗ пек туйнӑ. Ҫав тӗлпулура пурӗ 44 131 ҫын пулнӑ. Пӗр арҫын тӑван акӑ мӗн ҫырса янӑ: «Трансляци тунӑшӑн сире пысӑк, пысӑк тав калас килет! Эсир пире питӗ хытӑ юратнине эпир курсах тӑратпӑр».

СТАРЕЙШИНӐСЕНЕ ВӖРЕНМЕ ЙЫХРАВЛАНИ

Священниксем пӗр трубине кӑшкӑртсассӑн сӑваплӑ чатӑр патне «Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсен» ҫеҫ пымалла пулнӑ (Йыша шутл. 10:4). Унта Моисей вӗсене кирлӗ хушусем панӑ тата вӗрентнӗ. Ҫавна пула вӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене лайӑх тума пултарнӑ. Эсир ҫав пуҫлӑхсенчен пӗри пулнӑ пулсан мӗн тунӑ пулӑттӑр? Ҫав тӗлпулӑва кайса вӗренес тесе хӑвӑр мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ пулӑттӑр пулӗ.

Хальхи вӑхӑтра пухури старейшинӑсем пирки «пуҫлӑхсем» теме ҫук, вӗсем Туррӑн кӗтӗвӗпе хуҫаланмаҫҫӗ (1 Петр 5:1—3). Вӗсем Иеговӑн сурӑхӗсене лайӑх пӑхас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑйсене вӗренме чӗнсен, сӑмахран, Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулне чӗнсен, вӗсем хаваспах килӗшеҫҫӗ. Ҫакӑн пек шкулсенче старейшинӑсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене лайӑхрах туса тӑма вӗренеҫҫӗ. Ҫавна пула старейшинӑсем хӑйсем те Иеговӑпа ҫывӑхланаҫҫӗ, пухури тӑвансене те унпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа эсир ҫав шкулсенче вӗренмен пулсан та, вӗсем сире усӑ пама пултараҫҫӗ.

УЛШӐНУСЕМ ТУМА ЙЫХРАВЛАНИ

Хӑш-пӗр чухне священниксем чарӑна-чарӑна трубана кӑшкӑртнӑ. Ҫапла майпа Иегова халӑха вырӑнтан тапранма хушнӑ (Йыша шутл. 10:5, 6). Израиль халӑхӗ палӑртса хунӑ йӗркепе тапраннӑ. Анчах та ҫула йӗркеленсе тухас тесен кашнин тӑрӑшмалла пулнӑ. Пуҫтарӑннӑ чухне вара израильтянсен тӗрлӗ шухӑшсем ҫуралма пултарнӑ.

Тен, хӑш-пӗрисем мӗншӗн пирӗн час-часах тата кӗтмен ҫӗртен ҫула тухмалла тесе шутланӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, пӗлӗт сӑваплӑ чатӑр ҫинчен ҫӗкленсе кайсан халӑхӑн вырӑнтан тапранмалла пулнӑ. «Хӑш чухне пӗлӗт каҫран пуҫласа ирччен ҫеҫ тӑнӑ». Тепӗр чухне вара «икӗ кун е пӗр уйӑх» хушши е тата ытларах вӑхӑт хушши те тӑнӑ (Йыша шутл. 9:21, 22). Израильтянсем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна миҫе хутчен куҫса кайнӑ-ши? Йыша шутлани 33-мӗш сыпӑкра халӑх чарӑннӑ 40-е яхӑн вырӑна асӑннӑ.

«Аслӑ та хӑрушӑ пушхирте» чатӑрне сулхӑн вырӑна лартма май килсен израильтянин питӗ савӑннӑ пулӗ (Сак. аст. 1:19). Ҫавӑнпа тапранмалла пулнӑ чухне вӑл ҫӗнӗ вырӑнта япӑхрах пулмасть-ши тесе шутлама пултарнӑ.

Халӑх вырӑнтан тапраннӑ чухне хӑш-пӗр ӑрусене хӑйсен черетне кӗтсе тӑма чӑтӑмлӑх кирлӗ пулнӑ. Трубана чарӑна-чарӑна кӑшкӑртнине пурте илтнӗ, анчах та пурте пӗр харӑс ҫула тухма пултарайман. Трубана пӗрремӗш хут кӑшкӑртсан тухӑҫ енче вырнаҫнӑ виҫӗ ӑру — Иуда, Иссахар тата Завулон ӑрӑвӗсем — тапраннӑ (Йыша шутл. 2:3—7; 10:5, 6). Вӗсем кайсан священниксем иккӗмӗш хут трубана кӑшкӑртнӑ, вара кӑнтӑр енчи тепӗр виҫӗ ӑру ҫула тухнӑ. Ҫапла вара пур ӑру ҫула тухичченех трубана кӑшкӑртнӑ.

Организацире улшӑнусем тусан сирӗн тӗрлӗ шухӑшсем ҫуралма пултараҫҫӗ. Тен, эсир ытла нумай улшӑну кӗртеҫҫӗ тесе шутлатӑр. Е, тен, унсӑрӑн та веҫех лайӑх, ним улӑштармалли те ҫук тетӗр. Кирек мӗнле пулсан та, улшӑнусене хӑнӑхма йывӑр пулма пултарать тата ҫакна тума вӑхӑт та кирлӗ. Ҫав-ҫавах эпир ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма тӑрӑшатпӑр пулсан, улшӑнусем пире усӑ панине тата Иегова пире ырланине курма пултарӑпӑр.

Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова пушхирте миллион-миллион арҫынна, хӗрарӑма тата ачана ертсе пынӑ. Вӑл вӗсемшӗн тӑрӑшнине пула тата вӗсене кирлӗ хушусене панине пула вӗсем пушхирте чӗрӗ тӑрса юлма пултарнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара Иегова пире ертсе пынипе эпир унпа ҫывӑхланма тата хамӑр ӗненӗве ҫирӗп упрама пултаратпӑр. Трубана кӑшкӑртнине илтсен израильтянсем тӳрех хӑйсенчен мӗн кӗтнине тунӑ. Айтӑр эпир те яланах Иеговӑна итлесе пурӑнар!