ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2020 май

Ҫак кӑларӑмра 2020 ҫулхи июлӗн 6-мӗшӗнчен августӑн 2-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.

Юлашки кунсенчи «ҫурҫӗр патши». Кам вӑл?

19-мӗш вӗренмелли статья (2020, июлӗн 6—12). Даниил ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши ҫинчен пророкла калани пирӗн куҫ умӗнчех пурнӑҫланса пырать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн пирӗн ҫак пророкла каланине лайӑх ӑнланмалла?

Юлашки кунсенче пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракан патшасем

Ҫурҫӗр тата кӑнтӑр патшисем ҫинчен калакан пророкла каланисем ытти пророкла каланисемпе пӗр вӑхӑтрах пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Ҫак тӗнче кӗҫех тӗп пулассине вӗсем мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ?

«Ҫурҫӗр патши». Хальхи вӑхӑтра кам вӑл?

20-мӗш вӗренмелли статья (2020, июлӗн 13—19). Хальхи вӑхӑтра кам вӑл «ҫурҫӗр патши» тата вӑл мӗнле тӗп пулӗ? Ҫакна пӗлни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ тата хӑрушла асап вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӗ.

Иегова панӑ парнесемшӗн эсир пархатарлӑ-и?

21-мӗш вӗренмелли статья (2020, июлӗн 20—26). Ҫак статья пире Иеговӑна пархатарлӑрах пулма тата вӑл панӑ парнесене хаклама пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пире Турра ӗненсех кайман ҫынсене хамӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса пама та пулӑшӗ.

Куҫа курӑнман парнесене хаклӑр

22-мӗш вӗренмелли статья (2020, июлӗн 27 — августӑн 2). Унчченхи статьяра эпир Иегова панӑ куҫа курӑнакан парнесем ҫинчен калаҫрӑмӑр. Ҫак статьяра вара Турӑ панӑ куҫа курӑнман парнесене пӑхса тухӑпӑр. Ҫакӑ пире Иегова панӑ ҫак парнесемшӗн пархатарлӑрах пулма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех эпир ҫак парнесене хакланине мӗнле кӑтартмаллине пӗлӗпӗр.