Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Йӑвашлӑх. Ҫак ен пире мӗнле усӑ кӳрет?

Йӑвашлӑх. Ҫак ен пире мӗнле усӑ кӳрет?

«Эпӗ питӗ вӑтанчӑк ҫын,— каласа парать Сара *,— тата манӑн хӑюлӑх ҫитсех каймасть. Ҫавӑнпа эпӗ хӑйсенни ҫинче тӑракан, чӑрсӑр ҫынсем хушшинче хама аван мар туятӑп. Йӑвашшисем тата хӑйсене кӗҫӗне хуракансем хушшинче пулма вара мана питӗ килӗшет. Ҫакӑн пек ҫынсемпе эпӗ ним хӑрамасӑр калаҫма пултаратӑп, хам мӗн туйни ҫинчен, хамӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен уҫҫӑн каласа паратӑп. Ман туссем пурте йӑваш тата хӑйсене кӗҫӗне хураҫҫӗ».

Сарӑн сӑмахӗсем ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: ҫынсем ытларах йӑваш ҫынсем патне туртӑнаҫҫӗ. Иегова та йӑваш кӑмӑллӑ ҫынсене юратать. Унӑн Сӑмахӗнче «йӑваш ӑслӑ... пулӑр» тенӗ (Кол. 3:12). Йӑваш пулни мӗне пӗлтерет-ши? Иисус ҫак лайӑх ене мӗнле кӑтартнӑ? Йӑваш пулни пире телейлӗрех пулма пулӑшать-и?

ЙӐВАШ ПУЛНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

Йӑваш ҫын чӗрере канӑҫлӑх туять. Ҫакӑн пек ҫын ҫемҫе, ырӑ тата пурнӑҫра йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та хӑйне алра тытма пӗлет.

Йӑваш пулни ҫемҫешке пулнине пӗлтермест. «Йӑваш» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе алла вӗрентнӗ лаша пирки каланӑ чухне усӑ курнӑ. Ҫакӑн пек лаша алла вӗрентмен лаша пекех вӑйлӑ. Анчах ӑна хӑйӗн вӑйне тытса чарма вӗрентнӗ. Ҫавӑн евӗрлех йӑваш пулни пире хамӑра тытса чарма тата ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать.

Эпир хамӑр пирки эпӗ йӑваш ҫын мар тесе шутлама пултаратпӑр. Ҫак тӗнчере чӑрсӑр тата чӑтӑмсӑр ҫын питӗ нумай, ҫавӑнпа пире йӑваш пулма йывӑр пулма пултарать (Рим 7:19). Чӑнах та, йӑваш пулас тесен нумай вӑй хумалла, анчах Иеговӑн святой сывлӑшӗ пире ҫак ене аталантарма пулӑшатех (Гал. 5:22, 23). Анчах мӗншӗн пирӗн йӑваш пулма тӑрӑшмалла-ха?

Йӑвашшисем патне ҫынсем туртӑнаҫҫӗ. Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Сара пекех, пире те йӑваш ҫынсемпе хутшӑнма килӗшет. Иисус чи йӑваш та чи ырӑ ҫын пулнӑ (2 Кор. 10:1). Ачасем те, ӑна пӗлсех кайман пулсан та, ун патне туртӑннӑ (Марк 10:13—16).

Эпир йӑваш пулни пирӗншӗн те, ыттисемшӗн те лайӑх. Йӑваш пулни мӗн те пулин сиксе тухсан ытлашши пӑшӑрханма памасть тата хамӑра алра тытма пулӑшать (Ытар. 16:32). Ҫавна пула эпир ыттисене, ҫав шутрах хамӑр юратнӑ ҫынсене кӳрентермӗпӗр, вара хамӑра айӑпламалли те пулмӗ. Эпир хамӑра алра тытма пӗлетпӗр пулсан, ыттисене пирӗнпе хутшӑнма кӑмӑллӑрах пулӗ.

ЧИ ЙӐВАШ ҪЫН

Иисус питӗ ӗҫлӗ пулнӑ пулсан та, ыттисемпе хутшӑннӑ чухне яланах йӑваш пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра нумай ҫынна йывӑр килнӗ, вӗсене лӑплантармалла, йӑпатмалла пулнӑ. Иисус вӗсене: «Ман патӑма килӗр... Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ»,— тенӗ (Матф. 11:28, 29). Ҫак сӑмахсем ҫынсене мӗн тери хавхалантарнӑ пулӗ!

Иисус тӗслӗхӗ йӑваш пулма мӗнле пулӑшать? Библи вӗреннӗ чухне эпир Иисус ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне тата йывӑр лару-тӑрура хӑйне мӗнле тытни ҫинчен пӗлетпӗр. Кайран вара пӗр-пӗр лару-тӑрура йӑваш пулма йывӑр чухне эпир хамӑра Иисус пекех тытма тӑрӑшатпӑр (1 Петр 2:21). Иисуса йӑваш пулма мӗн пулӑшнӑ? Айтӑр пӗлер.

Иисус хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Вӑл «эпӗ йӑваш, хама кӗҫӗне хуратӑп» тенӗ (Матф. 11:29, ҪТ). Библире йӑваш пулнине тата кӗҫӗне хунине час-часах пӗрле асӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ (Эф. 4:1—3, ҪТ).

Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын час ҫилленсе каймасть. Иисус пирки шампа хырӑм, ӗҫме юратаканскер тенӗ чухне вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ? Хӑйӗн ӗҫӗсемпе вӑл ҫынсем калани тӗрӗс мар пулнине кӑтартса панӑ. Вӑл каланӑ: «Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ» (Матф. 11:19).

Кам та пулин шутламасӑр пирӗн халӑх ҫинчен япӑх каланӑ чухне те, арҫынсем е хӗрарӑмсем ҫинчен кулса калаҫнӑ чухне те пирӗн йӑваш пулмалла. Кӑнтӑр Африка Республикинче пурӑнакан Питер ятлӑ старейшина акӑ мӗн калать: «Камӑн та пулин сӑмахӗсем мана тарӑхтарнӑ чухне эпӗ хамран ҫапла ыйтатӑп: „Ҫакӑн пек лару-тӑрура Иисус мӗн тунӑ пулӗччӗ?“» Питер тата ҫапла хушса калать: «Эпӗ ҫилле тытса чарма вӗрентӗм».

Иисус ҫынсем ҫылӑхлӑ пулнине ӑнланнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑйсене тӗрӗс тытасшӑн пулнӑ, анчах та ҫылӑхлӑ пулнӑран ҫакӑ вӗсен хӑш-пӗр чухне пулсах кайман. Тӗслӗхрен, хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус Петра, Иакова тата Иоана хӑйӗнпе пӗрле сыхӑ тӑма ыйтнӑ, вӗсем вара ҫывӑрса кайнӑ. «Сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр» тенипе Иисус вӗсене ӑнланнине кӑтартнӑ (Матф. 26:40, 41). Иисус апостолсем ҫылӑхлӑ пулнине асра тытнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ҫине тарӑхса ҫӳремен.

Пӗр хӗрарӑм тӑван, Мэнди ятлӑскер, малтан ыттисенчен ытлашши нумай кӗтнӗ, халӗ вара вӑл Иисус пек йӑваш пулма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Вӑл калать: «Эпӗ хама эпир пурте ҫылӑхлӑ пулнине аса илтерсех тӑратӑп, вара Иегова пекех ыттисенче лайӑххине курма тӑрӑшатӑп». Иисус ҫылӑхлӑ ҫынсене хӗрхеннӗ, унӑн тӗслӗхӗ пире те хӗрхенекен кӑмӑллӑ, йӑваш пулма хавхалантармасть-и вара?

Иисус Турра шаннӑ. Иисус тӗрӗсмарлӑх мӗн иккенне питӗ лайӑх пӗлет: унӑн сӑмахӗсене пӑсса каланӑ, ӑна ним вырӑнне те хуман, юлашкинчен вара вӗлернӗ. Ҫав-ҫавах вӑл йӑваш пулма пӑрахман, вӑл «тавӑрассине тӗрӗс Тӳре [е Судья] аллине панӑ» (1 Петр 2:23). Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшасса тата хӑйӗн вӑхӑтӗнче тӗрӗсмарлӑха пӗтерессе пӗлсех тӑнӑ.

Тӗрӗсмарлӑх тӳснӗ чухне ҫилле тытса чармасан эпир лару-тӑрӑва йывӑрлатса яма пултаратпӑр. Акӑ мӗншӗн Библи пире: «Ҫилӗллӗ ҫын Туррӑн тӳрӗ ӗҫне тумасть»,— тесе асӑрхаттарать (Иак. 1:20). Тарӑхма сӑлтав пур пулсан та, ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир мӗн те пулин туса хума пултаратпӑр, кайран вара ҫакӑншӑн ӳкӗнетпӗр.

Германире пурӑнакан Кэти малтан «хӑвна ху хӳтӗлейместӗн пулсан — пурӑнаймӑн» текен принцип тӑрӑх пурӑннӑ. Иеговӑна шанма вӗренсен вара унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑннӑ. Вӑл калать: «Халӗ эпӗ хама пӗрмай хӳтӗлемелле тесе шутламастӑп. Эпӗ Иегова ҫак тӗнчери пӗтӗм тӗрӗсмарлӑха пӗтерессе пӗлетӗп, ҫакӑ вара мана йӑваш пулма пулӑшать». Эсир тӗрӗсмарлӑх тӳсетӗр пулсан Иисус пекех Турра шанӑр, ҫакӑ сире йӑваш пулма пулӑшӗ.

«ЙӐВАШ КӐМӐЛЛИСЕМ ТЕЛЕЙЛӖ»

Йӑваш пулни йывӑр лару-тӑрусенче пире мӗнле пулӑшать?

Иисус телейлӗ пулас тесен йӑваш пулмалла тесе ӑнлантарнӑ. «Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ»,— тенӗ вӑл (Матф. 5:5). Айтӑр йӑваш пулни тӗрлӗ лару-тӑрура мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар.

Йӑваш пулни ҫемьери хутшӑнусене лайӑхлатать. «Пӗррехинче эпӗ тарӑхса кайнипе арӑма тем те пӗр каласа пӗтертӗм,— каласа парать Австралире пурӑнакан Роберт.— Эпӗ ӑна кӳрентерес теменччӗ, анчах каланӑ сӑмаха каялла тавӑраймӑн. Манӑн сӑмахсем ӑна мӗн тери ыраттарнине ӑнлансан эпӗ питӗ кулянтӑм».

Библире «эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр» тенӗ (Иак. 3:2). Ҫавӑнпа упӑшкипе арӑмӗ шутламасӑр калаҫса пӗр-пӗрне кӳрентернинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Ҫавӑн пек лару-тӑрура йӑвашлӑх лӑпкӑ пулма тата чӗлхене чарма пулӑшать (Ытар. 17:27).

Лӑпкӑрах пулма тата хӑйне чарма вӗренме Робертӑн нумай вӑй хума тивнӗ. Ҫакӑ мӗнле усӑ кӳни ҫинчен Роберт ҫапла калать: «Хирӗҫӳ сиксе тухсан эпӗ арӑма тимле итлеме, унпа ҫепӗҫҫӗн калаҫма тӑрӑшатӑп тата кӳренме васкамастӑп. Пирӗн хушӑри хутшӑнусем чылай лайӑхланчӗҫ».

Йӑваш пулни ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Час ҫилленекен ҫынсен туссем сахал, йӑваш кӑмӑллисене вара ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма ҫӑмӑлтарах, мӗншӗн тесен вӗсем «пӗрлӗхе упраса пурӑнма» тӑрӑшаҫҫӗ (Эф. 4:2, 3). Маларах асӑннӑ Кэти акӑ мӗн калать: «Йӑваш пулсан ыттисемпе, ҫав шутрах кампа пӗр чӗлхе тупма йывӑр, ҫавсемпе те, хутшӑнма кӑмӑллӑрах».

Йӑваш пулни чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшать. Йӑвашлӑх тата канӑҫлӑх святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗреҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ (Гал. 5:22, 23). Йӑваш ҫыннӑн чӗринче лӑпкӑлӑх (Ытар. 14:30, ҪТ). Йӑваш пулма тӑрӑшакан Мартин ҫапла калать: «Халӗ эпӗ пӗрмай хамӑнни ҫинче тӑмастӑп, ыттисем мӗн шутланине те шута илетӗп. Ҫакӑ мана чун канӑҫлӑхне тупма тата савӑнӑҫлӑрах пулма пулӑшрӗ».

Тен, йӑваш пулма вӗренме пирӗн нумай вӑй хума тивӗ. «Тӗрӗссипе каласан, хушӑран ман халӗ те тарӑхса кайнипе ӑшра тӑвӑл ҫӗкленет»,— тесе калать пӗр арҫын тӑван. Анчах та пире йӑваш пулма вӗрентекен Иегова ҫак туйӑмсене ҫӗнтерме пулӑшатех (Ис. 41:10; 1 Тим. 6:11). Вӑл хӑй пире вӗрентсе ҫитерӗ тата тӗреклентерӗ (1 Петр 5:10, ҪТ). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир Павел апостол пекех «Христос йӑвашлӑхне, Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлне» кӑтартма вӗренӗпӗр (2 Кор. 10:1).

^ 2 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.