Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

22-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Куҫа курӑнман парнесене хаклӑр

Куҫа курӑнман парнесене хаклӑр

«Эпир... курӑнманни патне ҫитме тӑрӑшатпӑр: курӑнаканни вӑл — пӗр вӑхӑта, курӑнманни — ӗмӗрлӗхе» (2 КОР. 4:18).

45-МӖШ ЮРӐ Чӗремри шухӑшсем

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Тӳпери пурлӑх ҫинчен Иисус мӗн каланӑ?

ЧИ ХАКЛӐ япаласене куҫпа курма май ҫук. Ту ҫинче каланӑ проповедьре Иисус пӗлӗтри мул ҫинчен каланӑ, ҫав мул вара ҫӗр ҫинчи пур мулран та хаклӑрах. Юлашкинчен вӑл «ӗнтӗ пурлӑху ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ» тесе каланӑ (Матф. 6:19—21). Эпир пӗр-пӗр япалана хаклатпӑр пулсан, пирӗн чӗре ун патне ӑнтӑлать, эпир ӑна илесшӗн пулатпӑр. «Тӳпере пурлӑх» пухас тесен вара, Турӑ умӗнче пирӗн ырӑ ят илме тӑрӑшмалла. Иисус ҫавнашкал пурлӑха никам та вӑрлама та, пӗтерме те пултараймасть тенӗ.

2. а) 2 Коринф 4:17, 18 сӑвӑ йӗркисенче Павел пире мӗн тума хавхалантарнӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Павел апостол пире «курӑнманни патне ҫитме» хавхалантарнӑ. (2 Коринф 4:17, 18 вуласа парӑр.) «Курӑнманни» шутне, сӑмахран, ҫӗнӗ тӗнчере пулас пиллӗхсем кӗреҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр курӑнман пиллӗхсене эпир халӗ те илсе тӑратпӑр. Ҫак статьяра эпир вӗсенчен тӑваттӑшне пӑхса тухӑпӑр: Турӑпа туслӑ пулни, кӗлӗ, святой сывлӑш, ҫавӑн пекех Иегова, Иисус тата ангелсем пулӑшни. Унсӑр пуҫне, эпир ҫак парнесене хакланине мӗнле кӑтартмаллине пӗлӗпӗр.

ИЕГОВӐПА ТУСЛӐ ПУЛНИ

3. Мӗнле мул чи хакли тата мӗне пула эпир ӑна илме пултаратпӑр?

3 Иеговӑпа туслӑ пулни — чи хаклӑ мул (Иак. 2:23). Турӑ ҫылӑхлӑ ҫынсемпе хутшӑнса мӗнле майпа сӑваплӑ тӑрса юлма пултарать? Ҫакӑ «тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине» илнӗ Иисус Христоса пула пулма пултарать (Иоанн 1:29). Иегова Иисус ӑна мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлса этемлӗхе ҫӑласса пӗлсе тӑнӑ. Акӑ мӗншӗн Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне паричченех Турӑ ҫынсемпе туслӑ пулма пултарнӑ (Рим 3:25, 26).

4. Христос киличчен пурӑннӑ Туррӑн хӑш-пӗр тусӗсем ҫинчен каласа парӑр.

4 Айтӑр Христос киличчен пурӑннӑ Туррӑн хӑш-пӗр тусӗсене аса илер. Авраам хытӑ ӗненекен ҫын пулнӑ. Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн 1 000 ҫул ытла иртсен те Иегова ун пирки «манӑн тусӑм» тенӗ (Ис. 41:8). Апла, ҫын вилсен те Иегова ӑна тус вырӑнне хума пӑрахмасть. Иеговӑшӑн Авраам халӗ те чӗрӗ (Лука 20:37, 38). Тепӗр тӗслӗх — Иов. Пӗррехинче Иегова пур ангел умӗнче те Иов пирки ҫапла каланӑ: «Вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын» (Иов 1:6—8). Даниил вара 80 ҫул хушши суя турӑсене пуҫҫапакан ҫынсем хушшинче пурӑннӑ пулсан та, Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Иегова ун пирки мӗн шутланӑ? Вӑл ангелсем урлӑ ватӑлнӑ Даниила виҫӗ хутчен те «хаклӑ ҫыннӑм» тесе каланӑ (Дан. 9:23; 10:11, 19, ҪТ). Иегова хӑйӗн юратнӑ тусӗсене чӗртсе тӑратасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Ҫакӑн пирки иккӗленмелли те ҫук! (Иов 14:15).

Курӑнман парнесемшӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле-мӗнле майпа кӑтартма пулать? (5-мӗш абзаца пӑхӑр) *

5. Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?

5 Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн ҫӗр ҫинче миллион-миллион тус пур. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен миллион-миллион арҫын, хӗрарӑм тата ача Иеговӑна юраса пурӑнма тӑрӑшать. Вӑл ҫак «тӳрӗ ҫынсемпе хутшӑнать» (Ытар. 3:32). Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненнине пула вӗсем Иеговӑн тусӗсем пулса тӑнӑ. Ҫак каҫарттаракан парнене пулах эпир хамӑра Турра халалласа шыва кӗме пултартӑмӑр. Ҫак питӗ кирлӗ утӑмсене туса эпир, ытти миллион-миллион христианин пекех, Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан Туррӑн тусӗсем пулса тӑтӑмӑр. Ҫак туслӑх пире ҫав тери нумай савӑнӑҫ кӳрет!

6. Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха хаклатпӑр пуслан эпир мӗн тӑвӑпӑр?

6 Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха хаклатпӑр пулсан эпир мӗн тӑвӑпӑр? Авраам та, Иов та ҫӗр ҫул ытла Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Пирӗн те, вӗсем пекех, эпир кирек миҫе ҫул Иеговӑшӑн ӗҫлесен те, ӑна шанчӑклӑ пулмалла. Даниилшӑн Туррӑн тусӗ пуласси пурнӑҫран та хаклӑрах пулнӑ. Пирӗн те ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пулмалла (Дан. 6:7, 10, 16, 22). Иегова пулӑшнипе эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерӗпӗр, унпа хамӑр хушӑри туслӑха та упраса хӑварма пултарӑпӑр (Ис. 12:2).

КӖЛӖ

7. а) Ытарӑшсем 15:8-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле пӑхать? ӑ) Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлать?

7 Тепӗр курӑнман хаклӑ парне вӑл — кӗлӗ. Ҫывӑх туссем пӗр-пӗрне хӑйсен шухӑш-туйӑмне хаваспах уҫса параҫҫӗ. Эпир те Иеговӑпа ҫавӑн пекех хутшӑнма пултаратпӑр-и? Паллах, пултаратпӑр! Вӑл пирӗнпе хӑйӗн сӑмахӗ урлӑ калаҫать, унта вара вӑл хӑйӗн туйӑмӗсемпе шухӑшӗсене уҫса парать. Эпир вара ӑна кӗлтуса чуна уҫса пама пултаратпӑр. Иегова пирӗн кӗлӗсене хаваспах итлет. (Ытарӑшсем 15:8 вуласа парӑр.) Унтан та ытларах, вӑл кӗлӗсене итлет кӑна мар, вӗсем ҫине хуравлать те. Хӑш-пӗр чухне Иегова тӳрех хуравлать, тепӗр чухне вара пирӗн пӗрре кӑна мар кӗлтумалла. Кирек мӗнле пулсан та, Иегова кирлӗ вӑхӑтра тата чи лайӑх майпа хуравласса эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Паллах, Иегова эпир кӗтнӗ пек хуравламасан та пултарать. Йывӑрлӑха татса памасан та, вӑл ӑна «чӑтса ирттермелӗх» вӑйпа ӑслӑлӑх парӗ (1 Кор. 10:13).

(8-мӗш абзаца пӑхӑр) *

8. Кӗлтума май пурришӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла?

8 Ҫак хаклӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла? Сӑмахран, «чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр» текен канаша итлемелле (1 Фес. 5:17). Иегова никама та вӑйпах кӗлтутарттармасть. Ун вырӑнне вӑл пирӗн суйласа илме ирӗк пуррине шута илсе ялан кӗлтӑвӑр тесе хавхалантарать (Рим 12:12). Ҫавӑнпа айтӑр Иеговӑна куллен-кунах кӗлтӑвар, кӗлтунӑ чухне вара ӑна тав тума тата мухтама манар мар (Пс. 144:2, 3).

9. Пӗр арҫын тӑван кӗлтума май пурри ҫинчен мӗн калать? Эсир вара ҫак май ҫинчен мӗн шутлатӑр?

9 Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май вӑл пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине куратпӑр, ҫавӑнпа та ҫулсем иртнӗҫемӗн пирӗн ҫак парнешӗн пархатарлӑрах та пархатарлӑрах пулмалла. Иеговӑшӑн 47 ҫул хушши тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑракан Крис акӑ мӗн калать: «Эпӗ ир-ирех тӑрса Иеговӑпа калаҫма питӗ юрататӑп. Ун чухне питӗ илемлӗ, сывлӑм тумламӗсем хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ. Мана ҫак вӑхӑтра Иеговӑна кӗлтума питӗ килӗшет. Эпӗ ӑна пур парнешӗн те, ҫав шутрах кӗлтума май пурришӗн те, тав тӑватӑп. Кун вӗҫленсен те кӗлтӑватӑп, ҫакӑ чуна канӑҫлӑх кӳрет».

СВЯТОЙ СЫВЛӐШ

10. Мӗншӗн пирӗн святой сывлӑшшӑн пархатарлӑ пулмалла?

10 Иегова пире тепӗр курӑнман парне панӑ — святой сывлӑш. Иисус пире Иеговӑран ҫине тӑрсах святой сывлӑш ыйтма хавхалантарнӑ (Лука 11:9, 13). Иегова святой сывлӑш парса пире вӑй кӗртет, унтан та ытларах, вӑл пире «ытла та пысӑк хӑват» пама пултарать (2 Кор. 4:7; Ап. ӗҫ. 1:8). Святой сывлӑш пулӑшнипе пур йывӑрлӑха та тӳссе ирттерме пулать.

(11-мӗш абзаца пӑхӑр) *

11. Святой сывлӑш пире мӗнле пулӑшса тӑрать?

11 Святой сывлӑш пире Турӑ организацинче хамӑра шанса панӑ ӗҫе тума пулӑшать. Вӑл пулӑшнипе эпир хамӑра шанса панӑ ӗҫе лайӑхрах та лайӑхрах туса тӑма пултаратпӑр. Эпир пултаруллӑ пулнине пула мар, святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑнипе сӑваплӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем тӑватпӑр. Ҫакна эпир питӗ лайӑх ӑнланатпӑр.

12. Псалом 138:23, 24 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпир мӗн ҫинчен кӗлтума пултаратпӑр?

12 Святой сывлӑшшӑн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? Пирӗн Иеговӑран хамӑр чӗрери тӗрӗс мар шухӑшсемпе кӑмӑл-туртӑма курма пулӑшсам тесе ыйтмалла. (Псалом 138:23, 24 вуласа парӑр.) Вара Иегова святой сывлӑшпа усӑ курса пире хамӑр чӗрере мӗн пуррине кӑтартать. Чӗрере тӗрӗс мар шухӑшсемпе кӑмӑл-туртӑма асӑрхасан вара, вӗсемпе кӗрешме вӑй пултӑр тесен святой сывлӑш ыйтмалла. Ҫапла туса эпир Иеговӑна ҫакна кӑтартса паратпӑр: святой сывлӑша илме эпир ниме те чӑрмантарма парасшӑн мар (Эф. 4:30).

13. Святой сывлӑшшӑн тата пархатарлӑрах пулас тесен мӗн тумалла?

13 Туррӑн святой сывлӑшӗ хальхи вӑхӑтра мӗн туни ҫинчен шухӑшласан, эпир ҫак парнешӗн тата пархатарлӑрах пулӑпӑр. Пӗлӗте кайиччен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ҫине Таса Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илетӗр те вара Ман ҫинчен... ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр» (Ап. ӗҫ. 1:8). Ҫак сӑмахсем хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Святой сывлӑш пулӑшнипе пӗтӗм тӗнчипе сакӑр миллион ҫурӑ ҫын ытла Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех эпир тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнатпӑр, мӗншӗн тесен святой сывлӑш пире ҫак лайӑх енсене аталантарма пулӑшать: юратни, савӑнни, канӑҫлӑх, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑл, хӗрхенни, шанчӑклӑх, йӑвашлӑх тата чаруллӑ пулни (Гал. 5:22, 23). Святой сывлӑш чӑнах та питӗ хаклӑ парне!

ИЕГОВА, ИИСУС ТАТА АНГЕЛСЕМ ПУЛӐШНИ

14. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пире кам пулӑшса тӑрать?

14 Тепӗр хаклӑ парне вӑл — Иеговӑпа, Иисуспа тата ангелсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑма май пурри (2 Кор. 6:1, ҪТ). Ырӑ хыпар сарнӑ чухне кашнинчех эпир вӗсемпе пӗрле ӗҫлетпӗр. Павел хӑй пирки те, ҫак ӗҫе туса тӑракан ытти тӑвансем пирки те «эпир — Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем» тенӗ (1 Кор. 3:9, ҪТ). Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир Иисуспа та пӗрле ӗҫлетпӗр. Вӗренекенсене хатӗрлеме хушсан Иисус мӗн каланине аса илӗр-ха. Вӑл «эпӗ... сирӗнпе пӗрле пулӑп» тенӗ (Матф. 28:19, 20). Ангелсем пирки вара мӗн калама пулать? Эпир «ҫӗр ҫинче пурӑнакансене» ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне вӗсем пире ертсе пыраҫҫӗ (Ӳлӗм. 14:6). Ҫакӑ мӗн тери пысӑк пиллӗх!

15. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иегова ҫынсене хӑй патне ертсе пынине кӑтартакан Библири тӗслӗхе илсе парӑр.

15 Ҫӳлтен пулӑшса тӑни мӗн парать-ха? Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарнӑ чухне хӑш-пӗр вӑрӑсем итлеме хатӗр чӗресем ҫине ӳкеҫҫӗ те ӳсме пуҫлаҫҫӗ (Матф. 13:18, 23). Кама пула чӑнлӑх вӑррисем шӑтса тухса ҫимӗҫ кӳме пуҫлаҫҫӗ? Иисус «Аттем ертсе пымасӑр» никам та ман вӗренекен пулаймӗ тесе ӑнлантарнӑ (Иоанн 6:44). Ҫакна Библири пӗр тӗслӗх кӑтартса парать. Павел Филиппӑ хули тулашӗнче пухӑннӑ хӗрарӑмсене ырӑ хыпар каланӑ чухне мӗн пулса иртнине аса илер. Ҫав хӗрарӑмсенчен пӗри Лидия ятлӑ пулнӑ. Библире ун ҫинчен мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Ҫӳлхуҫа, унӑн чӗрине уҫса, Павел мӗн каланине ӑнланмалла турӗ» (Ап. ӗҫ. 16:13—15). Лидияна ертсе пынӑ пекех Иегова ытти миллион-миллион ҫынна та хӑй патне ертсе пынӑ.

16. Эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулнӑшӑн кама мухтава кӑлармалла?

16 Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пуласси камран килет? Хуравне эпир Павел Коринфри пуху патне янӑ ҫырура вулама пултаратпӑр. Унта ҫапла каланӑ: «Эпӗ лартрӑм, Аполлос шӑварса тӑчӗ, ӳстерессе Турӑ ӳстерчӗ. Ҫавӑнпа лартаканӗ те, шӑвараканӗ те нимӗн те мар, пурте ӳстерекен Турӑран килет» (1 Кор. 3:6, 7). Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулнӑшӑн пирӗн Павел пекех яланах Иеговӑна мухтава кӑлармалла.

17. Турӑпа, Христоспа тата ангелсемпе пӗрле ӗҫлеме май пурришӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла?

17 Пире Турӑпа, Христоспа тата ангелсемпе пӗрле ӗҫлеме чыс тунӑшӑн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла? Пирӗн ырӑ хыпар сарас тесе пур майпа та усӑ курма тӑрӑшмалла. Ҫакна тӗрлӗ майпа тума пулать. Сӑмахран, эпир килтен киле е халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарма пултаратпӑр (Ап. ӗҫ. 20:20). Нумайӑшӗ кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне те ырӑ хыпар сарма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем ҫынна ӑшшӑн саламласа унпа калаҫма пуҫлаҫҫӗ. Кайран вара, май килсен, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ.

(18-мӗш абзаца пӑхӑр) *

18, 19. а) Чӑнлӑх вӑррисене эпир мӗнле шӑварма пултаратпӑр? ӑ) Иегова Библи вӗренекен пӗр ҫынна мӗнле пулӑшнӑ?

18 «Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем» пулнӑ май пирӗн чӑнлӑх вӑррисене акмалла кӑна мар, вӗсене шӑварса та тӑмалла. Ҫын чӑнлӑхпа интересленет пулсан, эпир унпа тепре тӗл пулса калаҫма тата Библи вӗренме пуҫлама тӑрӑшатпӑр. Ҫынпа хамӑр тӗл пулма пултараймастпӑр пулсан, тепӗр тӑвана ун патне кайма ыйтатпӑр. Иегова пулӑшнипе Библи вӗренекен хӑйӗн шухӑшӗсемпе ӗҫӗсене улӑштарса пынине курса эпир питӗ савӑнатпӑр.

19 Кӑнтӑр Африка Республикинче пурӑнакан Рапалалани тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл юмӑҫ пулнӑ. Библи вӗреннӗ чухне мӗн пӗлсе пыни ӑна питӗ килӗшнӗ, анчах та вилнӗ ҫынсемпе калаҫни ҫинчен Турӑ Самахӗнче мӗн каланипе килӗшме ӑна питӗ йывӑр пулнӑ (Сак. аст. 18:10—12). Ҫапах та Турӑ пулӑшнипе вӑл майӗпен хӑйӗн шухӑшӗсене тӳрлетме пултарнӑ. Рапалалани юмӑҫ ӗҫӗпе кӑна укҫа ӗҫлесе илнӗ пулсан та, ҫав-ҫавах вӑл ҫав ӗҫе пӑрахнӑ. 60 ҫула ҫитнӗскер, вӑл ҫапла калать: «Иегова Свидетелӗсем мана питӗ нумай пулӑшрӗҫ, вӗсем мана ӗҫ те тупса пачӗҫ. Вӗсене питӗ пысӑк тав калас килет. Пуринчен ытла вара Иеговӑна тав тӑвас килет. Вӑл пулӑшнипе эпӗ таса пурнӑҫпа пурӑнма пуҫларӑм. Вара эпӗ шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑтӑм».

20. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытрӑр?

20 Ҫак статьяра эпир тӑватӑ курӑнман парне ҫинчен калаҫрӑмӑр. Вӗсенчен чи хакли — Иеговӑн тусӗ пулма май пурри. Иеговӑн тусӗ пулса тӑрсан эпир ытти парнесене те илме пултаратпӑр — эпир Иеговӑна кӗлтума, унӑн святой сывлӑшне илме, ҫавӑн пекех Иеговӑран, Иисусран тата ангелсенчен пулӑшу илме пултаратпӑр. Эпир ҫак хаклӑ парнесемшӗн пархатарлӑрах та пархатарлӑрах пуласшӑн. Иегова — чи лайӑх тус. Ҫавӑншӑн ӑна тав тума пӑрахар мар!

145-МӖШ ЮРӐ Турӑ пама пулнӑ рай

^ 5 абз. Унчченхи статьяра эпир Иегова панӑ куҫа курӑнакан парнесем ҫинчен калаҫрӑмӑр. Ҫак статьяра вара Турӑ панӑ куҫа курӑнман парнесене пӑхса тухӑпӑр. Ҫакӑ пире Иегова панӑ ҫак парнесемшӗн пархатарлӑрах пулма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех эпир ҫак парнесене хакланине мӗнле кӑтартмаллине пӗлӗпӗр.

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖК. 1. Хӗрарӑм тӑван ҫутҫанталӑка сӑнаса хӑйпе Иегова хушшинчи туслӑх ҫинчен шухӑшлать.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. 2. Вӑл ырӑ хыпар калама Иеговӑран хӑюлӑх ыйтать.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. 3. Святой сывлӑш хӗрарӑм тӑвана ырӑ хыпара хӑюллӑн калама пулӑшать.

^ 64 абз. ӲКЕРЧӖК. 4. Хӗрарӑм тӑван унччен ырӑ хыпар каланӑ хӗрарӑмпа Библи вӗренет. Ырӑ хыпар сарма тата вӗренекенсене хатӗрлеме ӑна ангелсем пулӑшса тӑраҫҫӗ.