Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Юлашки кунсенче пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракан патшасем

Юлашки кунсенче пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракан патшасем

Ҫак схемӑра илсе панӑ хӑш-пӗр пророкла каланисем пӗр вӑхӑтрах пурнӑҫланаҫҫӗ. Вӗсем пурте эпир юлашки кунсенче пурӑннине ҫирӗплетсе параҫҫӗ (Дан. 12:4).

  • Сӑвӑ йӗркисем Ӳлӗм. 11:7; 12:13, 17; 13:1—8, 12

    Пророкла калани Тискер кайӑк 3 000 ҫул ытла ҫӗр ҫинче пуҫ пулса хуҫаланать. Юлашки кунсенче унӑн ҫиччӗмӗш пуҫӗ аманнӑ. Каярахпа суранӗ тӳрленсен «пӗтӗм ҫӗр» ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ. Сатана тискер кайӑкпа усӑ курса «Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансемпе» ҫапӑҫать.

    Пурнӑҫланни Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн ҫынсем Иеговӑна хирӗҫ тӑракан патшалӑхсене йӗркеленӗ. Ӗмӗрсем иртсен, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче, Великобритани хӑйӗн хӑватне ҫухатнӑ. Пӗрлешӳллӗ Штатсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелесен вара вӑл каллех вӑй илнӗ. Юлашки кунсенче Сатана ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхсемпе усӑ курса Туррӑн халӑхне хӗсӗрлет.

  • Сӑвӑ йӗркисем Дан. 11:25—45

    Пророкла калани Юлашки кунсенче ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑраҫҫӗ.

    Пурнӑҫланни Германи тата Англипе Америка держави пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑраҫҫӗ. 1945 ҫулта СССРпа ун майлисем ҫурҫӗр патши пулса тӑраҫҫӗ. 1991 ҫулта СССР арканать, вӑхӑт иртсен Раҫҫейпе ун майлисем ҫурҫӗр патши пулса тӑраҫҫӗ.

  • Сӑвӑ йӗркисем Ис. 61:1; Мал. 3:1, ҪТ; Лука 4:18

    Пророкла калани Мессианла Патшалӑх ертсе пыма пуҫличчен ҫула хатӗрлесе хума, е тасатма, Иегова «хыпарҫӑ» ярать. «Хыпарҫӑ» «мӗскӗнсене ырӑ хыпар» калама пуҫлать.

    Пурнӑҫланни 1870 ҫултан пуҫласа Расселл юлташӗсемпе пӗрле Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине пӗлес тесе тата ҫакна ыттисене каласа парас тесе Библие тарӑн тӗпчеме пуҫланӑ. 1880 ҫулсенче вӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсен ырӑ хыпар сармаллине ӑнланса илеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем ҫакӑн пек статьясем пичетлесе кӑлараҫҫӗ: «1 000 хыпарҫӑ кирлӗ», «Ырӑ хыпар сарма святой сывлӑшпа суйласа илнӗ».

  • Сӑвӑ йӗркисем Матф. 13:24—30, 36—43

    Пророкла калани Тӑшман тулӑ хушшине ҫумкурӑк акса хӑварать. Ҫумкурӑк ӳссе кайсан тулӑ курӑнми пулать. Вырма вӑхӑтӗнче тулла ҫумкурӑкран уйӑраҫҫӗ.

    Пурнӑҫланни 1870 ҫултанпа чӑн христиансем суя христиансенчен уйрӑлса тӑни лайӑхрах та лайӑхрах курӑнса пырать. Юлашки кунсенче чӑн христиансене суя христиансенчен уйӑрса пухусене пуҫтараҫҫӗ.

  • Сӑвӑ йӗркисем Дан. 2:31—33, 41—43

    Пророкла калани Тӗрлӗ металран тунӑ кӗлеткен ура тупанӗсем тӑмпа тимӗртен тӑраҫҫӗ.

    Пурнӑҫланни Тӑм Великобританипе АПШра пурӑнакан тата влаҫа хирӗҫ тӑракан ахаль ҫынсене сӑнласа парать. Ҫакӑ Англипе Америка державин вӑйне хавшатать.

  • Сӑвӑ йӗркисем Матф. 13:30; 24:14, 45; 28:19, 20

    Пророкла калани Тулла кӗлете пухса хураҫҫӗ; шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана килтисене пӑхса тӑма лартаҫҫӗ. Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара «пӗтӗм тӗнчипе» пӗлтерме пуҫлаҫҫӗ.

    Пурнӑҫланни 1919 ҫулта Туррӑн халӑхӗшӗн тӑрӑшма шанчӑклӑ чурана лартнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Библи Тӗпчекенсем ырӑ хыпара хастарлӑрах та хастарлӑрах сарма пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра Иегова Свидетелӗсем 200 ытла ҫӗршывра ырӑ хыпар сараҫҫӗ, Библие ӑнлантарса паракан литературӑна 1 000 ытла чӗлхепе кӑлараҫҫӗ.

  • Сӑвӑ йӗркисем Дан. 12:11; Ӳлӗм. 13:11, 14, 15

    Пророкла калани Икӗ мӑйракаллӑ тискер кайӑк ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫичӗ пуҫлӑ тискер кайӑкӑн сӑнне тума хушать те ҫав сӑн ӑшне сывлӑш кӗртсе ӑна чӗртет.

    Пурнӑҫланни Англипе Америка держави тӑрӑшнипе Нацисен Лигине йӗркеленӗ. Ҫак организацине ытти ҫӗршывсем те кӗнӗ. 1926—1933 ҫулсенче ҫурҫӗр патши те Нацисен Лигинче тӑнӑ. Ҫынсем Нацисен Лиги пӗтӗм тӗнчипе мир тӑвасса шаннӑ, Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ пирки те ҫаплах шутлаҫҫӗ. Анчах та Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ пӗтӗм тӗнчипе мир тума пултарать.

  • Сӑвӑ йӗркисем Дан. 8:23, 24

    Пророкла калани Тискер сӑнлӑ патша «хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ».

    Пурнӑҫланни Англипе Америка держави хӑрушла ӗҫсем тӑвать. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Англипе Америка державине хирӗҫ вӑрҫакан пӗр ҫӗршыв ҫине АПШ икӗ атом бомбине пӑрахнӑ. Ун чухне Англипе Америка держави чӑнах та «хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса» тухнӑ.

  • Сӑвӑ йӗркисем Дан. 11:31, ҪТ; Ӳлӗм. 17:3, 7—11

    Пророкла калани Тӗпсӗр вырӑнтан вунӑ мӑйракаллӑ хӗрлӗ тискер кайӑк тухать. Ҫакӑ саккӑрмӗш патша. Даниил кӗнекинче ун пирки «юхӑнтарса яракан ирсӗрлӗх» тенӗ.

    Пурнӑҫланни Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Нацисен Лиги пӗтсе ларнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ун вырӑнне Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ йӗркеленнӗ. Халӑхсем ӑна Нацисен Лигине шаннӑ пекех шанаҫҫӗ, вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ кӑна пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе мир тума пултарасса ӑнланмаҫҫӗ. Пуласлӑхра Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине кӗрекен патшалӑхсем тӗнсем ҫине тапӑнӗҫ.

  • Сӑвӑ йӗркисем 1 Фес. 5:3; Ӳлӗм. 17:16

    Пророкла калани «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтереҫҫӗ. Тискер кайӑк тата унӑн вунӑ мӑйраки аскӑн арӑм ҫине тапӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн халӑхсене тӗп тӑваҫҫӗ.

    Пурнӑҫланни Халӑхсем пӗтӗм тӗнчипе мир тата хӑрушсӑрлӑх турӑмӑр тесе пӗлтереҫҫӗ. Кайран вара Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине кӗрекен патшалӑхсем суя тӗн организацийӗсене пӗтереҫҫӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланать. Юлашкинчен вара Сатанан тӗнчи Армагеддонра тӗп пулать.

  • Сӑвӑ йӗркисем Иез. 38:11, 14—17; Матф. 24:31

    Пророкла калани Гог Туррӑн халӑхӗн ҫӗрне тапӑнса кӗрет. Ун хыҫҫӑн ангелсем «суйласа илнӗ ҫынсене» пуҫтараҫҫӗ.

    Пурнӑҫланни Ҫурҫӗр патшипе ытти патшалӑхсем Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнаҫҫӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫӗр ҫинче юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа илнисене пӗлӗте илеҫҫӗ.

  • Сӑвӑ йӗркисем Иез. 38:18—23; Дан. 2:34, 35, 44, 45; Ӳлӗм. 6:2; 16:14, 16; 17:14; 19:20

    Пророкла калани Шурӑ лаша ҫине утланнӑ юланутҫӑ Гогпа унӑн ҫарне ҫӗнтерет. Тискер кайӑка вутлӑ кӳлле пӑрахаҫҫӗ, чул тем пысӑкӑш кӗлеткене аркатать.

    Пурнӑҫланни Иисус, Турӑ Патшалӑхӗн Патши, Иеговӑн халӑхне ҫӑлать. Иисус, 144 000-ӗшӗ тата ангелсем Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнакансене пӗтереҫҫӗ. Сатанан тӗнчи тӗп пулать.