Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Юлашки кунсенчи «ҫурҫӗр патши». Кам вӑл?

Юлашки кунсенчи «ҫурҫӗр патши». Кам вӑл?

«Юлашки вӑхӑт ҫитӗ — кӑнтӑр патши ӑна [ҫурҫӗр патшине] хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ» (ДАН. 11:40).

150-МӖШ ЮРӐ Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑна шыра

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Библире ҫырса панӑ пророкла сӑмахсенчен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр?

ИЕГОВӐН халӑхӗпе кӗҫех мӗн пулӗ? Эпир ҫакна пӗлетпӗр ӗнтӗ. Пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлме пире Библи пулӑшать. Унта пире пурне те пырса тивекен пӗлтерӗшлӗ событисем ҫинчен каланӑ. Пророкла каланисенчен пӗринче тӗнчери чи хӑватлӑ патшалӑхсем мӗн тӑвасси ҫинчен ҫырнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Даниил кӗнекинчи 11-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ. Унта пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракан икӗ патша ҫинчен, ҫурҫӗр тата кӑнтӑр патши ҫинчен, каланӑ. Ҫак пророкла каланӑ сӑмахсенчен ытларахӑшӗ пурнӑҫланнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ытти сӑмахсем те пурнӑҫланасса иккӗленмелли ҫук.

2. Пултарни 3:15 тата Ӳлӗмхине 11:7; 12:17 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Даниил каланӑ пророкла сӑмахсене тӗпченӗ май мӗн асра тытмалла?

2 Даниил кӗнекинчи 11-мӗш сыпӑкра мӗн ҫинчен каланине ӑнланас тесен ҫакна асра тытмалла: унта Туррӑн халӑхӗ ӑҫта нумаййӑн пурӑннӑ, ҫав ҫӗршывсенче ертсе пыракан патшасем ҫинчен е Туррӑн халӑхне хӗсӗрлекен патшасем ҫинчен ҫеҫ сӑмах пырать. Пӗтӗм тӗнчери пурӑнакан ҫынсен йышӗпе танлаштарсан, Туррӑн халӑхӗ сахал пулсан та, ун ҫине час-часах тапӑнаҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Сатанан тата вӑл ертсе пыракан тӗнчен тӗллевӗ — Иеговӑшӑн тата Иисусшӑн ӗҫлекенсене пӗтересси. (Пултарни 3:15; Ӳлӗмхине 11:7; 12:17 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, Даниил каланӑ пророкла сӑмахсем Турӑ Сӑмахӗнчи ытти пророкла каланисемпе килӗшсе тӑмалла. Даниил кӗнекинчи пророкла каланисене Библири ытти вырӑнсемпе танлаштарсан ҫеҫ тӗрӗс ӑнланма пулать.

3. Ҫак тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫак статьяра эпир Даниил 11:25—39 сӑвӑ йӗркисенче мӗн ҫырнине сӳтсе явӑпӑр. Эпир 1870—1991 ҫулсенче кам ҫурҫӗр, кам кӑнтӑр патши пулнине пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, ҫак пророкла сӑмахсене мӗншӗн ҫӗнӗлле ӑнланмаллине курӑпӑр. Тепӗр статьяра вара Даниил 11:40—12:1 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсене пӑхса тухӑпӑр тата унта 1991-мӗш ҫултан пуҫласа Армагеддончченхи вӑхӑт пирки мӗн ҫырнине пӗлӗпӗр. Ҫак икӗ статьяна вӗреннӗ чухне «Юлашки кунсенче пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракан патшасем» схемӑна пӑхӑр. Чи малтан айтӑр кам ҫурҫӗр патши, кам кӑнтӑр патши пулнине пӗлер.

КАМ ҪУРҪӖР ПАТШИ, КАМ КӐНТӐР ПАТШИ ПУЛНИНЕ МӖНЛЕ ПӖЛМЕЛЛЕ?

4. Кам ҫурҫӗр, кам кӑнтӑр патши пулнине пӗлме мӗн пулӑшать?

4 Малтан ҫурҫӗр тата кӑнтӑр патшисем вӗсем Израильтен ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла вырнаҫнӑ ҫӗрсенчи патшасем пулнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Даниила ангел мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Халӗ вара эпӗ юлашки вӑхӑтра санӑн халӑхна мӗн-мӗн пулассине пӗлтерме килтӗм» (Дан. 10:14). Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗччен израильтянсем Туррӑн халӑхӗ пулнӑ. Ҫав кунранпа вара Иегова Иисусӑн вӗренекенӗсене хӑйӗн халӑхӗ вырӑнне хурать, ҫакна вӑл уҫӑмлӑн кӑтартнӑ. Апла, Даниил кӗнекинчи 11-мӗш сыпӑкри пророкла сӑмахсенчен ытларахӑшӗ израильтянсемпе мар, Иисусӑн вӗренекенӗсемпе ҫыхӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:1—4; Рим 9:6—8; Гал. 6:15, 16). Унсӑр пуҫне, тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ патшасем пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫурҫӗр патшисем те, кӑнтӑр патшисем те улшӑнса пынӑ. Анчах та вӗсем пурте пӗр пекрех пулнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, ҫав патшасем Туррӑн халӑхӗ ӑҫта нумаййӑн пурӑннӑ, ҫав ҫӗршывсенче ертсе пынӑ е Туррӑн халӑхне хӗсӗрленӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Туррӑн халӑхне курайманнипе вӗсем чӑн Турра, Иеговӑна, курайманнине кӑтартнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнчен вара, ҫак икӗ патша пӗр-пӗрне хирӗҫ кӗрешнӗ.

5. Пирӗн эрӑри II ӗмӗртен пуҫласа 1870 ҫулччен ҫурҫӗр тата кӑнтӑр патшисем пулнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

5 Пирӗн эрӑри II ӗмӗрте христиансен пухӑвӗнче суя христиансем нумайланса кайнӑ. Вӗсем суя вӗрентӳсене сарнӑ тата Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха ҫынсенчен пытарнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа 1870 ҫулччен Туррӑн ҫӗр ҫинче организаци пулман. Ҫав вӑхӑтра суя христиансем уйри ҫумкурӑк пек нумай пулнӑ. Ҫавна пула кам чӑн христианин, кам суя христианин пулнине пӗлме йывӑр пулнӑ (Матф. 13:36—43). Мӗншӗн пирӗн ҫакна пӗлмелле? Мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче Туррӑн организацийӗ пулман пирки ҫурҫӗр тата кӑнтӑр патшисем ун ҫине тапӑнма пултарайман. Апла пулсан, ҫак патшасем ҫинчен пророкла каланисем пирӗн эрӑри II ӗмӗртен пуҫласа 1870 ҫулчченхи тапхӑрпа ҫыхӑнман *. Анчах та 1870 ҫул хыҫҫӑн ҫурҫӗр тата кӑнтӑр патшисен каллех палӑрмалла пулнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

6. Туррӑн халӑхӗ хӑҫан каллех йӗркеленме пуҫланнӑ? Ӑнлантарса парӑр.

6 1870 ҫултан Турӑ хӑйӗн халӑхне йӗркелеме пуҫланӑ. Ҫав ҫулта Чарлз Тейз Расселл юлташӗсемпе пӗрле пухӑнса Библи тӗпчеме пуҫланӑ. Расселл тӑванпа юлташӗсем малтанах каласа хунӑ «хыпарҫӑ» пулнӑ, вӗсем Мессианла Патшалӑх ертсе пыма пуҫличчен ҫула хатӗрлесе хунӑ, е тасатнӑ (Мал. 3:1, ҪТ). Кам Туррӑн халӑхӗ пулни каллех уҫҫӑн курӑнма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Туррӑн халӑхне хӗсӗрлекен «патшасем» пулнӑ-и? Айтӑр хӑш-пӗр фактсене пӑхса тухар.

КАМ ВӐЛ КӐНТӐР ПАТШИ?

7. 1917 ҫулччен кӑнтӑр патши кам пулнӑ?

7 1870 ҫул тӗлнелле Великобритани тӗнчери чи пысӑк импери пулса тӑнӑ, унӑн чи вӑйлӑ ҫар пулнӑ. Даниил ҫак империе виҫӗ мӑйракана — Францие, Испание, Нидерланда — ҫӗнтернӗ пӗчӗк мӑйрака пек сӑнласа панӑ (Дан. 7:7, 8). 1917 ҫулччен шӑп Великобритани кӑнтӑр патши пулнӑ. Ҫав ҫулсенчех Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем тӗнчери чи пуян патшалӑх пулса тӑнӑ та Великобританипе тачӑ ҫыхӑну тытма пуҫланӑ.

8. Юлашки кунсенче кам кӑнтӑр патши пулса тӑнӑ?

8 Великобританипе Пӗрлешӳллӗ Штатсем Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче пӗрле ҫапӑҫнӑ, вара тӗнчери чи хӑватлӑ держава — Англипе Америка держави — пулса тӑнӑ. Даниил малтанах каласа хунӑ пекех, ҫак патшан «йышлӑ та питех те вӑйлӑ» ҫар пулнӑ (Дан. 11:25). Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Англипе Америка держави кӑнтӑр патши пулса тӑнӑ, вӑл вӗҫне ҫитичченех кӑнтӑр патши пулӗ *. Ҫурҫӗр патши вара кам пулнӑ-ши?

КАМ ВӐЛ ҪУРҪӖР ПАТШИ?

9. Ҫурҫӗр патши хӑҫан палӑрнӑ тата Даниил 11:25-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

9 Расселпа унӑн юлташӗсем Библи вӗренекенсен ушкӑнне йӗркеленӗ хыҫҫӑн пӗр ҫул иртсен, 1871 ҫулта, ҫурҫӗр патши каллех палӑрнӑ. Ҫав ҫулта Германи хӑватлӑ импери пулса тӑнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Германи Африкӑри тата Лӑпкӑ океанри хӑш-пӗр территорисене тытса тӑма пуҫланӑ, вӑл Великобританирен те вӑйлӑрах пуласшӑн пулнӑ. (Даниил 11:25 вуласа парӑр.) Великобританин ҫарӗпе флочӗ Германи империйӗн ҫарӗпе флочӗнчен кӑшт ҫеҫ ирттернӗ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Германи ҫав флотпа ҫара хӑйӗн тӑшманӗсене хирӗҫ янӑ.

10. Даниил 11:25ӑ, 26 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

10 Даниил Германи империйӗпе тата унӑн ҫарӗпе мӗн пуласси пирки те каланӑ. Вӑл ҫурҫӗр патши «тӳссе тӑраймӗ» тесе ҫырнӑ. Мӗншӗн вӑл «тӳссе тӑраймӗ»? «Мӗншӗн тесессӗн ӑна хирӗҫ кавар тӑвӗҫ. Ӑна хӑйӗн сӗтелӗ хушшинче ӗҫсе-ҫисе тӑнисемех пӗтерӗҫ» (Дан. 11:25ӑ, 26а). Даниил вӑхӑтӗнче патша сӗтелӗ ҫинчи апата ҫиекенсем хушшинче аслӑ пуҫлӑхсем те пулнӑ (Дан. 1:5). Патша сӗтелӗ ҫинчи апата ҫиекенсем кама сӑнласа параҫҫӗ? Вӗсем Германи империйӗнчи пысӑк вырӑн йышӑнакан пуҫлӑхсене, ҫав шутрах генералсемпе императорӑн канашҫисене, сӑнласа параҫҫӗ. Ҫак ҫынсене пула патша хӑйӗн влаҫне ҫухатнӑ, вара монархи арканнӑ *. Ҫавӑн пекех пророкла каланинче ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши хушшинчи вӑрҫӑ мӗнпе вӗҫленесси пирки те каланӑ. Ҫурҫӗр патшин ҫарӗ ҫинчен Даниил ҫапла ҫырнӑ: «Ҫарӗ талай ҫитсе ҫапнӑ пек саланӗ, нумайӑшӗ вилсе пӗтӗ» (Дан. 11:26ӑ). Шӑп ҫапла пулса тухнӑ та: Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче нимӗҫ ҫарне аркатса тӑкнӑ, нумай ҫын вилнӗ. Унччен пулнӑ вӑрҫӑсемпе танлаштарсан, ҫав вӑрҫӑра питӗ нумай ҫынна вӗлернӗ.

11. Ҫурҫӗр тата кӑнтӑр патши хӑйсене мӗнле тытнӑ?

11 Даниил 11:27, 28 сӑвӑ йӗркисенче Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланас умӗн мӗн пулмаллине ҫырса панӑ — ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши «пӗр сӗтел хушшинче пӗр-пӗрне суеҫтерсе ларӗҫ». Ҫавӑн пекех ҫурҫӗр патшин «питех те пысӑк тупӑш» илмелле тенӗ. Ку хутӗнче те пророкла калани пурнӑҫланнӑ. Германипе Великобритани мир ҫинчен калаҫнӑ, анчах та 1914 ҫулта вӑрҫӑ пуҫлансан вӗсем пӗр-пӗрне суйни уҫҫӑн курӑннӑ. Унсӑр пуҫне, 1914 ҫул тӗлнелле Германи тӗнчери пуян ҫӗршывсем хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Кайран вара, Даниил 11:29, 30а сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пек, Германи кӑнтӑр патшине хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ, анчах та кӑнтӑр патши ӑна ҫӗнтернӗ.

ПАТШАСЕМ ТУРРӐН ХАЛӐХӖ ҪИНЕ ТАПӐНАҪҪӖ

12. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши мӗн тунӑ?

12 1914 ҫултан пуҫласа икӗ патша пӗр-пӗрин ҫине те, Турӑ халӑхӗ ҫине те хытӑрах та хытӑрах тапӑнма пуҫланӑ. Сӑмахран, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче Германи правительстви те, Великобритани правительстви те вӑрҫа кайма килӗшмен Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрленӗ. Пӗрлешӳллӗ Штатсен правительстви вара ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пынӑ арҫын тӑвансене тӗрмене хупнӑ. Ҫапла майпа вара Ӳлӗмхине 11:7—10 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пурнӑҫланнӑ.

13. Ҫурҫӗр патши 1930 ҫулсенче тата Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗн тунӑ?

13 Каярахпа, 1930 ҫулсенче, уйрӑмах вара Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче, ҫурҫӗр патши Туррӑн халӑхӗ ҫине питӗ хаяррӑн тапӑннӑ. Германире нацистсем влаҫа хӑйсен аллине илсен, Гитлерпа ун майлисем Туррӑн халӑхӗн ӗҫ-хӗлне чарса лартнӑ. Ҫӗр-ҫӗр Иегова Свидетельне вӗлернӗ, пинӗ-пинӗпех концлагере янӑ. Ҫакӑн пек пулассине Даниил малтанах каласа хунӑ пулнӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫавсем аслӑ хӑватӑн сӑваплӑ Ҫуртне ирсӗрлетӗҫ, куллен парне кӳрессине чарса лартӗҫ» (Дан. 11:30ӑ, 31а). Ҫурҫӗр патши «сӑваплӑ Ҫурта» мӗнле ирсӗрлетнӗ? Вӑл святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене тата вӗсене пулӑшакансене хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Ҫавна пула «куллен парне кӳресси» —ырӑ хыпар сарас ӗҫ — чарӑнса ларнӑпа пӗрех пулнӑ. Гитлер Германире Туррӑн халӑхне пӗтерме тупа та тунӑ.

ҪӖНӖ ҪУРҪӖР ПАТШИ

14. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн кам ҫурҫӗр патши пулса тӑнӑ? Ӑнлантарса парӑр.

14 Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн Совет Союзӗ ҫурҫӗр патши пулса тӑнӑ. Вӑл Германи тытса тӑракан пысӑк территорине хӑйӗн аллине илнӗ. Нацистсем пекех СССРпа ун майлисем кам чӑн Турӑшӑн ӗҫлессине пӗрремӗш вырӑна хунӑ, ҫавсене питӗ хытӑ хӗсӗрленӗ.

15. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн ҫурҫӗр патши мӗн тунӑ?

15 Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн ҫурҫӗр патши, СССРпа ун майлисем, Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнма пуҫланӑ. Ӳлӗмхине 12:15—17 сӑвӑ йӗркисенче хӗсӗрленине шыв пӗрӗхтернипе танлаштарнӑ. Пророкла каланинче пекех, ҫав патша ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартнӑ тата пин-пин Иеговӑн ӗҫлекенне ссылкӑна ӑсатнӑ. Юлашки кунсем пуҫланнӑранпа ҫурҫӗр патши Туррӑн халӑхне хытӑрах та хытӑрах хӗсӗрленӗ, унӑн ӗҫ-хӗлне чарса лартасшӑн пулнӑ, анчах та унӑн ӗҫӗ ӑнман *.

16. Даниил 11:37—39 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

16 Даниил 11:37—39 вуласа парӑр. Даниил каланӑ тӑрӑх, ҫурҫӗр патши «ашшӗсенӗн туррисене те... хисепе хумӗ». Ҫакӑ мӗнле пурнӑҫланнӑ? Совет Союзӗ пур тӗне те тӗп тӑвасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа ҫӗршыври анлӑ сарӑлнӑ тӗнсен витӗмне чакарма тӑрӑшнӑ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесе Совет влаҫӗ 1918 ҫулта декрет кӑларнӑ, ҫав декрет тӑрӑх шкулсенче Турӑ ҫук тесе вӗрентмелле пулнӑ. Ҫурҫӗр патши «керемсен туррине» мӗнле чысласа тӑнӑ вара? Вӑйлӑрах пулас тесе Совет Союзӗ ҫара ҫирӗплетме тата пин-пин ядерлӑ хӗҫ-пӑшал хатӗрлеме калама ҫук нумай укҫа тӑкнӑ. Ҫапла вара ҫурҫӗр патши те, кӑнтӑр патши те ҫӗр ҫинчи миллиард-миллиард ҫынна вӗлерме пултаракан хӗҫ-пӑшал хатӗрлесе хунӑ.

ИКӖ ТӐШМАН ПӖР ШУХӐШЛӐ ПУЛАҪҪӖ

17. Мӗн вӑл «юхӑнтарса яракан ирсӗрлӗх»?

17 Ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши пӗр-пӗринпе нумай ҫул хушши вӑрҫнӑ пулсан та, пӗр пысӑк ӗҫе вӗсем пӗрле тунӑ — вӗсем «юхӑнтарса яракан ирсӗрлӗхе» лартса хунӑ (Дан. 11:31, ҪТ). Ҫак «ирсӗрлӗх» вӑл — Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ.

18. Мӗншӗн Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине «юхӑнтарса яракан ирсӗрлӗх» тенӗ?

18 Мӗншӗн Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине «ирсӗрлӗх» тенӗ? Мӗншӗн тесен вӑл пӗтӗм тӗнчипе мир туса хума шантарать, ҫакна вара Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ тума пултарать. Мӗншӗн вара ҫак «ирсӗрлӗх» пирки «юхӑнтарса яракан» тенӗ? Шӑп Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ суя тӗнсене пӗтерӗ. («Юлашки кунсенче пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракан патшасем» схемӑна пӑхӑр.)

МӖНШӖН ҪАКӐН ҪИНЧЕН ПӖЛМЕЛЛЕ?

19, 20. а) Мӗншӗн пирӗн ҫак статьяра пӑхса тухнӑ событисем ҫинчен пӗлмелле? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

19 Мӗншӗн пирӗн ҫак событисем ҫинчен пӗлмелле? Мӗншӗн тесен вӗсем Даниил ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши пирки пророкла калани 1870 ҫултан пуҫласа 1991 ҫулччен пурнӑҫланнине кӑтартса параҫҫӗ. Апла пулсан Даниилӑн хальлӗхе пурнӑҫланман пророкла сӑмахӗсем те пурнӑҫланаҫҫех.

20 1991 ҫулта Совет Союзӗ арканнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара кам вӑл ҫурҫӗр патши? Ҫакӑн ҫинчен тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.

128-МӖШ ЮРӐ Вӗҫне ҫитичченех чӑтар

^ 5 абз. Даниил ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши ҫинчен пророкла калани пирӗн куҫ умӗнчех пурнӑҫланса пырать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн пирӗн ҫак пророкла каланине лайӑх ӑнланмалла?

^ 5 абз. Ҫавӑнпа Рим императорӗ Аврелиан пирки (пирӗн эрӑри 270—275 ҫулсенче ертсе пынӑ) ҫурҫӗр патши пулнӑ тесе тата Зенобия патша майри пирки (пирӗн эрӑри 267—272 ҫулсенче ертсе пынӑ) кӑнтӑр патши пулнӑ тесе калама сӑлтав ҫук. Ҫак пророкла каланине малтан мӗнле ӑнлантарса панине «Внимайте пророчеству Даниила!» кӗнекери 13-мӗшпе 14-мӗш сыпӑксенче ҫырса панӑ.

^ 10 абз. Тӗслӗхрен, вӗсем патшана пулӑшма пӑрахнӑ, вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ калама юраман информацие ыттисене каласа панӑ, патшана влаҫран тунма вӑйпах хистенӗ. Ҫакна пула импери хӑвӑрт арканнӑ.

^ 15 абз. Даниил 11:34 сӑвӑ йӗркинче каланӑ пекех ҫурҫӗр патши христиансене вӑхӑтлӑха хӗсӗрлеме пӑрахнӑ. Ҫакӑ Совет Союзӗ 1991 ҫулта арканнӑ хыҫҫӑн пулнӑ.