Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Онесимпа Жеральдина

Тӑван ҫӗршыва таврӑнакансене Иегова пиллет

Тӑван ҫӗршыва таврӑнакансене Иегова пиллет

НУМАЙРАХ укҫа ӗҫлесе илес тесе урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ тӑвансем нумайӑшӗ каялла тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсен тӑван ҫӗршывӗнче хыпарҫӑсем ҫитсех кайман. Каялла куҫса килме вӗсене Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынна юратни те хавхалантарнӑ (Матф. 22:37—39). Вӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тата Иегова вӗсене мӗнле пилленӗ? Ҫакна пӗлес тесе айтӑр Камеруна, Африкӑри ҫӗршыва, таврӑннӑ хӑш-пӗр тӑвансемпе паллашар.

«ПУЛӐ КӖРЕКЕН ВЫРӐНТА ӖҪЛЕТӖП»

Онесим тӑван 1998 ҫулта Камерунран куҫса кайсан ют ҫӗршывра 14 ҫул пурӑннӑ. Пӗррехинче тӗлпулура вӑл интереслӗ тӗслӗх илтнӗ. Сӑмах тухса калакан ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки каласа ҫакӑн пек тӗслӗх илсе панӑ: «Калӑпӑр, икӗ тус пулла каяҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ вырӑнта вӑлта пӑрахаҫҫӗ. Пӗрин пулли лайӑх кӗнине курсан тепри мӗн тӑвӗ? Ытларах пулӑ тытас тесе вӑл ун патне ҫывӑхарах пырса лармӗ-и вара?»

Ҫак тӗслӗхе илтнӗ хыҫҫӑн Онесим Камеруна таврӑнасси пирки шутлама пуҫланӑ. Унта нумай ҫын Библи вӗренесшӗн пулнӑ, хыпарҫӑсем вара ҫитсех кайман. Анчах та вӑл эпӗ ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт хушши ют ҫӗршывра пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑван ҫӗршыври пурнӑҫа хӑнӑхма пултарӑп-ши тесе пӑшӑрханнӑ. Ҫавӑнпа вӑл малтан Камеруна ҫур ҫуллӑха кайса килнӗ, каярахпа вара, 2012 ҫулта вӑл унта куҫса кайнӑ.

«Манӑн каллех шӑрӑха тата ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма тиврӗ. Сӑмахран, Патшалӑх залӗнче хытӑ саксем ҫинче ларма хӑнӑхмаллаччӗ. Ҫав-ҫавах эпӗ пухура мӗн каланине тимлӗ итлеме тӑрӑшаттӑм, вара майӗпен ҫемҫе креслӑсем ҫинчен манса кая пуҫларӑм»,— йӑл кулса аса илет Онесим.

2013 ҫулта Онесим Жеральдинӑна качча илнӗ. Жеральдина та тӑхӑр ҫул Францире пурӑннӑ хыҫҫӑн Камеруна таврӑннӑ пулнӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлесси вӗсен яланах малти вырӑнта пулнӑ. Иегова вара вӗсене мӗнле пилленӗ? Онесим ҫапла калать: «Эпир Патшалӑх хыпарҫисен шкулне вӗренсе пӗтертӗмӗр, халӗ вара Вефильте ӗҫлетпӗр. Юлашки ҫулталӑк хушшинче пирӗн пухура 20 ҫын шыва кӗчӗ. Халӗ эпӗ чӑнах та пулӑ кӗрекен вырӑнта ӗҫлетӗп» (Марк 1:17, 18). Жеральдина вара ҫапла калать: «Эпӗ хам кӗтнинчен те нумайрах пиллӗх илтӗм».

ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕНИ САВӐНӐҪ ПАРАТЬ

Жюдитпа Сам-Кастель

Пӗрлешӳллӗ Штатсене куҫса кайнӑ Жюдит ырӑ хыпар сарас ӗҫре нумайрах тӑвасшӑн пулнӑ. Вӑл ҫапла аса илет: «Камеруна тӑвансем патне килсен эпӗ кашнинчех темиҫе ҫынпа Библи вӗренме пуҫлаттӑм. Пӗрлешӳллӗ Штатсене каялла таврӑнмалла чухне вара эпӗ кашнинчех макӑраттӑм, мӗншӗн тесен манӑн ҫав ҫынсемпе уйрӑлас килместчӗ». Ҫав-ҫавах Жюдит Камеруна каялла куҫса килме иккӗленсе тӑнӑ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче унӑн лайӑх ӗҫ пулнӑ, ҫав ӗҫе пула вара вӑл Камерунра пурӑнакан хӑйӗн чирлӗ ашшӗне пулӑшма пултарнӑ. Ҫапах та Жюдит пӗтӗмпех Иеговӑн аллине панӑ та каялла Камеруна таврӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑтлӑ пурнӑҫа хӑварса ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма ӑна йывӑр пулнӑ. Вара вӑл Иеговӑран ҫӗнӗ вырӑнта пурӑнма хӑнӑхма пулӑшсам тесе ыйтнӑ. Иегова ӑна тӑвансем урлӑ, ҫав шутрах район надзирателӗпе унӑн арӑмӗ урлӑ, пулӑшнӑ.

Ҫав вӑхӑта аса илсе Жюдит ҫапла калать: «Виҫӗ ҫул хушшинче кампа эпӗ Библи вӗреннӗ, ҫавсенчен тӑваттӑшӗ шыва кӗчӗҫ». Жюдит ятарлӑ пионер пулса ӗҫленӗ, халӗ вара вӗсем упӑшкипе пӗрле, Сам-Кастельпе, район надзирателӗн ӗҫне туса тӑраҫҫӗ. Жюдит ашшӗ пирки вара мӗн калама пулать? Жюдитпа унӑн тӑванӗсем урӑх ҫӗршывра пӗр больница тупнӑ. Унта вара унӑн ашшӗне тӳлевсӗр операци тума килӗшнӗ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ, ҫакӑ вӗсене питӗ савӑнтарнӑ.

ИЕГОВА ПУЛӐШСА ТӐРАТЬ

Каролинӑпа Виктор

Виктор ятлӑ арҫын тӑван Камерунран Канадӑна куҫса кайнӑ. Университетра вӗреннӗ чухне вӑл «Хурал башнинче» аслӑ пӗлӳ ҫинчен калакан пӗр статьяна вуланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн университет пӑрахса вӑл професси илес тесе курссенче вӗреннӗ. Виктор ҫапла аса илет: «Ҫавна пула эпӗ маларах ӗҫлеме пуҫлама пултартӑм тата хам ӗмӗтленнӗ ӗмӗте пурнӑҫларӑм — пионер пулса тӑтӑм». Каярахпа вӑл Каролинӑна качча илнӗ. Мӑшӑрлансан вӗсем Камеруна кайса килес тенӗ. Унти филиалта пулнӑ чухне тӑвансем вӗсене Камерунра Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирки шухӑшласа пӑхма хавхалантарнӑ. Виктор ҫапла калать: «Пире куҫса кайма нимӗн те чармастчӗ, эпир ансат пурнӑҫпа пурӑнаттӑмӑр. Ҫавӑнпа кунта хаваспах куҫса килтӗмӗр». Каролинӑн сывлӑхӗ ҫирӗпех пулман пулсан та, ҫав-ҫавах вӗсем куҫса кайма шут тытнӑ.

Викторпа Каролина Камерунра та пионер пулса ӗҫленӗ, вара нумай ҫынна Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшнӑ. Малтан вӗсем хӑйсем пухса хунӑ укҫипе пурӑннӑ, каярахпа вара укҫа ӗҫлесе илес тесе темиҫе уйӑхлӑха Канадӑна кайса килнӗ. Иегова вӗсене мӗнле пилленӗ? Вӗсем Патшалӑх хыпарҫисен шкулне вӗренсе пӗтернӗ, пӗр вӑхӑт ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫленӗ, халӗ вара Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тӑвас ӗҫре вӑй хураҫҫӗ. «Эпир Иегова ҫине шанса канлӗ пурнӑҫа хӑвартӑмӑр, вӑл вара пире пулӑшрӗ»,— тет Виктор.

ҪЫНСЕНЕ ХӐЙСЕН ПУРНӐҪНЕ ИЕГОВӐНА ХАЛАЛЛАМА ПУЛӐШНИ САВӐНӐҪ КӲРЕТ

Стефанипе Ален

2002 ҫулта Ален тӑван, Германири университетра вӗренекенскер, «Молодежь, чему вы посвятите свою жизнь?» буклета вуласа тухнӑ. Мӗн вулани ӑна ҫӗнӗ тӗллевсем лартма хавхалантарнӑ. 2006 ҫулта Ален Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкултан вӗренсе тухнӑ. Вара ӑна Иеговӑшӑн ӗҫлеме хӑйӗн тӑван ҫӗршывне, Камеруна, янӑ.

Камерунра Ален тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярахпа вӑл нумайрах укҫа ӗҫлесе илме май паракан ӗҫе вырнаҫнӑ. Анчах та вӑл ырӑ хыпар сарма сахалрах вӑхӑт юлать тесе пӑшӑрханнӑ. Вӑхӑт иртсен ӑна ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме сӗннӗ. Вара вӑл хаваспах килӗшнӗ. Ӗҫ параканӗ ӑна ӗҫ укҫине ӳстерсе паратӑп тенӗ пулсан та, вӑл ҫав ӗҫре юлма килӗшмен. Каярахпа Ален Стефание качча илнӗ. Стефани вара унччен нумай ҫул хушши Францире пурӑннӑ пулнӑ. Камеруна куҫса килсен вӑл мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

Стефани ҫапла калать: «Манӑн аллерги пуҫланчӗ тата сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ытти йывӑрлӑхсем сиксе тухрӗҫ. Эпӗ хам сывлӑхшӑн тӑрӑшсах тӑратӑп, ҫавӑнпа халӗ хама лайӑхрах туятӑп». Иегова ҫак мӑшӑра тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн туллин пилленӗ. Ален акӑ мӗн калать: «Пӗррехинче эпир аякра вырнаҫнӑ Кате текен яла кайса унта темиҫе ҫынпа Библи вӗренме пуҫларӑмӑр. Кайран вара вӗсемпе телефонпа Библи вӗрентӗмӗр. Вӗренекенсенчен иккӗшӗ шыва кӗчӗҫ. Вара Катере ушкӑн йӗркеленнӗ». Хӑйсем мӗн туйни ҫинчен Стефани акӑ мӗн калать: «Ҫынсене хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халаллама пулӑшни чӑн-чӑн савӑнӑҫ кӳрет. Эпир вара кунта ӗҫлесе ҫак савӑнӑҫа туйсах тӑратпӑр». Халӗ Аленпа Стефани район надзирателӗн ӗҫне туса тӑраҫҫӗ.

«МӖН ТУМАЛЛА ПУЛНӐ, ҪАВНА ТУРӐМӐР ТА»

Леонспа Жизель

Жизель Италире тухтӑра вӗреннӗ. Ҫавӑн чухнех вӑл шыва кӗнӗ. Унпа Библи вӗреннӗ мӑшӑр пионерсем пулса ӗҫленӗ тата ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ. Вӗсен тӗслӗхӗ Жизеле те Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Вара юлашки курсра вӗреннӗ чухне вӑл пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ.

Жизелӗн Камеруна таврӑнса Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес килнӗ. Анчах та ӑна пӗр япала пӑшӑрхантарнӑ. «Камеруна куҫса кайсан эпӗ Италире пурӑнма ирӗк паракан хутсӑр тӑрса юлнӑ пулӑттӑм. Вара каялла тӑвансем патне таврӑнайман пулӑттӑм»,— тесе калать Жизель. Ҫав-ҫавах вӑл 2016 ҫулта май уйӑхӗнче Камеруна куҫса кайнӑ. Каярахпа вӑл Леонса качча кайнӑ. Вара филиал вӗсене Айос хулине, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман хулана, ырӑ хыпар сарма кайма сӗннӗ.

Айосра вӗсем мӗнле пурӑннӑ? Жизель ҫапла аса илет: «Пирӗн час-часах эрни-эрнипех электричество ҫукчӗ. Эпир телефонсене зарядкӑна лартаймастӑмӑрччӗ. Ҫавӑнпа ытларах чухне вӗсем ӗҫлеместчӗҫ. Эпӗ кӑвайт ҫинче апат пӗҫерме вӗрентӗм. Каҫхине эпир, ҫын сахалрах чухне, ҫӑл патне шыв ӑсма каяттӑмӑр. Шывне пӗчӗк урапапа турттарса килеттӗмӗр. Ҫулне вара хунарпа ҫутататтӑмӑр». Йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӗсене мӗн пулӑшнӑ? «Пире Иеговӑн сывлӑшӗ пулӑшса тӑчӗ,— калать Жизель.— Эпир хамӑр та пӗр-пӗрне пулӑшса тӑтӑмӑр. Тӑвансемпе туссем те пире хавхалантарса тӑчӗҫ, хӑш-пӗрисем вара укҫапа та пулӑшрӗҫ».

Тӑван ҫӗршыва таврӑннӑшӑн Жизель ӳкӗнет-ши? «Паллах, ҫук! —тесе калать вӑл.— Пирӗн тӗрлӗ йывӑрлӑх та, ӗмӗт татӑлни те пулчӗ. Ҫав-ҫавах эпир парӑнмарӑмӑр. Эпир Леонспа ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр: хамӑрӑн мӗн тумалла пулнӑ, ҫавна турӑмӑр та. Эпир Иеговӑна шанатпӑр тата вӑл ҫывӑх пулнине туйса тӑратпӑр». Леонспа Жизель Патшалӑх хыпарҫисен шкулне вӗренсе пӗтернӗ, халӗ вӗсем вӑхӑтлӑха ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ.

Япӑх ҫанталӑка пӑхмасӑрах тинӗсе тухакан хӑюллӑ пулӑҫсем пекех, пирӗн тӑвансем те йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр тӑван ҫӗршыва таврӑнаҫҫӗ. Ҫакна вӗсем ытларах ҫын ырӑ хыпара илттӗр тесе тӑваҫҫӗ. Ҫак хыпарҫӑсем хӑйӗншӗн тӑрӑшса ӗҫленине Иегова нихӑҫан та манмӗ (Неем. 5:19; Евр. 6:10). Эсир ют ҫӗршывра пурӑнатӑр пулсан, сирӗн тӑван ҫӗршывра хыпарҫӑсем ҫитсех каймаҫҫӗ пулсан вара, эсир тӑван ҫӗршыва таврӑнма пултаратӑр-и? Тӑван ене таврӑнсан Иегова сире туллин пиллӗ! (Ытар. 10:22).