Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

47-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир малалла та улшӑнса пыма хатӗр-и?

Эсир малалла та улшӑнса пыма хатӗр-и?

«Эй тӑванӑмсем, ӗнтӗ савӑнса пурӑнӑр, ырӑланса [«улшӑнса», ҪТ] пырӑр» (2 КОР. 13:11).

54-МӖШ ЮРӐ «Акӑ ҫул»

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Матфей 7:13, 14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпир пурте мӗнле ҫулпа пыратпӑр?

ЭПИР пурте ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа пыратпӑр. Ҫак ҫулпа эпир кашни кун утатпӑр. Иисус ҫак ҫул пирки ансӑр тенӗ, ҫавӑнпа унпа пыма ҫӑмӑлах мар. (Матфей 7:13, 14 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир ҫак ҫултан ҫӑмӑллӑнах пӑрӑнса кайма пултаратпӑр (Гал. 6:1).

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр? (« Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ансӑр ҫул ҫинчен пӑрӑнса каяс мар тесен хамӑра кӗҫӗне хумалла» рамкӑна та пӑхӑр.)

2 Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫинчен пӑрӑнса каяс мар тесен пирӗн хамӑрӑн шухӑш-туйӑма улӑштарма тата хамӑра урӑхла тытма пуҫлама хатӗр пулмалла. Унсӑр пуҫне, пур япала ҫине те тӗрӗс пӑхма вӗренсе пымалла. Павел Коринфри христиансене улшӑнса пыма хавхалантарнӑ (2 Кор. 13:11, ҪТ). Пирӗн те ҫак канаша итлемелле. Ҫак статьяра эпир Турӑ Сӑмахӗ тата чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан туссем пире чӑнлӑх ҫулӗ ҫинче тӑрса юлма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Тата эпир организаци тӑвакан йышӑнусемпе килӗшме мӗншӗн хӑш-пӗр чухне йывӑр пулма пултарнине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, хамӑра кӗҫӗне хуни улшӑнса пыма тата улшӑнмалла чухне савӑнӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшнине пӗлӗпӗр.

БИБЛИРИ КАНАШСЕНЕ ИТЛӖР

3. Библи пире мӗнле пулӑшать?

3 Хӑш-пӗр чухне пире хамӑрӑн шухӑш-туйӑм тӗрӗс пулнипе пулманнине курма йывӑр. Пирӗн чӗре питӗ ултавлӑ, ҫавӑнпа хамӑрӑн шухӑш-туйӑм хыҫҫӑн кайни мӗн патне илсе ҫитерессине хӑш-пӗр чухне хамӑр та пӗлместпӗр (Иер. 17:9). Эпир хамӑра хамӑр ҫӑмӑллӑнах улталама пултаратпӑр (Иак. 1:22). Ҫавӑнпа пирӗн хамӑра тӗрӗслесех тӑмалла. Ҫакна тума вара пире Турӑ Сӑмахӗ пулӑшать. Библи хамӑрӑн «чӗрери шухӑш-ӗмӗте те тӑрӑ шыв ҫине кӑларать» (Евр. 4:12, 13). Вӑл рентген пекех эпир шалтан мӗнлерех пулнине курма пулӑшать. Библири канашсене е яваплӑ арҫын тӑвансем паракан канашсене итлес тесен вара пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла.

4. Саул мӑнкӑмӑлланса кайни ӑҫтан курӑнать?

4 Ҫын хӑйне кӗҫӗне хума пӑрахсан мӗн пулма пултарать? Ҫакна Саул патша тӗслӗхӗ лайӑх кӑтартса парать. Мӑнкӑмӑлланса кайнӑскер, вӑл хӑйӗн улшӑнмалла пулнине те йышӑнасшӑн пулман (Пс. 35:2, 3; Аввак. 2:4). Сӑмахран, Иегова Саула амаликитянсене ҫӗнтерсен мӗн тумаллине тӳррӗн каланӑ, лешӗ вара Иегова хушнӑ пек туман. Хӑйне Самуил пророк питлесессӗн те Саул хӑй мӗн туни тӗрӗс мар пулнӑ тесе шутламан, вӑл хӑйне тӳрре кӑларма тата айӑпне ыттисем ҫине йӑвантарма хӑтланнӑ (1 Патш. 15:13—24). Вӑл унччен те хӑйне ҫапларах тытнӑ (1 Патш. 13:10—14). Саул хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарасшӑн пулман, ҫавӑнпа Иегова ӑна сирсе янӑ.

5. Саул тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

5 Эпир Саул пек пуласшӑн мар. Ҫавӑнпа хамӑртан ҫапла ыйтса пӑхмалла: «Библи вуланӑ чухне улшӑнмаллине куртӑм пулсан, улшӑнас мар тесе эпӗ сӑлтав шырамастӑп-и? Библири пӗр-пӗр принципа пӑссассӑн та нимех те мар тесе шутламастӑп-и? Хам тӗрӗс мар тунишӗн ыттисене айӑпламастӑп-и?» Ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшланӑ чухне хамӑрӑн шухӑш-кӑмӑла улӑштармаллине куртӑмӑр пулсан, тӳрех кирлӗ улшӑнусем тумалла. Унсӑрӑн эпир мӑнкӑмӑлланса кайса Иеговӑн тусӗ пулма пӑрахатпӑр (Иак. 4:6).

6. Саулпа танлаштарсан, Давид шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнлерех пулнӑ?

6 Саулпа танлаштарсан, Давидӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пачах урӑхла пулнӑ. Вӑл Туррӑн саккунне юратнӑ (Пс. 1:1—3). Пӗррехинче вӑл Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ хурлӑх тӳсекенсене [«хӑйсене кӗҫӗне хуракансене», ҪТ] ҫӑлатӑн, мӑнаҫлисем ҫине пӑхса илетӗн те — вӗсене кӗҫӗнлететӗн» (2 Патш. 22:28). Турӑ Сӑмахне вуланӑ чухне хӑйӗн шухӑш-туйӑмне улӑштармаллине курсассӑн Давид тӳрех кирлӗ улшӑнусем тунӑ. «Хама ӑстӑн панӑ Ҫӳлхуҫана тав тӑвӑп; ӑшӑм-чиккӗм мана ҫӗр варринче те вӗрентет»,— тесе ҫырнӑ вӑл (Пс. 15:7).

ТУРӐ СӐМАХӖ

Эпир чӑнлӑх ҫулӗ ҫинчен пӑрӑнса кайма пуҫласан Библи пире асӑрхаттарать. Хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, эпир Библири канашсене итлесе хамӑр шухӑш-туйӑма улӑштарса пырӑпӑр (7-мӗш абзаца пӑхӑр)

7. Мӗншӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла?

7 Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, Библири канашсене итлесе хамӑрӑн шухӑш-туйӑма улӑштарӑпӑр. Вара тӗрӗс мар шухӑшсем хыҫҫӑн кайса япӑх ӗҫсем тумӑпӑр. Библи пире ҫапла каласа тӑрӗ теме пулать: «Акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр» (Ис. 30:21). Эпир ҫак ҫултан сылтӑмалла е сулахаялла пӑрӑнсассӑн вара Турӑ Сӑмахӗ пире асӑрхаттарӗ. Иеговӑна итлени усӑ парать (Ис. 48:17). Сӑмахран, ыттисен пире тӳрлетмелле пулмӗ, вара пирӗн намӑсланмалла пулмӗ. Тата эпир Иеговӑпа та ҫывӑхланӑпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн юратакан атте тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшнине туйса тӑрӑпӑр (Евр. 12:7).

8. Иаков 1:22—25 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Библие тӗкӗрпе танлаштарма пулать?

8 Библие тӗкӗрпе танлаштарма пулать. (Иаков 1:22—25 вуласа парӑр.) Сӑмахран, килтен тухас умӗн пурте тенӗ пекех ҫи-пуҫ йӗркеллех-и тесе тӗкӗр ҫине пӑхса илеҫҫӗ. Библи вуланӑ чухне те эпир хамӑрӑн хӑш енчен улшӑнмаллине куратпӑр. Нумайӑшне кулленхи сӑвӑ йӗркине ирхине, ӗҫсене тума пуҫличчен, вулама килӗшет, мӗншӗн тесен ҫапла майпа вӗсем мӗн вулани ҫинчен кун тӑршшӗпе шухӑшлама тата мӗн пӗлнипе усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫапла туса вӗсем Турӑ Сӑмахне хӑйсен шухӑш-туйӑмӗ ҫине витӗм кӳме параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пирӗн кашни кун Библи вуламалла тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакӑ пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫул ҫинче тӑрса юлма пулӑшать, ҫавӑнпа ҫакӑн ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар.

ЧӐНЛӐХРА ҪИРӖП ТӐРАКАН ТУССЕНЕ ИТЛӖР

ЧӐНЛӐХРА ҪИРӖП ТӐРАКАН ТУССЕМ

Тус пире эпир тӗрӗс мар ҫул ҫине тӑни ҫинчен ыррӑн асӑрхаттарма пултарать. Вӑл хӑюлӑх ҫитерсе пирӗнпе калаҫнӑшӑн эпир ӑна пархатарлӑ пулӑпӑр-и? (9-мӗш абзаца пӑхӑр)

9. Хӑҫан тус пире асӑрхаттарма пултарать?

9 Хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсем сисмесӗрех тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрӑнса кайма пуҫлаҫҫӗ (Пс. 72:2, 3). Сирӗнпе ҫакӑн пекки пулнӑ-и? Ҫакӑн пек чухне сирӗн тус хӑюлӑх ҫитерсе сире канаш пачӗ пулсан, эсир ӑна итлерӗр-и? Итлерӗр пулсан, тӗрӗс турӑр. Тата хӑвӑра вӑхӑтра асӑрхаттарнӑшӑн эсир ӑна пархатарлӑ пулӗ (Ытар. 1:5).

10. Тус пире канаш парсан пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?

10 Турӑ Сӑмахӗ пире ҫакна аса илтерет: «Тус шанчӑклӑ пулнӑран ыраттарать» (Ытар. 27:6, ҪТ). Ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? Айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, эсир туспа нумай машин ҫӳрекен ҫул урлӑ каҫасшӑн. Ҫав вӑхӑтра эсир телефон ҫине пӑхма пуҫлатӑр та тавралла пӑхмасӑр ҫул ҫине ура пусатӑр. Сасартӑк сирӗн тус сире алран хытӑ ярса тытать те хыҫалалла карт! туртать. Ҫапла вӑл сире машин айне лекесрен хӑтарать. Ҫавӑн хыҫҫӑн, тен, сирӗн алӑ кӑвакарса тухать. Вӑл темиҫе кун та ыратма пултарать. Анчах та эсир ҫавӑншӑн тус ҫине кӳренсе ҫӳрӗр-и? Паллах, ҫук. Пачах урӑхла, эсир ӑна пархатарлӑ пулӑр, вӑл сире ҫӑлса хӑварчӗ вӗт. Ҫавӑн евӗрлех сирӗн тус эсир мӗн калани е мӗн туни Турра юрӑхлӑ маррине асӑрхасан сирӗн пата пырса ҫавӑн ҫинчен калама пултарать. Чи малтанах унӑн сӑмахӗсем сире ыраттарма пултараҫҫӗ. Анчах та ун ҫине кӳренсе ҫӳрени тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ (Еккл. 7:9). Ун вырӑнне вӑл хӑюлӑх ҫитерсе сире канаш панӑшӑн ӑна тав тӑвӑр.

11. Тус панӑ канаша итлеме мӗн чӑрмантарма пултарать?

11 Тус панӑ канаша итлеме мӗн чӑрмантарма пултарать? Мӑнкӑмӑллӑх. Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсене Библири канашсене итлеме килӗшмест. Вӗсем хӑйсемпе йӑпӑлтатса калаҫнине юратаҫҫӗ (2 Тим. 4:3, 4). Мана канаш кирлӗ мар, эпӗ хам лайӑхрах пӗлетӗп теҫҫӗ вӗсем. Анчах та Павел апостол ҫакӑн пек ҫынсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Ниме тӑманскерех хӑйне хӑй асла хуракан хӑйне хӑй улталать» (Гал. 6:3). Соломон патша вара ҫапла каланӑ: «Чухӑн, анчах ӑслӑ яш ача — ӑс панине итлеме пӗлмен ватӑ та ӑссӑр патшаран лайӑхрах» (Еккл. 4:13).

12. Галати 2:11—14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Петрпа мӗн пулса тухнӑ тата вӑл хӑйне мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

12 Павел апостол Петра пурин умӗнче питлесессӗн Петр хӑйне мӗнле тытнине аса илер. (Галати 2:11—14 вуласа парӑр.) Вӑл Павел хӑйӗнпе хыттӑн калаҫнӑшӑн тата хӑйне пурин умӗнче те питленӗшӗн кӳренме пултарнӑ. Анчах та Петр хӑйне тӗрӗс тытнӑ. Вӑл канаша итленӗ тата Павел ҫине ҫилленсе ҫӳремен. Каярахпа Петр Павел пирки савнӑ тӑванӑм тесе те каланӑ (2 Петр 3:15).

13. Канаш париччен мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла? Тата канаш памалла пулсан, мӗн асра тытмалла?

13 Туса вӑл хӑйне тӗрӗс мар тытни ҫинчен калас тетӗр пулсан, мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла? Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Канаша чӑнах та памалла-и? Тен, эпӗ хама „ытлашши тӳрӗ“ ҫын вырӑнне хуратӑп?» (Еккл. 7:16). Ытлашши тӳрӗ ҫын ыттисене Туррӑн нормисем тӑрӑх мар, хӑйӗн нормисем тӑрӑх хак парать. Вӑл ыттисене хӗрхенме те пӗлмест. Туса чӑнах та канаш памалла тесе шутлатӑр пулсан вара, вӑл мӗн тӗрӗс мар тунине тӳррӗн калӑр. Тата ыйтусем парса ҫакӑ мӗншӗн япӑх пулнине курма пулӑшӑр. Эсир паракан канаш Турӑ Сӑмахӗ ҫинче никӗсленсе тӑтӑр. Тата ҫакна та асра тытӑр: тус сирӗн умра мар, Турӑ умӗнче явап тытать (Рим 14:10, ҪТ). Хӑвӑрӑн ӑс-тӑн ҫине мар, Библири ӑслӑлӑх ҫине шанӑр тата Иисус пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр (Ытар. 3:5; Матф. 12:20). Мӗншӗн пирӗн ыттисене хӗрхенмелле? Мӗншӗн тесен эпир хамӑра ыттисемпе мӗнле тытатпӑр, Иегова та хӑйне пирӗнпе ҫапла тытӗ (Иак. 2:13).

ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИЙӖ МӖН КАЛАНИНЕ ИТЛӖР

ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИЙӖ

Публикацисем, видеороликсем тата тӗлпулусем урлӑ эпир Библири канашсемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине вӗренетпӗр. Вӑхӑтран вӑхӑта Ертсе пыракан совет ырӑ хыпар сарас ӗҫе улшӑнусем кӗртет (14-мӗш абзаца пӑхӑр)

14. Иеговӑн организацийӗ пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшать?

14 Иеговӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа пыма пулӑшать. Публикацисем, видеороликсем тата тӗлпулусем урлӑ эпир Библири канашсемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине вӗренетпӗр. Эпир илсе тӑракан информаци шанчӑклӑ, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ Сӑмахне тӗпе хурса хатӗрленӗ. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки вара мӗн калама пулать? Ҫак ӗҫе мӗнле тумалли ҫинчен йышӑну тунӑ чухне Ертсе пыракан совет Иеговӑран святой сывлӑш ыйтать. Тӑвансем святой сывлӑш ҫине шанса йышӑну тӑваҫҫӗ пулсан та, вӑхӑтран вӑхӑта вӗсем ӑна улӑштараҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫак тӗнче улшӑнсах пырать (1 Кор. 7:31). Туррӑн организацийӗ вара лару-тӑрӑва шута илсе кирлӗ улшӑнусем тӑвать.

15. Хӑш-пӗр тӑвансен пурнӑҫӗнче мӗнле улшӑнусем пулса иртнӗ?

15 Иеговӑн организацийӗ пӗр-пӗр вӗрентӗве ҫӗнӗрен ӑнлантарса панӑ чухне е нравственность нормисене пӑсас мар тесе мӗнрен сыхланмаллине каланӑ чухне эпир ҫакӑнпа тӳрех килӗшетпӗр. Анчах та хӑш-пӗр йышӑнусемпе килӗшме пире йывӑр пулма пултарать. Тӗслӗхрен, хаксем ӳссе пынӑран Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене туса лартма тата вӗсене пӑхса-юсаса тӑма халӗ ытларах укҫа каять. Ҫавӑнпа пухусем Патшалӑх залӗсемпе туллин усӑ курма пултарччӑр тесе Ертсе пыракан совет хӑш-пӗр улшӑнусем тума шут тытнӑ. Сӑмахран, хӑш-пӗр пухусене пӗрлештернӗ, ҫавна пула хӑш-пӗр залсене сутса яма пултарнӑ. Укҫипе вара ӑҫта Патшалӑх залӗсем кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнта залсем туса лартнӑ. Ҫак улшӑнусем сире те пырса тиврӗҫ пулсан, тен, ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма сире ҫӑмӑлах мар. Хӑш-пӗрисен халӗ пухӑва ҫӳреме ытларах вӑхӑт каять. Теприсем вара Патшалӑх залне туса лартас тата ӑна пӑхса-юсаса тӑрас ӗҫре нумай вӑй хунӑ. Ҫавӑнпа ҫав зала мӗншӗн сутса янине вӗсем ӑнлансах каймаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем вӑй хуни усӑсӑр пулнӑ тесе шутлама пултараҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем организаци тунӑ йышӑнупа килӗшеҫҫӗ. Ҫакӑншӑн вӗсене чун-чӗререн мухтас килет!

16. 2 Коринф 6:1-мӗшӗнчи сӑмахсем савӑнӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

16 Эпир Иеговӑшӑн ӗҫленине, уншӑн тӑрӑшнине тата вӑл хӑйӗн организацине ертсе пынине асра тытатпӑр пулсан, пирӗн савӑнӑҫ пӗтмӗ. (2 Коринф 6:1 вуласа парӑр.) Пирӗн шухӑш-кӑмӑл Давидӑнни пек пулмалла. Храма туса лартма пулӑшас тесе парне парсан вӑл Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Ҫапла парне кӳмешкӗн кам ӗнтӗ эпӗ, камах манӑн халӑхӑм? Ҫакна пӗтӗмпех Эсӗ панӑ, эпир Санӑн аллунтан илнинех Сана патӑмӑр» (1 Ҫулс. 29:14). Парнесем кӳнӗ чухне эпир те Иеговӑна хӑйӗнчен илнинех паратпӑр. Ҫав-ҫавах Иегова эпир хамӑр вӑйпа, вӑхӑтпа тата укҫа-тенкӗпе усӑ курса унӑн ӗҫне туса тӑнине курсан питӗ савӑнать (2 Кор. 9:7).

АНСӐР ҪУЛ ҪИНЧЕН ПӐРӐНСА АН КАЙӐР

17. Хӑвӑрӑн улшӑнмаллине куртӑр пулсан, мӗншӗн кулянмалла мар?

17 Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫул ҫинчен пӑрӑнса каяс мар тесен пирӗн Христос йӗрӗпе пымалла (1 Петр 2:21). Хӑвӑрӑн пӗр-пӗр енчен улшӑнмаллине курсассӑн ан кулянӑр. Улшӑнмаллине куртӑр пулсан, ҫакӑ эсир Иеговӑна тимлӗ итленине кӑтартса парать. Ҫакна та ан манӑр: Иегова эсир ҫылӑхлӑ пулнине пӗлет, ҫавӑнпа та эсир пур енчен те Иисус пек пуласса кӗтмест.

18. Ҫӗнӗ тӗнчене илсе каякан ҫул ҫинчен пӑрӑнса каяс мар тесен мӗн тумалла?

18 Ҫӗнӗ тӗнчене илсе каякан ҫулпа пыма ан пӑрахӑр. Хӑвӑрӑн шухӑш-туйӑма улӑштармаллине, хӑвӑра тӗрӗс мар тытнине е пӗр-пӗр япала ҫине урӑхла пӑхмаллине куртӑр пулсан, кирлӗ улшӑнусем тӑвӑр (Ытар. 4:25; Лука 9:62). Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр, «савӑнса пурӑнӑр, ырӑланса [«улшӑнса», ҪТ] пырӑр», вара «юратупа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пӗрле пулӗ» (2 Кор. 13:11). Вӑл сире халех савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗ, пуласлӑхра вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ!

34-МӖШ ЮРӐ Эпӗ айӑпсӑр ҫӳрем

^ 5 абз. Хӑш-пӗр чухне пирӗн хамӑрӑн шухӑш-туйӑма улӑштарма, хамӑра урӑхла тытма е пӗр-пӗр япала ҫине урӑхла пӑхма пуҫлама йывӑр пулма пултарать. Ҫак статьяра эпир мӗншӗн пирӗн малалла та улшӑнса пымаллине тата улшӑнмалла чухне савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр.

^ 76 абз. ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк арҫын тӑван (сулахай енче) хӑйӗнчен аслӑрах арҫын тӑвана хӑй тӗрӗс мар йышӑну тусан ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернине каласа парать. Аслӑрах арҫын тӑван ӑна тимлӗ итлет. Вӑл ҫакна ӑнланасшӑн: ӑна канаш памалла-и е ҫук-и?