Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

42-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (2-мӗш пайӗ)

Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (2-мӗш пайӗ)

«Хӑвна ху та, ху мӗн вӗрентнине те асӑрхаса тӑр» (1 ТИМ. 4:16).

77-МӖШ ЮРӐ Тӗттӗм тӗнчере ҫутатакан ҫутӑ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ пирки ҫынсене ҫӑлас ӗҫ теме пулать?

ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ хатӗрлес ӗҫ — ҫынсене ҫӑлас ӗҫ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене вӗренекенсене хатӗрлесе вӗсене шыва кӗртме хушса хӑварнӑ (Матф. 28:19, 20). Мӗншӗн шыва кӗресси ҫав тери пӗлтерӗшлӗ-ши? Шыва кӗни ҫӑлӑнма май парать. Шыва кӗрекенӗн ҫакна ӗненмелле: Иисус пирӗншӗн вилнине тата чӗрӗлсе тӑнине пула ҫеҫ эпир ҫӑлӑнма пултаратпӑр. Акӑ мӗншӗн Петр апостол «Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пула, шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать» тесе каланӑ (1 Петр 3:21, ҪХ). Эппин, Библи вӗренекен шыва кӗрсен унӑн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май уҫӑлать.

2. 2 Тимофей 4:1, 2 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗнле вӗрентекенсем пулмалла?

2 Вӗренекенсене хатӗрлес тесен пирӗн ӑста вӗрентекенсем пулмалла. (2 Тимофей 4:1, 2 вуласа парӑр.) Мӗншӗн? Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗренекенсене хатӗрлес тесен вӗсене вӗрентмелле. Павел апостол та Тимофее ҫак ӗҫе тусах тӑма хавхалантарнӑ. Ҫапла тусассӑн «эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлӑн» тенӗ вӑл. Ҫавӑнпа вӑл ӑна «ху мӗн вӗрентнине... асӑрхаса тӑр» тесе каланӑ (1 Тим. 4:16). Эппин, пирӗн вӗренекенсене лайӑх вӗрентме пӗлмелле.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

3 Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫынпа Библи вӗренеҫҫӗ. Эпир Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшасшӑн. Малтанхи статьяра эпир ҫакна мӗнле тумаллине пӑхса тухрӑмӑр. Ҫак статьяра та Библи вӗренекенсене ҫитӗнӳсем тума мӗнле пулӑшмалли ҫинчен сӑмах пырӗ. Айтӑр пиллӗк канаша пӑхса тухар.

СИРӖН ВЫРӐННЕ БИБЛИ КАЛАҪТӐР

Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне Библипе лайӑхрах усӑ курма вӗренес тесен опытлӑ хыпарҫӑран канаш ыйтӑр (4—6 абзацсене пӑхӑр) *

4. Мӗншӗн Библи вӗреннӗ чухне вӗрентекенӗн нумай калаҫмалла мар? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

4 Эпир мӗне юрататпӑр, ҫавӑн ҫинчен нумай калаҫма пултаратпӑр. Библири чӑнлӑхсене вара эпир питӗ хытӑ юрататпӑр. Анчах та «Хурал башнине» сӳтсе яваканӑн та, пухура Библи вӗреннине ирттерекенӗн те, ҫынпа Библи вӗренекенӗн те нумай калаҫмалла мар. Пӗр-пӗр темӑна е Библири сӑвӑ йӗркине ӑнлантарса панӑ чухне ҫавӑн ҫинчен хӑвӑр мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа пама ан васкӑр (Иоанн 16:12) *. Хӑвӑр ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: шыва кӗнӗ чухне эсир мӗн чухлӗ пӗлнӗ? Халӗ вара? Анчах шыва кӗрсен эсир Библири тӗп вӗрентӳсене ҫеҫ пӗлнӗ пулӗ (Евр. 6:1). Ҫулсем иртсен вара эсир нумайрах та нумайрах пӗлсе пынӑ. Ҫавӑнпа та Библи вӗренекене хӑвӑр мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа пама ан тӑрӑшӑр.

5. а) 1 Фессалоника 2:13-мӗшӗ тӑрӑх, Библи вӗренекенӗн мӗн ӑнланмалла? ӑ) Библи вӗренекен хӑй мӗн пӗлни ҫинчен мӗн шутланине пӗлес тесен мӗн тума пулать?

5 Библи вӗренекене хӑй мӗн пӗлсе пыни Турӑ Сӑмахӗнчен пулнине ӑнланма пулӑшмалла. (1 Фессалоника 2:13 вуласа парӑр.) Ҫакна мӗнле тумалла? Вӗренекене хӑй мӗн пӗлни ҫинчен мӗн шутланине калама хавхалантармалла. Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене хӑвӑр ӑнлантарса парас вырӑнне ҫак сӑвӑ йӗркисене вӗренекене хӑйне ӑнлантарса пама ыйтӑр. Турӑ Сӑмахӗ хӑйне мӗнле пулӑшма пултарнине курма пулӑшӑр. Библи вӗренекен хӑй мӗн пӗлни ҫинчен мӗн шутланине пӗлме тӑрӑшӑр (Лука 10:25—28). Тӗслӗхрен, унран ҫапла ыйтса пӑхма пулать: ҫак сӑвӑ йӗркинчен эсӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗн? Библирен мӗн пӗлни сана мӗнле пулӑшма пултарать? Мӗн пӗлни ҫинчен эсӗ хӑв мӗн шутлатӑн? (Ытар. 20:5). Библи вӗренекен мӗн чухлӗ пӗлӳ илни мар, вӑл мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курни тата Библири чӑнлӑхсене мӗн таран юратни пӗлтерӗшлӗрех.

6. Библи вӗренме опытлӑ хыпарҫӑсене чӗнни мӗнле усӑ парать?

6 Эсир ҫынпа Библи вӗренме опытлӑ хыпарҫӑсене чӗнетӗр-и? Ҫапла тӑватӑр пулсан Библие хӑвӑр мӗнле вӗрентни ҫинчен вӑл мӗн шутланине ыйтса пӗлӗр. Унӑн шучӗпе эсир Библипе лайӑх усӑ куратӑр-и? Ӑсталӑха туптас тесен сирӗн хӑвӑра кӗҫӗне хумалла. (Апостолсен ӗҫӗсем 18:24—26 танлаштарӑр.) Тата эсир опытлӑ хыпарҫӑран ҫапла та ыйтма пултаратӑр: сан шутпа, Библи вӗренекен темӑна лайӑх ӑнланчӗ-и? Библи вӗренекен патне хӑвӑр пӗр е икӗ эрне хушши каяймастӑр пулсан, унпа вӗренме ҫав опытлӑ хыпарҫӑна ыйтӑр. Вара ҫын пӗр сиктермесӗр Библи вӗренме тата Библи вӗренни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине курма пултарӗ. Хӑвӑр Библи вӗренекенпе хӑвӑр ҫеҫ Библи вӗренме пултаратӑр тесе ан шутлӑр. Ҫын Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха вӗренсех пытӑр тесен пирӗн хамӑртан мӗн килнине веҫех тумалла.

ХАВХАЛАНУЛЛӐН ТАТА ӖНЕНТЕРӲЛЛӖН ВӖРЕНТӖР

Библи вӗренекене Библи ыттисен пурнӑҫне мӗнле улӑштарнине каласа парӑр. Вара вӑл Библири принципсемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине курма пултарӗ (7—9 абзацсене пӑхӑр) *

7. Вӗренекене Библири чӑнлӑха юратма мӗн пулӑшма пултарать?

7 Библири чӑнлӑх ҫинчен хавхалануллӑн тата ӗнентерӳллӗн калӑр (1 Фес. 1:5). Эсир чӑнлӑха ӗненнине тата юратнине курсан вӗренекен хӑй те ӑна юратма пуҫлӗ. Турӑ Сӑмахӗнчи канашсем хӑвӑра мӗнле пулӑшнине каласа парӑр, вара вӗренекен Турӑ Сӑмахӗ хӑйне те пулӑшма пултарнине ӑнланӗ.

8. Библи вӗреннӗ чухне тата мӗн тума пулать тата мӗншӗн?

8 Библи вӗренекене унпа пӗр пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тата ҫав йывӑрлӑхсене ҫӗнтернӗ тӑвансем ҫинчен каласа парӑр. Эсир ҫавӑн пек тӑвансене унпа пӗрле Библи вӗренме те чӗнме пултаратӑр. Унсӑр пуҫне, Библи вӗренекене jw.org сайтри «Библия меняет жизнь» * рубрикӑри уншӑн усӑллӑ пулма пултаракан пӗр-пӗр статьяна е видеоролика кӑтартма пулать. Вара вӑл ҫакна ӑнланма пултарӗ: Библири принципсем ҫынна улшӑнма пулӑшаҫҫӗ.

9. Библи вӗренекене килтисене тата тусӗсене хӑй мӗн пӗлнине каласа пама хавхалантарас тесе мӗн тума пулать?

9 Библи вӗренекен мӑшӑрланнӑ пулсан унӑн мӑшӑрӗ те Библи вӗренет-и? Вӗренмест пулсан ӑна та вӗренме сӗнсе пӑхӑр. Унсӑр пуҫне, Библи вӗренекене хӑй мӗн пӗлсе пынине килтисене тата тусӗсене каласа пама хавхалантарӑр (Иоанн 1:40—45). Ҫакна мӗнле тума пулать? Сӑмахран, вӗренекенрен ҫапла ыйтса пӑхма пулать: эсӗ ҫак чӑнлӑха килтисене мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑн? Ҫакна хӑвӑн тусна хӑш сӑвӑ йӗркипе ҫирӗплетсе панӑ пулӑттӑн? Ҫапла туса эсир вӗренекене ырӑ хыпар сарма вӗрентетӗр. Вара Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑнма пуҫласан вӑл пухури ытти тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма пултарӗ. Тата Библи вӗренекенрен вӑл Библи вӗренес текенсене пӗлет-и тесе ыйтма пулать. Пӗр-пӗр ҫын вӗренес тет пулсан, ҫав ҫынпа ҫыхӑнса ӑна Библи вӗренме сӗнме тата «Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртет» * ятлӑ видеоролика кӑтартма пулать.

БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНЕ ПУХУРА ТУССЕМ ТУПМА ПУЛӐШӐР

Вӗренекене пухура туссем тупма пулӑшӑр (10, 11 абзацсене пӑхӑр) *

10. 1 Фессалоника 2:7, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпир Павелран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

10 Пирӗн Библи вӗренекенсемпе чун-чӗререн интересленмелле. Вӗсемшӗн тӑрӑшмалла тата вӗсем ҫине пулас тӑвансем ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла. (1 Фессалоника 2:7, 8 вуласа парӑр.) Вӗсене ҫак тӗнчери туссемпе хутшӑнма пӑрахма тата Турра юрӑхлӑ пулас тесе пурнӑҫра улшӑнусем тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Ҫавӑнпа та вӗсене пухура чӑн-чӑн туссем тупма пулӑшмалла. Тата хӑвӑр та вӗренекенпе туслашма тӑрӑшӑр. Библи вӗреннӗ чухне кӑна мар, ытти чухне те ун валли вӑхӑт уйӑрӑр. Ун патне шӑнкӑравлӑр, сообщени ҫырӑр е ахаль кӗрсе тухӑр. Вара вӑл эсир уншӑн тӑрӑшнине курӗ.

11. Мӗншӗн Библи вӗренекенсене пухура туссем тупма пулӑшмалла?

11 Африка ҫыннисем ҫапла калаҫҫӗ: «Ачана пӗтӗм ял-йыш ӳстерет». Эпир вара, Иегова Свидетелӗсем, ҫапла калама пултаратпӑр: «Вӗренекене пуху ӳстерет». Акӑ мӗншӗн опытлӑ вӗрентекенсем Библи вӗренекене пухури тӑвансемпе паллаштараҫҫӗ, ҫав тӑвансем вара ун ҫине лайӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Вӗсем ӑна Иеговӑпа ҫывӑхланма тата хӑйӗн йывӑрлӑхӗсене ҫӗнтерме пулӑшма пултараҫҫӗ. Эпир Библи вӗренекене вӑл Иегова ҫемйинче пулнине, вӑл пухура кирлӗ пулнине курма пулӑшасшӑн. Тата вӑл пухури тӑвансемпе хутшӑнса савӑнтӑр тетпӗр. Вара Библи вӗренекене хӑйне Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшман туссемпе хутшӑнма пӑрахма ҫӑмӑлтарах пулать (Ытар. 13:21). Вӑл унчченхи туссем хӑйӗнпе хутшӑнма пӑрахасран хӑрамӗ, мӗншӗн тесен Турӑ халӑхӗ хушшинче хӑйне юратакан туссене тупма пултарасса пӗлсе тӑрӗ (Марк 10:29, 30; 1 Петр 4:4).

ХАМӐРА ИЕГОВӐНА ХАЛАЛЛАСА ШЫВА КӖРЕССИ ПИТӖ ПӖЛТЕРӖШЛӖ ПУЛНИНЕ КАЛӐР

Библи вӗренекен шыва кӗресшӗн пулсан, вӑл ҫак тӗллеве майӗпен пурнӑҫлама пултарӗ (12, 13 абзацсене пӑхӑр)

12. Мӗншӗн Библи вӗренекене хӑйне Иеговӑна халалласа шыва кӗресси ҫинчен калама вӑтанмалла мар?

12 Хӑйне Турра халалласа шыва кӗни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен вӗренекене пирӗн калама вӑтанмалла мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир ӑна шыва кӗнӗ Христос вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшасшӑн. Ҫавӑнпа эсир ҫынпа темиҫе уйӑх хушши Библи вӗренетӗр пулсан, уйрӑмах вӑл пухӑва ҫӳреме пуҫланӑ пулсан, ӑна ҫакна ӑнланма пулӑшмалла: эпир ӑна Иеговӑн Свидетелӗ пулса тӑма пулӑшасшӑн. Акӑ мӗншӗн эпир унпа Библи вӗренетпӗр.

13. Библи вӗренекен шыва кӗриччен мӗнле утӑмсем тӑвать?

13 Шыва кӗриччен Библи вӗренекен темиҫе утӑм тӑвать. Малтан вӑл Иегова ҫинчен пӗлӳ илет, вара ӑна ӗненме тата юратма пуҫлать (Иоанн 3:16; 17:3). Кайран вӑл Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарать тата пухури тӑвансемпе туслашса каять (Иак. 4:8; Евр. 10:24, 25). Унтан вӑл япӑх йӑласене пӗтерет тата унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнет (Ап. ӗҫ. 3:19). Турра хытӑрах та хытӑрах ӗненнипе вӑл Библири чӑнлӑхсене ыттисене каласа пама пуҫлать (2 Кор. 4:13). Юлашкинчен вара Библи вӗренекен хӑйӗн пурнӑҫне Турра халалласа шыва кӗрет (1 Петр 3:21; 4:2). Ҫак кун пуриншӗн те питӗ савӑнӑҫлӑ кун! Эппин, Библи вӗренекене кашни утӑм тумассерен мухтӑр тата ӑна малалла та ҫитӗнӳсем тума хавхалантарӑр.

БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕН ҪИТӖНӲСЕМ ТУНИПЕ ТУМАННИНЕ КУРМА ТӐРӐШӐР

14. Библи вӗренекен ҫитӗнӳсем тунипе туманнине курма мӗн пулӑшать?

14 Библи вӗренекене хӑйне Турра халалласа шыва кӗме пулӑшас тесен пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Турӑшӑн ӗҫлесшӗн пулнипе пулманнине те курма тӑрӑшмалла. Вӑл хӑйне мӗнле тытнинчен Иисуса итлени курӑнать-и? Е вӑл Библирен мӗн те пулин ҫӗннине пӗлесшӗн ҫеҫ-и?

15. Библи вӗренекен ҫитӗнӳсем тунипе туманнине тӗрӗслесе пӑхас тесе хамӑра хамӑр мӗнле ыйтусем пама пулать?

15 Библи вӗренекен ҫитӗнӳсем тунипе туманнине тӗрӗслесе пӑхас тесе вӑхӑтран вӑхӑта хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: Библи вӗренекен хӑй мӗн туйни ҫинчен, калӑпӑр, Иеговӑна юратни тата ӗненни ҫинчен, каласа парать-и? Вӑл Иеговӑна кӗлтӑвать-и? (Пс. 114:1, 2). Ӑна Библи вулама килӗшет-и? (Пс. 118:97). Вӑл тӗлпулусене тӑтӑшах ҫӳрет-и? (Пс. 21:23). Библи вӗренекен хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗнле те пулин улшӑнусем тӑвать-и? (Пс. 118:112). Вӑл хӑйӗн тус-тӑванне Библирен мӗн пӗлни ҫинчен каласа парать-и? (Пс. 9:2). Чи кирли вара, вӑл Иегова Свидетелӗ пулса тӑрасшӑн-и? (Пс. 39:9). Библи вӗренекен ҫитӗнӳсем туни курӑнсах каймасть пулсан, ӑна мӗн чӑрмантарни ҫинчен ыррӑн ыйтса пӗлӗр. Кайран вара унпа ыррӑн та тӳррӗн калаҫса ӑна пулӑшма тӑрӑшӑр *.

16. Хӑҫан ҫынпа Библи вӗренме пӑрахмалла?

16 Тата ҫакна та ӑнланма тӑрӑшӑр: ҫынпа Библи малалла вӗренмелле-и? Ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: вӗренекен Библи вӗренме хатӗрленет-и? Вӑл тӗлпулусене ҫӳреме тӑрӑшать-и? Япӑх йӑласемпе кӗрешет-и? Вӑл суя тӗнрен тухнӑ-и? Ҫак ыйтусем ҫине «ҫук» тесе хуравларӑр пулсан, эсир ҫынпа Библи вӗренни йӗпенесрен хӑракан ҫынна ишме вӗрентни пекех .Библи вӗренекен мӗн пӗлсе пынине хакламасть пулсан тата хӑйӗн пурнӑҫӗнче улшӑнусем тӑвасшӑн мар пулсан, унпа малалла та вӗренмеллех-ши вара?

17. 1 Тимофей 4:16-мӗшӗ тӑрӑх, Библи вӗрентекенсен мӗн тумалла?

17 Эпир вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмастпӑр. Библи вӗренекенсене эпир ҫитӗнӳсем туса шыва кӗме пулӑшасшӑн. Акӑ мӗншӗн пирӗн Библипе усӑ курма лайӑх пӗлмелле, хавхалануллӑн тата ӗнентерӳллӗн вӗрентмелле тата вӗренекене пухура туссем тупма пулӑшмалла. Унсӑр пуҫне, ӑна хӑйне Турра халалласа шыва кӗни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен каламалла. Тата вӑхӑтран вӑхӑта вӗренекен ҫитӗнӳсем тунипе туманнине тӗрӗслемелле. (13-мӗш страницӑри « Библи вӗренекене шыва кӗме пулӑшас тесе мӗн тумалла?» рамкӑна пӑхӑр.) Пире ҫынсене ҫӑлас ӗҫе хутшӑнма май пурри питӗ савӑнтарать. Вӗренекенсене ҫитӗнӳсем туса шыва кӗме пулӑшас тесе айтӑр пур вӑя та хурар!

79-МӖШ ЮРӐ Вӗсене ҫирӗп пулма вӗрентӗр

^ 5 абз. Ҫынсемпе Библи вӗренме май парса Иегова пире чыс тунӑ. Библи вӗреннӗ чухне эпир ҫынсене Иегова хӑйсенчен мӗн кӗтнине пӗлме тата кирлӗ улшӑнусем тума пулӑшатпӑр. Ҫак статьяра эпир пире ӑста вӗрентекенсем пулма тата мӗн пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр.

^ 4 абз. 2016-мӗш ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче тухнӑ «Пурнӑҫпа Сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрадӗнче «Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне мӗнле йӑнӑшсенчен пӑрӑнмалла» статьяна пӑхӑр.

^ 8 абз. О НАС > СЛУЧАИ ИЗ ЖИЗНИ пӑхӑр.

^ 9 абз. JW Library® приложенире МУЛЬТИМЕДИА > ПИРӖН ТӖЛПУЛУСЕМ ТАТА СӐВАПЛӐ ӖҪ > ЫРӐ ХЫПАР САРМАЛЛИ ХАТӖРСЕМ пӑхӑр.

^ 15 абз. 2020 ҫулхи март уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Иеговӑна юратни сире шыва кӗме хавхалантартӑр» тата «Эсир шыва кӗме хатӗр-и?» ятлӑ статьясене пӑхӑр.

^ 77 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. опытлӑ хыпарҫӑ Библи вӗренӗвне ирттернӗ хӗрарӑм тӑвана мӗншӗн унӑн Библи вӗреннӗ чухне ытлашши нумай калаҫмалла маррине ӑнлантарса парать.

^ 79 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Библи вӗреннӗ чухне хӗрарӑм лайӑх арӑм пулас тесен мӗн тумаллине пӗлет. Каярахпа вӑл ҫакӑн ҫинчен хӑйӗн упӑшкине каласа парать.

^ 81 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Библи вӗренекен хӗрарӑм Патшалӑх залӗнче пӗр хӗрарӑм тӑванпа паллашать. Каярах хӗрарӑм хӑйӗн упӑшкипе пӗрле ҫав хӗрарӑм тӑван патне хӑнана килет.