Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

44-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Сирӗн ачасем ӳссе ҫитӗнсен Турӑшӑн ӗҫлӗҫ-ши?

Сирӗн ачасем ӳссе ҫитӗнсен Турӑшӑн ӗҫлӗҫ-ши?

«Иисус ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланса пынӑ, ӳснӗҫемӗн ӳснӗ, Ӑна Турӑ та, ҫынсем те юратнӑ» (ЛУКА 2:52).

134-МӖШ ЮРӐ Ачасем — Турӑ панӑ еткер

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗнле йышӑну пирки чи лайӑх йышӑну теме пулать?

АШШӖ-АМӐШӖСЕМ тӑвакан йышӑнусем час-часах ачисен пурнӑҫӗ ҫине те витӗм кӳреҫҫӗ. Тӗрӗс мар йышӑнусем тусан ачисен йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Тӗрӗс йышӑнусем вара ачасене телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшаҫҫӗ. Паллах, ачасен хӑйсен те тӗрӗс йышӑнусем тумалла. Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытни вара кирек камшӑн та чи лайӑх йышӑну пулать (Пс. 72:28).

2. Иисус тата унӑн ашшӗпе амӑшӗ мӗнле йышӑнусем тунӑ?

2 Иосифпа Мария Иисуса та, ытти ачисене те Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ. Вӗсем тӑвакан йышӑнусем Иеговӑшӑн ӗҫлесси вӗсен пурнӑҫӗнче малти вырӑнта пулнине кӑтартса панӑ (Лука 2:40, 41, 52). Иисус хӑй те тӗрӗс йышӑнусем тунӑ. Ҫав йышӑнусем ӑна хӑйне Иегова шанса панӑ ӗҫе туса ҫитерме пулӑшнӑ (Матф. 4:1—10). Ӳссе ҫитӗнсен Иисус ырӑ, Турра шанчӑклӑ тата хӑюллӑ ҫын пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек ывӑлпа кирек мӗнле ашшӗ-амӑшӗ те мухтаннӑ пулӗччӗ.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

3 Ҫак статьяра эпир ҫакӑн пек ыйтусене сӳтсе явӑпӑр: Иегова Иисус тӗлӗшӗнчен мӗн шутласа хунӑ пулнӑ? Ашшӗ-амӑшӗсем Иосифпа Марийӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Тата яшсемпе хӗрсем Иисусран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

ИЕГОВӐРАН ВӖРЕНӖР

4. Иегова Иисус тӗлӗшӗнчен мӗн шутласа хунӑ пулнӑ?

4 Иегова Иисус валли питӗ лайӑх аттепе анне суйланӑ (Матф. 1:18—23; Лука 1:26—38). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Библире ҫырса панӑ Мария сӑмахӗсенчен вӑл Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне юратнине курма пулать (Лука 1:46—55). Иосиф хӑйне мӗнле тытнинчен те вӑл Турра юратни тата ӑна итлени курӑнать (Матф. 1:24).

5, 6. Иегова Иисуса мӗнле йывӑрлӑхсенчен хӳтӗлемен?

5 Иегова Иисуса пуян ҫемьере мар, чухӑн ҫемьере ҫуралмалла тунӑ. Ҫакӑ Иисус ҫуралсан Иосифпа Мария храмра мӗнле парне кӳнинчен курӑнать (Лука 2:24). Иосифӑн, платник пулнӑ май, Назаретра килпе юнашар пысӑках мар мастерской пулнӑ пулӗ. Ҫак ҫемьере сахалтан та ҫичӗ ача пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ пулас (Матф. 13:55, 56).

6 Иегова Иисуса хӑш-пӗр хӑрушлӑхсенчен хӑтарнӑ пулсан та, вӑл ӑна пур йывӑрлӑхран та хӳтӗлемен (Матф. 2:13—15). Сӑмахран, Иисусӑн пӗртӑванӗсем чи малтанах ӑна ӗненмен, вӑл Мессия пулнине те йышӑнасшӑн пулман. Ҫакӑ Иисусӑн чӗрине мӗн тери ыраттарнӑ пулӗ (Марк 3:21; Иоанн 7:5). Унсӑр пуҫне, Иисусӑн ашшӗ, Иосиф, вилнӗ пулнӑ пулас. Иисус вара, аслӑ ывӑлӗ пулнӑ май, платник ӗҫне малалла тӑснӑ (Марк 6:3). Ҫемьене тӑрантарас тесе унӑн нумай ӗҫлеме тивнӗ пулӗ. Ҫавӑнпа та Иисус ывӑнса ҫитни мӗн иккенне питӗ лайӑх пӗлнӗ.

Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасене пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме пулӑшӑр — вӗсене Библие шанма тата канашсене унта шырама вӗрентӗр (7-мӗш абзаца пӑхӑр) *

7. а) Ашшӗ-амӑшӗсем мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултараҫҫӗ? ӑ) Ытарӑшсем 2:1—6 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗсен ачисене мӗне вӗрентмелле?

7 Эсир мӑшӑрланнӑ пулсан тата ача ҫуратас тетӗр пулсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: пирӗн пирки хамӑра кӗҫӗне хуракан ҫынсем теме пулать-и? Эпир Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне юрататпӑр-и? Иегова пире ҫӗнӗ пурнӑҫа, ачана, шанса панӑ пулӗччӗ-и? (Пс. 126:3, 4). Эсир ачаллӑ пулсан вара, хӑвӑртан ҫапла ыйтма пултаратӑр: эпӗ ачасене ӗҫе юратма вӗрентетӗп-и? (Еккл. 3:12, 13). Ҫак усал тӗнчери хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлетӗп-и? (Ытар. 22:3). Паллах, эсир хӑвӑр ачасене пурнӑҫри пур йывӑрлӑхран та хӳтӗлеймӗр. Анчах та эсир вӗсене Библие шанма, канашсене унта шырама вӗрентетӗр пулсан, пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме пулӑшма пултаратӑр. (Ытарӑшсем 2:1—6 вуласа парӑр.) Сӑмахран, сирӗн тӑван-хурӑнташ чӑнлӑха хӑварчӗ пулсан, Библипе усӑ курса ачана мӗншӗн малалла та Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнмаллине ӑнлантарса парӑр (Пс. 31:23, ҪТ). Е ҫывӑх ҫын вилсен ачана Библири хӑш сӑвӑ йӗркисем чун ыратӑвне пусарма пулӑшма пултарнине кӑтартӑр (2 Кор. 1:3, 4; 2 Тим. 3:16).

ИОСИФПА МАРИЙӐРАН ВӖРЕНӖР

8. Саккуна астутарни 6:6, 7 сӑвӑ йӗркисемпе килӗшӳллӗн, Иосифпа Мария мӗн тунӑ?

8 Иосифпа Мария хӑйсен ывӑлне, Иисуса, Иегова вӗрентнӗ пек пӑхса ӳстернӗ. (Саккуна астутарни 6:6, 7 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа Иисус ӳссе ҫитӗнсен Иегова ӑна ырланӑ. Иосифпа Мария Иеговӑна питӗ хытӑ юратнӑ, хӑйсен ачисем те ӑна хытӑ юратчӑр тенӗ.

9. Ҫемьере кашнийӗ Иеговӑпа ҫывӑхланса пытӑр тесе Иосифпа Мария мӗн тунӑ?

9 Иосифпа Мария ачисемпе пӗрле Турра пуҫҫапма тӑтӑшах вӑхӑт уйӑрнӑ. Вӗсем кашни эрнере синагогӑна ҫӳренӗ тата кашни ҫул Иерусалима Пасхӑна уявлама кайнӑ (Лука 2:41; 4:16). Иерусалима кайнӑ чухне вара вӗсем, тен, Сӑваплӑ Ҫырура асӑннӑ вырӑнсем патӗнчен иртсе кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем ачисене Иеговӑн халӑхӗн историйӗ ҫинчен каласа пама пултарнӑ. Иосифпа Марийӑна ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма вӑхӑт уйӑрма ҫӑмӑлах пулман пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫемйи ӳссех пынӑ. Анчах та вӗсем вӑй хуни усӑсӑр пулман. Иосифпа Мария Иеговӑна пуҫҫапнине хӑйсен пурнӑҫӗнче малти вырӑна хунине пула ҫемьере пурте Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑ.

10. Ашшӗ-амӑшӗсем Иосифпа Марийӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

10 Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир Иосифпа Марийӑран мӗне вӗренме пултаратӑр? Сӑмахпа та, ӗҫпе те Иеговӑна питӗ хытӑ юратнине кӑтартӑр. Вара ачасем те Иеговӑна хытӑ юратма пуҫлӗҫ. Ҫакӑ вара, эсир ачасемшӗн мӗн тума пултарнинчен чи пахи. Сирӗн ҫине пӑхса ачасем ҫакна ӑнланса илме пултарӗҫ: Турра пуҫҫапни — тӑтӑшах Библи тӗпчени, кӗлтуни, тӗлпулусене ҫӳрени тата ырӑ хыпар сарни — пурнӑҫра чи кирли (1 Тим. 6:6). Паллах, ачасене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе те тивӗҫтермелле (1 Тим. 5:8). Анчах та ҫакна асра тытӑр: вӗсене пурлӑх мар, Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулни ҫӑлӑнма пулӑшать тата райра ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнма шанчӑк парать (Иез. 7:19; 1 Тим. 4:8).

Хӑйсен ачисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ашшӗ-амӑшӗсем ҫине пӑхма питӗ кӑмӑллӑ (11-мӗш абзаца пӑхӑр) *

11. а) 1 Тимофей 6:17—19 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем ашшӗ-амӑшӗсене мӗн тума хавхалантараҫҫӗ? ӑ) Сирӗн ҫемье мӗнле тӗллевсем лартма пултарать тата ҫакӑ сире мӗнле пиллӗхсем пама пултарать? (« Эсир мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑр?» рамкӑна пӑхӑр.)

11 Хӑйсен ачисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ашшӗ-амӑшӗсем ҫине пӑхса эпир питӗ савӑнатпӑр! Ҫакӑн пек ҫемьесем Иеговӑна пӗрле пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем ҫемйипех тӗлпулусене, конгрессене ҫӳреҫҫӗ, пӗрле ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата ӑҫта хыпарҫӑсем сахал е пачах ҫук, ҫавӑнта ырӑ хыпар сарма кайса килеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Вефиле кайса килме, Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене туса лартас ӗҫе хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Паллах, ҫавна пула ҫавӑн пек ҫемьесем тӑкаксем тӳсме те, йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма та пултараҫҫӗ. Анчах Иегова вӗсене туллин пиллет. (1 Тимофей 6:17—19 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пек ҫемьесенче ӳснӗ ачасем ытларах чухне ҫак ӗҫсене малалла та туса тӑраҫҫӗ тата хӑйсене ҫапла пӑхса ӳстернӗшӗн питӗ савӑнаҫҫӗ (Ытар. 10:22) *.

ИИСУСРАН ВӖРЕНӖР

12. Ӳссе ҫитӗнсессӗн Иисусӑн мӗн тумалла пулнӑ?

12 Иегова тата Иосифпа Мария мӗнле йышӑнусем туни Иисуса нумай усӑ панӑ. Ҫапах та ӳссе ҫитӗнсессӗн Иисусӑн хӑйӗн йышӑну тумалла пулнӑ (Гал. 6:5). Унӑн, пирӗн пекех, суйласа илмелли ирӗк пулнӑ. Вӑл хӑйӗн мӗн тӑвас килнине тума пултарнӑ, анчах та вӑл Туррӑн ирӗкне хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш вырӑна хунӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем уншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ (Иоанн 8:29). Ҫамрӑксем Иисусран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

Яшсемпе хӗрсем, аттепе аннене итлесе пурӑнӑр (13-мӗш абзаца пӑхӑр) *

13. Яш ача чухне Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ?

13 Иисус хӑйӗн ашшӗпе амӑшне, Иосифпа Марийӑна, яланах пӑхӑннӑ. Вӑл «эпӗ атте-аннерен лайӑхрах пӗлетӗп, мана вӗсем вӗрентни кирлӗ мар» тесе шутламан. Пачах урӑхла, Иисус «вӗсене итлесе пурӑннӑ» (Лука 2:51). Аслӑ ывӑл пулнӑ май унӑн килте нумай ӗҫ тума тивнӗ пулӗ. Вӑл вара ҫав ӗҫсем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхман. Иисус ашшӗнчен платник ӗҫне тӑрӑшсах вӗреннӗ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫапла майпа хӑйӗн ҫемйишӗн тӑрӑшма пултарнӑ.

14. Иисус Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑх тӗпчени ӑҫтан курӑнать?

14 Иосифпа Мария Иисуса вӑл тӗлӗнмелле майпа ҫурални ҫинчен тата вӑл ҫуралсан Турӑ янӑ хыпарҫӑсем ун ҫинчен мӗн каланине каласа панӑ пулӗ (Лука 2:8—19, 25—38). Ҫапах та Иисус ҫакӑнпа ҫеҫ ҫырлахман, вӑл хӑй те Сӑваплӑ Ҫырӑва тӑрӑшсах тӗпченӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен Иисус, 12-ре пулнӑ чухне, храмра вӗрентекенсемпе калаҫса ларнӑ чухне лешӗсем «Унӑн ӑсӗнчен, Вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ» (Лука 2:46, 47). Иисус Ҫырӑва тӗпчесе Иегова хӑйӗн Ашшӗ пулнине ача чухнех ӑнланса илнӗ (Лука 2:42, 43, 49).

15. Иеговӑн ирӗкне тӑвасси хӑйӗншӗн чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?

15 Иисус Иегова хӑйне мӗнле ӗҫ шанса парассине пӗлсен ҫак ӗҫе тума тӳрех килӗшнӗ (Иоанн 6:38). Нумайӑшӗ хӑйне курайми пулассине вӑл пӗлнӗ. Паллах, ҫакӑ ӑна килӗшмесен те пултарнӑ, анчах та вӑл Иеговӑна итлесшӗн пулнӑ. Пирӗн эрӑри 29 ҫулта шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иеговӑн ирӗкне тӑвасси уншӑн чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулса тӑнӑ (Евр. 10:5—7). Асап юпи ҫинче тертленнӗ чухне те вӑл Иеговӑн ирӗкне туса ҫитересси ҫинчен шухӑшланӑ (Иоанн 19:30).

16. Ачасем Иисусран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

16 Атте-аннене итлӗр. Иосифпа Марийӑн ҫитменлӗхсем пулнӑ пекех, сирӗн аҫупа аннӳн те ҫитменлӗхсем пур. Ҫапах та Иегова вӗсене сире вӗрентме тата хӳтӗлеме хушнӑ. Атте-аннене итлетӗр пулсан тата вӗсен влаҫне хисеплетӗр пулсан, эсир телейлӗ пулатӑр (Эф. 6:1—4).

17. Иисус Навин 24:15-мӗшӗ тӑрӑх, яшсемпе хӗрсен мӗн тумалла?

17 Камшӑн ӗҫлессине суйласа хурӑр. Сирӗн Иегова кам пулнине, вӑл мӗн тума шут тытнине пӗлмелле тата унӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесе хӑвӑр мӗн тума пултарнине ӑнланмалла (Рим 12:2). Вара эсир хӑвӑр пурнӑҫра чи пӗлтерӗшлӗ йышӑну тума пултарӑр — Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытӑр (Иисус Навин 24:15 вуласа парӑр; Еккл. 12:1). Библие тӑтӑшах вулӑр тата ӑна тӗпчӗр, вара эсир Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратӑр, сирӗн ӗненӳ те ҫирӗпленсе пырӗ.

18. Ҫамрӑксен мӗнле йышӑну тумалла тата мӗншӗн?

18 Иеговӑшӑн ӗҫлесси сирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пултӑр. Ҫак тӗнчери ҫынсем эсӗ хӑвӑн пултарулӑхпа пуяс тесе е карьера тӑвас тесе усӑ курсан телейлӗ пулӑн теҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан вара, пурлӑхшӑн ҫунакансем «нумай хуйхӑ» кураҫҫӗ (1 Тим. 6:9, 10). Вӗсемпе танлаштарсан Иеговӑна итлекенсем тата уншӑн ӗҫлекенсем тӗрӗс йышӑнусем тӑваҫҫӗ тата вӗсем чӑннипех телейлӗ (Иис. Н. 1:8).

ЭСИР МӖН СУЙЛАСА ИЛЕТӖР?

19. Ашшӗ-амӑшӗсен мӗн асра тытмалла?

19 Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачасене Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пулӑшас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр. Иегова ҫине шанӑр, вара вӑл сире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ (Ытар. 3:5, 6). Ҫакна асра тытӑр: сирӗн ачасем ҫине эсир мӗн калани мар, хӑвӑра мӗнле тытни ытларах витӗм кӳрет. Эсир тӑвакан йышӑнусем хӑвӑр ачасене Иеговӑн кӑмӑлне каякан ҫынсем пулса тӑма пулӑшчӑр.

20. Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытсан ҫамрӑксем мӗнле пиллӗхсем илӗҫ?

20 Яшсемпе хӗрсем, паллах, аттепе анне сире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшма пултараҫҫӗ. Анчах та Иегова сире ырлатӑр тесен сирӗн хӑвӑрӑн тӗрӗс йышӑнусем тумалла. Иисусран тӗслӗх илӗр — Ҫӳлти Аттешӗн ӗҫлеме шут тытӑр. Вара эсир тулли та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнӑр, пуласлӑхра вара ӗмӗр-ӗмӗрех савӑнса пурӑнӑр (1 Тим. 4:16).

133-МӖШ ЮРӐ Ҫамрӑклах Иеговӑшӑн ӗҫле

^ 5 абз. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем ӳссе ҫитӗнсен телейлӗ пулччӑр тата Иеговӑшӑн ӗҫлеччӗр теҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир икӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр. Ачисем ӳссе ҫитӗнсен Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлаччӑр тесен ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ? Ачасен вара чӑннипех те ӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумалла?

^ 11 абз. 2011 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Лучших родителей представить невозможно» рамкӑна (20-мӗш страница) тата 1999 ҫулта мартӑн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Особенное письмо родителям» статьяна (25-мӗш страница) пӑхӑр.

^ 65 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Мария Иисуса мӗн ачаранах Иеговӑна юратма вӗрентнӗ. Хальхи вӑхӑтра та амӑшӗсен унран тӗслӗх илсе хӑйсен ачисене Иеговӑна юратма вӗрентмелле.

^ 67 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Иосиф хӑйӗн ҫемйипе пӗрле синагогӑна ҫӳреме юратнӑ. Хальхи вӑхӑтра та ашшӗсен ҫемьепе пӗрле пухӑва ҫӳремелле.

^ 69 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Иисус хӑйӗн ашшӗнчен ӗҫе вӗреннӗ. Хальхи вӑхӑтра та яшсен хӑйсен ашшӗсенчен вӗренмелле.