Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Джозеф Рутерфорд арҫын тӑвансемпе пӗрле Европӑра пулнӑ чухне

Ҫӗр ҫул каялла. 1920 ҫул

Ҫӗр ҫул каялла. 1920 ҫул

1920 ҫултан пуҫласа Иегова Свидетелӗсем каллех ырӑ хыпара хастаррӑн сарма пикеннӗ. Ҫав ҫул валли Псалом 117:14-мӗшӗнчи сӑмахсене суйласа илнӗ: «Ҫӳлхуҫа — манӑн вӑй-халӑм, манӑн юррӑм».

Иегова ҫав хастар хыпарҫӑсене чӑнах та вӑй-хал парса тӑнӑ. Ҫав ҫул пуҫламӑшӗнче 225 кӗнеке салатакан, е пионер, пулнӑ. Ҫул вӗҫнелле вара вӗсен шучӗ 350-а ҫитнӗ. Тата 8 000 ытла хыпарҫӑ тӗп управление отчет ярса панӑ. Ҫавӑн чухлӗ нумай ҫын ырӑ хыпар сарни унччен нихӑҫан та пулман. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене вӑй хунӑшӑн пилленӗ, ҫынсем вӗсене хаваспах итленӗ.

ХАСТАР ХЫПАРҪӐСЕМ

1920 ҫулхи мартӑн 21-мӗшӗнче Библи Тӗпчекенсен ӗҫне ертсе пыракан Джозеф Рутерфорд тӑванӑн «Халӗ пурӑнакан миллион-миллион ҫын нихӑҫан та вилмӗ» ятлӑ доклада тухса каламалла пулнӑ. Ҫак доклада итлеме Библи Тӗпчекенсем пур ҫынна та чӗнме тӑрӑшнӑ. Вӗсем Нью-Йоркри пӗр пысӑк театра арендӑна илнӗ тата 320 000-е яхӑн чӗнӳ хутне салатнӑ.

«Халӗ пурӑнакан миллион-миллион ҫын нихӑҫан та вилмӗ» ятлӑ доклад ҫинчен хаҫатра пӗлтерни

Доклада итлеме ҫав тери нумай ҫын килессе Библи Тӗпчекенсем кӗтмен те. 5 000 ҫын вырнаҫакан театра халӑх туллиех тулнӑ тата 7 000 ҫын валли вырӑн ҫитмен. Ҫакӑн ҫинчен «Хурал башнинче» ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Пӗтӗм тӗнчери Библи Тӗпчекенсем ирттерекен мероприятисенчен ҫак доклад чи ӑнӑҫли пулнӑ».

Библи Тӗпчекенсем «халӗ пурӑнакан миллион-миллион ҫын нихӑҫан та вилмӗ» тесе пӗлтерсе ҫӳренӗ. Ҫавна пула ҫынсем вӗсене паллама пуҫланӑ. Ҫавӑн чухне Библи Тӗпчекенсем Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара анлӑрах сармаллине ӑнлансах кайман. Ҫапах та вӗсем питӗ хастар пулнӑ. 1902 ҫулта тӗлпулусене ҫӳреме пуҫланӑ Айда Олмстед ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла каланӑ: «Ҫынсене нумай пиллӗх кӗтнине эпир пӗлнӗ, ҫавӑнпа та ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫакӑн ҫинчен кашни ҫыннах каласшӑн пулнӑ».

ПУБЛИКАЦИСЕНЕ ПИЧЕТЛЕНИ

Тӑвансене сӑнарлӑ апатпа тивӗҫтерес тесе Вефильти арҫын тӑвансем хӑш-пӗр публикацисене хӑйсемех пичетлесе кӑларма шут тытнӑ. Вара вӗсем Бруклинри Вефильтен аякрах мар Миртл-авеню, 35 адреспа вырнаҫнӑ ҫурта арендӑна илсе унта пичетлемелли станок лартнӑ.

Лио Пелл тата Уолтер Кесслер Вефильте 1920 ҫулта январь уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Уолтер тӑван ҫапла каланӑ: «Эпир Вефиле килсенех типографи надзирателӗ пирӗн ҫине пӑхса: „Кӑнтӑрлахи апат сехет ҫурӑран ҫеҫ пулать“,— тесе каларӗ. Вара пире кӗнекесем тултарнӑ коробкӑсем путвалтан йӑтма ячӗ».

Тепӗр кунне мӗн пулни ҫинчен вара Лео ҫапла каланӑ: «Пирӗн пӗрремӗш этажри стенасене ҫумаллаччӗ. Ҫакӑн пек таса мар ӗҫе эпӗ унччен туманччӗ. Анчах та эпир Иеговӑшӑн ӗҫленӗ, ҫавӑнпа та эпир ҫак ӗҫ — чыслӑ ӗҫ тесе шутланӑ».

Пичетлемелли станок. Ун ҫинче «Хурал башнине» пичетленӗ

Темиҫе эрне иртсенех хастар арҫын тӑвансем «Хурал башнине» пичетлесе кӑларма пуҫланӑ. 1920 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» 60 000 экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Ҫакна тӑвансем иккӗмӗш этажра тӑракан пичетлемелли станок ҫинче тунӑ. Ҫав вӑхӑтрах тӑвансем путвалта тата тепӗр пичетлемелли станок лартнӑ. Вӑл питӗ пысӑк пулнӑран ӑна «Линкор» теме пуҫланӑ. Ҫак станок ҫинче «Ылтӑн ӗмӗр» журналсене пичетлесе кӑларма пуҫланӑ. Унта пичетленӗ кӑларӑмсенчен пӗрремӗшӗ 1920 ҫулхи апрелӗн 14-мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑм пулнӑ. Иегова ҫак хастар та ӗҫчен тӑвансене пиллени уҫҫӑн курӑннӑ.

«Эпир Иеговӑшӑн ӗҫленӗ, ҫавӑнпа та эпир ҫак ӗҫ — чыслӑ ӗҫ тесе шутланӑ»

«ПӖРЛӖХРЕ ПУРӐНАР»

Каллех пӗрле пулма тата ырӑ хыпар сарма пултарнӑшӑн Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем питӗ савӑннӑ. Анчах та унччен, 1917—1919 ҫулсенче, Иеговӑн халӑхӗшӗн йывӑр самана пулнӑ. Ҫавӑн чухне нумай Библи Тӗпчекен Иеговӑн организацийӗнчен тухса кайнӑ пулнӑ. Вӗсене пулӑшас тесе мӗн тунӑ?

1920 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Пӗрлӗхре пурӑнар» ятлӑ статья пулнӑ. Унта ҫавӑн пек ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ пулнӑ: «Камӑн Ҫӳлхуҫа сывлӑшӗ пур... ҫавсем унччен тунӑ йӑнӑшсене манса кайса... каллех Туррӑн халӑхӗпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫласса шанатпӑр».

Ҫак сӑмахсем нумайӑшӗн чӗрине пырса тивнӗ. Пӗр мӑшӑр ҫапла ҫырнӑ: «Ыттисем ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ҫулталӑк ытла ним тумасӑр ларнӑ. Ҫакӑ тӗрӗс мар пулнине эпир халӗ ӑнланса илтӗмӗр. Пирӗн тӗрӗс ҫул ҫинчен урӑх пӑрӑнса каяс килмест». Иеговӑшӑн каллех ӗҫлеме пуҫланӑ тӑвансене нумай ӗҫ кӗтнӗ.

«ZG» САЛАТНИ

1920 ҫулхи июнӗн 21-мӗшӗнче Библи Тӗпчекенсем пысӑк кампани ирттерме пуҫланӑ. Вӗсем «ZG» — «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» * кӗнеке салатма тытӑннӑ. Ҫак кӗнекен экземплярӗсем складра питӗ нумай пулнӑ, мӗншӗн тесен 1918 ҫулта влаҫсем ӑна салатма чарнӑ.

Ҫак кампание пионерсене кӑна мар, пур хыпарҫӑна та хутшӑнма хавхалантарнӑ. 1920 ҫулхи июньте тухнӑ «Бюллетенре» * ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫак кампание хутшӑнма пултаракан хӑйне Иеговӑна халалланӑ [шыва кӗнӗ] кашни хыпарҫӑн ҫакна хаваспах тумалла. Кашни хыпарҫӑн ҫапла девиз пултӑр: „Манӑн тӗллев — „ZG“ салатасси“». Эдмунд Хупер каланӑ тӑрӑх, ҫак кампание хутшӑнакан хӑш-пӗр хыпарҫӑсем пӗрремӗш хут килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ. Тата вӑл ҫапла каланӑ: «Эпир пирӗн тумалли ӗҫ хамӑр кӗтнинчен чылай пысӑкрах иккенне ӑнланма пуҫларӑмӑр».

ЕВРОПӐРИ ӖҪ-ХӖЛЕ ҪӖНӖРЕН ЙӖРКЕЛЕСЕ ЯНИ

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ытти ҫӗршывсенчи Библи Тӗпчекенсемпе ҫыхӑну тытма йывӑр пулнӑ. Ҫавӑнпа Рутерфорд тӑван ҫав тӑвансене хавхалантарма тата ҫав ҫӗршывсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе ҫӗнӗрен йӗркелесе яма шут тытнӑ. Ҫак тӗллевпе 1920 ҫулхи августӑн 12-мӗшӗнче вӑл тӑватӑ арҫын тӑванпа пӗрле вӑрӑм ҫула тухнӑ. Вӗсем Великобритание тата ытти нумай ҫӗршыва кайса килес тенӗ.

Рутерфорд тӑван Египетра

Рутерфорд Великобританире пулнӑ чухне Библи Тӗпчекенсем виҫӗ конгресс тата 12 тӗлпулу ирттернӗ. Ҫав тӗлпулусенче Рутерфорд тӑван сӑмах тухса каланӑ. Ҫак мероприятисенче пурӗ 50 000-е яхӑн ҫын пулнӑ. «Хурал башнинче» ҫав ҫулҫӳрев пирки ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Пӗр-пӗринпе хутшӑнни тӑвансене питӗ хавхалантарнӑ. Пӗр-пӗрне юратни, Турӑшӑн пӗрле ӗҫлени вӗсене тата ытларах пӗрлештернӗ. Вӗсен чӗрисем савӑнӑҫпа тулнӑ». Парижра та Рутерфорд тӑван «Халӗ пурӑнакан миллион-миллион ҫын нихӑҫан та вилмӗ» ятлӑ доклада тухса каланӑ. Залра пӗр пушӑ вырӑн та пулман. Доклад хыҫҫӑн вара 300 ҫын тата ытларах пӗлесшӗн пулнӑ.

Рутерфорд Лондонри Ройял-Алберт-Холлра сӑмах тухса каланине итлеме чӗнекен плакат

Темиҫе эрне хушшинче Рутерфорд тата унпа пулнӑ ытти арҫын тӑвансем Афинӑна, Каира тата Иерусалима кайса курнӑ. Ҫавӑнти ҫынсен интересне аталантарас тесе Рутерфорд Иерусалимран инҫех мар вырнаҫнӑ Рамаллах хулинче литература валли склад тунӑ. Кайран вара Европӑна таврӑнса вӑл Вӑтаҫӗр Европӑри филиал йӗркеленӗ. Ҫав филиалта вӑл литература пичетлеме шутланӑ.

ТӖРӖСМАРЛӐХА ТӐРӐ ШЫВ ҪИНЕ КӐЛАРАТПӐР

1920 ҫулта кӗркунне «Ылтӑн ӗмӗр» журналӑн 27-мӗш номерӗ тухнӑ. Ҫав ятарлӑ кӑларӑмра 1918 ҫулта Библи Тӗпчекенсене хӗсӗрлени ҫинчен уҫҫӑн каласа панӑ пулнӑ. Маларах асӑннӑ «Линкор» кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫленӗ, вара ҫав журналӑн тӑватӑ миллион экземплярне пичетленӗ пулнӑ.

Полици архивӗнчен илнӗ Эмма Мартин тӑванӑн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫав кӑларӑмран ҫынсем Эмма Мартин тӑванпа мӗн пулса тухни ҫинчен вуласа пӗлме пултарнӑ. Ҫав тӑван Сан-Бернардино хулинче (АПШ, Калифорни штачӗ) кӗнеке салатакан пулнӑ. 1918 ҫулхи мартӑн 17-мӗшӗнче вӑл тата виҫӗ арҫын тӑван — Эдуард Хамм, Эдуард Сонненбург тата Эрнест Стивенс — Библи Тӗпчекенсем ирттерекен тӗлпулура пулнӑ.

Ҫав тӗлпулура пулнӑ пӗр арҫын унта Библи тӗпчес шухӑшпа килмен. «Эпӗ унта прокурор хушнипе килнӗ,— тесе каласа панӑ вӑл каярах.— Мӑнӑн айӑплама май паракан япалана тупмалла пулнӑ». Вара вӑл хӑй мӗн шыранине тупнӑ, ҫакӑ «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» кӗнеке пулнӑ. Темиҫе кун иртсен Мартин тӑвана та, маларах асӑннӑ виҫӗ арҫын тӑвана та арестленӗ. Вӗсене салатма юраман кӗнекене салатса саккуна пӑснӑ тесе айӑпланӑ.

Суд ҫав тӑвансене айӑплӑ тесе виҫӗ ҫуллӑха тӗрмене лартма йышӑннӑ. Темиҫе апелляци панӑ хыҫҫӑн 1920 ҫулхи майӑн 17-мӗшӗнче вӗсене тӗрмене хупнӑ. Анчах та кӗҫех лару-тӑру улшӑннӑ.

1920 ҫулхи июнӗн 20-мӗшӗнче Сан-Францискора иртнӗ конгресра Рутерфорд ҫав тӑвансемпе мӗн пулса иртни ҫинчен каласа панӑ. Ҫакӑ конгресра пулнисене хумхантарса янӑ. Вара вӗсем Пӗрлешӳллӗ Штатсен президенчӗ патне телеграмма янӑ. Унта вӗсем ҫапла ҫырнӑ: «Миссис Мартина саккуна пӑснӑ тесе тӗрӗс мар айӑпланӑ... Федераллӑ влаҫсем фактсене пӑсса хӑйсен влаҫӗпе иртӗхнӗ... Миссис Мартина... тӗрмене хупса вӗсем киревсӗр ӗҫ тунӑ тесе шутлатпӑр».

Тепӗр кунах Вудро Вильсон президент ҫав тӑватӑ тӑван пирки йышӑннӑ приговора улӑштарнӑ. Вара Мартин, Хамм, Сонненбург тата Стивенс тӑвансене ирӗке кӑларнӑ.

1920 ҫул вӗҫнелле Библи Тӗпчекенсен савӑнма нумай сӑлтав пулнӑ. Тӗп управленире ӗҫ нумайланса пынӑ. Чӑн христиансем Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ ҫынсен йывӑрлӑхӗсене татса парӗ тесе нихҫанхинчен хастарлӑрах пӗлтернӗ (Матф. 24:14). 1921 ҫулта вара Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпар тата анлӑрах сарӑлмалла пулнӑ.

^ 18 абз. «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» «Ҫырӑва тӗпчени» кӗнекен ҫиччӗмӗш томӗ пулнӑ. «ZG» вара унӑн ҫемҫе хуплашкаллӑ кӑларӑмӗ. Вӑл 1918 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнчи «Хурал башни» кӑларӑмӗ пек тухнӑ. «Z» саспалли — «Сион хурал башни» журналӑн ячӗн пӗрремӗш саспаллийӗ (акӑлчанла Zion’s Watch Tower). «G» саспалли вара — акӑлчан алфавитӗнчи ҫиччӗмӗш саспалли. Вӑл томӑн номерне кӑтартнӑ.

^ 19 абз. Халӗ «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ.