Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

38-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Лӑпкӑ вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр

Лӑпкӑ вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр

«Ҫӗр ҫинче лӑпкӑ пулнӑ: Ҫӳлхуҫа... лӑпкӑ самана панӑран ҫав ҫулсенче... вӑрҫӑ пулман» (2 ҪУЛС. 14:6).

60-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫа ҫӑлакан хыпар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иеговӑшӑн ӗҫлеме хӑҫан йывӑртарах?

МӖНЛЕ шутлатӑр, Иеговӑшӑн ӗҫлеме хӑҫан йывӑртарах: пирӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ чухне-и е пирӗн веҫех лайӑх чухне-и? Йывӑр килсен эпир Иеговӑна ытларах шанатпӑр. Лӑпкӑ вӑхӑтра вара эпир мӗн тӑватпӑр? Иеговӑшӑн сахалрах ӗҫлеме пуҫламастпӑр-ши? Иегова израильтянсене ҫакӑн пек пулма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ (Сак. аст. 6:10—12).

Аса йӗрӗхсене тӗппипех пӗтересшӗн пулнӑ (2-мӗш абзаца пӑхӑр) *

2. Мӗншӗн Аса пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх теме пулать?

2 Айтӑр Аса патшан тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иеговӑна шанса тӑнӑ, ҫавӑнпа ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ. Вӑл йывӑр вӑхӑтра та, лӑпкӑ вӑхӑтра та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫленӗ. «Аса мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ» (3 Патш. 15:14). Вӑл Иудейӑна йӗрӗхсенчен тасатнӑ. Библире «вӑл ют турӑсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсемпе тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ, йӗрӗхӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, халалласа лартнӑ йывӑҫсене каса-каса пӑрахнӑ» тенӗ (2 Ҫулс. 14:3, 5). Унсӑр пуҫне, Аса хӑйӗн асламӑшне Маахӑна патша асламӑшӗн тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ, мӗншӗн тесен лешӗ халӑха йӗрӗхсене пуҫҫапма хистенӗ (3 Патш. 15:11—13, ҪТ).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Аса йӗрӗхсене пӗтернӗ кӑна мар, вӑл халӑха Иегова патне таврӑнма та хавхалантарнӑ. Иегова Асӑна та, иудейсене те пилленӗ, «ҫӗр ҫинче вунӑ ҫул хушши лӑпкӑ самана * тӑнӑ» (2 Ҫулс. 14:1, 4, 6). Ҫак статьяра эпир Аса ҫав лӑпкӑ саманара мӗн тунине пӗлӗпӗр тата пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем хӑйсене хӗсӗрлемен чухнехи вӑхӑтпа мӗнле усӑ курнине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, пирӗн ҫӗршывра ырӑ хыпара ирӗклӗн сарма май пур пулсан, пирӗн ҫак лӑпкӑ вӑхӑтпа мӗнле усӑ курмаллине сӳтсе явӑпӑр.

АСА ЛӐПКӐ ВӐХӐТПА МӖНЛЕ УСӐ КУРНӐ?

4. 2 Ҫулсеренхи 14:2, 6, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Аса лӑпкӑ вӑхӑтпа мӗнле усӑ курнӑ?

4 2 Ҫулсеренхи 14:2, 6, 7 вуласа парӑр. Аса халӑха: «[Иегова] пире пур енчен те тӑнӑҫлӑх пачӗ»,— тенӗ. Ҫав-ҫавах вӑл халӗ ним ҫинчен шухӑшламасӑр пурӑнма юрать тесе шутламан. Вӑл «тӗреклӗлетнӗ хуласем» туса лартма пуҫланӑ. Тата вӑл иудейсене: «Ҫӗрӗмӗр халлӗхе пирӗн-ха»,— тенӗ. Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӗсем тӑшмансенчен хӑрамасӑр пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳреме тата хуласем туса лартма пултарнӑ. Аса халӑха лӑпкӑ вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма хавхалантарнӑ.

5. Мӗншӗн Аса хӑйӗн ҫарне ҫирӗплетнӗ?

5 Аса хӑйӗн ҫарне те ҫирӗплетнӗ (2 Ҫулс. 14:8). Анчах та ҫакӑ вӑл Иеговӑна шанманнине пӗлтермен. Аса лӑпкӑ вӑхӑт пӗтессе пӗлнӗ, ҫавӑнпа халӑха пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме хатӗрлесшӗн пулнӑ. Ҫакӑ ӑслӑ-тӑнлӑ пулни вӑхӑт иртсен уҫҫӑн курӑннӑ.

ПӖРРЕМӖШ ӖМӖРТИ ХРИСТИАНСЕМ ЛӐПКӐ ВӐХӐТПА МӖНЛЕ УСӐ КУРНӐ?

6. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем лӑпкӑ вӑхӑтпа мӗнле усӑ курнӑ?

6 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене час-часах хӗсӗрленӗ пулсан та, вӗсен лӑпкӑ вӑхӑтсем те пулнӑ. Лару-тӑру лӑпкӑ пулнӑ чухне вӗсем мӗн тунӑ? Вӗсем ырӑ хыпар сарма пур майпа та усӑ курнӑ. Библире каласа панӑ тӑрӑх, ҫав христиансем Иеговӑна юратнӑ, «унран хӑраса тӑнӑ», ҫавӑнпа уншӑн питӗ хастар ӗҫленӗ. Вара Иегова вӗсене пилленӗ, «вӗсенӗн йышӗ ӳссех пынӑ» (Ап. ӗҫ. 9:26—31).

7, 8. Ырӑ хыпар сарма май уҫӑлсан Павел та, ытти христиансем те мӗн тунӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.

7 Пӗрремӗш христиансем май килнӗ таран ытларах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерме тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Павел апостол Эфесра «ман валли пысӑк алӑк, сарлака алӑк уҫӑлнӑ» тенӗ, ҫавӑнпа вӑл ҫав хулара юлса ырӑ хыпар сарнӑ тата вӗренекенсене хатӗрленӗ (1 Кор. 16:8, 9).

8 Пирӗн эрӑри 49-мӗш ҫулта ӳт кастарнипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса парсан, Павел апостолӑн та, ытти христиансен те тата ытларах ҫынна ырӑ хыпара пӗлтерме май уҫӑлнӑ (Ап. ӗҫ. 15:23—29). Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсен йышӑнӑвне пухусенче пӗлтерсен христиансем ырӑ хыпара тата хастарлӑрах сарма пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 15:30—35). Ҫавна пула пухури тӑвансен «ӗненӗвӗ ҫирӗпленсех пынӑ, ӗненекенсен йышӗ куллен ӳснӗҫемӗн ӳснӗ» (Ап. ӗҫ. 16:4, 5, ҪХ).

ХАЛЬХИ ЛӐПКӐ ВӐХӐТПА ТӖРӖС УСӐ КУРӐР

9. Нумай ҫӗршывра Иегова Свидетелӗсен мӗнле май пур тата пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?

9 Хальхи вӑхӑтра нумай ҫӗршывра ырӑ хыпара ирӗклӗн сарма май пур. Эсир ҫакӑн пек ҫӗршывра пурӑнатӑр пулсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ ҫак ирӗклӗхпе мӗнле усӑ куратӑп?» Эпир тӗлӗнмелле вӑхӑтра пурӑнатпӑр! Ҫак юлашки кунсенче ырӑ хыпар нихҫанхинчен те анлӑрах сарӑлать (Марк 13:10). Пирӗн вара ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хутшӑнма майсем питӗ нумай.

Ырӑ хыпара сарма урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ е ют чӗлхене вӗреннӗ тӑвансем нумай пиллӗх илеҫҫӗ (10—12 абзацсене пӑхӑр) *

10. 2 Тимофей 4:2-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?

10 Лӑпкӑ вӑхӑтпа мӗнле усӑ курма пулать? (2 Тимофей 4:2 вуласа парӑр.) Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: сирӗн хӑвӑрӑн е сирӗн ҫемьен ырӑ хыпара ытларах сарма май пултӑр тесе мӗнле те пулин улшӑнусем тума пулать-и? Улшӑнусем тусан, тен, сирӗнтен кам та пулин пионер пулса ӗҫлеме пултарӗ. Асра тытӑр: халӗ пурлӑх пухмалли вӑхӑт мар, хӑрушла асап вӑхӑтӗнче унран ним усси те пулмӗ (Ытар. 11:4; Матф. 6:31—33; 1 Иоанн 2:15—17).

11. Ытларах ҫынна Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе хӑш-пӗр тӑвансем мӗн тӑваҫҫӗ?

11 Ытларах ҫынна Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе тӑвансем нумайӑшӗ ют чӗлхене вӗренеҫҫӗ. Пирӗн организаци вара публикацисене ытларах та ытларах чӗлхепе кӑларать. Сӑмахран, 2010 ҫулта пирӗн публикацисем 500-е яхӑн чӗлхепе тухса тӑнӑ, хальхи вӑхӑтра вара вӗсене 1 000 ытла чӗлхепе вулама пулать!

12. Чӑнлӑха тӑван чӗлхепе илтни ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Чӑнлӑха тӑван чӗлхепе илтни ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Акӑ пӗр хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл Мемфисра (АПШ, Теннесси штачӗ) иртнӗ регион конгресне кайса курнӑ. Ҫав конгресс унӑн тӑван чӗлхипе, киньяруанда чӗлхипе, иртнӗ. Ҫав чӗлхепе вара ытларах Руандӑра, Демократиллӗ Конго Республикинче тата Угандӑра калаҫаҫҫӗ. Конгресс хыҫҫӑн ҫӑв хӗрарӑм тӑван ҫапла каланӑ: «Эпӗ Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 17 ҫул пурӑнатӑп ӗнтӗ, анчах та тин ҫеҫ конгресра мӗн каланине пӗтӗмпех ӑнлантӑм». Ҫав конгресс ун ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Эсир пурӑнакан вырӑнта ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсем пур пулсан, эсир вӗсен чӗлхине вӗренме пултаратӑр-и? Тен, вӗсем ырӑ хыпара тӑван чӗлхепе илтсен ытларах пӗлме кӑмӑл тӑвӗҫ. Иегова сире вӑй хунӑшӑн пиллетех!

13. Раҫҫейри тӑвансем лӑпкӑ вӑхӑтпа мӗнле усӑ курнӑ?

13 Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пирӗн тӑвансем Иеговӑшӑн ирӗклӗн ӗҫлеме пултараймаҫҫӗ. Тӗслӗхшӗн Раҫҫейри тӑвансене илер. Вун-вун ҫул хушши вӗсене хӗсӗрленӗ, 1991 ҫулхи март уйӑхӗнче вара влаҫсем вӗсене пӗрле пуҫтарӑнма тата ырӑ хыпар сарма ирӗк панӑ. Ҫав ҫулта Раҫҫейре Иегова Свидетелӗсен шучӗ 16 000-е яхӑн пулнӑ, ҫирӗм ҫул иртсен вара — 160 000-рен иртнӗ. Ҫакӑ мӗн кӑтартса парать? Пирӗн тӑвансем ҫак лӑпкӑ вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курнӑ, вӗсем ырӑ хыпара май килнӗ таран ытларах ҫынна пӗлтерме тӑрӑшнӑ. Халӗ вара ҫак лӑпкӑ вӑхӑт вӗҫленчӗ, ҫав-ҫавах пирӗн тӑвансен хастарлӑхӗ сӳнмен. Вӗсем хӑйсен лару-тӑрӑвӗнче мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ.

ЛӐПКӐ ВӐХӐТ КӖҪЕХ ВӖҪЛЕНӖ

Аса хӗрӳллӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн Иегова иудейсене тӑшмансен пысӑк ҫарне ҫӗнтерме пулӑшнӑ (14, 15 абзацсене пӑхӑр)

14, 15. Иегова Асӑна мӗнле пулӑшнӑ?

14 Аса вӑхӑтӗнче эфиопсен питӗ пысӑк ҫарӗ иудейсем ҫине тапӑнсан лӑпкӑ самана вӗҫленнӗ. Эфиопсен ҫар пуҫлӑхӗ Зарай, хӑйӗн ҫарӗ ытла та пысӑк пулнӑран, ҫӗнтересси пирки иккӗленмен. Аса вара Иегова Турра шаннӑ. Вӑл ҫапла кӗлтунӑ: «Пулӑшсамччӗ пире, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: эпир Сана шанса тӑратпӑр, Санӑн ятушӑн ҫак пысӑк йыша хирӗҫ тухрӑмӑр» (2 Ҫулс. 14:11).

15 Эфиопсен ҫарӗ иудейсен ҫарӗнчен икӗ хут пысӑкрах пулнӑ. Анчах та Аса Иегова хӑйсене пулӑшасса пӗлнӗ. Иегова вара чӑнах та пулӑшнӑ, вӑл эфиопсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ (2 Ҫулс. 14:8—13).

16. Лӑпкӑ вӑхӑт вӗҫленессе эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

16 Хамӑрпа кӗҫех мӗн пуласса эпир пӗлместпӗр, анчах та Иеговӑшӑн ирӗклӗн ӗҫлеме май паракан лӑпкӑ вӑхӑт вӗҫленессе эпир пӗлетпӗр. Иисус юлашки кунсем ҫинчен каланӑ чухне «Мана пула сире пур халӑх та курайми пулӗ» тесе пророкла каланӑ (Матф. 24:9). Павел апостол та «Христос Иисуса ӗненсе, тӳрӗ пурӑнас теекенсене пурне те... хӗсӗрлӗҫ» тесе ҫырнӑ (2 Тим. 3:12). Библире Шуйттан халӗ питӗ хаяр тенӗ, ҫавӑнпа пирӗн ман ҫине Шуйттан тапӑнмасть тесе шутламалла мар (Ӳлӗм. 12:12).

17. Кӗҫех пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулнипе пулманни мӗнле тӗрӗсленӗ?

17 Кӗҫ-вӗҫ «хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман» (Матф. 24:21). Ун чухне пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулнипе пулманни тӗрӗсленӗ. Тен, ҫав вӑхӑтра пирӗн хурӑнташсем пире хирӗҫ тӑрӗҫ, Иеговӑшӑн ирӗклӗн ӗҫлеме вара май пулмӗ (Матф. 10:35, 36). Ҫавӑн чухне эсир, Аса пекех, Иегова хӑвӑра пулӑшасса тата хӳтӗлессе ҫирӗп шанса тӑрӑр-и?

18. Еврейсем 10:38, 39 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме хатӗрленме пире мӗн пулӑшӗ?

18 Иегова пире пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме хатӗрлес тесе пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет. Ҫакна тӑвас тесе вӑл «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ пире вӑхӑтра сӑнарлӑ апат парса тӑрать (Матф. 24:45). Анчах пирӗн хамӑрӑн та ӗненӗве ҫирӗплетес тесе вӑй хумалла. (Еврейсем 10:38, 39 вуласа парӑр.)

19, 20. 1 Ҫулсеренхи 28:9-мӗшӗнчи сӑмахсене шута илсен, пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла тата мӗншӗн?

19 Аса Иеговӑна шыранӑ пекех пирӗн те Иеговӑна шырамалла (2 Ҫулс. 14:4; 15:1, 2). Иегова ҫинчен пӗлме пуҫласан тата шыва кӗрсен эпир ӑна шырама тытӑнатпӑр. Унтан эпир Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫлас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшатпӑр. Ҫак тӗлӗшрен пире пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем те пулӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӑй илетпӗр тата тӑвансемпе хутшӑнса хавхаланатпӑр (Матф. 11:28). Ҫавӑнпа хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Эпӗ тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳретӗп-и?» Тата хамӑртан ҫапла та ыйтма пулать: «Манӑн хам тӗллӗн Библи вӗренес йӑла пур-и? Эпӗ ҫемьеллӗ пулсан, эпир кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма вӑхӑт уйӑратпӑр-и? Эпӗ пӗччен пурӑнатӑп пулсан, кашни эрнере Библие тарӑн тӗпчеме вӑхӑт уйӑратӑп-и? Ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес тесе хам мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑп-и?»

20 Мӗншӗн пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем памалла? Библире «Турӑ пур чӗрене те тӗрӗслесех тӑрать, шухӑш хусканӑвне те пӗлет» тенӗ. (1 Ҫулсеренхи 28:9 вуласа парӑр.) Пирӗн те хамӑра тӗрӗслесех тӑмалла. Хамӑр тӗллевсене е шухӑш-кӑмӑла улӑштармаллине куртӑмӑр пулсан, улшӑнма пирӗн Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла. Пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме пирӗн халех пуҫламалла. Апла пулсан, айтӑр лӑпкӑ вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курар!

62-МӖШ ЮРӐ Ҫӗнӗ юрӑ

^ 5 абз. Эсир пурӑнакан ҫӗршывра Иеговӑшӑн ирӗклӗн ӗҫлеме май пур-и? Пур пулсан эсир ҫак лӑпкӑ вӑхӑтпа мӗнле усӑ куратӑр? Ҫак статьяра эпир Иудӑри Аса патша тата пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем лӑпкӑ вӑхӑтпа мӗнле усӑ курнине пӗлӗпӗр. Эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултарни ҫинчен те калаҫӑпӑр.

^ 3 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. «Лӑпкӑ самана» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ вӑрҫӑ ҫуккине ҫеҫ пӗлтермест. Ҫак сӑмахпа ҫирӗп сывлӑх ҫинчен, хӑрушсӑрлӑх ҫинчен тата канлӗ пурнӑҫ ҫинчен каланӑ чухне те усӑ курнӑ.

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Аса хӑйӗн асламӑшне патша асламӑшӗн тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ, мӗншӗн тесен лешӗ халӑха йӗрӗхсене пуҫҫапма хистенӗ. Аса майлӑ пулнисем вӑл хушнипе йӗрӗхсене ҫӗмӗреҫҫӗ.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каяс тесе упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен пурнӑҫне ансатлатаҫҫӗ.