Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

40-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хӑвӑра шанса панине упрӑр

Хӑвӑра шанса панине упрӑр

«Тимофей! Хӑвна шанса панине упра» (1 ТИМ. 6:20, ҪХ).

29-МӖШ ЮРӐ Хамӑра панӑ ятпа килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. 1 Тимофей 6:20-мӗшӗ тӑрӑх, Тимофее мӗн шанса панӑ пулнӑ?

ЭПИР час-часах хаклӑ япаласене упрама ыттисене шанса паратпӑр. Сӑмахран, эпир хамӑрӑн укҫана банка хуратпӑр. Ҫапла тунӑ чухне вара банк укҫана упрӗ, ӑна никам та вӑрламӗ тесе шанатпӑр. Апла пулсан, кама эпир хаклӑ япаласене упрама паратпӑр, ҫавна шаннине кӑтартатпӑр.

2 1 Тимофей 6:20 (ҪХ) вуласа парӑр *. Павел Тимофее хӑйне питӗ хаклӑ япаласене шанса панине аса илтернӗ. Тимофей этемлӗх пирки Турӑ мӗн шутласа хуни ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ илнӗ. Унсӑр пуҫне, ӑна Турӑ Сӑмахне вӗрентме тата «Ырӑ Хыпара сараканӑн ӗҫне» тума шанса панӑ пулнӑ (2 Тим. 4:2, 5). Павел Тимофее хӑйне шанса панине упрама хавхалантарнӑ. Пире те хаклӑ япаласене шанса панӑ. Мӗнле япаласем-ха вӗсем? Пирӗн вӗсене мӗншӗн упрамалла?

ЭПИР ТУРӐ ҪИНЧЕН ТӖРӖС ПӖЛӲ ИЛНӖ

3, 4. Мӗншӗн эпир Библири чӑнлӑхсене питӗ хаклатпӑр?

3 Турӑ пире Библири чӑнлӑхсене уҫса парса пысӑк чыс тунӑ. Ҫак чӑнлӑхсем пирӗншӗн питӗ хаклӑ. Мӗншӗн тесен вӗсем пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ тата чӑннипех телейлӗ пулас тесен мӗн тумаллине вӗрентеҫҫӗ. Эпир ҫак чӑнлӑхсене ӗненсессӗн тата мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнма пуҫласассӑн суя вӗрентӳсене ӗненме пӑрахатпӑр тата таса пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлатпӑр (1 Кор. 6:9—11).

4 Унсӑр пуҫне, Турӑ хӑйсене кӗҫӗне хуракансене ҫеҫ, «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсене» ҫеҫ, Библири чӑнлӑхсене уҫса парать (Ап. ӗҫ. 13:48, ҪТ). Ҫавна пула та ҫак чӑнлӑхсем питӗ хаклӑ. Хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» мӗн вӗрентнипе килӗшеҫҫӗ (Матф. 11:25; 24:45). Эпир Библири чӑнлӑхсене хамӑр тӗллӗн ӑнланма пултараймастпӑр, ҫак чӑнлӑхсем вара хаклӑран та хаклӑ (Ытар. 3:13, 15).

5. Иегова пире тата мӗн шанса панӑ?

5 Иегова пире тата тепӗр хаклӑ япала шанса панӑ. Эпир ҫынсене Турӑ ҫинчен тата ун тӗллевӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентме пултаратпӑр (Матф. 24:14). Эпир калакан хыпар питӗ хаклӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫынсене Иеговӑн ҫемйинчи ҫынсем пулса тӑма пулӑшать тата вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май парать (1 Тим. 4:16). Ырӑ хыпара нумай саратпӑр-и, сахал-и, эпир пурте ҫак вӑхӑтра тумалли чи кирлӗ ӗҫе туса тӑма пулашатпӑр (1 Тим. 2:3, 4). Чӑнах та, Иеговӑпа пӗрле ӗҫлесси ҫав тери пысӑк чыс! (1 Кор. 3:9).

ХӐВӐРА ШАНСА ПАНИНЕ УПРӐР

Хӑш-пӗр христиансем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахас тенӗ. Ҫавӑн чухне Тимофейӑн чӑнлӑхра ҫирӗп тӑмалла пулнӑ (6-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Кам Иеговӑпа пӗрле ӗҫлессине хаклама пӑрахнӑ, ҫавсенчен хӑш-пӗрисемпе мӗн пулса тухнӑ?

6 Тимофейпе пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ хӑш-пӗр христиансем Турӑпа пӗрле ӗҫлессине хаклама пӑрахнӑ. Сӑмахран, Димас ҫак тӗнчене юратнӑран Павелпа пӗрле сӑваплӑ ӗҫе тума чарӑннӑ (2 Тим. 4:10). Фигелпа Ермоген та ырӑ хыпара сарма пӑрахнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсем, Павела хӗсӗрленӗ пекех, хӑйсене те хӗсӗрлеме пултарассинчен хӑранӑ курӑнать (2 Тим. 1:15). Именей, Александр тата Филит вара чӑнлӑхран пӑрӑнса кайса Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ (1 Тим. 1:19, 20; 2 Тим. 2:16—18). Ҫак ҫынсем пурте малтан Иеговӑна юратнӑ пулас, анчах каярахпа вӗсем хӑйсене мӗн шанса панине хаклама пӑрахнӑ.

7. Хамӑра шанса панине хаклама пӑрахтарас тесе Шуйттан мӗн тӑвать?

7 Шуйттан пире Иегова хамӑра шанса панине хаклама пӑрахтарасшӑн. Мӗнле майпа? Вӑл пире хӑйне кирлӗ пек шухӑшлаттарас тата хӑйне кирлӗ пек тутарас тесе вӑйӑ-кулӑпа, телевиденипе, интернетпа, хаҫат-журналпа тата кӗнекесемпе усӑ курать. Ҫапла майпа вӑл пире Иеговӑна юратма тата ӑна итлеме пӑрахтарасшӑн. Шуйттан пире тантӑшсем хӗснипе, ыттисем хӗсӗрленипе хӑратса ӳкерсе ырӑ хыпара сарма пӑрахтарасшӑн. Унсӑр пуҫне, вӑл пире чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем саракан суя пӗлӳпе илӗртсе чӑнлӑхран пӑрса ярасшӑн (1 Тим. 6:20, 21).

8. Дэниел тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

8 Эпир асӑрхануллӑ пулмасан майӗпен чӑнлӑха хаклама пӑрахма пултаратпӑр. Дэниелӑн * тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл видеовӑйӑсем выляма юратнӑ. Дэниел хӑйӗн ҫинчен акӑ мӗн каласа парать: «Эпӗ 10 ҫулсенче видеовӑйӑсем выляма пуҫларӑм. Малтан эпӗ вылякан вӑйӑсем япӑхах марччӗ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпӗ пусмӑрпа тата демонизмпа ҫыхӑннӑ вӑйӑсем выляма пуҫларӑм». Юлашкинчен вара вӑл кунне 15 сехет патнелле вӑйӑ выляса ирттернӗ. Дэниел акӑ тата мӗн калать: «Тӗрӗссипе каласан ҫакӑн пек вӑйӑсем выляни тата вӗсем валли ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт уйӑрни мана майӗпен Иеговӑран пӑрса янине эпӗ пӗлнӗ. Анчах та чӗре хытса кайнӑран эпӗ Библири нимӗнле принципа та пӑсмастӑп тесе шутлаттӑм». Куртӑмӑр ӗнтӗ, асӑрхануллӑ пулмасан, вӑйӑ-кулла пула эпир ҫӑмӑллӑнах чӑнлӑха хаклама пӑрахма пултаратпӑр. Вара Турӑ хамӑра шанса панӑ хаклӑ япаласене ҫухатма пултаратпӑр.

ХАМӐРА ШАНСА ПАНИНЕ МӖНЛЕ УПРАМАЛЛА?

9. 1 Тимофей 1:18, 19 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел Тимофее мӗн тума хавхалантарнӑ?

9 1 Тимофей 1:18, 19 вуласа парӑр. Павел Тимофее ҫар ҫыннипе танлаштарнӑ тата ӑна хастаррӑн кӗрешме хавхалантарнӑ. Паллах, Павел сӑнарлӑ кӗрешӳ ҫинчен каланӑ. Христиансем пирки калас пулсан, мӗншӗн вӗсене ҫар ҫыннисемпе танлаштарма пулать? Христосӑн ҫар ҫыннисем пулнӑ май пирӗн мӗнле лайӑх енсене аталантармалла? Айтӑр Павел илсе панӑ тӗслӗхрен эпир мӗнле пиллӗк япалана вӗренме пултарнине пӑхса тухар. Ҫакӑ пире хамӑра шанса панине упрама пулӑшӗ.

10. Мӗншӗн пирӗн Турра чунтан парӑнса пурӑнмалла?

10 Турра чунтан парӑнса пурӑнӑр. Лайӑх ҫар ҫынни кама хытӑ юратать тата мӗне питӗ хаклать, ҫавсене хӳтӗлет. Павел Тимофее сӑваплӑ пурӑнма, урӑхла каласан, Турра чунтан парӑнса пурӑнма хавхалантарнӑ (1 Тим. 4:7). Эпир Турра мӗн чухлӗ ытларах юрататпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах хамӑра шанса панине упрама тӑрӑшӑпӑр (1 Тим. 4:8—10; 6:6).

Кун вӗҫӗнче ывӑнса ҫитсен пирӗн хӑш-пӗр чухне пухӑва каяс килмесен те пултарать. Ҫапах та ывӑннине пӑхмасӑрах пухӑва кайсан эпир нумай пиллӗх илӗпӗр (11-мӗш абзаца пӑхӑр)

11. Мӗншӗн пирӗн чаруллӑ пулмалла?

11 Хӑвӑра тӗрӗссине тума хӑнӑхтарӑр. Ҫар ҫыннин ҫапӑҫӑва яланах хатӗр пулас тесен тренировкӑсем тумалла. Тимофей пирки калас пулсан вӑл, хӑйне Павел каланӑ пек, ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каясран сыхланнӑ, Турра юрӑхлӑ енсене аталантарнӑ тата ытти христиансемпе хутшӑннӑ (2 Тим. 2:22). Ҫакна тума унӑн чаруллӑ пулмалла пулнӑ. Акӑ мӗншӗн Тимофей Шуйттан витӗмне хирӗҫ тӑма пултарнӑ. Хамӑр ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешес тесен пирӗн те чаруллӑ пулма вӗренмелле (Рим 7:21—25). Унсӑр пуҫне, пирӗн кивӗ этеме хывса пӑрахса ҫӗнӗ этем пулса пыма вӑй хумалла (Эф. 4:22, 24). Кун вӗҫӗнче ывӑнса ҫитсен пирӗн хӑш-пӗр чухне пухӑва каяс килмесен те пултарать. Ҫавӑн пек чухне те тӗрӗссине тума пирӗн вӑй хумалла (Евр. 10:24, 25).

12. Турӑ Сӑмахӗпе ӑста усӑ курма вӗренес тесен мӗн тумалла?

12 Ҫар ҫыннисен хӗҫ-пӑшалпа тӗрӗс усӑ курма вӗренес тесен те тренировкӑсем тумалла. Пирӗн вара Турӑ Сӑмахӗпе ӑста усӑ курма вӗренсе пымалла (2 Тим. 2:15). Ҫакна тума эпир хамӑрӑн тӗлпулусенче вӗренсе пыратпӑр. Анчах та пирӗн хамӑрӑн та тӑтӑшах Библи тӗпчемелле. Вара эпир ҫынсене Библири чӑнлӑх вӗсене чӑнах та пулӑшма пултарнине кӑтартса пама пултарӑпӑр. Библи тӗпчесе пирӗн хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетмелле. Ҫакна тӑвас тесен вара вулани ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн хамӑр мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. Туррӑн Сӑмахне ӑнланас тесе тата ыттисене тӗрӗс ӑнлантарса парас тесе пирӗн Библие ӑнлантарса паракан публикацисене тӗпчемелле (1 Тим. 4:13—15). Ҫынсене вӗрентнӗ чухне те Библири сӑвӑ йӗркисене вуласа пани ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн вӗсене Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнланма пулӑшмалла тата ҫакӑ хӑйсене мӗнле усӑ пама пултарнине кӑтартмалла. Эппин, эпир тӑтӑшах хамӑр тӗллӗн Библи вӗренетпӗр пулсан, лайӑх вӗрентекенсем пулса тӑрӑпӑр (2 Тим. 3:16, 17).

13. Еврейсем 5:14-мӗшӗ тӑрӑх, хӑрушлӑха курма вӗренес тесен пирӗн мӗн тумалла?

13 Хӑрушлӑха курма вӗренӗр. Ҫар ҫыннин хӑрушлӑха курма пӗлмелле тата унран пӑрӑнмалла. Пирӗн те хамӑра мӗн сиен кӳме пултарнине курма пӗлмелле тата ҫавӑнтан пӑрӑнмалла (Ытар. 22:3; Еврейсем 5:14 вуласа парӑр). Сӑмахран, пирӗн вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Хальхи вӑхӑтра час-часах телешоусенче тата фильмсенче аскӑн ӗҫсем тӑвакан ҫынсене кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсемпе Иеговӑна хурлаҫҫӗ тата хӑйсене те, ыттисене те сиен кӳреҫҫӗ. Пирӗн ҫавӑн пек телешоусемпе фильмсене пӑхмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсене пула эпир майӗпен Иеговӑран сивӗнме пултаратпӑр (Эф. 5:5, 6).

14. Хӑрушлӑха асӑрхани Дэниела мӗнле пулӑшнӑ?

14 Маларах асӑннӑ Дэниел пусмӑрпа тата демонизмпа ҫыхӑннӑ видеовӑйӑсем хӑйне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернине ӑнланма пуҫланӑ. Вӑл электронлӑ библиотекӑпа (Watchtower Library) усӑ курса ҫакӑн ҫинчен пирӗн публикацисенче мӗн каланине тӗпченӗ. Ҫакӑ ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӑл япӑх видеовӑйӑсем выляма тата ҫак вӑйӑсене вылякан ҫынсемпе хутшӑнма пӑрахнӑ. Дэниел ҫапла калать: «Видеовӑйӑсем выляс вырӑнне эпӗ уҫӑлса ҫӳреме тата пухури туссемпе пӗрле вӑхӑта ирттерме пуҫларӑм». Халӗ вара вӑл пионер тата старейшина пулса ӗҫлет.

15. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем саракан суяна итлени мӗншӗн хӑрушӑ?

15 Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем саракан суя мӗн тери хӑрушӑ пулнине те пирӗн ӑнланмалла (1 Тим. 4:1, 7; 2 Тим. 2:16). Ҫавӑн пек ҫынсем пухури тӑвансем ҫинчен элек сараҫҫӗ тата пире Иеговӑн организацине шанма пӑрахтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗн вӗсен суйине ӗненмелле мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫакӑ пирӗн ӗненӗве хавшатать. Тата ҫак суяна «ӑсӗ пӑсӑлнӑ ҫынсем» сараҫҫӗ, «вӗсем чӑнлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ». Вӗсем «тавлашас та чӗлхипе ҫӗнтерес шухӑшпа» суя сӑмах сараҫҫӗ (1 Тим. 6:3—5). Ҫав ҫынсем хӑйсен суйине ӗнентерсе пире тӑвансене шанма пӑрахтарасшӑн.

16. Пирӗн мӗнрен сыхланмалла?

16 Чи кирлине асра тытӑр. Иисус Христосӑн шанчӑклӑ ҫар ҫыннийӗ пулнӑ май Тимофей сӑваплӑ ӗҫе малти вырӑна хунӑ (2 Тим. 2:3, 4). Вӑл пурлӑхшӑн ҫунман тата мӗнле те пулин урӑх тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшман. Пирӗн те пурлӑхшӑн ҫунмалла мар. «Пуянлӑхпа улталаннине» пула эпир Иеговӑран сивӗнме, Турӑ Сӑмахне хаклама пӑрахма пултаратпӑр тата пирӗн ыттисене чӑнлӑха вӗрентес кӑмӑл пӗтсе ларма пултарать (Матф. 13:22). Ҫавӑнпа пирӗн ансат пурнӑҫпа пурӑнмалла тата хамӑр вӑйпа тата вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курмалла — «Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн» тӑрӑшмалла (Матф. 6:22—25, 33).

17, 18. Хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха упрас тесен мӗн тумалла?

17 Маларах хатӗрленӗр. Хӑрушлӑх сиксе тухсан хӑйне мӗнле хӳтӗлемеллине ҫар ҫыннин маларах шутласа хумалла. Иегова хамӑра мӗн шанса панине упраса хӑварас тесен пирӗн те хӑрушлӑх сиксе тухсан хамӑра мӗнле тытмаллине пӗлмелле тата мӗн тумаллине тӳрех тумалла. Ҫавӑнпа пӗр-пӗр лару-тӑрура мӗн тумалли ҫинчен пирӗн маларах шухӑшласа пӑхмалла.

18 Тӗслӗхшӗн водителе илер. Унӑн машининче яланах огнетушитель пулмалла. Вара машин ҫунма пуҫласан вӑл тӳрех вут-ҫулӑма сӳнтерме пултарӗ. Пирӗн те хӑрушлӑх сиксе тухсан мӗн тумаллине маларах шутласа хумалла. Вара телевизор пӑхнӑ чухне е интернетпа усӑ курнӑ чухне аскӑнлӑхпа е пусмӑрпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксем сиксе тухсан е чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсен информацийӗ куҫ тӗлне пулсан, эпир ҫухалса каймӑпӑр — мӗн тумаллине тӳрех тӑвӑпӑр. Мӗн тумаллине маларах шухӑшласа хурсан эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха упраса хӑварӑпӑр тата ун умӗнче таса пулӑпӑр (Пс. 100:3; 1 Тим. 4:12).

19. Иегова хамӑра шанса панине упратпӑр пулсан, эпир мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?

19 Иегова хамӑра мӗн шанса панине — Библири хаклӑ чӑнлӑхсене тата ҫак чӑнлӑхсене ыттисене вӗрентме май пуррине — пирӗн хакламалла. Ҫапла тусан пирӗн совесть таса пулӗ, эпир тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнӑпӑр тата Иегова ҫинчен ыттисене пӗлме пулӑшса нумай савӑнӑҫ илӗпӗр. Иегова пулӑшнипе эпир хамӑра шанса панине упраса хӑварма пултарӑпӑр (1 Тим. 6:12, 19).

127-МӖШ ЮРӐ Манӑн мӗнле ҫын пулмалла?

^ 5 абз. Чӑнлӑха пӗлни тата чӑнлӑха ыттисене каласа пама май пурри пирӗншӗн пысӑк чыс. Ҫак статья пире хамӑра мӗн шанса панине хаклама тата ӑна упрама пулӑшӗ.

^ 2 абз. 1 Тимофей 6:20, ҪХ: «Тимофей! Хӑвна шанса панине упра. Пуш сӑмахран тата пӗлӳ текен, анчах чӑнлӑха хирӗҫлекен суя сӑмахран пӑрӑн».

^ 8 абз. Ятне улӑштарнӑ.