Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

37-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хӑвӑр аллӑра канӑҫлӑх ан парӑр

Хӑвӑр аллӑра канӑҫлӑх ан парӑр

«Ирхине вӑрлӑхна ак, каҫхине те аллуна канӑҫлӑх ан пар» (ЕККЛ. 11:6).

68-МӖШ ЮРӐ Патшалӑх вӑрлӑхне акатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Екклесиаст 11:6 мӗшӗнчи сӑмахсем ырӑ хыпар сарас ӗҫпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

ХӐШ-ПӖР ҫӗршывсенче ҫынсем ырӑ хыпара хаваспах итлеҫҫӗ. Теприсенче вара Турӑ ҫинчен те, Библире мӗн ҫырнине те пӗлесшӗнех мар. Эсир пурӑнакан вырӑнта ырӑ хыпара мӗнле итлеҫҫӗ? Кирек мӗнле пулсан та, Иегова пирӗнтен эпир ырӑ хыпара вӗҫне ҫитичченех сарасса кӗтет.

2 Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑтра ырӑ хыпар сарас ӗҫ вӗҫленет, вара «пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матф. 24:14, 36). Ҫав вӑхӑта кӗтнӗ май пирӗн «аллуна канӑҫлӑх ан пар» * текен канаша мӗнле тытса тӑмалла-ши? (Екклесиаст 11:6 вуласа парӑр).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Унчченхи статьяра эпир лайӑх «ҫын тытакан» пулма пире мӗн пулӑшма пултарнине пӑхса тухрӑмӑр (Матф. 4:19). Ку статьяра вара йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах малалла та ырӑ хыпар сарма мӗн пулӑшнине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, мӗншӗн пирӗн 1) ырӑ хыпар сарас ӗҫе мала хумаллине, 2) тӳсӗмлӗ пулмаллине тата 3) хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетсех тӑмаллине пӗлӗпӗр.

ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ МАЛА ХУРӐР

4. Мӗншӗн пирӗн Иегова хамӑра мӗн тума хушнине асра тытмалла?

4 Иисус юлашки кунсенче мӗнле событисем пулассине тата ҫынсем мӗнлерех пулассине малтанах каласа хунӑ. Ҫакӑ веҫех унӑн вӗренекенӗсене ырӑ хыпара сарма чӑрмантарма пултарассине вӑл пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене «сыхӑ тӑрӑр» тенӗ (Матф. 24:42). Ной пурӑннӑ вӑхӑтра ҫынсене ырӑ хыпара итлеме нумай япала чӑрмантарнӑ. Пире вара нумай япала ырӑ хыпар сарма чӑрмантарма пултарать (Матф. 24:37—39; 2 Петр 2:5). Ҫавӑнпа та пирӗн Иегова хамӑра мӗн тума хушнине асра тытмалла.

5. Апостолсен ӗҫӗсем 1:6—8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ырӑ хыпар сарас ӗҫ мӗн таран анлӑ сарӑлӗ?

5 Пирӗн уйрӑмах хальхи вӑхӑтра ырӑ хыпар сармалла. Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫ хӑй вилнӗ хыҫҫӑн та питӗ анлӑ сарӑлӗ тесе малтанах каласа хунӑ (Иоанн 14:12). Анчах та Иисус вилсен унӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем каллех пулӑҫ ӗҫне тума пикеннӗ. Иисус чӗрӗлсе тӑрсассӑн вара хӑйӗн вӗренекенӗсене тӗлӗнмелле ӗҫ туса кӑтартнӑ: вӑл пулӑшнипе вӗсем питӗ нумай пулӑ тытнӑ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн Иисус вӗсене ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен каланӑ (Иоанн 21:15—17). Хӑй пӗлӗте кайиччен вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫ Израильте кӑна мар, ытти ҫӗршывсенче те анлӑ сарӑлӗ тесе каланӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 1:6—8 вуласа парӑр.) Ҫулсем иртсен Иисус Иоана «Ҫӳлхуҫа кунӗнче» * мӗн пулассине кӑтартнӑ. Ҫав курӑнусенчен пӗринче Иоанн ангела курнӑ, ангелӑн вара «пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те — Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ӗмӗрлӗх Евангели» пулнӑ (Ӳлӗм. 1:10; 14:6). Апла пулсан, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пӗтӗм тӗнчипех ырӑ хыпар сарасса кӗтет.

6. Ырӑ хыпас сарас ӗҫе мала хума пире мӗн хавхалантарса тӑма пултарать?

6 Ырӑ хыпар сарас ӗҫе мала хума пире мӗн хавхалантарса тӑма пултарать? Иегова пире мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлӑр. Сӑмахран, вӑл пире сӑнарлӑ апат парсах тӑрать. Пирӗн пичетленӗ тата электронлӑ публикацисем, аудиоҫыртарусем, видеороликсем тата телекурав пур. Тата пирӗн сайтра пин ытла чӗлхепе информаци тупма пулать (Матф. 24:45—47). Ҫакӑ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет! Ҫак тӗнчере ҫынсене политика, тӗн, пӗрисем пуян, теприсем чухӑн пулни уйӑрса ярать. Сакӑр миллион ытла Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хушшинче вара — вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та — пӗрлӗх. Сӑмахран, 2019 ҫулхи апрелӗн 19-мӗшӗнче, эрнекун, пӗтӗм тӗнчипе Иегова Свидетелӗсем пӗр видеороликах, кулленхи сӑвӑ йӗркине ӑнлантарса паракан видеоролика, пӑхнӑ. Ҫав кунах, каҫхине, 20 919 041 ҫын Ҫӳлхуҫан каҫхи апат увне пынӑ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсене курни тата хамӑр та ҫак ӗҫсенче хутшӑнни пирӗншӗн пысӑк чыс! Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пире ырӑ хыпар сарас ӗҫе хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хума хавхалантарать.

Иисус чӑнлӑха пӗлтермешкӗн хӑйне ниме те чӑрмантарма паман (7-мӗш абзаца пӑхӑр)

7. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе малти вырӑна хума пире Иисусӑн тӗслӗхӗ мӗнле пулӑшать?

7 Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хума пире Иисусӑн тӗслӗхӗ те пулӑшать. Вӑл «чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтермешкӗн» хӑйне ниме те чӑрмантарма паман (Иоанн 18:37). Шуйттан ӑна «тӗнчери мӗнпур патшалӑха, вӗсенӗн чапне» сӗнсен вӑл ҫавна тӳрех сирсе янӑ (Матф. 4:8, 9). Ҫынсем Иисуса патшана лартасшӑн пулнӑ чухне те вӑл патша пулма килӗшмен (Иоанн 6:15). Вӑл пуясшӑн пулман, хӑйне хӗсӗрленинчен те хӑраман (Лука 9:58; Иоанн 8:59). Пирӗн те ӗненӳ ҫирӗп пулнипе пулманни тӗрӗсленнӗ чухне ырӑ хыпар сарас ӗҫе малти вырӑна хумалла. Ҫак енчен пире Павел апостол панӑ канаш пулӑшма пултарать. Халран каяс мар тесе тата чун хастарлӑхне сӳнме парас мар тесе Павел христиансене Иисусран тӗслӗх илме хавхалантарнӑ (Евр. 12:3).

ТӲСӖМЛӖ ПУЛӐР

8. Кам пирки тӳсӗмлӗ ҫын теме пулать тата мӗншӗн пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла?

8 Тӳсӗмлӗ ҫын чун канӑҫлӑхне ҫухатмасӑр лару-тӑру улшанасса кӗтет. Пирӗн тӗрлӗ лару-тӑрура, сӑмахран, ӗмӗт пурнӑҫланасса кӗтнӗ чухне е йывӑр лару-тӑру лайӑхланасса кӗтнӗ чухне тӳсӗмлӗ пулмалла. Ӗлӗк-авал Аввакум пророк Иегова Иудӑра пусмӑра пӗтерессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ (Аввак. 1:2). Пӗрремӗш ӗмӗрте Иисусӑн вӗренекенӗсем вӑл патшалӑх йӗркелесе иудейсене Рим пусмӑрӗнчен хӑтарасса ӗмӗтленнӗ (Лука 19:11). Эпир вара Турӑ Патшалӑхӗ ҫак усал тӗнчене пӗтерсе ҫӗнӗ тӗнче тӑвасса кӗтсе тӑратпӑр (2 Петр 3:13). Ҫав вӑхӑта кӗтнӗ май пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла. Айтӑр Иегова пире тӳсӗмлӗ пулма мӗнле вӗрентнине пӑхса тухар.

9. Иегова тӳсӗмлӗ пулни ӑҫтан курӑнать?

9 Тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен Иегова чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартать. Сӑмахран, вӑл Ноя ковчег тума тата ҫав усал тӗнче пӗтет тесе ҫынсене асӑрхаттарма ҫителӗклӗ вӑхӑт панӑ (1 Петр 3:19, 20; 2 Петр 2:5). Вӑл Авраампа та тӳсӗмлӗ пулнӑ. Авраам, Иегова Содомпа Гоморрӑна тӗп тума шут тытни ҫинчен пӗлсен, пӑшӑрханса ӳкнӗ, ҫавӑн пирки Иеговӑна нумай ыйту панӑ. Иегова вара ӑна тимлӗ итленӗ (Пулт. 18:20—33). Ӗмӗрсем хушши хӑйне шанчӑклӑ пулман Израиль халӑхӗпе те Иегова тӳсӗмлӗ пулнӑ (Неем. 9:30, 31). Вӑл хальхи вӑхӑтра та тӳсӗмлӗ. Вӑл кама хӑйӗн патне ертсе пырас тет, ҫавсене ӳкӗнме вӑхӑт парать (Иоанн 6:44; 2 Петр 3:9; 1 Тим. 2:3, 4). Иегова тӳсӗмлӗ пулни пире те ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата ҫынсене вӗрентнӗ чухне тӳсӗмлӗ пулма хавхалантарать. Унсӑр пуҫне, пире тӳсӗмлӗ пулма вӗрентес тесе Иегова Библире ҫӗр ӗҫлекен ҫинчен калакан тӗслӗхе ҫырса панӑ.

Пирӗн, ҫӗр ӗҫлекен пекех, нумай вӑй хумалла тата тӳсӗмлӗ пулмалла (10, 11 абзацсене пӑхӑр)

10. Иаков 5:7, 8 сӑвӑ йӗркисенчи тӗслӗх пире мӗне вӗрентет?

10 Иаков 5:7, 8 вуласа парӑр. Ҫӗр ӗҫлекенӗн тӗслӗхӗ пире тӳсӗмлӗ пулма вӗрентет. Паллах, хӑш-пӗр ӳсентӑран хӑвӑрт ӳсет, анчах та ытларах чухне ӳсентӑран ҫимӗҫ париччен чылай кӗтмелле. Израильтянсем ҫӗр ӗҫне ҫулталӑкра ултӑ уйӑх хушши тунӑ. Кӗркунне, малтанхи ҫумӑр хыҫҫӑн, вӗсем акма пуҫланӑ, ҫуркунне вара, кайранхи ҫумӑр хыҫҫӑн, вырса илнӗ (Марк 4:28). Апла, ҫӗр ӗҫлекенӗн тӳсӗмлӗ пулмалла пулнӑ. Пирӗн те тӳсӗмлӗ пулмалла, анчах та ҫакӑ йывӑр пулма пултарать.

11. Тӳсӗмлӗ пулни ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре мӗнле пулӑшать?

11 Ҫынсем ытларах чухне кӗтме юратмаҫҫӗ, ҫӗр ӗҫлекенӗн вара кӗтме пӗлмелле. Ҫимӗҫ туса иличчен унӑн нумай вӑй хума тивет: малтан ҫӗр сухаласа вӑрӑ акмалла, кайран вара шӑварса тата ҫумласа тӑмалла. Ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ чухне те пирӗн нумай вӑй хумалла тата тӳсӗмлӗ пулмалла. Вара эпир ҫынсем пире итлемен чухне алла усмӑпӑр, ун вырӑнне пире итлес текенсене малалла та шырӑпӑр. Ҫынпа Библи вӗренме пуҫласан та пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла, мӗншӗн тесен эпир ҫынна вӑйпах ӗнентерме пултараймастпӑр. Хӑш-пӗр чухне Иисусӑн вӗренекенӗсем те вӑл мӗн каланине тӳрех ӑнланман (Иоанн 14:9). Унсӑр пуҫне, Библи вӗренекене ҫынна камне кура уйӑрас йӑлана пӗтерме пулӑшмалла тата ӑна ыттисемшӗн тӑрӑшма вӗрентмелле. Ҫынна улшӑнма вара вӑхӑт кирлӗ. Айтӑр ҫакна асра тытар: эпир лартатпӑр тата шӑваратпӑр кӑна, ӳстерессе вара Турӑ ӳстерет (1 Кор. 3:6).

12. Тӑван-хурӑнташа ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне тӳсӗмлӗ пулнине мӗнле кӑтартмалла?

12 Тӑван-хурӑнташа ырӑ хыпар каланӑ чухне тӳсӗмлӗ пулма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Ҫавӑн пек чухне пире Екклесиаст 3:1, 7 сӑвӑ йӗркисенчи принцип пулӑшма пултарать. Унта «шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт» пур тенӗ. Эпир хурӑнташсене пӗр сӑмах каламасӑр ырӑ хыпар пӗлтерме пултаратпӑр. Вӗсем эпир лайӑх енне улшӑннине курсан тата эпир вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулсан, тен, вӗсен ырӑ хыпара итлес килсе кайӗ (1 Петр 3:1, 2). Вара пирӗн хамӑр мӗн ӗненни ҫинчен каласа пама хатӗр пулмалла. Паллах, пирӗн ырӑ хыпара хастаррӑн сармалла, анчах ҫав вӑхӑтрах пирӗн пуринпе те, ҫав шутрах тӑван-хурӑнташпа та, тӳсӗмлӗ пулмалла.

13, 14. Тӳсӗмлӗ пулнӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем ҫинчен каласа парӑр.

13 Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем те пире тӳсӗмлӗ пулма вӗрентеҫҫӗ. Сӑмахран, Аввакум пророк тата Павел апостол тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Аввакум йӗркесӗрлӗх пӗтессе питӗ кӗтнӗ, анчах та вӑл тӳсӗмлӗ пулнӑ. Вӑл: «Эпӗ хуралта малалла та тӑрӑп»,— тесе каланӑ (Аввак. 2:1, ҪТ). Павел апостол вара хӑйне шанса панӑ ӗҫе туса пӗтерсе пӗлӗтри наградӑна илесшӗн ҫуннӑ, ҫав-ҫавах вӑл тӳсӗмлӗ пулнӑ, ырӑ хыпара малалла та хастаррӑн сарнӑ (Ап. ӗҫ. 20:24).

14 Айтӑр тата Галаад шкулне пӗтернӗ пӗр мӑшӑрӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсене янӑ ҫӗршывра Иегова Свидетелӗсем сахал пулнӑ тата унти ҫынсем ытларахӑшӗ христиан тӗнне тытса тӑман. Библи вӗренес текен ҫынсем унта питӗ сахал пулнӑ. Ҫав мӑшӑрпа пӗрле Галаад шкулӗнче вӗреннӗ тӑвансем вара вӗсем патне хавхалантаракан тӗслӗхсем ҫырса янӑ, хӑйсемпе Библи вӗренекен кашни ҫын тенӗ пекех шыва кӗрет тесе каласа панӑ. Ҫав мӑшӑра хӑйсем ырӑ хыпар сарнинчен усси ҫук пек туйӑннӑ пулсан та, вӗсем тӳсӗмлӗ пулма пӑрахман тата малалла та ырӑ хыпар сарнӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? Сакӑр ҫул иртсен Библи вӗреннӗ пӗр хӗрарӑм шыва кӗнӗ. Аввакум, Павел тата ҫӑв мӑшӑр тӗслӗхӗсем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур? Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр вӗсем хастар пулнӑ, хӑйсен аллине канӑҫлӑх паман. Вара Иегова вӗсене тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн пилленӗ. Айтӑр эпир те «хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек» пулар (Евр. 6:10—12).

ӖНЕНӖВЕ ҪИРӖПЛЕТСЕХ ТӐРӐР

15. Мӗншӗн ӗненӳ ырӑ хыпар сарма хавхалантарать?

15 Хамӑр калакан хыпар чӑнлӑх пулнине эпир ӗненетпӗр, ҫавӑнпа май килнӗ таран ытларах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтересшӗн. Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавӑ пурнӑҫланасса та ҫирӗп шанатпӑр (Пс. 118:42; Ис. 40:8). Библире пророкла каланисем пурнӑҫланса пынине эпир хамӑр куҫпах куратпӑр. Библи ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑшнине те курса тӑратпӑр. Ҫакӑ веҫех ырӑ хыпара кашни ҫыннӑн пӗлмеллине кӑтартса парать.

16. Псалом 45:2—4 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иеговӑна ӗненни йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр ырӑ хыпар сарма пире мӗнле пулӑшать? Иисуса ӗненни вара мӗнле пулӑшать?

16 Эпир Иеговӑна — кам чи пӗрремӗш ырӑ хыпар пӗлтернӗ, ҫавна — ӗненетпӗр. Тата Иисуса — ҫӳлти Патшалӑхӑн Патшине — ӗненетпӗр (Иоанн 14:1). Кирек мӗн сиксе тухсан та Иегова «пирӗн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр, вӑй-хӑватӑмӑр» пулӗ. (Псалом 45:2—4 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыма Иисуса влаҫпа вӑй панине эпир пӗлсе тӑратпӑр (Матф. 28:18—20).

17. Ырӑ хыпар сармаллине кӑтартакан тӗслӗхе каласа парӑр.

17 Ырӑ хыпар сарас ӗҫре вӑй хунӑшӑн Иегова пире пиллетех. Хӑш-пӗр чухне вӑл ҫакна эпир кӗтмен майпа тӑвать (Еккл. 11:6). Сӑмахран, кашни кун пин-пин ҫын ырӑ хыпар сармалли стендсем умӗнче иртсе ҫӳрет. Ҫакӑ мӗнле те пулин усӑ парать-и? Паллах, парать. 2014 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче тухнӑ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хутӗнче ҫапла тӗслӗх ҫырса панӑ пулнӑ. Пӗр студентка Иегова Свидетелӗсем ҫинчен реферат ҫырма шут тытнӑ, анчах та вӑл Турӑ Патшалӑхӗн залне тупайман. Вӑхӑт иртсен вӑл студентсем пурӑнакан вырӑнта Иегова Свидетелӗсем ырӑ хыпар сармалли стендпа тӑнине курнӑ. Вӗсем патне пырса вӑл реферат ҫырма кирлӗ материал тупнӑ. Каярахпа ҫав хӗр шыва кӗнӗ. Халӗ вара вӑл пионер пулса ӗҫлет. Ҫакӑн пек тӗслӗхсем чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫынсем тата пуррине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн ырӑ хыпара малалла та хастаррӑн сармалла.

ХӐВӐР АЛЛӐРА КАНӐҪЛӐХ АН ПАРӐР

18. Мӗншӗн эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫ шӑп та лӑп Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑтра вӗҫленесси пирки пӗртте иккӗленместпӗр?

18 Ырӑ хыпар сарас ӗҫ шӑп та лӑп Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑтра вӗҫленӗ. Эпир ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен Иегова вӑхӑтпа хӑйне кирлӗ пек хуҫаланать. Сӑмахран, ҫакна Ной тӗслӗхӗ кӑтартса парать. Иегова ҫӗре хӑҫан шыв илессине 120 ҫула яхӑн маларах каласа хунӑ пулнӑ. Ҫӗре шыв иличчен пӗр 40—50 ҫул маларах вара вӑл Ноя ковчег тума хушнӑ. Ҫав ҫулсем хушшинче Ной пӗтӗм вӑя хурса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл, ҫынсем хӑйне итлемен пулсан та, Иегова мӗн тӑвас тенине пӗлтерсех тӑнӑ. Ҫакна вӑл Иегова ковчега чӗрчунсене илсе кӗртичченех туса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн Иегова, шӑп хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра, ковчег алӑкне хупнӑ (Пулт. 6:3; 7:1, 2, 16).

19. Хамӑр алла канӑҫлӑх памасан эпир мӗн курма пултарӑпӑр?

19 Кӗҫех Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫ вӗҫленчӗ тесе пӗлтерӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл ҫак усал тӗнчене пӗтерсе ҫӗнӗ тӗнче туса хурӗ. Ҫав вӑхӑта кӗтнӗ май пирӗн, Ной, Аввакум тата Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсем пекех, алла канӑҫлӑх памалла мар. Айтӑр ырӑ хыпар сарас ӗҫе хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хурар, тӳсӗмлӗ пулар тата хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетсех тӑрар.

75-МӖШ ЮРӐ Акӑ эпӗ, яр мана!

^ 5 абз. Унчченхи статьяра хӑйсен пурнӑҫӗнче улшӑнусем тунӑ Библи вӗренекенсене «ҫын тытакансем» пулма хавхалантарнӑччӗ. Ку статья пире эпир тин кӑна хыпарҫӑ пулса тӑтӑмӑр-и, е нумай ҫул хушши ырӑ хыпар саратпӑр-и, Иегова ҫитет тесе каличченех ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастаррӑн хутшӑнма хавхалантарӗ.

^ 2 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ҫак статьяра «аллуна канӑҫлӑх ан пар» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ Иегова ҫитет тесе каличченех ырӑ хыпар сармаллине пӗлтерет.

^ 5 абз. «Ҫӳлхуҫа кунӗ» 1914 ҫулта, Христос патшана ларсан, пуҫланнӑ та Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ тапхӑр вӗҫлениччен тӑсӑлӗ.