Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

32-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Пултаракан пуррине ӗненӗр

Пултаракан пуррине ӗненӗр

«Ӗненни вӑл... курӑнманни пур тесе ҫирӗплетсе пани» (ЕВР. 11:1, ҪТ).

11-МӖШ ЮРӐ Мӗн пултарни Турра мухтаса тӑрать

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Эсир Пултаракан ҫинчен мӗн пӗлетӗр?

ЭСИР Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ пулсан ачаранпах Иегова ҫинчен пӗлетӗр пулӗ. Аттепе анне сире таврара мӗн пуррине Турӑ туни ҫинчен, унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата вӑл пӗтӗм ҫӗре рай тӑвасшӑн пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ пулӗ (Пулт. 1:1; Ап. ӗҫ. 17:24—27).

2. Кам пурне те Турӑ тунине ӗненет, ҫавсем пирки хӑш-пӗрисем мӗн шутлаҫҫӗ?

2 Нумай ҫын Турра та, вӑл пурне те тунине те ӗненмест. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, пурнӑҫ хӑйне хӑйех пулса кайнӑ. Вара чи ансат организмсем аталанса пынӑ та кӑткӑс организмсем пулса кайнӑ. Ҫавӑн пек калакансем хушшинче хӑш-пӗрисем вӗреннӗ ҫынсем. Вӗсем Библи наукӑпа килӗшсе тӑмасть тесе калаҫҫӗ тата кам пурне те Турӑ тунине ӗненет, ҫавсем пирки ӑслах мар тата юмах-халапсене ӗненеҫҫӗ теҫҫӗ.

3. Мӗншӗн пирӗн хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетмелле?

3 Хӑш-пӗр вӗреннӗ ҫынсем мӗн калани пирӗн ҫине те витӗм кӳме пултарать, вара эпир пурне те Турӑ туни пирки иккӗленме пуҫлама пултаратпӑр. Ҫавӑн пек пулса ан тухтӑр тесен мӗн тумалла? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: мӗншӗн эсир пурне те Турӑ тунӑ тесе ӗненетӗр? Сире ҫакӑн пирки такам каланӑран-и е эсир хӑвӑр тӗпчесе ҫирӗплетӳсем тупрӑр-и? (1 Кор. 3:12—15). Эпир Иеговӑшӑн кирек миҫе ҫул ӗҫлесе тӑрсан та пирӗн малалла та ӗненӗве ҫирӗплетсе тӑмалла. Вара эпир Библире мӗн ҫырни тӗрӗс мар текенсене ӗненмӗпӗр (Кол. 2:8; Евр. 11:6). Ҫак статьяра эпир виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: 1) Мӗншӗн нумайӑшӗ пурне те Турӑ тунине ӗненмест? 2) Иегова Пултаракан пулнине ӗненес тесен мӗн тумалла? 3) Ҫакна ӗненме пӑрахас мар тесен мӗн тумалла?

МӖНШӖН НУМАЙӐШӖ ПУЛТАРАКАН ПУРРИНЕ ӖНЕНМЕСТ?

4. Еврейсем 11:1-мӗшӗ тӑрӑх, мӗн вӑл чӑн-чӑн ӗненӳ?

4 Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ӗненни вӑл — мӗне те пулин ҫирӗплетӳ ҫук ҫӗртенех ӗненсе лартни. Анчах ҫакӑн пек ӗненӳ пирки чӑн-чӑн ӗненӳ тесе калаймӑн. (Еврейсем 11:1 [ҪТ] вуласа парӑр.) * Библире каланӑ тӑрӑх, ӗненӳ ҫирӗплетӳсем ҫинче тытӑнса тӑмалла. Сӑмахран, эпир Иеговӑна, Иисуса тата ҫӳлти Патшалӑха курмастпӑр пулсан та вӗсем пуррине нумай факт ҫирӗплетсе парать (Евр. 11:3). Пӗр Иегова Свидетелӗ, биохимик, ҫакӑн ҫинчен акӑ мӗн каланӑ: «Ӗненессе те эпир ним ӑнланмасӑр ӗненместпӗр тата наука факчӗсене те сирсе ямастпӑр».

5. Мӗншӗн нумайӑшӗ пурнӑҫ хӑйне хӑй пулса кайнӑ тесе ӗненет?

5 Пултаракан пуррине нумай факт ҫирӗплетсе парать пулсан, мӗншӗн-ха ҫынсем нумайӑшӗ ӑна ӗненмеҫҫӗ? Мӗншӗн тесен вӗсем фактсене тӗрӗслемеҫҫӗ. «Шкулта пире пурне те Турӑ тунӑ тесе вӗрентмен, ҫавӑнпа та эпӗ ҫакӑ юмах-халап ҫеҫ тесе шутлаттӑмччӗ,— тесе калать Роберт ятлӑ пӗр Иегова Свидетелӗ.— 22 ҫулта тин, Иегова Свидетелӗсемпе калаҫса илсен, эпӗ пурне те Турӑ тунине кӑтартакан витӗмлӗ ҫирӗплетӳсем пӗлтӗм» *. (« Ашшӗ-амӑшӗсем валли» рамкӑна пӑхӑр.)

6. Мӗншӗн нумайӑшӗ Пултаракан пуррине ӗненмест?

6 Хӑш-пӗрисем Пултаракана курманран вӑл пуррине ӗненмеҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем ытти курӑнман япаласене, сӑмахран, гравитацине, ӗненеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл пуррине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем пур. Библире ӗненни вӑл «курӑнманни пур тесе ҫирӗплетсе пани» тенӗ (Евр. 11:1, ҪТ). Ҫирӗплетӳсене тӗпчеме вӑхӑт кирлӗ, анчах та нумайӑшӗ ҫакна тума вӑхӑт уйӑрасшӑнах мар. Ҫирӗплетӳсене тӗпчеменрен вара ҫын Турӑ ҫук тесе шутлама пуҫлать.

7. Пур вӗреннӗ ҫын та Пултаракан ҫук тесе шутлать-и? Ӑнлантарса парӑр.

7 Ҫирӗплетӳсене тӗпчесе хӑш-пӗр ученӑйсем Ҫут тӗнчене Турӑ тунине ӑнланнӑ *. Тен, вӗсем унччен асӑннӑ Роберт пекех, пурне те Турӑ тунине ӗненмен, мӗншӗн тесен университетра вӗсене ҫакна вӗрентмен. Ҫав-ҫавах нумай ученӑй Иеговӑна лайӑхрах пӗлнӗ те ӑна юратма пуҫланӑ. Пирӗн те, эпир аслӑ пӗлӳ илнӗ-и, илмен-и, хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетмелле. Мӗншӗн тесен ҫакна пирӗншӗн никам та тӑваймӗ.

ПУЛТАРАКАН ПУРРИНЕ ӖНЕНМЕ МӖН ПУЛӐШАТЬ?

8, 9. а) Эпир халӗ мӗн пӑхса тухӑпӑр? ӑ) Тавралӑха тӗпчени мӗнле усӑ парать?

8 Пурне те Турӑ тунине ӗненме сире мӗн пулӑшӗ? Айтӑр тӑватӑ мая пӑхса тухар.

9 Турӑ тунӑ япаласене тӗпчӗр. Пӗлӗтри ҫӑлтӑрсене, ӳсентӑрансене, чӗрчунсене сӑнасан пурне те Турӑ тунине курма пулать (Пс. 18:2; Ис. 40:26). Мӗн чухлӗ ытларах эпир таврара мӗн пуррине тӗпчетпӗр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах Иегова пурне те тунине ӗненетпӗр. Пирӗн Иегова тунӑ япаласем ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшакан нумай статья пур. Сире ҫавӑн пек статьясене вулама йывӑр пулсан та вӗсене вуламасӑр ан хӑварӑр. Унта мӗн ҫырнине май килнӗ таран лайӑхрах ӑнланма тӑрӑшӑр. Унсӑр пуҫне, юлашки ҫулсенче регион конгресӗсенче Турӑ тунӑ япаласем ҫинчен нумай хитре видеоролик кӑтартнӑ. Ҫак видеороликсене jw.org сайтра тупма пулать. Мӗншӗн-ха вӗсене тепре пӑхса тухас мар?

10. Пултаракан пуррине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр (Рим 1:20).

10 Таврари япаласене тӗпченӗ май вӗсем Турӑ ҫинчен мӗн уҫса панине асӑрхама тӑрӑшӑр. (Рим 1:20 вуласа парӑр.) Сӑмахран, хӗвел ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл ӑшӑ тата ҫутӑ парать. Ҫав вӑхӑтрах унран ультрафиолет пайӑркисем те тухаҫҫӗ, вӗсем вара ҫынсене сиен кӳме пултараҫҫӗ. Анчах ҫӗр чӑмӑрне хӳтӗлекенӗ пур — озон сийӗ. Вӑл ультрафиолет пайӑркисене ҫӑтса ярать. Хӗвел мӗн чухлӗ хытӑрах хӗртет, ҫавӑн чухлӗ ытларах ҫӗр атмосферинче озон тухса тӑрать. Нивушлӗ ҫакӑ хӑйне хӑй пулса кайнӑ? Е ҫакна ҫынсене юратакан Пултаракан туса панӑ?

11. Турӑ пурне те тунине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене ӑҫта тупма пулать? (« Турӑ пурне те тунине ӗненме мӗн пулӑшать?» рамкӑна пӑхӑр.)

11 Ытларах ҫирӗплетӳсем тупас тесе «Индекс публикаций Сторожевой башни» хатӗрпе усӑ курма пулать е jw.org сайтри «шырӑр» кнопкӑна пусса шырама пулать. Сӑмахран, малтан «Случайность или замысел?» рубрикӑри видеороликсемпе статьясене пӑхма пулать. Вӗсем кӗске тата вӗсенче Турӑ тунӑ япаласем ҫинчен интереслӗ фактсем илсе панӑ тата учӗнӑйсем Турӑ пултарнисенчен вӗренсе мӗн-мӗн шутласа кӑларни ҫинчен те каланӑ.

12. Библие тӗпченӗ чухне пирӗн мӗн курма тӑрӑшмалла?

12 Библие тӗпчӗр. Маларах асӑннӑ биохимик малтанах Турра ӗненмен. Анчах та кайран пурне те Турӑ тунине ӗненме пуҫланӑ. Вӑл ҫапла калать: «Мана наука факчӗсене тӗпчени анчах мар, Библие тӗпчени те Турра ӗненме пулӑшрӗ». Тен, эсир Библие лайӑх пӗлетӗр. Ҫапах та Турра ӗненес тесен Турӑ Сӑмахне малалла та тӗпчемелле (Иис. Н. 1:8; Пс. 118:97). Библи кӗнекисем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑнине, ӗлӗк-авал мӗн пулса иртнине тӗпӗ-йӗрӗпех ҫырса панине тата пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнине курсан сирӗн ӗненӳ ҫирӗпленӗ. Вара эсир пурне те ӑслӑ-тӑнлӑ та юратакан Турӑ тунине тата Библие унӑн святой сывлӑшӗ хавхалантарнипе ҫырнине хытӑрах ӗненме пуҫлӑр (2 Тим. 3:14; 2 Петр 1:21) *.

13. Библири канашсем усӑллӑ пулнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

13 Унсӑр пуҫне, Библи вӗреннӗ чухне унти канашсем мӗнле усӑ панине те курма тӑрӑшӑр. Сӑмахран, пин-пин ҫул каялла Библире укҫана юратакансем хӑйсене «нумай хуйхӑ курмалла» тӑваҫҫӗ тенӗ (1 Тим. 6:9, 10; Ытар. 28:20; Матф. 6:24). Хальхи вӑхӑт пирки те ҫавнах калама пулать. Тӗслӗхрен, «Нарциссизм эпидемийӗ» кӗнекере ҫапла каланӑ: «Укҫана юратакансем, пӗтӗмӗшле илсен, телейлех мар тата вӗсем час-часах депрессипе асапланаҫҫӗ. Ытларах укҫа ӗҫлесе илес текенсем те психика чирӗпе чирлесе кайма пултараҫҫӗ, вӗсен сывлӑхӗ те хавшаса каять» (The Narcissism Epidemic). Ахальтен мар Библи пире укҫана юратасран асӑрхаттарать. Библири ытти принципсем сире мӗнле пулӑшни ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Ҫакӑ сире юратакан та ӑслӑ Пултаракана ытларах шанма хавхалантарӗ (Иак. 1:5). Вӑл паракан канашсем нихӑҫан та кивелмеҫҫӗ тата телейлӗ тӑваҫҫӗ (Ис. 48:17, 18).

14. Библие тӗпчесе эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

14 Библие тӗпчессе те Иеговӑна лайӑхрах пӗлес тесе тӗпчӗр (Иоанн 17:3). Вара эсир унӑн лайӑх енӗсене курма пултаратӑр. Иегова тунӑ япаласене тӗпченӗ чухне те эсир ҫак лайӑх енсене курнӑ. Унӑн лайӑх енӗсене тӗпчени вӑл чӑнах та пуррине ӗнентерет (Тух. 34:6, 7; Пс. 144:8, 9). Иеговӑна ытларах та ытларах пӗлсе пынӑ май эпир ӑна хытӑрах ӗненме, вӑйлӑрах юратма пуҫлатпӑр тата унпа ҫывӑхланса пыратпӑр.

15. Ыттисене Турӑ ҫинчен каласа пани пире мӗнле усӑ парать?

15 Ыттисене Турӑ ҫинчен каласа парӑр. Ҫакӑ сире хӑвӑр ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӗ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эсир Турӑ пурри пирки иккӗленекен ҫынна тӗл пултӑр пулсан тата ӑна мӗн каламаллине пӗлместӗр пулсан мӗн тумалла? Пирӗн публикацисене тата унта илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене тӗпчӗр. Вара эсир ҫынна тепрехинче мӗн хуравламаллине пӗлӗр (1 Петр 3:15). Опытлӑ хыпарҫӑсенчен те пулӑшу ыйтма пулать. Ҫын эсир илсе панӑ ҫирӗплетӳсене сирсе ярать пулсан та тӗпчени сирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет. Вара Турра ӗненмен вӗреннӗ ҫынсем кирек мӗн каласан та сирӗн ӗненӳ хавшамасть.

МАЛАЛЛА ТА ХЫТӐ ӖНЕНӖР!

16. Ӗненӗве ҫирӗплетмесен мӗн пулса тухма пултарать?

16 Эпир Иеговӑшӑн кирек миҫе ҫул ӗҫлесен те пирӗн малалла та ӗненӗве ҫирӗплетмелле. Унсӑрӑн вӑл хавшама пултарать. Эпир каларӑмӑр ӗнтӗ, ӗненни вӑл — «курӑнманни пур тесе ҫирӗплетсе пани». Ҫынсем вара мӗне курмаҫҫӗ, ҫавна часах манса каяҫҫӗ. Ахальтен мар Павел апостол ӗненсех кайманнине «хамӑра [«ҫӑмӑллӑнах», ҪТ] такӑнтаракан ҫылӑхпа» танлаштарнӑ (Евр. 12:1, 2). Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесен вара мӗн тумалла? (2 Фес. 1:3).

17. Хытӑ ӗненме пире мӗн пулӑшать?

17 Пӗрремӗшӗнчен, Иеговӑран час-часах тата хӗрӳллӗн святой сывлӑш ыйтӑр. Мӗншӗн святой сывлӑш ыйтмалла? Мӗншӗн тесен ӗненӳ вӑл святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх ен (Гал. 5:22, 23). Апла пулсан, святой сывлӑш пулӑшмасӑр эпир ӗненӗве аталантарма тата ҫирӗплетме пултараймастпӑр. Эпир Иеговӑран святой сывлӑш ыйтсан вара вӑл пире ӑна паратех (Лука 11:13). Тата эпир «пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ» тесе те кӗлтума пултаратпӑр (Лука 17:5).

18. Псалом 1:2, 3 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле парне ҫинчен каланӑ?

18 Иккӗмӗшӗнчен, тӑтӑшах Библие тӗпчӗр. (Псалом 1:2, 3 вуласа парӑр.) Пӗрремӗш Псалома ҫырнӑ тӗле хӑш-пӗр ҫынсен кӑна Турӑ Законне вулама май пулнӑ. Закон чӗркемӗсем патшан тата священниксен кӑна пулнӑ. Ыттисем вара — арҫынсем, хӗрарӑмсем, ачасем, ютран килнӗ ҫынсем — Закона вуланине ҫичӗ ҫулта пӗрре анчах итлеме пултарнӑ (Сак. аст. 31:10—12). Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра та Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн чӗркемӗсем хӑш-пӗр ҫынсен кӑна пулнӑ е вӗсене синагогӑра упранӑ. Хальхи вӑхӑт пирки калас пулсан вара лару-тӑру чылай лайӑхрах. Кашни ҫын тенӗ пекех Библие е унӑн хӑш-пӗр пайӗсене хӑй вулама пултарать. Шутласа пӑхӑр-ха: ӗмӗрсем хушши ҫынсем Библие вулама пултарайман, пирӗн вара ӑна вулама май пур. Иеговӑна ҫак парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

19. Ӗненӳ ан хавшатӑр тесен мӗн тумалла?

19 Эпир Библие кашни кун вулатпӑр пулсан Иеговӑна ҫак парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Библие май килнӗ чухне ҫеҫ вуламалла мар, ӑна вулама ятарласа вӑхӑт уйӑрмалла. Вара тӑтӑшах Библи тӗпчесен пирӗн ӗненӳ хавшамӗ.

20. Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?

20 Ҫак тӗнчери ӑсчахсемпе тата ӑслӑ-тӑнлисемпе танлаштарсан пирӗн ӗненӳ Турӑ Сӑмахӗ ҫинче тытӑнса тӑрать (Матф. 11:25, 26). Библие тӗпченине пула эпир мӗншӗн тӗнчери лару-тӑру япӑхланса пынине тата Иегова пуласлӑхра мӗн тӑвассине пӗлетпӗр. Айтӑр малалла та хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетер тата май килнӗ ытларах ҫынна Пултаракан пуррине курма пулӑшар (1 Тим. 2:3, 4). Вара пуласлӑхра ҫӗр ҫинчи пур ҫын та Ӳлӗмхи 4:11-мӗшӗнчи сӑмахсене каланине: «Эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав... илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ»,— тесе мухтаса тӑнине хамӑр куҫпа курӑпӑр.

2-МӖШ ЮРӐ Санӑн яту — Иегова

^ 5 абз. Сӑваплӑ Ҫырура пурне те Иегова Турӑ тунӑ тесе тӳррӗн каланӑ. Ҫав-ҫавах нумайӑшӗ пурнӑҫ хӑйне хӑй пулса кайнӑ тесе шутлать. Ҫавӑн пек шухӑшсем пирӗн ҫине те витӗм ан кӳччӗр тесен пирӗн Турра хытӑ ӗненмелле тата Библие шанмалла. Ҫак статьяра эпир ҫак тӗлӗшрен пире мӗн пулӑшма пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

^ 4 абз. Еврейсем 11:1, ҪТ: «Ӗненни вӑл — хамӑр шанчӑк пурнӑҫланасса ҫирӗп шанни, курӑнманни пур тесе ҫирӗплетсе пани».

^ 5 абз. Час-часах шкулсенче вӗрентекенсем пурнӑҫа Турӑ тума пултарни пирки асӑнмаҫҫӗ те, мӗншӗн тесен ҫапла калани вӗренекенсене Турра ӗненме хистени пулать тесе шутлаҫҫӗ.

^ 7 абз. 60 ытла специалист, ҫав шутрах ученӑйсем, хӑйсем мӗншӗн Ҫут тӗнчене Турӑ тунине ӗненни ҫинчен каланине «Индекс публикаций Сторожевой башни» хатӗрте тупма пулать (НАУКА > УЧЁНЫЕ, ВЫРАЖАЮЩИЕ ВЕРУ В СОТВОРЕНИЕ). Хӑш-пӗр специалистсем мӗн каланине «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» хатӗрте те тупма пулать (НАУКА И ТЕХНИКА > ИНТЕРВЬЮ).

^ 12 абз. Сӑмахран, 2011 ҫулхи февраль уйӑхӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналӑн кӑларӑмӗнчи «Согласуется ли Библия с наукой?» тата 2008 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Всё предсказанное Иеговой сбывается» статьясене вулама пулать.