Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Мӗншӗн вилес умӗн Иисус Псалом 21:2-мӗшӗнчи Давидӑн сӑмахӗсене каланӑ?

Матфей 27:46-мӗшӗ тата Марк 15:34-мӗшӗ тӑрӑх, хӑй вилес умӗн Иисус: «Эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» — тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫапла вара Псалом 21:2-мӗшӗнчи Давидӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланнӑ. Иисус ҫак сӑмахсене Иеговӑна шанма пӑрахнӑран е унӑн ӗненӳ ҫитсех кайманран каланӑ тесе шутлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Иисус хӑйӗн мӗншӗн вилмелле пулнине ӑнланнӑ тата вӑл ҫакна тума хатӗр пулнӑ (Матф. 16:21; 20:28). Вӑл ҫакна та пӗлнӗ: вилес умӗн Иегова ӑна вӑхӑтлӑха хӳтӗлеме пӑрахӗ (Иов 1:10). Ҫапла вара Иисус хӑйне тем пек хытӑ асаплантарса вӗлерсен те хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне шанчӑклӑ пулнине кӑтартма пултарнӑ (Марк 14:35, 36).

Мӗншӗн-ха вара Иисус псаломри ҫак сӑмахсене каланӑ? Паллах, эпир ҫакна тӗп-тӗрӗс калама пултараймастпӑр, ҫак сӑмахсене Иисус тӗрлӗ сӑлтава пула калама пултарнӑ. Айтӑр вӗсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар *.

Ҫак сӑмахсене каласа Иисус, тен, Иегова ӑна вилӗмрен хӑтармӗ тесе палӑртасшӑн пулнӑ. Каҫарттаракан парнене Иисусӑн Иеговӑсӑр памалла пулнӑ. Унӑн ҫынсемшӗн асапланса вилмелле пулнӑ (Евр. 2:9).

Ҫак псаломри темиҫе сӑмаха каласа Иисус, тен, пӗтӗм псалома аса илтересшӗн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра иудейсем ытларах чухне нумай псалома пӑхмасӑр калама пӗлнӗ. Псаломри темиҫе сӑмаха илтсенех вӗсем пӗтӗм псалома аса илме пултарнӑ. Тен, ҫакӑншӑн Иисус ҫав сӑмахсене каланӑ. Ҫапла пулсан, Иисус иудей пулнӑ вӗренекенсене ҫак псаломри хӑйӗн вилӗмӗпе ҫыхӑннӑ ытти пророкла сӑмахсене аса илтернӗ (Пс. 21:8, 9, 16, 17, 19, 25). Унсӑр пуҫне, вӗренекенӗсем псаломри юлашки сӑмахсене аса илме пултарнӑ, унта вара Иеговӑна, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх Патшине, мухтанӑ (Пс. 21:28—32).

Тен, Иисус хӑй айӑплӑ пулманнине кӑтартасшӑн пулнӑ. Иисуса вӗлерес умӗн саккуна пӑсса суд ларӑвне ирттернӗ, вара Иисуса вӑл Турра хурлать тесе айӑпланӑ (Матф. 26:65, 66). Ҫак ларӑва каҫпа васкаса ирттернӗ тата суд ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ нормӑсене пӑснӑ (Матф. 26:59; Марк 14:56—59). «Эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» — тесе ыйтнипе, тен, Иисус хӑй айӑплӑ пулманнине тата хӑйне вӗлерме нимӗнле сӑлтав та ҫуккине кӑтартасшӑн пулнӑ.

Тен, Иисус псалома ҫырнӑ Давид ҫинчен аса илтересшӗн пулнӑ. Давид хӗн курнӑ пулсан та, ҫакӑ Иегова ӑна ырлама пӑрахнине пӗлтермен. Псалом пуҫламӑшӗнче Давид каланӑ сӑмахсем унӑн ӗненӳ ҫитсех кайманнине те пӗлтермен, мӗншӗн тесессӗн малалла вӑл Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫӑлӗ тесе ҫирӗппӗн каланӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова Давида малалла та пиллесе тӑнӑ (Пс. 21:24, 25, 28). Ҫавӑн евӗрлех, Иисус, «Давид Ывӑлӗ», юпа ҫинче асапланнӑ пулсан та, ҫакӑ Иегова ӑна ырлама пӑрахнине пӗлтермен (Матф. 21:9).

Тен, ҫак сӑмахсене каласа Иисус хӑйӗн чунӗ мӗн тери хытӑ ыратнине кӑтартасшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен Иегова ӑна ҫав вӑхӑтра хӳтӗлеме пӑрахнӑ. Ун пекки вара Иисусӑн пурнӑҫӗнче унччен нихӑҫан та пулман. Иеговӑн ҫакна Иисус шанчӑклӑ пулнине кӑтарттӑр тесе тума тивнӗ. Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ асапланса вилтӗр темен. Анчах та Адампа Ева пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн Иисусӑн, нимӗнле япӑх ӗҫ те туманскерӗн, вилме тивнӗ. Иегова Иисуса пӗр вӑхӑтлӑха хӳтӗлеме пӑрахнине пула Иисус Шуйттан тӑратнӑ тавлашуллӑ ыйтусем ҫине хурав пама пултарнӑ. Унсӑр пуҫне, Иисусӑн каҫарттаракан парнине пула Иегова этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарма пултарнӑ (Марк 8:31; 1 Петр 2:21—24).

Тен, Иисус вӗренекенӗсене мӗншӗн хӑйӗн асапланса вилмелле пулнине ӑнланма пулӑшасшӑн пулнӑ *. Иисус хӑйне преступник пек юпа ҫине пӑталаса вӗлерессине тата ҫакӑ нумайӑшне такӑнтарассине пӗлнӗ (1 Кор. 1:23). Вӗренекенӗсем Иисусӑн мӗншӗн вилмелле пулни ҫинчен шухӑшланӑ пулсан, унӑн вилӗмӗ нумай пиллӗх панине ӑнланнӑ пулӗччӗҫ (Гал. 3:13, 14). Вара ӑна преступник вырӑнне мар, Ҫӑлакан вырӑнне хунӑ пулӗччӗҫ.

Иисус Псалом 21:2-мӗшӗнчи сӑмахсене мӗншӗн каланине эпир тӗп-тӗрӗс калама пултараймастпӑр. Анчах та эпир ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр: Иисуспа мӗн пулса иртни пӗтӗмпех Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пулнӑ. Псаломри сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иисус: «Пулса ҫитрӗ!» — тенӗ (Иоанн 19:30; Лука 22:37). Иисус ҫӗр ҫине мӗншӗн килнӗ, ҫавна веҫех пурнӑҫлатӑр тесе Иегова ӑна пӗр вӑхӑтлӑха хӳтӗлеме пӑрахнӑ. Унсӑр пуҫне, Иисус хӑйӗн ҫинчен «Моисей саккунӗнче, пророксенӗн кӗнекисенче тата псаломсенче ҫырнине» веҫех пурнӑҫланӑ (Лука 24:44).

^ 2 абз. Ҫак кӑларӑмри «Иисус вилес умӗн каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?» статьяри 9, 10 абзацсене те пӑхӑр.

^ 4 абз. Иисус мӗн калани е вӑл мӗнле ыйтусем пани пур чухне те вӑл мӗнле шухӑшланине кӑтартса паман. Хӑш-пӗр чухне ҫапла майпа вӑл вӗренекенӗсене хӑйсем мӗн шутланине калама хавхалантарнӑ (Марк 7:24—27; Иоанн 6:1—5) (2010 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 5—6 страницӑсем).