Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова сире чӑннипех те юратать!

Иегова сире чӑннипех те юратать!

«Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать» (ПС. 149:4).

108-МӖШ ЮРӐ Турӑ чунтан парӑнса юратать

ҪАК СТАТЬЯРА *

Пирӗн ҫӳлти Атте пирӗнтен кашнине юратать (1-мӗш абзаца пӑхӑр)

1. Иегова пирӗнте мӗн асӑрхать?

«ҪӲЛХУҪА Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать» (Пс. 149:4). Ҫакна пӗлни пире питӗ савӑнтарать. Иегова пирӗн лайӑх енсене, эпир мӗнле пулса тӑма пултарнине курать тата пире хӑйӗн тусӗсем пулса тӑма пулӑшать. Эпир ӑна шанчӑклӑ пулсан вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех пирӗнпе пӗрле пулӗ (Иоанн 6:44).

2. Мӗншӗн хӑш-пӗрисене Иегова хӑйсене юратнине ӗненме йывӑр?

2 Хӑш-пӗрисем ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: «Иегова хӑйӗн халӑхне юратнине эпӗ пӗлетӗп, анчах та вӑл мана юратать-ши?» Мӗншӗн хӑш-пӗрисем Иегова хӑйсене юратни пирки иккӗленме пултараҫҫӗ? Ача чухне нумай хӗн курнӑ Оксана * ятлӑ тӑван ҫапла калать: «Шыва кӗрсен тата пионер пулса тӑрсан эпӗ питӗ телейлӗччӗ. Анчах та 15 ҫул иртсен мана ача чухнехи йывӑр асаилӳсем ярса илчӗҫ, вара эпӗ канӑҫа ҫухатрӑм. Ҫавна пула эпӗ Иегова мана юратма пӑрахрӗ тата эпӗ унӑн юратӑвне тивӗҫлӗ мар тесе шутлама та пуҫларӑм». Юа ятлӑ пионеркӑн та ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман. Вӑл хӑйӗн пирки ҫапла калать: «Эпӗ Иеговӑна савӑнтарасшӑнччӗ, ҫавӑнпа хам пурнӑҫа ӑна халалларӑм. Ҫапах та вӑл мана нихӑҫан та юратмӗ тесе шутлаттӑмччӗ».

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Тен, эсир те, ҫак икӗ шанчӑклӑ христианка пекех, Иеговӑна питӗ хытӑ юрататӑр, анчах та Иегова хӑвӑра юратни пирки иккӗленетӗр. Мӗншӗн Иегова хӑвӑра юратнине хытӑ ӗненмелле? Сирӗн пуҫа Иегова мана юратмасть текен шухӑшсем кӗрсен вара мӗн тумалла? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.

ИЕГОВА ПИРЕ ЮРАТНИ ПИРКИ ИККӖЛЕННИ ХӐРУШӐ

4. Мӗншӗн Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленни хӑрушӑ?

4 Юрату вӑл — хӑватлӑ вӑй. Ӑна пула ҫын нумай тума пултарать. Енчен те Иегова хамӑра юратнине тата пулӑшассине ӗненетпӗр пулсан, эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха пӑхмасӑрах уншӑн чун-чӗререн ӗҫлӗпӗр. Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленетпӗр пулсан вара, пирӗн вӑй-хал сахал пулать (Ытар. 24:10). Пирӗн ал усӑнать пулсан тата Иегова пире юратмасть тесе шутлама пуҫлатпӑр пулсан, Шуйттана хирӗҫ тӑраймӑпӑр (Эф. 6:16).

5. Иегова хӑйсене юратни пирки иккӗленни хӑш-пӗр тӑвансем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

5 Хӑш-пӗр христиансен иккӗленӳсене пула ӗненӗвӗ хавшанӑ. Джеймс ятлӑ старейшина акӑ мӗн калать: «Эпӗ Вефильте ӗҫленӗ пулсан та тата ют чӗлхепе калаҫакан пухура ӗҫлесе тӑма мана питӗ килӗшнӗ пулсан та, хам мӗн туни Иеговӑна савӑнтарать-ши тесе иккӗленеттӗм. Иегова ман кӗлӗсене итлемест пуль тесе шутлама та пуҫларӑм». Вефильте ӗҫлекен тепӗр тӑван, Ева ятлӑскер, ҫапла калать: «Эпӗ Иегова хама юратни пирки иккӗленни хӑрушӑ пулнине ӑнлантӑм. Иккӗленни эсӗ тӑвакан пур ӗҫ ҫине те витӗм кӳрет: Иеговӑшӑн мӗн те пулин тума кӑмӑл пӗтет, сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни те савӑнӑҫ пама пӑрахать». Старейшина тата пионер пулса ӗҫлекен Майкл ятлӑ тӑван вара акӑ мӗн калать: «Иегова хӑвна юратнине ӗненместӗн пулсан, унран сивӗнсе пыратӑн».

6. Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленме пуҫласан мӗн тумалла?

6 Куртӑмӑр ӗнтӗ, япӑх шухӑшсем пирӗн ӗненӗве хавшатма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек шухӑшсем пирӗн пуҫра явӑнма пуҫласан вара мӗн тумалла? Пирӗн тӳрех вӗсене сирсе ямалла. Хӑвӑр чӗрепе ӑс-тӑна сыхласа усрас тесе тата канӑҫсӑрлатакан шухӑшсенчен хӑтӑлас тесе Иеговӑран «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» ыйтӑр (Флп. 4:6, 7; Пс. 138:23). Ҫакна та асра тытӑр: ытти тӑвансем те ҫакӑн пек япӑх шухӑшсемпе кӗрешеҫҫӗ. Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсен те ҫавнашкал йывӑр туйӑмсем пулнӑ. Ҫав ӗҫлекенсенчен пӗри — Павел апостол. Айтӑр унӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

ПАВЕЛ АПОСТОЛ ТӖСЛӖХӖНЧЕН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР?

7. Павелӑн мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ?

7 Тен, сирӗн тивӗҫсем нумай пулнӑран эсир веҫех мӗнле туса ӗлкӗрмелле-ши тесе пӑшӑрханатӑр. Ҫапла пулсан, эсир Павел мӗн туйнине ӑнланатӑр пуль. Вӑл пӗр пухушӑн ҫеҫ мар, «пур ӗненекен ушкӑншӑн та» пӑшӑрханнӑ (2 Кор. 11:23—28). Е, тен, вӑраха кайнӑ чирпе чирленине пула сирӗн ал усӑнать. Павел хӑйӗн пирки «ӳтӗм ӑшне сӑнӑ кӗртнӗ» тесе ҫырнӑ. Ҫав «сӑнӑ» вӑл — чир пулнӑ пулас. Павел вара ҫав сӑнӑран питӗ хӑтӑласшӑн пулнӑ (2 Кор. 12:7—10). Е, тен, эсир хӑвӑр ҫитменлӗхсене пула кулянатӑр. Павелӑн та ҫавӑн евӗрлех туйӑмсем пулнӑ. Хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе пӗрмай кӗрешме тивнӗрен вӑл хӑйӗн пирки «мӗскӗн этем эпӗ» тенӗ (Рим 7:21—24).

8. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма Павела мӗн пулӑшнӑ?

8 Павелӑн йывӑрлӑхсем нумай пулнӑ пулсан та, вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахман. Ӑна мӗн вӑй парса тӑнӑ? Вӑл хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене лайӑх пӗлнӗ пулсан та, тӳлесе илме панӑ парнене хытӑ ӗненнӗ. Тата Павел Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене пӗлнӗ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ» (Иоанн 3:16; Рим 6:23). Паллах, Павел ҫав ӗненекенсенчен пӗри пулнӑ. Йывӑр ҫылӑх тунӑ, кайран вара ҫавӑншӑн ӳкӗннӗ ҫынсене Иегова каҫарма хатӗр пулни пирки вӑл пӗртте иккӗленмен (Пс. 85:5).

9. Галати 2:20-мӗшӗнчи Павелӑн сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

9 Павел хӑйне Иегова питӗ хытӑ юратнине пӗлнӗ, мӗншӗн тесессӗн Иегова уншӑн хӑйӗн Ывӑлне панӑ. Павел мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗм аллине панӑ Турӑ Ывӑлне ӗненсе пурӑнатӑп». (Галати 2:20 вуласа парӑр.) Мӗн тери йӑпатакан сӑмахсем! Павел ҫапла шутламан: «Эпӗ ҫав тери япӑх ҫын, Турӑ мана юратмасть пуль. Иегова ыттисене мӗншӗн юратнине эпӗ ӑнланатӑп, эпӗ вара Турӑ юратӑвне тивӗҫлӗ мар». Вӑл Римра пурӑннӑ христиансене ҫапла аса илтернӗ: «Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ» (Рим 5:8). Чӑнах та, Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенне юратать!

10. Рим 8:38, 39 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

10 Рим 8:38, 39 вуласа парӑр. Павел хӑйне Иегова хытӑ юратни пирки пӗртте иккӗленмен. Вӑл Турӑ юратӑвӗнчен пире нимӗн те уйӑраяс ҫук тесе ҫырнӑ. Павел Иегова Израиль халӑхӗпе мӗн тери чӑтӑмлӑ пулнине астунӑ тата хӑйне Иегова хӗрхеннине те курнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Павел ҫапла каланӑ теме пулать: «Иегова хӑйӗн Ывӑлне маншӑн вилме янӑ. Апла, вӑл хама юратни пирки иккӗленмелле-и вара?» (Рим 8:32).

Иеговӑшӑн эпир унччен тунӑ ҫылӑхсем пӗлтерӗшлӗ мар. Уншӑн эпир халӗ мӗн туни тата малашне мӗн тӑвасси пӗлтерӗшлӗрех (11-мӗш абзаца пӑхӑр) *

11. Павел 1 Тимофей 1:12—15 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ ҫылӑхсене тунӑ пулсан та, Иегова хӑйне юратни пирки мӗншӗн иккӗленмен?

11 1 Тимофей 1:12—15 вуласа парӑр. Тен, вӑхӑтран вӑхӑта Павела хӑй унччен тунӑ ҫылӑхсене аса илни канӑҫ паман. Вӑл хӑйӗн пирки «ҫылӑхлисенчен чи айӑпли — эпӗ» тенӗ. Христианин пулса тӑриччен вӑл тӗрлӗ хуласенче Христосӑн вӗренекенӗсене хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Хӑш-пӗрисене вӑл тӗрмене хуптарнӑ тата вӑл христиансене вӗлернине те ырланӑ (Ап. ӗҫ. 26:10, 11). Павел хӑйне пула ашшӗ-амӑшне ҫухатнӑ ҫамрӑк христианина тӗл пулсан мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Паллах, Павел унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн куляннӑ, анчах вӑл пулни-иртнине каялла тавӑрас ҫуккине те пӗлнӗ. Хӑйӗншӗн Христос вилнине вӑл ӗненнӗ, ҫавӑнпа ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ Турӑ тивлечӗпе ҫеҫ ҫакӑн пек пулса тӑтӑм» (1 Кор. 15:3, 10). Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ҫакӑн пирки ан иккӗленӗр: Христос шӑпах сирӗншӗн вилнӗ, ҫавна пула эсир Иеговӑпа ҫывӑхланма пултаратӑр (Ап. ӗҫ. 3:19, 20). Иеговӑшӑн эпир унччен тунӑ ҫылӑхсем — вӗсене чӑнлӑха пӗличчен тунӑ-и е чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн-и — пӗлтерӗшлӗ мар. Иеговӑшӑн эпир халӗ мӗн туни тата малашне мӗн тӑвасси пӗлтерӗшлӗрех (Ис. 1:18).

12. «Юратма манра ним лайӑххи те ҫук» тесе шутлатпӑр пулсан, 1 Иоанн 3:19, 20 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

12 Тен, эсир ҫапла шутлатӑр: «Христос маншӑн вилнине эпӗ пӗлетӗп, анчах эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ мар». Мӗншӗн эпир ҫапла шутлама пултаратпӑр? Хамӑр ҫылӑхлӑ чӗре пире: «Эсӗ никама та кирлӗ мар, юратма санра ним лайӑххи те ҫук»,— тесе улталама пултарать. (1 Иоанн 3:19, 20 [ҪТ] вуласа парӑр.) * Ҫавӑнпа пуҫра ҫавӑн пек шухӑшсем явӑнма пуҫласан «Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах» пулнине аса илӗр. Ҫӳлти Атте хӑвӑра хытӑ юратать тата каҫарма хатӗр тесе хӑвӑра хӑвӑр ӗнентерӗр. Турӑ хӑвӑр ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланас тесе тӑтӑшах Библи тӗпчӗр, кӗлтӑвӑр тата унӑн халӑхӗпе хутшӑнӑр. Ҫакӑ мӗнле пулӑшма пултарать?

БИБЛИ ТӖПЧЕНИ, КӖЛТУНИ ТАТА ШАНЧӐКЛӐ ТУССЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

13. Турӑ Сӑмахне вӗренни пире мӗнле пулӑшать? (« Турӑ Сӑмахне вӗренни вӗсене мӗнле пулӑшать?» рамкӑна та пӑхӑр.)

13 Кашни кун Турӑ Сӑмахне вӗренсен эсир Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен ытларах та ытларах пӗлсе пырӑр. Вара вӑл хӑвӑра мӗн тери хытӑ юратнине ӑнланса илӗр. Библире мӗн вулани ҫинчен кашни кун шухӑшлани сире тӗрлӗ япала ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахӗ пире тӳрлетет, урӑхла каласан, хамӑр тӗрӗс мар шухӑшсемпе кӑмӑл-туртӑма улӑштарма пулӑшать (2 Тим. 3:16). Кевин ятлӑ старейшина, хӑйӗн пирки ниме тӑман ҫын тесе шутланӑскер, акӑ мӗн калать: «102-мӗш Псалома вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани мана хам ҫине тӗрӗс пӑхма тата Иегова ман ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑшрӗ». Маларах асӑннӑ Ева вара ҫапла калать: «Кун вӗҫӗнче эпӗ Иеговӑшӑн мӗн пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен шухӑшлатӑп. Ҫакӑ мана чун канӑҫлӑхне тупма тата ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшать».

14. Кӗлтуни пире мӗнле пулӑшать?

14 Час-часах кӗлтӑвӑр (1 Фес. 5:17). Эпир кампа та пулин туслашасшӑн пулсан, час-часах унпа калаҫма-хутшӑнма тӑрӑшатпӑр тата ӑна хамӑр туйӑмсем ҫинчен каласа паратпӑр. Иеговӑпа туслашни ҫинчен те ҫаплах калама пулать. Эпир Иеговӑна хамӑр туйӑмсене, шухӑшсене тата хамӑра мӗн пӑшӑрхантарнине кӗлӗре уҫса паратпӑр пулсан, ӑна шаннине тата вӑл пире юратнине ӗненнине кӑтартатпӑр (Пс. 93:17—19; 1 Иоанн 5:14, 15). Маларах асӑннӑ Юа хӑйӗн ҫинчен акӑ мӗн каласа парать: «Кӗлтунӑ чухне эпӗ Иеговӑна хампа кун хушшинче мӗн пулса иртнине каласа паратӑп ҫеҫ мар, ӑна хамӑн туйӑмсене те уҫса паратӑп. Ҫавна пула эпӗ Иегова ҫине пысӑк фирмӑн директорӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пӑрахрӑм. Халӗ вӑл маншӑн хӑйӗн ачисене хытӑ юратакан Атте». (« Эсир ҫак кӗнекене вуланӑ-и?» рамкӑна пӑхӑр.)

15. Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

15 Шанчӑклӑ туссемпе хутшӑнӑр. Иегова пире пысӑк ҫемье — хамӑра юратакан пухури тӑвансене — парнеленӗ. Ҫапла вӑл пире юратнине кӑтартнӑ (Ытар. 17:17; Иак. 1:17). Колоссӑри христиансем патне ҫырнӑ ҫырура Павел хӑйне пулӑшнӑ хӑш-пӗр тӑвансене ятран асӑнса «вӗсем маншӑн тем тӗрлӗ савӑнӑҫ пулчӗҫ» тесе ҫырнӑ (Кол. 4:10, 11). Иисус Христоса та туссем пулӑшни кирлӗ пулнӑ. Вӑл хӑйӗн тусӗсене — ангелсене те, ҫынсене те — хӑйне пулӑшнӑшӑн питӗ пархатарлӑ пулнӑ (Лука 22:28, 43).

16. Шанчӑклӑ туссем пире Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

16 Эсир пухури туссенчен пулӑшу ыйтатӑр-и тата вӗсен пулӑшӑвне йышӑнатӑр-и? Хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен ҫывӑх туса каласа пани пирӗн ӗненӳ хавшак пулнине пӗлтермест. Пачах урӑхла, ҫакӑ пире хӳтӗлеме пултарать. Маларах асӑннӑ Джеймс ҫапла калать: «Иеговӑна юратакан туссем мана питӗ пулӑшаҫҫӗ. Мана япӑх шухӑшсем ярса илсен вӗсем мана тимлӗ итлеҫҫӗ тата мана юратни пирки шантараҫҫӗ. Вӗсем пулӑшнине пула хама Иегова юратнине тата маншӑн тӑрӑшнине курса тӑратӑп». Чӑнах та, пухура шанчӑклӑ туссем пурри мӗн тери лайӑх!

ИЕГОВА ПИРЕ ЮРАТСА ТӐТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

17, 18. Пирӗн кама итлемелле тата мӗншӗн?

17 Шуйттан пирӗн ал усӑнтӑр тет, вӑл пире тӗрӗссине тума пӑрахтарасшӑн. Ҫавӑнпа та вӑл Иегова пире юратмасть тата эпир ҫӑлӑнма тивӗҫлӗ мар тесе ӗнентересшӗн пире. Анчах та ҫакӑ сӗмсӗр суя пулнине эпир куртӑмӑр ӗнтӗ.

18 Иегова сире кӑмӑллать. Вӑл сире чӑннипех те юратать. Эсир, Иисус пекех, Иеговӑна итлетӗр пулсан, вӑл сире юратма пӑрахмӗ (Иоанн 15:10). Ҫавӑнпа Шуйттана та, хӑвӑра айӑплакан чӗрӗре те ан итлӗр. Ун вырӑнне Иеговӑна итлӗр, вӑл сирӗнте лайӑххине курать. Ан иккӗленӗр: Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенне, ҫав шутрах сире те, хытӑ юратать!

141-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫ — хаклӑ парне

^ 5 абз. Хӑш-пӗр тӑвансене Иегова хӑйсене юратнине ӗненме йывӑр. Ҫак статьяра эпир Иегова пирӗнтен кашнине юратни пирки мӗншӗн иккӗленмелле маррине пӑхса тухӑпӑр тата Иегова пире юратни пирки иккӗленетпӗр пулсан мӗн тумаллине курӑпӑр.

^ 2 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 12 абз. 1 Иоанн 3:19, 20, ҪТ: «Ҫапла эпир хамӑр чӑнлӑхран пулнине пӗлӗпӗр тата хамӑр чӗрене Турӑ пире юратать тесе шантарӑпӑр. Пирӗн чӗре пире айӑплать пулин те, Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах тата пурне те пӗлет».

^ 68 абз. ӲКЕРЧӖК. Чӑнлӑха пӗличчен Павел христиансене тӗрмене хуптарнӑ. Хӑйӗншӗн Иисус мӗн тунине ӑнланса илсен Павел улшӑннӑ та тӑвансене хавхалантарма пуҫланӑ (тен, вӗсен тӑван-хурӑнташӗсене Павел унччен хӗсӗрленӗ).