Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иисус вилес умӗн каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

Иисус вилес умӗн каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

«Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче; Ӑна итлӗр» (МАТФ. 17:5).

17-МӖШ ЮРӐ Хаваспах пулӑшӑп!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Иисус хӑйӗн юлашки сӑмахӗсене каличчен унпа мӗн пулса иртнӗ?

ГОЛГОФА. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗ. Ҫак кун Иисуса ним айӑп ҫук ҫӗртенех суйса айӑпланӑ та вӗлерме йышӑннӑ. Унран мӑшкӑлласа кулнӑ, ӑна асаплантарнӑ, кайран вара юпа ҫине пӑталанӑ. Аллисемпе урисене пӑтапа ҫапса лартнӑран вӑл калама ҫук хытӑ тертленнӗ, ӑна сывлама та, мӗн те пулин калама та питӗ йывӑр пулнӑ. Анчах та унӑн темскер питӗ пӗлтерӗшлине каламалла пулнӑ.

2 Матфей 17:5-мӗшӗнче Иегова пире хӑйӗн Ывӑлне итлеме хушнӑ. Айтӑр Иисус юпа ҫинче асапланнӑ чухне мӗн каланине «итлер» те унӑн сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

«ЭЙ АТТЕМ! КАҪАР ВӖСЕНЕ»

3. Иисус «эй аттем! каҫар вӗсене» тесе кам пирки каланӑ пулас?

3 Иисус мӗн каланӑ? Юпа ҫинче асапланнӑ чухне Иисус Иеговӑна: «Эй аттем! каҫар вӗсене»,— тесе ыйтнӑ. Иисус кам пирки каланӑ? Ҫакна вӑл малалла каланӑ сӑмахсем ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Вӑл: «Вӗсем хӑйсем мӗн тунине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ»,— тенӗ (Лука 23:33, 34). Иисус хӑйне юпа ҫумне пӑталанӑ Рим салтакӗсем пирки каланӑ пулас. Ҫав салтаксем Иисус чӑннипе кам пулнине пӗлмен. Унсӑр пуҫне, вӑл кам ӑна малтан вӗлересшӗн пулнӑ, кайран вара ӑна ӗненме пуҫланӑ, ҫавсем пирки те калама пултарнӑ (Ап. ӗҫ. 2:36—38). Иисуса суйса айӑпланӑ пулсан та, вӑл хӑйне вӗлерес тенӗ ҫынсем ҫине тарӑхман тата вӗсене сивлемен (1 Петр 2:23). Пачах урӑхла, вӑл Иеговӑна вӗсене каҫарма ыйтнӑ.

4. Иисус хӑйне хирӗҫ тӑракансене каҫарнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

4 Иисус сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн, Иисус пекех, ыттисене каҫарма хатӗр пулмалла (Кол. 3:13). Хӑш-пӗр ҫынсем, ҫав шутрах хурӑнташсем те, эпир мӗне ӗненнине тата мӗнле пурнӑҫ ҫулне суйласа илнине ӑнланманран пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарма пултараҫҫӗ. Вӗсем пирӗн пирки суя сӑмах сарма, пирӗнтен тӑрӑхласа кулма, пирӗн литературӑна пӗтерме тата пире хӑратса ӳкерме те пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫине кӳренсе ҫӳрес вырӑнне Иеговӑран вӗсене чӑнлӑха йышӑнма пулӑшсам тесе ыйтӑр (Матф. 5:44, 45). Хӑш-пӗр чухне, уйрӑмах тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, ыттисене каҫарма йывӑр пулма пултарать. Анчах та кӳренсе-тарӑхса ҫӳресен эпир хамӑра хамӑр сиен кӳретпӗр. Пӗр хӗрарӑм тӑван ҫапла каланӑ: «Каҫарни вӑл эпӗ ҫыннӑн япӑх ӗҫне тӳрре кӑларнине е ҫынна хама усал тума ирӗк панине пӗлтермест. Ҫакӑ вӑл эпӗ кӳренме пӑрахнине пӗлтерет» (Пс. 36:8). Кӳрентерекене каҫарса эпир хамӑрӑн савӑнӑҫа пӗтерме памастпӑр (Эф. 4:31, 32).

«МАНПА ПӖРЛЕ РАЙРА ПУЛӐН»

5. Иисус вӑрӑ-хураха мӗн пирки сӑмах панӑ тата мӗншӗн?

5 Иисус мӗн каланӑ? Иисуспа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха пӑталанӑ. Малтан вӗсем те ӑна хӑртнӑ (Матф. 27:44). Анчах каярах пӗри унран мӑшкӑллама пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен Иисус «нимӗнле усал ӗҫ те» туманнине ӑнланса илнӗ (Лука 23:40, 41). Унтан та ытларах, вӑл Иисуса: «Эй Ҫӳлхуҫа! Хӑвӑн Патшалӑхна кӗрсен асна илсем мана»,— тесе те каланӑ (Лука 23:42). Ҫапла каласа вӑл Иисус чӗрӗлсе тӑрса патша пулассине ӗненнине кӑтартнӑ. Ҫав вӑрӑ-хурах мӗн тери хытӑ ӗненнӗ! Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Чӑн калатӑп сана паян: манпа пӗрле райра пулӑн» (Лука 23:43, ҪТ) *. Кунта Иисус вӑрӑ-хураха «райра пулӑн» тесе хӑй сӑмах панӑ. Хӑйӗн Ашшӗ хӗрхенекен пулнине пӗлсе Иисус ҫапла каласа ҫав ҫынна шанчӑк панӑ (Пс. 102:8).

6. Иисус вӑрӑ-хураха каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

6 Иисус сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иисус пур тӗлӗшрен те хӑйӗн Ашшӗ пекех (Евр. 1:3). Иегова вара пире хӗрхенет тата хатӗр пулсах каҫарать. Анчах та Иегова пире каҫартӑр тесен пирӗн унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗнмелле тата Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнине ӗненмелле (1 Иоанн 1:7). Хӑш-пӗрисем Иегова мана нихӑҫан та каҫармасть пуль тесе шутлаҫҫӗ. Эсир те ҫапла шутлатӑр пулсан, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: Иисус хӑйне тин кӑна ӗненме пуҫланӑ вӑрӑ-хураха хӗрхеннӗ. Хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫине вара Иегова мӗнле пӑхать? Унӑн заповечӗсем тӑрӑх пурӑнма чун-чӗререн тӑрӑшакансене вӑл тата ытларах хӗрхенет! (Пс. 50:3; 1 Иоанн 2:1, 2).

«АКӐ САНӐН ЫВӐЛУ... АКӐ САНӐН АННӲ!»

7. Иоанн 19:26, 27 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус Марийӑпа Иоана мӗн каланӑ тата мӗншӗн вӑл ҫапла каланӑ?

7 Иисус мӗн каланӑ? (Иоанн 19:26, 27 вуласа парӑр.) Иисус хӑйӗн амӑшӗшӗн пӑшӑрханнӑ, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑталла Марийӑн упӑшки вилнӗ пулас. Иисусӑн шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсем амӑшне пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтернӗ пулӗччӗҫ паллах, анчах та Марийӑна Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма кам пулӑшӗ-ши? Ун чухне Иисусӑн пӗртӑванӗсем унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑман пулас. Иоанн вара шанчӑклӑ апостол тата Иисусӑн ҫывӑх тусӗ пулнӑ. Кам Иеговӑна пуҫҫапнӑ, ҫавсене пурне те Иисус хӑйӗн тӑванӗсем вырӑнне хунӑ (Матф. 12:46—50). Амӑшне юратнӑран тата уншӑн пӑшӑрханнӑран Иисус ӑна пӑхма Иоана ыйтнӑ, мӗншӗн тесен Иоанн Марийӑна Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшассине вӑл пӗлнӗ. Иисус хӑйӗн амӑшне: «Акӑ Санӑн ывӑлу»,— тенӗ, Иоана вара: «Акӑ санӑн Аннӳ!»,— тесе каланӑ. Ҫав кунранпа Мария Иоана хӑйӗн ывӑлӗ вырӑнне хума пуҫланӑ, Иоанн вара ӑна хӑйӗн амӑшне пӑхнӑ пекех пӑхнӑ. Иисус ҫак хӗрарӑма — хӑйне мӗн ачаранах юратса ӳстернӗ тата ҫак йывӑр вӑхӑтра хӑйӗнпе юнашар пулнӑ хӗрарӑма — мӗн тери юратнӑ!

8. Иисус Марийӑпа Иоана каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

8 Иисус сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Пухури тӑвансем пире килтисенчен те ҫывӑхрах пулма пултараҫҫӗ. Тӑван-хурӑнташсем пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарма тата пирӗнпе хутшӑнма пӑрахма та пултараҫҫӗ. Анчах эпир Иеговӑпа тата пухури тӑвансемпе ҫывӑхланатпӑр пулсан, Иисус каланӑ пек, хамӑр ҫухатнинчен «ҫӗр хут ытларах» илетпӗр: нумайӑшӗ пирӗншӗн ывӑлсем, хӗрсем, аннесем тата аттесем пулса тӑраҫҫӗ (Марк 10:29, 30). Пире пурне те ӗненӳ тата юрату — Иеговӑна тата пӗр-пӗрне юратни — пӗрлештерет. Ҫакна курса эсир мӗн туятӑр? (Кол. 3:14; 1 Петр 2:17).

«ТУРӐҪӐМ! МӖНШӖН ЭСӖ МАНА ПӐРАХРӐН?»

9. Матфей 27:46-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсем мӗн кӑтартса параҫҫӗ?

9 Иисус мӗн каланӑ? Иисус вилес умӗн: «Эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» — тесе кӑшкӑрса янӑ (Матф. 27:46). Вӑл ҫак сӑмахсене мӗншӗн каланине Библире ӑнлантарса паман. Ҫапах та унӑн сӑмахӗсем мӗне пӗлтерме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Пӗрремӗшӗнчен, ҫак сӑмахсене каласа Иисус Псалом 21:2-мӗшӗнчи пророкла каланине пурнӑҫланӑ *. Иккӗмӗшӗнчен, ҫак сӑмахсем Иегова хӑйӗн Ывӑлне пур йывӑрлӑхран та хӑтарманнине кӑтартса параҫҫӗ (Иов 1:10). Иисус Иегова ӑна тӑшман аллине мӗншӗн панине питӗ лайӑх ӑнланнӑ: унӑн темле йывӑр килсен те, вилӗм умӗнче те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмалла пулнӑ. Унччен пӗр ҫын та ҫакӑн пек тӗрӗслев витӗр тухман. Виҫҫӗмӗшӗнчен, унӑн сӑмахӗсем вӑл айӑплӑ пулманнине, вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле ӗҫ те туманнине кӑтартса панӑ.

10. Иисус Иеговӑна каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

10 Иисус сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Пӗрремӗшӗнчен, Иегова пире ӗненӗве тӗрӗслекен пур йывӑрлӑхран та хӑтарасса кӗтмелле мар. Иисус мӗн виличченех Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ пекех, пирӗн те, кирлӗ пулсан, вилме хатӗр пулмалла (Матф. 16:24, 25). Анчах та ҫакна асра тытӑр: Иегова пире хамӑр тӳссе ирттерме пултарайманнинчен ытларах тӳсме памӗ (1 Кор. 10:13). Иккӗмӗшӗнчен, эпир, Иисус пекех, айӑп ҫук ҫӗртенех хӗн курма пултаратпӑр (1 Петр 2:19, 20). Пире хирӗҫ тӑракансем эпир темскер япӑх тунишӗн мар, эпир «тӗнченӗн мар» пулнишӗн тата чӑнлӑха вӗрентнишӗн пире хӗсӗрлеҫҫӗ (Иоанн 17:14; 1 Петр 4:15, 16). Иисус хӑйне Иегова мӗншӗн асаплантарма панине ӑнланнӑ. Анчах та Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем: «Мӗншӗн Иегова мана асап курма парать-ши?» — тесе аптраса ӳкме пултараҫҫӗ (Аввак. 1:3). Хӗрхенекен те чӑтӑмлӑ Иегова Турӑ ҫав христиансем пирки вӗсен ӗненӳ ҫитсех каймасть тесе шутламасть. Пачах урӑхла, вӑл вӗсене хӑй йӑпатни кирлине ӑнланать (2 Кор. 1:3, 4).

«ӐШӐМ ХЫПРӖ»

11. Иоанн 19:28-мӗшӗнчи сӑмахсене Иисус мӗншӗн каланӑ?

11 Иисус мӗн каланӑ? (Иоанн 19:28 вуласа парӑр.) Мӗншӗн Иисус: «Ӑшӑм хыпрӗ»,— тенӗ? Ҫапла майпа вӑл Псалом 21:16-мӗшӗнчи ҫак сӑмахсене пурнӑҫланӑ: «Вӑйӑм тӑм савӑт пек халтӑркарӗ; чӗлхем пыр тӗпне ҫыпӑҫӑнса ларчӗ». Унсӑр пуҫне, ҫавӑн чухлӗ асапланнӑ хыҫҫӑн тата юпа ҫинче тертленнӗ хыҫҫӑн унӑн питӗ ӗҫес килнӗ пуль. Ӗҫес тесен вара унӑн хӑйне ӗҫтерме ыйтмалла пулнӑ.

12. Иисус «ӑшӑм хыпрӗ» тенинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

12 Иисус сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иисус хӑйне мӗнле туйни ҫинчен калама вӑтанман, апла пирӗн те хамӑра мӗнле туйни ҫинчен калама вӑтанмалла мар. Пирӗн мӗн те пулин тумалла пулсан, ытларах чухне эпир ҫавна хамӑрах тӑватпӑр. Анчах та эпир пӗр-пӗр ӗҫе тума пултараймастпӑр пулсан, пирӗн ыттисенчен пулӑшу ыйтма хӑрамалла мар. Сӑмахран, эсир ҫамрӑках мар пулсан е сывлӑх хавшаса пырать пулсан, пӗр-пӗр тӑвана хӑвӑра больницӑна е лавккана илсе кайса килме ыйтма пулать. Е, калӑпӑр, сире мӗн те пулин пӑшӑрхантарать пулсан, старейшинӑна е туса хӑвӑрӑн туйӑмсем ҫинчен каласа парӑр е хӑвӑра хавхалантарма ыйтӑр (Ытар. 12:25). Ҫакна асра тытӑр: тӑвансем пире юратаҫҫӗ тата вӗсем пире пулӑшасшӑн (Ытар. 17:17). Анчах та вӗсем эпир мӗн туйнине тата пире мӗнле пулӑшу кирлине пӗлмесен те пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн вӗсенчен пулӑшу ыйтмалла.

«ПУЛСА ҪИТРӖ!»

13. Иисус мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлни мӗн панӑ?

13 Иисус мӗн каланӑ? Нисанӑн 14-мӗшӗнче кӑнтӑрла пӗр виҫҫӗсенче Иисус: «Пулса ҫитрӗ!» — тенӗ (Иоанн 19:30). Иисус Ашшӗ хӑйне мӗн хушнине пӗтӗмпех туса ҫитернӗ. Вӑл мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлни мӗн панӑ? Пӗрремӗшӗнчен, Иисус ҫакна ҫирӗплетсе панӑ: Шуйттан вӑл — суеҫӗ тата вӑл тем пек тӑрӑшсан та пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарать. Иккӗмӗшӗнчен, Иисус ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн вилнӗ. Ҫавна пула ҫылӑхлӑ ҫынсем Турӑпа ҫывӑхланма тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанма пултараҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иисус Иеговӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларнӑ тата унӑн ятне элекрен тасатнӑ.

14. Пирӗн кашни куна мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пурӑнса ирттермелле?

14 Иисус сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн кашни кун Турра шанчӑклӑ пулмалла. Галаад шкулӗнче вӗрентнӗ Максвелл Френд тӑванӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Пӗтӗм тӗнчери конгресра сӑмах тухса каланӑ чухне Турра чунтан парӑнса пурӑнасси пирки вӑл ҫапла каланӑ: «Паян мӗн тума е мӗн калама пултарнине ырана ан хӑварӑр. Ыран хӑвӑр чӗрӗ пуласса ӑҫтан пӗлетӗр? Кашни кун ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑлпа пурӑнӑр: „Ҫак кун — эпӗ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тивӗҫлине ҫирӗплетсе памалли юлашки май“». Айтӑр кашни кунах ҫакӑн пек пурӑнса ирттерер. Вара вилӗм куҫран пӑхсан та эпир ҫапла калама пултарӑпӑр: «Иегова, сана шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе, Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе парас тесе, сан ырӑ ятна элекрен тасатас тесе тата санӑн аслӑ влаҫна тӳрре кӑларас тесе эпӗ пӗтӗмпех турӑм!»

«СЫВЛӐШӐМА САНӐН АЛЛУНА ПАРАТӐП»

15. Лука 23:46-мӗшӗ тӑрӑх, Иисус мӗн пирки иккӗленмен?

15 Иисус мӗн каланӑ? (Лука 23:46 вуласа парӑр.) Иисус хӑйӗн пурнӑҫӗ Иеговӑн аллинче пулнине пӗлнӗ тата вӑл Ашшӗ хӑйне манас ҫукки пирки пӗртте иккӗленмен. Акӑ мӗншӗн вӑл: «Эй Аттем! сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп»,— тенӗ.

16. Вунпилӗк ҫулхи Джошуан тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Иисус сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑн аллине парӑр. Ҫапла тӑвас тесен вара чун-чӗререн Иеговӑна шанмалла (Ытар. 3:5). Джошуа ятлӑ ҫамрӑк Свидетелӗн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вунпилӗк ҫулта вӑл сипленми чирпе чирлесе вилнӗ. Вӑл Библипе килӗшсе тӑман сипленмелли меслетсемпе усӑ курма килӗшмен. Вилес умӗн кӑшт маларах вӑл хӑйӗн амӑшне ҫапла каланӑ: «Аннеҫӗм, манӑн пурнӑҫ Иегова аллинче. [...] Эпӗ ҫакна ҫирӗп шанатӑп: Иегова мана чӗртсе тӑрататех. Вӑл манӑн чӗрене курать, эпӗ ӑна чӑннипех юратнине пӗлет». Пирӗн хамӑртан ҫапла ыйтса пӑхмалла: «Суйласа илмелле пулсан — чӗрӗ тӑрса юлмалла-и е Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмалла-и — эпӗ мӗн суйласа илӗп? Иегова мана аса илессе ӗненсе хам пурнӑҫа ӑна шанса парӑп-и?»

17, 18. Иисус вилес умӗн каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (« Иисус вилес умӗн каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?» рамкӑна та пӑхӑр.)

17 Иисус вилес умӗн каланӑ сӑмахсенчен эпир нумай усӑллине вӗренме пултаратпӑр. Ҫак сӑмахсем пире ыттисене каҫармаллине тата Иегова та пире каҫарассине хытӑ ӗненмеллине аса илтереҫҫӗ. Ҫак сӑмахсем ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: пирӗн пысӑк ҫемье — пухури тӑвансем пур, вӗсем пире пулӑшма яланах хатӗр. Пирӗн вара вӗсенчен пулӑшу ыйтма вӑтанмалла мар. Тата Иисусӑн сӑмахӗсем Иегова пире кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшасси пирки шантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, унӑн сӑмахӗсем пире кашни кун Иеговӑна шанчӑклӑ пулма тата пирӗн пурнӑҫ Иеговӑн аллинче пулнине асра тытма хавхалантараҫҫӗ.

18 Иисус юпа ҫинче тертленнӗ чухне каланӑ сӑмахсем пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Айтӑр унӑн сӑмахӗсенчен мӗне вӗреннипе пурнӑҫра усӑ курар, вара эпир, Иегова хушнӑ пек, унӑн Ывӑлне итленине кӑтартатпӑр (Матф. 17:5).

126-МӖШ ЮРӐ Сыхӑ тӑрӑр, ҫирӗп пулӑр, тӗрекленӗр

^ 5 абз. Матфей 17:5-мӗшӗнче Иегова пире хӑйӗн Ывӑлне итлеме каланӑ. Ҫак статьяра эпир Иисус юпа ҫинче асапланнӑ чухне мӗн калани пире мӗне вӗрентнине пӑхса тухӑпӑр.

^ 5 абз. Иисус вӑрӑ-хураха вӑл пӗлӗтре мар, ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗ тесе сӑмах панӑ.

^ 9 абз. Мӗншӗн Иисус Псалом 21:2-мӗшӗнчи сӑмахсене калама пултарнине ҫак кӑларӑмри «Вулакансен ыйтӑвӗсем» рубрикӑра ӑнлантарса панӑ.