Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Христос йӗрӗпе пырӑр

Христос йӗрӗпе пырӑр

«Христос та пирӗншӗн асап курнӑ, пире Хӑй йӗрӗпе пыртарасшӑн епле пурӑнмаллине кӑтартса хӑварнӑ» (1 ПЕТР 2:21).

13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх

ҪАК СТАТЬЯРА *

Иисус хӑй хыҫҫӑн йӗр хӑварнӑ, пирӗн ҫав йӗрпе пымалла (1, 2 абзацсене пӑхӑр)

1, 2. 1 Петр 2:21-мӗшӗнчи сӑмахсене лайӑхрах ӑнланма мӗнле тӗслӗх пулӑшать?

КАЛӐПӐР, эсир туссемпе ҫулҫӳреве тухнӑ. Сирӗн юр хӳсе лартнӑ сӗм вӑрман витӗр тухмалла. Сире ҫула лайӑх пӗлекен ҫын ертсе пырать. Ҫав ҫынна куҫран вӗҫертсен эсир хӑраса ӳкӗр-и? Ҫук пуль, мӗншӗн тесен юр ҫинче унӑн йӗрӗсем курӑнаҫҫӗ. Вара эсир унӑн йӗрӗпе утма тӑрӑшатӑр.

2 Эпир пурӑнакан тӗнчене хӑрушӑ сӗм вӑрманпа, чӑн христиансене вара ҫулҫӳреве тухнӑ ҫынсемпе танлаштарма пулать. Телее, Иегова пире ҫула пӗлекен чи лайӑх ертсе пыракана — Иисус Христоса — панӑ, пирӗн вара ун йӗрӗпе пымалла (1 Петр 2:21). Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Петр кунта Иисуса ҫула лайӑх пӗлекен ертсе пыраканпа танлаштарнӑ. Ҫул пӗлекен ҫын пекех, Иисус пире валли йӗрсем хӑварнӑ. Пирӗн вара ҫав йӗрсемпе пымалла. Ҫавӑнпа та айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар: Иисусӑн йӗрӗпе пыни мӗне пӗлтерет? Мӗншӗн пирӗн унӑн йӗрӗпе пымалла тата ҫакна мӗнле тумалла?

ИИСУСӐН ЙӖРӖПЕ ПЫНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

3. Камӑн та пулин йӗрӗпе пыни мӗне пӗлтерет?

3 Камӑн та пулин йӗрӗпе пыни мӗне пӗлтерет? Библире «ҫӳрени» тата «ура» текен сӑмахсем хӑш-пӗр чухне пурнӑҫ ҫулне пӗлтереҫҫӗ (Пулт. 6:9; Ытар. 4:26). Ҫын ӗҫӗсене вӑл хӑваракан йӗрсемпе танлаштарма пулать. Апла пулсан, камӑн та пулин йӗрӗпе пыни ҫав ҫын тунӑ пек тунине пӗлтерет.

4. Иисусӑн йӗрӗпе пыни мӗне пӗлтерет?

4 Иисусӑн йӗрӗпе пыни мӗне пӗлтерет-ши вара? Кӗскен каласан, ҫакӑ Иисус тунӑ пек тумаллине пӗлтерет. Ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче Петр апостол Иисус тӳсӗмлӗ пулнӑ пек пирӗн те тӳсӗмлӗ пулмалла тесе палӑртнӑ. Анчах та эпир тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен кӑна мар, пур енчен те унран тӗслӗх илме пултаратпӑр (1 Петр 2:18—25). Чӑнах та, Иисусӑн пурнӑҫӗ — вӑл мӗн калани, мӗн туни пурте — пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх.

5. Ҫылӑхлӑ ҫынсем Иисус пурӑннӑ пек пурӑнма пултараҫҫӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.

5 Эпир, ҫылӑхлӑ ҫынсем, Иисус пурӑннӑ пек пурӑнма пултаратпӑр-и? Паллах, эпир Иисус пек веҫех тӗп-тӗрӗс тӑваймастпӑр. Анчах та эпир унӑн йӗрӗпе пырас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр пулсан, вӑл пурӑннӑ пек пурӑнатпӑр (1 Иоанн 2:6).

МӖНШӖН ИИСУС ЙӖРӖПЕ ПЫМАЛЛА?

6, 7. Иисус йӗрӗпе пырса эпир Иеговӑпа ҫывӑхланатпӑр тесе мӗншӗн калама пулать?

6 Иисус йӗрӗпе пырса эпир Иеговӑпа ҫывӑхланатпӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Пӗрремӗшӗнчен, Иисус пире Турра юраса пурӑнас тесен мӗн тумаллине кӑтартнӑ (Иоанн 8:29). Ҫавӑнпа Иисус йӗрӗпе пырса эпир Иеговӑна савӑнтаратпӑр. Тата эпир ҫакӑн пирки те иккӗленместпӗр: эпир Иеговӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшатпӑр пулсан, вӑл та пирӗнпе ҫывӑхланать (Иак. 4:8).

7 Иккӗмӗшӗнчен, Иисус пур тӗлӗшрен те хӑйӗн Ашшӗ пек пулнӑ. Акӑ мӗншӗн вӑл: «Мана куракан Аттене те курнӑ»,— тенӗ (Иоанн 14:9). Эпир ҫынсем ҫине Иисус пӑхнӑ пек пӑхасшӑн тата вӑл кӑтартнӑ лайӑх енсем кӑтартасшӑн. Сӑмахран, Иисус тилҫеллӗ ҫынна, нумай ҫул хушши чирлекен хӗрарӑма тата ҫывӑх ҫынсене ҫухатнисене хӗрхеннӗ (Марк 1:40, 41; 5:25—34; Иоанн 11:33—35). Иисус пек пулма тӑрӑшса эпир Иегова евӗрлӗ пулса пыратпӑр. Иегова евӗрлӗ пулса пырсан вара эпир унпа ҫывӑхланатпӑр.

8. Иисус йӗрӗпе пырса эпир тӗнчене ҫӗнтерӗпӗр тесе мӗншӗн калама пулать?

8 Эпир Иисус йӗрӗпе пыратпӑр пулсан, ҫак тӗнче пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантараймӗ. Хӑй вилес каҫ Иисус: «Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм»,— тенӗ (Иоанн 16:33). Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Иисус ҫак тӗнчери ҫынсем мӗнле тӗллевсем лартнине, вӗсем мӗнле шухӑшланине тата хӑйсене мӗнле тытнине кура вӗсем пек пулса тӑман. Вӑл хӑй ҫӗр ҫине мӗншӗн килнине яланах асра тытнӑ — унӑн Иеговӑн ятне тӳрре кӑлармалла пулнӑ. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Ҫак тӗнчере нумай япала пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарма пултарать. Анчах, Иисус пекех, эпир Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хуратпӑр пулсан, ҫак тӗнчене ҫӗнтерӗпӗр (1 Иоанн 5:5).

9. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа пырас тесен мӗн тумалла?

9 Иисус йӗрӗпе пырса эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗпӗр. Пӗр пуян ҫамрӑк Иисусран ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен мӗн тумалла тесе ыйтсан Иисус ӑна: «Кил те Ман хыҫҫӑн пыр»,— тенӗ (Матф. 19:16—21). Хӑй Христос пулнине ӗненмен иудейсене Иисус ҫапла каланӑ: «Ман сурӑхсем... Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ, Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп» (Иоанн 10:24—29). Синедрион ҫыннине Никодима вара вӑл Турӑ Ывӑлне ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ тесе каланӑ (Иоанн 3:16). Эпир Иисус вӗрентнӗ пек тусан тата унран тӗслӗх илсен ӑна ӗненнине кӑтартатпӑр. Ҫапла тӑватпӑр пулсан вара, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа пыратпӑр (Матф. 7:14).

ИИСУС ЙӖРӖПЕ ПЫРАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

10. Иисуса лайӑхрах пӗлес тесен мӗн тумалла? (Иоанн 17:3).

10 Иисус йӗрӗпе пырас тесен пирӗн ун ҫинчен пӗлӳ илмелле тата ун ҫинчен пӗлсе пыма чарӑнмалла мар. (Иоанн 17:3 вуласа парӑр.) Пирӗн Иисуспа лайӑхрах та лайӑхрах паллашмалла — унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен, вӑл мӗнле шухӑшлани тата мӗнле принципсем тӑрӑх пурӑнни ҫинчен пӗлсе пымалла. Эпир Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлетпӗр пулсан та, Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫинчен пӗлӳ илсе тӑма пӑрахмалла мар.

11. Евангелисенче мӗн ҫинчен ҫырса панӑ?

11 Иисуса лайӑхрах пӗлме пулӑшас тесе Иегова пире тӑватӑ Евангели панӑ. Евангелисенче Иисусӑн пурнӑҫӗ тата сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен ҫырса панӑ. Вӗсене вуласа эпир Иисус мӗне вӗрентни ҫинчен, вӑл мӗн туни ҫинчен тата унӑн туйӑмӗсем ҫинчен пӗлме пултаратпӑр. Ҫак тӑватӑ кӗнеке пире Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен тӗплӗнрех шухӑшлама пулӑшать (Евр. 12:3). Евангелисене вуланӑ чухне эпир, сӑнарлӑ каласан, Иисус хӑварнӑ йӗрсене куратпӑр. Библири ҫак кӗнекесене тӗпчесе эпир Иисуса лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пыратпӑр, вара унӑн йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма пултаратпӑр.

12. Евангелисем пире ытларах усӑ паччӑр тесен мӗн тумалла?

12 Евангелисем пире ытларах усӑ паччӑр тесен мӗн тумалла? Вуланисӗр пуҫне пирӗн вӗсене тӗпчемелле тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. (Иисус Навин 1:8 танлаштарӑр.) Айтӑр пире мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма пулӑшакан икӗ канаша пӑхса тухар.

13. Евангелисенче мӗн ҫырса панине куҫ умне кӑларса тӑратас тесе мӗн тума пулать?

13 Пӗрремӗшӗнчен, Евангелисенче мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшӑр. Ҫапла туса эсир, сӑнарлӑ каласан, мӗн вуланине курма, илтме тата ҫынсем мӗн туйнине туйса илме пултаратӑр. Ҫакна тума Иеговӑн организацийӗ кӑларакан публикацисем пулӑшма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вуланӑ событи умӗн тата хыҫҫӑн мӗн пулнине пӑхӑр. Кам ҫинчен вуларӑр, ҫав ҫынсем пирки тата событисем ӑҫта пулса иртеҫҫӗ, ҫав вырӑн пирки ытларах пӗлме тӑрӑшӑр. Ҫак событие ытти Евангелисенче мӗнле ҫырса кӑтартнине те пӑхса илӗр, мӗншӗн тесессӗн пӗр Евангелире асӑнманнине тепӗр Евангелире ҫырса пама пултарнӑ.

14, 15. Евангелисенчен мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курас тесен мӗн тумалла?

14 Иккӗмӗшӗнчен, Евангелисенче мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курӑр (Иоанн 13:17). Тӗпченӗ май хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ҫакӑ мана мӗне вӗрентет? Мӗн пӗлнипе эпӗ пурнӑҫра мӗнле усӑ курма пултаратӑп? Хам мӗн вуласа пӗлнипе эпӗ ыттисене мӗнле пулӑшма пултаратӑп?» Хӑвӑр мӗн тӗпчени кама пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр, вара майлӑ вӑхӑтра ыррӑн та туйӑмӗсене шута илсе хӑвӑр мӗн пӗлнине ҫав ҫынна каласа парӑр.

15 Айтӑр халӗ тӑлӑх арӑм ҫинчен калакан тӗслӗхе пӑхса тухар та ҫак икӗ канашпа мӗнле усӑ курмаллине курар.

ТӐЛӐХ АРӐМ ҪИНЧЕН КАЛАСА ПАНИ

16. Марк 12:41-мӗшне вуланӑ хыҫҫӑн куҫ умне мӗнле ӳкерчӗк тухса тӑрать?

16 Евангелисенче мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшӑр. (Марк 12:41 вуласа парӑр.) Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи нисанӑн 11-мӗшӗ. Иисус виличчен темиҫе кун кӑна юлнӑ. Ҫур кун ытла вӑл храмра вӗрентет. Ҫакӑ вара тӗн пуҫлӑхӗсене тарӑхтарса ярать. Темиҫе кун маларах вӗсенчен хӑш-пӗрисем Иисус мӗн тунине курса унран: «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн?»,— тесе ыйтнӑ. Теприсем ӑна ыйтусем парса айӑпламалли сӑлтав тупасшӑн пулнӑ (Марк 11:27—33; 12:13—34). Халӗ вара Иисус храмӑн тепӗр пайне — хӗрарӑмсен картишне каять пулас. Унта стена ҫумӗн укҫа ямалли савӑтсем тӑраҫҫӗ. Иисус вӗсене хирӗҫ вырнаҫса ларать те укҫа яракан ҫынсене сӑнама пуҫлать. Вӑл нумай укҫа яракан пуянсене курать. Тен, вӑл укҫисем мӗнле чанклатса ӳкнине те илтет.

17. Марк 12:42-мӗшӗнче асӑннӑ тӑлӑх арӑм мӗн тунӑ?

17 Марк 12:42 вуласа парӑр. Кӑштахран Иисус пӗр тӑлӑх арӑма асӑрхать. Унӑн пурнӑҫӗ ытла та йывӑр, вӑл питӗ чухӑн пурӑнать пулмалла. Ҫавах та вӑл укҫа ямалли савӑтсем патне пырать те вӗсенчен пӗрне икӗ вак укҫа пӑрахать. Ҫав укҫасем ӳкнине никам та илтмест пуль. Иисус вара ҫав тӑлӑх арӑм мӗн чухлӗ янине пӗлет — вӑл савӑта чи пӗчӗк укҫа янӑ. Ҫав укҫа вара ҫерҫине те — ҫиме юрӑхлӑ чи йӳнӗ вӗҫен кайӑка та — илме ҫитмест.

18. Марк 12:43, 44 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус тӑлӑх арӑм мӗн туни ҫинчен мӗн каланӑ?

18 Марк 12:43, 44 вуласа парӑр. Тӑлӑх арӑм мӗн туни Иисусӑн чӗрине пырса тивет. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илет те ҫав хӗрарӑм ҫине кӑтартса ҫапла калать: «Чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм арчана [«укҫа ямалли савӑта», ҪТ] укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ». Унтан вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Ыттисем пурте [уйрӑмах пуяннисем] ытлашшине хучӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ». Юлашки укҫине парса ҫав тӑлӑх арӑм хӑйӗншӗн Иегова тӑрӑшасса ҫирӗп шаннине кӑтартнӑ (Пс. 25:3).

Иисус пекех, ыттисене вӗсем Иеговӑна чи лайӑххине панишӗн мухтӑр (19, 20 абзацсене пӑхӑр) *

19. Иисус тӑлӑх арӑм ҫинчен мӗн калани пире мӗне вӗрентет?

19 Мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курӑр. Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Иисус тӑлӑх арӑм ҫинчен каланӑ сӑмахсенчен эпӗ мӗне вӗренме пултаратӑп?» Ҫав хӗрарӑм ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Паллах, вӑл хаваспах Иеговӑна ытларах панӑ пулӗччӗ, ҫапах та вӑл хӑйӗн лару-тӑрӑвӗнче мӗн тума пултарнине тунӑ — Иеговӑна хӑйӗн мӗн пурринчен чи лайӑххине панӑ. Ҫав хӗрарӑм мӗн тунине Иегова хакланине Иисус пӗлнӗ. Ҫакӑ пире питӗ кирлӗ япалана вӗрентет: эпир Иеговӑна чи лайӑххине парсан, урӑхла каласан, уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑрсан, вӑл питӗ савӑнать (Матф. 22:37; Кол. 3:23). Уншӑн чунтан-вартан ӗҫлесе тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр-ха? Иеговӑна пуҫҫапма, ҫав шутрах ырӑ хыпар сарма тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме, вӑхӑт уйӑрнипе тата вӑй хунипе эпир ҫакна кӑтартатпӑр.

20. Тӑлӑх арӑм ҫинчен мӗн пӗлнипе эсир ыттисене мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

20 Тӑлӑх арӑм ҫинчен мӗн пӗлнипе эсир ыттисене мӗнле пулӑшма пултаратӑр? Тӑвансем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, пӗр-пӗр тӑвана вӑл вӑй хунине Иегова хаклать тесе шантармалла. Калӑпӑр, ватӑ хӗрарӑм тӑван сывлӑхӗ хавшаса кайнипе Иеговӑшӑн унччен тунӑ пек нумай тӑваймасть. Ҫавӑншӑн вӑл хӑйне айӑплама тата хӑй пирки ниме юрӑхсӑр ҫын тесе шутлама пултарать. Е арҫын тӑван вӑраха кайнӑ чирпе чирленӗрен пур тӗлпулура та пулаймасть тейӗпӗр. Ҫавна пула вӑл кулянма пултарать. Ҫавӑн пек тӑвансене ырӑ сӑмах каласа хавхалантарма тӑрӑшӑр (Эф. 4:29). Тӑлӑх арӑм ҫинчен калакан тӗслӗхрен хӑвӑр мӗне вӗренни ҫинчен вӗсене каласа парӑр. Сирӗн сӑмахсенчен вӗсем ҫакна ӑнланӗҫ: вӗсем чун-чӗререн тӑрӑшнине курса Иегова питӗ савӑнать (Ытар. 15:23; 1 Фес. 5:11). Тӑвансене вӗсем Иеговӑна чи лайӑххине панишӗн — ҫакӑ питӗ сахал пек туйӑнать пулсан та — мухтатӑр пулсан, эсир Христос йӗрӗпе пыратӑр.

21. Ҫак статья сире мӗн тума хавхалантарать?

21 Иегова пире Евангелисем панишӗн эпир питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен вӗсене вуласа эпир Иисус Христосӑн пурнӑҫӗ ҫинчен ытларах пӗлме, вара унран тӗслӗх илсе ун йӗрӗпе пыма пултаратпӑр. Мӗншӗн-ха хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне е ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ҫак кӗнекесене тӗпчес мар? Айтӑр ҫакна асра тытар: Евангелисене тӗпчени ытларах усӑ патӑр тесен пирӗн мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратмалла тата хамӑр мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курмалла. Анчах та Иисусран тӗслӗх илнисӗр пуҫне пирӗн вӑл мӗн каланине те тимлӗ итлемелле. Тепӗр статьяра эпир Иисус вилес умӗн мӗн каланине тата эпир унӑн сӑмахӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

15-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн малтанхи Ывӑлне мухтавлӑр!

^ 5 абз. Чӑн христиансем пулнӑ май пирӗн Иисусӑн йӗрӗпе пымалла. Ҫак статьяра эпир Христосӑн йӗрӗпе пыни мӗне пӗлтернине, мӗншӗн пирӗн унӑн йӗрӗпе пымаллине тата ҫакна мӗнле тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Хӗрарӑм тӑван Иисус тӑлӑх арӑм ҫинчен каланӑ сӑмахсем ҫинчен шухӑшлать. Ҫакӑ ӑна Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлекен ватӑ хӗрарӑм тӑвана мухтама хавхалантарать.