Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

51-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Ӑна итлӗр»

«Ӑна итлӗр»

«Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче; Ӑна итлӗр» (МАТФ. 17:5).

54-МӖШ ЮРӐ «Акӑ ҫул»

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. а) Иегова виҫӗ апостола мӗн каланӑ тата вӗсем ӑна итлени ӑҫтан курӑнать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

 ПИРӖН эрӑри 32-мӗш ҫулхи Пасха хыҫҫӑн Петр, Иаков, Иоанн тата Иисус ҫӳллӗ ту ҫине, Ермон тӑвӗ ҫине пулас, улӑхнӑ. Унта вӗсем тӗлӗнмелле курӑну курнӑ: «Унӑн [Иисусӑн] сӑнӗ хӗвел пек ҫуталса кайнӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ҫап-ҫутӑ пулса тӑнӑ» (Матф. 17:1—4). Унтан вара Иегова «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче; Ӑна итлӗр» тени илтӗннӗ (Матф. 17:5). Эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ, ҫав виҫӗ апостол пурнӑҫ тӑршшӗпех Иисуса итлесе пурӑннӑ. Эпир те вӗсенчен тӗслӗх илесшӗн.

2 Унчченхи статьяра эпир пирӗн мӗн тума пӑрахмаллине пӗлтӗмӗр. Ҫак статьяра вара Иисус пире мӗн тума хавхалантарни ҫинчен калаҫӑпӑр.

«ТӐВӐР ХАПХАРАН КӖРӖР»

3. Матфей 7:13, 14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла?

3 Матфей 7:13, 14 вуласа парӑр. Иисус икӗ ҫул ҫинчен каланӑ: пысӑк хапха «аслӑ» ҫул ҫине, тӑвӑр хапха вара «ансӑр» ҫул ҫине кӑларать. Пирӗн хӑш ҫулпа каймаллине суйласа илмелле. Эпир мӗнле йышӑну тунинчен вара пирӗн пурнӑҫ килет.

4. «Аслӑ» ҫул ҫинчен каласа парӑр.

4 Пирӗн ҫак икӗ ҫул пӗр-пӗринчен мӗнле уйрӑлса тӑнине пӗлмелле. «Аслӑ», е анлӑ, ҫулпа нумай ҫын пырать, мӗншӗн тесен унпа пыма ҫӑмӑл. Ҫак ҫулпа нумай ҫын пынине кура ыттисем те ҫак ҫула суйласа илеҫҫӗ. Анчах та ҫак ҫула Шуйттан хывнине тата вӑл вилӗм патне илсе кайнине вӗсем пӗлмеҫҫӗ (1 Кор. 6:9, 10; 1 Иоанн 5:19).

5. Ансӑр ҫула шыраса тупас тата унпа пырас тесе хӑш-пӗрисем мӗн тунӑ?

5 Ансӑр ҫул пирки каласан, Иисус каланӑ тӑрӑх, ӑна сахалӑшӗ ҫеҫ тупать. Мӗншӗн? Тепӗр сӑвӑ йӗркине пӑхас пулсан, Иисус суя пророксем пулӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ (Матф. 7:15). Хальхи вӑхӑтра пин-пин тӗн пур, вӗсем пурте тенӗ пекех чӑнлӑха вӗрентетпӗр тесе калаҫҫӗ, вӗсен вӗрентӗвӗсем вара пӗр-пӗрне хирӗҫлеҫҫӗ. Ҫакна курса ҫынсем чӑнлӑх ҫулне тупма ҫук тесе шутлаҫҫӗ, вара ӑна шырама та пӑрахаҫҫӗ. Анчах та ҫак ҫула тупма пулать. Иисус акӑ мӗн каланӑ: «Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр; вара чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:31, 32). Сире мухтас килет, эсир ыттисем хыҫҫӑн кайман, эсир чӑнлӑха тупма тӑрӑшнӑ. Турӑ хӑвӑртан мӗн кӗтнине пӗлес тесе эсир унӑн Сӑмахне тӗпченӗ тата Иисус вӗрентнӗ пек пурӑнма пуҫланӑ. Турӑ вара хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен суя тӗнрен тухасса тата унпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ йӑла-йӗркесене тата уявсене тума пӑрахасса кӗтет. Паллах, сире ҫакна тума ҫӑмӑл пулман пулӗ, ҫавах та эсир Турра юратнӑран тата ӑна юрасшӑн пулнӑран нумай улшӑну тунӑ (Матф. 10:34—36). Ҫакна курса Турӑ сирӗнпе мухтанать! (Ытар. 27:11).

АНСӐР ҪУЛПА ПЫРАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Иеговӑн нормисем пире ансӑр ҫул ҫинче тӑрса юлма пулӑшаҫҫӗ (6—8 абзацсене пӑхӑр) *

6. Псалом 118:9, 10, 45, 133 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ансӑр ҫул ҫинче тӑрса юлма пире мӗн пулӑшать?

6 Ансӑр ҫул ҫинче тӑрса юлма пире мӗн пулӑшать? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Ту ҫинчи ҫул хӗррипе карлӑк тытса тухаҫҫӗ, ӑна пула машинӑсем аялалла персе анмаҫҫӗ. Ҫак карлӑк ҫула ансӑртарах тата хӗсӗкрех тӑвать пулин те, пӗр водитель те вӑл пурришӗн ӳпкелешмӗ пулӗ, вӑл вӗсене хӳтӗлет вӗт. Иеговӑн нормисене ҫав карлӑкпа танлаштарма пулать. Вӗсем пире ансӑр ҫул ҫинчен пӑрӑнса каясран хӳтӗлеҫҫӗ. (Псалом 118:9, 10, 133 вуласа парӑр.)

7. Ансӑр ҫул ҫамрӑксен ирӗклӗхне хӗсет-и? Ӑнлантарса парӑр.

7 Яшсемпе хӗрсем, эсир Иеговӑн нормисем ҫине мӗнле пӑхатӑр? Вӗсем сирӗн ирӗклӗхе хӗсеҫҫӗ тесе шутлатӑр-и? Шуйттан сире шӑп ҫапла шухӑшлаттарасшӑн. Вӑл анлӑ ҫулпа пыракан ҫынсем тулли пурнӑҫпа, савӑнса пурӑнаҫҫӗ тесе ӗнентересшӗн. Интернета пӑхас пулсан, ҫынсем мӗн тӑвас теҫҫӗ, ҫавна тӑваҫҫӗ. Тата санӑн тантӑшусем те хӑйсем пурӑнас килнӗ пек пурӑнаҫҫӗ. Шуйттан вара вӗсемпе танлаштарсан, санӑн пурнӑҫу кичем тесе шухӑшлаттарасшӑн. Вӑл сана Иеговӑн нормисем ыттисем пек ирӗклӗн пурӑнма памаҫҫӗ тесе ӗнентересшӗн *. Анчах та ҫакна асра тыт: Шуйттан анлӑ ҫул ӑҫта илсе кайнине ҫынсенчен пытарать. Иегова вара ансӑр ҫулпа пыракансене мӗн кӗтессине уҫҫӑн калать (Пс. 36:29; Ис. 35:5, 6; 65:21—23).

8. Ҫамрӑксем Олафран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

8 Олаф * ятлӑ ҫамрӑк тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Пӗрле вӗренекен хӗрсем ун ҫумне ҫулӑхса ар хутшӑнӑвне кӗме хистенӗ. Олаф «эпӗ Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑнатӑп» тени хӑш-пӗр хӗрсене тата ытларах астарса янӑ. Вара вӗсем ун ҫумне хытӑрах ҫыпҫӑнма пуҫланӑ. Ҫавах та Олаф парӑнман. Тата шкулта вӑл тепӗр йывӑрлӑхпа та тӗл пулнӑ. Вӗрентекенсем ӑна «санӑн аслӑ пӗлӳ илмелле, унсӑрӑн эсӗ ӑнӑҫлӑ пулаймӑн» тесе каланӑ. Олафа ҫирӗп пулма мӗн пулӑшнӑ? Вӑл акӑ мӗн каласа панӑ: «Эпӗ пухура туссем тупрӑм, вӗсем маншӑн ҫемье пек пулчӗҫ. Тата эпӗ Библие тӗплӗнрех вӗренме пуҫларӑм. Мӗн чухлӗ ытларах эпӗ тӗпчеттӗм, ҫавӑн чухлӗ ытларах Библире мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнине ӗненеттӗм. Ҫавӑнпа эпӗ шыва кӗрсе Иеговӑшӑн ӗҫлес терӗм».

9. Ансӑр ҫул ҫинче тӑрса юлас тесен мӗн тумалла?

9 Шуйттан сире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫултан пӑрса ярса нумайӑшӗ ҫӳрекен анлӑ ҫул ҫине тӑратасшӑн. Ҫав ҫул вара вилӗм патне илсе пырать (Матф. 7:13). Ҫакӑн пекки пулса ан тухтӑр тесен мӗн тумалла? Иисуса итлемелле тата ансӑр ҫул пире хӳтӗленине ӑнланмалла. Халӗ вара Иисус пире тата мӗн тума каланине пӗлер.

«ТӐВАНУПА КАЙСА КИЛӖШТЕР»

10. Матфей 5:23, 24 сӑвӑ йӗркисенче Иисус пире мӗн тума каланӑ?

10 Матфей 5:23, 24 вуласа парӑр. Иисус пурте пӗлекен лару-тӑру ҫинчен каласа панӑ. Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Еврей парне пама храма чӗрчун илсе килнӗ. Кӗҫ-вӗҫ вӑл ӑна священника парать. Ӑнсӑртран вӑл хӑйӗн ҫине тӑванӗ кӳреннине аса илет. Вара чӗрчунне хӑварать те тухса каять. Мӗншӗн вӑл ҫапла тӑвать-ха? Нивушлӗ Иеговӑна парне кӳрессинчен те пӗлтерӗшлӗрех ӗҫсем пур? Ҫапла, пур. Иисус «малтан тӑванупа кайса килӗштер» тенӗ.

Сирӗн ҫине тӑван кӳреннӗ пулсан, эсир, Иаков пекех, унпа мирлешес тесе пӗрремӗш утӑм тума хатӗр-и? (11, 12 абзацсене пӑхӑр) *

11. Исавпа мирлешес тесе Иаков мӗн-мӗн тунӑ?

11 Ыттисемпе мирлешес тӗлӗшрен Иаков патриарх лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫирӗм ҫула яхӑн тӑван килӗнчен якра пурӑннӑ хыҫҫӑн Иеговӑн ангелӗ ӑна каялла таврӑнма хушнӑ (Пулт. 31:11, 13, 38). Анчах та вӑл таврӑнма шикленнӗ, мӗншӗн тесен тахҫан унӑн пиччӗшӗ Исав ӑна вӗлересшӗн пулнӑ (Пулт. 27:41). Исав патне ҫывхарса пынӑҫемӗн «Иаков питӗ хӑраса кайнӑ, аптӑраса ӳкнӗ». Вӑл пиччӗшӗ хӑйне халӗ те тавӑрасшӑн тесе хӑранӑ (Пулт. 32:7). Вара Исавпа мирлешес тесе Иаков мӗн тунӑ? Чи малтан вӑл Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтунӑ. Унтан вара ун патне парнесем янӑ (Пулт. 32:9—15). Исавпа тӗл пулсан вӑл хӑйне хисеплӗн тытнӑ, вӑл ӑна пӗрре анчах мар, ҫичӗ хут та пуҫ тайнӑ. Хӑйне кӗҫӗне хуни тата пиччӗшне хисеплени Иакова Исавпа мирлешме пулӑшнӑ (Пулт. 33:3, 4).

12. Иаковран эпир мӗне вӗренетпӗр?

12 Иаков Исавпа тӗл пулма мӗнле хатӗрленнинчен тата тӗл пулсан хӑйне мӗнле тытнинчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Чи малтан вӑл Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Унтан Исав чӗрине ҫемҫетес тесе ун патне парнесем янӑ. Вӗсем тӗл пулсан вара Иаков хӑй пиччӗшне айӑпламан тата кам тӗрӗс, кам тӗрӗс мар туни пирки тавлашман, мӗншӗн тесен вӑл унпа мирлешес шухӑшпа тӗл пулнӑ. Пирӗн вара тӑвансемпе мирлешес тесен мӗн тумалла?

ТӐВАНПА МИРЛЕШЕС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

13, 14. Тӑвана кӳрентертӗмӗр пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

13 Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ансӑр ҫул ҫинчен пӑрӑнса каяс мар тесен пирӗн ҫав ҫулпа утакансемпе килӗштермелле (Рим 12:18). Ҫав-ҫавах эпир ӑнсӑртран тӑвана кӳрентерме пултаратпӑр. Ҫавӑн пекки пулса тухсан мӗн тумалла? Чи малтан пирӗн, Иаков пекех, Иеговӑран ҫав тӑванпа мирлешме пулӑш тесе хӗрӳллӗн ыйтмалла.

14 Тата ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла: «Эпӗ хама кӗҫӗне хурса тӑванран каҫару ыйтса унпа мирлешме хатӗр-и? Эпӗ тӑванпа мирлешес тесе пӗрремӗш утӑм тӑватӑп пулсан, Иеговӑпа Иисус мӗн туяҫҫӗ?» Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, пире Иисус вӗрентнӗ пек тума — тӑванпа мирлешме — ҫӑмӑлтарах пулӗ. Ҫак тӗлӗшрен те Иаков лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ.

15. Эфес 4:2, 3 сӑвӑ йӗркисенчи принциппа килӗшӳллӗн, тӑванпа мирлешес тесен мӗн тумалла?

15 Иаков Исавпа кам тӗрӗс, кам тӗрӗс мар туни ҫинчен тавлашма пуҫланӑ пулсан, мӗн пулӗччӗ-ши? Вӗсем мирлешмен пулӗччӗҫ пулӗ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Эпир тӑванпа мирлешес тетпӗр пулсан, пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла. (Эфес 4:2, 3 вуласа парӑр.) Ытарӑшсем 18:19-мӗшӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Вӗчӗллӗ [«кӳреннӗ», ҪТ] тӑван — ҫӗнтерейми тӗреклӗ хула пек, тавлашу-хирӗҫӳ вара — хапха сӑлӑпӗ пек». Эпир хамӑра кӗҫӗне хурса йӑвашшӑн «каҫар мана» тесен, сӑнарлӑ каласан, хапхана уҫма пултарӑпӑр.

16. Пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла тата мӗншӗн?

16 Малтан хӑвӑр ҫине кӳреннӗ тӑвана мӗн тата мӗнле каламалли ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Кайран тин кӳреннӗ тӑванпа кайса калаҫмалла. Эпир тӑван пирӗн ҫине кӳренме пӑрахтӑр тетпӗр тата каллех унпа ҫывӑх хутшӑнусем майлаштарас тетпӗр. Шӑп ҫак тӗллевпе эпир унпа калаҫатпӑр. Тӑван мӗн калани пире килӗшмесен те пултарать, анчах та эпир тарӑхса кайсан тата хамӑра тӳрре кӑларма тытӑнсан ҫакӑ тӑванпа мирлешме пулӑшӗ-и вара? Айтӑр ҫакна асра тытар: чи кирли вӑл — тӑванпа мирлешесси, айӑплисене шырасси мар (1 Кор. 6:7).

17. Жильбер тӑванран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

17 Жильбер ятлӑ арҫын тӑван ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшать. Вӑл акӑ мӗн каласа парать: «Манпа хӗр хушшинчи хутшӑнусем лайӑхах марччӗ. Хутшӑнусене майлаштарса ярас тесе эпӗ икӗ ҫул тӑрӑшрӑм. Эпӗ унпа тӳррӗн, ҫав вӑхӑтрах лӑпкӑн, тавлашмасӑр калаҫма тӑрӑшаттӑм». Жильбер тата мӗн тунӑ? «Хӗрпе калаҫма пуҫличчен эпӗ кашнинчех кӗлтӑваттӑм тата вӑл кӳрентерекен сӑмахсем калама пултарасса хама хам аса илтереттӗм. Ман каҫарма вӗренмеллеччӗ. Эпӗ хамӑнни ҫинче тӑмалла маррине тата ҫемьере мир тӑвасси манӑн яваплӑх пулнине ӑнлантӑм». Ҫакӑ мӗн панӑ? «Халӗ эпӗ чӗрере канӑҫлӑх туятӑп, мӗншӗн тесен пирӗн килте пӗр-пӗринпе хутшӑнусем питӗ лайӑх»,— тет Жильбер.

18, 19. Эпир кама та пулин кӳрентертӗмӗр пулсан, мӗн тумалла тата мӗншӗн?

18 Эппин, тӑван сирӗн ҫине кӳреннине курсан эсир мӗн тӑвӑр? Иисус каланӑ пек, тӑванпа кайса килӗштерӗр. Иеговӑна кӗлтӑвӑр, унӑн святой сывлӑшӗ сире мир кӳрекенсем пулма пулӑшасси пирки ан иккӗленӗр. Вара эсир Иисуса итленине кӑтартатӑр тата чӑннипех те телейлӗ пулатӑр (Матф. 5:9).

19 Иегова пире пуху Пуҫӗ, Иисус Христос, урлӑ юратса ертсе пынӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ (Эф. 5:23). Айтӑр Петр, Иаков тата Иоанн апостолсем пекех яланах Иисуса итлер (Матф. 17:5). Ҫак статья пире пирӗн ҫине кӳреннӗ тӑвансемпе мирлешмеллине аса илтерчӗ. Эпир пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ансӑр ҫулпа утатпӑр пулсан, халӗ те, пуласлӑхра та телейлӗ пулӑпӑр. Иегова паракан савӑнӑҫ вара нихӑҫан та пӗтмӗ!

130-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне каҫарӑр

^ 5 абз. Иисус пире тӑвӑр хапхаран кӗрсе ансӑр ҫулпа пымалла тенӗ. Тата вӑл тӑвансемпе мирлӗ пурӑнмалла тесе вӗрентнӗ. Эпир Иисус мӗне вӗрентнине итлесшӗн, анчах та хӑш-пӗр чухне ҫакна тума ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑн пек чухне пире мӗн пулӑшма пултарать?

^ 7 абз. «Ҫамрӑксен 10 ыйтӑвӗ ҫине панӑ хуравсем» брошюрӑри «Тантӑшсем хӗснине эпӗ мӗнле хирӗҫ тӑма пултаратӑп?» текен 6-мӗш ыйтӑва тата www.pr418.com. сайтра «Тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑр!» ятлӑ фломастерпа ӳкернӗ анимацие пӑхӑр (БИБЛИ ВӖРЕНТӖВӖСЕМ > ҪАМРӐКСЕМ).

^ 8 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК. Туррӑн нормисене ҫул хӗррипе тытса тухнӑ карлӑкпа танлаштарма пулать. Вӗсем пире ансӑр ҫулпа пыма пулӑшаҫҫӗ тата пире хӳтӗлеҫҫӗ. Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнса эпир аскӑнлӑха, порнографие сирсе яратпӑр тата аслӑ пӗлӳ илмеллех текен ҫынсен витӗмне лекместпӗр.

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӑйӗн Исав пиччӗшӗпе мирлешес тесе Иаков ӑна темиҫе хут та пуҫ тайнӑ.