Вулакансен ыйтӑвӗсем
Иегова Свидетелӗсен мӑшӑр тупас тесе паллашмалли сайтсемпе усӑ курмалла-и?
Иегова пӗрлешнӗ ҫынсем телейлӗ пулччӑр тата нихӑҫан та ан уйрӑлччӑр тет (Матф. 19:4—6). Эсир ҫемье ҫавӑрасшӑн пулсан, лайӑх мӑшӑр тупас тесен мӗн тумалла? Ҫакна Иегова лайӑх пӗлет, мӗншӗн тесен вӑл пире тунӑ. Хӗрпе каччӑ пек ҫӳренӗ чухне те, мӑшӑрлӑ пурнӑҫра та эпир унӑн принципӗсемпе усӑ курсан чӑннипех телейлӗ пулӑпӑр. Айтӑр хӑш-пӗр принципсене пӑхса тухар.
Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн ҫакна асра тытмалла: «Этем чӗри пек ултавли нимӗн те ҫук, питех те пӑсӑк вӑл» (Иер. 17:9). Икӗ ҫын хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫласан, туйӑмсем вӑйлӑ пулнӑран тӗрӗс йышӑнусем тума вӗсене йывӑр пулма пултарать. Туйӑмсем хыҫҫӑн кайса пӗрлешнӗ ҫынсем каярахпа час-часах ӳкӗнеҫҫӗ (Ытар. 28:26). Ҫавӑнпа туйӑмсене кӑтартиччен тата пӗр-пӗрне сӑмах париччен пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлмелле.
Ытарӑшсем 22:3-мӗшӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать; пурӑнӑҫа пӗлменнисем малалла каяҫҫӗ те — асап кураҫҫӗ». Шел пулин те, паллашмалли сайтсемпе усӑ курнӑ хӑш-пӗр ҫынсем хӗн курнӑ. Хӑш-пӗрисем ҫавӑн пек сайтсенче паллашнӑ ҫынпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ, кайран вара хӑйсене улталанине пӗлнӗ. Унсӑр пуҫне, ҫавӑн пек сайтсенче хӑш-пӗрисем суя аккаунтсем тӑваҫҫӗ те шанӑҫа кӗрсе ҫынран укҫа сӑптӑраҫҫӗ. Ҫав ултавҫӑсем хӑш-пӗр чухне хӑйсене Иегова Свидетелӗсем теҫҫӗ.
Паллашмалли сайтсемпе усӑ курнӑ чухне тепӗр хӑрушлӑх та пур. Хӑш-пӗр сайтсенче ҫыншӑн кам лайӑх мӑшӑр пулма пултарать, ҫавна суйласа илес тесе ятарлӑ компьютер программисемпе усӑ кураҫҫӗ. Анчах та ҫак программӑсем ӑнӑҫлӑ пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем ҫук. Ҫавӑн пек пӗлтерӗшлӗ йышӑну тунӑ чухне — мӑшӑр суйласа илнӗ чухне — ҫын шутласа кӑларнӑ программа ҫине шанма пулать-ши? Ҫак программӑсем Библири принципсемпе танлашайӗҫ-и вара? (Ытар. 1:7; 3:5—7).
Ытарӑшсем 14:15-мӗшӗнче тата тепӗр принцип пур: «Ӑссӑрри кирек епле сӑмаха та ӗненет, ӑслӑ-тӑнли вара хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать». Паллах, пӗр-пӗр ҫынпа мӑшӑрланиччен ӑна малтан лайӑхрах пӗлмелле. Паллашмалли сайтсенче вара ҫакна тума йывӑр. Эсир пӗр-пӗрин страницисем ҫинче мӗн ҫырнине курсах тӑратӑр пулсан та тата пӗр-пӗрне ҫырсах тӑратӑр пулсан та, пӗр-пӗрне лайӑх пӗлетӗр теме пулать-ши? Час-часах ҫакӑн пек сайтсенче савни тупрӑм тесе шутлакансем хӑйсен «савнипе» тӗл пулса калаҫсан вӑл вӗсене питӗ килӗшмест.
Псалом юрлакан: «Суеҫӗ ҫынсемпе лармарӑм, чее ҫынсемпе те каяссӑм ҫук»,— тесе ҫырнӑ (Пс. 25:4). Паллашмалли сайтсенче нумайӑшӗ хӑйсем ҫинчен кӑшт суйса ҫырнинче ним япӑххи те ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Ҫынсем умӗнче лайӑхрах курӑнас тесе вӗсем хӑйсем пирки ӳстерсе калаҫҫӗ е мӗн те пулин пытараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем хӑйсем пирки Иегова Свидетелӗ тесе ҫыраҫҫӗ. Анчах та вӗсем шыва кӗнӗ-и? Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ-и? Вӗсене пухура хисеплеҫҫӗ-и е вӗсем япӑх тӗслӗх кӑтартса япӑх витӗм кӳреҫҫӗ-и? (1 Кор. 15:33; 2 Тим. 2:20, 21). Библи тӑрӑх вӗсен мӑшӑрланма право пур-и? Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлмеллех. Хуравӗсене пӗлес тесен вара хӑвӑра килӗшекен ҫынна лайӑх пӗлекен Иегова Свидетелӗсемпе калаҫса пӑхмалла (Ытар. 15:22). Ҫакна та каламалла: Иеговӑна шанчӑклӑ христиансен ӗненмен ҫынсемпе пӗрлешме шухӑш та ҫук (1 Кор. 7:39; 2 Кор. 6:14).
Куртӑмӑр ӗнтӗ, ҫакӑн пек сайтсенче паллашма тата хутшӑнусене аталантарма хӑрушӑ пулма пултарать. Апла лайӑх мӑшӑра ӑҫта тупма пулать? Пӗрле пуҫтарӑнма юранӑ чухне Иегова Свидетелӗсем тӗлпулусенче, конгрессенче е пӗрле каннӑ чухне пӗр-пӗринпе паллашма пултараҫҫӗ.
Пӗрле пуҫтарӑнма юраман чухне, сӑмахран, COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнчи пек, тӗлпулусене эпир видеоҫыхӑну мелӗпе ирттеретпӗр. Ҫапла майпа иртекен тӗлпулусенче те мӑшӑрланас текен тӑвансем ытти Свидетельсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче тӑвансем заданисене мӗнле тунине тата мӗнле комментарисем панине курма пулать (1 Тим. 6:11, 12). Тата тӗлпулу хыҫҫӑн пӗчӗк ушкӑнсемпе уйрӑм залсенче хутшӑнма пулать. Унсӑр пуҫне, ахаль хутшӑнса калаҫса ларас тесе те тӑвансем пӗрле пуҫтарӑнса видеопа ҫыхӑнаҫҫӗ. Унта та пӗр-пӗр тӑван хӑйне ыттисемпе мӗнле тытнине, мӗнле калаҫнине курма пулать (1 Петр 3:4). Вара хӑвӑра килӗшекен тӑванпа лайӑхрах паллашсан сирӗн тӗллевсем пӗр пек пулнипе пулманнине, вӑл сирӗншӗн лайӑх мӑшӑр пулассипе пулмассине ӑнланма пулать.
Ҫемье ҫавӑрас текен тӑвансем мӑшӑр шыранӑ чухне Библири принципсемпе усӑ курсан вӗсен ҫемйи телейлӗ пулӗ. Ытарӑшсем 18:22-мӗшӗнче мӗн каланине вӗсем хӑйсем ҫинче туйса илӗҫ: «Кам ырӑ арӑм [е упӑшка] тупнӑ, ҫавӑ ырӑлӑх тупнӑ, Турӑран тивлет илнӗ».