Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

27-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова пекех тӳсӗмлӗ пулӑр

Иегова пекех тӳсӗмлӗ пулӑр

«Чунӑра хӑвӑр чӑтӑмлӑ пулнипе ҫӑлса хӑварӑр» (ЛУКА 21:19).

114-МӖШ ЮРӐ Тӳсӗмлӗ пулар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Исаия 65:16, 17 сӑвӑ йӗркисенчи Иеговӑн хӑш сӑмахӗсем пире тӳсӗмлӗ пулма хавхалантараҫҫӗ?

«АН ПАРӐНӐР!» Ҫакӑ вӑл 2017 ҫулхи регион конгресӗн теми пулнӑ. Ҫав программа пире вӑй кӗртрӗ тата йывӑрлӑхсене мӗнле чӑтса ирттермеллине кӑтартрӗ. Акӑ ӗнтӗ унтанпа тӑватӑ ҫул иртрӗ, пирӗн вара халӗ те ҫак усал тӗнчере тӗрлӗ йывӑрлӑхсем тӳсме тивет.

2 Юлашки ҫулсенче сирӗн мӗн тӳсме тиврӗ? Тен, сирӗн ҫывӑх ҫын вилнӗ е эсир йывӑр чирпе чирлесе кайнӑ. Е ватӑлса пынине пула сире йывӑр килет, е эсир ҫутҫанталӑк инкекне тӳссе ирттернӗ, пусмӑрланипе е хӗсӗрленипе тӗл пулнӑ е, тен, эсир COVID-19 пандемийӑна пула асапланатӑр. Кӗҫех ҫавӑн пек хӗн-асап пачах пулмӗ. Тӗрлӗ йывӑрлӑхсем те, вӗсемпе ҫыхӑннӑ асаилӳсем те манӑҫа тухӗҫ, пирӗн чуна тек ыраттармӗҫ. Ҫав вӑхӑта эпир питӗ кӗтетпӗр. (Исаия 65:16, 17 вуласа парӑр.)

3. Пирӗн малалла та мӗн тумалла тата мӗншӗн?

3 Ҫак тӗнчере пурӑнма ҫӑмӑл мар. Пуласлӑхра вара эпир тата пысӑкрах йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр (Матф. 24:21). Ҫавӑнпа пирӗн малалла та тӳсӗмлӗ пулмалла. Мӗншӗн? Иисус: «Чунӑра хӑвӑр чӑтӑмлӑ пулнипе ҫӑлса хӑварӑр»,— тенӗ (Лука 21:19). Хамӑрпа пӗр пек йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернисенчен вӗренсен эпир пӗтӗмпех чӑтса ирттерме пултарӑпӑр.

4. Мӗншӗн Иегова тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать теме пулать?

4 Тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен кам чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать? Иегова Турӑ. Ҫакӑ сире тӗлӗнтерчӗ-и? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫак Шуйттан тӗнчи йывӑрлӑхсем ӑшне путнӑ. Иегова ҫак йывӑрлӑхсене пӗр самантрах татса пама пултарать, анчах та хӑй палӑртса хунӑ куна тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрать (Рим 9:22). Айтӑр Иегова мӗн-мӗн тӳснине пӑхса тухар.

ИЕГОВА МӖН-МӖН ТӲСЕТ?

5. Иеговӑн ятне мӗнле чыссӑрлатнӑ пулнӑ тата ҫакна пӗлсе эсир мӗн туятӑр?

5 Унӑн ятне чыссӑрлатнӑ. Иегова хӑйӗн ятне юратать тата ӑна пурте хисеплеччӗр тет (Ис. 42:8, ҪТ). Акӑ ӗнтӗ 6 000 ҫул хушши Иеговӑн ырӑ ятне варалаҫҫӗ (Пс. 73:10, 18, 23). Пӗрремӗш хут Иеговӑн ятне Эдем пахчинче вараланӑ. Ун чухне Шуйттан («элекҫӗ» тенине пӗлтерет) Турӑ Адампа Евӑран темскер лайӑххине пытарать тесе, вӗсене телейлӗ тӑвасшӑн мар тесе айӑпланӑ (Пулт. 3:1—5). Иеговӑна халӗ те ҫавӑн евӗрлех айӑплаҫҫӗ. Иисуса Иеговӑн ятне нумайӑшӗ хисеплесех кайманни питӗ кулянтарнӑ. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр»,— тесе кӗлтума вӗрентнӗ (Матф. 6:9).

6. Мӗншӗн Иеговӑна хӑйӗн ертсе пыма право пуррине кӑтартса пама чылай вӑхӑт кирлӗ?

6 Унӑн ертсе пыма право пурри пирки иккӗлентереҫҫӗ. Пӗлӗтре те, ҫӗр ҫинче те Иеговӑн кӑна ертсе пыма право пур тата вӑл чи лайӑх пуҫлӑх (Ӳлӗм. 4:11). Шуйттан вара ангелсене те, ҫынсене те Иеговӑн ҫапла право ҫук тесе ӗнентересшӗн. Иеговӑна хӑйӗн ертсе пыма право пуррине кӑтартма вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ Турӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫынсем хӑйне, хӑйсене Пултаракана, итлемесӗр пурӑнни ним лайӑххи патне те илсе ҫитерменнине хӑйсем курччӑр тенӗ (Иер. 10:23). Ҫапла вӑл вӑхӑт ҫитсен ҫак ыйтӑва яланлӑхах татса парӗ. Вара Иегова чи лайӑх пуҫлӑх пулни пирки тата унӑн Патшалӑхӗ ҫеҫ ҫӗр ҫинче мир тата хӑрушсӑрлӑх туса парасси пирки урӑх никам та иккӗленмӗ.

7. Иеговӑна хирӗҫ кам пӑлхав ҫӗкленӗ тата вӗсене мӗн кӗтет?

7 Унӑн ачисем ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Иегова хӑйӗн ачисене —ангелсене те, ҫынсене те — пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ. Анчах та каярахпа пӗр ангел, Сатана («хирӗҫ тӑракан» тенине пӗлтерет), ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ те Адампа Евӑна та Иеговӑна хирӗҫ тӑратнӑ. Каярахпа хӑш-пӗр ангелсемпе ҫынсем те вӗсем майлӑ тӑнӑ (Иуда 6). Израиль халӑхӗ те — Турӑ суйласа илнӗ халӑх — унран пӑрӑннӑ та суя турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ (Ис. 63:8, 10). Паллах, ҫакӑ Иеговӑна питӗ ыраттарнӑ, вӑл хӑйне сутнӑ тесе шутланӑ. Ҫапах та Иегова пӗтӗмпех чӑтса ирттернӗ. Вӑл хӑй пӑлхавҫӑсене пӗтерес вӑхӑт ҫитиччен малалла та тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрӗ. Ҫак усал тӗнчере асапланса пӗтнӗ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫав кун мӗн тери савӑнӗҫ!

8, 9. Иеговӑна мӗн-мӗн тесе айӑплаҫҫӗ тата ҫакӑ суя пулнине эпир мӗнле кӑтартса пама пултаратпӑр?

8 Шуйттан ӑна айӑпласах тӑрать. Шуйттан Иова та, ҫав шутрах Иеговӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене те, вӗсем Турӑран темскер илессишӗн ҫеҫ ӑна пуҫҫапаҫҫӗ тесе айӑпланӑ (Иов 1:8—11; 2:3—5). Шуйттан халӗ те Турӑшӑн ӗҫлекенсене айӑплать (Ӳлӗм. 12:10). Ҫапах та йывӑрлӑхсенче те Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан тата ӑна юратма пӑрахмасан эпир Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе паратпӑр. Вара Иегова Иова пилленӗ пекех пире те тӳсӗмлӗ пулнишӗн пиллет (Иак. 5:11).

9 Шуйттан Иегова хаяр тесе тата вӑл ҫынсен асапӗсемшӗн айӑплӑ тесе ӗнентересшӗн. Ҫакна вӑл тӗн пуҫлӑхӗсем урлӑ тӑвать. Сӑмахран, ачасем вилсен священниксем «вӗсене Турӑ хӑй патне илнӗ, мӗншӗн тесен ӑна тата ангелсем кирлӗ пулнӑ» тесе вӗрентеҫҫӗ. Мӗнле сӗмсӗр суя! Эпир вара Турӑ юратакан Атте пулнине пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа хамӑр йывӑр чирлесе ӳксен те е пирӗн ҫывӑх ҫын вилсен те эпир Турра айӑпламастпӑр, вӑхӑт ҫитсен Турӑ вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратасса тата чирлисене сыватасса пӗлсе тӑратпӑр. Иегова юратакан Турӑ пулнине эпир пурне те пӗлтересшӗн. Ҫапла вара Иегова хӑйне айӑплакан Шуйттана хуравлама пултарать (Ытар. 27:11).

10. Псалом 21:24, 25 сӑвӑ йӗркисенчен Иегова ҫинчен мӗн пӗлме пулать?

10 Унӑн юратнӑ ӗҫлекенӗсем асапланаҫҫӗ. Иегова пире питӗ хӗрхенет. Вӑл пире хӗсӗрленине, эпир чирленине е хамӑр ҫитменлӗхсене пула асапланнине курать. (Псалом 21:24, 25 вуласа парӑр.) Эпир макӑрнине курсан унӑн чӗри ыратать, пире мӗн тери япӑх пулнине вӑл туять. (Тухни 3:7, 8; Исаия 63:9 танлаштарӑр.) Пуласлӑхра вара вӑл пӗтӗм хӗн-асапа пӗтерет. Хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра Иегова пирӗн куҫри «кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ... вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те» урӑх пулмӗ (Ӳлӗм. 21:4).

11. Иегова хӑйӗн тусӗсем вилсен мӗн туять?

11 Унӑн ҫывӑх тусӗсем вилни. Иегова вилнӗ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн питӗ тунсӑхлать, вӑл вӗсене каллех курасшӑн (Иов 14:15). Вӑл хӑйӗн тусӗшӗн Авраамшӑн е «куҫа-куҫӑн» калаҫнӑ Моисейшӑн мӗн тери тунсӑхлани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Тух. 33:11; Иак. 2:23). Тата Иеговӑн Давида тата ытти псалом юрлакансене курас килет пулӗ, вӗсем ӑна мӗнле мухтаса юрланине каллех итлес килет пулӗ (Пс. 103:33). Вӗсем пурте вилнӗ пулсан та Иегова вӗсене манмасть. Вӗсем мӗнле ҫын пулнине вӑл питӗ лайӑх астӑвать (Ис. 49:15). Библире каланӑ тӑрӑх, «уншӑн пурте чӗрӗ» (Лука 20:38). Кӗҫех Иегова вӗсене чӗртсе тӑратӗ. Вара вӗсем каллех ӑна пуҫҫапма пуҫлӗҫ, Иегова вара вӗсем чун-чӗререн калакан кӗллисене итлӗ. Ҫакна пӗлни, уйрӑмах пирӗн ҫывӑх ҫын вилнӗ пулсан, питӗ йӑпатать.

12. Ҫак юлашки кунсенче Иеговӑна мӗн кулянтарать?

12 Тӗнче пусмӑрпа тата хаярлӑхпа тулнӑ. Иегова Эдем пахчинче пӑлхав ҫӗклени мӗн патне илсе ҫитерессине тата ҫак йывӑрлӑха татса париччен чылай вӑхӑт иртессине пӗлнӗ. Вӑл тӗнчери анлӑ сарӑлнӑ усаллӑха та, тӗрӗсмарлӑха та, пусмӑра та кураймасть. Мӗскӗнсене, сӑмахран, хӑйсене хӳтӗлеме пултарайман тӑлӑх арӑмсемпе ачасене пусмӑрлани унӑн чӗрине ыраттарать (Зах. 7:9, 10). Хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрлени тата вӗсене тӗрмене хуптарни вара ӑна уйрӑмах кулянтарать. Иегова сире, хӑйӗн пек тӳсӗмлӗ чӑтса тӑраканскерсене, юратни пирки ан иккӗленӗр.

13. Ҫынсем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ тата пуласлӑхра Иегова мӗн тӑвӗ?

13 Ҫынсем аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ. Турӑ ҫынсене хӑй сӑнарӗпе тунӑ, Шуйттан вара вӗсене аскӑн, ирсӗр ӗҫсем тутарасшӑн. Ной пурӑннӑ вӑхӑтра Турӑ «этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ», вара «ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа ӳкӗннӗ, Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ» (Пулт. 6:5, 6). Унтанпа ҫынсем улшӑннӑ-и? Пӗртте улшӑнман! Хальхи вӑхӑтра тӗнче аскӑнлӑх ӑшне путнӑ. Ҫынсем мӑшӑрланиччен ар хутшӑнӑвне кӗни, мӑшӑрсене улталани тата арҫынпа арҫын, хӗрарӑмпа хӗрарӑм ҫывӑрни Шуйттана питӗ савӑнтарать (Эф. 4:18, 19). Туррӑн ӗҫлекенӗ йывӑр ҫылӑх тусан вара Шуйттан тата хытӑрах савӑнать. Анчах та Иегова ҫакна яланах чӑтса тӑмӗ. Хӑй палӑртнӑ вӑхӑтра вӑл аскӑнлӑха мӗн тери курайманнине кӑтартӗ — улшӑнас темен ҫынсене пӗтерӗ.

14. Ҫынсем ҫӗре тата ҫӗр ҫинче мӗн пуррипе мӗн тӑваҫҫӗ?

14 Ҫынсем ҫӗре те, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине те пӗтереҫҫӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, пӗр ҫын ертсе пыни тепӗр ҫынна сиен кӳрет (Еккл. 8:9). Анчах ҫакӑ кӑна мар — ҫын ҫӗре те, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине те сиен кӳрет. Иегова вара, ҫӗре тӑваканӗ, ҫынсене ӑна пӑхса тӑма хушнӑ (Пулт. 1:28). Ученӑйсем каланӑ тӑрӑх, ҫынсем хӑйсене малалла та ҫапла тытсан пулас ҫулсенче чӗрчунсемпе ӳсентӑрансен миллиона яхӑн тӗсӗ пӗтес патне ҫитет. Нумайӑшӗ мӗншӗн ҫутҫанталӑкшӑн пӑшӑрханни паллӑ ӗнтӗ. Телее, Иегова «ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме», ҫӗре вара рай туса хума сӑмах панӑ (Ӳлӗм. 11:18; Ис. 35:1).

ИЕГОВА ТӲСӖМЛӖ ПУЛНИНЧЕН ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР?

15, 16. Иегова пек тӳсӗмлӗ пулма пире мӗн пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.

15 Иеговӑн пин-пин ҫул хушши мӗн тӳсме тивни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. (« Иегова мӗн-мӗн тӳсет?» рамкӑна пӑхӑр.) Иегова ҫак усал тӗнчене пӗр самантрах пӗтерме пултарать. Анчах та вӑл палӑртса хунӑ вӑхӑта тӳсӗмлӗн кӗтет. Эпир ҫакӑншӑн питӗ пархатарлӑ! Ҫакӑн пек тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, упӑшкипе арӑмӗ ача кӗтеҫҫӗ. Анчах вӗсем ачи чирлӗ ҫуралассине тата сахал пурӑнассине пӗлеҫҫӗ. Ҫапах та ача ҫуралсан вӗсем питӗ савӑнаҫҫӗ. Ача хӑйне юратнине туйтӑр тесе тата ӑна лайӑх пултӑр тесе вӗсем кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме хатӗр.

16 Ҫавӑн евӗрлех эпир те, Адампа Евӑн ачисем, ҫылӑхлӑ ҫуралатпӑр. Ҫавах та Иегова пире юратать тата пирӗншӗн тӑрӑшать (1 Иоанн 4:19). Тӗслӗхри ашшӗ-амӑшӗпе танлаштарсан, Иегова пӗтӗмпех улӑштарма пултарать. Вӑл хӑй палӑртнӑ кунра тата сехетре пӗтӗм хӗн-асапа пӗтерӗ (Матф. 24:36). Иегова пире юратни ҫинчен шухӑшлани ҫав кун ҫитиччен тӳсӗмлӗ пулма пулӑшать.

17. 1 Петр 2:21—24 сӑвӑ йӗркисенче Иисус ҫинчен мӗн ҫырни пире тӳсӗмлӗ пулма мӗнле пулӑшать?

17 Иегова тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Иисус вара хӑйӗн Ашшӗнчен тӗслӗх илет. Иисус пире ҫӑлас тесе мӑшкӑлланине, хӑртнине тӳснӗ тата юпа ҫинче асапланса вилнӗ. (1 Петр 2:21—24 вуласа парӑр.) Паллах, Иеговӑн тӗслӗхӗ Иисуса пӗтӗмпех чӑтса ирттерме вӑй панӑ. Иеговӑн тӗслӗхӗ пире те вӑй пама пултарать.

18. 2 Петр 3:9-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова тӳсӗмлӗ пулни мӗн парать?

18 2 Петр 3:9 вуласа парӑр. Ҫак усал тӗнчене хӑҫан пӗтермеллине Иегова лайӑх пӗлет. Иегова тӳсӗмлӗ пулнине пула вара халӗ миллион-миллион ҫын ӑна пӗлсе унӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пултарать. Вӗсем Иеговӑна ҫакӑншӑн питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене ҫуралса ӳсме, хӑйне юратма пуҫлама тата хӑйсен пурнӑҫне ӑна халаллама вӑхӑт панӑ. Миллион-миллион ҫын хӑрушла асап витӗр тухсан Иегова ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт кӗтсе тӑни тӗрӗс пулни уҫҫӑн курӑнӗ.

19. Эпир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ тата пире мӗнле награда кӗтет?

19 Иеговӑн тӗслӗхӗ пире эпир хӗн-хур тӳснӗ чухне те савӑнӑҫлӑ пулма пултарнине кӑтартса парать. Шуйттан пӑлхав ҫӗклесен нумай йывӑрлӑх йӑтӑнса аннӑ пулсан та Иегова телейлӗ пулма пӑрахман (1 Тим. 1:11, ҪТ). Эпир те Иегова хӑйӗн сӑваплӑ ятне тасатасса, хӑйӗн ертсе пыма право пуррине кӑтартса парасса тата ҫӗр ҫинче усаллӑхпа йывӑрлӑхсене пӗтерессе тӳсӗмлӗн кӗтнӗ май савӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр. Иегова тӳсӗмлӗ пулнине кура айтӑр эпир те тӳсӗмлӗ пулар. Вара пирӗн пирки ҫапла калама пулать: «Сӑнанине-тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ: сӑнани витӗр тухсассӑн, Турӑ ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ» (Иак. 1:12).

139-МӖШ ЮРӐ Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам

^ 5 абз. Пирӗн пурин те йывӑрлӑхсем пур. Нумайӑшне эпир халех татса пама пултараймастпӑр, ҫавӑнпа пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла. Иегова та нумай йывӑрлӑха курса тӳссе тӑрать. Ҫак статьяра эпир вӗсенчен тӑххӑрӑшне пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, Иегова тӳсӗмлӗ пулни пире мӗнле усӑ панине тата эпир унран мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр.