Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

28-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Пӗр-пӗрне тупӑшма ан хӗтӗртӗр — пӗрлӗхе упрӑр

Пӗр-пӗрне тупӑшма ан хӗтӗртӗр — пӗрлӗхе упрӑр

«Ӗнтӗ чапшӑн ҫунар мар, пӗр-пӗрне вӗчӗхтерер мар [«тупӑшма хӗтӗртер мар», ҪТ], пӗр-пӗрне ӑмсанар мар» (ГАЛ. 5:26).

101-МӖШ ЮРӐ Пӗрлӗхре ӗҫлетпӗр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Пӗр ҫын тепринчен лайӑхрах пек курӑнасшӑн пулни мӗн патне илсе ҫитерет?

ХАЛЬХИ вӑхӑтра ҫынсем ыттисенчен лайӑхрах пек курӑнас тесе тем тума та хатӗр. Сӑмахран, ытти бизнесменсенчен ӑнӑҫлӑрах пулас тесе хӑш-пӗр бизнесменсем усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Е спортсмен ӑмӑртура ҫӗнтерес тесе тепӗр спортсмена амантма пултарать. Хӑш-пӗрисем вара паллӑ университета вӗренме кӗрес тесе экзаменсенче ҫырса илеҫҫӗ. Библире ҫавӑн пек ӗҫсем пирки «ӳт ӗҫӗсем» тенӗ (Гал. 5:19—21). Христиансем вара хӑйсене апла тытмаҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр чухне Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсем ҫавна сисмесӗрех пухури тӑвансене тупӑшма хӗтӗртме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен тупӑшни пухури пӗрлӗхе аркатма пултарать.

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Ҫак статьяра эпир мӗнле икӗ япӑх ен пире ыттисемпе тупӑшма хӗтӗртме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ыттисемпе тупӑшман Туррӑн ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем ҫинчен калаҫӑпӑр. Малтан вара айтӑр Иеговӑшӑн хамӑр мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа ӗҫлесе тӑнине тӗрӗслесе пӑхар.

ХӐВӐР ШУХӐШ-КӐМӐЛА ТӖРӖСЛЕСЕ ПӐХӐР

3. Хамӑра мӗнле ыйтусем пама пулать?

3 Вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн пурин те хамӑра тӗрӗслесе пӑхмалла. Хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Эпӗ ыттисенчен лайӑхрах пулнине пӗлсен ҫеҫ хама лайӑх туятӑп-и? Мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа эпӗ пухури ӗҫсене туса тӑратӑп? Эпӗ чи лайӑххи пулнине е пухури пӗр-пӗр тӑванран лайӑхрах пулнине хама хам ҫирӗплетсе парас тесе-и? Е эпӗ Иеговӑна чи лайӑххине парасшӑн-и?» Мӗншӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем памалла? Айтӑр Библире мӗн ҫырнине пӑхса тухар.

4. Галати 6:3, 4 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн хамӑра ыттисемпе танлаштармалла мар?

4 Библире пирӗн хамӑра ыттисемпе танлаштармалла мар тенӗ. (Галати 6:3, 4 вуласа парӑр.) Мӗншӗн тесен эпир хамӑра ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлатпӑр пулсан мӑнкӑмӑлланса кайма пултаратпӑр. Енчен те эпир хамӑра ыттисенчен япӑхрах тесе шутлатпӑр пулсан кулянса ӳкме пултаратпӑр. Эпир кирек мӗнле шутласан та, хамӑра ыттисемпе танлаштарни тӗрӗс теме ҫук (Рим 12:3). Грецире пурӑнакан Катерина * ҫапла калать: «Малтан эпӗ хама пӗрмаях кам ман шутпа хитререх, ырӑ хыпар лайӑхрах сарать тата камӑн туссем нумайрах, ҫав хӗрарӑм тӑвансемпе танлаштараттӑм. Вара хама ниме тӑман ҫын тесе шутлаттӑм». Айтӑр ҫакна манар мар: Иегова пире эпир хитре пулнишӗн, хитре калаҫма пӗлнишӗн е пирӗн туссем нумай пулнишӗн мар, эпир ӑна юратма тата унӑн Ывӑлне итлеме хатӗр пулнишӗн пире хӑй патне ертсе пынӑ (Иоанн 6:44; 1 Кор. 1:26—31).

5. Хюн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

5 Хӑвӑртан тата ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Ыттисем ман пирки мӗн шутлаҫҫӗ: эпӗ ыттисемпе килӗштерсе пурӑнакан ҫын тесе-и е тавлашма юратакан ҫын тесе-и?» Айтӑр Кӑнтӑр Корейӑри Хюн ятлӑ старейшинӑпа мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Унччен вӑл пухури яваплӑ арҫын тӑвансемпе тупӑшнӑ. Хюн ҫапла калать: «Эпӗ арҫын тӑвансем пирки тиркесе калаҫаттӑмччӗ тата вӗсене ялан тенӗ пекех хирӗҫлеттӗмччӗ». Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? «Мана пула пухура пӗрлӗх арканчӗ»,— тет Хюн. Телее, хӑш-пӗр тусӗсем Хюна вӑл хӑйне тӗрӗс мар тытнине ӑнланма пулӑшнӑ, вара вӑл хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнӑ. Халӗ вӑл старейшина ӗҫне питӗ лайӑх туса тӑрать. Эппин, пирӗн ыттисемпе тупӑшас йӑла пур пулсассӑн ҫак йӑлана тӳрех пӗтермелле.

МӐНКӐМӐЛЛӐ АН ПУЛӐР ТАТА АН ӐМСАНӐР

6. Галати 5:26-мӗшӗ тӑрӑх, мӗне пула ҫыннӑн тупӑшас кӑмӑл ҫуралма пултарать?

6 Галати 5:26 вуласа парӑр. Мӗнле япӑх енсене пула ыттисемпе тупӑшас кӑмӑл ҫуралма пултарать? Пӗрремӗшӗ, мӑнкӑмӑллӑх. Мӑнкӑмӑллӑ ҫын чапшӑн ҫунать тата хӑй ҫинчен ҫеҫ шутлать. Иккӗмӗшӗ, ӑмсанни. Ӑмсанакан ҫын ыттисен мӗн пуррине илесшӗн кӑна мар, ыттисен ҫакӑ ан пултӑр та тет. Апла пулсан эпир кама та пулин ӑмсанатпӑр пулсан эпир ӑна кураймастпӑр теме пулать. Акӑ мӗншӗн пирӗн мӑнкӑмӑлланса каяс мар тесе тата ӑмсанма пуҫлас мар тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла.

7. Мӑнкӑмӑллӑх тата ӑмсанни мӗн патне илсе ҫитерет? Тӗслӗх илсе парӑр.

7 Мӑнкӑмӑллӑха тата ӑмсаннине самолет топливине варалакан хутӑшсемпе танлаштарма пулать. Ҫавӑн пек топливӑпа самолет вӗҫсе хӑпарсан та, каялла йӗркеллӗ лараймасть. Мӗншӗн тесен хутӑшсем унӑн топливо системине вараланӑран самолет ларнӑ чухне унӑн двигателӗ пӗтӗм вӑйран ӗҫлеймест. Ҫакӑ инкек патне илсе ҫитерет — самолет арканать. Ҫавӑн евӗрлех, мӑнкӑмӑллӑ та ӑмсанакан ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеет, анчах та вӑл ҫак япӑх енсене пӗтермесен, сӑнарлӑ каласан, ӳкет (Ытар. 16:18). Вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахать тата хӑйне те, ыттисене те сиен кӳрет. Мӑнкӑмӑлланса каяс мар тесен тата ӑмсанас мар тесен мӗн тумалла?

8. Мӑнкӑмӑлланса каяс мар тесен мӗн тумалла?

8 Мӑнкӑмӑлланса каяс мар тесен пирӗн Павел панӑ канаша итлемелле: «Нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр» (Флп. 2:3). Эпир ыттисене хамӑртан асла хурса хисеплетпӗр пулсан пирӗн вӗсемпе тупӑшас килмӗ. Пачах урӑхла, эпир тӑвансем пултаруллӑ пулнишӗн савӑнӑпӑр. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе Иеговӑна мухтава кӑларас тесе усӑ кураҫҫӗ пулсан эпир тата хытӑрах савӑнатпӑр. Пултаруллӑ тӑвансем те пире хӑйсенчен асла хурса хисеплеҫҫӗ пулсан, пирӗн лайӑх енсене кураҫҫӗ тата пире хаклаҫҫӗ. Ҫапла майпа вара эпир пурте пухура мир тата пӗрлӗх упратпӑр.

9. Ӑмсанас мар тесен мӗн тумалла?

9 Ҫылӑхлӑ пулнӑран пирӗн пурин те ӑмсанасси пулкалать. Ҫак япӑх ене пӗтерес тесен пирӗн сӑпайлӑ пулмалла, урӑхла каласан, эпир веҫех тума пултарайманнине ӑнланмалла. Сӑпайлӑ ҫын хӑйне ыттисенчен лайӑхрах тата пултаруллӑрах пек кӑтартмасть. Пачах урӑхла, ҫавӑн пек ҫын ыттисен лайӑх енӗсене курать тата вӗсенчен вӗренме тӑрӑшать. Сӑмахран, сирӗн пухура пӗр-пӗр арҫын тӑван докладсене лайӑх тӑвать пулсан, унран вӑл мӗнле хатӗрленнине ыйтса пӗлме пулать. Е апат тутлӑ пӗҫерекен хӗрарӑм тӑванран вӑрттӑнлӑхсене ыйтса пӗлме пулать. Енчен те ҫамрӑк тӑвана ҫынсемпе туслашма йывӑр пулсан, вӑл ҫынсемпе хутшӑнма пӗлекен тӑванран канаш ыйтма пултарать. Ҫапла тусан эпир ҫынна та ӑмсанмастпӑр, хамӑр та лайӑхланса пыратпӑр.

БИБЛИРИ ТӖСЛӖХСЕНЧЕН ВӖРЕНӖР

Хӑйне кӗҫӗне хуни Гедеона ефремлянсемпе килӗштерме пулӑшнӑ (10—12 абзацсене пӑхӑр)

10. Гедеонпа мӗн пулса иртнӗ?

10 Айтӑр Гедеонпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Вӑл Манассия йӑхӗнчен пулнӑ. Иегова пулӑшнипе вӑл хӑйӗн 300 ҫар ҫыннипе пӗрле Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсене ҫӗнтернӗ, ҫавӑнпа вӗсем мӑнкӑмӑлланса кайма та пултарнӑ. Ҫав ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн Гедеон патне ефремлянсем пынӑ. Анчах та вӗсем ӑна мухтама мар, айӑплама килнӗ. Вӗсем Гедеон хӑйсене ҫапӑҫма чӗнменшӗн кӳреннӗ. Ефремлянсем хӑйсен йӑхне мухтава кӑларасшӑн ҫуннӑ. Чи кирлине вара — Гедеон Туррӑн ятне мухтава кӑларнине тата унӑн халӑхне хӳтӗленине ӑнланман (Тӳр. 8:1).

11. Гедеон ефремлянсене мӗн каланӑ?

11 Гедеон хӑйне кӗҫӗне хунӑ, вӑл ефремлянсене: «Ара, эсир халь мӗн тунине тӑвайрӑм-и эпӗ?» — тенӗ. Кайран вӑл вӗсене вӗсем хӑйсем те Иегова пулӑшнипе тӑшмансене ҫӗнтернине аса илтернӗ. Ҫакна илтсен ефремлянсем лӑпланнӑ (Тӳр. 8:2, 3). Вӗсемпе калаҫнӑ чухне Гедеон хӑйне мӑнна хуман, ҫапла вара Турӑ халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗхе упраса хӑварнӑ.

12. Ефремлянсем хӑйсене мӗнле тытнинчен тата Гедеонран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

12 Ҫак тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Ефремлянсем хӑйсене мӗнле тытнинчен эпир ҫакна куратпӑр: пирӗн хамӑра чапа кӑларассишӗн мар, Иеговӑна мухтава кӑларассишӗн тӑрӑшмалла. Гедеон тӗслӗхӗ вара уйрӑмах старейшинӑсемпе ҫемье пуҫӗсемшӗн усӑллӑ пулӗ. Кам та пулин сирӗн ҫине кӳренет пулсан вӑл мӗншӗн кӳреннине ӑнланма тӑрӑшӑр. Унсӑр пуҫне, ӑна вӑл тунӑ ӗҫсемшӗн мухтаса илӗр. Паллах, ҫапла тӑвас тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла, мӗншӗн тесен ҫын сӑлтавсӑрах пирӗн ҫине кӳренме пултарать. Анчах та тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнни хамӑр мӗн шутланинчен пӗлтерӗшлӗрех.

Анна пӗтӗмпех Иеговӑна шанса панӑран чӗрере канӑҫлӑх туйма пуҫланӑ (13, 14 абзацсене пӑхӑр)

13. Анна мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ тата вӑл мӗн тунӑ?

13 Айтӑр Анна тӗслӗхӗ ҫинчен те шухӑшласа пӑхар. Вӑл Елкана ятлӑ левитӑн арӑмӗ пулнӑ. Елканӑн тепӗр арӑм та, Феннана, пулнӑ. Елкана ытларах Аннӑна юратнӑ. Феннанӑн ачасем пулнӑ, Анна вара ача ҫуратайман. Ҫавӑнпа Феннана ӑна ӳпкелесех, хурлантарсах тӑнӑ. Анна вара питӗ хытӑ куляннӑран макӑрнӑ, апат та ҫимен (1 Патш. 1:2, 6, 7). Ҫавах та Библире Анна Феннанӑна тавӑрасшӑн пулни пирки ниҫта та ҫырман. Анна хӑй мӗн туйнине Иеговӑна каласа панӑ та пӗтӗмпех ун аллине шанса панӑ. Феннана Аннӑна ӳпкелеме пӑрахнӑ-ши? Библире ҫакӑн ҫинчен нимӗн те ҫырман. Анчах та эпир Библирен ҫакна пӗлетпӗр: Анна лӑпланнӑ та «унӑн сӑнӗ-пичӗ унчченхи пекех хурлӑхлӑ пулман» (1 Патш. 1:10, 18).

14. Аннӑран эпир мӗне вӗренетпӗр?

14 Аннӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Кам та пулин хӑйне сирӗнтен лайӑхрах пек кӑтартасшӑн пулсан ҫакна асра тытӑр: хӑвӑра мӗнле тытасси пирки эсир хӑвӑр йышӑну тӑватӑр. Ҫын сирӗнпе тупӑшать пулсан та унпа тупӑшас кӑмӑла чарӑр. Ҫынна «усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр», унпа лайӑх хутшӑнусем пулччӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр (Рим 12:17—21). Вара, лару-тӑру улшӑнмасан та, эсир чӗрере канӑҫлӑх туйӑр.

Аполлоспа Павел хӑйсем Иегова пулӑшнипе ҫеҫ ҫитӗнӳсем тунине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа пӗр-пӗринпе тупӑшман (15—18 абзацсене пӑхӑр)

15. Павелпа Аполлос хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пулнӑ?

15 Айтӑр юлашкинчен эпир Аполлоспа Павел тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар. Вӗсем иккӗшӗ те Сӑваплӑ Ҫырӑва питӗ лайӑх пӗлнӗ тата лайӑх вӗрентекенсем пулнӑ. Аполлос та, Павел та нумай ҫынна Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшнӑ. Ҫав-ҫавах вӗсем пӗр-пӗрне ӑмсанман.

16. Аполлос ҫинчен мӗн калама пулать?

16 Аполлос Александрийӑра ҫуралнӑ, пӗрремӗш ӗмӗрте нумай ҫын аслӑ пӗлӳ илес тесе ҫак паллӑ хулана кайнӑ. Аполлос «ӑста калаҫакан, Турӑ Ҫырӑвне тӗплӗ пӗлекен ҫын пулнӑ» (Ап. ӗҫ. 18:24). Вӑл Коринфра пурӑннӑ чухне пухури хӑш-пӗр тӑвансем ӑна ытти арҫын тӑвансенчен, ҫав шутрах Павел апостолран та ытларах юратни пирки уҫҫӑн каланӑ (1 Кор. 1:12, 13). Аполлос вара хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл вӗсем пек шутламан, пухури пӗрлӗхе аркатман. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен Аполлос Коринфран тухса кайсан Павел апостол ӑна каялла таврӑнма ыйтнӑ. Енчен те Аполлос пухури пӗрлӗхе аркатнӑ пулсан Павел ӑна каялла таврӑнма ыйтман пулӗччӗ (1 Кор. 16:12). Апла, Аполлос хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗрӗс усӑ курнӑ — вӑл ҫынсене Турӑ ҫинчен каласа панӑ тата пухури тӑвансене ҫирӗплетнӗ. Тата вӑл хӑйне кӗҫӗне хуни те курӑнать. Сӑмахран, Акилӑпа Прискилла ӑна Турӑ Ҫырӑвне лайӑхрах ӑнлантарса парсан вӑл вӗсем ҫине кӳреннӗ тесе Библире ниҫта та ҫырман (Ап. ӗҫ. 18:24—28).

17. Пухура мир пултӑр тесе Павел мӗн тунӑ?

17 Павел Аполлос тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен пӗлнӗ, ҫапах та ҫынсем Аполлос унран лайӑхрах тесе шутлама пултарни ӑна хӑратман. Павел Коринфри христиансем патне мӗн ҫырнинчен вӑл сӑпайлӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулни тата хӑйне кӗҫӗне хуни курӑнать. Коринфри хӑш-пӗр христиансем «эпӗ — Павелӑн» тени ӑна килӗшмен. Вӑл вӗсене Иеговӑна тата Иисус Христоса мухтава кӑлармалли ҫинчен аса илтернӗ (1 Кор. 3:3—6).

18. 1 Коринф 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павелран тата Аполлосран эпир мӗне вӗренетпӗр?

18 Павелран тата Аполлосран эпир мӗне вӗренетпӗр? Христианин Иеговӑшӑн чуна парса ӗҫлет пулсан та тата нумай ҫынна Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пулӑшнӑ пулсан та, вӑл ҫакна ӑнланать: вӑл Иегова пулӑшнипе ҫеҫ ҫитӗнӳсем тӑвать. Тата Павелпа Аполлосран эпир ҫакна та вӗренетпӗр: камӑн пухура тивӗҫсем пур, ҫавсем пухура пӗрлӗх пултӑр тесе тата нумайрах тума пултараҫҫӗ. Мӗнле майпа? Канаш панӑ чухне вӗсем Библипе килӗшӳллӗн канаш параҫҫӗ. Тата вӗсем хӑйсене мӑнна хумаҫҫӗ, пачах урӑхла, вӗсем Христоса итлесе пурӑнаҫҫӗ тата ыттисене те ҫапла тума пулӑшаҫҫӗ. Эпир яваплӑ арҫын тӑвансене ҫакӑншӑн питӗ пархатарлӑ. (1 Коринф 4:6, 7 вуласа парӑр.)

19. Пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать? (« Пӗр-пӗрне тупӑшма ан хӗтӗртӗр» рамкӑна та пӑхӑр.)

19 Турӑ пире пурне те пултарулӑх панӑ. Эпир хамӑр пултарулӑхпа усӑ курса ыттисене лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшма пултаратпӑр (1 Петр 4:10). Тен, кам та пулин «пухура пӗрлӗх пултӑр тесе эпӗ ытлашши нимех те тӑваймастӑп» тесе шутлама пултарать. Анчах та ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхӑр: пӗчӗк кирпӗчсенчен пысӑк ҫурт туса лартма пулать. Ҫавӑн евӗрлех, пирӗн пӗчӗк ӗҫсем те, вӗсем курӑнмаҫҫӗ пек туйӑнать пулсан та, пухӑва пӗрлештереҫҫӗ. Пирӗн пурин те тупӑшассине пӗтерме тӑрӑшмалла. Айтӑр пухура пӗрлӗх пултӑр тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвар (Эф. 4:2, 3).

80-МӖШ ЮРӐ Тутанса пӑхӑр, Иегова епле ыррине курӑр!

^ 5 абз. Фарфор ваза кӑшт кӑна ҫурӑлсан та вӑхӑт иртсен ҫӗмӗрӗлсе каять. Ҫавӑн евӗрлех, тӑвансем пӗр-пӗринпе тупӑшни те пухури пӗрлӗхе аркатать. Ҫак статьяра эпир мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗринпе тупӑшмалла маррине тата пухура пӗрлӗх пултӑр тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 4 абз. Ятсене улӑштарнӑ.