Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

26-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир вӗренекенсене хатӗрлеме пултаратӑр-и?

Эсир вӗренекенсене хатӗрлеме пултаратӑр-и?

«Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать» (ФЛП. 2:13).

64-МӖШ ЮРӐ Вырмана савӑнса хутшӑнатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова саншӑн мӗн-мӗн тунӑ?

ЭСӖ мӗнле майпа Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ? Тен, эсӗ Библири чӑнлӑха ӑҫу-аннӳнтен, пӗрле ӗҫлекенрен е пӗрле вӗренекенрен пӗлнӗ. Е, тен, Иегова Свидетелӗсем сан пата киле килсе ырӑ хыпара каланӑ (Марк 13:10). Кайран вара пӗр Иегова Свидетелӗ санпа Библи вӗренме нумай вӑй хунӑ, хӑйӗн вӑхӑтне те шеллемен. Библи вӗреннӗ май эсӗ Иеговӑна юратма пуҫларӑн тата вӑл сана юратнине куртӑн. Иегова сана Библири чӑнлӑха ӑнланма пулӑшрӗ. Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑрсан вара сан ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май уҫӑлчӗ (Иоанн 6:44). Иегова пӗр тӑвана хӑвӑнпа Библи вӗренме хавхалантарнӑшӑн тата сана хӑйӗн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пулӑшнӑшӑн эсӗ питӗ пархатарлӑ пулӗ.

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Халӗ эпир чӑнлӑха пӗлетпӗр тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа пыратпӑр. Иегова пире чыслӑ ӗҫ шанса панӑ — пирӗн ыттисене те ҫак ҫул ҫине тӑма пулӑшмалла. Хӑш-пӗрисем ырӑ хыпара килтен киле хастаррӑн сараҫҫӗ, анчах та ҫынна Библи вӗренме сӗнме тата вӗренӗве ирттерме хӑраҫҫӗ. Эсир те ҫынсемпе Библи вӗренме хӑратӑр пулсан, ҫак статьяри шухӑшсем сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ. Эпир вӗренекенсене хатӗрлеме пире мӗн хавхалантарса тӑнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, мӗнле сӑлтавсене пула хӑш-пӗр хыпарҫӑсем ҫынсемпе Библи вӗренме хӑранине тата ҫак тӗлӗшрен вӗсене мӗн пулӑшма пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Малтан вара айтӑр мӗншӗн пирӗн ырӑ хыпар саракансем ҫеҫ мар, вӗрентекенсем те пулмаллине пӗлер.

ИИСУС ПИРЕ ЫРӐ ХЫПАР САРМА ТАТА ҪЫНСЕНЕ ВӖРЕНТМЕ ХУШСА ХӐВАРНӐ

3. Мӗншӗн эпир ырӑ хыпар саратпӑр?

3 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене икӗ ӗҫ туса тӑма хушнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарма хушнӑ тата ҫакна мӗнле тумаллине каланӑ (Матф. 10:7; Лука 8:1). Ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫак хыпара пурте хапӑл тумӗҫ тенӗ (Лука 9:2—5). Унсӑр пуҫне, Иисус унӑн вӗренекенӗсем ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипех «пур халӑха» пӗлтерсе тухӗҫ тенӗ (Матф. 24:14; Ап. ӗҫ. 1:8). Ҫынсем итлесен те, итлемесен те Христосӑн вӗренекенӗсен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата вӑл мӗн туса парасси ҫинчен каламалла пулнӑ.

4. Матфей 28:18—20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн ырӑ хыпар сарассисӗр пуҫне тата мӗн тумалла?

4 Иккӗмӗшӗнчен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй мӗн туса тӑма хушса хӑварнӑ, ҫынсене ҫавна тытса тӑма вӗрентме хушнӑ. Хӑш-пӗрисем Иисус ҫакна пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене ҫеҫ хушса хӑварнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та ҫапла шутлани тӗрӗс мар. Иисус ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе пирӗн вӑхӑтченех — ҫак «тӗнче пӗтичченех» — туса тӑрӗҫ тесе каланӑ. (Матфей 28:18—20 вуласа парӑр.) Ырӑ хыпар сармалла тата вӗренекенсене хатӗрлемелле тесе Иисус «пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ» чухне каланӑ пулас (1 Кор. 15:6). Унсӑр пуҫне, Ӳлӗмхи кӗнекере те Христосӑн вӗренекенӗсен ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшмалла тесе каланӑ (Ӳлӗм. 22:17).

5. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ вӗренекенсене хатӗрлессипе ҫыхӑннине кӑтартас тесе 1 Коринф 3:6—9 сӑвӑ йӗркисенче Павел мӗнле тӗслӗх илсе панӑ?

5 Павел апостол вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе пахча-ҫимӗҫ туса илессипе танлаштарнӑ. Хӑйне тата Аполлоса Павел ҫӗр ӗҫлекенӗсемпе танлаштарнӑ. Вӑл: «Эпӗ лартрӑм, Аполлос шӑварса тӑчӗ»,— тесе ҫырнӑ. Коринф ҫыннисем пирки вара вӑл «Туррӑн хирӗ» тенӗ. (1 Коринф 3:6—9 вуласа парӑр.) Ҫак тӗслӗхрен пахча-ҫимӗҫ ӳстерес тесе вӑрӑ акни ҫеҫ ҫителӗксӗр пулни курӑнать. Эпир Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӑрӑ акатпӑр, ҫынсемпе Библи вӗреннӗ чухне вара — шӑваратпӑр (Иоанн 4:35). Ҫав вӑхӑтрах эпир чӑнлӑх вӑррисене Турӑ ӳстернине ӑнланатпӑр. Вӑл хӑй хӑйӗн патне ҫынсене ертсе пырать.

6. Библи вӗренекене мӗн-мӗн тума пулӑшмалла?

6 Эпир «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсене» шыратпӑр (Ап. ӗҫ. 13:48, ҪТ). Вӗсем Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑччӑр тесе пирӗн вӗсене Библире мӗн ҫырнине: 1) ӑнланма, 2) йышӑнма тата 3) мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма пулӑшмалла (Иоанн 17:3; Кол. 2:6, 7; 1 Фес. 2:13). Пирӗнтен кашни Библи вӗренекенсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшма пултарать. Сӑмахран, вӗсем тӗлпулӑва килсен эпир вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илме пултаратпӑр тата пӗр-пӗрне юратнипе лайӑх тӗслӗх кӑтартатпӑр (Иоанн 13:35). Ҫынпа Библи вӗренекен тӑванӑн вара вӗренекене суя шухӑшсене тата япӑх йӑласене пӗтерме пулӑшас тесе нумай вӑй хумалла тата ҫакна тума вӑхӑта шеллемелле мар (2 Кор. 10:4, 5). Ҫын шыва кӗриччен нумай уйӑх иртме пултарать, анчах эсир вӑй хуни усӑсӑр пулмӗ.

ЮРАТУ ПИРЕ ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕМЕ ХАВХАЛАНТАРАТЬ

7. Мӗншӗн эпир ырӑ хыпар саратпӑр тата вӗренекенсене хатӗрлетпӗр?

7 Мӗншӗн эпир ырӑ хыпар саратпӑр тата вӗренекенсене хатӗрлетпӗр? Пӗрремӗшӗнчен, эпир Иеговӑна юрататпӑр. Ырӑ хыпар сарӑр тата вӗренекенсене хатӗрлӗр текен ӳкӗте тытса тӑнипе эпир ӑна юратнине кӑтартатпӑр (1 Иоанн 5:3). Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: Иеговӑна юратнӑран эпир килтен киле ырӑ хыпар саратпӑр. Ырӑ хыпар сарма пуҫлама сире ҫӑмӑл пулчӗ-и? Ҫук пуль. Пӗрремӗш хут алӑка шаккамалла пулнӑ чухне хӑвӑр мӗн туйнине астӑватӑр-и? Эсир питӗ хумханнӑ пулӗ. Анчах та ҫакна тума Иисус хушнине эсир пӗлнӗ, вара ӑна итленӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн сире ырӑ хыпар сарма ҫӑмӑлтарах та ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗ. Вӗренекенсене хатӗрлесси пирки вара мӗн калама пулать? Ҫынна Библи вӗренме сӗнме, кайран вара вӗренӗве ирттерме эсир хӑратӑр-и? Хӑратӑр пулсан Иеговӑран хӑюлӑх тата хумханнине ҫӗнтерме пулӑшма ыйтӑр. Вара Иегова сире ҫак ӗҫе хастар туса тӑма кӑмӑл парӗ.

8. Марк 6:34-мӗшӗ тӑрӑх, ыттисене вӗрентме пире мӗн хавхалантарать?

8 Иккӗмӗшӗнчен, эпир ҫынсене юрататпӑр. Иисуспа тата унӑн вӗренекенӗсемпе мӗн пулса тухнине аса илер. Кунӗпех ырӑ хыпар сарса вӗсем ывӑннӑ та канса илес тенӗ. Вӗсем канас тенӗ вырӑнта вара нумай халӑх пуҫтарӑннӑ. Ҫав ҫынсене курса Иисус вӗсене хӗрхеннӗ те «чылай вӗрентнӗ». (Марк 6:34 вуласа парӑр.) Вӑл хӑйне шеллесе тӑман. Мӗншӗн? Иисус ҫынсем мӗн туйнине ӑнланнӑ, вӗсене йывӑр килнине тата вӗсен шанчӑк ҫуккине курнӑ, ҫавӑнпа вӗсене пулӑшасшӑн пулнӑ. Хальхи вӑхӑтри ҫынсем пирки те ҫавнах калама пулать. Вӗсем лайӑх пурӑнаҫҫӗ пек курӑнать. Чӑннипе вара вӗсем телейсӗр. Вӗсем кӗтӳҫсӗр тӑрса юлнӑ, ҫухалнӑ сурӑхсем пекех. Павел ҫырнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек ҫынсем Турра пӗлмесӗр, ӗненмесӗр пурӑнаҫҫӗ тата вӗсен шанчӑкӗ те ҫук (Эф. 2:12). Тӗрӗссипе каласан, вӗсем вилӗм патне илсе каякан ҫулпа пыраҫҫӗ (Матф. 7:13). Эпир ҫакӑн ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, хамӑр вырӑнта пурӑнакан ҫынсен Турӑ ҫинчен пӗлмеллине ӑнланатпӑр. Вара вӗсене юратни тата хӗрхенни вӗсене Библи вӗренме сӗнме хавхалантарӗ. Ҫакӑ вара вӗсене пулӑшмалли чи лайӑх май.

9. Филиппӑ 2:13-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова сире мӗнле пулӑшма пултарать?

9 Тен, эсир ҫынпа Библи вӗренме тата вӗренӗве хатӗрленме нумай вӑхӑт кирлӗ пулӗ тесе хӑранӑран никама та Библи вӗренме сӗнместӗр. Ҫапла пулсан хӑвӑр мӗн туйни ҫинчен Иеговӑна каласа парӑр, Библи вӗренес текен ҫынна шыраса тупма кӑмӑл ҫуралтӑр тесе ыйтӑр. (Филиппӑ 2:13 вуласа парӑр.) Эпир Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн кӗлтӑватпӑр пулсан вӑл пире илтет (1 Иоанн 5:14, 15). Ҫавӑнпа та ан иккӗленӗр: Иегова сире вӗренекенсене хатӗрлеме кӑмӑл паратех.

ЫТТИ ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ МӖНЛЕ ТАТСА ПАМАЛЛА?

10, 11. Библи вӗренме сӗнме пире мӗн чарма пултарать?

10 Ҫынсене Библири чӑнлӑха вӗрентни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине эпир пӗлетпӗр. Анчах та хӑш-пӗр сӑлтавсене пула эпир ҫакна тӑвас килнӗ чухлӗ тумастпӑр. Айтӑр хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене пӑхса тухар та вӗсене мӗнле татса памаллине пӗлер.

11 Эпир хамӑр тӑвас тенӗ чухлӗ тӑваймастпӑр. Тен, эсир ватӑ е сирӗн сывлӑх лайӑхах мар. Ҫапла пулсан эпир COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче мӗне вӗренни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Эпир килтен тухмасӑрах интернет урлӑ ҫынна Библи вӗренме сӗнме тата унпа вӗренме пултаратпӑр иккен. Ҫакна та калама пулать: хӑш-пӗр ҫынсем Библи вӗренесшӗн, анчах та эпир ырӑ хыпар сарнӑ вӑхӑтра вӗсене вӗренме майлӑ мар. Хӑш-пӗрисем ирхине ирех е каҫпа ҫеҫ вӑхӑт тупма пултараҫҫӗ. Эсир вӗсемпе ҫав вӑхӑтра вӗренме пултаратӑр-и? Сӑмахран, Иисус Никодима ҫӗрле вӗрентнӗ, мӗншӗн тесен лешӗ ун патне ҫав вӑхӑтра килнӗ (Иоанн 3:1, 2).

12. Мӗншӗн ҫынсене хӑвӑр лайӑх вӗрентме пултарасси пирки иккӗленмелле мар?

12 «Эпӗ ҫынна лайӑх вӗрентме пултараймастӑп» тесе шутлатпӑр. Хӑш-пӗрисем ҫынпа Библи вӗренме пуҫличчен ытларах пӗлӳ илмелле тата опыт пухмалла тесе шутлаҫҫӗ. Эсир те ҫапла шутлатӑр пулсан хӑвӑра ҫакӑн ҫинчен аса илтерӗр: пӗрремӗшӗнчен, Иегова эпир ҫынсемпе Библи вӗренме пултаратпӑр тесе шутлать (2 Кор. 3:5). Иккӗмӗшӗнчен, «ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те» влаҫа тытса тӑракан Иисус пире ҫак ӗҫе тума хушса хӑварнӑ (Матф. 28:18). Виҫҫӗмӗшӗнчен вара, Иегова та, тӑвансем те пире пулӑшма яланах хатӗр. Иегова Иисуса «мӗн каламаллине, мӗнле каламаллине» вӗрентнӗ. Вӑл пире те ҫавнах вӗрентет (Иоанн 8:28; 12:49). Унсӑр пуҫне, Библи вӗренӗвне мӗнле сӗнмеллине тата ӑна мӗнле ирттермеллине эпир ырӑ хыпар сармалли ушкӑнӑн надзирателӗнчен, пионерсенчен тата опытлӑ хыпарҫӑсенчен вӗренме пултаратпӑр. Вӗсем ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне хӑвӑра чӗнме ыйтӑр, вара эсир опыт пухма пултаратӑр.

13. Пирӗн мӗне хӑнӑхмалла?

13 Ҫӗнӗ майпа Библи вӗренме хӑнӑхмалла тата ҫӗнӗ хатӗрсемпе усӑ курма вӗренмелле. Эпир халӗ ҫынсемпе ҫӗнӗ майпа Библи вӗренетпӗр. Эпир усӑ куракан тӗп пособи — «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнеке. Ҫӗнӗ кӗнекепе вӗренме хатӗрленнӗ чухне эпир халӗ хатӗрленессе те урӑхла хатӗрленетпӗр, вӗренессе те унчченхи пек вӗренместпӗр. Халӗ Библи вӗреннӗ чухне эпир кӗнекерен нумай вуламастпӑр, темӑна сӳтсе явма ытларах вӑхӑт уйӑратпӑр. Тата вӗреннӗ чухне эпир видеороликсемпе, пирӗн сайтри тата JW Library® приложенири материалсемпе нумай усӑ куратпӑр. Эсир ҫак хатӗрсемпе усӑ курма вӗренсех ҫитеймерӗр пулсан хӑвӑра пулӑшма ыйтӑр. Паллах, пӗр хӑнӑхнине часах пӑрахаймастӑн. Анчах та Иегова тата тӑвансем пулӑшнипе эсир вӗренетӗрех, ҫӗнӗ меслет сире кӑмӑла та кайӗ. Пӗр пионер каланӑ тӑрӑх, халӗ «вӗренекене те, вӗрентекене те интереслӗрех».

14. Эсир пурӑнакан вырӑнта ҫынсем Библири чӑнлӑха итлесех каймаҫҫӗ пулсан, мӗн асра тытмалла тата 1 Коринф 3:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗнле хавхалантарма пултараҫҫӗ?

14 Ҫынсем пире итлесех каймаҫҫӗ. Тен, эсир пурӑнакан вырӑнта ҫынсем Библири чӑнлӑха итлесшӗн мар е вӗсем хирӗҫ те тӑраҫҫӗ. Ҫапла пулсан, малалла та савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшать? Ҫакна асра тытӑр: ҫак хӑвӑрт улшӑнакан тӗнчере ҫын лару-тӑрӑвӗ улшӑнма пултарать. Вара сире унччен итлесех кайман ҫынсене чӑнлӑх интереслентерсе яма пултарать (Матф. 5:3, ҪТ). Сӑмахран, пирӗн публикацисене илме килӗшмен хӑш-пӗр ҫынсем вӑхӑт иртсен Библи вӗренме килӗшеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, эпир ҫакна пӗлетпӗр: Иегова — «вырма ани Хуҫи» (Матф. 9:38). Вӑл пире чӑнлӑх вӑррисене акма тата шӑварса тӑма ыйтать, ӳстерессе вара хӑй ӳстерет (1 Кор. 3:6, 7). Иегова пире нумай публикаци салатнишӗн е кампа та пулин Библи вӗреннишӗн мар, ҫынсене пулӑшма вӑй хунишӗн пиллет *. Ҫакӑ питӗ хавхалантарать!

ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕНИ СИРЕ САВӐНӐҪ ПАТӐР

Эпир ҫынсене ырӑ хыпар каланине тата чӑнлӑха вӗрентнине пула вӗсен пурнӑҫӗ улшӑнма пултарать (15—17 абзацсене пӑхӑр) *

15. Ҫын Библи вӗренме пуҫласан тата хӑй мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курсан Иегова мӗн туять?

15 Ҫын Библири чӑнлӑха йышӑнсан тата ыттисене ун ҫинчен каласа пама пуҫласан Иегова питӗ савӑнать (Ытар. 23:15, 16). Хӑйӗн халӑхӗ хастаррӑн ырӑ хыпар сарнине тата ҫынсемпе Библи вӗреннине курса тӑма Иеговӑна питӗ кӑмӑллӑ. Сӑмахран, коронавирус пандемие пӑхмасӑрах 2020 сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнче 7 705 765 ҫынпа Библи вӗреннӗ, вара 241 994 ҫын хӑйсене Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ. Ҫак тӑвансем вара хӑйсем те ҫӗнӗ вӗренекенсене хатӗрлӗҫ (Лука 6:40). Ан иккӗленӗр: эпир вӗренекенсене хатӗрлени Иеговӑна питӗ савӑнтарать.

16. Мӗнле тӗллев лартма пулать?

16 Ҫынна Иеговӑна юратма вӗрентме тата Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшма ҫӑмӑлах мар. Анчах та Иегова пулӑшнипе эпир ҫакна тӑваятпӑрах. Мӗншӗн-ха пӗр ҫынпа та пулин Библи вӗренме тӗллев лартас мар? Май килсенех ҫынна Библи вӗренме сӗнсен вӗренекене тупма пулать. Ан иккӗленӗр: Иегова сире вӑй хунишӗн пиллет.

17. Ҫынпа Библи вӗренсе эпир мӗн туятпӑр?

17 Ырӑ хыпар сарасси тата ҫынсене Библири чӑнлӑха вӗрентесси питӗ пысӑк чыс. Ҫакӑ пире чӑннипех те телейлӗ тӑвать. Павел апостол, Фессалоникӑри нумай ҫынна Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшнӑскер, хӑй мӗн туйни ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килсессӗн, Унӑн умӗнчи пирӗн шанчӑкӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр, пирӗн мухтавӑмӑр эсир мар-и-ха? Эсир — пирӗн мухтавӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр» (1 Фес. 2:19, 20; Ап. ӗҫ. 17:1—4). Ҫак сӑмахсемпе нумай тӑван килӗшет. Сӑмахран, Стефани, хӑйӗн упӑшкипе нумай ҫынна Иегова Свидетелӗ пулса тӑма пулӑшнӑ хӗрарӑм тӑван, ҫапла калать: «Ҫынна хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллама пулӑшни пысӑк савӑнӑҫ кӳрет».

57-МӖШ ЮРӐ Ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтеретпӗр

^ 5 абз. Иегова пире ырӑ хыпар сарма ҫеҫ мар, ҫынсене Иисус мӗн тума хушса хӑварнине тытса тӑма вӗрентме те хушнӑ. Вӗренекенсене хатӗрлеме кӑмӑл ҫуралтӑр тесен мӗн тумалла? Ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре пирӗн мӗнле йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ тата вӗсене мӗнле татса пама пулать? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.

^ 14 абз. Вӗренекенсене хатӗрлес тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарнине 2021 ҫулхи март уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Пухури тӑвансем Библи вӗренекен ҫынна шыва кӗме хатӗрленме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?» статьяран пӗлме пулать.

^ 53 абз. ӲКЕРЧӖК. Библи вӗренме пуҫласан пӗр арҫыннӑн пурнӑҫӗ улшӑнать. Иеговӑна пӗличчен вӑл хӑй мӗншӗн пурӑннине пӗлмен. Ӑна Свидетельсем Библи вӗренме сӗнсен вӑл килӗшнӗ. Библирен мӗн пӗлни ӑна хӑйне Иеговӑна халалласа шыва кӗме хавхалантарнӑ. Вӑхӑт иртсен вӑл хӑй те пӗр арҫынпа Библи вӗренме пуҫланӑ. Юлашкинчен вара вӗсем пурте райра пурӑнаҫҫӗ.