Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

25-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Пухури тӑвансене ан кӳрентерӗр

Пухури тӑвансене ан кӳрентерӗр

«Ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр» (МАТФ. 18:10, ҪХ).

113-МӖШ ЮРӐ Турӑ паракан мир

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова пирӗнтен кашнишӗн мӗн тунӑ?

ИЕГОВА пире кашнинех хӑйӗн патне ертсе пынӑ (Иоанн 6:44). Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Ҫӗр ҫинче пурӑнакан миллион-миллион ҫын хушшинче вӑл шӑп сире асӑрханӑ тата сирӗнте питӗ хаклине — эсир хӑйне юратма пултарнине курнӑ (1 Ҫулс. 28:9). Иегова сире пӗлет, вӑл сире ӑнланать тата питӗ юратать. Ҫакна пӗлни питӗ хавхалантарать, ҫапла мар-и?

2. Иегова хӑйӗн кӗтӗвӗнчи кашни сурӑхне хакланине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?

2 Иегова пирӗншӗн юратса тӑрӑшать. Пухури тӑвансемшӗн те вӑл ҫаплах юратса тӑрӑшать. Ҫакна ӑнланма пулӑшас тесе Иисус пӗр тӗслӗх каласа панӑ. Вӑл Иеговӑна кӗтӳҫпе танлаштарнӑ. Кӗтӳре ҫӗр сурӑх пулсан, пӗри вара ҫухалсан кӗтӳҫ мӗн тӑвать? Вӑл «тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӑшне тусем хушшине хӑварса ҫухалнине шырама» каять. Ҫухалнӑ сурӑха тупсан кӗтӳҫ ун ҫине тарӑхмасть, пачах урӑхла, вӑл савӑнать. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Иегова хӑйӗн кӗтӗвӗнчи кашни сурӑха хаклать. Иисус пӗтӗмлетсе ҫапла каланӑ: «Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкал: Вӑл ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар» (Матф. 18:12—14).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

3 Паллах, пирӗн пухури тӑвансене кӳрентерес килмест. Тӑвансене кӳрентерес мар тесен мӗн тумалла-ха? Пире кӳрентерчӗҫ пулсан вара хамӑра мӗнле тытмалла? Айтӑр ҫак ыйтусене сӳтсе явар. Анчах та малтан Матфей ҫырнӑ Евангелири 18-мӗш сыпӑкра «ҫак пӗчӗкҫӗскерсем» тесе Иисус кам пирки каланине пӗлер.

КАМ ПИРКИ ИИСУС «ҪАК ПӖЧӖКҪӖСКЕРСЕМ» ТЕНӖ?

4. Кам пирки Иисус «ҫак пӗчӗкҫӗскерсем» тенӗ?

4 «Ҫак пӗчӗкҫӗскерсем» вӗсем — Иисусӑн вӗренекенӗсем. Кирек миҫе ҫулта пулсан та вӗсем Иисусшӑн ачасем пекех, мӗншӗн тесен вӗсем унран вӗренме хатӗр (Матф. 18:3). Вӗсем тӗрлӗ ҫӗршывран, тӗрлӗ ҫемьесенче ӳссе ҫитӗннӗ, вӗсен характерӗ тӗрлӗрен тата вӗсем тӗрлӗрен шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем пурте Христоса ӗненеҫҫӗ. Христос вара вӗсене питӗ юратать (Матф. 18:6; Иоанн 1:12).

5. Кам та пулин Иеговӑн ӗҫлекенӗпе хӑйне япӑх тытать пулсан Иегова мӗн туять?

5 Иегова «ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен» кашнине хаклать. Вӑл мӗн туйнине лайӑхрах ӑнланас тесе эпир пӗчӗк ачасем ҫине хамӑр мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Эпир ачасемшӗн уйрӑмах тӑрӑшатпӑр. Вӗсем пӗчӗккӗ, айван тата вӗсен опычӗ те ҫук, ҫавӑнпа та эпир вӗсене хӳтӗлетпӗр. Ҫитӗннӗ ҫынпа кам та пулин хӑйне япӑх тытсан ҫакӑ пире питӗ килӗшмест. Ачана кӳрентерни вара пире тарӑхтарсах ярать. Иегова та пире хӳтӗлесшӗн. Кам та пулин унӑн ӗҫлекенӗпе хӑйне япӑх тытать пулсассӑн, ҫакӑ Иеговӑна килӗшмест. Унтан та ытларах, вӑл тарӑхса кайма та пултарать (Ис. 63:9; Марк 9:42).

6. 1 Коринф 1:26—29 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ҫак тӗнчери ҫынсем Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

6 Тата мӗншӗн Иисусӑн вӗренекенӗсем пирки «пӗчӗкҫӗскерсем» теме пулать? Айтӑр шухӑшласа пӑхар. Ҫак тӗнчере кама ытларах хисеплеҫҫӗ? Пуян тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсене. Иисусӑн вӗренекенӗсем вара, ҫынсен шучӗпе, нимпе те палӑрса тӑман ҫынсем. (1 Коринф 1:26—29 вуласа парӑр.) Иегова вара урӑхла шутлать.

7. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет?

7 Эпир нумаях пулмасть шыва кӗнӗ-и е нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр-и, Иегова пирӗнтен кашнине юратать. Иегова тӑвансене хаклать пулсан пирӗн те вӗсене хакламалла. Библире «пӗтӗм тӑванлӑха юратӑр» тенӗ (1 Петр 2:17, ҪТ). Апла пулсан, пирӗн хӑш-пӗр христиансене кӑна мар, пухури пур тӑвана та юратмалла. Вӗсем хӑйсене юратнине туйччӑр тесе тӑрӑшмалла тата вӗсене кӳрентересрен асӑрханмалла. Эпир тӑвана кӳрентертӗмӗр пулсан вара, хамӑра ним пулман пек тытмалла мар е вӑл хӑй час кӳренекен ҫын, унӑн ҫакна чӗре патне илмелле марччӗ тесе шутламалла мар. Мӗншӗн тӑвансем пирӗн ҫине кӳренме пултараҫҫӗ? Сӑмахран, хӑш-пӗрисем хӑйсене мӗнле пӑхса ӳстернине пула хӑйсем пирки ыттисенчен япӑхрах тесе шутлаҫҫӗ. Вара ыттисем мӗн те пулин каласан е тусан ҫавна чӗре патне илсе кӳренеҫҫӗ. Е хӑш-пӗрисем нумай пулмасть Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫавӑнпа христиансен пӗр-пӗрне каҫармаллине вӗренсе ҫитеймен. Пире кам е мӗнле сӑлтава пула кӳрентерни пӗлтерӗшлех мар. Чи пӗлтерӗшли — ыттисемпе мирлешни. Час кӳренекен ҫыннӑн та ҫак ен япӑх пулнине ӑнланмалла та ӑна пӗтерме тӑрӑшмалла. Вара вӑл хӑй те телейлӗрех пулса тӑрать, ыттисене те унпа хутшӑнма ҫӑмӑлрах пулӗ.

ЫТТИСЕНЕ ХӐВӐРТАН АСЛА ХУРӐР

8. Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫине мӗн витӗм кӳнӗ?

8 Иисусӑн вӗренекенӗсем Иисусран: «Ҫӳлти Патшалӑхра чи асли кам?» — тесе ыйтнӑ (Матф. 18:1). Вара вӑл вӗсене кирлӗ чӑнлӑха ӑнлантарса парас тесе вӗсене «пӗчӗкҫӗскерсемпе» танлаштарнӑ. Ҫав вӑхӑтра еврейсемшӗн хӑйсем обществӑра мӗнле вырӑн йышӑнни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Пӗр ученӑй ҫакӑн пирки ҫапла ҫырнӑ: «Ҫав вӑхӑтри ҫынсемшӗн ятлӑ-сумлӑ пулни пурнӑҫра чи пӗлтерӗшли пулнӑ».

9. Иисусӑн вӗренекенӗсен мӗн тумалла пулнӑ?

9 Вӗренекенсен пӗр-пӗринпе тупӑшас кӑмӑла пӗтерес тесе нумай вӑй хумаллине Иисус пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене ҫапла канаш панӑ: «Сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр; пуҫлӑх пулса тӑраканни тарҫӑ пек пултӑр» (Лука 22:26). «Кӗҫӗнни пек» пулас тесен вара ыттисене хамӑртан асла хурса хисеплемелле (Флп. 2:3). Ҫапла тӑватпӑр пулсан эпир ыттисене сахалрах кӳрентерӗпӗр.

10. Пирӗн Павел каланӑ хӑш сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?

10 Кашни тӑван пирӗнтен хӑш енчен те пулин ирттерет. Ҫакна эпир тӑвансен лайӑх енӗсем ҫинчен шухӑшласан куратпӑр. Пирӗн пурин те Павел каланӑ ҫак сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла: «Сана кам мала хурать-ха? Турӑран илменни санӑн мӗн пур? Турӑран илнӗ пулсан, мӗншӗн Унран нимӗн илмен пек мухтанатӑн?» (1 Кор. 4:7). Пирӗн хамӑр ҫине пӑхтарас кӑмӑла пӗтерме тӑрӑшмалла тата эпир ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламалла мар. Сӑмахран, арҫын тӑван сӑмах тухса калама питӗ ӑста пулсан е хӗрарӑм тӑван ҫӑмӑллӑнах ҫынсемпе Библи вӗренме пуҫлать пулсан, ҫакӑншӑн вӗсен Иеговӑна мухтава кӑлармалла.

ЧУН-ЧӖРЕРЕН КАҪАРӐР

11. Патшапа чура ҫинчен калакан Иисусӑн ытарӑшӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

11 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне кӳрентермелле мар тесе каланӑ хыҫҫӑн патшапа чура ҫинчен калакан ытарӑша каласа панӑ. Пӗр чуран патша умӗнче питӗ пысӑк парӑм пулнӑ, вӑл ӑна нихӑҫан та татса парайман пулӗччӗ. Патша вара парӑма каҫарнӑ. Каярахпа ҫав чура хӑйӗнчен кивҫен илнӗ урӑх чурана, унӑн парӑмӗ пысӑках мар пулнӑ пулсан та, каҫарман. Вара патша ҫав хытӑ чӗреллӗ чурана тӗрмене хуптарнӑ. Ҫак ытарӑшран эпир мӗне вӗренетпӗр? Иисус ҫапла каланӑ: «Эсир хӑвӑр тӑванӑр айӑпӗсене чӗререн каҫармасассӑн, Ҫӳлти Аттем те сире ҫапла тӑвӗ» (Матф. 18:21—35).

12. Тӑвана каҫарманни мӗн патне илсе ҫитерет?

12 Ҫав чура хӑйне анчах мар, ыттисене те сиен кӳнӗ. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл хӑйӗн юлташне хӗрхенмен. Вӑл ӑна «парӑмне тӳлесе татиччен тӗрмене хуптарнӑ». Иккӗмӗшӗнчен, ҫакна курсан ытти чурасем те пӑшӑрханса ӳкнӗ. Ҫавӑн евӗрлех, эпир хамӑра мӗнле тытни те ыттисем ҫине витӗм кӳрет. Сӑмахран, пухура пире кам та пулин кӳрентерсен, эпир вара ӑна каҫармасан, ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерет? Пӗрремӗшӗнчен, эпир тӑванӑн чӗрине ыраттаратпӑр, вӑл эпир хӑйне каҫарасса кӗтет вӗт, эпир вара ун ҫине сиввӗн пӑхатпӑр. Иккӗмӗшӗнчен, эпир тӑванпа килӗштерместпӗр пулсан пухури ытти тӑвансем хӑйсене аван мар туяҫҫӗ.

Эсир тӑван ҫине кӳренсе ҫӳрӗр-и е ӑна чун-чӗререн каҫарӑр-и? (13, 14 абзацсене пӑхӑр) *

13. Хӗрарӑм тӑван тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

13 Ыттисене каҫаратпӑр пулсан ҫакӑ хамӑршӑн та, тӑвансемшӗн те лайӑх пулать. Ҫакна пӗр пионеркӑн тӗслӗхӗ ҫирӗплетсе парать, вӑл Кристал ятлӑ тейӗпӗр. Пухури пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйне мӗнле тытни ӑна питӗ кӳрентернӗ. Кристал ҫапла аса илет: «Вӑл мӗн калани хӑш-пӗр чухне чӗрене касатчӗ. Манӑн унпа пӗрле ырӑ хыпар сарма та каяс килместчӗ. Ырӑ хыпар сарни мана савӑнӑҫ пама пӑрахрӗ тата манӑн хастарлӑх сӳнчӗ». Кристал ҫав тӑван ҫине кӳренме унӑн пур сӑлтав та пур тесе шутланӑ. Ҫапах та вӑл ҫак йывӑр туйӑмсене хӑйне ярса илме паман, тӑван ҫине тарӑхса тата хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа ҫӳрес темен. Вара вӑл мӗн тунӑ? Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ та 1999 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Прости от сердца» статьяри канаша итленӗ, вара хӑйне кӳрентернӗ хӗрарӑм тӑвана каҫарнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Халӗ эпӗ ҫакна ӑнланатӑп: эпир пурте ҫӗнӗ этем пулса тӑрас тесе нумай вӑй хуратпӑр тата Иегова пире кашни кун чун-чӗререн каҫарать. Тӑвана каҫарсан чун лӑштах пулчӗ, ырӑ хыпар сарни те каллех савӑнӑҫ пама пуҫларӗ».

14. а) Матфей 18:21, 22 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Петр апостола мӗн тума йывӑр пулнӑ пулас? ӑ) Ыттисене каҫарма пире мӗн пулӑшать?

14 Пирӗн ыттисене каҫармаллине тата ҫакӑ тӗрӗс пулнине эпир ӑнланатпӑр. Анчах та хӑш-пӗр чухне ҫакна тума йывӑр пулма пултарать. Петр апостола та ыттисене каҫарма йывӑр пулнӑ пулас. (Матфей 18:21, 22 вуласа парӑр.) Ыттисене каҫарма вара мӗн пулӑшма пултарать? Пӗрремӗшӗнчен, Иегова пире мӗн тери хӗрхенни ҫинчен шухӑшлӑр (Матф. 18:32, 33). Эпир тивӗҫлӗ мар пулсан та вӑл пире нумай хутчен каҫарать (Пс. 102:8—10). Унсӑр пуҫне, Библире «пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла» тесе тӳррӗн каланӑ (1 Иоанн 4:11). Апла пулсан, ыттисене каҫармалла-и, каҫармалла мар-и, пирӗн суйласа илме ирӗк ҫук. Тӑвансене каҫарасси вӑл пирӗн тивӗҫ. Иккӗмӗшӗнчен, ыттисене каҫарни мӗн пани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Эпир хамӑра кӳрентернӗ тӑвана пулӑшатпӑр, пухӑва ҫирӗплететпӗр, Иеговӑран сивӗнместпӗр тата йывӑр туйӑмсене хамӑра пусса илме памастпӑр (2 Кор. 2:7; Кол. 3:14). Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр, мӗншӗн тесен вӑл хӑй пире ыттисене каҫарма ыйтать. Шуйттана хӑвӑра тӑвансемпе хирӗҫтерсе яма ан парӑр (Эф. 4:26, 27). Пухури мирпе пӗрлӗхе упрас тесе Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр.

КӲРЕНСЕ АН ҪӲРӖР

15. Сире пухура кам та пулин хытӑ кӳрентерчӗ пулсан Колоссӑ 3:13-мӗшӗ тӑрӑх, мӗн тумалла?

15 Пухури тӑван сире хытӑ кӳрентерчӗ пулсан, ҫакӑ вара сире канӑҫ памасть пулсан, мӗн тумалла? Тӑванпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем лайӑх пулччӑр тесе тӑрӑшӑр. Хӑвӑр мӗн туйнине пӗтӗмпех Иеговӑна каласа парӑр, Иегова хӑвӑра кӳрентернӗ тӑвана малалла та пиллетӗр тесе кӗлтӑвӑр тата Иеговӑран тӑванӑн лайӑх енӗсене, Иегова ӑна мӗншӗн юратать, ҫавна курма пулӑшма ыйтӑр (Лука 6:28). Эсир тӑвана ҫав-ҫавах каҫараймастӑр пулсан унпа калаҫса пӑхӑр. Калаҫас умӗн вара ҫакна мӗнле тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тӑван юриех сире ыраттарасшӑн пулнӑ тесе ан шутлӑр (Матф. 5:23, 24; 1 Кор. 13:7). Тӑванпа калаҫнӑ чухне те ӑна ан айӑплӑр. Тӑван сирӗнпе мирлешесшӗн мар пулсан вара мӗн тумалла? Чӑтӑмлӑ пулӑр, кирлӗ пулсан тӑванпа пӗрре анчах мар калаҫӑр тата тӑван ҫине тарӑхса ан ҫӳрӗр, мӗншӗн тесен ҫакӑ хӑвӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха аркатма пултарать. (Колоссӑ 3:13 вуласа парӑр.) Тӑванпа мирлешме тӑрӑшсан эсир пуринчен ытла Иеговӑна юратнине кӑтартатӑр (Пс. 118:165).

16. Пирӗн пурин те мӗн тумалла?

16 «Пӗр Кӗтӳҫӗ» ертсе пынипе «пӗр кӗтӳ» пек тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма май пулнишӗн эпир питӗ пархатарлӑ (Иоанн 10:16). «Организованы, чтобы исполнять волю Иеговы» кӗнекере 165-мӗш страницӑра ҫапла ҫырнӑ: «Халӗ санӑн пухура мир пултӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла». Ҫавӑнпа та пирӗн «тӑвансем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма вӗренмелле». Иегова вара пирӗн ҫине пӗчӗк ачасем ҫине пӑхнӑ пек пӑхать, вӑл пире питӗ юратать. Эсир те тӑвансем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатӑр-и? Эсир вӗсемшӗн мӗн тунине Иегова курать тата хаклать (Матф. 10:42).

17. Ҫак статья сире мӗн тума хавхалантарчӗ?

17 Эпир тӑвансене юрататпӑр, ҫавӑнпа вӗсене кӳрентересшӗн мар. Унсӑр пуҫне, эпир тӑвансене хамӑртан асла хурса хисеплетпӗр тата вӗсене чун-чӗререн каҫаратпӑр. Тӑвансем ҫине кӳренсе ҫӳресе эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене пӑсасшӑн мар. Айтӑр «килӗшӳ кӳрекеннине, пӗр-пӗрне усӑ тума пулӑшаканнине шырар» (Рим 14:19).

130-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне каҫарӑр

^ 5 абз. Ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир сӑмахпа е ӗҫпе тӑвансене кӳрентерме пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр? Тӑванпа килӗштерме тӑрӑшатпӑр-и? Хамӑр пӗрремӗш каҫару ыйтатпӑр-и? Е ҫын кӳренчӗ пулсан ҫакӑ манӑн ӗҫ мар тесе шутлатпӑр-и? Хамӑр час кӳренетпӗр пулсан вара, манӑн характер ҫапла тесе хамӑра тӳрре кӑлармастпӑр-и? Е час кӳренни япӑх ен пулнине ӑнланса эпир унпа кӗрешетпӗр?

^ 53 абз. ӲКЕРЧӖК. Пӗр хӗрарӑм тӑван тепӗр хӗрарӑм тӑван ҫине кӳреннӗ. Пӗр-пӗринпе калаҫса илнӗ хыҫҫӑн вӗсем мирлешнӗ те хаваспах пӗрле ырӑ хыпар сараҫҫӗ.