Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра ҫынсен мӗнле налуксем тӳлемелле пулнӑ?

АВАЛХИ вӑхӑтра Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума пулӑшас тесе израильтянсем укҫа-тенкӗ парса тӑнӑ. Анчах та Иисус пурӑннӑ чухне еврейсен тӗрлӗ-тӗрлӗ налуксем тӳлеме тивнӗ, ҫавӑнпа вӗсен пурнӑҫӗ йывӑрланса кайнӑ.

Сӑваплӑ чатӑрти, каярах вара храмри ӗҫсене тума пулӑшас тесе кашни еврей арҫыннин ҫулталӑкра ҫур сикль (икӗ драхма) налук тӳлемелле пулнӑ. Пӗрремӗш ӗмӗрте ҫак укҫапа парнесем кӳрес тесе тата Ирод туса лартнӑ храма пӑхса-юсама усӑ курнӑ. Пӗррехинче еврейсем Петртан Иисус ҫак налук пирки мӗн шутлать тесе ыйтнӑ. Иисус хуравӗнчен вара вӑл налук тӳлеме хирӗҫ пулманни курӑннӑ. Унтан та ытларах, вӑл Петра налук тӳлемелӗх укҫа ӑҫта тупмаллине те каланӑ (Матф. 17:24—27).

Тата Туррӑн халӑхӗн хӑйсем ӗҫлесе илнӗ укҫаран тата туса илнӗ пахча-ҫимӗҫпе тыр-пултан вуннӑмӗш пайне тӳлемелле пулнӑ (Лев. 27:30—32; Йыша шутл. 18:26—28). Тӗн пуҫлӑхӗсем вара пӗтнӗк курӑкӗнчен те, укропран та, тминран та вуннӑмӗш пайне тӳлеме хушнӑ. Иисус вуннӑмӗш пая тӳлемелле мар тесе каламан, анчах та вӑл фарисейсемпе кӗнекеҫӗсене Саккунра чи кирлине туса тӑманшӑн питленӗ (Матф. 23:23).

Унсӑр пуҫне, Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра еврейсен Рим патшалӑхне те тӗрлӗ налук тӳлемелле пулнӑ. Сӑмахран, ҫӗр ӗҫлекенӗн хӑй ӗҫлесе илнинчен 20—25 процент таран патшалӑха памалла пулнӑ. Вӑл укҫа-тенкӗ е пахча-ҫимӗҫпе тыр-пул парса ҫак налука тӳлеме пултарнӑ. Еврейсен кашни ҫыншӑн тӳлемелли налука та тӳлемелле пулнӑ. Фарисейсем Иисусран шӑп ҫав налук ҫинчен ыйтсан вӑл вӗсене: «Кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр»,— тенӗ (Матф. 22:15—22). Хальхи вӑхӑтри христиансем те налук тӳлемелли пирки ҫавӑн пекех шутлаҫҫӗ.

Таварсене урӑх вырӑна сутма илсе кайнӑ чухне те е урӑх вырӑнтан сутма илсе килнӗ чухне те вӗсемшӗн налук тӳлемелле пулнӑ. Ҫак налука портсенче, кӗперсем ҫинче, ҫул юпписем ҫинче, хула хапхисем патӗнче е пасарсенче пуҫтарнӑ.

Римлянсем халӑхран питӗ пысӑк налук илсе тӑнӑ. Рим историкӗ Тацит каланӑ тӑрӑх, Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра, Тиберий ертсе пынӑ чухне, Сирипе Иудея хӑйсем тӳлекен налук питӗ пысӑк пулнӑран ҫав налука чакарма ыйтнӑ.

Ҫынсене налуксене мӗнле йӗркепе пуҫтарни те килӗшмен. Налук пуҫтарас правӑна сутӑн илме май пулнӑ: кам чи нумай укҫа панӑ, ҫавӑ ҫав правӑна илнӗ. Ҫав ҫын вара налук пуҫтарма тата тепӗр ҫынсене янӑ. Вара ҫапла майпа кусем те, лешӗсем те халӑхран укҫа сӑптӑрнӑ. Закхей та налук пуҫтаракансене хӑйӗншӗн ӗҫлеттернӗ пулас (Лука 19:1, 2). Ҫынсене налук пуҫтармалли йӗрке мӗншӗн килӗшменни тата налук пуҫтаракансене вӗсем мӗншӗн юратманни паллӑ ӗнтӗ.