Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иисус хыҫҫӑн пыма сире нимӗн те ан чӑрмантартӑр!

Иисус хыҫҫӑн пыма сире нимӗн те ан чӑрмантартӑр!

«Санӑн саккунна юратакансем питех те канӑҫлӑ, вӗсем такӑнас ҫук» (ПС. 118:165).

122-МӖШ ЮРӐ Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Пӗр профессор мӗн каланӑ тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ХАЛЬХИ вӑхӑтра миллион-миллион ҫын Иисуса ӗненетпӗр теҫҫӗ, хӑйсем вара вӑл вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ (2 Тим. 4:3, 4). Пӗр профессор хӑйӗн кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Пирӗн хушӑра пӗрремӗш ӗмӗрте Иисус вӗрентнӗ пек вӗрентекен ҫын тупӑнсан, 2 000 ҫул каялла ҫынсем Иисуса сирсе янӑ пек эпир те ҫав ҫынна сирсе ямӑпӑрччӗ-и? Сирсе янӑ пулӑттӑмӑр пуль».

2 Пӗрремӗш ӗмӗрте нумайӑшӗ Иисус мӗне вӗрентнине илтнӗ тата вӑл тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене те курнӑ, ҫавах та ӑна ӗненесшӗн пулман. Малтанхи статьяран эпир мӗнле тӑватӑ сӑлтава пула ҫапла пулнине пӗлтӗмӗр. Ку статьяра вара эпир тата тепӗр тӑватӑ сӑлтава пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир мӗншӗн ҫынсем хальхи вӑхӑтра Иисусӑн вӗренекенӗсем калакан чӑнлӑха итлеменнине пӗлӗпӗр. Чи кирли вара, Иисус хыҫҫӑн пыма пире нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

1. ИИСУС ҪЫНСЕНЕ КАМНЕ КУРА УЙӐРМАН

Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисуса ӗненмен? Иисус ҫынсене камне кура уйӑрман. Мӗншӗн ҫавӑн евӗрлӗ сӑлтавсем хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗр ҫынсене Иисус хыҫҫӑн пыма чӑрмантараҫҫӗ? (3-мӗш абзаца пӑхӑр) *

3. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем Иисус Мессия пулнине ӗненмен?

3 Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус тӗрлӗ ҫынсемпе хутшӑннӑ. Вӑл пуян та ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе те ӗҫсе ҫинӗ, чухӑн та мӗскӗн ҫынсем валли те нумай вӑхӑт уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне, кам пирки ҫылӑхлӑ ҫынсем тесе каланӑ, вӑл ҫавсене питӗ хӗрхеннӗ. Ҫавӑнпа мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем Иисус Мессия пулнине ӗненмен. Пӗррехинче вӗсем Иисусӑн вӗренекенӗсенчен: «Мӗншӗн эсир куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр?» — тесе ыйтнӑ. Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ; Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ» (Лука 5:29—32).

4. Исаия каланӑ пророкла сӑмахсенчен еврейсем Мессия ҫинчен мӗн пӗлнӗ?

4 Библире мӗн каланӑ? Исаия пророк ҫынсем Мессийӑна сирсе ярӗҫ тесе каланӑ. Иисус ҫураличченех вӑл ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Ӑна... ҫынсем умӗнче мӑшкӑллатчӗҫ, ӑҫтиҫук вырӑнне хуратчӗҫ, пирӗн Ун ҫине пӑхас та килместчӗ, Унран йӗрӗнетчӗҫ, эпир Ӑна ним вырӑнне те хумастӑмӑр» (Ис. 53:3). Пӗрремӗш ӗмӗрти еврейсем ҫынсем Мессийӑран йӗрӗнессе пӗлнӗ, ҫавӑнпа та Иисуса сирсе яни вӗсене тӗлӗнтермелле пулман.

5. Ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

5 Паян та ҫакӑн пекки пулса иртет-и? Пулса иртет. Тӗн пуҫлӑхӗсем нумайӑшӗ хӑйсен чиркӗвӗсене пуян, ятлӑ-сумлӑ тата вӗреннӗ ҫынсене хаваспах йышӑнаҫҫӗ. Ҫав ҫынсем вара Туррӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнмасан та пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӗн пуҫлӑхӗсем Иеговӑн хастар ӗҫлекенӗсем ҫине, нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнакансем ҫине, ҫӳлтен пӑхаҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫак тӗнчере вӗсене хисеплесех каймаҫҫӗ. Павел каланӑ пек, Турӑ тӗнчере «нимӗн вырӑнне те хуманнисене суйласа илнӗ» (1 Кор. 1:26—29). Ҫынсем Иегова Свидетелӗсем ҫине кирек мӗнле пӑхсан та, Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене питӗ хаклать.

6. Матфей 11:25, 26 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем Иисус хыҫҫӑн пыма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

6 Иккӗленес мар тесен пирӗн мӗн тумалла? (Матфей 11:25, 26 вуласа парӑр.) Пирӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине ҫак тӗнчери ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхмалла мар. Ҫакна асра тытӑр: Иегова йӑваш та хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене ҫеҫ хӑйӗн ирӗкне тума шанса парать (1 Петр 5:5). Ҫак тӗнчере камсем пирки ӑслах мар тесе шутлаҫҫӗ, ҫавсем урлӑ вӑл питӗ нумай ӗҫ тунӑ.

2. СУЯНА ВӖРЕНТЕКЕНСЕНЕ ИИСУС ТӐРӐ ШЫВ ҪИНЕ КӐЛАРНӐ

7. Мӗншӗн Иисус фарисейсене икӗпитлӗ тенӗ тата ҫакна илтсен вӗсем хӑйсене мӗнле тытнӑ?

7 Иисус тӗн пуҫлӑхӗсене хӑюллӑн питленӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсене Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапма вӗрентмен. Сӑмахран, фарисейсемшӗн хӑйсен йӑли тӑрӑх ал ҫуни ашшӗ-амӑшӗшӗн тӑрӑшнинчен те пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ, ҫавӑнпа Иисус вӗсене икӗпитлӗ тенӗ (Матф. 15:1—11). Иисусӑн сӑмахӗсем унӑн вӗренекенӗсене тӗлӗнтерсе янӑ пулмалла, ҫавӑнпа вӗсем ӑна: «Пӗлетӗн-и, ҫак сӑмахсене илтсессӗн фарисейсем тарӑхрӗҫ»,— тенӗ. Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Манӑн Ҫӳлти Аттем лартман кирек епле ӳсентӑран та тымарӗпех кӑкланӗ; вӗсем пирки ан шухӑшлӑр: вӗсем — суккӑрсене ҫавӑтса ҫӳрекен суккӑрсем; суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳресен, иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ» (Матф. 15:12—14). Тӗн пуҫлӑхӗсем Иисус хӑйсене питленӗшӗн тарӑхнӑ пулсан та, вӑл ырӑ хыпара сарма пӑрахман.

8. Турра кирек хӑш тӗн вӗрентӗвӗ те килӗшет тени тӗрӗс мар пулнине Иисус мӗнле кӑтартса панӑ?

8 Унсӑр пуҫне, Иисус хӑш-пӗр вӗрентӳсем суя пулнине кӑтартса панӑ. Вӑл Турра кирек епле вӗрентӳ те килӗшет тесе нихӑҫан та вӗрентмен. Пачах урӑхла, вӑл нумайӑшӗ вилӗм патне илсе каякан сарлака ҫулпа, сахалӑшӗ кӑна ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырӗҫ тесе каланӑ (Матф. 7:13, 14). Вӑл Турӑшӑн ӗҫлетпӗр текен хӑш-пӗр ҫынсем чӑннипе Турӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ тесе те каланӑ. Иисус ҫапла та асӑрхаттарнӑ: «Суя пророксенчен сыхланӑр: вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ тӑхӑнса пыраҫҫӗ, ӑшӗнче хӑйсем — тискер кашкӑр. Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр» (Матф. 7:15—20).

Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисуса ӗненмен? Суя тӗн вӗрентӗвӗсемпе йӑли-йӗркисене вӑл тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Мӗншӗн ҫавӑн евӗрлӗ сӑлтавсем хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗр ҫынсене Иисус хыҫҫӑн пыма чӑрмантараҫҫӗ? (9-мӗш абзаца пӑхӑр) *

9. Хӑш-хӑш суя тӗн вӗрентӗвӗсене Иисус тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ?

9 Библире мӗн каланӑ? Библире Мессия Турӑ ҫурчӗшӗн ҫунса тӑрӗ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Пс. 68:10; Иоанн 2:14—17). Ҫапла ҫунса тӑнӑран Иисус суя тӗн вӗрентӗвӗсемпе йӑли-йӗркисене тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Сӑмахран, фарисейсем ҫыннӑн вилӗмсӗр чун пур тесе вӗрентнӗ, Иисус вара вилнисем ҫывӑраҫҫӗ тенӗ (Иоанн 11:11). Саддукейсем вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ тесе шутланӑ, Иисус вара хӑйӗн тусне Лазаре чӗртсе тӑратнӑ (Иоанн 11:43, 44; Ап. ӗҫ. 23:8). Фарисейсем шӑпаран иртеймӗн е пӗтӗмпех Турӑ ҫырнӑ пек пулса пырать тесе каланӑ, Иисус вара Турӑшӑн ӗҫлемелле-и, ӗҫлемелле мар-и, ҫынсем хӑйсем суйласа илме пултараҫҫӗ тесе вӗрентнӗ (Матф. 11:28).

10. Мӗншӗн нумайӑшӗ эпир калакан хыпара итлемеҫҫӗ?

10 Паян та ҫакӑн пекки пулса иртет-и? Пулса иртет. Нумайӑшӗ эпир калакан хыпара итлесшӗн мар, мӗншӗн тесен эпир Библипе усӑ курса суя вӗрентӳсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларатпӑр. Тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсен чиркӗвӗсене ҫӳрекенсене Турӑ усал ҫынсене тамӑкра асаплантарать тесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем ҫынсене хӑратса пӗтерсе хӑйсене итлекен тӑваҫҫӗ. Эпир вара, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем — ҫынсене юратакан Турра пуҫҫапакансем — ҫак вӗрентӳ суя пулнине кӑтартса паратпӑр. Тата тӗн пуҫлӑхӗсем чун вилӗмсӗр тесе калаҫҫӗ. Эпир вара ҫак вӗрентӳ Библипе килӗшсе тӑмасть тесе калатпӑр, мӗншӗн тесен ҫак вӗрентӳ тӗрӗс пулнӑ пулсассӑн, Туррӑн ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла пулман пулӗччӗ. Унсӑр пуҫне, нумай тӗнре шӑпа пур тесе вӗрентеҫҫӗ. Эпир вара мӗнле пурӑнмаллине тата Турӑшӑн ӗҫлемелле-и, ӗҫлемелле мар-и, ҫынсем хӑйсем суйласа илеҫҫӗ тесе вӗрентетпӗр. Эпир мӗне вӗрентнине илтсен тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ? Вӗсем питӗ хытӑ тарӑхаҫҫӗ.

11. Иоанн 8:45—47 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен мӗн кӗтет?

11 Иккӗленес мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Чӑнлӑха юрататпӑр пулсан эпир Турӑ мӗн каланине ӗненӗпӗр тата ӑна итлӗпӗр. (Иоанн 8:45—47 вуласа парӑр.) Шуйттанпа танлаштарсан, эпир чӑнлӑхран нихӑҫан та пӑрӑнса каймастпӑр тата Турӑ сивлекен ӗҫсене те тумӑпӑр (Иоанн 8:44). Хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Турӑ: «Усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр»,— тесе хушать. Иисус шӑп ҫапла тунӑ та (Рим 12:9; Евр. 1:9).

3. ИИСУСА ХӖСӖРЛЕНӖ

Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисуса ӗненмен? Ӑна юпа ҫумне пӑталаса вӗлернӗ. Мӗншӗн ҫавӑн евӗрлӗ сӑлтавсем хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗр ҫынсене Иисус хыҫҫӑн пыма чӑрмантараҫҫӗ? (12-мӗш абзаца пӑхӑр) *

12. Тата мӗнле сӑлтава пула еврейсем нумайӑшӗ Иисуса сирсе янӑ?

12 Тата мӗнле сӑлтава пула еврейсенчен нумайӑшӗ Иисус Мессия пулни пирки иккӗленнӗ? Павел ҫапла ҫырнӑ: «Эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл — такӑнтараканни» (1 Кор. 1:23). Иисуса юпа ҫумне пӑталанӑран нумайӑшӗ ӑна сирсе янӑ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, Иисуса ҫапла вӗлерни вӑл Мессия мар, преступник та ҫылӑхлӑ ҫын пулнине кӑтартса панӑ (Сак. аст. 21:22, 23).

13. Иисус вӑл Мессия пулнине ӗненмен еврейсем Иисус пирки мӗн шутланӑ?

13 Иисус вӑл Мессия пулнине ӗненмен еврейсем Иисус чӑннипех айӑплӑ тесе, ӑна тӗрӗсех айӑпланӑ тесе тата ӑна тивӗҫлипе асаплантарса вӗлернӗ тесе шутланӑ. Иисуса суд тӑвасса та ячӗшӗн ҫеҫ суд тунӑ. Суд ларӑвне васкаса ирттернӗ тата суд ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пур нормӑсене те пӑснӑ (Лука 22:54; Иоанн 18:24). Тӳррипе суд тӑвас вырӑнне судьясем Иисуса вӗлерттерме айӑп тупмашкӑн суя свидетельсем шыранӑ. Свидетельсене тупаймасан вара, Иисуса айӑпламалли сӑмах калаттарас тесе Аслӑ священник ӑна ыйтусем пама пуҫланӑ. Закон тӑрӑх вара ҫакна тума юраман (Матф. 26:59; Марк 14:55—64). Иисус чӗрӗлсе тӑрсан ҫав йӗркесӗр судьясем Иисусӑн тупӑклӑхне хураллакан салтаксене укҫа панӑ та Иисусӑн кӗлеткине унӑн вӗренекенӗсем вӑрласа кайнӑ тесе суя сӑмах сарма хушнӑ (Матф. 28:11—15).

14. Сӑваплӑ Ҫырура Мессия вилӗмӗ ҫинчен мӗн каланӑ пулнӑ?

14 Библире мӗн каланӑ? Нумай еврей Мессийӑн вилмелле пулнӑ тесе шутламан, анчах та пӗр пророкла каланинче Мессия ҫинчен мӗн ҫырнине асӑрхӑр-ха: «Хӑйӗн чунне вилӗме панӑшӑн, Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртнӗшӗн, нумайӑшӗн ҫылӑхне Хӑй ҫине илнӗшӗн, усал ҫынсене хунтӑланӑшӑн Эпӗ Ӑна аслисем хушшинче пай парӑп» (Ис. 53:12). Ҫавӑнпа Иисуса преступник тесе пӑталасан еврейсен вӑл Мессия пулни пирки иккӗленмелле пулман.

15. Иегова Свидетелӗсене мӗн тесе айӑпланине пула хӑш-пӗрисем вӗсем калакан хыпара итлемеҫҫӗ?

15 Паян та ҫакӑн пекки пулса иртет-и? Пулса иртет. Иисуса суйса айӑпланӑ. Хальхи вӑхӑтри Туррӑн ӗҫлекенӗсем те ҫакӑн пеккипе тӗл пулаҫҫӗ. Акӑ темиҫе тӗслӗх. 1930—1940 ҫулсенче Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Турра ирӗклӗн пуҫҫапас тесе эпир пӗрре анчах мар суда панӑ. Хӑш-пӗр судьясем вара пире хирӗҫ пулнине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Канадӑра Квебек провинцинче католик чиркӗвӗпе патшалӑх влаҫӗ пӗр шухӑшлӑ пулса пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартма тӑрӑшнӑ. Иегова Свидетелӗсене ҫынсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑшӑн тӗрмене хупнӑ. Германире влаҫра нацистсем ларнӑ чухне нумай ҫамрӑк арҫын тӑвана вӗлернӗ. Юлашки ҫулсенче вара Раҫҫейре Иегова Свидетелӗсене ҫынсемпе Библи ҫинчен калаҫнӑшӑн экстремистсем тесе айӑпласа тӗрмене хупаҫҫӗ. Вырӑс чӗлхипе тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» те экстремистла материал тесе йышӑннӑ та унпа усӑ курма чарнӑ, мӗншӗн тесен унта Иегова ятне ҫырнӑ.

16. 1 Иоанн 4:1-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн Иегова Свидетелӗсем ҫинчен калакан суя сӑмаха итлемелле мар?

16 Иккӗленес мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Фактсене пӗлме тӑрӑшӑр. Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене усал сӑмахпа хӑртӗҫ тесе каланӑ (Матф. 5:11). Ҫак суя сӑмахсем Шуйттанран тухса тӑраҫҫӗ. Вӑл хӗтӗртнипе Туррӑн ӗҫлекенӗсене хирӗҫ тӑракансем вӗсем пирки хурласа калаҫаҫҫӗ (Ӳлӗм. 12:9, 10). Пирӗн ҫак суяна итлемелле мар тата хамӑра хӑратма е хамӑр ӗненӗве хавшатма памалла мар. (1 Иоанн 4:1 вуласа парӑр.)

4. ИИСУСА СУТНӐ, ТУСӖСЕМ ТЕ ПӐРАХСА ХӐВАРНӐ

Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисуса ӗненмен? Ӑна Иуда сутнӑ. Мӗншӗн ҫавӑн евӗрлӗ сӑлтавсем хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗр ҫынсене Иисус хыҫҫӑн пыма чӑрмантараҫҫӗ? (17, 18 абзацсене пӑхӑр) *

17. Иисус виличчен кӑшт маларах мӗн пулса иртни хӑш-пӗрисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарнӑ?

17 Иисус виличчен кӑшт маларах апостолсенчен пӗри ӑна сутнӑ. Тата тепри унран виҫӗ хутчен те туннӑ, теприсем вара ӑна пӑрахса тарнӑ (Матф. 26:14—16, 47, 56, 75). Иисуса ҫакӑ тӗлӗнтермен, ҫапла пуласса вӑл хӑй маларах каласа хунӑ пулнӑ (Иоанн 6:64; 13:21, 26, 38; 16:32). Тен, ҫакӑ веҫех хӑш-пӗрисене такӑнтарнӑ. Вӗсем ҫапла та шутлама пултарнӑ: «Иисусӑн апостолӗсем хӑйсене ҫапла тытаҫҫӗ пулсан, манӑн вӗсем хушшинче пулас килмест».

18. Иисус виличчен кӑшт маларах мӗнле пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнӑ?

18 Библире мӗн каланӑ? Ҫак событиччен ҫӗр-ҫӗр ҫул маларах Иегова Мессийӑна 30 кӗмӗл укҫапа сутӗҫ тесе уҫса панӑ (Зах. 11:12, 13). Тата Библире ӑна сутаканӗ ҫывӑх тусӗ пулать тесе те каласа хунӑ пулнӑ (Пс. 40:10). Унсӑр пуҫне, Захария пророк ҫапла та ҫырнӑ пулнӑ: «Кӗтӳҫне ҫапса ӳкер те — сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ!» (Зах. 13:7). Ҫавӑнпа та Иисуспа мӗн пулса тухнине курса таса чӗреллӗ ҫынсем Иисус хыҫҫӑн пыма пӑрахман пулӗччӗҫ. Пачах урӑхла, пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине курсан вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленнӗ пулӗччӗ.

19. Таса чӗреллӗ ҫынсем мӗн кураҫҫӗ?

19 Паян та ҫакӑн пекки пулса иртет-и? Пулса иртет. Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ пӗлекен Иегова Свидетелӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахса чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ та ыттисене те хӑйсем майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшнӑ. Вӗсем хаҫат, радио, телевизор е интернет урлӑ Иегова Свидетелӗсем ҫинчен япӑххине калаҫҫӗ, ҫурма тӗрӗс ҫурма суя е пӗтӗмпех суйса калаҫҫӗ. Анчах та таса чӗреллӗ ҫынсем ҫак суяна ӗненмеҫҫӗ. Вӗсем ҫапла майпа пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине кураҫҫӗ (Матф. 24:24; 2 Петр 2:18—22).

20. Ыттисем чӑнлӑхран пӑрӑнса кайсан та мӗне пула пирӗн ӗненӳ хавшамасть? (2 Тимофей 4:4, 5).

20 Иккӗленес мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн тӑтӑшах Библи вуламалла, пӗрмай кӗлтумалла тата Иегова хамӑра шанса панӑ ӗҫе хастаррӑн туса тӑмалла. (2 Тимофей 4:4, 5 вуласа парӑр.) Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулсан, Иегова Свидетелӗсем ҫинчен япӑх калани пире хӑратса ӳкермӗ (Ис. 28:16). Иеговӑна, унӑн Сӑмахне тата тӑвансене юрататпӑр пулсан, ыттисем чӑнлӑхран пӑрӑнса кайсан та пирӗн ӗненӳ хавшамасть.

21. Нумайӑшӗ эпир калакан чӑнлӑха итлемеҫҫӗ пулсан та, эпир мӗн пирки иккӗленместпӗр?

21 Пӗрремӗш ӗмӗрте нумайӑшӗ Иисуса сирсе янӑ пулсан та, вӑл Мессия пулнине ӗненекенсем те пулнӑ. Вӗсем хушшинче нумай священник тата сахалтан та Синедрион пӗр ҫынни пулнӑ (Матф. 27:57—60; Марк 15:43; Ап. ӗҫ. 6:7). Хальхи вӑхӑтра та миллион-миллион ҫын Иисус хыҫҫӑн пырать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем Библири чӑнлӑха пӗлеҫҫӗ тата юратаҫҫӗ. Турӑ Сӑмахӗ те пире ҫапла шантарать: «Санӑн саккунна юратакансем питех те канӑҫлӑ, вӗсем такӑнас ҫук» (Пс. 118:165).

124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

^ 5 абз. Унчченхи статьяра эпир пӗрремӗш ӗмӗрте ҫынсем нумайӑшӗ Иисус Мессия пулнине мӗншӗн ӗненменнине тата хальхи вӑхӑтра мӗншӗн ҫынсем пире итлесшӗн маррине пӑхса тухрӑмӑр. Ҫак статьяра вара эпир тепӗр тӑватӑ сӑлтав ҫинчен калаҫӑпӑр тата Иисус хыҫҫӑн пыма нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус Матфейпа тата ытти налук пуҫтаракансемпе пӗрле апатланать.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус суту-илӳ тӑвакансене храмран хӑваласа ярать.

^ 64 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисуса юпа йӑттараҫҫӗ, кайран ӑна ҫак юпа ҫумне пӑталаҫҫӗ.

^ 66 абз. ӲКЕРЧӖК. Иуда Иисуса чуптуса сутать.