Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иккӗленӳсем сире Иисус хыҫҫӑн пыма ан чӑрмантарччӑр!

Иккӗленӳсем сире Иисус хыҫҫӑн пыма ан чӑрмантарччӑр!

«Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ» (МАТФ. 11:6, ҪХ).

54-МӖШ ЮРӐ «Акӑ ҫул»

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Эсир тӑвансене тата туссене ырӑ хыпар каласан вӗсем хӑйсене мӗнле тытнӑ тата мӗншӗн ҫакӑ сире, тен, аптратса ӳкернӗ?

БИБЛИРЕ мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнине ӑнлансан хӑвӑр мӗн туйнине астӑватӑр-и? Библири чӑнлӑхсене ӑнланма питӗ ҫӑмӑл пек туйӑннӑ пулӗ сире. Эсир, тен, ҫак чӑнлӑхсене ыттисен те пӗлмелле тесе шутласа илтӗр, Библири ырӑ хыпар телейлӗ пулма пулӑшать тата шанчӑк парать вӗт (Пс. 118:105). Ҫавӑнпа эсир ҫак хыпара тӑвансене тата туссене калама пуҫланӑ. Анчах та нумайӑшӗ сире итлесшӗн пулманнине курсан эсир, тен, аптраса ӳкнӗ.

2, 3. Нумайӑшӗ Иисус ҫине мӗнле пӑхнӑ?

2 Ҫынсем Библири хыпара итлесех кайманни пире тӗлӗнтермелле мар. Иисус пирки калас пулсан, вӑл тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем Турӑ унпа пӗрле пулнине уҫҫӑн кӑтартса панӑ пулсан та, нумайӑшӗ ӑна ӗненмен. Иисус Лазаре чӗртсе тӑратнӑ, ҫакӑ тӗлӗнмелле ӗҫ пулнине ӑна хирӗҫ тӑракансем те ӑнланнӑ. Ҫав-ҫавах тӗн пуҫлӑхӗсем Иисус Мессия пулнине ӗненесшӗн пулман. Унтан та ытларах, вӗсем Иисуса тата Лазаре вӗлересшӗн те пулнӑ! (Иоанн 11:47, 48, 53; 12:9—11).

3 Хӑй Мессия пулнине нумайӑшӗ ӗненмессе Иисус пӗлнӗ (Иоанн 5:39—44). Шыва кӗртекен Иоанӑн вӗренекенӗсене вӑл ҫапла каланӑ: «Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ» (Матф. 11:2, 3, 6, ҪХ). Мӗншӗн-ха ҫав тери нумай ҫын Иисуса ӗненмен вара?

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Ҫак тата тепӗр статьяра эпир пӗрремӗш ӗмӗрте нумайӑшӗ мӗнле сӑлтавсене пула Иисуса ӗненменнине пӑхса тухӑпӑр. Тата эпир мӗншӗн хальхи вӑхӑтра ҫынсем пирӗн хыпара итлесшӗн пулманни ҫинчен калаҫӑпӑр. Чи кирли вара — Иисуса ӗненме пӑрахас мар тесен мӗн тумаллине сӳтсе явӑпӑр.

1. ИИСУС ПЛАТНИК ЫВӐЛӖ ПУЛНӐ ТАТА НАЗАРЕТРА ПУРӐННӐ

Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисус Мессия пулнине ӗненмен? Иисус платник ывӑлӗ пулнӑ тата Назаретра пурӑннӑ. Мӗншӗн ҫавӑн евӗрлӗ сӑлтавсем хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗр ҫынсене Иисус хыҫҫӑн пыма чӑрмантараҫҫӗ? (5-мӗш абзаца пӑхӑр) *

5. Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисус Мессия пулнине ӗненмен?

5 Нумайӑшӗ Иисус мӗнле ҫемьере ҫуралнине тата хӑш хулара пурӑннине кура вӑл Мессия пулнине ӗненмен. Вӗсем Иисус питӗ лайӑх вӗрентекен пулнине тата вӑл нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунине курнӑ, ҫапах та вӑл вӗсемшӗн чухӑн платник ывӑлӗ ҫеҫ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, Иисус Назаретра, нимпе те палӑрса тӑман хулара, пурӑннӑ. Нафанаил та, каярах Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑскер, Иисус ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Назаретран мӗн ырри пулма пултартӑр?» (Иоанн 1:46). Тен, Нафанаила Назарет хули килӗшмен. Е, тен, вӑл Михей 5:2-мӗшӗнчи сӑмахсене аса илнӗ, унта вара Мессия Назаретра мар, Вефлеемра ҫуралмалла тесе ҫырнӑ.

6. Мӗн тусан ҫынсем Иисус Мессия пулнине ӗненнӗ пулӗччӗҫ?

6 Библире мӗн каланӑ? Мессия хӑш йӑхран пулассине тата вӑл ӑҫта ҫуралассине малтанах пророкла каланӑ пулнӑ. Анчах та Исаия пророк Иисусӑн тӑшманӗсем ҫавна шута илмӗҫ тесе каланӑ (Ис. 53:8, ҪТ). Енчен те ҫав ҫынсем фактсене тӗрӗсленӗ пулсан, Иисус Давид патша йӑхӗнчен пулнине тата вӑл, Михей пророк каланӑ пек, Вифлеемра ҫуралнине пӗлнӗ пулӗччӗҫ (Лука 2:4—7). Анчах та вӗсем фактсене тӗрӗслемен, ҫавӑнпа тӳрех тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Вара Иисус Мессия пулнине ӗненмен.

7. Мӗншӗн паян нумайӑшӗ чӑнлӑха йышӑнмаҫҫӗ?

7 Паян та ҫакӑн пекки пулса иртет-и? Пулса иртет. Иегова Свидетелӗсем хушшинче паллӑ ҫынсем сахал тата ытларахӑшӗ пуянах мар. Ҫавӑнпа Свидетельсем пирки час-часах «вӗренмен ахаль ҫынсем ҫеҫ» тесе калаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 4:13, ҪХ). Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, Иегова Свидетелӗсем Библири чӑнлӑха ыттисене вӗрентме пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫавна тума вӗсем ятарлӑ пӗлӳ илмен. Теприсем Иегова Свидетелӗсен тӗнӗ пирки Америка тӗнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Свидетельсенчен 14 проценчӗ кӑна пурӑнать. Иегова Свидетелӗсем Иисус Христоса ӗненмеҫҫӗ тесе калакансем те пур. Унсӑр пуҫне, нумай ҫул хушши Иегова Свидетелӗсем пирки коммунистсем, Америка шпионӗсем е экстремистсем тесе калаҫҫӗ. Нумайӑшӗ фактсене тӗрӗслемесӗрех ҫак суя сӑмахсене ӗненсе лартаҫҫӗ, вара чӑнлӑха йышӑнмаҫҫӗ.

8. Апостолсен ӗҫӗсем 17:11-мӗшӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра кам Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсем пулнине пӗлес тесен мӗн тумалла?

8 Иккӗленес мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Фактсене тӗрӗслӗр. Лука шӑп ҫапла тунӑ та. Хӑйӗн Евангелине ҫырас умӗн вӑл «пуҫламӑшӗнченех пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе» тухнӑ. Вӑл Евангелине вулакансем хӑйсем Иисус ҫинчен мӗн пӗлни тӗрӗс пулнине курччӑр тенӗ (Лука 1:1—4). Верия хулинчи еврейсем те Лука тунӑ пек тунӑ. Иисус Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗрремӗш хут илтсен вӗсем хӑйсене мӗн каласа пани Еврей Ҫырӑвӗсемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗсленӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 17:11 вуласа парӑр.) Хальхи вӑхӑтра та ҫапла тумалла: Иегова Свидетелӗсем мӗне вӗрентни Библипе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслемелле. Унсӑр пуҫне, Иегова Свидетелӗсем ҫинчен ытларах пӗлмелле. Ҫын фактсене тӗрӗслет пулсан, Иегова Свидетелӗсем ҫинчен ҫӳрекен суя сӑмаха ӗненмӗ тата ыттисем Иегова Свидетелӗсем пирки мӗн шутлани ун ҫине витӗм кӳмӗ.

2. ИИСУС ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ӖҪСЕМ ТӐВАССА ТА ҪАВНА ХӐЙ ҪИНЕ ПӐХТАРАС ТЕСЕ ТУМАН

Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисус Мессия пулнине ӗненмен? Вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвасса та ҫавна хӑй ҫине пӑхтарас тесе туман. Мӗншӗн ҫавӑн евӗрлӗ сӑлтавсем хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗр ҫынсене Иисус хыҫҫӑн пыма чӑрмантараҫҫӗ? (9, 10 абзацсене пӑхӑр) *

9. Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ тума килӗшмесен ҫынсем хӑйсене мӗнле тытнӑ?

9 Хӑш-пӗр ҫынсемшӗн Иисус мӗне вӗрентнине илтни ҫителӗклӗ пулман, вӗсем унран ытларах кӗтнӗ. Ҫав ҫынсем Иисус хӑй Мессия пулнине ҫирӗплетсе патӑр тесе унран «тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ» (Матф. 16:1). Тен, вӗсем Даниил 7:13, 14 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсене тӗрӗс мар ӑнланнӑ. Анчах та Иегова шутласа хунӑ тӑрӑх, ҫак сӑмахсен пуласлӑхра ҫеҫ пурнӑҫланмалла. Иисус Мессия пулнине ӑнланас тесен вӑл мӗне вӗрентнине илтни ҫителӗклӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа Иисус ҫынсем ыйтнине тума килӗшмен. Иисус хӑйсем мӗн ыйтнине туманран вара ҫынсем вӑл Мессия пулнине ӗненмен (Матф. 16:4).

10. Исаия 42:1, 2 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене Иисус мӗнле пурнӑҫланӑ?

10 Библире мӗн каланӑ? Исаия пророк Мессия ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Вӑл хирӗҫсе калаҫмӗ, кӑшкӑрашмӗ, никам та Ун сассине урамра илтеймӗ» (Ис. 42:1, 2). Иисус хӑй ҫине пӑхтарасшӑн пулман. Вӑл капмар храмсем туса лартман, тӗн ҫынни пек ятарлӑ тумтир тӑхӑнса ҫӳремен тата хӑйне хисеплӗ титулсемпе чӗнессе те кӗтмен. Суд вӑхӑтӗнче те Ирод патшана юрас тесе Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ туман (Лука 23:8—11). Паллах, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ, анчах та унӑн тӗп тӗллевӗ Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарасси пулнӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эпӗ ҫавӑншӑн килнӗ»,— тенӗ (Марк 1:38).

11. Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ тӗн мӗнле пулмалли пирки мӗн шутлать?

11 Паян та ҫакӑн пекки пулса иртет-и? Пулса иртет. Нумайӑшне капмар та хитрелетнӗ храмсемпе чиркӳсем, тӗн пуҫлӑхӗсене хисеплӗ титулсемпе чӗнни илӗртет. Унсӑр пуҫне, ҫынсене чаплӑ церемонисем килӗшеҫҫӗ, ҫав церемонисен пӗлтерӗшне тата вӗсем ӑҫтан пулса кайнине вара ытларахӑшӗ пӗлсех каймасть. Анчах та службӑсене ҫӳресе ҫынсем Турӑ ҫинчен тата унӑн ирӗкӗ ҫинчен мӗне те пулин вӗренеҫҫӗ-ши? Пирӗн тӗлпулусенче вара Иегова ҫынсенчен мӗн кӗтнине пӗлме пулать. Капмар храмсемпе танлаштарсан пирӗн Залсем чаплах мар пулсан та, вӗсем таса та хӑтлӑ. Пухура ертсе пыракансем вара ятарлӑ тумтир тӑхӑнса ҫӳремеҫҫӗ тата вӗсене хисеплӗ титулсемпе чӗнмеҫҫӗ. Эпир мӗне ӗненни тата вӗрентни Турӑ Сӑмахӗ ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫапах та нумайӑшӗ эпир чаплӑ церемонисене ирттерменрен тата эпир мӗне вӗрентни вӗсене килӗшсех кайманран пирӗн тӗне килӗштермест.

12. Еврейсем 11:1, 6 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн ӗненӳ мӗн ҫинче тытӑнса тӑмалла?

12 Иккӗленес мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Павел апостол Римри христиансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Ӗненесси — илтнинчен, илтесси Турӑ сӑмахӗнчен килет» (Рим 10:17). Апла, чаплӑ церемонисене хутшӑнни мар, Турӑ Сӑмахне вӗренни ӗненӗве ҫирӗплетет. «Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук», акӑ мӗншӗн пирӗн тӗрӗс пӗлӳ илсе ӗненӗве ҫирӗплетмелле. (Еврейсем 11:1, 6 вуласа парӑр.) Пире тӳперен тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартни кирлӗ мар. Библи мӗне вӗрентнине тӗплӗн тӗпчесен эпир чӑнлӑха тупни пирки иккӗленмӗпӗр.

3. ИИСУС ИУДЕЙСЕН НУМАЙ ЙӐЛИ-ЙӖРКИНЕ ТЫТСА ТӐМАН

Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисус Мессия пулнине ӗненмен? Вӑл иудейсен хӑш-пӗр йӑли-йӗркине тытса тӑман. Мӗншӗн ҫавӑн евӗрлӗ сӑлтавсем хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗр ҫынсене Иисус хыҫҫӑн пыма чӑрмантараҫҫӗ? (13-мӗш абзаца пӑхӑр) *

13. Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисус Мессия пулнине ӗненмен?

13 Шыва кӗртекен Иоанӑн вӗренекенӗсем Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗншӗн типӗ тытманнине ӑнланман. Иисус вара хӑй чӗрӗ пулнӑ чухне вӗсен типӗ тытмалла мар тесе ӑнлантарнӑ (Матф. 9:14—17). Фарисейсем тата Иисуса хирӗҫ тӑракансем ӑна иудейсен йӑли-йӗркисене тытса тӑманшӑн айӑпланӑ. Иисус шӑматкун чирлисене сыватни вӗсене тарӑхтарнӑ (Марк 3:1—6; Иоанн 9:16). Вӗсем шӑматкун ҫинчен калакан закона тытса тӑратпӑр тенӗ, хӑйсем вара храмра суту-илӳ тӑвассинче ним япӑххи те ҫук тесе шутланӑ. Иисус вӗсене ҫавӑншӑн питлесен вара вӗсем тарӑхнӑ (Матф. 21:12, 13, 15). Назаретри синагогӑра вӗрентнӗ чухне Иисус Израиль халӑхӗн историйӗнчи тӗслӗхсене илсе панӑ. Ҫав тӗслӗхсене каласа парса вӑл Синагогӑна килнисем хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшланине тата вӗсен ӗненӳ ҫитсех кайманнине кӑтартса панӑ (Лука 4:16, 25—30). Иисус ыттисем хӑйӗнчен мӗн кӗтнине туман, ҫавӑнпа та нумайӑшӗ вӑл Мессия пулнине ӗненмен (Матф. 11:16—19).

14. Мӗншӗн Иисус Сӑваплӑ Ҫырупа килӗшсе тӑман йӑла-йӗркесене тытса тӑракансене питленӗ?

14 Библире мӗн каланӑ? Исаия пророк урлӑ Иегова израильтянсене ҫапла каланӑ: «Ку халӑх Ман патӑма чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫывӑхарать, Мана сӑмахӗпе хисеплет, чӗри вара Манран аякра тӑрать, этем ӳкӗчӗ-йӑлине вӗренни вӗсемшӗн — Мана хисеплени-мӗн» (Ис. 29:13). Иисус Сӑваплӑ Ҫырупа килӗшсе тӑман йӑла-йӗркесене тытса тӑракансене питленӗ. Кам Турӑ Сӑмахӗнчен ытларах ҫынсем шухӑшласа кӑларнӑ йӑла-йӗркесене хисепленӗ, ҫавсем Иеговӑна та, вӑл янӑ Мессийӑна та сирсе янӑ.

15. Мӗншӗн нумайӑшне Иегова Свидетелӗсем килӗшмеҫҫӗ?

15 Паян та ҫакӑн пекки пулса иртет-и? Пулса иртет. Нумайӑшне Иегова Свидетелӗсем хӑйсемпе пӗрле Библипе килӗшсе тӑман уявсене уявламанни, сӑмахран, Ҫӗнӗ ҫула е ҫуралнӑ куна уявламанни кӳрентерет. Теприсене Иегова Свидетелӗсем тӑван ҫӗршыва чысланипе ҫыхӑннӑ церемонисене хутшӑнманни е вилнӗ ҫынна пытарнипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесене тытса тӑманни тарӑхтарать. Кама Иегова Свидетелӗсем хӑйсене мӗнле тытни килӗшмест, ҫавсем хӑйсем пирки Турра тӗрӗс пуҫҫапатпӑр тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та Библи вӗрентӗвӗсене сирсе ярса тӗнчери анлӑ сарӑлнӑ йӑла-йӗркесене тытса тӑнипе вӗсем Турра юраймӗҫ (Марк 7:7—9).

16. Псалом 118:97, 113, 163—165 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла тата мӗнрен пӑрӑнмалла?

16 Иккӗленес мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн Иеговӑн законӗсемпе принципӗсене хытӑрах та хытӑрах юратмалла. (Псалом 118:97, 113, 163—165 вуласа парӑр.) Эпир хамӑр Ҫӳлти Аттене юрататпӑр пулсан, вӑл сивлекен нимӗнле йӑла-йӗркене те тытса тӑмӑпӑр. Тата эпир хамӑра Иеговӑран сивӗтме пултаракан кирек мӗнле япаларан та пӑрӑнӑпӑр.

4. ИИСУС ПОЛИТИКӐНА ХУТШӐНМАН

Мӗншӗн нумайӑшӗ Иисус Мессия пулнине ӗненмен? Вӑл политикӑна хутшӑнман. Мӗншӗн ҫавӑн евӗрлӗ сӑлтавсем хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗр ҫынсене Иисус хыҫҫӑн пыма чӑрмантараҫҫӗ? (17-мӗш абзаца пӑхӑр) *

17. Мӗнле сӑлтавсене пула нумайӑшӗ Иисуса йышӑнман?

17 Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра хӑш-пӗр ҫынсем правительство улшӑнасса кӗтнӗ. Вӗсем Мессия килсен хӑйсене Рим пусмӑрӗнчен хӑтарӗ тесе шутланӑ. Ҫав ҫынсем Иисуса патшана та лартасшӑн пулнӑ, анчах лешӗ килӗшмен (Иоанн 6:14, 15). Ыттисем вара, ҫав шутрах священниксем те, Иисус политика тытӑмне улӑштарассинчен хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ римлянсене тарӑхтарса янӑ пулӗччӗ, вара вӗсем священниксене влаҫсӑр тӑратса хӑварнӑ пулӗччӗҫ. Ҫак сӑлтавсене пула нумайӑшӗ Иисуса йышӑнман.

18. Еврейсем Мессия ҫинчен калакан мӗнле пророкла сӑмахсене шута илмен?

18 Библире мӗн каланӑ? Нумай пророкла сӑмах Мессия вӑл ҫӗнтерекен Патша пулассине кӑтартса панӑ. Ытти пророкла сӑмахсем вара унӑн малтан ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн вилмеллине кӑтартса панӑ (Ис. 53:9, 12). Мӗншӗн-ха вара еврейсем Мессия пирки тӗрӗс мар шутланӑ? Мӗншӗн тесен вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсене килӗшекен пророкла сӑмахсене ҫеҫ шута илнӗ. Пророкла сӑмахсенче Мессия хӑйсен йывӑрлӑхӗсене тӳрех татса парасси пирки нимӗн те каламан пулсан вара, вӗсем ҫавӑн пек пророкла каланисене шута илмен (Иоанн 6:26, 27).

19. Мӗншӗн нумайӑшӗ пире итлесшӗн мар?

19 Паян та ҫакӑн пекки пулса иртет-и? Пулса иртет. Нумайӑшӗ эпир политикӑна хутшӑнманран эпир калакан хыпара итлесшӗн мар. Вӗсем пирӗн суйлавра сасӑламалла тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та эпир ӑнланатпӑр: хамӑра ертсе пыма пӗр-пӗр ҫынна суйласа илсен ҫакӑ Иеговӑран туннипе пӗрех пулать (1 Патш. 8:4—7). Унсӑр пуҫне, ҫынсем пирӗн шкулсем, больницӑсем туса лартмалла е обществӑшӑн ытти усӑллӑ ӗҫсем тумалла тесе шутлаҫҫӗ. Эпир вара обществӑри йывӑрлӑхсене татса пама тӑрӑшас вырӑнне ырӑ хыпар сарма вӑй хуратпӑр. Ҫакӑ ҫынсене килӗшмест, ҫавӑнпа вӗсем эпир калакан хыпара итлемеҫҫӗ.

20. Матфей 7:21—23 сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта мӗн пулмалла?

20 Иккӗленес мар тесен пирӗн мӗн тумалла? (Матфей 7:21—23 вуласа парӑр.) Иисус хушса хӑварнӑ ӗҫе туса тӑрасси пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулмалла (Матф. 28:19, 20). Эпир обществӑри пур йывӑрлӑха та татса пама тӑрӑшмастпӑр. Паллах, эпир ҫынсене юрататпӑр тата хӗрхенетпӗр, анчах эпир ҫакна та ӑнланатпӑр: ҫынсене пулӑшмалли чи лайӑх май вӑл — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентесси тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасси.

21. Пирӗн мӗн тумалла?

21 Ҫак статьяра эпир пӗрремӗш ӗмӗрте ҫынсем нумайӑшӗ мӗнле тӑватӑ сӑлтава пула Иисуса ӗненменнине пӗлтӗмӗр. Ҫак сӑлтавсене пулах хальхи вӑхӑтра та ҫынсем пире итлесшӗн мар. Анчах та урӑх сӑлтавсем те пур. Тепӗр статьяра эпир тепӗр тӑватӑ сӑлтава пӑхса тухӑпӑр. Айтӑр малалла та ӗненӗве ҫирӗплетер тата Иисуса Турӑ яни пирки иккӗленер мар!

56-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑхпа пурӑн

^ 5 абз. Иисус чи лайӑх вӗрентекен пулнӑ пулин те, ҫынсенчен нумайӑшӗ ӑна ҫӗр ҫине Турӑ яни пирки иккӗленнӗ. Мӗншӗн? Ҫак статьяра эпир тӑватӑ сӑлтава пӑхса тухӑпӑр. Тата эпир хальхи вӑхӑтра Иисус хыҫҫӑн пыракансене мӗншӗн нумайӑшӗ итлесшӗнех марри ҫинчен калаҫӑпӑр. Чи кирли вара, Иисуса хытӑ ӗненес тесен пирӗн мӗн тумаллине пӗлӗпӗр. Ҫак тата тепӗр статья кам Библи вӗренет тата тӗлпулусене ҫӳрет, анчах та Иегова Свидетелӗ пулса тӑма иккӗленет, ҫав ҫынсемшӗн уйрӑмах усӑллӑ пулӗҫ.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Филипп Нафанаила Иисус патне пыма хавхалантарать.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус ырӑ хыпар калать.

^ 64 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна сыватать, Иисуса хирӗҫ тӑракан ҫынсене вара ҫакӑ питӗ килӗшмест.

^ 66 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус ту ҫине пӗччен хӑпарать.