Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

20-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне алла ан усӑр

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне алла ан усӑр

«Вӑрлӑхна ак... аллуна канӑҫлӑх ан пар» (ЕККЛ. 11:6).

70-МӖШ ЮРӐ Тивӗҫлӗ ҫынсене шырар

ҪАК СТАТЬЯРА *

Иисус пӗлӗте хӑпарсан унӑн вӗренекенӗсем Иерусалимра тата ытти вырӑнсенче ырӑ хыпара хастаррӑн сарнӑ (1-мӗш абзаца пӑхӑр)

1. Иисус мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа ырӑ хыпар сарнӑ тата унӑн вӗренекенӗсем унран тӗслӗх илнӗ-и? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ИИСУС нихӑҫан та ырӑ хыпар сарма чарӑнман, мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйне итлессе шаннӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсен те ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пултӑр тенӗ (Иоанн 4:35, 36). Вӗсем Иисуспа пулнӑ чухне ырӑ хыпара хастаррӑн сарнӑ (Лука 10:1, 5—11, 17). Иисуса вӗлерсен вара вӗсен хастарлӑхӗ сӳннӗ (Иоанн 16:32). Ҫавӑнпа чӗрӗлсе тӑрсан Иисус вӗсене ырӑ хыпар сарас ӗҫе малти вырӑна хума хавхалантарнӑ. Иисус пӗлӗте хӑпарнӑ хыҫҫӑн унӑн вӗренекенӗсем ырӑ хыпара питӗ хастаррӑн сарма пуҫланӑ. Вӗсен тӑшманӗсем: «Акӑ ӗнтӗ эсир хӑвӑр вӗрентӗве пӗтӗм Иерусалима сартӑр»,— тесе те каланӑ (Ап. ӗҫ. 5:28).

2. Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле пилленӗ?

2 Иисус ертсе пынипе пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ырӑ хыпара хастаррӑн сарнӑ. Иегова вӗсене пилленӗ, вара нумай ҫын чӑнлӑха йышӑннӑ. Сӑмахран, пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче виҫӗ пине яхӑн ҫын шыва кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 2:41). Вӗренекенсен шучӗ малалла та хӑвӑрт ӳссе пынӑ (Ап. ӗҫ. 6:7). Анчах та Иисус юлашки кунсенче тата ытларах ҫын чӑнлӑха йышӑнӗ тесе пророкла каланӑ (Иоанн 14:12; Ап. ӗҫ. 1:8).

3, 4. Мӗншӗн хӑш-пӗр вырӑнсенче ырӑ хыпар сарма ҫӑмӑлах мар? Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Эпир пурте ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсем пире итлессе шанатпӑр. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче чӑнах та ырӑ хыпара хаваспах итлеҫҫӗ. Унта Библи вӗренес текенсем ҫав тери нумай пулнӑран хӑш-пӗрисен хӑйсемпе вӗренессе кӗтме те тивет. Тепӗр ҫӗршывсенче вара ырӑ хыпар сарма ҫӑмӑлах мар, мӗншӗн тесен ҫынсене килте тытма йывӑр тата ҫынсем килте пулсан та, нумайӑшӗ Библи ҫинчен калаҫасшӑн мар.

4 Эсир пурӑнакан вырӑнта ырӑ хыпар сарма ҫӑмӑлах мар пулсан, ҫак статьяри канашсем сирӗншӗн усӑллӑ пулӗҫ. Эпир хӑш-пӗр тӑвансем ытларах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерес тесе мӗн тунине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫынсем эпир калакан хыпара итлесен те, итлемесен те, савӑнӑҫлӑ пулма пире мӗн пулӑшнине пӗлӗпӗр.

ҪЫНСЕНЕ КИЛТЕ ТЫТМА ЙЫВӐР ПУЛСАН ТА АЛЛА АН УСӐР

5. Нумай тӑван мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать?

5 Хальхи вӑхӑтра ҫынсене килте тытма питӗ йывӑр пулма пултарать. Нумай хваттерлӗ хӑш-пӗр ҫуртсене хураллаҫҫӗ, хураллакансем вара кил хуҫи чӗнмесӗр никама та кӗртмеҫҫӗ. Тӑвансен килтен киле ырӑ хыпар сарма май пур пулсан та, вӗсем сахал ҫынна килте тытаҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче вара ҫынсем пӗр-пӗринчен питӗ аякра пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсемпе курса калаҫас тесе инҫе кайма тивет. Ҫын патне килсен вара вӑл килте пулмасан та пултарать. Эсир ҫакӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатӑр пулсан, алла ан усӑр. Ҫак йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшӗ?

6. Мӗншӗн ырӑ хыпар сарнине пулӑ тытнипе танлаштарма пулать?

6 Ырӑ хыпар сарнине Иисус пулӑ тытнипе танлаштарнӑ (Марк 1:17). Хӑш-пӗр чухне пулӑҫӑ темиҫе кун хушши те нимӗн те тытаймасть. Анчах та вӑл шанчӑка ҫухатмасть: вӑл тӗрлӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ вырӑнта тата тӗрлӗ меслетпе пулӑ тытса пӑхать. Эпир те ҫавӑн евӗрлех тума пултаратпӑр. Айтӑр темиҫе канаш пӑхса тухар.

Эсир ырӑ хыпар саракан вырӑнта ҫынсене килте тытма йывӑр пулсан тӗрлӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ вырӑнта тата тӗрлӗ майпа ырӑ хыпар сарма тӑрӑшӑр (7—10 абзацсене пӑхӑр) *

7. Мӗншӗн ырӑ хыпара тӗрлӗ вӑхӑтра сармалла?

7 Тӗрлӗ вӑхӑтра ырӑ хыпар сарӑр. Хӑш вӑхӑтра ытларах ҫынна килте тытма пулать, ҫав вӑхӑтра ырӑ хыпар сарма тӑрӑшӑр, ҫынсем пурпӗр хӑҫан та пулин киле таврӑнаҫҫӗ-ҫке. Хыпарҫӑсенчен нумайӑшӗ кӑнтӑрла е каҫхине ырӑ хыпар сарать, мӗншӗн тесен шӑп ҫак вӑхӑтра нумай ҫынна килте тытма пулать тата вӗсем ниҫта та васкамаҫҫӗ, ҫавӑнпа ырӑ хыпара итлеме те пултараҫҫӗ. Тен, сирӗн Дэвид ятлӑ старейшина тунӑ пек тӑвас килӗ. Вӑл тепӗр тӑванпа ырӑ хыпар сарнӑ чухне участокра кама килте тытман, ҫав ҫынсем патне пӗр-ик сехетрен каялла таврӑнать. Ҫакӑн ҫинчен вӑл акӑ мӗн калать: «Тӗлӗнмелле те, таврӑнсан ҫав тери нумай ҫынпа калаҫма май килет!» *

Эсир ырӑ хыпар саракан вырӑнта ҫынсене килте тытма йывӑр пулсан тӗрлӗ вӑхӑтра ырӑ хыпар сарма тӑрӑшӑр (7, 8 абзацсене пӑхӑр)

8. Екклесиаст 11:6-мӗшӗнчи сӑмахсене ырӑ хыпар сарассипе мӗнле ҫыхӑнтарма пулать?

8 Пирӗн ырӑ хыпар сарнӑ чухне алла усмалла мар. Ҫакӑн ҫинчен статьян тӗп сӑвӑ йӗрки аса илтерет. (Екклесиаст 11:6 вуласа парӑр.) Дэвид шӑп ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑлпа ырӑ хыпар сарать. Пӗррехинче унпа акӑ мӗн пулса тухнӑ. Пӗр килте вӑл нумай вӑхӑт хушши никама та тытайман. Ҫапах та вӑл парӑнман. Ҫав киле тепре килсен алӑка арҫын уҫнӑ. Вӑл Дэвидпа хаваспах Библи ҫинчен калаҫнӑ тата ҫапла каланӑ: «Эпӗ кунта сакӑр ҫул пурӑнатӑп ӗнтӗ, анчах та Иегова Свидетелӗсем ман пата пӗрре те килмен!» Дэвид ҫапла калать: «Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: кама килте тытма йывӑр, ҫав ҫынсенчен нумайӑшӗ ырӑ хыпара хаваспах итлет».

Эсир ырӑ хыпар саракан вырӑнта ҫынсене килте тытма йывӑр пулсан тӗрлӗ вырӑнта ырӑ хыпар сарма тӑрӑшӑр (9-мӗш абзаца пӑхӑр)

9. Кама килте тытма йывӑр, ҫав ҫынсемпе калаҫас тесе хӑш-пӗр Свидетельсем мӗн тӑваҫҫӗ?

9 Тӗрлӗ вырӑнта ырӑ хыпар сарӑр. Кама килте тытма йывӑр, ҫав ҫынсемпе калаҫас тесе хӑш-пӗр Свидетельсем урӑх вырӑнсенче ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем урамра е стендпа ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Вара кӗме ҫук ҫуртсенче пурӑнакансемпе калаҫма май килет. Тата тӑвансем ҫакна та асӑрханӑ: парксенче, пасарсенче тата ӗҫлӗ территорисенче ытларах чухне ҫынсем пирӗнпе хаваспах калаҫаҫҫӗ тата публикацисене те илеҫҫӗ. Боливире район надзирателӗ пулса ӗҫлекен Флойран акӑ мӗн калать: «Эпир кӑнтӑрла иртсен пӗрререн пуҫласа виҫҫӗччен пасарсенче тата лавккасенче ырӑ хыпар саратпӑр, мӗншӗн тесен ҫак вӑхӑтра сутакансен ӗҫ сахалрах. Ҫынсем пире час-часах хаваспах итлеҫҫӗ, хӑш-пӗрисемпе эпир Библи вӗренме те пуҫлатпӑр».

Эсир ырӑ хыпар саракан вырӑнта ҫынсене килте тытма йывӑр пулсан тӗрлӗ майпа ырӑ хыпар сарма тӑрӑшӑр (10-мӗш абзаца пӑхӑр)

10. Тата мӗнле майпа ырӑ хыпар сарма пулать?

10 Тӗрлӗ майпа ырӑ хыпар сарӑр. Калӑпӑр, эсир пӗр ҫынна килте ниепле те тытаймастӑр. Эсир ун патне тӗрлӗ вӑхӑтра килетӗр, анчах та алӑка никам та уҫмасть. Эсир ҫав ҫынна мӗнле те пулин урӑх майпа ырӑ хыпар пӗлтерме пултаратӑр-и? Катарина акӑ мӗн калать: «Эпӗ кама килте тытаймастӑп, ҫав ҫынсем патне ҫыру ҫырса яратӑп. Унта вара хам мӗн калас тенине ҫыратӑп». Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Хӑвӑр участокра май килнӗ таран кашни ҫынна ырӑ хыпара пӗлтерес тесе тӗрлӗ майпа усӑ курма тӑрӑшӑр.

ҪЫНСЕМ ЫРӐ ХЫПАРА ИТЛЕМЕҪҪӖ ПУЛСАН ТА АЛЛА АН УСӐР

11. Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсем эпир калакан хыпара итлесшӗн мар?

11 Хӑш-пӗр ҫынсем эпир калакан хыпара итлесшӗн мар. Вӗсене Турӑ та, Библи те кирлӗ мар. Таврара хӗн-хур нумай пулнӑран вӗсем Турӑ пуррине ӗненмеҫҫӗ. Тата вӗсем Библи тӑрӑх пурӑнатпӑр текен икӗпитлӗ тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсене мӗнле тытнине кура Библие шанмаҫҫӗ. Теприсем ӗҫе пуҫӗпех путнӑ, ҫемьешӗн тата хӑйсен йывӑрлӑхӗсемшӗн ытлашши пӑшӑрханаҫҫӗ, Библи вара хӑйсене пулӑшма пултараймасть тесе шутлаҫҫӗ. Ҫынсем ырӑ хыпартан усси ҫук тесе шутлаҫҫӗ пулин те, ырӑ хыпар сарнӑ чухне малалла та савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшать?

12. Филиппӑ 2:4-мӗшӗнчи сӑмахсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

12 Ҫынсемпе чун-чӗререн интересленӗр. Ырӑ хыпара итлесшӗн пулман ҫынсенчен нумайӑшӗ эпир вӗсемпе чун-чӗререн интересленнине кура кайран ырӑ хыпара итленӗ. (Филиппӑ 2:4 вуласа парӑр.) Унччен асӑннӑ Дэвид ҫапла калать: «Эпир ҫынпа калаҫма пуҫланӑ хыҫҫӑн вӑл: „Ку мана интереслӗ мар“,— тет пулсан эпир Библие тата публикацисене каялла сумкӑна пуҫтарса хуратпӑр та: „Мӗншӗн ҫакӑ сире интереслӗ мар пулнине пӗлме юрать-и?“ — тесе ыйтатпӑр». Ҫынсем хӑйсемпе интересленнине туяҫҫӗ. Эпир мӗн каланине вӗсем манса кайма та пултараҫҫӗ, анчах та эпир хамӑра мӗнле тытни вӗсем ҫине витӗм кӳме пултарать. Ҫын пире пӗр сӑмах та калама памасан та эпир унпа ырӑ пулнине курать.

13. Ҫынна интереслентерсе ярас тесе мӗн тума пулать?

13 Ҫыншӑн мӗн усӑллӑ пулма пултарать, ҫавӑн ҫинчен калаҫсан эпир ҫынпа чун-чӗререн интересленнине кӑтартатпӑр. Калӑпӑр, эсир кил хуҫин ача пуррине асӑрхарӑр. Ун пек пулсан Библи ачасене пӑхса ӳстерме тата ҫемьене ҫирӗплетме мӗнле пулӑшни ҫинчен калаҫма пулать. Е, калӑпӑр, эсир алӑк ҫинче темиҫе ҫӑра пулнине куратӑр. Вара кил хуҫине преступность анлӑ сарӑлнине пула ҫынсем хӑраса пурӑнаҫҫӗ, анчах та преступность кӗҫех пӗтӗ теме пулать. Кирек мӗнле темӑна суйласа илсен те Библи ҫынна хӑйне мӗнле пулӑшма пултарнине кӑтартӑр. Маларах асӑннӑ Катарина ҫапла калать: «Чӑнлӑх ман пурнӑҫа мӗнле улӑштарнине эпӗ хама аса илтерсех тӑратӑп». Ҫакӑ ӑна ӗнентерӳллӗ калаҫма пулӑшать. Ҫакна ыттисем те кураҫҫӗ.

14. Ытарӑшсем 27:17-мӗшӗ тӑрӑх, хыпарҫӑсем пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

14 Тӑвансенчен ырӑ хыпар сарма вӗренӗр. Павел апостол Тимофее ырӑ хыпар мӗнле сармаллине тата ҫынсене мӗнле вӗрентмеллине ӑнлантарса панӑ. Тимофейӑн вара хӑй мӗн пӗлнине ытти христиансене каласа памалла пулнӑ (1 Кор. 4:17). Эпир те, Тимофей пекех, опытлӑ хыпарҫӑсенчен вӗренме пултаратпӑр. (Ытарӑшсем 27:17 вуласа парӑр.) Акӑ Шон ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ. Пӗр вӑхӑт хушши вӑл ялсенче пионер пулса ӗҫленӗ. Унти ҫынсене вара хӑйсен тӗнӗ питӗ килӗшнӗ, ҫавӑнпа нумайӑшӗ ырӑ хыпара итлесшӗнех пулман. Ҫавна пӑхмасӑрах савӑнӑҫлӑ пулма Шона мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла калать: «Май пулсан эпӗ пӗр-пӗр тӑванпа ырӑ хыпар сарма кайма тӑрӑшаттӑм. Килтен киле утнӑ май эпир хамӑр ӑсталӑха лайӑхлатма тӑрӑшаттӑмӑр. Сӑмахран, эпир ҫынпа мӗнле калаҫнине сӳтсе яваттӑмӑр тата тепрехинче те ҫакӑн пек лару-тӑру сиксе тухсан хамӑра мӗнле тытмалли ҫинчен шухӑшлаттӑмар».

15. Ырӑ хыпар сарма каяс умӗн мӗншӗн кӗлтумалла?

15 Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Ырӑ хыпар сарма каяс умӗн кашнинчех кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен Иегова святой сывлӑш памасан ӑнӑҫлӑ пулаймӑн (Пс. 126:1; Лука 11:13). Кӗлтунӑ чухне вара хӑвӑра мӗнле пулӑшу кирлӗ, ҫавӑн ҫинчен тӳррӗн ыйтӑр. Сӑмахран, кам Иегова ҫинчен пӗлесшӗн е сире итлеме хатӗр, ҫавӑн пек ҫынна тупма ыйтӑр. Кайран вара кӗлӗпе килӗшӳллӗн тӑвӑр — пурне те ырӑ хыпар калӑр.

16. Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗншӗн хамӑр тӗллӗн Библи вӗренмелле?

16 Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗренме вӑхӑт уйӑрӑр. Библи пире «Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне» пӗлсе пыма хавхалантарать (Рим 12:2). Библи вӗреннӗ май эпир Турра лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пырӑпӑр, вара ҫынсемпе ӗнентерӳллӗн калаҫӑпӑр. Катарина акӑ мӗн калать: «Эпӗ хамӑн ӗненӗве ҫирӗплетес тесе Библин тӗп вӗрентӗвӗсене лайӑхрах тӗпчемеллине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑнпа эпӗ пурне те Турӑ тунине, Библи унӑн Сӑмахӗ пулнине тата Иеговӑн организаци пуррине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене тӗпчерӗм». Хӑй тӗллӗн Библи вӗренни Катаринӑна хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшнӑ, ырӑ хыпар сарас ӗҫ те ӑна ытларах савӑнӑҫ пама пуҫланӑ.

МӖНШӖН ЫРӐ ХЫПАР САРНӐ ЧУХНЕ АЛЛА УСМАЛЛА МАР?

17. Мӗншӗн Иисус ырӑ хыпар сарнӑ чухне алла усман?

17 Хӑш-пӗрисем Иисус калакан хыпара итлемен пулсан та вӑл алла усман. Мӗншӗн? Вӑл чӑнлӑха пурин те пӗлмеллине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа май килнӗ таран ытларах ҫынна ырӑ хыпар калама тӑрӑшнӑ. Тата вӑл малтанах хӑйне итлемен хӑш-пӗр ҫынсем вӑхӑт иртсен чӑнлӑха йышӑнасса пӗлнӗ. Тӗслӗхшӗн Иисусӑн пӗртӑванӗсене аса илер. Вӑл виҫӗ ҫул ҫурӑ хушши ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне вӗсенчен пӗри те унӑн вӗренекенӗ пулса тӑман (Иоанн 7:5). Анчах та Иисус чӗрӗлсе тӑрсан унӑн пӗртӑванӗсем ӑна ӗненме пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 1:14).

18. Мӗншӗн эпир ырӑ хыпара калама чарӑнмастпӑр?

18 Эпир кама ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр, ҫавсенчен хӑшӗ Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑрасса пӗлместпӗр. Хӑш-пӗрисем хӑвӑртах Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ, теприсене вара вӑхӑт кирлӗ. Ырӑ хыпара итлес темен ҫынсем те эпир хамӑра мӗнле тытнине тата савӑнӑҫлӑ пулнине кура вӑхӑт иртсен Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пултараҫҫӗ (1 Петр 2:12).

19. 1 Коринф 3:6, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗн асра тытмалла?

19 Айтӑр ҫакна асра тытар: эпир чӑнлӑх вӑррисене акатпӑр тата шӑваратпӑр ҫеҫ, ӳстерессе вара Иегова ӳстерет. (1 Коринф 3:6, 7 вуласа парӑр.) Эфиопире пурӑнакан Гетахун тӑван акӑ мӗн калать: «Эпӗ сайра-хутра ырӑ хыпар саракан территоринче пурӑнтӑм. 20 ҫул ытла эпӗ пӗртен-пӗр Иегова Свидетелӗччӗ. Халӗ вара кунта 14 хыпарҫӑ. Вӗсенчен 13-шӗ, ҫав шутра арӑмпа пирӗн виҫӗ ача, шыва кӗнӗ. Тӗлпулусене вара вӑтамран 32 ҫын ҫӳрет». Гетахун ырӑ хыпар сарма пӑрахманшӑн тата Иегова таса чӗреллӗ ҫынсене хӑйӗн организацине илсе килессе кӗтме пӑрахманшӑн питӗ савӑнать (Иоанн 6:44).

20. Мӗншӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫе спасательсем тӑвакан ӗҫпе танлаштарма пулать?

20 Иегова кашни ҫын пурнӑҫне хаклать. Вӑл пире ҫак тӗнче пӗтиччен хӑйӗн Ывӑлӗпе пӗрле пур халӑхран та ҫынсене хӑйӗн организацине пуҫтарма май панӑ (Аггей 2:7). Ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк чыс. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе спасательсем тӑвакан ӗҫпе, пире вара ишӗлчӗк айӗнчен ҫынсене туртса кӑларакан спасательсемпе танлаштарма пулать. Темиҫе спасатель кӑна ҫынсене тупать пулсан та, пӗтӗм бригада тӑвакан ӗҫ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки те ҫавнах калама пулать. Шуйттан тӗнчири тата мӗн чухлӗ ҫынна ҫӑласса эпир пӗлместпӗр. Анчах та ҫакна асра тытӑр: ҫынсене ҫӑлас тесе Иегова пирӗнтен кашнипе усӑ курма пултарать. Боливире пурӑнакан Андреас тӑван акӑ мӗн калать: «Ҫын чӑнлӑха пӗлсе шыва кӗрет пулсан, ҫакӑ вӑл эпир пурте тӑрӑшнипе пулать. Кун пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп». Айтӑр ырӑ хыпар сарнӑ чухне алла усар мар. Вара Иегова пире пиллӗ тата сӑваплӑ ӗҫ пире нумай савӑнӑҫ кӳрӗ.

66-МӖШ ЮРӐ Ырӑ хыпар пӗлтерер

^ 5 абз. Ҫынсене килте тытма йывӑр пулсан е вӗсем эпир калакан хыпара итлесшӗн мар пулсан, ҫак ӗҫре малалла та савӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумалла? Ҫак статьяра эпир пире пулӑшма пултаракан усӑллӑ канашсене пӑхса тухӑпӑр.

^ 7 абз. Ҫак статьяра асӑннӑ кирек мӗнле меслетпе те ырӑ хыпар сарнӑ чухне граждансен даннӑйӗсене хӳтӗлекен закона шута илмелле.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Упӑшкипе арӑмӗ ырӑ хыпар сараҫҫӗ, анчах та ҫав вырӑнта ҫынсене килте тытма йывӑр. Пӗрремӗш ҫуртра пурӑнакан ҫын ӗҫре, тепӗр ҫуртра пурӑнаканни больницӑра, виҫҫӗмӗш ҫуртра пурӑнакан ҫын лавккара. Хыпарҫӑсем пӗрремӗш ҫуртра пурӑнакан ҫын патне каҫхине килеҫҫӗ. Иккӗмӗш ҫуртра пурӑнакан ҫынна вӗсем больница патӗнче стендпа ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ҫуртра пурӑнакан ҫын патне вӗсем телефонпа шӑнкӑравлаҫҫӗ.