Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

«Эпӗ ыттисенчен нумай япалана вӗрентӗм»

«Эпӗ ыттисенчен нумай япалана вӗрентӗм»

ЭПӖ Франци ҫар салтакӗччӗ. Пире Алжира янӑччӗ, унта вара питӗ хӗрӳ кӗрешӳсем пыратчӗҫ. Пирӗн полк ту ҫинче вырнаҫнӑччӗ. Пӗр сӗм тӗттӗм каҫ эпӗ хӑйӑр тултарнӑ михӗсем хыҫӗнче пулемет тытса постра тӑраттӑмччӗ. Сасартӑк шӑплӑхра такам утса пыни илтӗнчӗ. Эпӗ шалт хытса тӑтӑм. Эпӗ 20-ре кӑначчӗ тата манӑн никама та вӗлерес килместчӗ, хамӑн та вилес килместчӗ. Вара эпӗ: «Турӑҫӑм, пулӑшсам!» — тесе кӑшкӑрса ятӑм.

Ун чухне мӗн пулса иртни манӑн пурнӑҫа тӗппипех улӑштарчӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑнтанпа эпӗ Турра шырама пуҫларӑм. Анчах та ҫав каҫ малалла мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парас умӗн ача чухне мӗн курни ман ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен тата каярах мӗншӗн эпӗ Турра шырама пуҫлани ҫинчен каласа парасшӑн.

АТТЕРЕН ВӖРЕНЕТӖП

Эпӗ 1937 ҫулта Гененра, Франци ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ шахтерсен хулинче, ҫуралнӑ. Ман атте шахтер пулса ӗҫлетчӗ, вӑл мана ӗҫе юратма вӗрентрӗ. Атте тӗрӗсмарлӑха кураймастчӗ, вара эпӗ те, ун пекех, тӗрӗсмарлӑха курайми пултӑм. Ун чухне шахтерсем япӑх та хӑрушӑ условисенче ӗҫленӗ, ҫавӑнпа та вӗсене пулӑшас тесе атте шахтерсен прависемшӗн кӗрешетчӗ тата забастовкӑсенче хутшӑнатчӗ. Тата атте вырӑнти тӗн пуҫлӑхӗсем икӗпитлӗ пулнине курса тарӑхатчӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ пуян пулнӑ пулсан та шахтерсенчен укҫа тата апат-ҫимӗҫ ыйтса илетчӗҫ, шахтерсем вара хӑйсем те чухӑнччӗ. Атте ҫав тӗн пуҫлӑхӗсем питӗ намӑссӑр тесе шутлатчӗ, ҫавӑнпа та манпа нихӑҫан та Турӑ ҫинчен те, тӗн ҫинчен те калаҫмастчӗ.

Францире пурӑнакансем нумайӑшӗ ют ҫӗршывран куҫса килнӗ ҫынсене питӗ юратмастчӗҫ. Мана вара вӗсен ачисемпе футболла выляма тата вӑхӑта пӗрле ирттерме питӗ килӗшетчӗ. Тата ман анне те поляк хӗрарӑмӗччӗ. Эпӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем килӗштерсе пурӑнсан, пӗр-пӗрне хисеплесен мӗн тери лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тесе ӗмӗтленеттӗм.

ҪЫНСЕМ МӖНШӖН ПУРӐННИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛАМА ПУҪЛАТӐП

Ҫар службинче тӑнӑ чухне

1957 ҫулта мана ҫара чӗнчӗҫ. Ҫапла вара эпӗ Алжир тӑвӗсем ҫине лекрӗм. Статья пуҫламӑшӗнче каланӑ пек, «Турӑҫӑм, пулӑшсам!» кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн ман ума тӑшман мар, хир ашакӗ тухса тӑчӗ. Вара эпӗ ҫав тери савӑнса ӳкрӗм! Ҫав каҫ мӗн пулса иртни те, вӑрҫӑ та ман ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳчӗ. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен шутлама пуҫларӑм: мӗншӗн эпир пурӑнатпӑр? Турӑ пирӗн ҫинчен шутлать-и? Ҫӗр ҫинче хӑҫан та пулин мир пулать-и?

Каярахпа отпуск вӑхӑтӗнче аттепе аннене курма килсен эпӗ Иегова Свидетелӗпе паллашрӑм. Вӑл мана Библи пачӗ. Алжира таврӑнсан эпӗ ӑна вулама пуҫларӑм. Ӳлӗмхи 21:3, 4 сӑвӑ йӗркисенчи ҫак сӑмахсем ман чӗрене уйрӑмах пырса тиврӗҫ: «Акӑ Турӑ пурӑнакан вырӑн — этемсем хушшинче... Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук». Эпӗ ун пеккине унччен нихӑҫан та илтменччӗ. «Ҫапла пулма пултарать-и вара?» — тесе шутларӑм. Ун чухне эпӗ Турӑ ҫинчен те, Библи ҫинчен те нимӗн те пӗлмен.

1959 ҫулта ҫартан килсен эпӗ Франсуа ятлӑ Свидетельпе паллашрӑм. Вӑл мана Библири вӗрентӳсене ӑнлантарса пачӗ. Сӑмахран, вӑл Туррӑн ячӗ Иегова пулнине Библире кӑтартрӗ (Пс. 83:18, ҪТ). Унсӑр пуҫне, Франсуа мана Иегова ҫӗр ҫинче тӗрӗслӗх, рай туса хурӗ тата Ӳлӗмхи 21:3, 4 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмах панисене пурнӑҫлӗ тесе ӑнлантарса пачӗ.

Ҫак вӗрентӳсене ӑнланма ҫӑмӑлччӗ тата вӗсем ман чӗрене пырса тиврӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ священниксем ҫине те тарӑхаттӑм, мӗншӗн тесен вӗсем мӗне вӗрентни Библипе килӗшсе тӑмастчӗ. Эпӗ атте пек шутлаттӑмччӗ, ҫавӑнпа та ман священниксене тӑрӑ шыв ҫине питӗ кӑларас килетчӗ. Эпӗ хама аран-аран тытса чараттӑмччӗ.

Франсуапа тата ытти Свидетельсемпе туслашнине пула эпӗ хама алра тытма вӗрентӗм. Вӗсем мана ҫынсене питлес вырӑнне вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парса пулӑшмалла тесе ӑнлантарчӗҫ. Иисус шӑп ҫапла тунӑ, хӑйӗн вӗренекенӗсене те ҫаплах тума хушса хӑварнӑ (Матф. 24:14; Лука 4:43). Унсӑр пуҫне, ҫынсем кирек мӗнле тӗне тытса тӑрсан та манӑн вӗсене хисеплеме тата вӗсемпе ыррӑн калаҫма вӗренмеллеччӗ, мӗншӗн тесен Библире ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа чурийӗн хирӗҫес пулмасть, унӑн пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла» (2 Тим. 2:24).

Эпӗ пурнӑҫра нумай улшӑну турӑм, вара 1959 ҫулта район конгресӗнче шыва кӗтӗм. Ҫав конгресрах эпӗ Анжель ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа паллашрӑм. Эпӗ ӑна килӗштерсе пӑрахрӑм. Эпӗ вӑл ҫӳрекен пухӑва ҫӳреме пуҫларӑм, вара 1960 ҫулта эпир мӑшӑрлантӑмӑр. Анжель питӗ лайӑх хӗрарӑм тата чипер арӑм, вӑл — Иегова панӑ хаклӑ парне (Ытар. 19:14).

Хамӑр пӗрлешнӗ кун

ОПЫТЛӐ АРҪЫН ТӐВАНСЕНЧЕН ВӖРЕНЕТӖП

Иеговӑшӑн ӗҫленӗ май эпӗ опытлӑ арҫын тӑвансенчен нумай вӗрентӗм. Уйрӑмах ҫакна калас килет: хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан тата «канашҫӑсем йышлӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать» тенине асра тытатпӑр пулсан, кирек мӗнле йывӑр ӗҫе те тума пултараятпӑр (Ытар. 15:22).

Район надзирателӗ пулса ӗҫленӗ чухне (Франци, 1965)

1964 ҫулта район надзирателӗ пулса тӑрсан эпӗ Ытарӑшсенчи сӑмахсем тӗрӗс пулнине хам ҫинче туйса илтӗм. Тӑвансене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе тата хавхалантарас тесе эпӗ тӗрлӗ пухусене ҫӳреме пуҫларӑм. Эпӗ ун чухне 27-реччӗ. Паллах, ман опыт ҫитсех каймастчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ йӑнӑшсем те тукалаттӑм, анчах эпӗ вӗсенчен ӑса вӗренме тӑрӑшаттӑм. Пуринчен ытла вара мана опытлӑ арҫын тӑвансен канашӗсем пулӑшатчӗҫ.

Пӗр тӗслӗх аса килет. Эпӗ ун чухне район надзирателӗн ӗҫне тин кӑна туса тӑма пуҫларӑм. Парижри пухура пулнӑ чухне юлашки кун пӗр опытлӑ арҫын тӑван мана чӗнсе илчӗ те: «Куҫа-куҫӑн калаҫма пултаратпӑр-и?» — тесе ыйтрӗ. Эпӗ ӑна: «Паллах, пултаратпӑр»,— терӗм.

Вӑл манран ҫапла ыйтрӗ: «Луи, тухтӑра кам патне чӗнеҫҫӗ?»

— Чирлисем патне.

— Ҫапла ҫав,— терӗ вӑл.— Анчах эпӗ эсӗ кам чӑнлӑхра ҫирӗп тӑрать, ҫавсемпе, сӑмахран, пуху надзирателӗпе, ытларах хутшӑннине асӑрхарӑм. Пирӗн пухура вара хуйха ӳкнӗ, вӑтанчӑк тата Иеговӑшӑн нумай пулмасть ӗҫлеме пуҫланӑ тӑвансем чылай. Эсӗ вӗсемпе хутшӑнма-калаҫма вӑхӑт уйӑрнӑ пулсан е вӗсем патне апатланма кайнӑ пулсан вӗсем савӑннӑ пулӗччӗҫ.

Ҫав арҫын тӑван канаш панӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ. Эпӗ вӑл Иеговӑн сурӑхӗсене питӗ хытӑ юратнине куртӑм, ҫакӑ вара ман чӗрене пырса тиврӗ. Хам тӗрӗс мар тунине йышӑнма йывӑр пулчӗ пулин те, эпӗ вӑл каланине итлерӗм. Пухура ҫавӑн пек арҫын тӑвансем пурришӗн Иеговӑна тав тӑвас килет.

1969 тата 1973 ҫулсенче Парижран аякра мар вырнаҫнӑ Коломб хулинче пӗтӗм тӗнчери конгрессем иртрӗҫ. Манӑн вара ҫав конгрессене килекенсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтермелле пулнӑ. 1973 ҫулхи конгресра пилӗк кун хушши 60 000-е яхӑн ҫынна тӑрантармалла пулнӑ. Эпӗ аптраса ӳкрӗм, мӗн тумаллине пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана каллех Ытарӑшсем 15:22-мӗшӗнчи канаш пулӑшрӗ. Эпӗ хама пулӑшма пултаракан опытлӑ арҫын тӑвансемпе — аш-какай, пахча-ҫимӗҫ сутакансемпе, поварсемпе тата закупщиксемпе калаҫса илтӗм. Вара пурте вӑй хунипе тума пултарайман пек курӑнакан ӗҫе тума пултартӑмӑр.

1973 ҫулта пире арӑмпа пӗрле Францири Вефиле ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Эпӗ Вефильте ӗҫлеме пуҫласанах мана ҫӑмӑл мар ӗҫ шанса пачӗҫ. Манӑн Африкӑри пӗр ҫӗршыва, Камеруна, публикацисене ҫитермелле пулнӑ. Ҫав ҫӗршывра 1970 ҫултан пуҫласа 1993 ҫул таран пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ пулнӑ. Эпӗ мӗн тумаллине пӗлместӗмччӗ. Францири филиал надзирателӗ ҫакна асӑрхарӗ пулас. Мана хавхалантарас тесе вӑл ҫапла каларӗ: «Камерунри тӑвансене публикацисем питӗ кирлӗ. Айта вӗсене пулӑшар!» Вара эпир вӗсене пулӑшрӑмӑр.

Камерунри тӑвансем валли хатӗрленӗ ятарлӑ тӗлпулу (Нигери, 1973)

Камерунри старейшинӑсемпе тӗл пулас тесе эпӗ Камерунпа юнашар вырнаҫнӑ ҫӗршывсене ҫӳреттӗмччӗ. Ҫак хӑюллӑ та опытлӑ арҫын тӑвансем пулӑшнипе Камерунри тӑвансем публикацисене илсе тӑма пултарчӗҫ. Иегова эпир вӑй хунине пиллерӗ. 20 ҫул хушши ытла Камерунра пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ пулнӑ пулсан та, тӑвансем «Хурал башнин» тата «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн» кашни кӑларӑмнех илсе танӑ.

Камерунри район надзирателӗсемпе вӗсен арӑмӗсем валли йӗркеленӗ тӗлпулура (Нигери, 1977)

ЮРАТНӐ АРӐМРАН ВӖРЕНЕТӖП

Анжельпе хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫласанах вӑл Иеговӑна питӗ хытӑ юратнине куртӑм. Мӑшӑрлансан вара эпӗ ҫакна тата лайӑхрах курма пуҫларӑм. Сӑмахран, пӗрлешнӗ кун каҫхине вӑл мана Иеговӑна кӗлӗре ҫапла сӑмах пама ыйтрӗ: «Халӗ эпир пӗрле саншӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлӗпӗр». Иегова пире илтрӗ.

Анжеле пула эпӗ Иеговӑна ытларах шанма вӗрентӗм. Сӑмахран, 1973 ҫулта пире Вефиле чӗнсен эпӗ килӗшиччен кӑшт тӑхтаса тӑтӑм, мӗншӗн тесен мана район надзирателӗ пулса ӗҫлеме питӗ килӗшетчӗ. Анчах та Анжель мана эпир хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллани ҫинчен аса илтерчӗ. Апла пулсан, Иеговӑн организацийӗ хамӑра мӗн тума ыйтнине тумалла мар-и вара? (Евр. 13:17). Эпӗ ҫакна хирӗҫ нимӗн те калаймарӑм. Ҫапла вара эпир Вефильте ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Манӑн арӑм ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм, вӑл Иеговӑна чун-чӗререн юратать. Пурнӑҫ тӑршшӗпе Анжель лайӑх енсем кӑтартнине пула эпир пӗр-пӗринпе ҫывӑхлантӑмӑр тата тӗрӗс йышӑнусем тума пултартӑмӑр.

Анжель мана халӗ те пулӑшса тӑрать. Теократи шкулӗсенче вӗренес тесе эпир акӑлчан чӗлхине лайӑхрах вӗренме шутларӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек шкулсене ытларах чухне акӑлчан чӗлхипе ирттереҫҫӗ. Вара хамӑр 70-тен иртнӗ пулсан та акӑлчан пухӑвне куҫрӑмӑр. Эпӗ Францири филиал комитетӗнче ӗҫлесе тӑнӑран акӑлчан чӗлхине вӗренме вӑхӑт тупма йывӑртарахчӗ. Анчах та эпир Анжельпе пӗр-пӗрне пулӑшса тӑтӑмӑр. Халӗ эпир 80-ран иртнӗ пулин те пухӑва француз чӗлхипе те, акӑлчан чӗлхипе те хатӗрленетпӗр. Тата эпир пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче хутшӑнма тата пухури тӑвансемпе пӗрле тӑтӑшах ырӑ хыпар сарма тӑрӑшатпӑр. Эпир акӑлчан чӗлхине вӗренме вӑй хунине Иегова пиллерӗ.

Анжельпе пӗрле Францири Вефильте

Сӑмахран, 2017 ҫулта Иегова пире чаплӑ парне парнелерӗ. Пире Филиал комитечӗн членӗсемпе вӗсен арӑмӗсем валли йӗркеленӗ шкула вӗренме чӗнчӗҫ. Ӑна Паттерсонра Хурал башнин Вӗренӳ Центрӗнче ирттереҫҫӗ (АПШ, Нью-Йорк штачӗ).

Иегова чӑнах та Чи Аслӑ Вӗрентекен (Ис. 30:20). Ҫавӑнпа та унӑн ӗҫлекенӗсем — ҫамрӑккисем те, ваттисем те — чи лайӑх пӗлӳ илсе тӑраҫҫӗ (Сак. аст. 4:5—8). Эпӗ ҫакна куртӑм: яшсемпе хӗрсем Иеговӑна тата опытлӑ тӑвансене итлеҫҫӗ пулсан тӗрӗс йышӑнусем тӑваҫҫӗ тата Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Ытарӑшсем 9:9-мӗшӗнче питӗ тӗрӗс каланӑ: «Ӑслине ӳкӗтле, вара вӑл тата ӑслӑрах пулӗ; тӳрӗ ҫынна вӗрент, вара вӑл тата пӗлӳ хушӗ».

Вӑхӑтран вӑхӑта эпӗ 60 ҫул каялла Алжир тӑвӗсем ҫинче мӗн пулса иртнине аса илетӗп. Ман пурнӑҫра ҫавӑн чухлӗ пиллӗх пулать тесе ун чухне эпӗ шутламан та! Эпӗ ыттисенчен нумай япалана вӗрентӗм. Иегова пире Анжельпе чаплӑ та телейлӗ пурнӑҫ парнелерӗ. Эпир хамӑр Ҫӳлти Аттерен тата ӑна юратакан опытлӑ тӑвансенчен малалла та вӗренесшӗн.