Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

13-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова пире мӗнле хӳтӗлет?

Иегова пире мӗнле хӳтӗлет?

«Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ, Вӑл сире тӗреклӗ тӑвӗ, усалтан сыхлӗ» (2 ФЕС. 3:3).

124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн Иисус Иеговӑран вӗренекенсене хӳтӗлеме ыйтнӑ?

ИИСУС хӑй вилес каҫ вӗренекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пуласси ҫинчен шухӑшланӑ. Вӑл хӑйӗн тусӗсене юратнӑ, ҫавӑнпа Ашшӗнчен вӗсене «усал-тӗселтен сыхласа тӑр» тесе ыйтнӑ (Иоанн 17:14, 15). Иисус хӑй кӗҫех пӗлӗте хӑпарасса, Шуйттан вара Иеговӑн ӗҫлекенӗсемпе малалла та вӑрҫӑ вӑрҫасса пӗлнӗ. Акӑ мӗншӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӳтӗлемелле пулнӑ.

2. Иеговӑна хамӑра хӳтӗлеме ыйтсан вӑл пире хӳтӗлесси пирки эпир мӗншӗн иккӗленместпӗр?

2 Иегова Иисус ыйтнӑ пек тунӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн Ывӑлне юратнӑ. Эпир Иеговӑна юрас тесе тӑрӑшатпӑр пулсан, вӑл пире те юратӗ, вара хамӑра хӳтӗлеме ыйтсан вӑл пире хӳтӗлӗ. Иегова — юратакан Атте, ҫавӑнпа хӑйӗн ачисемшӗн тӑрӑшма вӑл нихӑҫан та пӑрахас ҫук. Унсӑр пуҫне, Иегова пирӗншӗн тӑрӑшман пулсан, вӑл хӑйӗн ырӑ ятне вараланӑ пулӗччӗ.

3. Мӗншӗн пире хӳтӗлемелле?

Шуйттан ҫӗр ҫине хаяррӑн аннӑран Иегова хӳтӗлени пире нихҫанхинчен те кирлӗрех (Ӳлӗм. 12:12). Шуйттан хӑш-пӗр ҫынсене пире хӗсӗрлесе вӗсем «Турра юрӑхлӑ ӗҫ» тӑваҫҫӗ тесе ӗнентернӗ (Иоанн 16:2). Турра ӗненменнисем вара эпир вӗсем пек пурӑнманшӑн, вӗсенчен уйрӑлса тӑнӑшӑн пире хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, эпир хӑраса пурӑнмастпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахӗ пире ҫапла шантарса калать: «Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ, Вӑл сире тӗреклӗ тӑвӗ, усалтан сыхлӗ» (2 Фес. 3:3). Айтӑр Иегова пире мӗнле икӗ майпа хӳтӗленине пӑхса тухар.

ТУРРӐН ВӐРҪӐ КӐРАЛӖ

4. Эфес 6:13—17 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова пире хӳтӗлес тесе мӗн парать?

4 Иегова пире сӑнарлӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсем панӑ, ҫак хатӗрсем пире Шуйттанран хӳтӗлеҫҫӗ. (Эфес 6:13—17 вуласа парӑр.) Вӗсем питӗ ҫирӗп, лайӑх хӳтӗлеҫҫӗ. Анчах та вӗсем пире хӳтӗлетчӗр тесен пирӗн вӗсене пурне те тӑхӑнмалла та хывмалла мар. Айтӑр ҫак хатӗрсем ҫинчен тӗплӗнрех калаҫар.

5. Сӑнарлӑ пиҫиххи мӗн вӑл тата мӗншӗн ӑна ҫыхмалла?

5 «Пилӗкӗре чӑнлӑх ҫыхӑр». Кунта Турӑ Сӑмахӗнчи, Библири, чӑнлӑх ҫинчен сӑмах пырать. Мӗншӗн пирӗн ҫак сӑнарлӑ пиҫиххие ҫыхмалла? Шуйттан — «ултав ашшӗ» — «пӗтӗм тӗнчене илӗртсе» улталать (Иоанн 8:44; Ӳлӗм. 12:9). Пин-пин ҫул хушши ҫынсене улталаса вӑл питӗ чее суеҫӗ пулса тӑнӑ. Библири чӑнлӑх вара пире улталанма памасть. Ҫак сӑнарлӑ пиҫиххие ҫыхас тесен пирӗн Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлмелле, ӑна чӑнлӑхпа пуҫҫапмалла тата суймасӑр-улталамасӑр, тӳре ӗҫ туса пурӑнмалла (Иоанн 4:24; Эф. 4:25; Евр. 13:18).

ПИҪИХХИ. Библири чӑнлӑх

6. Тӳрӗлӗхӗн тумтирӗ мӗн вӑл тата мӗншӗн ӑна тӑхӑнмалла?

6 Тӳрӗлӗхӗн тумтирӗ. Ҫакӑ вӑл — Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем. Мӗншӗн пирӗн ҫак сӑнарлӑ тумтире тӑхӑнмалла? Ӗлӗк-авал ҫар ҫынни чӗрине хӳтӗлес тесе тимӗр кӑкӑрлӑх тӑхӑннӑ. Тӳрӗлӗхӗн тумтирӗ вара пирӗн сӑнарлӑ чӗрене ҫак тӗнчери япӑх витӗмрен хӳтӗлет (Ытар. 4:23). Иегова эпир ӑна пӗтӗм чӗрепе юратасса тата хӑйӗншӗн чун-чӗререн ӗҫлессе кӗтет (Матф. 22:36, 37). Шуйттан вара пирӗн чӗрене пайласа ярасшӑн — ҫак тӗнче сӗнекен япаласене, Иегова курайман япаласене, юраттарасшӑн (Иак. 4:4; 1 Иоанн 2:15, 16). Ҫакна тума май килмесен вӑл Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма пӑрахтарас тесе пире хӑратса ӳкерме тӑрӑшать.

ТИМӖР КӐКӐРЛӐХ. Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем

7. Тӳрӗлӗхӗн тумтирне тӑхӑнса ҫӳрес тесен мӗн тумалла?

7 Иегова мӗн ырӑ, мӗн усал тесе шутлать, эпир ҫакӑнпа килӗшетпӗр пулсан тата унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнатпӑр пулсан, тӳрӗлӗхӗн тумтирне тӑхӑнса ҫӳретпӗр теме пулать (Пс. 96:10). Хӑш-пӗрисем Иеговӑн нормисем ҫын ирӗклӗхне хӗсеҫҫӗ теҫҫӗ. Анчах та эпир Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑнма чарӑнсассӑн, хӗрӳ ҫапӑҫура кӑкӑрлӑх ытла йывӑр тесе ӑна хывакан ҫар ҫынни пек пулса тӑратпӑр. Ҫакӑ вара питӗ ӑссӑрла пулнӑ пулӗччӗ! Иеговӑна юратакансене «унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар», мӗншӗн тесен ҫак ӳкӗтсене пурнӑҫласа тӑни пурнӑҫа ҫӑлать (1 Иоанн 5:3).

8. «Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн урӑра сырса хатӗр тӑрӑр» тенине мӗнле ӑнланмалла?

8 Павел «Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн урӑра сырса хатӗр тӑрӑр» тесе каланӑ. Урӑхла каласан, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пӗлтерме пирӗн яланах хатӗр пулмалла. Библири хыпара ыттисене каланӑ чухне пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет. Туррӑн ӗҫлекенӗсем пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас тесе пур майпа та усӑ курни питӗ хавхалантарать! Вӗсем ӗҫре те, шкулта та, килтен киле ҫӳресе те, ӗҫлӗ территоринче те, лавккана кайсан та, тӑван-хурӑнташсем патне хӑнана кайсан та, пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне те тата килтен тухма май ҫук чухне те ырӑ хыпар калаҫҫӗ. Эпир ырӑ хыпар сарма чарӑнтӑмӑр пулсан вара, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче урине хывнӑ ҫар ҫынни пек пулатпӑр. Ҫакӑн пек ҫар ҫынни ҫӑмӑллӑнах урине амантма пултарать, вара ӑна ҫар пуҫлӑхӗ мӗн хушнине пурнӑҫлама та, хӑйне хӳтӗлеме те йывӑр пулать.

УРА ТӐХӐНМАЛЛИ. Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн хатӗр тӑни

9. Мӗншӗн пире ӗненӗвӗн хулканӗ кирлӗ?

9 Ӗненӗвӗн хулканӗ вӑл — Иеговӑна ӗненни. Эпир Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, вӑл ҫавна пӗтӗмпех пурнӑҫласса ҫирӗп ӗненетпӗр. Ӗненни пире «шуйттанӑн хӗртсе яракан пур уххине те сӳнтерме» пулӑшать. Ӗненнине пула эпир чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем мӗн каланишӗн тата ыттисем пире хӑртнишӗн аптраса ӳкместпӗр. Ӗненнине пула ыттисем пире Туррӑн нормисене пӑсма хӗтӗртсен те эпир тӗрӗссине тума пӑрахмастпӑр. Ӗненнине пула эпир шкулта е ӗҫре Иегова сивлекен пӗр-пӗр ӗҫе мӗншӗн туманнине хӑюллӑн ӑнлантарса паратпӑр (1 Петр 3:15). Ӗненнине пула эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарма пултаракан укҫаллӑ ӗҫе вырнаҫмастпӑр (Евр. 13:5, 6). Ӗненнине пулах, хамӑра хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан та, эпир Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑратпӑр (1 Фес. 2:2).

ХУЛКАН. Иеговӑна тата вӑл хӑйӗн сӑмахне тытасса ӗненни

10. Ҫӑлӑнӑҫ калпакӗ мӗн вӑл тата мӗншӗн ӑна тӑхӑнса ҫӳремелле?

10 Ҫӑлӑнӑҫӑн калпакӗ вӑл — Иегова пире паракан шанчӑк. Хӑйӗн ирӗкне туса тӑнишӗн Иегова пире награда парасса тата эпир вилсен те вӑл пире чӗртсе тӑратасса эпир ҫирӗп шанатпӑр (1 Фес. 5:8; 1 Тим. 4:10; Тит 1:1—3). Шлем ҫар ҫыннин пуҫне хӳтӗленӗ, ҫӑлӑнас шанчӑк вара пирӗн ӑс-тӑна хӳтӗлет. Мӗнле майпа? Шанчӑк пире Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна асра тытма тата йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать. Эпир Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшласан ҫӑлӑнӑҫ калпакне тӑхӑнса ҫӳретпӗр теме пулать. Сӑмахран, шанчӑк пулнине пула эпир «пӗтекен пуянлӑх» ҫине мар, Турра шанса пурӑнатпӑр (1 Тим. 6:17; Пс. 25:2; 103:34).

ШЛЕМ. Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк

11. Сывлӑш паракан хӗҫ мӗн вӑл тата мӗншӗн пирӗн унпа усӑ курмалла?

11 Юлашкинчен вара Павел «Сывлӑш паракан хӗҫе — Турӑ Сӑмахне — илӗр» тенӗ. Ҫак хӗҫ пире суяпа тӗрӗссине уйӑрса илме, суя вӗрентӳсене ӗненме пӑрахма тата япӑх йӑласенчен хӑтӑлма пулӑшать (2 Кор. 10:4, 5; 2 Тим. 3:16, 17; Евр. 4:12). Хамӑр тӗллӗн Библи вӗренни тата Туррӑн организацийӗ вӗрентсе тӑни пире ҫак хӗҫпе ӑста усӑ курма пулӑшать (2 Тим. 2:15). Эппин, пире хӳтӗлес тесе Иегова сӑнарлӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсем парать. Анчах та вӑл пире урӑх майпа та хӳтӗлет.

ХӖҪ. Турӑ Сӑмахӗ, Библи

ЭСӖ ПӖЧЧЕН МАР

12. Пире кам пулӑшни кирлӗ тата мӗншӗн?

12 Опытлӑ ҫар ҫынни тӑшманӑн ҫарне пӗччен ҫӗнтерес ҫуккине пӗлет. Эпир те Шуйттанпа ун майлисене пӗччен ҫӗнтерес ҫуккине ӑнланатпӑр — пире пулӑшакансем кирлӗ. Иеговӑна пула вара пирӗн кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр тӑвансем пур (1 Петр 2:17).

13. Еврейсем 10:24, 25 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

13 Сӑмахран, пире пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем питӗ пулӑшаҫҫӗ. (Еврейсем 10:24, 25 вуласа парӑр.) Эпир пурте вӑхӑтран вӑхӑта хуйха ӳкетпӗр, тӗлпулусем вара пире вӑй кӗртеҫҫӗ. Тӑвансем чун-чӗререн паракан комментарисем питӗ хавхалантараҫҫӗ тата пухура тӑвансемпе хутшӑнни те пирӗн кӑмӑла ҫӗклет (1 Фес. 5:14). Докладсемпе демонстрацисем вара Иеговӑшӑн малалла ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ. Тата пухура пирӗн ыттисене пулӑшма май пур, ҫакӑ та пире савӑнтарать (Ап. ӗҫ. 20:35; Рим 1:11, 12). Унсӑр пуҫне, тӗлпулусенче эпир ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӑсталӑха туптатпӑр. Сӑмахран, эпир ырӑ хыпар сармалли хатӗрсемпе усӑ курма вӗренетпӗр. Ҫавӑнпа айтӑр тӗлпулусене тӗплӗн хатӗрленсе каяр, унта тимлӗ итлер тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курар. Ҫапла тусан эпир «Христосӑн шанчӑклӑ ҫар ҫынни» пулӑпӑр (2 Тим. 2:3).

14. Пире тата кам пулӑшса тӑрать?

14 Пире тата миллион-миллион хӑватлӑ ангел пулӑшса тӑрать. Пӗр ангел ҫеҫ мӗн тери вӑйлӑ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Ис. 37:36). Ангелсен ҫарӗ вара? Нимӗнле ҫын та, нимӗнле демон та — никам та Иеговӑн хӑватлӑ ҫарне ҫӗнтереймест. Иеговӑран вӑйлӑраххи никам та ҫук. Апла пулсан, пирӗн тӑшмансем тем чухлӗ пулсан та пире ҫӗнтерес ҫук (Тӳр. 6:16). Эпир ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленместпӗр! Пӗрле ӗҫлекенсем, пӗрле вӗренекенсем е хурӑнташсем сана хӑратса ӳкересшӗн пулнӑ чухне ҫакна асра тыт: эсӗ пӗччен мар, Иегова сан майлӑ, эсӗ ӑна итлесе пурӑнатӑн вӗт.

ИЕГОВА ПИРЕ МАЛАШНЕ ТЕ ХӲТӖЛЕСЕ ТӐРӖ

15. Исаия 54:15, 17 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн ырӑ хыпар сарма пире никам та чарма пултараймасть?

15 Эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ, Шуйттан тытса тӑракан ҫак тӗнче тӗрлӗ сӑлтава пула пире кураймасть. Эпир политикӑна хутшӑнмастпӑр тата вӑрҫӑ вӑрҫмастпӑр. Эпир ҫынсене Туррӑн ятне тата унӑн Патшалӑхӗ ҫеҫ ҫӗр ҫинче мир туса хурӗ тесе пӗлтеретпӗр. Эпир Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнатпӑр. Ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ, Шуйттан, ултавҫӑ та ҫын вӗлерекен пулнине те уҫҫӑн калатпӑр (Иоанн 8:44). Эпир унӑн усал тӗнчи кӗҫех тӗп пулать тесе пӗлтеретпӗр. Шуйттанпа ун майлисем тем пек тӑрӑшсан та пире ырӑ хыпар сарма чарма пултараймаҫҫӗ. Пачах урӑхла, Иеговӑна мухтава кӑларас тесе эпир пур майпа та усӑ куратпӑр. Шуйттан питӗ хӑватлӑ пулсан та, вӑл пире ырӑ хыпара ҫӗрӗн пур кӗтесне те ҫитерме чӑрмантарма пултараймасть, мӗншӗн тесен пире Иегова хӳтӗлесе тӑрать. (Исаия 54:15, 17 вуласа парӑр.)

16. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Иегова мӗн тӑвӗ?

16 Кӗҫех мӗн пулса тухать? Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫӑлса хӑварӗ. Ҫӗр ҫинчи патшасем Аслӑ Вавилона, суя тӗнӗн империне, тапӑнсан Иегова пире хӳтӗлӗ (Ӳлӗм. 17:16—18; 18:2, 4). Кайран та, Армагеддон вӑхӑтӗнче Шуйттан тӗнчине пӗтернӗ чухне, Иегова хӑйӗн халӑхне ҫӑлса хӑварӗ (Ӳлӗм. 7:9, 10; 16:14, 16).

17. Хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулсан, эпир мӗн пирки иккӗленмӗпӗр?

17 Хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулсан, Шуйттан сире тӳрленми сиен кӳреймӗ. Ӑна хӑйне вара ӗмӗрлӗхех тӗп тӑвӗҫ (Рим 16:20). Ҫавӑнпа «Туррӑн вӑрҫӑ кӑралне» пӗтӗмпех тӑхӑнӑр та ӑна ан хывӑр! Шуйттанпа тата ҫак тӗнчепе пӗччен ан кӗрешӗр. Тӑвансене пулӑшса тӑрӑр. Иеговӑна итлесе пурӑнӑр. Вара ҫӳлти Аҫӑр сире тӗреклетӗ тата хӳтӗлесе тӑрӗ! (Ис. 41:10).

149-МӖШ ЮРӐ Ҫӗнтерӳ юрри

^ 5 абз. Иегова пире тӗреклетме тата хӳтӗлеме сӑмах парать. Ҫак статьяра эпир ҫак виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: мӗншӗн пире хӳтӗлемелле, Иегова пире мӗнле хӳтӗлет тата Иегова пире пулӑштӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?