Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Пухури тӑвансем Библи вӗренекен ҫынна шыва кӗме хатӗрленме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

Пухури тӑвансем Библи вӗренекен ҫынна шыва кӗме хатӗрленме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

«[Тӑл-пӗвӗн] кашни пайӗ кирлӗ таран пӗр-пӗриншӗн юратса ӗҫленипе ӳссех пырать» (ЭФ. 4:16).

85-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне хапӑл тӑвар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Библи вӗренекен ҫынна шыва кӗме хатӗрленме кам пулӑшма пултарать?

«БИБЛИ вӗреннӗ чухне мӗн пӗлсе пыни мана питӗ килӗшетчӗ,— тесе калать Фиджире пурӑнакан Эми.— Эпӗ мӗн пӗлсе пыни чӑнлӑх пулнине ӑнланаттӑм. Анчах та пухури тӑвансемпе хутшӑнма пуҫласан ҫеҫ эпӗ кирлӗ улшӑнусем турӑм, кайран вара шыва кӗтӗм». Эми сӑмахӗсем ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: пухури тӑвансем пулӑшсан Библи вӗренекен ҫын шыва кӗрес тесе кирлӗ утӑмсем хӑвӑртрах тӑвать.

2 Пуху ӳссе пытӑр тесе кашни хыпарҫӑ нумай тума пултарать (Эф. 4:16). Лейлани ятлӑ хӗрарӑм тӑван, вӑл Вануатура пионер пулса ӗҫлет, ҫапла калать: «Ачана пӗтӗм ял-йыш ӳстерет теҫҫӗ. Ман шутпа Библи вӗренекен ҫын пирки те ҫаплах калама пулать. Чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑма ӑна, ялан тенӗ пекех, пӗтӗм пуху пулӑшать». Ача пирки калас пулсан, ӑна ашшӗ-амӑшӗ, хурӑнташӗсем, ҫемье тусӗсем тата учительсем вӗрентсе, ӑс парса тӑраҫҫӗ тата тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ. Библи вӗренекен ҫынсене те ҫитӗнӳсем тума ытларах чухне пухури пур тӑван та пулӑшать. Вӗсем ӑна хавхалантараҫҫӗ, канаш параҫҫӗ тата лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ (Ытар. 15:22). Вара Библи вӗренекен ҫын Турӑпа ҫывӑхланса пырать тата унӑн шыва кӗрес кӑмӑл ҫуралма пултарать.

3. Ана, Дорин тата Лейлани сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

3 Ҫынпа Библи вӗренекен хыпарҫӑна пухури ытти тӑвансем пулӑшсан питӗ лайӑх пулать. Молдовӑра пурӑнакан Ана ятлӑ хӗрарӑм тӑван, ятарлӑ пионер пулса ӗҫлекенскер, ҫакӑн ҫинчен акӑ мӗн калать: «Библи вӗренекене Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма пулӑшас тесе нумай вӑй хурас пулать, ҫакна пӗччен тӑваймӑн». Молдовӑрах ятарлӑ пионер пулса ӗҫлекен Дорин вара ҫапла калать: «Пухури тӑвансем час-часах Библи вӗренекен ҫыннӑн чӗрине пырса тивекен сӑмахсем калаҫҫӗ, манӑн вара ун пек шухӑшсем пуҫа та килмеҫҫӗ». Лейлани вара кун пирки ҫапла калать: «Тӑвансем хӑйне юратнине курса Библи вӗренекен эпир Туррӑн халӑхӗ пулнине ӑнланать» (Иоанн 13:35).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

4 Тен, сирӗн ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: «Библи вӗренӗвне ирттерекенни эпӗ мар пулсан, ҫынна ҫитӗнӳсем тума эпӗ мӗнле пулӑшма пултаратӑп-ха?» Ҫак статьяра эпир ҫак ыйтусене пӑхса тухатпӑр: сире ҫынпа Библи вӗренме чӗнчӗҫ пулсан тата ҫын пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫласан, эсир мӗн тума пултаратӑр? Старейшинӑсем вара Библи вӗренекен ҫынна Турӑпа ҫывӑхланма тата шыва кӗме хатӗрленме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

СИРЕ БИБЛИ ВӖРЕНМЕ ЧӖНСЕН

Сире Библи вӗренӗвне чӗнсен тӗплӗн хатӗрленӗр (5—7 абзацсене пӑхӑр)

5. Сире ҫынпа Библи вӗренме чӗнсен мӗн тумалла?

5 Библи вӗренӗвне ирттерекенӗн ҫынна Турӑ Сӑмахне ӑнланма пулӑшмалла, ҫакӑ — унӑн яваплӑхӗ. Тӑван сире ҫынпа Библи вӗренме чӗнсен вара сирӗн ҫав тӑвана пулӑшса пымалла (Еккл. 4:9, 10). Ҫакна мӗнле тумалла?

6. Сире ҫынпа Библи вӗренме чӗнчӗҫ пулсан, эсир Ытарӑшсем 20:18-мӗшӗнчи принциппа мӗнле усӑ курма пултаратӑр?

6 Библи вӗренме хатӗрленӗр. Пӗрремӗшӗнчен, хӑвӑра чӗннӗ тӑвана Библи вӗренекен ҫын ҫинчен кӑшт каласа пама ыйтӑр. (Ытарӑшсем 20:18 вуласа парӑр.) Сӑмахран, тӑванран ҫапла ыйтма пулать: эпир кампа вӗренӗпӗр? Мӗнле темӑна сӳтсе явӑпӑр? Ҫак урокра эсӗ уйрӑмах мӗн палӑртасшӑн? Мӗн ҫинчен каласан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, мӗн ҫинчен вара каламалла мар? Ҫынна ҫитӗнӳсем тума хавхалантарас тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп? Паллах, тӑван Библи вӗренекен ҫын ҫинчен калама юраманнине каласа памӗ, анчах та мӗн пӗлни сире Библи вӗренме хатӗрленме пулӑшӗ. Миссионер пулса ӗҫлекен Джой ятлӑ хӗрарӑм тӑван пӗр-пӗр тӑвана Библи вӗренме чӗннӗ чухне шӑп ҫапла тӑвать те. Вӑл акӑ мӗн калать: «Ҫак ыйтусене сӳтсе явни тӑвансене ҫынна лайӑхрах ӑнланма тата мӗн каламаллине, мӗн каламалла маррине ӑнланма пулӑшать».

7. Сире Библи вӗренме чӗнчӗҫ пулсан, мӗншӗн хатӗрленсе каймалла?

7 Сире Библи вӗренме чӗнчӗҫ пулсассӑн, вӗренме хатӗрленсен лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Езд. 7:10). Маларах асӑннӑ Дорин ҫапла калать: «Тӑван Библи вӗренме хатӗрленсе килсен эпӗ савӑнатӑп, мӗншӗн тесен ун пек чухне вӑл мана чӑнах та пулӑшма пултарать». Унсӑр пуҫне, Библи вӗренекен эсир иксӗр те хатӗрленсе килнине курма пултарать. Ҫакӑ уншӑн лайӑх тӗслӗх пулать. Вӗренмелли материала тӗплӗн хатӗрленме май килмесен вара урокӑн е темӑн тӗп шухӑшӗсене пӑхса тухма тӑрӑшӑр.

8. Мӗне пула сирӗн кӗлӗри сӑмахсем вӗренекенӗн чӗрине пырса тивме пултараҫҫӗ?

8 Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне кӗлтуни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӑван сире Библи вӗреннӗ чухне кӗлтума ыйтма пултарать, ҫавӑнпа кӗлӗре мӗн каламаллине маларах шутласа хурӑр. Вара сирӗн сӑмахсем вӗренекенӗн чӗрине пырса тивме пултарӗҫ (Пс. 140:2). Японири Ханаэ ятлӑ хӗрарӑм тӑван пӗр хыпарҫӑн кӗллисене халӗ те астӑвать. Вӑл ҫапла аса илет: «Ҫав тӑванӑн кӗллисенчен Иегова унӑн ҫывӑх тусӗ пулни курӑнатчӗ. Ун ҫине пӑхса манӑн та Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулас килетчӗ. Вӑл кӗлӗре манӑн ята асӑннӑ чухне вара хама юратнине туяттӑм».

9. Сире Библи вӗренме чӗнчӗҫ пулсан, Иаков 1:19-мӗшӗнчи канаш сире хӑш тӗлӗшрен пулӑшма пултарать?

9 Библи вӗренӗвне ирттерекен тӑвана пулӑшса пырӑр. Омамуйови, Нигерире ятарлӑ пионер пулса ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван, ҫапла калать: «Лайӑх пулӑшакан ҫакна ӑнланать: Библи вӗренӗвне вӑл ирттермест, ҫавӑнпа ытлашши калаҫмасть тата кирлӗ чухне ҫеҫ калать». Хӑҫан мӗн каламаллине мӗнле пӗлмелле-ши вара? (Ытар. 25:11). Библи вӗренӗвне ирттерекене те, Библи вӗренекене те тимлӗ итлӗр. Вара кирлӗ чухне эсир пулӑшма пултарӑр. (Иаков 1:19 вуласа парӑр.) Анчах майне пӗлсе калаҫӑр. Сӑмахран, ытлашши нумай ан калаҫӑр, тӑвана ан пӳлӗр, урӑх тема ҫине те куҫса ан кайӑр. Пӗр-пӗр шухӑша лайӑхрах уҫса парас тесе эсир ҫав шухӑша кӗскен ӑнлантарса пама, тӗслӗх илсе пама е ыйту пама пултаратӑр. Тен, вӑхӑтран вӑхӑта эсир манран усси нумаях мар тесе шутлама пултаратӑр. Анчах та Библи вӗренекене мухтанипе тата унпа интересленнипе эсир ӑна Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшатӑр.

10. Хӑвӑр ҫинчен каласа парса эсир Библи вӗренекене мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

10 Хӑвӑр ҫинчен каласа парӑр. Вырӑнлӑ пулсан, чӑнлӑха хӑвӑр мӗнле пӗлни ҫинчен, пӗр-пӗр йывӑрлӑха мӗнле ҫӗнтерни ҫинчен тата Иегова хӑвӑра мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парӑр (Пс. 77:4, 7). Шӑп эсир мӗн каласа пани Библи вӗренекене пулӑшма пултарать. Тен, сирӗн сӑмахсем унӑн ӗненӗвне ҫирӗплетӗҫ, пӗр-пӗр йывӑрлӑха татса пама пулӑшӗҫ е шыва кӗме хавхалантарӗҫ (1 Петр 5:9). Бразилире пионер пулса ӗҫлекен Габриел ятлӑ арҫын тӑван хӑй Библи вӗреннӗ чухне хӑйне мӗн пулӑшни ҫинчен акӑ мӗн калать: «Тӑвансем хӑйсем ҫинчен каласа панине пула эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: Иегова эпир мӗн тӳснине курать. Вӑл тӑвансене пӗтӗмпех чӑтса ирттерме пулӑшнӑ пулсан, мана та пулӑшать».

БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕН ТӖЛПУЛӐВА КИЛСЕН

Эпир пурте Библи вӗренекен ҫынна тӗлпулусене ҫӳреме хавхалантарма пултаратпӑр (11-мӗш абзаца пӑхӑр)

11, 12. Библи вӗренекен тӗлпулӑва килсен мӗншӗн ӑна ӑшшӑн саламламалла?

11 Турӑпа ҫывӑхланас тесен тата шыва кӗрес тесен ҫыннӑн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле (Евр. 10:24, 25). Вӑл тӗлпулӑва пӗрремӗш хут килсен эпир пурте ӑна малалла та тӗлпулусене ҫӳреме хавхалантарма пултаратпӑр. Ҫакна вара мӗнле тумалла?

12 Библи вӗренекен ҫынна ӑшшӑн саламлӑр (Рим 15:7). Ҫын тӗлпулӑва пӗрремӗш хут килсен ыттисем ӑна курма хавас пулнине курсан, тен, унӑн малалла та тӗлпулусене ҫӳрес килӗ. Ҫавӑнпа Библи вӗренекене ӑшшӑн саламлӑр тата пухури ытти тӑвансемпе паллаштарӑр. Анчах та виҫине пӗлӗр — хӑпма пӗлмен ҫын пек ан пулӑр. Тата ҫыншӑн унпа Библи вӗренекен тӑван тӑрӑшӗ тесе ан шутлӑр. Тен, ҫав тӑванӑн Патшалӑх залӗнче мӗнле те пулин ӗҫ тумалла е вӑл кӑшт каярах килет. Ҫынна тимлӗ итлӗр тата унпа интересленӗр. Ҫакӑ ун ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? Акӑ пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫлекен Дмитрий тӗслӗхӗ. Вӑл шыва кӗнӗренпе темиҫе ҫул ҫеҫ иртнӗ. Хӑй тӗлпулӑва пӗрремӗш хут килни ҫинчен вӑл ҫапла калать: «Пӗр арҫын тӑван эпӗ Патшалӑх залӗ патӗнче тӑнине тата питӗ хумханнине асӑрханӑ. Вара вӑл мана хӑйӗнпе пӗрле Патшалӑх залне кӗме чӗнчӗ. Нумайӑшӗ мана пырса саламларӗҫ. Хама ҫапла кӗтсе илессе эпӗ шутламан та. Тӗлпулусем кашни кун иртсен мӗнле лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тесе те шутласа илтӗм. Унта мӗн туйнине эпӗ унччен нихӑҫан та туйса курманччӗ».

13. Эсир хӑвӑра мӗнле тытни Библи вӗренекен ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

13 Лайӑх тӗслӗх кӑтартӑр. Эсир хӑвӑра мӗнле тытнине курса Библи вӗренекен ҫын чӑнлӑха тупнине ӑнланса илӗ (Матф. 5:16). Молдовӑра пионер пулса ӗҫлекен Виталий ҫапла калать: «Эпӗ пухури тӑвансем мӗнле шухӑшланине, хӑйсене мӗнле тытнине тата мӗнле пурӑннине сӑнаттӑм. Вара Иегова Свидетелӗсем чӑнах та Турӑпа ҫӳренине ӑнланса илтӗм».

14. Эсир лайӑх тӗслӗх кӑтартни Библи вӗренекен ҫынна ҫитӗнӳсем тума мӗнле пулӑшма пултарать?

14 Шыва кӗме хатӗр пулас тесен Библи вӗренекенӗн хӑй мӗн пӗлсе пынипе пурнӑҫра усӑ курма вӗренмелле. Анчах та ҫакна тума ӑна йывӑр пулма пултарать. Лайӑх тӗслӗхе курса тӑни вара ӑна кирлӗ улшӑнусем тума пулӑшӗ. Библири принципсем сире мӗнле пулӑшнине курсан вӗренекенӗн те ҫав принципсем тӑрӑх пурӑнас килсе кайӗ (1 Кор. 11:1). Маларах асӑннӑ Ханаэ ҫапла калать: «Пухури тӑвансем ҫине пӑхса эпӗ нумай япалана вӗрентӗм. Эпӗ пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшмаллине, мӗнле каҫармаллине тата мӗнле юратмаллине кураттӑм. Вара манӑн та пухури тӑвансем пек пулас килсе кайрӗ».

15. Ытарӑшсем 27:17-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пухӑва ҫӳреме пуҫланӑ ҫынпа пирӗн ҫывӑхрах паллашмалла?

15 Библи вӗренекенпе туслашӑр. Библи вӗренекен ҫын тӗлпулӑва килмессерен кашнинчех унпа калаҫса илме тӑрӑшӑр, вара эсир унпа ҫывӑхрах паллашма пултаратӑр (Флп. 2:4). Ӑна хӑйӗн пурнӑҫӗнче тунӑ улшӑнусемшӗн мухтӑр тата Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртни ҫинчен, килтисем мӗнле пурӑнни ҫинчен е ӗҫре ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен ыйтса пӗлӗр. Анчах та аванмарлатакан ыйтусем ан парӑр. Эсир Библи вӗренекен ҫынпа туслашсан, ҫакӑ ӑна ҫитӗнӳсем тума тата шыва кӗме хатӗрленме пулӑшӗ. (Ытарӑшсем 27:17 вуласа парӑр.) Ханаэ халӗ пионер пулса ӗҫлет. Тӗлпулусене анчах ҫӳреме пуҫланӑ чухнехи вӑхӑт ҫинчен вӑл акӑ мӗн калать: «Пухури тӑвансемпе туслашса кайсан ман кашни тӗлпулӑвах каяс килетчӗ, ывӑнсан та эпӗ тӗлпулӑва сиктерместӗмччӗ. Ҫӗнӗ туссемпе вӑхӑта пӗрле ирттерме мана питӗ килӗшетчӗ, ҫакӑ мана Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнма пӑрахма пулӑшрӗ. Манӑн Иеговӑпа тата пухури тӑвансемпе ҫывӑхланас килетчӗ, акӑ мӗншӗн эпӗ шыва кӗме шут тытрӑм».

16. Библи вӗренекен хӑйне Иеговӑн ҫемйинчи ҫын пек туйтӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

16 Библи вӗренекен ҫитӗнӳсем тӑвать пулсан, вӑл хӑйне Иеговӑн ҫемйинчи ҫын пек туйтӑр тесе хӑвӑртан мӗн килнине тӑвӑр. Сӑмахран, ӑна хӑнана чӗнӗр (Евр. 13:2). Молдовӑри Денис акӑ мӗн аса илет: «Эпир арӑмпа Библи вӗренме пуҫланӑ кӑначчӗ, пухури тӑвансем вара пире темиҫе хутчен те хӑйсемпе пӗрле вӑхӑта ирттерме чӗнчӗҫ. Вӗсем Иегова хӑйсене мӗнле пулӑшнине каласа паратчӗҫ, ҫакӑ пире питӗ хавхалантаратчӗ. Вара пирӗн те Иеговӑшӑн ӗҫлес килсе кайрӗ. Тата эпир Иеговӑшӑн ӗҫлесен пире чаплӑ пуласлӑх кӗтессе ӑнлантӑмӑр». Библи вӗренекен ҫын хыпарҫӑ пулса тӑрсан вара, ӑна мӗнле пулӑшмалла? Ӑна хӑвӑрпа пӗрле ырӑ хыпар сарма чӗнӗр. Бразилири Диего мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Тӑвансем нумайӑшӗ мана хӑйсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма чӗнетчӗҫ. Ҫавна пула эпир пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашрӑмӑр. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ тӑвансенчен нумай япалана вӗрентӗм. Тата Иеговӑпа тата Иисуспа ҫывӑхланса пытӑм».

СТАРЕЙШИНӐСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

Старейшинӑсем, эсир Библи вӗренекенпе интересленни ӑна ҫитӗнӳсем тума пулӑшать (17-мӗш абзаца пӑхӑр)

17. Старейшинӑсем Библи вӗренекенсене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

17 Библи вӗренекен валли вӑхӑт уйӑрӑр. Старейшинӑсем, эсир Библи вӗренекенпе интересленни те ӑна ҫитӗнӳсем тума пулӑшать. Библи вӗренекен тӗлпулӑва килсен ун валли вӑхӑт уйӑрӑр. Унпа паллашӑр тата унӑн ятне астуса юлма тӑрӑшӑр, уйрӑмах, вӑл комментарисем пама пуҫларӗ пулсан. Унсӑр пуҫне, эсир ҫав ҫын патне Библи вӗренме кайма пултаратӑр. Ҫавӑн пирки унпа Библи вӗренӗвне ирттерекен тӑванпа калаҫса татӑлӑр. Ҫакӑ ҫын ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать. Нигерире пионер пулса ӗҫлекен Джеки ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла каласа парать: «Манпа килнӗ тӑван старейшина пулнине пӗлсен, Библи вӗренекенсенчен нумайӑшӗ питӗ тӗлӗнет. Пӗр вӗренекен ҫапла та каларӗ: „Пирӗн священникран кун пеккине кӗтсе илеймӗн. Вӑл пуяннисем патне ҫеҫ тата вӗсем ӑна укҫа парсан ҫеҫ килет“». Халӗ ҫав вӗренекен пирӗн тӗлпулусене ҫӳрет.

18. Апостолсен ӗҫӗсем 20:28-мӗшӗнче мӗн хушнине пурнӑҫлас тесен старейшинӑсен мӗн тумалла?

18 Библи вӗренӗвне ирттерекен тӑвансене хавхалантарӑр тата вӗрентӗр. Старейшинӑсем, сирӗн ҫине пысӑк яваплӑх хунӑ — сирӗн пухури тӑвансене ӑста хыпарҫӑсем тата вӗрентекенсем пулма пулӑшмалла. (Апостолсен ӗҫӗсем 20:28 вуласа парӑр.) Енчен те хыпарҫӑ сирӗн умра Библи вӗренӗвне ирттерме вӑтанать пулсан, вӗренӗве хам ирттерме пултаратӑп тесе калӑр. Джеки акӑ мӗн каласа парать: «Старейшинӑсем час-часах манран эпӗ кампа Библи вӗренетӗп, ҫав ҫынсен ӗҫӗсем мӗнле пынине ыйтса пӗлеҫҫӗ. Библи вӗреннӗ чухне йывӑрлӑх сиксе тухсан вара вӗсем мана усӑллӑ канаш параҫҫӗ». Чӑнах та, Библи вӗренӗвне ирттерекен тӑвансене пулӑшас тесе старейшинӑсем нумай тума пултараҫҫӗ (1 Фес. 5:11). Джеки тата ҫапла калать: «Старейшинӑсем мана хавхалантарни тата вӑй хунӑшӑн мухтани ман кӑмӑла ҫӗклет. Ҫакӑ маншӑн шӑрӑх кунра сивӗ шыв ӗҫтернӗ пекех. Старейшинӑсем мана мухтаса илсен эпӗ вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулнине туятӑп тата ҫак ӗҫ мана ытларах савӑнӑҫ парать» (Ытар. 25:25).

19. Пире мӗн савӑнӑҫ парать?

19 Тен, хальлӗхе эсир никампа та Библи вӗренместӗр. Анчах та сирӗн урӑх тӑванпа Библи вӗренекен ҫынна пулӑшма май пур. Сире Библи вӗренӗвне чӗнсен тӑвана пулӑшас тесе лайӑх хатӗрленсе кайӑр, ытлашши нумай ан калаҫӑр тата кирлине ҫеҫ калӑр. Библи вӗренекен пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫларӗ пулсан, унпа ҫывӑхрах паллашма тӑрӑшӑр тата ӑна лайӑх тӗслӗх кӑтартӑр. Старейшинӑсем, вӗренекенсем валли вӑхӑт уйӑрӑр тата Библи вӗренӗвне ирттерекен тӑвансене хавхалантарӑр тата вӗрентӗр. Пӗр-пӗр ҫынна Иеговӑна юратма тата уншӑн ӗҫлеме пуҫлама кӑшт та пулин пулӑшнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр!

79-МӖШ ЮРӐ Вӗсене ҫирӗп пулма вӗрентӗр

^ 5 абз. Тен, хальлӗхе эсир никампа та Библи вӗренместӗр. Анчах пирӗнтен кашни Библи вӗренекен ҫынсене Турӑпа ҫывӑхланма тата шыва кӗме хатӗрленме пулӑшма пултарать. Ҫак статьяран эпир ҫакна мӗнле тумаллине пӗлӗпӗр.