Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

11-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Турӑ Сӑмахӗ сире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшӗ

Турӑ Сӑмахӗ сире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшӗ

«Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ» (РИМ 15:4).

94-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахӗшӗн пархатарлӑ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?

ТЕН, эсир халӗ пӗр-пӗр йывӑрлӑха тӳсетӗр. Тен, сире пухури тӑван хытӑ кӳрентернӗ (Иак. 3:2). Е эсир Иегова Свидетелӗ пулнишӗн шкулта е ӗҫре сирӗнтен тӑрӑхласа кулаҫҫӗ (1 Петр 4:3, 4). Е килтисем сире пухӑва ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма пӑрахтарасшӑн (Матф. 10:35, 36). Питӗ йывӑр килнӗрен эсир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан лайӑхрах пулать тесе шутлама та пултаратӑр. Анчах та ҫакна асра тытӑр: Иегова сире пулӑшатех! Вӑл сире тӗрӗс йышӑнусем тума ӑслӑлӑх парӗ тата кирек мӗнле йывӑрлӑха та тӳссе ирттерме вӑй парӗ.

2. Рим 15:4-мӗшӗ тӑрӑх, Турӑ Сӑмахне вулани пире мӗнле пулӑшма пултарать?

2 Библире тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ ҫынсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Мӗншӗн Иегова вӗсем ҫинчен ҫырса хума хавхалантарнӑ? Рим 15:4-мӗшӗнче (вуласа парӑр) каланӑ пек, эпир ҫав ҫынсен тӗслӗхӗсенчен вӗренме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Турӑ Сӑмахне вулани пире йӑпатать тата шанчӑк парать. Анчах та Библие вуламалла кӑна мар, мӗн вулани шухӑш-туйӑм ҫине витӗм кӳтӗр тесе те тӑрӑшмалла. Пӗр-пӗр йывӑрлӑх сиксе тухсан мӗн тумаллине пӗлместӗр пулсан вара, мӗн тума пулать? Ун пек чухне ҫак тӑватӑ утӑма туса пӑхӑр: 1) кӗлтӑвӑр, 2) мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратӑр, 3) шухӑшлӑр тата 4) мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курӑр. Айтӑр ҫак тӑватӑ утӑма тӗплӗнрех пӑхса тухар *. Кайран вара ҫак меслетпе усӑ курса Давидпа тата Павелпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренме пултарнине курар.

1. КӖЛТӐВӐР

Библи вулас умӗн кӗлтӑвӑр та Иеговӑран мӗн вулани мана мӗнле пулӑшма пултарнине ӑнланма пулӑшсам тесе ыйтӑр (3-мӗш абзаца пӑхӑр)

3. Библи вулас умӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн?

3 1. Кӗлтӑвӑр. Библи вулас умӗн кӗлтӑвӑр та Иеговӑран мӗн вулани мана мӗнле пулӑшма пултарнине ӑнланма пулӑшсам тесе ыйтӑр. Калӑпӑр, пӗр-пӗр йывӑр лару-тӑрура эсир мӗн тумаллине пӗлместӗр, сире канаш кирлӗ. Ун пек чухне ҫак йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшакан принципсене тупма пулӑшсам тесе Иеговӑна кӗлтӑвӑр (Иак. 1:5; Флп. 4:6, 7).

2. МӖН ВУЛАНИНЕ КУҪ УМНЕ КӐЛАРСА ТӐРАТӐР

Ҫынпа мӗн пулса тухнине, вӑл мӗн курнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр тата ҫав вӑхӑтра вӑл мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр (4-мӗш абзаца пӑхӑр)

4. Мӗне пула Библи вулани ытларах усӑ парӗ?

4 2. Мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Иегова пире тӗлӗнмелле пултарулӑх панӑ — эпир мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратпӑр. Библи вуланӑ чухне ҫак пултарулӑхпа усӑ курӑр: пӗр-пӗр ҫынпа мӗн пулса тухнине, вӑл мӗн курнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр тата ҫав вӑхӑтра вӑл мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вара Библи вулани сире ытларах усӑ парӗ.

3. ШУХӐШЛӐР

Мӗн вуланине ӑнкарма тӑрӑшӑр тата ҫакӑ сире мӗнле пырса тивни ҫинчен шухӑшлӑр (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Библи вуланӑ чухне пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла тата шухӑшлама пире мӗн пулӑшма пултарать?

5 3. Шухӑшлӑр. Библире мӗн вуланине ӑнкарма тӑрӑшӑр тата ҫакӑ сире мӗнле пырса тивни ҫинчен шухӑшлӑр. Шухӑшлани вуланӑ шухӑшсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарма тата мӗн вуланине лайӑхрах ӑнланма пулӑшать. Шухӑшланине апат хатӗрленипе танлаштарма пулать. Ингредиентсене пӗрле хутӑштарсан ҫеҫ тутлӑ апата киленсе ҫиме пулать. Библи вуланӑ чухне шухӑшламастпӑр пулсан, ҫакӑ сӗтел ҫинче выртакан ингредиентсем ҫине пӑхса ларнӑ пекех пулать. Шухӑшлама вара мӗн пулӑшма пултарать? Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: эпӗ кам ҫинчен вулатӑп, ҫак ҫын йывӑрлӑха татса парас тесе мӗн тунӑ? Иегова ӑна мӗнле пулӑшнӑ? Ҫак ҫын тӗслӗхӗ мана йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшма пултарать?

4. МӖН ПӖЛНИПЕ УСӐ КУРӐР

Мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курӑр, вара эсир тӗрӗс йышӑнусем тума, чун канӑҫлӑхне тупма тата ӗненӗве ҫирӗплетме пултарӑр (6-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Библирен мӗн пӗлнипе мӗншӗн пурнӑҫра усӑ курмалла?

6 4. Мӗн пӗлнипе усӑ курӑр. Иисус каланӑ тӑрӑх, эпир хамӑр мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курмастпӑр пулсан, «хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ» пулса тӑратпӑр. Вӑл тар юхтарсах ӗҫленӗ, анчах та вӑл вӑй хуни усӑсӑр пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен «ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем сарӑлса кайнӑ, ҫил-тӑвӑл тухнӑ — ҫав ҫурта ҫитсе ҫапнӑ; ҫурт ишӗлсе аннӑ, вӑл ишӗлни питӗ хӑрушӑ пулнӑ» (Матф. 7:24—27). Ҫавӑн пекех эпир те кӗлтусассӑн, мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратсассӑн, шухӑшласассӑн, анчах та мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курмасассӑн, хамӑр вӑя сая яратпӑр, мӗншӗн тесен йывӑрлӑхсем сиксе тухсан е пире хӗсӗрлеме пуҫласан пирӗн ӗненӳ арканма пултарать. Библирен мӗн пӗлнипе хамӑр пурнӑҫра усӑ куратпӑр пулсан вара, эпир тӗрӗс йышӑнусем тӑватпӑр, чун канӑҫлӑхне тупатпӑр тата хамӑр ӗненӗве ҫирӗплететпӗр (Ис. 48:17, 18). Халӗ вара эпир пӑхса тухнӑ меслетпе усӑ курса Давидпа мӗн пулса тухнинчен мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшлар.

ДАВИД ПАТША ТӖСЛӖХӖ

7. Эпир Давид пурнӑҫӗнчи мӗнле лару-тӑрӑва пӑхса тухатпӑр?

7 Сире ҫывӑх тус е тӑван-хурӑнташ хытӑ кӳрентерчӗ пулсан, мӗн тумалла? Ун пек чухне сире Давид тӗслӗхӗ пулӑшма пултарать. Ӑна патшана ларасшӑн ҫуннӑ хӑйӗн ывӑлӗ Авессалом сутнӑ пулнӑ (2 Патш. 15:5—14, 31; 18:6—14).

8. Эпир мӗн ҫинчен Иеговӑна кӗлтума пултаратпӑр?

8 1. Кӗлтӑвӑр. Давидпа мӗн пулса иртни ҫинчен вулас умӗн Иеговӑна хӑвӑрпа мӗн пулса тухнине тата хӑвӑр мӗн туйнине тӗпӗ-йӗрӗпех каласа парӑр. Унтан вара хам лару-тӑрура пулӑшма пултаракан принципсене курма пулӑшсам тесе ыйтӑр (Пс. 6:7—10).

9. Давидпа Авессалом хушшинче мӗн пулса тухнӑ?

9 2. Мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Давидпа мӗн пулса тухнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Нумай ҫул хушши Авессалом халӑха хӑй майлӑ ҫавӑрасшӑн тӑрӑшнӑ (2 Патш. 15:7). Майлӑ вӑхӑт ҫитсен вара вӑл хӑйӗн ҫыннисене пӗтӗм Израиль тӑрӑх янӑ. Вӗсем халӑха Авессалома патша пек йышӑнма хӗтӗртнӗ. Унтан та ытларах, вӑл Ахитофела, Давидӑн ҫывӑх тусне тата канашҫине, хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ. Авессалом хӑйне хӑй патша тесе пӗлтернӗ те хӑйӗн ашшӗне ярса тытса вӗлересшӗн пулнӑ. Давид ун чухне йывӑр чирленӗ пулас (Пс. 40:2—10). Анчах та вӑл ҫав кавар ҫинчен пӗлнӗ те Иерусалимран тухса тарнӑ. Юлашкинчен вара Давид ҫыннисем Авессалом ҫыннисемпе ҫапӑҫнӑ. Давид ҫыннисем пӑлхавҫӑсене ҫӗнтернӗ, Авессалома хӑйне вара вӗлернӗ.

10. Давидӑн мӗнле туйӑмсем пулма пултарнӑ?

10 Халӗ вара ҫав йывӑр лару-тӑрура Давид хӑйне мӗнле туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл Авессалома юратнӑ, Ахитофела вара шаннӑ. Анчах та вӗсем ӑна сутнӑ, вӗлерме те хӑтланнӑ. Паллах, ҫакӑ Давидӑн чӗрине питӗ хытӑ ыраттарнӑ. Давид хӑйӗн ытти тусӗсем те Авессалом майлӑ пулнӑ тесе шутласа вӗсене шанма пӑрахма пултарнӑ. Вӑл халӗ хам ҫине кӑна шанма юрать тесе, пӗччен тарса хӑтӑлмалла тесе шутлама та пултарнӑ. Е вӑл хуйха ӳкме пултарнӑ. Анчах та Давид апла шутламан тата ал усман. Пӗтӗмпех чӑтса ирттерме ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши?

11. Йывӑр лару-тӑрура Давид мӗн тунӑ?

11 3. Шухӑшлӑр. Айтӑр Давидпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшлар. Хамӑра ҫакӑн пек ыйту пама пулать: «Йывӑрлӑха ҫӗнтерес тесе Давид мӗн тунӑ?» Пӗр енчен, вӑл хӑраса та ӳкмен, йышӑнусене те шутламасӑр туман. Тепӗр енчен, вӑл ним тумасӑр ларман. Давид хӑйӗн тусӗсенчен тата Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ, вара мӗн тумаллине тӳрех тунӑ. Давида хытӑ хурлантарнӑ пулсан та, вӑл хӑй чӗрине хытарман, усалланса та кайман, Иеговӑна тата тусӗсене те шанма пӑрахман.

12. Иегова Давида мӗнле пулӑшнӑ?

12 Иегова вара Давида мӗнле пулӑшнӑ? Кӑшт тӗпчесен ҫакна курма пулать: Иегова Давида веҫех чӑтса ирттермелӗх вӑй панӑ (Пс. 3:1—9). Тата вӑл Давид тунӑ йышӑнусене пилленӗ. Унсӑр пуҫне, Давидӑн шанчӑклӑ тусӗсем ӑна хӳтӗленӗ чухне Иегова вӗсене пулӑшса тӑнӑ.

13. Сире кам та пулин кӳрентерсен Давид тӗслӗхӗ сире хӑш тӗлӗшрен пулӑшма пултарать? (Матф. 18:15—17).

13 4. Мӗн пӗлнипе усӑ курӑр. Кам та пулин сирӗн чӗрене ыраттарчӗ пулсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Давид тӗслӗхӗ мана хӑш тӗлӗшрен пулӑшма пултарать?» Йывӑрлӑха татса парас тесе мӗн тумаллине тӳрех тӑвӑр. Лару-тӑрӑва кура Матфей ҫырнӑ Евангелири 18-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ утӑмсене тӑвӑр е унти принциппа усӑ курса ҫынпа мирлешме тӑрӑшӑр. (Матфей 18:15—17 вуласа парӑр.) Туйӑмсем хыҫҫӑн кайса йышӑну ан тӑвӑр. Иеговӑран лӑпланма тата ҫак лару-тӑрура мӗн тумаллине ӑнланма пулӑшсам тесе ыйтӑр. Туссене шанма ан пӑрахӑр тата вӗсен пулӑшӑвне йышӑнӑр (Ытар. 17:17). Чи кирли вара — Турӑ Сӑмахӗнчи канашсене итлӗр (Ытар. 3:5, 6).

ПАВЕЛ АПОСТОЛ ТӖСЛӖХӖ

14. 2 Тимофей 1:12—16, 4:6—11 тата 17—22 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ сӑмахсем сире мӗнле лару-тӑрура тӗреклетме пултараҫҫӗ?

14 Тен, килтисем сире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Е, тен, эсир пурӑнакан ҫӗршывра пирӗн ӗҫ-хӗле хӑш-пӗр енчен е пачах чарса лартнӑ. Ҫак лару-тӑрура сире Павел тӗрмере ларнӑ чухне ҫырнӑ сӑмахсем тӗреклетме пултараҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене Тимофей патне янӑ 2-мӗш ҫырури 1-мӗш сыпӑкри 12-мӗшӗнчен пуҫласа 16-мӗш сӑвӑ йӗрки таран, 4-мӗш сыпӑкри 6-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗш сӑвӑ йӗрки таран тата 17-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗш сӑвӑ йӗрки таран ҫырнӑ *.

15. Эсир Иеговӑран мӗн ыйтма пултаратӑр?

15 1. Кӗлтӑвӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркисене вулас умӗн Иеговӑна хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарнине веҫех каласа тухӑр тата хӑвӑр мӗн туйнине уҫса парӑр. Унтан Иеговӑна ҫак сӑвӑ йӗркисенче ман лару-тӑрура пулӑшма пултаракан принципсене курма пулӑш тесе ыйтӑр.

16. Павел мӗнле лару-тӑрӑва лекнӗ?

16 2. Мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Павел мӗнле лару-тӑрӑва лекнине куҫ умне кӑларса тӑратар. Ӑна Римра тӗрмере сӑнчӑрласа хунӑ пулнӑ. Вӑл унччен те тӗрмере ларса курнӑ, анчах та хальхинче вӑл хӑйне вӗлерессине пӗлнӗ. Ҫитменнине тата ӑна хӑш-пӗр тӑвансем пӑрахнӑ тата унӑн сывлӑхӗ те начар пулнӑ (2 Тим. 1:15).

17. Павелӑн мӗнле шухӑшсем пулма пултарнӑ?

17 Павел пӗрмай малтан мӗн пулни ҫинчен шухӑшласа ларма пултарнӑ. Сӑмахран, унччен урӑхла йышӑнусем тунӑ пулсан, халӗ тӗрмере ларман пулӑттӑм тесе кулянма пултарнӑ. Тата вӑл Ази провинцийӗнче хӑйне пӑрахса хӑварнӑ тӑвансем ҫине кӳренсе лартса хӑйӗн тусӗсене шанма пӑрахма пултарнӑ. Анчах та унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пачах урӑхла пулнӑ. Вӑл тусӗсем хӑйне шанчӑклӑ пуласси пирки тата хӑйне Иегова награда парасси пирки пӗртте иккӗленмен. Мӗншӗн?

18. Йывӑр лару-тӑрура Павел мӗн тунӑ?

18 3. Шухӑшлӑр. Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Ҫав йывӑр лару-тӑрура Павел мӗн тунӑ?» Павел хӑйне вӗлерессине пӗлнӗ пулсан та, чи кирлине — Иеговӑна мухтава кӑлармаллине — асра тытнӑ. Тата вӑл тӑвансене пулӑшма майсем шыранӑ. Павел Иеговӑна шаннӑ тата пӗрмай кӗлтунӑ (2 Тим. 1:3). Вӑл хӑш-пӗр тӑвансем хӑйне пӑрахнишӗн ытлашши пӑшӑрханман, ун вырӑнне вӑл шанчӑклӑ тусӗсем хӑйне пулӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, Павел Турӑ Сӑмахне тӗпчеме чарӑнман (2 Тим. 3:16, 17; 4:13). Тата вӑл Иеговӑпа Иисус хӑйне юратнине, вӗсем унпа пӗрле пулнине, шанчӑклӑ пулнӑшӑн хӑйне награда парассине пӗлсе тӑнӑ. Ҫакӑ вара Павела пуринчен ытла тӗреклетнӗ.

19. Иегова Павела мӗнле пулӑшнӑ?

19 Иегова Павела ӑна хӗсӗрлӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 21:11—13). Вӑл Павела мӗнле пулӑшнӑ-ха? Иегова унӑн кӗллисем ҫине хуравланӑ тата вӑй парса тӑнӑ (2 Тим. 4:17). Унсӑр пуҫне, Иегова Павела хӑв илесшӗн ҫунакан наградӑна илетӗнех тесе шантарнӑ. Тата Иегова Павелӑн шанчӑклӑ тусӗсене ӑна пулӑшма хавхалантарнӑ.

20. Рим 8:38, 39 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел пекех, пирӗн мӗне ҫирӗп шанса тӑмалла?

20 4. Мӗн пӗлнипе усӑ курӑр. Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Павелран эпӗ мӗне вӗренме пултаратӑп?» Павел пекех, эпир те хамӑра хӗсӗрлессе пӗлетпӗр (Марк 10:29, 30). Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен вара пирӗн ӑна шанмалла, кӗлтумалла тата тӑтӑшах Библи тӗпчемелле. Унсӑр пуҫне, чи кирлине асра тытӑр — Иеговӑна мухтава кӑларма тӑрӑшӑр. Тата ҫакӑн пирки те ан иккӗленӗр: Иегова пире нихӑҫан та пӑрахмасть тата унӑн юратӑвӗнчен пире нимӗн те уйӑраяс ҫук (Рим 8:38, 39 вуласа парӑр; Евр. 13:5, 6).

БИБЛИРИ ЫТТИ ТӖСЛӖХСЕНЧЕН ВӖРЕНӖР

21. Ая тата Хектор тӑвансене хӑйсен йывӑрлӑхӗсене ҫӗнтерме мӗн пулӑшнӑ?

21 Библире ҫырса панӑ тӗслӗхсем пире кирек епле лару-тӑрура та тӗреклетме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Японире пионер пулса ӗҫлекен Ая ятлӑ хӗрарӑм тӑвана Иона тӗслӗхӗ пулӑшнӑ. Унӑн тӗслӗхне пула вӑл халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарма хӑрама пӑрахнӑ. Индонезире пурӑнакан Хектор ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑвана Руфь тӗслӗхӗ пулӑшнӑ. Хекторӑн ашшӗ-амӑшӗ Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ. Руфь тӗслӗхӗ вара ӑна Иегова ҫинчен ытларах пӗлме тата уншӑн ӗҫлеме пуҫлама хавхалантарнӑ.

22. Видеороликсем, сасӑллӑ постановкӑсем тата «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» ярӑмри статьясем ытларах усӑ паччӑр тесен мӗн тума пулать?

22 Библире эпир хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме пултаракан тӗрлӗ ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен вулама пултаратпӑр. Иеговӑн ҫав шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен ытларах пӗлес тесен мӗн тума пулать? Видеороликсене пӑхӑр, сасӑллӑ постановкӑсене итлӗр тата «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» ярӑмри статьясене вулӑр *. Ҫак тӗплӗн хатӗрленӗ материал сире Библире мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшӗ. Анчах та малтан Иеговӑран шӑп мана кирлӗ принципсене тупма пулӑшсам тесе ыйтӑр. Кам ҫинчен вулатӑр, ҫав ҫынпа мӗн пулса тухнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вӑл хӑйӗн лару-тӑрӑвӗнче мӗн туни ҫинчен тата Иегова ӑна мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлӑр. Вара мӗн пӗлнипе хӑвӑр лару-тӑрура усӑ курма тӑрӑшӑр. Унсӑр пуҫне, Иеговӑна хӑвӑра пулӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулӑр тата ыттисене хавхалантарма, пулӑшма тӑрӑшӑр.

23. Исаия 41:10, 13 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова мӗн тума сӑмах парать?

23 Шуйттан тытса тӑракан ҫак тӗнчере пурӑнма питӗ йывӑр. Хӑш-пӗр чухне вара йывӑр лару-тӑрӑва лексен мӗн тумаллине те пӗлместпӗр (2 Тим. 3:1). Анчах та ҫакна асра тытӑр: Иегова пирӗн мӗн тӳсме тивнине курать. Ҫавӑнпа ытлашши ан пӑшӑрханӑр тата ан хӑрӑр. Хамӑра йывӑр килнӗ чухне Иегова хӑйӗн хӑватлӑ сылтӑм аллипе пире алран тытма сӑмах парать. (Исаия 41:10, 13 вуласа парӑр.) Иегова пире пулӑшасси пирки тата хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ тӗреклетесси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр.

96-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахӗ — хаклӑ мул!

^ 5 абз. Библи вуланӑ май эпир ҫакна куратпӑр: Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратать тата вӑл кирек мӗнле йывӑрлӑха та тӳссе ирттерме пулӑшать. Ҫак статьяран эпир хамӑр тӗллӗн Библи тӗпчени ытларах усӑ патӑр тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

^ 2 абз. Кунта илсе панӑ меслет — Библи вӗренмелли майсенчен пӗри кӑна. Ытти меслетсем ҫинчен пӗлес тесен «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» индексри «Библия» темӑна, «Чтение и понимание Библии» подзаголовока пӑхӑр.

^ 14 абз. Пухура «Хурал башнине» вӗреннӗ чухне ҫак сӑвӑ йӗркисене вуласа памалла мар.

^ 22 абз. jw.org сайтри «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр. Библире ҫырса кӑтартнӑ ҫынсем» рубрикӑна пӑхӑр (БИБЛИ ВӖРЕНТӖВӖСЕМ > ТУРРА ӖНЕННИ).