Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Яшсем, шанӑҫа тивӗҫлӗ пулас тесен сирӗн мӗн тумалла?

Яшсем, шанӑҫа тивӗҫлӗ пулас тесен сирӗн мӗн тумалла?

«Эй Турӑҫӑм! Эсӗ мана мӗн ҫамрӑкранпах вӗрентсе тӑтӑн, эпӗ халичченех Санӑн кӗтретӳсем ҫинчен пӗлтеретӗп» (ПС. 70:17).

39-МӖШ ЮРӐ Турӑ умӗнче ырӑ ятлӑ пулар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Ҫамрӑк арҫын тӑвансем пирки мӗн калама пулать?

ҪАМРӐК арҫын тӑвансем, эсир пухура питӗ кирлӗ. Сирӗн нумайӑшӗн вӑй тапса тӑрать (Ытар. 20:29). Тен, эсир пулӑшакан ӗҫчен пуласшӑн, анчах та сире ыттисем сирӗн пирки ҫамрӑк та опытлӑ мар тесе шутлаҫҫӗ пек туйӑнма пултарать. Ҫав-ҫавах эсир кирек миҫе ҫулта пулсан та, шанӑҫа тивӗҫлӗ пулас тесе тата пухури тӑвансем сире хисеплеччӗр тесе эсир нумай тума пултаратӑр.

2. Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Ҫак статьяра эпир Давид пурнӑҫӗ ҫинчен калаҫӑпӑр. Унсӑр пуҫне, Аса тата Иосафат патшасен тӗслӗхӗсене те кӗскен пӑхса тухӑпӑр. Иеговӑн ҫак виҫӗ ӗҫлекенӗ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? Ун чухне вӗсем мӗн тунӑ? Ҫамрӑк арҫын тӑвансем вӗсенчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.

ДАВИД ПАТШАРАН ВӖРЕНӖР

3. Ҫамрӑк арҫын тӑвансем пухури тӑвансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

3 Давид яш чухнех Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ. Тата вӑл тӗрлӗ пултарулӑха аталантарма тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, вӑл арфа ӑста калама вӗреннӗ. Ҫавна пула вӑл Иегова суйласа лартнӑ патшана, Саула, пулӑшма пултарнӑ (1 Патш. 16:16, 23). Яшсем, сирӗн ыттисене усӑ кӳме пултаракан пултарулӑх пур-и? Сӑмахран, тӑвансем нумайӑшӗ хӑйсем тӗллӗн Библи тӗпченӗ чухне тата тӗлпулусенче электронлӑ хатӗрсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫав тӑвансем, уйрӑмах ватӑ тӑвансем, хӑйсене кам та пулин электронлӑ хатӗрпе усӑ курма вӗрентсен питӗ савӑннӑ пулӗччӗҫ. Эсир вара вӗсене пулӑшма пултаратӑр, мӗншӗн тесен эсир электронлӑ хатӗрсем ҫинчен нумай пӗлетӗр.

Давид шанчӑклӑ тата яваплӑха туякан ҫын пулнӑ. Хӑйне ашшӗ шанса панӑ ӗҫе — кӗтӳҫ ӗҫне — вӑл тӑрӑшсах тунӑ, сурӑхсене хӳтӗлес тесе упаран та хӑраса тӑман (4-мӗш абзаца пӑхӑр)

4. Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, Давид пекех, мӗнле лайӑх енсене аталантарма пултараҫҫӗ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Давид шанчӑклӑ тата яваплӑха туякан ҫын пулнӑ. Сӑмахран, вӑл ҫамрӑк чухне хӑйне ашшӗ шанса панӑ ӗҫе — кӗтӳҫ ӗҫне — тӑрӑшсах тунӑ. Кӗтӳ пӑхнӑ чухне вара тем те сиксе тухма пултарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Давид Саула ҫапла каласа панӑ: «Санӑн чуру ашшӗ патӗнче сурӑх кӗтнӗ, хӑш чухне унта ҫапла та пулкаланӑ: арӑслан е упа пыратчӗ те кӗтӳрен сурӑха тытса каятчӗ, эпӗ ун хыҫҫӑн чупаттӑмччӗ, ӑна тапӑнса, унӑн ҫӑварӗнчине туртса илеттӗмччӗ» (1 Патш. 17:34, 35). Давид ашшӗ кӗтӗвӗшӗн яваплӑх туйнӑ, ҫавӑнпа кӗтӗве тискер кайӑксенчен хӑюллӑн хӳтӗленӗ. Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, сире мӗнле те пулин ӗҫ шанса парсан ӑна, Давид пекех, тӑрӑшсах тӑвӑр.

5. Ытарӑшсем 3:32-мӗшӗ тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын тӑвансемшӗн чи пӗлтерӗшли мӗн пулмалла?

5 Каларӑмӑр ӗнтӗ, Давид ҫамрӑк чухнех Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ. Ҫакӑ вара вӑл хӑюллӑ пулнинчен тата арфа ӑста калама пӗлнинчен чылай пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ. Иегова Давидшӑн Турӑ кӑна мар, ҫывӑх Тус та пулнӑ. (Ытарӑшсем 3:32 вуласа парӑр.) Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, хӑвӑрӑн ҫӳлти Аҫӑрпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарӑр, ҫакӑ сирӗншӗн чи пӗлтерӗшли пултӑр. Ҫапла тусан сире пухура тивӗҫсем шанса параҫҫех.

6. Хӑш-пӗр ҫынсем Давид пирки мӗн шутланӑ?

6 Хӑш-пӗр ҫынсем Давид пирки ытла ҫамрӑк тата шанӑҫа тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ. Сӑмахран, вӑл Голиафа хирӗҫ тухасшӑн пулнӑ чухне Саул патша ӑна унпа ҫапӑҫтарасшӑн пулман. «Эсӗ яш ача ҫеҫ-ха»,— тенӗ вӑл Давида (1 Патш. 17:31—33). Унччен кӑшт маларах вара пиччӗшӗ Давида эсӗ шанчӑклӑ мар тесе айӑпланӑ (1 Патш. 17:26—30). Иегова вара Давид пирки ытла ҫамрӑк та шанчӑклӑ мар тесе шутламан. Вӑл ҫав яш ачана питӗ лайӑх пӗлнӗ. Давид хӑйӗн Тусӗ ҫине, Иегова ҫине, шаннӑ та Голиафа вӗлернӗ (1 Патш. 17:45, 48—51).

7. Ҫамрӑк арҫын тӑвансем Давидран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

7 Яшсем, эсир Давидран мӗне вӗренме пултаратӑр? Пӗрремӗшӗнчен, чӑтӑмлӑ пулӑр. Сире мӗн ачаранах пӗлекенсене эсир ҫитӗнсе ҫитнине курма йывӑр пулма пултарать. Анчах ҫакна асра тытӑр: Иегова сирӗн сӑн-пит ҫине пӑхмасть, вӑл сирӗн лайӑх енсене курса тӑрать тата эсир мӗн тума пултарнине питӗ лайӑх пӗлет (1 Патш. 16:7). Иккӗмӗшӗнчен, Иеговӑпа хӑвӑр хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетӗр. Давид Иегова тунӑ япаласене сӑнаса Иегова ҫинчен нумай пӗлнӗ. Ҫакӑ ӑна Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшнӑ (Пс. 8:4, 5; 138:14; Рим 1:20). Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иеговӑран вӑй ыйтӑр. Сӑмахран, Иегова Свидетелӗ пулнӑшӑн сирӗнтен шкулта тӑрӑхласа кулаҫҫӗ пулсан, Иеговӑран пурне те чӑтса ирттерме пулӑшсам тесе ыйтӑр. Библири, пирӗн публикацисенчи, интернет-статьясенчи тата видеороликсенчи канашсене тӑнлӑр. Иегова сире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшнине курса эсир ӑна ытларах та ытларах шанма пуҫлӑр. Эсир Иеговӑна шаннине ыттисем те курӗҫ, вара сире шанма пуҫлӗҫ.

Ҫамрӑк арҫын тӑвансен ыттисене пулӑшма майсем нумай (8, 9 абзацсене пӑхӑр)

8, 9. Тӳсӗмлӗ пулма Давида мӗн пулӑшнӑ тата яшсем унран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

8 Давид тепӗр йывӑрлӑхпа та тӗл пулнӑ. Иегова ӑна патша пулма суйласа лартнӑ, анчах та патшана лариччен Давидӑн нумай ҫул хушши кӗтме тивнӗ (1 Патш. 16:13; 2 Патш. 2:3, 4). Тӳсӗмлӗ пулма ӑна мӗн пулӑшнӑ? Давид алла усман, вӑл хӑй мӗн тума пултарнине тунӑ. Вӑл филистимлянсен ҫӗрӗнче пытанса ҫӳренӗ пулсан та, Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсемпе ҫапӑҫма пӑрахман — малалла та Иуда ҫӗрӗсене хӳтӗленӗ (1 Патш. 27:1—12).

9 Яшсем, эсир Давидран мӗне вӗренме пултаратӑр? Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе тата тӑвансене пулӑшас тесе пур майпа та усӑ курӑр. Рикардо * ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхар. Вӑл яш чухнех пионер пуласшӑн пулнӑ, анчах та старейшинӑсем вӑл хатӗр мар тесе шутланӑ. Рикардо вара мӗн тунӑ? Вӑл алла усман тата старейшинӑсем ҫине ҫилленсе ҫӳремен. Ун вырӑнне вӑл ырӑ хыпар ытларах сарма шут тытнӑ. Рикардо ҫапла калать: «Халӗ эпӗ ҫакна ӑнланатӑп: манӑн ытларах опыт пухмаллаччӗ. Ҫавӑнпа эпӗ чӑнлӑхпа кӑшт та пулин интересленнӗ ҫынсемпе яланах тепре тӗл пулса калаҫма тӑрӑшаттӑмччӗ. Тата вӗсемпе калаҫма та тӗплӗн хатӗрленеттӗмччӗ. Пӗр ҫынпа Библи вӗренме те пуҫларӑм. Вара опыт пухнӑ май эпӗ хӑюллӑрах пулса пытӑм». Халӗ Рикардо опытлӑ пионер тата вӑл пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫлет.

10. Пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑвас умӗн Давид мӗн тунӑ?

10 Халӗ вара Давидпа пӗррехинче мӗн пулса тухнине аса илер. Ҫакӑ Давид филистимлянсен ҫӗрӗнче пулнӑ чухне пулса иртнӗ. Вӑл хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле ҫапӑҫӑва кайсан вӗсен килӗсем ҫине тӑшмансем тапӑннӑ та ҫывӑх ҫыннисене тыткӑна илсе кайнӑ. Давид ҫав лару-тӑрура мӗн тунӑ? Вӑл эпӗ опытлӑ ҫар ҫынни, тыткӑна илсе кайнисене мӗнле ҫӑлмаллине пӗлетӗп тесе шутлама пултарнӑ. Анчах та вӑл хӑйӗн опычӗ ҫине шанман, Авиафар священник урлӑ вӑл Иеговӑран ҫапла ыйтнӑ: «Йӗрлесе каймалла-и манӑн ҫак эшкере?» Иегова вара ӑна: «Йӗрлесе кай, ҫитетӗн те туртса илетӗн»,— тесе хуравланӑ (1 Патш. 30:7—10). Яшсем, эсир Давидран мӗне вӗренме пултаратӑр?

Ҫамрӑк арҫын тӑвансен старейшинӑсемпе канашламалла (11-мӗш абзаца пӑхӑр)

11. Йышӑну тӑвас умӗн малтан мӗн тумалла?

11 Мӗнле те пулин йышӑну тӑвас умӗн ыттисенчен канаш ыйтӑр. Аҫу-аннӳпе калаҫса пӑхӑр. Тата эсир старейшинӑсенчен канаш ыйтма пултаратӑр. Иегова ҫак опытлӑ арҫын тӑвансене шанать, эсир те вӗсене шанма пултаратӑр. Иегова вӗсене пуху валли «парне» пек панӑ (Эф. 4:8, ҪТ). Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненсен тата вӗсем паракан канашсене итлесен эсир тӗрӗс йышӑнусем тума пултарӑр. Халӗ вара айтӑр Аса патша тӗслӗхне пӑхса тухар.

АСА ПАТША ТӖСЛӖХӖНЧЕН ВӖРЕНӖР

12. Патшана ларнӑ чухне Аса мӗнле ҫын пулнӑ?

12 Ҫамрӑк чухне Аса хӑйне кӗҫӗне хуракан тата хӑюллӑ ҫын пулнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Хӑйӗн ашшӗ, Авия, вырӑнне патшана ларсан вӑл ҫӗршыва йӗрӗхсенчен тасатма пуҫланӑ. Унсӑр пуҫне, Аса халӑха «ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шыраса тупма, Унӑн саккунӗпе Вӑл хушса хӑварнӑ йӗркесене пурӑнӑҫласа тӑма хушнӑ» (2 Ҫулс. 14:1—7). Иуда ҫине миллион ҫынран тӑракан эфиопсен ҫарӗ тапӑнсан вара Аса тӗрӗс йышӑну тунӑ — Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ун чухне вӑл ҫапла кӗлтунӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ мар-и вӑйлине е вӑйсӑррине пулӑшаканӗ? пулӑшсамччӗ пире, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: эпир Сана шанса тӑратпӑр». Ҫак сӑмахсенчен Аса Иегова хӑйӗн халӑхне ҫӑласса ҫирӗп ӗненни курӑнать. Аса хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне шаннӑ, вара Иегова «эфиопсене... ҫапса хуҫнӑ» (2 Ҫулс. 14:8—12).

13. Асӑпа мӗн пулса тухнӑ тата мӗншӗн?

13 Иуда ҫине миллион салтакран тӑракан ҫар тапӑнсан Аса питӗ кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнӗ. Анчах та вӑл Иеговӑна шаннӑ, ҫавӑнпа тӑшмана ҫӗнтернӗ. Шел пулин те, ҫӑмӑлтарах лару-тӑрура, хӑйне хирӗҫ Израиль патши Вааса вӑрҫӑпа тухсан, Аса Иеговӑран пулӑшу ыйтман, вӑл Сири патши ҫине шаннӑ. Ҫакӑ мӗнле ӑссӑрла йышӑну пулнӑ! Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑсем пулнӑ. Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине Иегова Анания пророк урлӑ ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Эсӗ Ҫӳлхуҫа Турруна шанмарӑн, Сири патшине шантӑн» (2 Ҫулс. 16:7, 9; 3 Патш. 15:32). Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, Асӑпа мӗн пулса тухни сире мӗне вӗрентет?

14. Иеговӑна шаннине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр тата, 1 Тимофей 4:12-мӗшӗ тӑрӑх, эсир Иеговӑна шансан пухури тӑвансем сирӗн ҫине мӗнле пӑхма пуҫлӗҫ?

14 Малалла та Иеговӑна шанӑр тата хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр. Шыва кӗнипе эсир Турра ӗненнине тата ӑна шаннине кӑтартнӑ. Иегова вара сире хаваспах хӑйӗн ҫемйине йышӑннӑ. Анчах сирӗн малалла та Иеговӑна шанса пурӑнмалла. Паллах, пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тунӑ чухне эпир яланах Иеговӑран пулӑшу ыйтатпӑр. Ытти чухне вара эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр? Вӑйӑ-кулӑ е ӗҫ суйланӑ чухне е тӗллевсем лартнӑ чухне эпир Иеговӑран пулӑшу ыйтатпӑр-и? Хӑвӑр ӑс-тӑн ҫине ан шанӑр. Хӑвӑра Библири мӗнле принципсем пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вара ҫав принципсемпе пурнӑҫра усӑ курма тӑрӑшӑр (Ытар. 3:5, 6). Ҫапла тусан эсир Иеговӑна савӑнтаратӑр, пухури тӑвансем те сире хисеплеме тата шанма пуҫлӗҫ. (1 Тимофей 4:12 вуласа парӑр.)

ИОСАФАТ ПАТША ТӖСЛӖХӖНЧЕН ВӖРЕНӖР

15. 2 Ҫулсеренхи 18:1—3 тата 19:2-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иосафат мӗнле йӑнӑшсем тунӑ?

15 Паллах, пурин те ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа пирӗнтен кашни вӑхӑтран вӑхӑта йӑнӑшсем тӑвать. Анчах та ҫакӑ сире Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлеме ан чӑрмантартӑр. Иосафат патша тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Унӑн нумай лайӑх ен пулнӑ. Ҫамрӑк чухнех «вӑл ашшӗн Туррине шыраса тупнӑ» тата «Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене уяса пурӑннӑ». Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн улпучӗсене Иуда хулисем тӑрӑх Иеговӑн законӗсене вӗрентсе ҫӳреме янӑ (2 Ҫулс. 17:4, 7). Анчах та Иосафат тӗрӗс мар йышӑнусем те тунӑ. Пӗррехинче Иеговӑн пӗр пророкӗ Иосафата ҫавӑншӑн сивленӗ те. (2 Ҫулсеренхи 18:1—3; 19:2 вуласа парӑр.) Иосафат тӗслӗхӗнчен эсир мӗне вӗренме пултаратӑр?

Ӗҫчен те яваплӑха туякан ҫамрӑк арҫын тӑвансене пухури тӑвансем хисеплеҫҫӗ тата шанаҫҫӗ (16-мӗш абзаца пӑхӑр)

16. Раджив тӗслӗхӗнчен эсир мӗне вӗренме пултаратӑр?

16 Хӑвӑра паракан канашсене итлӗр. Тен, сире те, ытти ҫамрӑксем пекех, Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хума йывӑр. Акӑ Раджив ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ. Хӑйӗн яшлӑхӗ пирки вӑл ҫапла калать: «Ун чухне ман нимле тӗллев те ҫукчӗ. Тантӑшсем пекех, эпӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем ҫинчен тата ырӑ хыпар сарасси ҫинчен мар, ытларах вӑйӑ-кулӑ тата спорт ҫинчен шутлаттӑмччӗ». Ҫакна пӗр старейшина сиснӗ, вара ӑна ыррӑн канаш панӑ. Раджив ҫапла аса илет: «Вӑл манпа 1 Тимофей 4:8-мӗшӗнчи принцип ҫинчен калаҫрӗ». Раджив ҫав старейшинӑн канашне итленӗ, вара пурнӑҫра мӗн чи пӗлтерӗшли пулни ҫинчен шутлама пуҫланӑ. «Эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлессине малти вырӑна хума шут тытрӑм,— тет Раджив.— Вара ҫав калаҫу хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен мана пулӑшакан ӗҫчен пулма лартрӗҫ».

ҪӲЛТИ АҪӐР СИРӖНПЕ МУХТАНТӐР

17. Иеговӑшӑн ӗҫлекен ҫамрӑк арҫын тӑвансем ҫине пухури тӑвансем мӗнле пӑхаҫҫӗ?

17 Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, пухури тӑвансем сире питӗ хаклаҫҫӗ, эсир вӗсемпе пӗрле Иеговӑшӑн «пӗр кӑмӑлпа» ӗҫлесе тӑратӑр вӗт (Соф. 3:9). Хӑвӑра шанса панӑ кирек хӑш ӗҫе те эсир хастаррӑн, чуна парса тунине курса вӗсем питӗ савӑнаҫҫӗ. Эсир пухура питӗ кирлӗ! (1 Иоанн 2:14).

18. Ытарӑшсем 27:11-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова хӑйӗн ҫамрӑк ӗҫлекенӗсем ҫине мӗнле пӑхать?

18 Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, Иегова хӑвӑра юратнине тата шаннине нихӑҫан та ан манӑр. Иегова юлашки кунсенче хӑйӗншӗн хастар ӗҫлесе тӑракан ҫамрӑксем питӗ нумай пулӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ (Пс. 110:1—3, ҪТ). Вӑл эсир ӑна юратнине тата уншӑн чунтан ӗҫлесе тӑнине пӗлет. Эсир вара ыттисемпе чӑтӑмлӑ пулӑр тата хӑвӑртан та ытлашшине ан кӗтӗр. Йӑнӑш тусан вара хӑвӑра панӑ канашсене итлӗр тата улшӑнма тӑрӑшӑр. Ҫав канашсем Иеговӑран пулнине асра тытӑр (Евр. 12:6). Хӑвӑра шанса панӑ кирек мӗнле ӗҫе те тӑрӑшсах туса тӑрӑр. Пуринчен ытла вара хӑвӑрӑн ҫӳлти Аҫӑра савӑнтарма тӑрӑшӑр, вара вӑл сирӗнпе мухтанӗ. (Ытарӑшсем 27:11 вуласа парӑр.)

135-МӖШ ЮРӐ Иегова чӗререн чӗнет: «Ывӑлӑм, ӑслӑ пул»

^ 5 абз. Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн ҫамрӑк арҫын тӑвансем Иеговӑшӑн ытларах та ытларах тӑвасшӑн. Пулӑшакан ӗҫчен пулас тесен вӗсен шанӑҫа тивӗҫлӗ пулмалла. Хӑйсене пухури тӑвансем хисеплеччӗр тата шанччӑр тесен вара ҫамрӑк тӑвансем мӗн тума пултараҫҫӗ?

^ 9 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.