Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

42-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хӑвӑр чӑнлӑх тупни пирки ан иккӗленӗр

Хӑвӑр чӑнлӑх тупни пирки ан иккӗленӗр

«Пурне те сӑнаса пӑхӑр, ыррине тытса тӑрӑр» (1 ФЕС. 5:21).

142-МӖШ ЮРӐ Хамӑр шанчӑка ҫирӗп тытар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Ҫынсене мӗн аптратса ӳкерет?

ХАЛЬХИ вӑхӑтра нумай ҫын хӑйсем пирки христиансем теҫҫӗ тата Турра тӗрӗс пуҫҫапатпӑр теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: «Турӑ пӗр тӗне кӑна ырлать-и е уншӑн ҫын мӗнле тӗне тытса тӑни пурпӗрех-и?» Хуравне пӗлменрен ҫынсем аптраса ӳкеҫҫӗ. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Мӗншӗн эпир, Иегова Свидетелӗсем, Турра тӗрӗс пуҫҫапни пирки тата Турӑ вӗсене ырлани пирки иккӗленместпӗр? Айтӑр темиҫе ҫирӗплетӳ пӑхса тухар.

2. Мӗншӗн Павел хӑй чӑнлӑх тупни пирки иккӗленмен? (1 Фессалоника 1:5).

2 Павел апостол хӑй чӑнлӑха пӗлни пирки иккӗленмен. (1 Фессалоника 1:5 вуласа парӑр.) Павел Турӑ Ҫырӑвне тӗпченӗ тата ӑна Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине ӗненнӗ (2 Тим. 3:16). Ҫавӑнпа та вӑл хӑйне чӑнлӑх килӗшнӗрен ҫеҫ ӗненнӗ тесе калаймӑн. Тӗпченине пула Павел Иисус Мессия пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем тупнӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем вара ҫав ҫирӗплетӳсем ҫине куҫ хупнӑ. Вӗсем икӗпитлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен хӑйсем пирки Туррӑн ӗҫлекенӗсем тенӗ ҫӗртех Турра юрӑхлӑ пурӑнман (Тит 1:16). Павел вара Турӑ Сӑмахӗ ҫине урӑхла пӑхнӑ. Вӑл «куна ӗненетӗп, куна ӗненместӗп» тесе суйласа тӑман. Вӑл Туррӑн пур ирӗкне пӗлтерме тӑрӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 20:27).

3. Хамӑрӑн пур ыйту ҫине те хурав тупмасан та чӑнлӑх тупрӑмӑр тесе ҫирӗппӗн калама пулать-и? (« Иеговӑн ӗҫӗсен тата шухӑшӗсен „имӗ-сумӗ те ҫук“» рамкӑна та пӑхӑр.)

3 Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсен пур ыйтӑвӗ ҫине те хуравсем тупасшӑн. Вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине Библи уҫҫӑн хуравламасть пулсан та вӗсем шутланӑ тӑрӑх, чӑн тӗнре ҫав ыйтусем ҫине хуравсем пулмалла. Анчах та ҫакӑн пек шутлани тӗрӗс-ши? Павел апостол тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл тӑвансене «пурне те сӑнаса пӑхӑр» тенӗ (1 Фес. 5:21). Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй пурне те пӗлме пултарайманнине ӑнланнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпир кӑшт анчах пӗлетпӗр... Халӗ эпир уҫҫӑн курмастпӑр, тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек анчах тӗшмӗртетпӗр» (1 Кор. 13:9, 12). Эпир те, Павел пекех, пурне те пӗлместпӗр. Анчах та Павел тӗп вӗрентӳсене ҫеҫ пӗлнӗ пулсан та, хӑй чӑнлӑх тупни пирки пӗртте иккӗленмен.

4. Хамӑр чӑнлӑх тупнине мӗн ҫирӗплетсе пама пултарать тата ҫак статьяра эпир чӑн христиансем ҫинчен мӗн пӗлӗпӗр?

4 Чӑнлӑх тупни пирки иккӗленес мар тесен мӗн тумалла? Айтӑр Иегова Свидетелӗсем мӗне вӗрентнине тата мӗнле пурӑннине Иисус Христосӑн тӗслӗхӗпе танлаштарар. Ҫак статьяра эпир чӑн христиансем мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӑхса тухӑпӑр. Вӗсем: 1) йӗрӗхсене пуҫҫапмаҫҫӗ; 2) Туррӑн ятне, Иегова ятне, хисеплеҫҫӗ; 3) чӑнлӑха юратаҫҫӗ тата 4) пӗр-пӗрне хытӑ юратаҫҫӗ.

ЭПИР ЙӖРӖХСЕНЕ ПУҪҪАПМАСТПӐР

5. Иисус пуҫҫапас тӗлӗшрен мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ тата пирӗн мӗн тумалла?

5 Иисус Иеговӑна питӗ хытӑ юратать, ҫавӑнпа та пӗлӗтре пулнӑ чухне те, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне те ӑна ҫеҫ пуҫҫапнӑ (Лука 4:8). Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене те Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапма вӗрентнӗ. Иисус та, унӑн вӗренекенӗсем те, Турра пуҫҫапнӑ чухне йӗрӗхсемпе усӑ курман. Турӑ вӑл сывлӑш тата ӑна никам та курма пултараймасть, ҫавӑнпа та ҫын тунӑ нимӗнле япала та ӑна сӑнласа пама пултараймасть (Ис. 46:5). «Святойсем» пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсен ӳкерчӗкӗсене туса вӗсене кӗлтума юрать-и? Турӑ ҫапла ӳкӗтлесе каланӑ: «Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн паллине-сӑнне, кӗлеткине ан ту; вӗсене ан пуҫҫап» (Тух. 20:4, 5). Кам Турра юраса пурӑнасшӑн, ҫавсем ҫак ӳкӗте итлеҫҫӗ.

6. Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен Иегова Свидетелӗсем камран тӗслӗх илеҫҫӗ?

6 Историксем каланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Турра ҫеҫ пуҫҫапнӑ. Христиансен чиркӗвӗн историйӗ ҫинчен калакан кӗнекере ҫырнӑ тӑрӑх, малтанхи христиансене Турра пуҫҫапмалли вырӑнта йӗрӗхсене лартма сӗнни те йӗрӗнтернӗ пулӗччӗ (History of the Christian Church). Иегова Свидетелӗсем те йӗрӗхсем ҫине вӗсем пӑхнӑ пекех пӑхаҫҫӗ. Эпир «святойсене» те, ангелсене те, Иисус Христоса та кӗлтумастпӑр. Тата эпир тӑван ҫӗршыва мухтамастпӑр тата патшалӑх символӗсене чысламастпӑр. Ҫакна пула йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ пулин те, эпир Иисусӑн ҫак сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр: «Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» (Матф. 4:10).

7. Иегова Свидетелӗсем ытти тӗнсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

7 Хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ тӗнсенче хавхалануллӑн тата хитре калаҫакан вӗрентекенсем пур. Вӗсене итлеме нумай ҫын пуҫтарӑнать тата ҫынсем вӗсем мӗн каланине ҫӑвар карсах итлеҫҫӗ. Чиркӗве ҫӳрекенсем ҫав вӗрентекенсене нумай укҫа параҫҫӗ, вӗсен кӗнекисене илсе пӗтереҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем вӗсене турӑ вырӑннех хураҫҫӗ. Ҫынсем вӗсен кашни сӑмахнех ӗненеҫҫӗ тата вӗсене курсан питӗ хӗпӗртеҫҫӗ, Христоса курас пулсан вӗсем ҫавӑн пек хӗпӗртемен пулӗччӗҫ пуль. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем вара хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ? Эпир яваплӑ арҫын тӑвансене хисеплетпӗр пулсан та вӗсем хыҫҫӑн каймастпӑр, мӗншӗн тесен Иисус тӳррӗн: «Эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр»,— тенӗ (Матф. 23:8—10). Эпир нимӗнле ҫынна та, ҫав шутрах политика е тӗн пуҫлӑхӗсене те, турӑ вырӑнне хумастпӑр тата вӗсем майлӑ тӑмастпӑр. Эпир нейтралитет тытса тӑратпӑр тата тӗнчери ӗҫсене явӑҫмастпӑр. Ҫавна пула эпир ҫак тӗнчери христиансен тӗнӗсенчен уйрӑлса тӑратпӑр (Иоанн 18:36).

ЭПИР ИЕГОВӐН ЯТНЕ ХИСЕПЛЕТПӖР

Чӑн христиансем ыттисене Иегова ҫинчен каласа параҫҫӗ тата ҫакӑ пысӑк чыс тесе шутлаҫҫӗ (8—10 абзацсене пӑхӑр) *

8. Иегова хӑйӗн ятне мухтава кӑларасшӑн тата ыттисене пӗлтересшӗн пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

8 Пӗррехинче Иисус: «Эй Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» — тесе кӗлтунӑ. Вара тӳперен: «Мухтава кӑлартӑм, татах та мухтавлӑп»,— тени илтӗннӗ (Иоанн 12:28). Иисус пурнӑҫ тӑршшӗпех Иеговӑн ятне мухтанӑ (Иоанн 17:26). Апла пулсан, чӑн христиансен Турӑ ячӗпе усӑ курмалла, ун ҫинчен ыттисене каласа памалла тата ҫакна пысӑк чыс тесе шутламалла.

9. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Турӑ ятне хисепленине мӗнле кӑтартнӑ?

9 Библире «Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсенчен Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑх тума малтанах» шутласа хунӑ тесе ҫырнӑ (Ап. ӗҫ. 15:14). Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансен пухӑвӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иегова хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтри христиансем пурне те Туррӑн ятне пӗлтернӗ. Тата вӗсем каярахпа Библие кӗнӗ кӗнекесене ҫырнӑ чухне Иегова ячӗпе усӑ курнӑ *. Ҫапла вара вӗсем хӑйсем Турӑ ячӗпе хисепленекен халӑх пулнине кӑтартнӑ (Ап. ӗҫ. 2:14, 21).

10. Иегова Свидетелӗсем Турӑ ячӗпе хисепленекен халӑх пулнине мӗн кӑтартса парать?

10 Иегова Свидетелӗсем пирки Турӑ ячӗпе хисепленекен халӑх теме пулать-и? Айтӑр фактсене пӑхса тухар. Тӗн пуҫлӑхӗсем ҫынсенчен Туррӑн ятне пытараҫҫӗ. Вӗсем Библи куҫарӑвӗсенчен Иегова ятне кӑларса пӑрахаҫҫӗ тата хӑш-пӗр чухне службӑсенче Туррӑн ячӗпе усӑ курма чараҫҫӗ *. Иегова Свидетелӗсем вара Иегова ятне чун-чӗререн хисеплеҫҫӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Вӗсем Туррӑн ятне пурте пӗлччӗр тесе пуринчен те ытларах тӑрӑшаҫҫӗ. Ахальтен мар вӗсене Иегова Свидетелӗсем теҫҫӗ (Ис. 43:10—12). Тата эпир Библин «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» Турӑ ятне вӑл унччен ӑҫта пулнӑ, ҫавӑнта лартнӑ. Ҫак Библин 240 миллион ытла экземплярне пичетлесе кӑларнӑ ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне, эпир пирӗн публикацисенче те Иегова ячӗпе усӑ куратпӑр. Ҫав публикацисем 1 000 ытла чӗлхепе тухса тӑраҫҫӗ.

ЭПИР ЧӐНЛӐХА ЮРАТАТПӐР

11. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем чӑнлӑха юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

11 Иисус Турӑ ҫинчен тата унӑн ирӗкӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха юратнӑ. Вӑл хӑй те чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн пурӑннӑ, ыттисене те чӑнлӑха каласа панӑ (Иоанн 18:37). Иисусӑн вӗренекенӗсем те чӑнлӑха юратнӑ (Иоанн 4:23, 24). Петр апостол христиан тӗнӗ ҫинчен «чӑнлӑх ҫулӗ» тенӗ (2 Петр 2:2). Христиансем чӑнлӑха юратнӑран унпа мӗн килӗшсе тӑмасть, ҫавна пурне те, сӑмахран, суя тӗн вӗрентӗвӗсене, йӑла-йӗркесене тата хӑйсен шухӑшӗсене, сирсе янӑ (Кол. 2:8). Хальхи вӑхӑтра та Туррӑн ӗҫлекенӗсем «чӑнлӑх ҫулӗпе» пыраҫҫӗ (3 Иоанн 3, 4).

12. Пӗр-пӗр чӑнлӑха тӗрӗс мар ӑнлантарса панине ӑнланса илсен Ертсе пыракан советри тӑвансем мӗн тӑваҫҫӗ тата мӗншӗн?

12 Туррӑн ӗҫлекенӗсем «эпир Библире мӗн ҫырнине пӗтӗмпех ӑнланатпӑр» тесе каламаҫҫӗ. Вӗсен те пӗр-пӗр чӑнлӑха тӗрӗс мар ӑнлантарса пани тата организацире тӗрӗс мар йышӑнусем туни пулкалать. Ҫакӑ пире тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Библире каланӑ тӑрӑх, вӑхӑт иртнӗҫемӗн Турӑ халӑхӗ чӑнлӑха лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пырӗ (Кол. 1:9, 10). Чӑнлӑх ҫутти майӗпен ҫуталса пырать, ҫавӑнпа пирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла (Ытар. 4:18). Хӑш-пӗр чухне Ертсе пыракан советри тӑвансем хӑйсем пӗр-пӗр чӑнлӑха тӗрӗс мар ӑнлантарса панине ӑнланса илеҫҫӗ. Вара тӳрех ҫав чӑнлӑха ҫӗнӗрен ӑнлантарса параҫҫӗ. Тӗрлӗ тӗнсем те хӑйсен вӗрентӗвӗсене улӑштараҫҫӗ. Анчах та ҫакна вӗсем хӑйсем патне ҫӳрекен ҫынсене юрас тесе е тӗнчерен уйрӑлса тӑрас мар тесе тӑваҫҫӗ. Туррӑн халӑхӗ вара улшӑнусем тӑвасса та, Турра юрас тесе тата чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн пуҫҫапас тесе улшӑнусем тӑвать (Иак. 4:4). Тата вӗсем ҫынсене юрас тесе мар, чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланнӑран улшӑнусем кӗртеҫҫӗ. Чӑнах та, эпир чӑнлӑха юрататпӑр (1 Фес. 2:3, 4).

ЭПИР ПӖР-ПӖРНЕ ХЫТӐ ЮРАТАТПӐР

13. Мӗнле паха ене пула чӑн христиансем ыттисенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ тата Иегова Свидетелӗсем ҫак ене мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

13 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пӗр-пӗрне хытӑ юратнӑ. Ҫакӑнпа вӗсем ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ. Иисус: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ»,— тенӗ (Иоанн 13:34, 35). Хальхи вӑхӑтра та юрату пӗтӗм тӗнчери Иегова Свидетелӗсене пӗрлештерет. Эпир ҫын хӑш халӑхран, хӑш ҫӗршывран пулнине, вӑл чухӑн е пуян пулнине пӑхмастпӑр, пурне те юрататпӑр. Ҫакна пула Иеговӑн халӑхӗ ытти тӗнсенчен уйрӑлса тӑрать. Эпир пӗр-пӗрне юратни уйрӑмах тӗлпулусенче тата конгрессенче курӑнать. Ҫакӑ Турӑ пире ырланине кӑтартса парать.

14. Колоссӑ 3:12—14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпир пӗр-пӗрне хытӑ юратни ӑҫтан курӑнать?

14 Библире ҫапла чӗнсе каланӑ: «Пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса пурӑнӑр» (1 Петр 4:8). Тӑвансене юратнӑран эпир вӗсене каҫаратпӑр тата вӗсен ҫитменлӗхӗсем ҫине пӑхмастпӑр. Тата эпир пуринпе те, ҫав шутрах хамӑра кӳрентернӗ тӑвансемпе те, уҫӑ кӑмӑллӑ тата ырӑ пулма тӑрӑшатпӑр. (Колоссӑ 3:12—14 вуласа парӑр.) Юрату пире пӗрлештерет, ҫакӑ вара эпир чӑн христиансем пулнине ҫирӗплетсе парать.

ПӖР ТӖН

15. Эпир пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех Турра пуҫҫапнине тата мӗн ҫирӗплетсе парать?

15 Эпир пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех Турра пуҫҫапнине тата мӗн ҫирӗплетсе парать? Сӑмахран, эпир пухура апостолсем хунӑ йӗркене тытса тӑратпӑр: пирӗн район надзирателӗсем, старейшинӑсем тата пулӑшакан ӗҫченсем пур (Флп. 1:1; Тит 1:5). Эпир те ар хутшӑнӑвӗ ҫине, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине тата юн ҫине малтанхи христиансем пӑхнӑ пек пӑхатпӑр. Тата эпир пӗрремӗш ӗмӗрти пекех, ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен христиансенчен пухӑва хӳтӗлетпӗр (Ап. ӗҫ. 15:28, 29; 1 Кор. 5:11—13; 6:9, 10; Евр. 13:4).

16. Эфес 4:4—6 сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗн пӗлетпӗр?

16 Нумай ҫын хӑйсем пирки Иисусӑн вӗренекенӗсем теҫҫӗ, хӑйсем вара вӑл вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ. Ҫапла пуласса Иисус малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Матф. 7:21—23). Тата Библире юлашки кунсенче нумай ҫын «ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнӗҫ те — хӑйсем вара тӳрӗлӗхрен хӑпӗҫ» тенӗ (2 Тим. 3:1, 5). Тата унта Турӑ пӗр тӗне ҫеҫ ырлать тесе каланӑ. (Эфес 4:4—6 вуласа парӑр.)

17. Кам хальхи вӑхӑтра Турра Христос пекех пуҫҫапать тата пӗртен-пӗр чӑн тӗне тытса тӑрать?

17 Хальхи вӑхӑтра пӗртен-пӗр чӑн тӗне кам тытса тӑрать? Кам Иисус Христос пек тата пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пек Турра пуҫҫапать? Иегова Свидетелӗсем. Ҫакна ҫак статьяри фактсем ҫирӗплетсе пачӗҫ. Турӑ халӑхӗ хушшинче пулма, Турӑ ҫинчен тата унӑн ирӗкӗ ҫинчен чӑнлӑха пӗлме пирӗншӗн пысӑк чыс. Айтӑр малалла та пӗр иккӗленмесӗр чӑнлӑхра ҫирӗп тӑрар!

3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх

^ 5 абз. Иисус Христос Турра мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмаллине кӑтартса хӑварнӑ. Ҫак статьяра эпир пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Христос пекех Турра пуҫҫапнине курӑпӑр. Тата хальхи вӑхӑтра та Иегова Свидетелӗсем Турра ҫавӑн пекех пуҫҫапнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем пӑхса тухӑпӑр.

^ 9 абз. 2010 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал Башнинчи» (выр.) «Употребляли ли первые христиане имя Бога?» рамкӑна пӑхӑр, 6-мӗш страница.

^ 10 абз. Сӑмахран, 2008 ҫулта Рим папи XVI Бенедикт епископсене службӑсенче, юрӑ юрланӑ чухне тата кӗлтунӑ чухне Турӑ ятне калама юрамасть тенӗ.

^ 63 абз. ӲКЕРЧӖК. Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем Библие хӑйсен тӑван чӗлхипе вулама пултарччӑр тесе Иеговӑн организацийӗ Библин «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» 200 ытла чӗлхепе кӑларнӑ. Ҫак куҫарура Туррӑн ячӗпе усӑ курнӑ.