Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫӗр ҫул каялла. 1921 ҫул

Ҫӗр ҫул каялла. 1921 ҫул

1921 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» Библи Тӗпчекенсене ҫапла ыйту панӑ пулнӑ: «Кӑҫал пирӗн мӗн тумалла?» Ҫак ыйту ҫине Исаия 61:1-мӗшпе 2-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсемпе хуравланӑ пулнӑ: «Мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ... Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ». Ҫак сӑмахсем Библи Тӗпчекенсене ырӑ хыпар сармаллине аса илтернӗ.

ХӐЮЛЛӐ ХЫПАРҪӐСЕМ

Хӑйсене хушнӑ ӗҫе тӑвас тесен Библи Тӗпчекенсен питӗ хӑюллӑ пулмалла пулнӑ. Мӗншӗн тесен вӗсен «мӗскӗнсене ырӑ хыпар» сарассисӗр пуҫне усал ҫынсене «тавӑру кунӗ» ҫитесси пирки те пӗлтермелле пулнӑ.

Канадӑри Джон Хоскин арҫын тӑван питӗ хӑюллӑ хыпарҫӑ пулнӑ. 1921 ҫулта, ҫуркунне, вӑл ырӑ хыпар сарнӑ чухне методистсен чиркӗвӗнче ӗҫлекене тӗл пулнӑ. Джон ӑна ҫапла каланӑ: «Айтӑр лӑпкӑн Библи ҫинчен калаҫса илер. Мӗнле те пулин ыйту пирки пӗр-пӗринпе килӗшмесен ыррӑн сывпуллашӑпӑр». Анчах ҫав ҫын тарӑхса кайнӑ. Джон тӑван ҫапла аса илет: «Эпир пӗр-ик минут та калаҫаймарӑмӑр — вӑл алӑкне хупрӗ. Вӑл алӑка ытла хытӑ шаплаттарса хупнӑран алӑк ҫинчи кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлсе каять пуль терӗм».

«Христианин пулманнисемпе кайса калаҫ»,— тесе кӑшкӑрчӗ ҫав арҫын. Джон ӑна нимӗн те хуравламан, анчах хӑй ӑшӗнче: «Эпӗ шӑпах ҫавӑн пек ҫынпа калаҫрӑм та ӗнтӗ»,— тесе шутланӑ.

Методистсен чиркӗвӗнче ӗҫлекен ҫын ҫакӑнпа ҫеҫ ҫырлахман. Джон каланӑ тӑрӑх, тепӗр кунне хӑйӗн чиркӗвӗнче проповедь каланӑ чухне вӑл ҫынсене Джон пирки ултавҫӑ тата ӑна пӗрсе вӗлермелле тесе каланӑ. Ҫапах та Джон хӑраса ӳкмен. Вӑл малалла та хастаррӑн ырӑ хыпар сарнӑ тата унӑн ӗҫӗ ӑнса пынӑ. Ҫав вӑхӑт пирки Джон ҫапла каланӑ: «Ырӑ хыпар сарни мана нумай савӑнӑҫ паратчӗ. Хӑш-пӗр ҫынсем „сана Турӑ янӑ“ тесе те калатчӗҫ. Вӗсем пулӑшу та сӗнетчӗҫ».

ХАРПӐР ХӐЙ ТӖЛЛӖН ТАТА ҪЕМЬЕПЕ ПӖРЛЕ БИБЛИ ВӖРЕННИ

Библие лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе Библи Тӗпчекенсем «Ылтӑн ӗмӗр» * журналта тӗрлӗ ярӑмсем пичетленӗ. Сӑмахран, «Библие тӗпчекен ҫамрӑксем» ярӑм ашшӗ-амӑшӗсене ачисене вӗрентме пулӑшнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене унта ҫырса хунӑ ыйтусене панӑ та хуравне Библире тупма пулӑшнӑ. Хӑш-пӗр ыйтусем ҫӑмӑл пулнӑ, сӑмахран: «Библире миҫе кӗнеке?» Теприсем вара, ҫакӑн евӗрлисем: «Кашни христианина хӗсӗрлӗҫ-и?», ҫамрӑксене хӑюллӑ хыпарҫӑсем пулма пулӑшнӑ.

Унсӑр пуҫне, Библие тарӑнрах тӗпчес текенсем валли ятарлӑ рубрика пичетленӗ пулнӑ. Унта «Ҫырӑва тӗпчени» кӗнекен пӗрремӗш томӗнче сӳтсе явнӑ хӑш-пӗр темӑсене илсе панӑ пулнӑ. Ҫак рубрикӑсем пин-пин вулакана усӑ панӑ. Ҫавах та 1921 ҫулхи декабрӗн 21-мӗшӗнче тухнӑ «Ылтӑн ӗмӗр» журналӑн кӑларӑмӗнче ҫак рубрикӑсене текех пичетлемӗҫ тесе пӗлтернӗ. Мӗншӗн?

ҪӖНӖ КӖНЕКЕ!

«Туррӑн арфи» кӗнеке

Хӑш страницӑсене вуламаллине кӑтартакан карточка

Ыйтусем ҫырса хунӑ карточка

Арҫын тӑвансем кам чӑнлӑхпа интересленет, ҫавсемпе темӑсем тӑрӑх Библие вӗренмеллине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа 1921 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче «Туррӑн арфи» кӗнекене кӑларнӑ. Ҫын ҫак кӗнекене илсен харпӑр хӑй тӗллӗн Библи вӗренмелли программа тӑрӑх вӗренме пуҫланӑ. Ҫапла вара вӑл Турӑ ҫынсем валли мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлме пултарнӑ. Ҫав кӗнекепе мӗнле вӗреннӗ-ха?

Ҫынна кӗнекепе пӗрле карточка панӑ. Унта вара хӑш страницӑсене вуламаллине ҫырса хунӑ пулнӑ. Эрне иртсен вӗренекене почтӑпа тепӗр карточка ярса панӑ. Ҫав карточка ҫине вуланӑ материалпа ҫыхӑннӑ ыйтусене тата тепӗр эрнере хӑш-хӑш страницӑсене вуламаллине ҫырса хунӑ пулнӑ.

Ҫак программа тӑрӑх 12 эрне вӗренмелле пулнӑ. Вырӑнти Библи Тӗпчекенсен кружокӗ (ун чухне пухусене ҫапла каланӑ) вӗренекенсене кашни эрнере ҫӗнӗ карточкӑсем ярса тӑнӑ. Ытларах чухне карточкӑсене ватӑ тӑвансем тата сывлӑх япӑх пулнине пула килтен киле ҫӳреме пултарайман тӑвансем ярса тӑнӑ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Анна Гарднер тӑван ҫапла аса илнӗ: «Ман аппа Тейл инвалидчӗ, анчах та „Туррӑн арфи“ кӗнекене пула вӑл Иеговӑшӑн ытларах тума пултаратчӗ. Вӑл вӗренекенсене ыйтусем ҫырса хунӑ карточкӑсене ярса паратчӗ». Библи вӗренмелли программа тӑрӑх вӗренсе пӗтерсен вӗренекене Библие лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе ун патне пӗр-пӗр Библи Тӗпчекенӗ кайнӑ.

Тейл Гарднер инвалид креслинче

ӖҪ НУМАЙЛАНСА ПЫРАТЬ

1921 ҫул вӗҫӗнче Рутерфорд тӑван Библи Тӗпчекенсен пур кружокне те ҫыру янӑ. Ҫырура вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ытти ҫулсемпе танлаштарсан, кӑҫал ырӑ хыпар анлӑрах сарӑлнӑ тата эпир ытларах ҫынна Библири чӑнлӑха пӗлме пулӑшрӑмӑр». Рутерфорд тӑвансене малалла та ҫапла хастар пулма хавхалантарнӑ: «Ӗҫӗ татах та нумай. Ыттисене те хӑвӑрпа пӗрле ҫак сӑваплӑ ӗҫе тума чӗнӗр». Библи Тӗпчекенсем ҫак сӑмахсене итленӗ. Вара 1922 ҫулта вӗсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара тата хӑюллӑрах та хастарлӑрах пӗлтернӗ.

^ 9 абз. 1937 ҫулта «Ылтӑн ӗмӗр» журнала «Йӑпату» тесе ят панӑ, 1946 ҫулта — «Вӑранӑр!» тесе ят панӑ.