Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

35-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ватӑ тӑвансене хаклӑр

Ватӑ тӑвансене хаклӑр

«Ватӑсенӗн илемӗ — кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ» (ЫТАР. 20:29).

138-МӖШ ЮРӐ Кӑвакарнӑ ҫӳҫ — ваттисен илемӗ

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. а) Ытарӑшсем 20:29-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн ватӑ тӑвансем ҫине мӗнле пӑхмалла? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ПӖРЛЕШӲЛЛӖ Штатсенчи пӗр наци паркӗнче алмазсем тупма пулать. Хӑш-пӗр алмазсем ҫӗр ҫинчех выртаҫҫӗ. Анчах та вӗсене якатса илемлетмен, ҫавӑнпа нумайӑшӗ вӗсем хаклӑ йышши чулсем пулнине ӑнланмасӑрах иртсе каяҫҫӗ.

2 Турра шанчӑклӑ ватӑ тӑвансене ҫавӑн евӗрлӗ алмазсемпе танлаштарма пулать. Эпир вӗсене питӗ хаклатпӑр. Турӑ Сӑмахӗнче вӗсен кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ илемлӗ тенӗ (Ытар. 16:31; Ытарӑшсем 20:29 вуласа парӑр). Анчах та хӑш-пӗр чухне ватӑ тӑвансене тивӗҫлипе хакламаҫҫӗ. Эпир вара вӗсен илемне курма тӑрӑшсан, вӗсене хаклама вӗренсен, чӑннипе хаклӑ мул тупатпӑр. Эпир ҫак статьяра виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: мӗншӗн Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ватӑ ӗҫлекенӗсене хаклать? Ватӑ тӑвансем Иеговӑн организацийӗнче мӗнле вырӑн йышӑнаҫҫӗ? Вӗсенчен вӗренес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

МӖНШӖН ИЕГОВА ХӐЙӖН ВАТӐ ӖҪЛЕКЕНӖСЕНЕ ХАКЛАТЬ?

Турра шанчӑклӑ ватӑ тӑвансене Иегова та, пухури тӑвансем те питӗ хаклаҫҫӗ (3-мӗш абзаца пӑхӑр)

3. Псалом 91:13—16 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова ватӑ тӑвансене мӗншӗн хаклать?

3 Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ватӑ ӗҫлекенӗсене питӗ хаклать. Вӑл вӗсен лайӑх енӗсене, вӗсем мӗнлерех ҫын пулнине питӗ лайӑх пӗлет. Хӑйӗншӗн пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпех шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ ватӑ тӑвансем ҫамрӑксене вӗрентни Иеговӑна питӗ килӗшет (Иов 12:12; Ытар. 1:1—4). Тата Иегова ватӑ тӑвансене хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн юратать (Мал. 3:16). Вӗсем пурнӑҫра нумай хура-шур курнӑ пулсан та вӗсен ӗненӗвӗ хавшаман. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ватӑ тӑвансем Иегова хӑй сӑмах панисене пурнӑҫласса хытӑрах та хытӑрах ӗненеҫҫӗ. Тата вӗсем ватлӑх кунӗсенче те хӑйӗн ячӗ ҫинчен ыттисене пӗлтерсе тӑнишӗн Иегова ҫав тӑвансене хаклать. (Псалом 91:13—16 вуласа парӑр.)

4. Ватӑ тӑвансене мӗн йӑпатма пултарать?

4 Ватӑ тӑвансем, ан иккӗленӗр: Иегова эсир уншӑн мӗн тунине асра тытать (Евр. 6:10). Эсир хастаррӑн ырӑ хыпар сарни ӑна питӗ савӑнтарать. Сирӗн нумай тӳсме тивнӗ, анчах нимӗнле йывӑрлӑх та сире ураран ӳкермен. Эсир нумай ҫул хушши ӗнтӗ Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑнатӑр. Тата эсир Иеговӑн организацийӗнче хӑвӑра шанса панӑ ӗҫсене туса тӑнӑ, ыттисене те вӗрентнӗ. Организацинче улшӑнусем пулса иртсен те эсир яланах итлесе, пӑхӑнса тӑнӑ. Тата Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенсене пулӑшса, хавхалантарса тӑнӑ. Эсир шанчӑклӑ пулнӑшӑн Иегова сире питӗ хытӑ юратать тата Библи урлӑ сире нихӑҫан та пӑрахмасть тесе шантарать (Пс. 36:28). Вӑл юратса «сире ҫӳҫӗр шураличченех... йӑтса ҫӳрӗп» тесе калать (Ис. 46:4). Ҫавӑнпа та хӑвӑр халӗ организацинче кирлех мар тесе ан шутлӑр, мӗншӗн тесен Иегова сире хаклать.

ВАТӐ ТӐВАНСЕМ ИЕГОВӐН ОРГАНИЗАЦИЙӖНЧЕ ПӖЛТЕРӖШЛӖ ВЫРӐН ЙЫШӐНАҪҪӖ

5. Ватӑ тӑвансен мӗн асра тытмалла?

5 Ватӑ тӑвансем Иеговӑн организацийӗнче нумай тума пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫамрӑк чухнехи пекех вӑйлӑ мар пулсан та, ҫулсем хушшинче вӗсен опыт пухӑннӑ. Иегова халӗ те вӗсене тӗрлӗ ӗҫсем шанса парать. Ҫакна авалхи вӑхӑтри тата хальхи вӑхӑтри Туррӑн ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем кӑтартса параҫҫӗ.

6, 7. Турӑ пилленӗ ватӑ ҫынсен тӗслӗхӗсене каласа парӑр.

6 Библире ватӑлсан та Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем нумай. Сӑмахран, Иегова Моисее, лешӗ 80-сенче пулнӑ чухне, пророк пулма тата Израиль халӑхне ертсе пыма лартнӑ. 90-ран иртнӗ Даниила та Иегова хӑйӗн приговорӗсене пӗлтерме хушнӑ. Иоанн апостол та Иегова хӑйне Ӳлӗмхи кӗнекене ҫырма хавхалантарнӑ чухне 90-ран иртнӗ пулнӑ.

7 Туррӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен Библире нумаях ҫырман. Библи вуланӑ чухне вӗсене асӑрхамасан та пулать, анчах Иегова вӗсене асӑрханӑ кӑна мар, вӑл вӗсене пилленӗ. Сӑмахран, Библире «тӳрӗ, таса пурӑнӑҫлӑ Симеон» пирки пӗрре кӑна асӑннӑ. Иегова вара ҫав ҫынна питӗ лайӑх пӗлнӗ тата ӑна пысӑк чыс тунӑ — Симеон пӗчӗк Иисуса курнӑ тата ун ҫинчен те, унӑн амӑшӗ ҫинчен те пророкла сӑмахсем каланӑ (Лука 2:22, 25—35). Анна ятлӑ хӗрарӑм пророка та аса илер. Унӑн упӑшки вилнӗ пулнӑ. Вӑл 84 ҫулта пулнӑ пулсан та «Турӑ Ҫуртӗнчен пӗр каймасӑр» Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Халӗ эпир ун пирки вӑл тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳрет тенӗ пулӑттӑмӑр. Иегова Аннӑна хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑшӑн пилленӗ — вӑл та пӗчӗк Иисуса курнӑ. Паллах, Иегова Симеона та, Аннӑна та питӗ хакланӑ (Лука 2:36—38).

80-ран иртнӗ Лоис Дидур халӗ те Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрать (8-мӗш абзаца пӑхӑр)

8, 9. Упӑшки вилнӗ хӗрарӑм тӑвансем пухури тӑвансене мӗнле тӗслӗх кӑтартма пултараҫҫӗ?

8 Хальхи вӑхӑтри ватӑ тӑвансем те ҫамрӑкрах тӑвансене лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Лоис Дидур тӗслӗхне пӑхса тухар. 21 ҫулта пулнӑ чухнех вӑл Канадӑра ятарлӑ пионер пулса тӑнӑ. Кайран вӗсем упӑшкипе пӗрле, Джонпа, нумай ҫул хушши ҫулҫӳрекен надзирателӗн ӗҫне туса тӑнӑ. Унтан 20 ҫул ытла Канадӑри Вефильте ӗҫленӗ. Лоис 58 ҫула ҫитсен вӗсене Джонпа Украинӑна куҫса кайма сӗннӗ. Вӗсем вара мӗн тунӑ? Джонпа Лоис куҫса кайма хӑйсем ытла ватӑ тесе шутламан, вара хаваспах килӗшнӗ. Джона филиал комитетне ӗҫлеме лартнӑ. Шел пулин те, ҫичӗ ҫултан вӑл вилсе кайнӑ. Анчах Лоис малалла та Украинӑри филиалта ӗҫлес тенӗ. Вӑл 80-ран иртнӗ пулин те халӗ те Иеговӑшӑн нумай ӗҫлет. Вефильти тӑвансем вара ӑна питӗ хытӑ юратаҫҫӗ.

9 Тен, упӑшкисем вилнӗ хыҫҫӑн Лоис пек тӑвансене ыттисем асӑрхамаҫҫӗ пек туйӑнма пултарать. Анчах та ҫавӑн пек тӑвансене Иегова та, эпир те хаклама пӑрахмастпӑр. Хӑйсен упӑшкисене пулӑшса тӑнӑшӑн тата хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑшӑн Иегова ҫавӑн пек хӗрарӑмсене питӗ пархатарлӑ (1 Тим. 5:3). Тата ҫак тӑвансен тӗслӗхӗсем ҫамрӑккисене хавхалантарма пултараҫҫӗ.

10. Тонирен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

10 Ватӑлнине пула хӑйсене пӑхма тата килтен тухма пултарайман тӑвансене те эпир питӗ хаклатпӑр. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Тони тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл ваттисен ҫуртӗнче пурӑнать. Тони 1942 ҫулта август уйӑхӗнче, 20 ҫултах, шыва кӗнӗ. Кайран вӑл ҫара кайма килӗшменшӗн ӑна тӗрмене хупнӑ. Вӑл унта икӗ ҫул ҫурӑ ларнӑ. Тонипе унӑн арӑмӗ Хильда ывӑлпа хӗр пӑхса ӳстернӗ, вӗсем те Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Ҫав ҫулсем хушшинче Тони виҫӗ пухура старейшинӑсен совечӗн координаторӗ пулнӑ тата конгресс надзирателӗн ӗҫне туса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл пӗр тӗрмере тӗлпулусем ирттернӗ тата тӗрмере ларакансемпе Библи вӗреннӗ. Халӗ Тони 98 ҫулта пулин те, ӗҫсӗр лармасть. Вӑл Иеговӑн ӗҫӗнче хӑй мӗн тума пултарнине тӑвать тата тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлет.

11. Хӑйсене пӑхма пултарайман тӑвансене хисепленине кӑтартас тесе мӗн тума пулать?

11 Хӑйсене пӑхма пултарайман тӑвансене хисепленине кӑтартас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Старейшинӑсем вӗсене ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма пулӑшаҫҫӗ тата ҫав тӑвансем пухӑва ҫӳреме е программӑна мӗнле те пулин урӑх майпа итлеме пултарччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Тата пирӗнтен кашни ҫавӑн пек тӑвансем патне кайса килме е вӗсемпе видеопа ҫыхӑнма пултарать. Тата пирӗн пухӑвӑн территоринче пурӑнман, сӑмахран, Свидетель пулман тӑванӗсем патӗнче е ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан, тӑвансем ҫинчен те манмалла мар. Хӑш-пӗр ватӑ тӑвансем хӑйсем ҫинчен каласа пама именеҫҫӗ. Анчах та эпир вӗсемпе калаҫма час-часах вӑхӑт уйӑрсан тата вӗсем хӑйсем Иеговӑн ӗҫне мӗнле туса тӑни ҫинчен каласа пама ыйтсан нумай интереслине пӗлӗпӗр.

12. Мӗншӗн пухури ватӑ тӑвансемпе ҫывӑхрах паллашма тӑрӑшмалла?

12 Пухури тӑвансемпе ҫывӑхрах паллашсан вӗсем мӗн тери хытӑ ӗненнине курма пулать. Ҫакӑ вара питӗ хавхалантарать. Сӑмахран, Харриетт ятлӑ хӗрарӑм тӑван 1920 ҫулсенче шыва кӗнӗ те вун-вун ҫул хушши Нью-Джерси штатӗнче хӑйӗн пухӑвӗнче ӗҫлесе тӑнӑ, кайран вара хӑйӗн хӗрӗ патне пурӑнма куҫнӑ. Ҫӗнӗ пухури арҫын тӑвансем унпа ҫывӑхрах паллашма вӑхӑт уйӑрнӑ. Харриета лайӑхрах пӗлсен вара вӗсене унӑн тӗслӗхӗ питӗ хавхалантарнӑ. Харриетт хӑйӗнпе шыва кӗнӗ хыҫҫӑн мӗн пулса тухнине каласа кӑтартни вӗсене питӗ интереслентерсе янӑ. Вӑл ырӑ хыпар сарма кайнӑ чухне кашнинчех хӑйӗнпе шӑл тасатмалли щетка илнӗ, мӗншӗн тесен хӑйне тӗрмене лартма пултарассине пӗлнӗ. 1933 ҫулта ӑна чӑнах та тӗрмене икӗ хут та эрнелӗхе лартнӑ. Унӑн упӑшки Иеговӑшӑн ӗҫлемен пулсан та ӑна пулӑшса тӑнӑ тата Харриетт тӗрмере пулнӑ чухне хӑйсен виҫӗ ачине пӑхнӑ. Харриетт пекех, Турра шанчӑклӑ ватӑ тӑвансем чӑннипех те хисепе тивӗҫлӗ. Эпир вӗсене ҫав тери хаклатпӑр!

13. Ватӑ тӑвансем пухура мӗнле вырӑн йышӑнаҫҫӗ?

13 Ватӑ тӑвансем пухура пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем Иегова хӑйӗн организацине те, вӗсене хӑйсене те мӗнле пилленине пӗрре кӑна мар курнӑ. Паллах, ватӑ тӑвансем йӑнӑшсем те тунӑ, анчах та вӗсем ҫав йӑнӑшсенчен ӑса вӗреннӗ. Ҫак тӑвансем ҫине «ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫӗ» ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр тата вӗсенчен вӗренме тӑрӑшӑр (Ытар. 18:4). Вӗсене лайӑхрах пӗлсен сирӗн ӗненӳ ҫирӗпленӗ тата эсир вӗсенчен нумай вӗренӗр.

ВАТӐ ТӐВАНСЕНЧЕН ВӖРЕНЕС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Елисей Илия пророкран нумай вӗреннӗ. Хальхи вӑхӑтра та ватӑ тӑвансем хӑйсем Иеговӑшӑн мӗнле ӗҫлесе тӑни ҫинчен каласа пани ҫамрӑкрах тӑвансене нумай мӗне вӗрентме пултарать (14, 15 абзацсене пӑхӑр)

14. Саккуна астутарни 32:7-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫамрӑккисене мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?

14 Ватӑ тӑвансемпе хӑвӑр калаҫма пуҫлӑр. (Саккуна астутарни 32:7 вуласа парӑр.) Паллах, вӗсен куҫӗсем те малтанхи пек ҫивӗч мар, утма та вӗсем ҫӑмӑллӑн утмаҫҫӗ тата сасси те ҫамрӑк чухнехи пек янравлӑ мар. Анчах вӗсем халӗ те чунпа ҫамрӑк тата вӗсем Иегова умӗнче ырӑ ят илнӗ (Еккл. 7:1). Иегова вӗсене мӗншӗн хакланине асра тытӑр тата вӗсене малалла та чыс тӑвӑр. Елисей пекех пулӑр: Илияпа пӗрле ӗҫленӗ юлашки кунра та вӑл ӑна хӑварасшӑн пулман. Елисей Илияна виҫӗ хутчен «эпӗ санран уйрӑлмастӑп» тенӗ (4 Патш. 2:2, 4, 6).

15. Ватӑ тӑвансенчен мӗн ыйтса пӗлме пулать?

15 Ватӑ тӑвансене ыррӑн та хисеплесе хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пама ыйтӑр (Ытар. 1:5; 20:5; 1 Тим. 5:1, 2). Ҫакӑн ҫинчен ыйтса пӗлме пулать: «Библире мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнине сана мӗн ӗнентерчӗ? Мӗнле лару-тӑрусене пула эсӗ Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхлантӑн? Ҫулран ҫул Иеговӑшӑн савӑнӑҫлӑн ӗҫлесе тӑма сана мӗн пулӑшнӑ?» (1 Тим. 6:6—8). Кайран вара вӗсем мӗн каланине тимлӗ итлӗр.

16. Ҫамрӑккисемпе ваттисем пӗрле хутшӑнни вӗсене те, кусене те мӗнле усӑ парать?

16 Ваттисемпе ҫамрӑккисем пӗрле хутшӑнсан ҫакӑ вӗсене те, кусене те усӑ парать (Рим 1:12). Ҫамрӑк тӑвансем Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшнине кураҫҫӗ, ватӑ тӑвансем вара хӑйсене юратнине тата хакланине туяҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Иегова хӑйсене мӗнле пиллени ҫинчен каласа парса та савӑнаҫҫӗ.

17. Мӗншӗн пирӗн ватӑ тӑвансем ҫулран-ҫул илемлӗрех те илемлӗрех пулса пыраҫҫӗ?

17 Ватӑлса пынӑҫемӗн сӑн-сӑпат улшӑнать пулсан та, Туррӑн куҫӗ умӗнче унӑн ӗҫлекенӗсем ҫулран-ҫул илемлӗрех те илемлӗрех пулса пыраҫҫӗ (1 Фес. 1:2, 3). Мӗншӗн тесен ҫак тӑвансем нумай ҫул хушши ӗнтӗ святой сывлӑша хӑйсем ҫине витӗм кӳме параҫҫӗ тата лайӑх енсем аталантараҫҫӗ. Ватӑ тӑвансемпе ҫывӑхрах паллашсан тата вӗсенчен вӗренсен эпир вӗсем мӗн тери илемлӗ пулнине куратпӑр тата вӗсене тата хытӑрах хаклама пуҫлатпӑр.

18. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

18 Пуху ҫирӗп пултӑр тесен ҫамрӑккисен ватӑ тӑвансене хакламалла. Ҫав вӑхӑтрах ватӑ тӑвансен те ҫамрӑккисене хакламалла. Ҫамрӑк тӑвансене хакланине кӑтартас тесен мӗн тумаллине вара тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

144-МӖШ ЮРӐ Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!

^ 5 абз. Эпир пирӗн ватӑ тӑвансене питӗ хаклатпӑр. Ҫак статья вара вӗсене тата ытларах хаклама хавхалантарӗ тата ҫак опытлӑ тӑвансенчен вӗренес тесен мӗн тумаллине курма пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, эпир ватӑ тӑвансем Иеговӑн организацийӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине курӑпӑр.