Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

38-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑпа тата пухури тӑвансемпе ҫывӑхланӑр

Иеговӑпа тата пухури тӑвансемпе ҫывӑхланӑр

«Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне... ҫӗкленетӗп» (ИОАНН 20:17).

3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Эпир Иеговӑна мӗнле чӗнме пултаратпӑр?

ИЕГОВӐН пысӑк ҫемье пур. Ҫак ҫемьене «мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ» Иисус тата нумай-нумай ангел кӗрет (Кол. 1:15; Пс. 102:20). Иеговӑна шанчӑклӑ ҫынсем те ӑна Атте теме пултараҫҫӗ. Ҫакӑ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне... ҫӗкленетӗп» тенинчен курӑнать (Иоанн 20:17). Ҫавӑнпа хамӑра Иеговӑна халалласа шыва кӗрсен пирӗн юратакан ҫемье пулать — пухури тӑвансем (Марк 10:29, 30).

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Хӑш-пӗрисене Иеговӑна юратакан Ашшӗ вырӑнне хума йывӑр. Теприсене вара пухури тӑвансене юратнине кӑтартма ҫӑмӑл мар. Ҫак статьяра эпир Иеговӑпа Иисус хушшинчи хутшӑнусем мӗнлерех пулнине пӑхса тухӑпӑр, вара хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем те ашшӗпе ачи хушшинчи хутшӑнусем пек пулма пултарнине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, Иегова хӑйне тӑвансемпе мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр.

ИЕГОВА ПИРЕ ХӐЙӖНПЕ ҪЫВӐХЛАНТАРАСШӐН

3. Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗ пире Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшать?

3 Иегова хӑйне пӑхӑнтаракан хаяр начальник мар, вӑл — юратакан Атте, вӑл пире итлеме тата пулӑшма ялан хатӗр. Иисус Иегова ҫине шӑп ҫапла пӑхнӑ та. Вӑл пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем те ҫавӑн пекех ҫирӗп пулччӑр тет. Акӑ мӗншӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтума вӗрентнӗ чухне хӑйӗн кӗллине «Эй Ҫӳлти Аттемӗр» сӑмахсемпе пуҫланӑ (Матф. 6:9). Библире Иеговӑн тӗрлӗ титулӗсене ҫырса панӑ, сӑмахран, Иеговӑна Пурне те Пултаракан Турӑ, Пултаракан, Ӗмӗрсенӗн Патшийӗ тенӗ (Пулт. 49:25; Ис. 45:18; 1 Тим. 1:17). Иисус Иеговӑна ҫак титулсенчен пӗринпе чӗнме вӗрентме пултарнӑ, анчах та вӑл ҫапла каламан, вӑл Иеговӑна ӑшӑ сӑмахпа, «Атте» тесе, чӗнме вӗрентнӗ.

4. Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхлантарасшӑн пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

4 Сире Иеговӑна юратакан Атте вырӑнне хума ҫӑмӑл-и? Хӑш-пӗрисене ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен вӗсем ача чухне ашшӗ хӑйсене юратнине туйса курман. Анчах та асра тытӑр: Иегова пирӗн туйӑмсене ӑнланать тата мӗншӗн эпир хамӑра ҫапла туйнине пӗлет. Ҫакӑ мӗн тери йӑпатать! Иегова пирӗнпе ҫывӑхланасшӑн, акӑ мӗншӗн унӑн сӑмахӗнче «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» тенӗ (Иак. 4:8). Иегова пире питӗ юратать тата пирӗншӗн чи лайӑх Атте пулма сӑмах парать.

5. Лука 10:22-мӗшӗ тӑрӑх, Иисус пире Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшать?

5 Иисус пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать. Вӑл ӑна питӗ лайӑх пӗлет тата хӑйне яланах Иегова тытнӑ пек тытать. Акӑ мӗншӗн Иисус «Мана куракан Аттене те курнӑ» тенӗ (Иоанн 14:9). Пичче пекех, Иисус пире хамӑр ҫӳлти Аттене хисеплеме тата итлеме вӗрентет. Тата вӑл пире Иеговӑна савӑнтарас тесен мӗн тумаллине тата ӑна кӳрентерес мар тесен мӗнрен пӑрӑнмаллине ӑнлантарса парать. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне вара Иегова унпа хӑйне мӗнле тытнинчен вӑл питӗ ырӑ та юратакан Турӑ пулни курӑнать. (Лука 10:22 вуласа парӑр.) Айтӑр хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар.

Юратакан Атте пулнӑран Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫирӗплетме ангелне янӑ (6-мӗш абзаца пӑхӑр) *

6. Иегова Иисусӑн кӗллисене итленине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр.

6Иегова хӑйӗн ачисем кӗлтунине итлет. Иисус ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне час-часах кӗлтунӑ, Иегова вара ӑна тимлӗ итленӗ (Лука 5:16). Иисус пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑвас умӗн, сӑмахран, 12 апостола суйласа илес умӗн, кӗлтунӑ (Лука 6:12, 13). Тата хӑйне йывӑр килнӗ чухне Иеговӑна хӑйӗн туйӑмӗсене уҫса панӑ. Иегова вара ӑна яланах итленӗ. Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус уйрӑмах хӗрӳллӗн кӗлтунӑ, вӑл хӑйӗн Ашшӗнчен пурне те чӑтса ирттерме вӑй ыйтнӑ. Ун чухне Иегова хӑйӗн Ывӑлӗн кӗллине итленӗ кӑна мар, ӑна тӗреклетме ангелне те янӑ (Лука 22:41—44).

7. Иегова пирӗн кӗлӗсене итленине пӗлсе тӑрса эсир мӗн туятӑр?

7 Иегова хальхи вӑхӑтра та хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен кӗллисене итлет тата вӗсем ҫине чи лайӑх майпа тата шӑп кирлӗ вӑхӑтра хуравлать (Пс. 114:1, 2). Ҫакна Индире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван хӑй ҫинче туйса илнӗ. Вӑл чирленине пула час-часах ним мартанах пӑшӑрханса-пӑлханса ӳкнӗ. Вӑл Иеговӑна хӑйне пулӑшма йӑлӑннӑ. Ҫав хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн ҫырнӑ: «2019 ҫулхи май уйӑхӗнчи JW Телекуравӑн кӑларӑмӗнче пӑшӑрханусемпе мӗнле кӗрешмелли ҫинчен каланӑччӗ. Ҫав кӑларӑма шӑп та лӑп ман валли хатӗрленӗ пек туйӑнчӗ. Иегова ман кӗлӗсем ҫине хуравларӗ».

8. Иегова Иисуса юратни ӑҫтан курӑнать?

8 Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иегова уншӑн юратса тӑрӑшнӑ, вӑл пирӗншӗн те ҫавӑн евӗрлех тӑрӑшать (Иоанн 5:20). Иегова Иисуса ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшнӑ, йывӑр килнӗ чухне хавхалантарнӑ тата пурӑнмалӑх мӗн кирлине панӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова Иисуса хӑйне юратни пирки шантарнӑ тата ӑна мухтанӑ (Матф. 3:16, 17). Иисус Иегова хӑйӗнпе пӗрле пулнине пӗлнӗ тата хӑйне пулӑшасси пирки иккӗленмен, ҫавӑнпа та вӑл хӑйне пӗччен пек туйман (Иоанн 8:16).

9. Иегова хамӑра юратнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

9 Эпир те, Иисус пекех, Иегова хамӑра юратнине туйса тӑратпӑр. Иегова хамӑршӑн мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӑл пире хӑй патне ертсе пынӑ, пире юратакан тӑвансем панӑ (Иоанн 6:44). Тӑвансем пире хамӑра йывӑр килнӗ чухне ҫирӗплетеҫҫӗ тата вӗсене пула эпир хамӑра телейлӗрех туятпӑр. Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесе Иегова пире мӗн кирлине веҫех парать. Тата вӑл пире пурӑнмалӑх мӗн кирлипе те тивӗҫтерет (Матф. 6:31, 32). Иегова пире юратни пирки мӗн чухлӗ ытларах шухӑшлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах хамӑр та ӑна юратма пуҫлатпӑр.

ИЕГОВӐРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР

10. Иегова хӑйне тӑвансемпе мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

10 Иегова пухури тӑвансене юратать. Пирӗн пирки калас пулсан вара, пире тӑвансене юратнине кӑтартма тата ҫакӑн пирки калама ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Мӗншӗн тесен эпир тӗрлӗ ҫемьере ҫитӗнсе ӳснӗ тата тӗрлӗ халӑхран тухнӑ. Унсӑр пуҫне, эпир час-часах йӑнӑшсем тӑватпӑр, ҫавӑнпа пирӗн пӗр-пӗрне тарӑхтарни е кулянтарни пулкалать. Ҫав-ҫавах эпир тӑвансене юратнине кӑтартма пултаратпӑрах. Пире мӗн пулӑшма пултарать? Тӑвансем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхмалла (Эф. 5:1, 2; 1 Иоанн 4:19). Айтӑр Иегова тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар та унран мӗне вӗренме пултарнине курар.

11. Иисус Иегова пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

11Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ (Лука 1:78, 79). Хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын кама та пулин япӑх пулнине курсассӑн ӑна пулӑшма тата йӑпатма тӑрӑшать. Иегова та ҫынсене ҫавӑн пекех хӗрхенет. Иисус та Иегова пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑ (Иоанн 5:19). Иисус халӑхсен ушкӑнӗсене курсан вӗсене питӗ хӗрхеннӗ, «мӗншӗн тесессӗн ҫынсем, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ» (Матф. 9:36). Анчах та Иисус ҫынсене хӗрхеннӗ кӑна мар, вӑл вӗсене ӗҫпе те пулӑшнӑ. Вӑл чирлисене сыватнӑ тата «йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисене» хавхалантарнӑ, ҫирӗплетнӗ (Матф. 11:28—30; 14:14).

Иегова пекех, тӑвансене хӗрхенӗр тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулӑр (12—14 абзацсене пӑхӑр) *

12. Тӑвансене хӗрхеннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

12 Тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир вӗсене хӗрхеннине мӗнле кӑтартмаллине ӑнланатпӑр. Калӑпӑр, хӗрарӑм тӑван йывӑр чирпе чирлет. Вӑл хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем пирки пӗртте каламасть пулин те хӑйне пулӑшнӑ пулсан питӗ савӑннӑ пулӗччӗ. Вӑл килти ӗҫсене тума пултарать-ши? Тен, ӑна апат пӗҫерсе памалла е килте пуҫтарма пулӑшмалла? Е, арҫын тӑван ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тейӗпӗр. Ӑна кӑшт та пулин укҫа парсан (кам панине каламасан та пулать) унӑн тепӗр ӗҫ тупиччен пурӑнмалӑх укҫа пулать.

13, 14. Эпир Иегова пекех уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

13Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ (Матф. 5:45). Пирӗн тӑвансем хамӑртан пулӑшу ыйтасса кӗтмелле мар, Иегова пекех, пирӗн хамӑрӑн пӗрремӗш утӑм тумалла. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иегова хӑй тунӑ хӗвелне пурин ҫине те пӑхтарать, ҫакӑн пирки ҫынсен ыйтма та кирлӗ мар. Унсӑр пуҫне, хӗвел ӑшшине ҫакӑншӑн пархатарлисем кӑна мар, пурте туйса тӑраҫҫӗ. Чӑнах та, Иегова пирӗншӗн тӑрӑшнинчен вӑл пире юратни курӑнать. Иегова ҫавӑн пек ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулнишӗн эпир ӑна питӗ юрататпӑр.

14 Тӑвансем те, ҫӳлти Атте пек, уҫӑ кӑмӑллӑ. Вӗсем ыттисем хӑйсенчен пулӑшу ыйтасса кӗтсе лармаҫҫӗ, тӳрех пулӑшма васкаҫҫӗ. Сӑмахран, 2013 ҫулта Филиппинӑри утравсене «Хайян» текен хаяр тайфун пырса ҫапсан пирӗн нумай тӑван ҫуртсӑр тата пурлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Вара пӗтӗм тӗнчери тӑвансем вӗсене тӳрех пулӑшнӑ. Нумайӑшӗ хӑйсен ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ панӑ е ҫуртсене юсама е ҫӗнӗрен туса лартма пулӑшнӑ. Вара ҫулталӑк та иртмен — доброволецсем 750-а яхӑн ҫурт тунӑ е юсанӑ. COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче те Иегова Свидетелӗсем пӗр-пӗрне пулӑшма хатӗр пулни уҫҫӑн курӑнчӗ. Тӑвансенчен кам та пулин инкеке лексен эпир вӗсене тӳрех пулӑшатпӑр, ҫапла вара вӗсене юратнине кӑтартатпӑр.

15, 16. Лука 6:36-мӗшӗ тӑрӑх, хамӑр ҫӳлти Аттерен тӗслӗх илсе пирӗн мӗн тумалла?

15Иегова ырӑ кӑмӑллӑ тата каҫарма хатӗр. (Лука 6:36 вуласа парӑр.) Эпир ҫакна кашни кун хамӑр ҫинче туйса тӑратпӑр (Пс. 102:10—14). Иисус та хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ырӑ пулнӑ тата вӗсене каҫарнӑ. Унтан та ытларах, вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн пыракан ҫынсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр тесе хӑйӗн пурнӑҫне панӑ (1 Иоанн 2:1, 2). Иегова тата Иисус ырӑ кӑмӑллӑ пулнине тата вӗсем пире каҫарма хатӗр пулнине курса вӗсемпе ҫывӑхланса пырас килет.

16 Пухура юрату пултӑр тесен пирӗн пӗр-пӗрне каҫармалла (Эф. 4:32). Хӑш-пӗр чухне вара пире ҫакна тума ҫӑмӑлах мар, ҫавӑнпа каҫарас тесе вӑй хумалла. Пӗр хӗрарӑм тӑвана «Пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр» * ятлӑ статья питӗ пулӑшнӑ. Вӑл акӑ мӗн ҫырнӑ: «Ҫак статья мана ыттисене каҫарни хама мӗнле усӑ кӳнине курма пулӑшрӗ. Унта ҫапла каланӑ пулнӑ: „Ыттисене каҫарма хатӗр пулни сирӗн вӗсен япӑх ӗҫӗсене ырламалла е ҫав ӗҫсем кӳнӗ сиен ҫинчен пӗчӗклетсе каламалла тенине пӗлтермест. Каҫарасси вӑл кӳрентернӗшӗн тарӑхса ҫӳреме пӑрахнине тата хамӑр ӑшри канӑҫлӑха упраса хӑвармаллине пӗлтерет“». Эпир тӑвансене чун-чӗререн каҫарсан вӗсене юратнине кӑтартатпӑр тата ҫӳлти Аттерен, Иеговӑран, тӗслӗх илетпӗр.

ИЕГОВӐН ҪЕМЙИНЧЕ ПУЛНӐШӐН ПАРХАТАРЛӐ ПУЛӐР

Ачасем те, аслисем те тӑвансемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ (17-мӗш абзаца пӑхӑр) *

17. Матфей 5:16-мӗшӗ тӑрӑх, хамӑр ҫӳлти Аттене мухтава кӑларас тесен мӗн тумалла?

17 Иегова пире ҫавӑн пек пысӑк та юратакан ҫемье панӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Эпир май килнӗ таран ытларах ҫын Иеговӑна пуҫҫапма пуҫласа савӑнтӑр тетпӗр. Ҫавӑнпа пирӗн Иеговӑн ятне тата унӑн халӑхӗн ятне ярас мар тесен пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. Вара эпир хамӑра мӗнле тытнине курса, тен, ҫынсем Иеговӑпа ҫывӑхланма шут тытӗҫ. (Матфей 5:16 вуласа парӑр.)

18. Хӑюллӑн ырӑ хыпар сарас тесен мӗн тумалла?

18 Хӑш-пӗр ҫынсем эпир ҫӳлти Аттене итленӗшӗн пирӗнтен кулаҫҫӗ е пире хӗсӗрлеме те пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне ырӑ хыпар сарма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Хӑюллӑрах пулас тесен пирӗн мӗн тумалла? Иегова тата Иисус пире пулӑшасса ӗненмелле. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла шантарнӑ: «Мӗнле каласси, мӗн каласси пирки ан пӑшӑрханӑр —мӗн каламалли ҫав сехетре хӑех тупӑнӗ: эсир хӑвӑр каламӑр, сирӗн ӑшӑрта Аҫӑр Сывлӑшӗ каласа тӑрӗ» (Матф. 10:19, 20).

19. Святой сывлӑш ырӑ хыпара хӑюллӑн сарма мӗнле пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.

19 Кӑнтӑр Африкӑри Робертпа акӑ мӗн пулса тухнӑ. Библи вӗренме пуҫласан кӑшт вӑхӑт иртсенех вӑл ҫара кайма килӗшменшӗн суд умне тӑнӑ. Вӑл Библие япӑх пӗлнӗ пулсан та, судьяна хӑюллӑн «эпӗ тӑвансене юрататӑп, ҫавӑнпа алла пӑшал тытмастӑп» тесе ӑнлантарнӑ, мӗншӗн тесен Иеговӑн ҫемйинче пулнишӗн пархатарлӑ пулнӑ. Судья вара унран: «Сан тӑвансем камсем вӗсем?» — тесе ыйтнӑ. Судья хӑйне ҫапла ыйту парасса Роберт пачах кӗтмен. Анчах вӑл тӳрех ҫав кунхи сӑвӑ йӗркине аса илнӗ. Унта ҫапла каланӑ пулнӑ: «Кам Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать» (Матф 12:50). Роберт сахал вӑхӑт хушши Библи вӗреннӗ пулсан та, святой сывлӑш ӑна судьян ҫак тата ытти ыйтӑвӗсем ҫине хуравлама пулӑшнӑ. Паллах, Иегова Робертпа питӗ мухтаннӑ! Йывӑр чухне ырӑ хыпар сарма хӑюлӑх ыйтсан Иегова пирӗнпе те мухтанать.

20. Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла? (Иоанн 17:11, 15).

20 Пирӗн пысӑк та юратакан ҫемье пурришӗн эпир питӗ савӑнатпӑр. Эпир Иеговӑна ҫав тери пархатарлӑ! Иегова чи лайӑх Атте, тӑвансем те пире чунтан парӑнса юратаҫҫӗ. Пирӗн ҫакӑншӑн пархатарлӑ пулма пӑрахмалла мар. Шуйттанпа ун майлисем Иегова хамӑра юратни пирки иккӗлентересшӗн тата пухури пӗрлӗхе аркатасшӑн. Иисус ҫавна ӑнланнӑ, ҫавӑнпа пухура пӗрлӗх пултӑр тесе кӗлӗре Иеговӑна пире хӳтӗлеме ыйтнӑ. (Иоанн 17:11, 15 вуласа парӑр.) Иегова Иисусӑн ҫак кӗлли ҫине хуравлать. Иисус Иегова хӑйне юратни тата хӑйне пулӑшасси пирки пӗртте иккӗленмен. Айтӑр эпир те Иеговӑпа ҫавӑн пек ҫывӑх хутшӑнусем аталантарар тата пӗр-пӗрне хытӑрах та хытӑрах юратар.

99-МӖШ ЮРӐ Ман тӑвансем пит нумаййӑн

^ 5 абз. Эпир питӗ телейлӗ, мӗншӗн тесен пирӗн юратакан ҫемье — пухури тӑвансем — пур. Эпир хамӑрпа тӑвансем хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тетпӗр. Тӑвансемпе ҫывӑхланас тесен вара пирӗн вӗсем ҫине хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗр пӑхнӑ пек пӑхмалла. Тата пирӗн Иисусран тата ытти тӑвансенчен тӗслӗх илмелле.

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус Гефсимани садӗнче кӗлтунӑ чухне Иегова ӑна ҫирӗплетме хӑйӗн ангелне янӑ.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖК. COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче нумайӑшӗ пухури тӑвансене апат-ҫимӗҫ кайса панӑ.

^ 61 абз. ӲКЕРЧӖК. Пӗчӗк хӗрача тӗрмере ларакан арҫын тӑвана хавхалантарас тесе ун валли ӳкерчӗк ӳкерет, амӑшӗ ӑна пулӑшса пырать.