Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

37-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Эпӗ пур халӑха чӗтрентерӗп»

«Эпӗ пур халӑха чӗтрентерӗп»

«Эпӗ пур халӑха чӗтрентерӗп, вара пур халӑхран та кӑмӑла каякан мулсем килӗҫ» (АГГЕЙ 2:7, ҪТ).

24-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тӑвӗ ҫине улӑхар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Аггей пророк мӗнле ҫӗр чӗтренни пирки каланӑ?

«ТЕМИҪЕ минутрах лавккасемпе кивӗ ҫуртсем ишӗлчӗк куписем пулса тӑчӗҫ». «Ҫынсем хӑраса ӳкнипе кӑшкӑратчӗҫ, унталла-кунталла чупатчӗҫ... Ҫынсем ҫакӑ пӗр-ик минута тӑсӑлчӗ тесе каларӗҫ, мана вара ӗмӗр иртрӗ пек туйӑнчӗ». Ҫак сӑмахсене 2015 ҫулта Непалта ҫӗр чӗтреннине тӳссе ирттернӗ ҫынсем каланӑ. Эсир те ҫакӑн пек хӑрушӑ инкек тӳссе ирттернӗ пулсан, хӑвӑр мӗн курни сирӗн асра нумайлӑха юлнӑ пулӗ.

2 Халӗ те, сӑнарлӑ каласан, ҫӗр чӗтренет. Анчах та ҫак ҫӗр чӗтреннине пӗр-пӗр хулари е ҫӗршыври ҫынсем кӑна мар, пур халӑхсем те туяҫҫӗ тата вӑл вун-вун ҫул хушши пырать ӗнтӗ. Ҫакӑн пирки Аггей пророк малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тепӗр хут,— ӗнтӗ ҫакӑ часах пулӗ,— Эпӗ тӳпепе ҫӗре, тинӗспе типҫӗре кисрентерӗп» (Аггей 2:6).

3. Аггей ҫырнӑ «чӗтрентерни» ҫӗр чӗтреннинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

3 Аггей ҫырнӑ «чӗтрентерни» сиен кӳрекен ҫутҫанталӑк инкекӗ мар. Иегова каланӑ тӑрӑх, ҫак «чӗтрентернине» пула лайӑххи пулса иртет. «Эпӗ пур халӑха чӗтрентерӗп, вара пур халӑхран та кӑмӑла каякан мулсем килӗҫ те эпӗ ҫак ҫурта мухтавпа тултарӑп»,— тенӗ вӑл (Аггей 2:7, ҪТ). Аггей вӑхӑтӗнче пурӑннӑ ҫынсене ҫак сӑмахсем мӗнле пырса тивнӗ? Вӗсем пире мӗнле пырса тивеҫҫӗ? Тата Иеговӑна халӑхсене «чӗтрентерме» пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.

АГГЕЙ ВӐХӐТӖНЧИ ЛАЙӐХ ХЫПАР

4. Мӗншӗн Иегова хӑйӗн халӑхӗ патне Аггей пророка янӑ?

4 Пирӗн эрӑчченхи 520 ҫулта Иегова Аггея пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шанса панӑ — унӑн Израиль халӑхне хавхалантармалла пулнӑ. Мӗншӗн израильтянсене тӗреклетмелле пулнӑ? Маларах мӗн пулнине аса илер. Пирӗн эрӑчченхи 537 ҫулта Израиль халӑхӗ Вавилон тыткӑнӗнчен Иерусалима таврӑннӑ. Аггей те вӗсем хушшинче пулнӑ пулас. Иерусалима таврӑнсан халӑх Иеговӑн храмне ҫӗнӗрен туса лартас тесе никӗс хывнӑ (Езд. 3:8, 10). Анчах та вӗсен хастарлӑхӗ часах сӳннӗ, мӗншӗн тесен кӳршӗ халӑхсем вӗсене хирӗҫ тӑнӑ, вара вӗсем храма тума чарӑннӑ (Езд. 4:4; Аггей 1:1, 2). Акӑ мӗншӗн Иегова израильтянсене пуҫарнӑ ӗҫе туса пӗтерме хавхалантарас тесе вӗсем патне Аггея янӑ (Езд. 6:14, 15) *.

5. Мӗншӗн Аггей каланӑ хыпар израильтянсене хавхалантармалла пулнӑ?

5 Аггей каланӑ хыпар израильтянсен ӗненӗвне ҫирӗплетмелле пулнӑ. Пророк кулянса ӳкнӗ еврейсене ҫапла хавхалантарнӑ: «Хӑюллӑ пул, ҫӗршыври пӗтӗм халӑх, ӗҫӗрсене тӑвӑр: Эпӗ сирӗнпе, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа [«ҫӳлти ҫарсен Турри Иегова», ҪТ]» (Аггей 2:4). Асӑрхӑр-ха, Иегова хӑйне «ҫулти ҫарсен Турри» тенӗ. Мӗншӗн? Вӑл израильтянсене хӑйӗн ангелсен йышлӑ ҫарӗ пурри пирки аса илтересшӗн пулнӑ. Апла пулсан, израильтянсен Иеговӑна шанмалла пулнӑ, вара вӗсем Иегова хушнӑ ӗҫе туса пӗтерме пултарнӑ пулӗччӗҫ.

6. Иегова халӑхсене «чӗтрентернӗ» хыҫҫӑн мӗн пулмалла пулнӑ?

6 Иегова Аггей урлӑ: «Эпӗ пур халӑха чӗтрентерӗп»,— тенӗ. Ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтернӗ? Иегова храм тума пӑрахнӑ израильтянсене Персие «чӗтрентерме» сӑмах панӑ. Перси вара ун чухне чи хӑватлӑ патшалӑх пулнӑ тата унта тӗрлӗ-тӗрлӗ халӑх пурӑннӑ. Халӑхсене «чӗтрентернӗ» хыҫҫӑн мӗн пулӗ? Малтан Туррӑн халӑхӗ храма туса пӗтерӗ, кайран вара урӑх халӑх ҫыннисем те еврейсемпе пӗрле Иеговӑна ҫӗнӗ храмра пуҫҫапма пуҫлӗҫ. Аггей каланӑ хыпара илтсен израильтянсем мӗн тери хавхаланнӑ пулӗ! (Зах. 8:9).

ИЕГОВА ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА ПӖТӖМ ҪӖРЕ «ЧӖТРЕНТЕРЕТ»

Иеговӑна ҫӗре «чӗтрентерме» пулӑшас тесе эсир хӑвӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тӑватӑр-и? (7, 8 абзацсене пӑхӑр) *

7. Эпир Иеговӑна ҫӗре «чӗтрентерме» мӗнле пулӑшатпӑр? Ӑнлантарса парӑр.

7 Аггей сӑмахӗсем хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ? Иегова каллех пур халӑха та «чӗтрентерет». Эпир вара ӑна ҫак ӗҫе тума пулӑшса тӑратпӑр. Мӗнле майпа? Айтӑр ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхар. 1914 ҫулта Иегова Иисус Христоса ҫӳлти Патшалӑхра Патша пулма лартнӑ (Пс. 2:6). Ҫак Патшалӑх ертсе пыма пуҫлани ҫӗр ҫинчи патшалӑхсемшӗн лайӑх пулнӑ тесе калаймӑн, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ, урӑхла каласан, Иегова лартнӑ пуҫлӑхсем пулман тапхӑр, вӗҫленнине пӗлтернӗ (Лука 21:24). Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫакна ӑнланса илсен Турӑ Патшалӑхӗ ҫине ҫеҫ шанма пулать тесе пӗлтерме пуҫланӑ. Вӗсем Патшалӑх ҫинчен калакан ҫак хыпара 1919 ҫултан хастаррӑн сараҫҫӗ. Ҫак ӗҫ вара пӗтӗм ҫӗре «чӗтрентерет» (Матф. 24:14).

8. Псалом 2:1—3 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ҫынсем ытларахӑшӗ Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар пирки мӗн шутлаҫҫӗ?

8 Ҫынсене ҫак хыпар килӗшет-и? Ытларах чухне килӗшмест. (Псалом 2:1—3 вуласа парӑр.) Халӑхсем пӑлханаҫҫӗ тата Иегова лартнӑ Патшана йышӑнасшӑн мар. Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара та вӗсем ырӑ хыпар тесе шутламаҫҫӗ. Унтан та ытларах, хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫак хыпара сарас ӗҫе чарса та лартнӑ. Ҫав ҫӗршывсенчи нумай пуҫлӑх «Турӑшӑн ӗҫлетӗп» тет пулин те, влаҫра ларма пӑрахасшӑн мар. Хальхи вӑхӑтра та, пӗрремӗш ӗмӗрти пекех, пуҫлӑхсем Иисусӑн вӗренекенӗсене хӗсӗрлеҫҫӗ, ҫапла вара Иегова «ҫу сӗрсе лартнӑ Патшана хирӗҫ тӑраҫҫӗ» (Ап. ӗҫ. 4:25—28).

9. Ҫынсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара итлеменнине курса Иегова мӗн тӑвать?

9 Ҫынсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара итлеменнине курса Иегова мӗн тӑвать? Псалом 2:10—12 сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Эй патшасем, тӑна кӗрӗр; эй ҫӗр тӳрисем, ӑнласа илӗр! Ҫӳлхуҫашӑн хӑраса ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн умӗнче йӑвашшӑн савӑнса тӑрӑр. Унӑн Ывӑлне хисеплӗр — Вӑл сире ан ҫиллентӗр, сирӗн хӑвӑр ҫулӑр ҫинче пӗтмелле ан пултӑр: акӑ Унӑн ҫилли часах хыпса илӗ. Ӑна шанакансем пурте телейлӗ». Иегова хӑйне хирӗҫ тӑракансене улшӑнма тата хӑйӗн Патшалӑхӗ майлӑ тӑма вӑхӑт парать. Анчах та эпир ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа ҫынсен вӑхӑт нумаях юлман (2 Тим. 3:1; Ис. 61:2). Ҫынсен май килнӗ таран хӑвӑртрах чӑнлӑха пӗлсе Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑмалла.

ХӐШ-ПӖР ҪЫНСЕМ ХЫПАРА ЙЫШӐНАҪҪӖ

10. Аггей 2:7—9 сӑвӑ йӗркисемпе килӗшӳллӗн, Иегова халӑхсене «чӗтрентерни» хӑш-пӗр ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

10 Ҫапах та Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара йышӑнакансем те пур. Аггей каланӑ тӑрӑх, Иегова ҫӗре «чӗтрентернӗ» чухне «пур халӑх та Кӗтекенни килӗ [«кӑмӑла каякан мулсем килӗҫ», ҪТ]». Урӑхла каласан, таса чӗреллӗ ҫынсем Иеговӑна пуҫҫапма пуҫтарӑнӗҫ *. (Аггей 2:7—9 вуласа парӑр.) Ҫакӑ юлашки кунсенче пуласси пирки Исаия тата Михей пророксем те каланӑ (Ис. 2:2—4; Мих. 4:1, 2).

11. Кен тӑван Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара илтсен мӗн тунӑ?

11 «Халӑхсене чӗтрентерекен» хыпар тӗп управленире ӗҫлесе тӑракан Кен ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӑхса тухар. Хӑй 40 ҫул каялла Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара илтсен мӗн туйнине вӑл халӗ те астӑвать. «Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче пурӑннине пӗлсен эпӗ савӑнса кайрӑм,— тет Кен.— Эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: хама Турӑ ырлатӑр тетӗп пулсан тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк илес тетӗп пулсан, манӑн ҫак тӗнче ҫине шанмалла мар. Манӑн Иегова майлӑ тӑмалла. Эпӗ тӑхтаса тӑмасӑр улшӑнусем тума шут тытрӑм тата ҫакӑн ҫинчен Иеговӑна каласа патӑм. Вара ҫак тӗнчери ӗҫсене тума пӑрахса эпӗ нихӑҫан арканми Турӑ Патшалӑхӗнче хӳтлӗх тупрӑм».

12. Ҫак юлашки кунсенче Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗ мухтавпа мӗнле тулать?

12 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пиллени уҫҫӑн курӑнать. Юлашки кунсенче вӗсен шучӗ ӳссех пырать. 1914 ҫулта темиҫе пин хыпарҫӑ кӑна Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ, халӗ вара 8 миллион ҫын ытла Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрать! Унсӑр пуҫне, тата миллион-миллион ҫын кашни ҫул Каҫхи апат уявне уявлама килет. Чӑнах та, Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗн ҫӗр ҫинчи картишӗсем «кӑмӑла каякан мулсемпе» тулаҫҫӗ. Ҫак сӑнарлӑ храм вара Турӑ хунӑ тӗрӗс пуҫҫапмалли йӗркене пӗлтерет. Тата Иеговӑна пуҫҫапма пуҫланӑ ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем туса «ҫӗнӗ этем» пулса тӑраҫҫӗ (Эф. 4:22—24). Ҫакӑ та Иеговӑна мухтава кӑларать.

Иегова Свидетелӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пӗтӗм тӗнчипе хаваспах пӗлтереҫҫӗ (13-мӗш абзаца пӑхӑр)

13. Турӑ ӗҫлекенӗсен шучӗ ӳссе пыни ҫинчен тата хӑш пророкла сӑмахсенче каланӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

13 Туррӑн ӗҫлекенӗсен йышӗ ӳссе пыни ҫинчен Аггей кӑна каламан, Исаийӑн кӗнекинчи 60-мӗш сыпӑкра та ҫакӑн ҫинчен пророкла каланӑ пулнӑ. Сӑмахран, 22-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫапла ҫырнӑ: «Сахаллинчен — пин, чи халсӑрринчен вӑйлӑ халӑх пулӗ. Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑртах пурӑнӑҫа килтерӗп». Ытларах та ытларах ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑран тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет. Ҫав ҫынсем хастаррӑн ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата хӑйсен пултарулӑхӗпе усӑ кураҫҫӗ, вара Турӑ халӑхӗ, Исаия каланӑ пек, «халӑхсен сӗчӗпе» тӑранса пурӑнать (Ис. 60:5, 16). Эпир Иеговӑн ҫак хастар ӗҫлекенӗсене вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫре вӑй хунӑшӑн питӗ пархатарлӑ. Эпир халӗ 240 ҫӗршывра тата территорире ырӑ хыпар саратпӑр, пирӗн публикацисем вара 1 000 ытла чӗлхепе тухса тӑраҫҫӗ.

СУЙЛАСА ИЛМЕ ВӐХӐТ ҪИТНӖ

14. Кашни ҫыннӑн мӗнле йышӑну тумалла?

14 Пирӗн вӑхӑтра ырӑ хыпар сарас ӗҫ халӑхсене «чӗтрентерет». Вара кашни ҫыннӑн суйласа илмелле: Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑмалла-и е ҫак тӗнчери пуҫлӑхсене шанмалла-и? Паллах, Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ҫӗршывӗнчи законсене пӑхӑнаҫҫӗ, анчах та вӗсем политикӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенче нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ (Рим 13:1—7). Мӗншӗн тесен ҫакна пӗлеҫҫӗ: ҫынсен пур йывӑрлӑхне те татса пама пултаракан пӗртен-пӗр правительство — Турӑ Патшалӑхӗ — ҫак тӗнченӗн мар (Иоанн 18:36, 37).

15. Ӳлӗмхи кӗнеке тӑрӑх, Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма юлашки кунсенче мӗншӗн уйрӑмах йывӑр пулӗ?

15 Ӳлӗмхи кӗнеке тӑрӑх, юлашки кунсенче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пире уйрӑмах йывӑр пулӗ, мӗншӗн тесен ҫынсем пирӗн ҫине тата вӑйлӑрах тапӑнӗҫ (Ӳлӗм. 13:12, 15). Влаҫсем пире хӑйсене пӑхӑнтарасшӑн пулӗҫ, пӑхӑнма килӗшменнисене вара хаяррӑн хӗсӗрлӗҫ. Вӗсем «пурне те — кӗҫӗннине те, аслине те, пуяннине те, чухӑннине те, ирӗклине те, чурана та — палӑртса... [тухӗҫ]: вӗсен сылтӑм алли ҫине е ҫамки ҫине паллӑ... [лартӗҫ]» (Ӳлӗм. 13:16). Ӗлӗк-авал чура ҫине вӑл камӑн чури пулнине кӑтартакан паллӑ лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра та правительствӑсем пур ҫын та шухӑшпа та (ҫамка ҫинчи паллӑ), ӗҫсемпе те (алӑ ҫинчи паллӑ) хӑйсене пӑхӑнасса кӗтеҫҫӗ.

16. Мӗншӗн пирӗн халех Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнмалла?

16 Эсир хӑвӑр ҫине ҫак паллӑна лартма килӗшетӗр-и, урӑхла каласан, ҫак тӗнчери правительствӑсем майлӑ пулатӑр-и? Паллах, ҫак паллӑна лартма килӗшменнисен нумай йывӑрлӑх курма тивӗ. Библире «камӑн ҫав паллӑ... ҫук, вӑл сутма та, туянма та пултараймӗ» тенӗ (Ӳлӗм. 13:17). Анчах эпир ҫакна та пӗлсе тӑратпӑр: ҫак паллӑна лартнисем пирки Турӑ вилӗм приговорӗ йышӑннӑ (Ӳлӗм. 14:9, 10). Ҫавӑнпа эпир, Туррӑн ӗҫлекенӗсем, хамӑр ҫине урӑх паллӑ лартатпӑр. Эпир, сӑнарлӑ каласан, хамӑр алӑ ҫине «эпӗ — Иеговӑн» тесе ҫырса хуратпӑр (Ис. 44:5, ҪТ). Пирӗн халех хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Эпӗ Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнатӑп-и?» Ҫапла пулсан, Иегова хаваспах сире «эсӗ — манӑн» тесе калӗ.

ИЕГОВА ТӲПЕПЕ ҪӖРЕ «ЧӖТРЕНТЕРӖ»

17. Иеговӑн чӑтӑмлӑхӗ пирки эпир мӗн пӗлетпӗр?

17 Ҫак юлашки кунсенче Иегова питӗ чӑтӑмлӑ пулни курӑнать. Вӑл «никам та ан пӗттӗр» тет, ҫавӑнпа «нумайччен тӳссе тӑрать» (2 Петр 3:9). Турӑ пурне те ӳкӗнме тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма май парать. Анчах та вӑл ӗмӗр-ӗмӗр тӳссе тӑмӗ. Кам Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑмасть, ҫавсемпе фараонпа мӗн пулса тухнӑ, ҫавӑ пулӗ. Иегова Моисей урлӑ фараона ҫапла каланӑ: «Эпӗ Хамӑн аллӑма тӑсрӑм ӗнтӗ, апла сана та, санӑн халӑхна та хӑрушӑ чирпе тӗп тӑваттӑм, сана ҫӗр ҫинчен пӗтереттӗм, анчах сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана упраса хӑвартӑм» (Тух. 9:15, 16). Апла пулсан, юлашкинчен пур ҫын та Иегова пӗртен-пӗр чӑн Турӑ пулнине курӗ (Иез. 38:23). Ҫакӑ мӗнле пулса тухӗ?

18. а) Аггей 2:6, 20—22 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле «чӗтрентерни» ҫинчен каланӑ? ӑ) Аггейӑн сӑмахӗсем пуласлӑхра пурнӑҫланмаллине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

18 Аггей 2:6, 20—22 вуласа парӑр. Темиҫе ӗмӗр иртсен Павел апостол Турӑ хавхалантарнипе ҫак сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пуласлӑхра пурнӑҫланмаллине кӑтартса панӑ. Малтан вӑл Иеговӑн ҫак сӑмахӗсене илсе панӑ: «Тепӗр хутӗнче ҫӗре кӑна мар, тӳпене те чӗтрентерӗп». Малалла вӑл ҫапла ӑнлантарса панӑ: «„Тепӗр хутӗнче“ тенӗ сӑмах кисренменни ҫеҫ юлтӑр тесе, кисренекеннине, пултарнӑскере, улӑшӑнтарнине пӗлтерет» (Евр. 12:26, 27). Ҫак «чӗтрентерни» Аггей 2:7-мӗшӗнче каланӑ «чӗтрентернинчен» уйрӑлса тӑрать. Турӑ тӳпепе ҫӗре тепӗр хут «чӗтрентернӗ» чухне, фараона тӗп тунӑ пекех, хӑйне пӑхӑнман ҫынсене ӗмӗрлӗхех пӗтерӗ.

19. Иегова тӳпепе ҫӗре «чӗтрентернӗ» хыҫҫӑн мӗн кисренмесӗр юлӗ тата эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр?

19 «Кисренменни ҫеҫ юлтӑр» тенипе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл ҫакна акӑ мӗнле ӑнлантарса панӑ: «Ҫапла ӗнтӗ эпир кисренми патшалӑха илнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе Турра тав тӑвар, Турра мӗнле юрӑхлӑ, ҫавӑн пек — Унран хӑраса, Ӑна хисеплесе — ӗҫлесе тӑрар» (Евр. 12:28). Иегова тӳпепе ҫӗре «чӗтрентернӗ» хыҫҫӑн Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ тӑрса юлӗ. Ҫак Патшалӑх «ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ» тата нихӑҫан та арканмӗ (Пс. 109:5, 6; Дан. 2:44).

20. Ҫынсен мӗнле йышӑну тумалла тата эпир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

20 Вӑхӑт юлманпа пӗрех. Ҫынсен суйласа илмелле: енчен те вӗсем ҫак тӗнче майлӑ тӑраҫҫӗ пулсан вӗсем ӗмӗрлӗхех пӗтӗҫ, Иегова майлӑ тӑрсан тата унӑн ирӗкне туса пурӑнсан вара — ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ (Евр. 12:25). Ырӑ хыпар сарса эпир ҫынсене тӗрӗс йышӑну тума пулӑшатпӑр. «Кӑмӑла каякан мулсем», е Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑма хатӗр ҫынсем, татах та нумай. Айтӑр ҫак ҫынсене шырар тата Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене асра тытар: «Пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ; вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матф. 24:14).

40-МӖШ ЮРӐ Эпир — камӑн?

^ 5 абз. Ҫак статьяра Аггей 2:7-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсене ҫӗнӗлле ӑнлантарса панӑ. Иегова пур халӑха та «чӗтрентерет». Эпир хамӑр ҫак ӗҫе мӗнле хутшӑнма пултарнине пӑхса тухӑпӑр тата ҫак ӗҫ хӑш-пӗр ҫынсене килӗшнине, теприсене вара килӗшменнине курӑпӑр.

^ 4 абз. Халӑх пирӗн эрӑчченхи 515 ҫул тӗлнелле храма туса пӗтернӗ, апла Аггей хӑйне Иегова хушнӑ ӗҫе лайӑх тунӑ.

^ 10 абз. Ҫакӑ ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани. Унччен эпир ҫынсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫласси «халӑхсене чӗтрентернинчен» килмест тесе шутланӑ. 2006 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» (выр) пӑхӑр.

^ 63 абз. ӲКЕРЧӖК. Аггей израильтянсене хастар пулма тата храма туса пӗтерме хавхалантарать. Хальхи вӑхӑтри Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара хастар сараҫҫӗ. Упӑшкипе арӑмӗ телефонпа ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Вӗсем кӗҫех Иегова тӳпепе ҫӗре «чӗтрентерӗ» тесе калаҫҫӗ.